Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | БИБЛИ МӖНЛЕ УПРАНСА ЮЛНӐ?

Мӗншӗн Библи упранса юлма пултарнӑ

Мӗншӗн Библи упранса юлма пултарнӑ

Эппин, Библи ниме пӑхмасӑрах паянхи кунччен сыхланса юлнӑ. Кашни ӑна туянма тата вуласа тухма пултарать. Сирӗн алӑра Библин лайӑх куҫарӑвӗ пур пулсан, унта мӗн ҫырни оригиналпа килӗшсе тӑни пирки иккӗленме сӑлтав ҫук *. Библи вӑхӑт иртнӗҫемӗн юрӑхсӑра тухма пултарнине, хирӗҫ тӑнине тата ҫынсем унти текста улӑштарма хӑтланнине пӑхмасӑрах мӗншӗн упранса юлма пултарнӑ? Ҫак кӗнеке ыттисенчен мӗнпе уйрӑлса тӑрать?

«Халӗ эпӗ хамӑн Библи пирки Турӑ панӑ парне тесе шутлатӑп»

Библи вулакан ҫынсем нумайӑшӗ Павел апостол тунӑ пӗтӗмлетӳпе килӗшеҫҫӗ. Вӑл ҫырнӑ: «Турӑ Ҫырӑвне пӗтӗмпех Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ» (2 Тимофей 3:16, ҪТ). Вӗсем Турӑ хӳтӗленине пула Библи упранса юлнӑ тесе ӗненеҫҫӗ. Пӗрремӗш статьяра асӑннӑ Файзал фактсене хӑй тӗрӗслеме шут тытнӑ та Библи вӗренме пуҫланӑ. Хӑй мӗн пӗлсе пыни ӑна тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтернӗ. Христиансен тӗнчинче анлӑ сарӑлнӑ вӗрентӳсенчен нумайӑшӗ Библире ҫуккине вӑл ӑнланса илнӗ. Турӑ ҫӗр ҫинче рай туса хума сӑмах пани ҫинчен Библире вулани унӑн кӑмӑлне питӗ вӑйлӑ хускатнӑ.

Файзал калать: «Халӗ эпӗ хамӑн Библи пирки Турӑ панӑ парне тесе шутлатӑп. Турӑ тем пысӑкӑш Ҫут тӗнчене тума пултарнӑ пулсан, вӑл хӑйӗн Сӑмахне ҫынсене пама тата ӑна упраса хӑварма пултарайман пулӗччӗ-и? Кам ҫакна ӗненмест, ҫав ҫын, тӗрӗссипе каласан, Туррӑн вӑйӗ пирки, вӑл Пурне те Тума Пултаракан Турӑ пулни пирки иккӗленет теме пулать. Турра шанмасӑр тӑма эпӗ кам вара?» (Исаия 40:8.)

^ 3 абз. 2008 ҫулхи майӑн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнин» кӑларӑмӗнчи «Как выбрать хороший перевод Библии?» статьяна пӑхӑр.