Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Хамӑрӑн Ертӳҫе, Христоса, шанӑр

Хамӑрӑн Ертӳҫе, Христоса, шанӑр

«Сирӗн пӗр Ертӳҫӗ — Христос» (МАТФ. 23:10, ҪТ).

ЮРӐСЕМ: 16, 14

1, 2. Моисей вилсен Иисус Навина мӗнле йывӑр ӗҫ шанса панӑ?

ИИСУС НАВИНӐН хӑлхинче Иеговӑн сӑмахӗсем янраса тӑнӑ: «Манӑн чурам, Моисей, вилчӗ; ӗнтӗ тӑр та ҫак Иордан шывӗ урлӑ каҫса кай: ху та, ҫак мӗнпур халӑх та Эпӗ вӗсене, Израиль ывӑлӗсене, паракан ҫӗр ҫине каҫӑр» (Иис. Н. 1:1, 2). 40 ҫула яхӑн вӑл Моисейӗн пулӑшаканӗ пулнӑ, халӗ вара унӑн хӑйӗн ертӳҫӗ пулса тӑмалла.

2 Моисей нумай ҫул хушши Израиль халӑхӗн ертӳҫи пулнӑ, ҫавӑнпа Иисус израильтянсем ҫак улшӑну ҫине мӗнле пӑхӗҫ-ши тесе пӑшӑрханма пултарнӑ (Сак. аст. 34:8, 10—12). Иисус Навин 1:1, 2 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем пирки пӗр справочникра акӑ мӗн каланӑ: «Патшалӑх влаҫӗ улшӑннӑ вӑхӑт ҫынсемшӗн яланах питӗ йывӑр та хӑрушӑ тапхӑр пулнӑ».

3, 4. Иисус Навин Иеговӑна шанни мӗншӗн тӗрӗс пулнӑ? Пирӗн мӗнле ыйту сиксе тухма пултарать?

3 Пӑшӑрханнӑ пулсан та Иисус Навин темиҫе кунтанах хӑйне хушнӑ ӗҫе туса тӑма пуҫланӑ (Иис. Н. 1:9—11). Вӑл Иеговӑна шаннӑ, Иегова вара ӑна пилленӗ. Библире каласа панӑ тӑрӑх, Турӑ хӑйӗн ангелӗ урлӑ Иисуспа израильтянсене хушусем панӑ. Ҫав ангел Туррӑн пӗртен-пӗр Ывӑлӗ пулнӑ пулас, Библире ун пирки Сӑмах тенӗ (Тух. 23:20—23; Иоанн 1:1).

4 Израилӗн ертӳҫи улшӑннӑ чухне Иегова халӑха пулӑшса тӑнӑ, ҫавӑнпа вӗсене йывӑр килмен. Хальхи вӑхӑтра та Иеговӑн организацийӗнче пысӑк улшӑнусем пулса иртеҫҫӗ. Туррӑн организацийӗ калама ҫук пысӑк хӑвӑртлӑхпа малалла пынине кура пирӗн ҫакӑн пек ыйту сиксе тухма пултарать: «Хамӑрӑн Ертӳҫе, Иисус Христоса, шанма пирӗн мӗнле сӑлтавсем пур?» (Матфей 23:10 вуласа пар.) Хуравне тупас тесе айтӑр Иегова хӑйӗн халӑхне улшӑнусем пулса иртнӗ чухне мӗнле ертсе пынине пӑхса тухар.

ТУРРӐН ХАЛӐХНЕ ПАМА ПУЛНӐ ҪӖРЕ КАМ ЕРТСЕ ПЫНӐ?

5. Иисус Навин Иерихон ҫывӑхӗнче кама тӗл пулнӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

5 Иордан урлӑ каҫсан кӑшт вӑхӑт иртсен Иисус Навин Иерихон ҫывӑхӗнче хӗҫ тытнӑ палламан ҫынна тӗл пулнӑ. Вӑл унран ыйтнӑ: «Эсӗ пирӗн ҫын-и е пирӗнпе тӑшманлӑ халӑх ҫынни-и?» Ҫав ҫын «Ҫӳлхуҫа ҫарӗн ҫулпуҫӗ» пулнине тата вӑл Туррӑн халӑхне хӳтӗлеме килнине пӗлсен Иисус мӗн тери тӗлӗннӗ пулӗ! (Иисус Навин 5:13—15 вуласа пар.) Библири ытти сӑвӑ йӗркисенче Иисус Навинпа Иегова хӑй калаҫнӑ тесе ҫырнӑ пулин те, тӗрӗссипе вара Турӑ унпа ангел урлӑ калаҫнӑ — ҫакӑн пекки ӗлӗк-авал час-часах пулнӑ (Тух. 3:2—4; Иис. Н. 4:1, 15; 5:2, 9; Ап. ӗҫ. 7:38; Гал. 3:19).

6—8. а) Мӗншӗн Иегова панӑ хӑш-пӗр хушусем вырӑнсӑр пек туйӑнма пултарнӑ? ӑ) Иегова мӗн хушни тӗрӗс те вырӑнлӑ пулнӑ тесе мӗншӗн калама пулать? (Сноскӑна пӑхӑр.)

6 Ҫав ангел Иисус Навина Иерихона мӗнле ҫӗнсе илмелли пирки хушусем панӑ. Хушусенчен хӑш-пӗрисем вырӑнсӑр пек туйӑнма пултарнӑ. Сӑмахран, Иегова арҫынсен пурин те ӳтне кастармалла тенӗ, ҫакӑ вара вӗсем темиҫе кун хушши ҫапӑҫма пултарайманнине пӗлтернӗ. Ӳт кастарма чӑнах та майлӑ вӑхӑт пулнӑ-ши? (Пулт. 34:24, 25; Иис. Н. 5:2, 8.)

7 Израилӗн ҫар ҫыннисем тӑшмансем тапӑнсан хамӑрӑн кил-йыша хӳтӗлеймӗпӗр тесе пӑшӑрханнӑ пулӗ. Анчах та сасартӑк лагерьте хыпар сарӑлнӑ: Иерихон «Израиль ывӑлӗсенчен хӑранипе питӗрӗнсех ларнӑ, хупӑ тӑнӑ» (Иис. Н. 6:1). Ҫавӑн ҫинчен пӗлсен израильтянсем Иегова шанӑҫа тивӗҫлине уҫҫӑн курнӑ.

8 Ҫавӑн пекех Иегова хӑйӗн халӑхне Иерихон ҫине ан тапӑнӑр тенӗ. Ун вырӑнне вӑл вӗсене хула тавра кунне пӗр хут ҫаврӑнӑр, ҫапла ултӑ кун хушши тӑвӑр тесе хушнӑ. Ҫиччӗмӗш кунне вара вӗсен хула тавра ҫичӗ хут ҫаврӑнмалла пулнӑ. Ҫар ҫыннисенчен хӑш-пӗрисем: «Ҫакӑ вӑхӑта та, вӑя та сая яни ҫеҫ!» — теме пултарнӑ. Анчах та Израилӗн Ертӳҫи мӗн тумаллине питӗ лайӑх пӗлнӗ. Израильтянсем вӑл каланӑ пек тусан вӗсен ӗненӗвӗ ҫирӗпленнӗ тата ҫавна пула вӗсен Иерихон ҫыннисемпе те ҫапӑҫмалла пулман (Иис. Н. 6:1—4; Евр. 11:30) *.

9. Иегова паракан хушусене мӗншӗн пурнӑҫламалла? Тӗслӗх илсе парӑр.

9 Ҫакӑнтан мӗне вӗренме пулать? Хӑш-пӗр чухне эпир Туррӑн организацийӗ ку е вӑл улшӑнӑва мӗншӗн тунине ӑнлансах каймастпӑр. Тӗслӗхшӗн электронлӑ хатӗрсене илер. Тен, унччен эпир ҫапла шутланӑ: хамӑр тӗллӗн Библи вӗреннӗ чухне, ырӑ хыпар сарнӑ чухне е пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче электронлӑ хатӗрсемпе усӑ курмаллах-ши? Вӗсемпе усӑ курма пуҫласан вара эпир ҫакӑ нумай усӑ панине куртӑмӑр. Пӗр-пӗр улшӑну мӗнле усӑ кӳнине асӑрханӑ чухне пирӗн ӗненӳ тата хамӑр хушӑри пӗрлӗх ҫирӗпленет.

ХРИСТОС ПӖРРЕМӖШ ӖМӖРТИ ПУХӐВА ЕРТСЕ ПЫНӐ

10. Иерусалимри ертсе пыракан совет ӳт кастарнипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва кам пулӑшнипе татса панӑ?

10 Корнилий христианин пулса тӑнӑранпа 13 ҫул иртнӗ ӗнтӗ, хӑш-пӗр еврей пулнӑ христиансем вара ҫаплипех ӳт кастармалла тесе шутланӑ (Ап. ӗҫ. 15:1, 2). Ҫавна пула Антиохири тӑвансем хушшинче хирӗҫӳсем сиксе тухнӑ. Павела Иерусалима яма йышӑну тунӑ пулнӑ, унӑн ертсе пыракан совета ҫак ыйтӑва татса пама ыйтмалла пулнӑ. Ҫак йышӑнӑва кам тунӑ-ши? Павел каланӑ тӑрӑх, вӑл унта «Турӑ пӗлтернипе» кайнӑ. Паллах, хирӗҫӳсене татса пама ертсе пыракан совета Христос пулӑшнӑ, ӗҫсене йӗркелесе пыраканни вӑл пулнӑ (Гал. 2:1—3).

Пӗрремӗш ӗмӗрти пухӑва Христос ертсе пынӑ (10, 11 абзацсене пӑхӑр.)

11. а) Еврей пулнӑ христиансем ӳт кастарасси ҫине мӗнле пӑхнӑ? ӑ) Павел Иерусалимри старейшинӑсем мӗн ыйтнине тума хатӗр пулнине мӗнле кӑтартнӑ? (Ҫавӑн пекех сноскӑна пӑхӑр.)

11 Ертсе пыракан совет урлӑ Христос еврей мар христиансен ӳт кастармалла мар тенӗ (Ап. ӗҫ. 15:19, 20). Анчах еврей пулнӑ христиансем нумайӑшӗ ҫав-ҫавах чылай ҫул хушши хӑйсен ывӑлӗсен ӳтне кастарнӑ. Иерусалимри старейшинӑсем Павел пирки вӑл Моисей саккунне тытса тӑмасть текен сӑмах ҫӳренине илтсен, ӑна пач кӗтмен япалана тума ыйтнӑ (Ап. ӗҫ. 21:20—26) *. Вӗсем Павела тӑватӑ ҫынна хӑйӗнпе пӗрле илсе храма кайса тасалма хушнӑ, вара пурте вӑл Саккуна тытса тӑнине курнӑ пулӗччӗҫ. Павел вӗсем мӗн хушни тӗрӗс пулни пирки иккӗленме пултарнӑ. Вӑл еврей пулнӑ христиансем ӳт кастарассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва ӑнлансах кайманнине пӗлнӗ. Ҫав вӑхӑтрах Павел старейшинӑсем пӗрлӗхе упраса хӑварасшӑн пулнине те ӑнланнӑ, ҫавӑнпа вӑл хӑйне кӗҫӗне хурса вӗсем каланӑ пек тунӑ. Мӗншӗн Иисус ҫав ыйтӑва нумай ҫул хушши татса паман, вӑл вилнӗ хыҫҫӑн Моисей саккунӗ пӑрахӑҫа тухнӑ вӗт? (Кол. 2:13, 14.)

12. Мӗне пула, тен, Христос ӳт кастарассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва тӳрех татса паман?

12 Пӗр-пӗр ыйтӑва ҫӗнӗлле ӑнлантарса панине йышӑнма вӑхӑт кирлӗ пулма пултарать. Еврей пулнӑ христиансемпе шӑп ҫапла пулнӑ та (Иоанн 16:12). Вӗсенчен хӑш-пӗрисем ҫав-ҫавах ӳт кастармалла тенӗ, мӗншӗн тесен вӗсем ӳт кастарни Иеговӑпа хӑйсен хушшинчи хутшӑнусем уйрӑмах ҫывӑх пулнине кӑтартать тесе шутлама пӑрахман (Пулт. 17:9—12). Теприсем вара хӑйсене хӗсӗрлесрен хӑраса ытти еврейсенчен уйрӑлса тӑрас темен (Гал. 6:12). Анчах та вӑхӑт иртсен Христос вӗсене Павел апостолӑн ҫырӑвӗсем урлӑ ҫак ыйтӑва тӗплӗнрех ӑнлантарса панӑ (Рим 2:28, 29; Гал. 3:23—25).

ХРИСТОС ПАЯН ТА ПУХӐВА ЕРТСЕ ПЫРАТЬ

13. Христос паракан хушусене тытса тӑма пире мӗн пулӑшма пултарать?

13 Иеговӑн организацийӗнче пӗр-пӗр улшӑнӑва мӗншӗн тунине ӑнлансах каймастӑр пулсан, Христос ӗлӗк-авал Туррӑн халӑхне мӗнле ертсе пыни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Вӑл Иеговӑн ӗҫлекенӗсене хӳтӗлес тесе тата вӗсен ӗненӗвӗпе пӗрлӗхне ҫирӗплетес тесе Иисус Навин вӑхӑтӗнче те, пӗрремӗш ӗмӗрте те ӑслӑ-тӑнлӑ хушусем панӑ (Евр. 13:8).

14—16. «Шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» панӑ хушусем Христос пирӗншӗн тӑрӑшнине мӗнле кӑтартаҫҫӗ?

14 Иисус пирӗншӗн юратса тӑрӑшать. Ҫакӑ «шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» усӑллӑ канашсене вӑхӑтра панинчен курӑнать (Матф. 24:45). Марк, унӑн тӑватӑ ача, ҫапла калать: «Сатана ҫемьесем ҫине тапӑнса пухусене хавшатасшӑн. Иеговӑн организацийӗ вара пире ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапма кашни эрнерех вӑхӑт уйӑрма хавхалантарать. Ҫапла хавхалантарнине пула ҫемье пуҫӗсем ҫемьесене хӳтӗлемеллине уҫҫӑн кураҫҫӗ».

15 Иисус пире мӗнле ертсе пынине асӑрхама тӑрӑшатпӑр пулсан, вӑл пирӗн ӗненӗве ҫирӗп упраса хӑварма пулӑшасшӑн пулнине курӑпӑр. Патрик ятлӑ старейшина акӑ мӗн калать: «Канмалли кунсенче ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусем пӗчӗк ушкӑнсемпе иртесси ҫинчен пӗлсен тӑвансем малтанах кулянчӗҫ. Анчах та ҫак улшӑну ҫакна кӑтартрӗ: Иисус вӑтанчӑк е сӑваплӑ ӗҫе сахалрах хутшӑнакан тӑвансем ҫинчен манмасть. Тӗслӗхрен, ҫак тӑвансем хӑйсем вӑй хуни усӑсӑр пулманнине тата ыттисем хӑйсене хакланине туйса илчӗҫ, вара сӑваплӑ ӗҫе хастарлӑрах хутшӑнма пуҫларӗҫ».

16 Христос пире ырӑ хыпар сарас ӗҫе те мала хума пулӑшать, мӗншӗн тесен ҫак ӗҫ — чи кирлӗ ӗҫ. (Марк 13:10 вуласа пар.) Нумаях пулмасть старейшина пулса тӑнӑ Андре Иеговӑн организацийӗ паракан ҫӗнӗ хушусене яланах пурнӑҫлама тӑрӑшать. Вӑл калать: «Вефильте ӗҫлекенсен шутне чакарни пӗтес вӑхӑт ҫывӑх пулнине тата ырӑ хыпар сарас ӗҫе пӗтӗм вӑя хурса тумаллине аса илтерет».

ХРИСТОС ЕРТСЕ ПЫНИПЕ ПУРӐНӐР

17, 18. Анчахрах пулса иртнӗ улшӑнусем мӗнле усӑ пани ҫинчен мӗншӗн шухӑшламалла?

17 Пирӗн Патша, Иисус Христос, паракан хушусем яланах пире усӑ параҫҫӗ. Ҫавӑнпа та анчахрах пулса иртнӗ улшӑнусем мӗнле усӑ пани ҫинчен шухӑшламалла. Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне ырӑ хыпар сарас ӗҫпе тата кашни эрнере иртекен тӗлпулусемпе ҫыхӑннӑ улшӑнусем сире мӗнле пулӑшнине мӗншӗн сӳтсе явас мар-ха?

Эсир хӑвӑрӑн килтисене тата ытти христиансене Иеговӑн организацийӗ хыҫҫӑн ӗлкӗрсе пыма пулӑшатӑр-и? (17, 18 абзацсене пӑхӑр.)

18 Иеговӑн организацийӗ хушусене мӗнле тӗллевпе панине тата вӗсем мӗнле усӑ панине ӑнланатпӑр пулсан, пире вӗсене пурнӑҫлама ҫӑмӑлтарах пулӗ, савӑнӑҫ та илӗпӗр. Тӗслӗхрен, сахалтарах литература пичетлени тата ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курма пуҫлани тӑкаксене чакарать, перекетленӗ укҫапа вара ырӑ хыпара ытларах сарас тесе усӑ курма пулать. Ҫакна асра тытсан эпир электронлӑ публикацисемпе тата пирӗн сайтри аудио- тата видеоматериалсемпе май ҫитнӗ таран ытларах усӑ курӑпӑр. Ҫапла эпир Христос мӗн каланине итленине кӑтартӑпӑр, вӑл вара Туррӑн организацийӗн пурлӑхӗпе ӑслӑ-тӑнлӑ усӑ курасса кӗтет.

19. Мӗншӗн пирӗн Христоса итлемелле?

19 Христоса итленипе эпир пирӗн тӑвансен ӗненӗвне тата пирӗн хушӑри пӗрлӗхе ҫирӗплететпӗр. Вефилецсен шутне чакарнине пула унта ӗҫлеме пӑрахнӑ тӑвансем пирки Андре акӑ мӗн калать: «Ҫав тӑвансем ҫӗнӗ лару-тӑрӑва мӗнле хӑнӑхнине курсан эпӗ вӗсене тата ытларах хисеплеме тата Христоса ытларах шанма пуҫларӑм. Вӗсем Иеговӑн кустӑрминчен юлмаҫҫӗ тата вӑл хушакан кирек хӑш ӗҫе те тума хавас».

ӖНЕНӖВЕ ҪИРӖПЛЕТӖР ТАТА ХАМӐРӐН ЕРТӲҪЕ ШАНӐР

20, 21. а) Мӗншӗн эпир хамӑрӑн Ертӳҫе шанма пултаратпӑр? ӑ) Тепӗр статьяра эпир мӗнле ыйтӑва пӑхса тухӑпӑр?

20 Кӗҫех пирӗн Ертӳҫӗ, Иисус Христос, ҫӗнтерме тухӗ тата «тӗлӗнмелле ӗҫсем кӑтартӗ» (Пс. 44:5; Ӳлӗм. 6:2). Халӗ вара вӑл пире ҫӗнӗ тӗнчере тумалли ӗҫе — чӗрӗлсе тӑракансене вӗрентме тата ҫӗре рай тума — хатӗрлет.

21 Ҫӗнӗ тӗнче пуласса ӗненес тесен пирӗн, кирек мӗн пулса тухсан та, хамӑрӑн Патшана чун-чӗререн шанмалла. (Псалом 45:2—4 вуласа пар.) Анчах та пурнӑҫра кӗтмен улшӑнусем пулса иртме пултараҫҫӗ, хӑш-пӗр чухне вӗсене хӑнӑхма йывӑр пулма пултарать. Чунри канӑҫлӑха упраса хӑварма тата Иеговӑна ҫирӗп ӗненме пире мӗн пулӑшма пултарать? Ҫакна тепӗр статьяра сӳтсе явӑпӑр.

^ 8 абз. Иерихон ишӗлчӗкӗсене тӗпченӗ чухне археологсем хулара тырӑ тата ытти апат-ҫимӗҫ те самаях юлнине курнӑ. Ҫакӑнтан хулана нумай вӑхӑт хушши хупӑрласа тӑмасӑрах ҫӗнсе илни курӑнать. Иегова израильтянсене Иерихона ҫаратма ирӗк паман. Апатне вара вӗсем ӑҫтан илнӗ-ши? Ҫӗре ҫӗнсе илме Иегова чи майлӑ вӑхӑта — вырма вӑхӑтне — суйласа илнӗ, ҫавӑнпа та израильтянсен апат ҫителӗклӗ пулнӑ (Иис. Н. 5:10—12).

^ 11 абз. 2003 ҫулхи мартӑн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» «Павел смиренно принимает испытание» рамкӑна пӑхӑр, 24-мӗш страница.