Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Турӑ ҫинчен пӗлни сире мӗнле усӑ парать?

Турӑ ҫинчен пӗлни сире мӗнле усӑ парать?

«Кам вӑл Турӑ?» ыйту ҫине хурав шыранӑ май эпир вӑл Иегова ятлӑ пулнине тата унӑн тӗп паха енӗ юрату пулнине пӗлтӗмӗр. Унсӑр пуҫне, эпир вӑл ҫынсемшӗн мӗн тунине тата пуласлӑхра пӗтӗм этемлӗхӗн пурнӑҫне мӗнле улӑштарассине куртӑмӑр. Библи Турӑ ҫинчен нумай интереслӗ япала уҫса парать, анчах та сире ҫак ыйту кӑсӑклантарать пулӗ: Турӑ ҫинчен ытларах пӗлсе пыни мана мӗнле усӑ парӗ?

Библи пире ҫапла шантарать: «Ӑна [Турра] шыратӑн пулсассӑн, тупӑн Ӑна» (1 Ҫулсеренхи 28:9). Шухӑшласа пӑхӑр-ха: малалла та Турӑ ҫинчен пӗлме вӑй хурсан «Турӑ тусӗ» пулса тӑратӑр (Иаков 2:23). Ҫак туслӑх сирӗн пурнӑҫ ҫине мӗнле витӗм кӳрӗ?

Чӑн-чӑн телей. Иегова — телейлӗ Турӑ. Унпа ҫывӑхланса пынӑҫемӗн тата ун пек шухӑшлама вӗренсе пынӑҫемӗн эпир хамӑра телейлӗрех туятпӑр (Псалом 32:12). Ҫакӑ пирӗн сывлӑх ҫине те лайӑх витӗм кӳрет. Эсир япӑх йӑласене пӗтерсе лайӑххисене аталантарма тата таврари ҫынсемпе килӗштерсе пурӑнма пултарӑр. Сирӗн пурнӑҫ ҫапла улшӑнсан эсир псалом юрлакан ҫырнӑ сӑмахсемпе килӗшетӗр пулӗ: «Маншӑн вара Турӑ патне ҫывӑхарасси чӑн телей!» (Псалом 72:28.)

Турӑ кашни уйрӑм ҫыншӑн тӑрӑшать. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ҫапла сӑмах панӑ: «Сана ӑса кӗртӗп, вӗрентӗп... Манӑн куҫӑм сан ҫинче пулӗ» (Псалом 31:8). Ҫакӑ Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗшӗн кашнишӗн тӑрӑшнине тата ӑна мӗн кирлине шута илнине пӗлтерет (Псалом 138:1, 2). Иеговӑпа ҫывӑхарах паллашсан эсир вӑл кирек хӑҫан та пулӑшма хатӗр пулнине курӑр.

Тӗлӗнмелле пуласлӑх. Иегова сире паянах телейлӗ те тӗллевлӗ пурнӑҫпа пурӑнма пулӑшать, пуласлӑхра вара эсир тӗлӗнмелле лайӑх пурнӑҫпа пурӑнма пултаратӑр (Исаия 48:17, 18). Библире каланӑ: «Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вӑл — Сана, пӗртен-пӗр чӑн Турра, пӗлни тата Хӑв янӑ Иисус Христоса пӗлни» (Иоанн 17:3). Турӑ пире парнеленӗ шанчӑк паянхи йывӑр вӑхӑтра пирӗншӗн «шанчӑклӑ, тӗреклӗ якорь пек» (Еврейсем 6:19).

Иегова ҫинчен малалла та пӗлсе пыма тата унпа ҫывӑхланма урӑх витӗмлӗ сӑлтавсем те пур. Ытларах пӗлес тесе Иегова Свидетелӗсенчен пӗринпе калаҫса пӑхӑр е jw.org ятлӑ пирӗн сайта кӗрӗр.