Эсир хӑвӑр мӗне ӗненнине Библипе танлаштарса пӑхма хатӗр-и?
ЭСИР хӑвӑра христианин тесе шутлатӑр-и? Шутлатӑр пулсан, эсир хӑйсем пирки Иисус Христос хыҫҫӑн пыракансем теекен икӗ миллиард ытла ҫын шутне кӗрекенсенчен пӗри. Хальхи вӑхӑтра пин-пин тӗн пирки христианла тӗн теҫҫӗ, анчах та вӗсен вӗрентӗвӗсем пӗр-пӗринчен питӗ уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпа та эсир мӗне ӗненни ытти христиансем мӗне ӗненнинчен пачах урӑхла пулма пултарать. Эсир мӗне ӗненни чӑнах та пысӑк пӗлтерӗшлӗ-и? Енчен те эсир христиансен тӗнне Библире каланӑ пек тытса тӑрасшӑн пулсан, мӗне ӗненни питӗ пӗлтерӗшлӗ.
Иисус Христосӑн малтанхи вӗренекенӗсене «христиансем тесе» чӗннӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 11:26, ҪХ). Вӑл вӑхӑтра вӗсене палласа илме пулӑшакан урӑх ят кирлӗ пулман, мӗншӗн тесен христианла тӗн пӗрре кӑна пулнӑ. Христиансем пурте пӗрле Иисус Христосӑн, христиансен тӗнне никӗслекенӗн, вӗрентӗвӗсемпе ӳкӗчӗсене тытса тӑнӑ. Эсир ҫӳрекен чиркӳ пирки мӗн калама пулать? Унӑн вӗрентӗвӗсем Христос мӗне вӗрентнипе тата унӑн малтанхи вӗренекенӗсем мӗне ӗненнипе килӗшсе тӑраҫҫӗ-и? Ҫакна мӗнле тӗрӗслесе пӑхма пулать? Пӗр май кӑна пур — Библие эталон вырӑнне хумалла.
Марк 7:9—13). Ҫавӑнпа та Христосӑн чӑн-чӑн вӗренекенӗсем мӗне ӗненмеллипе мӗне ӗненмелле маррине Библи тӑрӑх суйласа илӗҫ тесе шутлани тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ. Ҫав тӗлӗшрен кашни христианинӑн хӑйне ҫакӑн пек ыйту памалла: «Эпӗ ҫӳрекен чиркӗвӗн вӗрентӗвӗсем Библире мӗн каланипе килӗшсе тӑраҫҫӗ-и?» Ҫак ыйту ҫине хурав парас тесе хӑвӑр чиркӗвӗн вӗрентӗвӗсене Библи вӗрентӗвӗсемпе мӗншӗн танлаштарса пӑхас мар?
Шухӑшласа пӑхӑр: Иисус Христос Сӑваплӑ Ҫырӑва питӗ хисепленӗ, ӑна Турӑ Сӑмахӗ вырӑнне хунӑ. Библи вӗрентӗвӗсене ҫынсен йӑлисемпе хутӑштаракансене вӑл сивленӗ (Турра пирӗн чӑнлӑхпа пуҫҫапмалла тенӗ Иисус, ҫав чӑнлӑха вара Библире тупма пулать (Иоанн 4:24; 17:17). Павел апостол каланӑ тӑрӑх, ҫӑлӑнас тесен пирӗн «чӑнлӑха пӗлсе» ҫитмелле (1 Тимофей 2:4, ҪХ). Апла пулсан, эпир мӗне ӗненни Библири чӑнлӑхпа килӗшсе тӑмалла. Вӗт пирӗн ҫӑлӑнӑҫ ҫавӑнтан килет-ҫке!
ХАМӐР ӖНЕНӖВЕ БИБЛИ ВӖРЕНТӖВӖСЕМПЕ МӖНЛЕ ТАНЛАШТАРМАЛЛА
Аяларах илсе панӑ ултӑ ыйтӑва вуласа тухӑр та вӗсем ҫине Библи мӗнле хуравланине асӑрхӑр. Библирен илсе панӑ сӑвӑ йӗркисем ҫине пӑхӑр та ыйтусем ҫине мӗнле хурав пани ҫинчен шухӑшлӑр. Унтан хӑвӑртан ыйтӑр: «Эпӗ ҫӳрекен чиркӗвӗн вӗрентӗвӗсем Библире мӗн каланипе килӗшсе тӑраҫҫӗ-и?»
Ҫакӑн пек кӗскен тӗрӗслесе пӑхни сире чи кирлӗ танлаштару тума пулӑшӗ. Сирӗн чиркӗвӗн ытти вӗрентӗвӗсене те эсир Библире мӗн каланипе танлаштарса пӑхма хатӗр-и? Иегова Свидетелӗсем Библири чӑнлӑха тӗпчеме сире хаваспах пулӑшӗҫ. Эсир вӗсенчен пӗрне хӑвӑрпа Библие тӳлевсӗр вӗренме ыйтма пултаратӑр е Иегова Свидетелӗсен официаллӑ сайтне кӗрӗр.