ХУРАЛ БАШНИ (ВӖРЕНМЕЛЛИ КӐЛАРӐМ) 2018 октябрь

Ҫак брошюрӑра 2018 ҫулхи декабрӗн 3—30-мӗшӗчченхи вӗренмелли статьясем пур.

Ҫӗр ҫул каялла: 1918 ҫул

Европӑра вӑрҫӑ алхаснӑ, анчах та ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи событисем Библи Тӗпчекенсене те, пӗтӗм тӗнчери ҫынсене те лайӑх улшӑнусем пуласса шантарнӑ.

Чӑннине калӑр

Мӗншӗн ҫынсем улталаҫҫӗ тата ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитерет? Эпир суймасӑр пурӑнни мӗнле лару-тӑрусенче курӑнать?

Чӑнлӑха вӗрентӗр

Ҫак тӗнче пӗтиччен ҫынсене чӑнлӑха вӗрентес тесе пирӗн пӗтӗм вӑя хумалла .Ырӑ хыпар сармалли хатӗрсем ҫакна тума пире мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

БИОГРАФИ

Иегова хам тунӑ йышӑнушӑн мана нумай пиллӗх пачӗ

Чарлз Молохен яш ача чухнех Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлеме шут тытнӑ, ҫавӑнпа Вефильте ӗҫлеме заявлени ҫырнӑ. Иегова ӑна нумай пиллӗх панӑ.

Хамӑрӑн Ертӳҫе, Христоса, шанӑр

Туррӑн организацийӗ калама ҫук пысӑк хӑвӑртлӑхпа малалла пынине кура пирӗн ҫакӑн пек ыйту сиксе тухма пултарать: «Мӗншӗн эпир хамӑрӑн Ертӳҫе, Христоса, шанма пултаратпӑр?»

Пурнӑҫри лару-тӑру улшӑнсан чун канӑҫлӑхне ан ҫухатӑр

Кӗтмен ҫӗртен улшӑнусем пулса иртсен пирӗн вӑйлӑ стресс пулма пултарать. Турӑ паракан канӑҫлӑх пире мӗнле пулӑшма пултарать?

Эсир пӗлетӗр-и?

Стефан асап куракан христиансенчен пӗрремӗшӗ пулнӑ. Мӗне пула Стефан судра хӑйне лӑпкӑ тытнӑ?