Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Турӑ пуласлӑхра мӗн тӑвӗ?

Турӑ пуласлӑхра мӗн тӑвӗ?

Йывӑр килнӗ чухне эсир, паллах, хӑвӑр тусу сире пулӑшасса кӗтетӗр. Ҫавӑнпа та хӑшӗ-пӗрисем Турӑ пирки тус тесе калаймӑн, мӗншӗн тесен унран пулӑшу кӗтсе илеймӗн теҫҫӗ. Чӑннипе каласан вара Турӑ пирӗншӗн нумай тунӑ. Унсӑр пуҫне, кӗҫех вӑл пирӗн пур йывӑрлӑха та татса парӗ. Вӑл мӗн тӑвӗ?

УСАЛА ПӖТЕРӖ

Пӗтӗм усаллӑха пӗтерес тесе Турӑ усал кӳрсе тӑракана пӗтерет. Библире «пӗтӗм тӗнче усал ӑшӗнче» тенӗ (1 Иоанн 5:19). «Усал» вӑл — Сатана Шуйттан, ун пирки Иисус «тӗнче пуҫлӑхӗ» тенӗ (Иоанн 12:31). Апла пулсан ҫынсем Сатана витӗм кӳнине пула хӗн-хур курса пурӑнаҫҫӗ. Турӑ ҫак лару-тӑрӑва мӗнле татса парӗ-ши?

Иегова Турӑ «вилӗм пуҫлӑхне, шуйттана», тӗп тума Иисус Христоса хушнӑ, ҫакӑ вара кӗҫех пулӗ (Еврейсем 2:14; 1 Иоанн 3:8). Библире каланӑ тӑрӑх, Шуйттан «хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал юлнине пӗлсе» тӑрать (Ӳлӗмхине 12:12). Турӑ Сатанана кӑна мар, усал тӑвакансене пурне те пӗтерӗ (Псалом 36:9; Ытарӑшсем 2:22).

ҪӖР ҪИНЧЕ РАЙ ТӐВӖ

Ҫут Тӗнчене Тӑвакан ҫӗр ҫинчи пур усала пӗтерсен вӑл ҫынсем пирки хӑй малтанах мӗн тума шухӑшласа хунине пурнӑҫлӗ. Пире пуласлӑхра мӗн кӗтет-ши?

Мир тата хӑрушсӑрлӑх пулӗ. «Йӑвашшисем еткерлӗх ҫӗр илӗҫ, вӗсем тулли тӑнӑҫлӑхпа савӑнса пурӑнӗҫ» (Псалом 36:11).

Тутлӑ та усӑллӑ апат тулӑх пулӗ. «Тусем тӑрринче те тырӑ-пулӑ тулӑх пулӗ; ҫитӗннӗ тырӑ Ливан ҫинчи вӑрман пек хумханса ларӗ» (Псалом 71:16).

Лайӑх кил-ҫурт тата кӑмӑла каякан ӗҫ пулӗ. «Вара ҫуртсем лартӗҫ, унта пурӑнӗҫ, иҫӗм пахчисем лартса ҫитӗнтерӗҫ, вӗсен ҫимӗҫне ҫийӗҫ. ...Эпӗ суйласа илнийӗсем хӑйсен алли ӗҫӗпе чылайччен усӑ курӗҫ» (Исаия 65:21, 22).

Сирӗн ҫаксене веҫех хӑвӑр куҫпа курас килет-и? Кӗҫех пур ҫын та ҫакӑн пек пурӑнӗ.

ЧИР-ЧӖРЕ ТАТА ВИЛӖМЕ ПӖТЕРӖ

Паян пурте чирлеҫҫӗ тата вилеҫҫӗ, анчах та ҫапла ялан пулмӗ. Вӑхӑт нумай та иртмӗ Турӑ Христосӑн каҫарттаракан парнине ӗненекенсене ҫӑлӗ, вӑл вӗсем «пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр» тет (Иоанн 3:16). Ҫакӑ пире мӗнле усӑ парӗ?

Чир-чӗр урӑх пулмӗ. «Ҫавӑнта пурӑнакан халӑхӑн ҫылӑхӗсем каҫарӑнӗҫ, ҫавӑнпа пӗри те: „эпӗ чирлӗ“ тесе каламӗ» (Исаия 33:24).

Этемлӗх вилӗм чуралӑхӗнчен хӑтӑлӗ. «Вилӗме ӗмӗрлӗхе ҫӗнтерӗ, Ҫӳлхуҫа Турӑ пурин куҫҫульне те шӑлса типӗтӗ» (Исаия 25:8).

Ҫынсем ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗҫ. «Турӑ вара Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрпа пӗрле пулмашкӑн ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парать» (Рим 6:23).

Вилнисем ҫӗр ҫинче пурӑнма чӗрӗлсе тӑрӗҫ. «Вилнӗ ҫынсем — сӑваплисем те, сӑвапсӑррисем те — чӗрӗлсе тӑрӗҫ» (Апостолсен ӗҫӗсем 24:15). Вилнӗ ҫынсем Турӑ тӳлесе илме панӑ парнене пула чӗрӗлсе тӑрӗҫ.

Турӑ ҫакна мӗнле пурнӑҫлӗ?

ЧИ ЧАПЛӐ ПРАВИТЕЛЬСТВО ТӐВӖ

Турӑ ҫӗрпе ҫынсем пирки хӑй мӗн тума шухӑшласа хунине пӗлӗтри правительствӑпа усӑ курса пурнӑҫлӗ, ҫав правительствӑн Патши пулма вӑл Иисус Христоса суйласа лартнӑ (Псалом 109:1, 2). Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене шӑп ҫав правительство, е патшалӑх, ҫинчен кӗлтума вӗрентнӗ: «Эй Ҫӳлти Аттемӗр! ...Санӑн Патшалӑху килтӗр» (Матфей 6:9, 10).

Туррӑн Патшалӑхӗ пӗтӗм ҫӗре тытса тӑрӗ тата пур ҫынна та хӗн-асапран хӑтарӗ. Ҫынсем йӗркеленӗ пӗр правительство та ҫак Патшалӑхпа танлашаймӗ. Акӑ мӗншӗн Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне хӑйне шеллемесӗр «Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар» пӗлтернӗ тата хӑйӗн вӗренекенӗсене те ҫавна тума хушнӑ (Матфей 4:23; 24:14).

Ҫынсене питӗ хытӑ юратнӑран Турӑ ҫак пур тӗлӗнмелле ӗҫе тӑвасшӑн. Сирӗн ҫакӑн пек юратакан Турӑ ҫинчен ытларах пӗлес килет-и тата унпа ҫывӑхланас килет-и? Турӑ ҫинчен пӗлни сире мӗнле усӑ пама пултарать? Хуравне тепӗр статьяран пӗлӗр.

ТУРӐ ПУЛАСЛӐХРА МӖН ТӐВӖ? Турӑ чир-чӗрпе вилӗме пӗтерӗ, унӑн Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне пур ҫын та пӗрлӗхре пурӑнӗ тата ҫӗр ҫинче рай пулӗ