БИБЛИ ПУРНӐҪА УЛӐШТАРАТЬ
Ӑнӑҫлӑ пуличчен манӑн нумай хутчен такӑнма тиврӗ
-
ҪУРАЛНӐ ҪУЛ: 1953
-
ҪӖРШЫВ: АВСТРАЛИ
-
УНЧЧЕН: ПОРНОГРАФИ ПӐХМАСӐР ПУРӐНМА ПУЛТАРАЙМАН
УНЧЧЕНХИ ПУРНӐҪ.
Манӑн атте 1949 ҫулта Германирен Австралие куҫса кайнӑ. Вӑл пӗр-пӗр шахтӑна е электростанцие ӗҫе кӗрешсӗн пулнӑ, вара вӑл Виктори штатӗнчи ялта тӗпленсе пурӑнма пуҫланӑ. Вӑл унта манӑн аннене тӗл пулнӑ та ӑна качча илнӗ. 1953 ҫулта вара эпӗ ҫуралнӑ.
Тепӗр темиҫе ҫултан анне Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренме пуҫланӑ, ҫавӑнпа та эпӗ мӗн ачаранах Библи вӗрентӗвӗсем ҫинчен пӗлнӗ. Анчах та ман атте нимле тӗне те чӑтма пултараймастчӗ. Вӑл хаярланса пычӗ те аннене час-часах хӑрататчӗ, ҫавӑнпа анне яланах унран хӑраса пурӑнатчӗ. Анне пурпӗр Библие вӑрттӑн вӗренетчӗ, вара вӑл унӑн вӗрентӗвӗсене чунтан юратма пуҫларӗ. Атте килте ҫук чухне вӑл хӑй мӗн пӗлсе пынине мана та, йӑмӑка та калатчӗ. Вӑл пире ҫӗр ҫинчи пулас рай ҫинчен, Библи нормисем тӑрӑх пурӑнни телей пани ҫинчен каласа паратчӗ (Псалом 36:10, 29; Исаия 48:17).
Атте хӑйне ытла та хаяррӑн тытнӑран манӑн 18 ҫулта килтен тухса кайма тиврӗ. Анне мана Библи ҫинчен мӗн вӗрентни тӗрӗс пулнине ӗненнӗ пулин те, эпӗ ҫав пӗлӳсене хакламан, ҫавӑнпа вӗсене хамӑн пурнӑҫра тытса тӑман. Ҫӗр кӑмрӑкне кӑларакан шахтӑра электрик пулса ӗҫлеме тытӑнтӑм. 20 ҫулта эпӗ авлантӑм. Ҫавӑн хыҫҫӑн виҫӗ ҫул иртсен пирӗн пӗрремӗш хӗр ҫуралчӗ, вара эпӗ хамӑн пурнӑҫра мӗн кирлӗ пулнине ӑнланма пуҫларӑм. Библи пирӗн ҫемьене пулӑшма пултарассине эпӗ пӗлнӗ, ҫавӑнпа ҫав кӗнекене Иегова Свидетелӗсемпе вӗренме тытӑнтӑм. Анчах та манӑн арӑм Свидетельсене питӗ килӗштерместчӗ. Эпӗ вӗсен пӗр тӗлпулӑвӗнче пулнӑ хыҫҫӑн вӑл мана ҫапла татӑклӑн каларӗ: е эсӗ Библи вӗренме пӑрахатӑн, е ҫемьерен тухса каятӑн. Ним тума пӗлмесӗр аптранине пула эпӗ ӑна парӑнтӑм, вара Свидетельсемпе хутшӑнма пӑрахрӑм. Каярахпа ҫакӑншӑн манӑн питӗ хытӑ ӳкӗнме тиврӗ.
Пӗррехинче пӗрле ӗҫлекенсем мана порнографи журналӗсене кӑтартрӗҫ. Унти ӳкерчӗксем пӗр вӑхӑтрах манӑн кӑмӑла илӗртрӗҫ те, йӗрӗнтерчӗҫ те, вара эпӗ хама питӗ айӑплӑ пек туйрӑм. Библи ҫавӑн пек ӗҫсене сивленине аса илнӗ май Турӑ мана ҫавӑншӑн наказани парасса ӗненеттӗмччӗ эпӗ. Анчах та ҫав ирсӗр ӳкерчӗксем ман ҫине ытларах та ытларах витӗм кӳнӗрен эпӗ порнографи ҫине урӑхларах пӑхма пуҫларӑм. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн эпӗ унсӑр пурӑнайми пулса ҫитрӗм.
Ҫавӑнтанпа 20 ҫул иртрӗ, ҫав вӑхӑт хушшинче эпӗ хама анне вӗрентнӗ принципсене ытларах та ытларах итлеми пултӑм. Эпӗ хамӑн
пуҫа мӗнле шухӑшсене кӗме ирӗк пани хама мӗнле тытни ҫине витӗм кӳрсе тӑчӗ. Эпӗ усал сӑмахсем калаттӑмччӗ тата намӑссӑр ӗҫсем ҫинчен шӳтлесе илеттӗмччӗ. Секс тӗлӗшӗнчен манӑн ирсӗр шухӑшсем аталанма тытӑнчӗҫ. Арӑмпа пӗрле пурӑннӑ пулин те, эпӗ ытти хӗрарӑмсемпе те явӑҫнӑ. Пӗррехинче куҫкӗски умӗнче хам ҫине пӑхрӑм та пуҫа ҫакӑн пек шухӑш пырса кӗчӗ: «Эсӗ мана килӗшместӗн». Вара эпӗ хама хисеплеме пӑрахса хамран йӗрӗнме пуҫларӑм.Манӑн мӑшӑрлӑ пурнӑҫ арканчӗ, вара мана хамӑн пурнӑҫра ним лайӑххи те тӑрса юлман пек туйӑнчӗ. Ҫавӑн чухне эпӗ Иеговӑна пӗтӗм чӗререн кӗлтурӑм. Эпӗ 20 ҫул хушши йӗркесӗр пурнӑҫпа пурӑннӑ пулин те Библие ҫӗнӗрен вӗренме пуҫларӑм. Ҫав вӑхӑт тӗлнелле манӑн атте вилнӗччӗ, анне вара Иегова Свидетелӗ пулса тӑнӑччӗ.
БИБЛИ МАНӐН ПУРНӐҪА МӖНЛЕ УЛӐШТАРЧӖ.
Манӑн пурнӑҫ Библин таса нормисемпе пачах килӗшсе тӑмастчӗ. Анчах та эпӗ ку хутӗнче Библире каланӑ чун канӑҫлӑхне тупатӑпах терӗм. Эпӗ усал сӑмахсемпе калаҫма пӑрахрӑм тата хамӑн усал характера йӗркене кӗртме пуҫларӑм. Ҫавӑн пекех эпӗ аскӑнланса пурӑнма, азартлӑ вӑйӑсем выляма, эрехпе иртӗхме тата ӗҫре вӑрлама пӑрахма шут тытрӑм.
Манӑн ӗҫтешсем эпӗ хамӑн пурнӑҫа мӗншӗн тӗпрен улӑштарасшӑн пулнине ниепле те ӑнланаймастчӗҫ. Виҫӗ ҫул хушши вӗсем мана унчченхи ӗҫсене тума хӗтӗртсе тӑчӗҫ. Эпӗ хама кӑштах тытса чараймарӑм пулсан, сӑмахран, тарӑхса кайрӑм е усал сӑмах каларӑм пулсан, вӗсем ҫӗнтерӳллӗн кӑшкӑрса яратчӗҫ: «Аха! Акӑ пирӗн ӗлӗкхи Джо та курӑна пуҫларӗ!» Ҫак сӑмахсем манӑн чуна калама ҫук вӑйлӑ ыраттаратчӗҫ! Час-часах эпӗ хама ниме тӑман ҫын пек туяттӑмччӗ.
Пирӗн ӗҫре электронлӑ майпа е пичетлесе кӑларнӑ порнографи ӳкерчӗкӗсем нумайччӗ. Манӑн ӗҫтешсем, эпӗ унччен мӗнле тунӑ пекех, пӗр-пӗрне компьютер урлӑ намӑссӑр ӳкерчӗксем ярса парса тӑратчӗҫ. Эпӗ ҫак илӗртмӗшрен хӑтӑлас тесе пӗтӗм вӑя хураттӑмччӗ, анчах та вӗсем мана путлантарса лартма ҫирӗп шут тытнӑ тейӗн. Ҫавӑн чухне эпӗ хама Библи вӗрентекен Свидетельтен канаш ыйтрӑм. Эпӗ хамӑн чӗрере мӗн пуррине уҫса панӑ чухне вӑл мана тимлӗ итлерӗ.Библири сӑвӑ йӗркисемпе усӑ курса вӑл мана ҫав сиенлӗ йӑлапа мӗнле кӗрешмеллине кӑтартрӗ те Иеговӑна ҫине тӑрса кӗлтума хавхалантарчӗ (Псалом 118:37).
Пӗррехинче эпӗ пӗтӗм бригадӑна пухрӑм. Вӗсем пуҫтарӑнсан эпӗ икӗ ӗҫтеш валли сӑра илсе килме ыйтрӑм, бригадӑра вара вӗсем ӗҫме пӑрахасшӑн пулнине пурте пӗлнӗ. Ҫавӑнпа та вӗсем ҫакна хирӗҫ: «Эсӗ мӗн хӑтланатӑн?! Вӗсем ӗҫме пӑрахасшӑн вӗт!» — тесе кӑшкӑрса ячӗҫ. «Эпӗ те пӑрахасшӑн»,— тесе хуравларӑм эпӗ. Ҫав кунран пуҫласа манӑн ӗҫтешсем эпӗ порнографи пӑхас йӑларан хӑтӑласшӑн пулнине ӑнланса илчӗҫ, вара вӗсем мана унчченхи пек пурӑнма урӑх хӗтӗртмерӗҫ.
Вӑхӑт иртнӗҫемӗн эпӗ Иегова пулӑшнипе порнографи пӑхас йӑларан пӗтӗмпех хӑтӑлтӑм. 1999 ҫулта эпӗ шыва кӗтӗм те Иегова Свидетелӗ пулса тӑтӑм. Таса та телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнма ман валли иккӗмӗш май уҫӑлнӑшӑн эпӗ питӗ пархатарлӑ.
Халӗ эпӗ хама нумай вӑхӑт хушши килӗшнӗ ӗҫсене Иегова мӗншӗн курайманнине ӑнланатӑп. Юратакан Атте пулнӑ май Иегова мана порнографи кӳрекен сиенрен хӳтӗлесшӗн пулнӑ. Чӑнах та, Ытарӑшсем 3:5, 6-мӗшӗнчи сӑмахсем — тӗрӗс сӑмахсем! Унта каланӑ: «Пӗтӗм чун-чӗрӳпе Ҫӳлхуҫана шанса пурӑн, хӑвӑн ӑстӑнна ан шан. Хӑвӑн пур ҫулу ҫинче те Ӑна пӗлме тӑрӑш, вара Вӑл санӑн сукмакна тӳрӗ тӑвӗ». Библи нормисем пире хӳтӗлеҫҫӗ кӑна мар, ӑнӑҫлӑ пулма та пулӑшаҫҫӗ (Псалом 1:1—3).
МАНӐН ПУРНӐҪ ХӐШ ЕНЧЕН ЛАЙӐХЛАНЧӖ.
Унччен эпӗ хамран йӗрӗнеттӗмччӗ, халӗ вара хама хисеплетӗп тата чун канӑҫлӑхне те тупрӑм. Эпӗ таса пурнӑҫпа пурӑнатӑп, унсӑр пуҫне Иегова мана каҫарнине тата пулӑшса тӑнине туятӑп. 2000 ҫулта эпӗ Каролин ятлӑ хитре христианкӑна качча илтӗм. Вӑл Иеговӑна ман пекех хытӑ юратать. Пирӗн килте халӗ лӑпкӑ та канӑҫлӑ. Эпир пӗтӗм тӗнчери христиансен таса та юратакан тӑванлӑхӗн пайӗ пуласси вӑл пирӗншӗн пысӑк чыс тесе шутлатпӑр.