Пурнӑҫри лару-тӑру улшӑнсан чун канӑҫлӑхне ан ҫухатӑр
«Чунӑма йӑпатрӑм тата лӑплантартӑм» (ПС. 131:2, ҪТ).
1, 2. а) Кӗтмен ҫӗртен улшӑнусем пулса иртсен хӑш-пӗр христиансем мӗн туяҫҫӗ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.) ӑ) 130-мӗш Псалом тӑрӑх, чун канӑҫлӑхне упраса хӑварма пире мӗн пулӑшма пултарать?
ЛЛОЙД ТАТА АЛЕКСАНДРА Вефильте 25 ҫул хушши ӗҫленӗ. Унта ӗҫлеме пӑрахмаллине пӗлсен вӗсем малтанах питӗ куляннӑ. Ллойд каласа парать: «Эпӗ Вефиле те, унта туса тӑракан ӗҫе те ҫав тери юрататтӑм, урӑх ӗҫе тӑвасси пирки шутлама та пултараймастӑмччӗ. Ҫак улшӑну мӗншӗн пулса иртнине эп ӑнланаттӑм, анчах та темиҫе эрне кӑна мар, темиҫе уйӑх хушши те хама кирлӗ мар ҫын пек туйрӑм. Пурнӑҫри улшӑнусене пула хӑш-пӗр чухне эпӗ хавасланса каяттӑм, хӑш-пӗр чухне вара — хуйха ӳкеттӗм».
2 Кӗтмен ҫӗртен улшӑнусем пулса иртсен эпир пӑшӑрханма пултаратпӑр тата пирӗн вӑйлӑ стресс пулма пултарать, хӑш-пӗр чухне ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхма йывӑр (Ытар. 12:25). Чун канӑҫлӑхне упрама пире мӗн пулӑшӗ? (Псалом 130:1—3 вуласа пар.) Айтӑр Иеговӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсем — авалхисем те, хальхисем те — пурнӑҫри улшӑнусене пӑхмасӑрах чун канӑҫлӑхне мӗнле упраса хӑварма пултарнине пӑхса тухар.
ТУРӐ ПАРАКАН КАНӐҪЛӐХ
3. Иосиф мӗнле йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ?
3 Иосиф 17 ҫулсенче пулнӑ чухне унӑн пиччӗшӗсем ӑмсаннипе ӑна чуралӑха сутса янӑ. Ашшӗ ӑна ытти ывӑлӗсенчен ытларах юратнӑ (Пулт. 37:2—4, 23—28). Иосиф юратнӑ ашшӗнчен аякра Египетра чуралӑхра пулнӑ, кайран вара тӗрмене лекнӗ. Ҫакӑ 13 ҫула тӑсӑлнӑ. Хуйха ӳкесрен тата хаярланса каясран ӑна мӗн пулӑшнӑ?
4. а) Тӗрмере ларнӑ чухне Иосиф мӗн ҫинчен шухӑшланӑ пулӗ? ӑ) Иегова Иосифӑн кӗллисене илтсе ӑна мӗнле пулӑшнӑ?
4 Тӗрмере ларнӑ чухне Иосиф Иегова ӑна мӗнле пулӑшнине асӑрханӑ пулӗ (Пулт. 39:21; Пс. 104:17—19). Яш ача пулнӑ чухне курнӑ пророкла тӗлӗксем ӑна Турӑ пулӑшасса шантарнӑ (Пулт. 37:5—11). Вӑл чӗрере мӗн пуррине Иеговӑна пӗрре кӑна мар кӗлӗре уҫса панӑ пулӗ (Пс. 144:18). Иегова унӑн кӗллисене илтнӗ — вӑл Иосифа пур йывӑрлӑхра та «унпа пӗрле» пуласса ҫирӗп шанма пулӑшнӑ (Ап. ӗҫ. 7:9, 10) *.
5. Турӑ паракан канӑҫлӑх пире мӗнле пулӑшать?
5 Йывӑрлӑхсене тӳссе ирттернӗ чухне эпир те Турӑ паракан канӑҫлӑх хамӑрӑн ӑстӑна сыхласа усранине тата хамӑра лӑпкӑ туйма пулӑшнине курма пултарӑпӑр. (Филиппӑ 4:6, 7 вуласа пар.) Ҫавӑнпа та хамӑра канӑҫсӑр туятпӑр пулсан, Иеговӑран пулӑшу ыйтмалла. Вӑл пире чун канӑҫлӑхне тупма пулӑшӗ, вара эпир йывӑрлӑхсене хамӑра пусарса лартма памӑпӑр, малалла та Иеговӑшӑн хастаррӑн ӗҫлесе тӑрӑпӑр. Туррӑн хальхи вӑхӑтри ӗҫлекенӗсен тӗслӗхӗ ҫакна ҫирӗплетсе парать.
ИЕГОВӐРАН ЧУН КАНӐҪЛӐХНЕ ЫЙТӐР
6, 7. Иеговӑна хамӑра мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен пӗтӗмпех каласа пани чун канӑҫлӑхне тупма мӗнле пулӑшать? Тӗслӗх илсе парӑр.
6 Райанпа Джульетт вӑхӑтлӑха ятарлӑ пионерсем пулса ӗҫленӗ. Иеговӑшӑн ҫапла майпа ӗҫлеме пӑрахмалли ҫинчен пӗлсен вӗсем кулянса ӳкнӗ. Райан каласа парать: «Эпир Иеговӑна хамӑр мӗн туйни ҫинчен каласа патӑмӑр. Ҫак лару-тӑру Иеговӑна чун-чӗререн шаннине кӑтартмалли май пулнине эпир ӑнланаттӑмӑр. Пирӗн пухура анчахрах шыва кӗнӗ христиансем нумай, ҫавӑнпа та ҫирӗп ӗненӳ кӑтартас тӗлӗшрен ҫав тӑвансемшӗн лайӑх тӗслӗх пулма Иеговӑран пулӑшу ыйтаттӑмӑр».
7 Иегова вӗсене мӗнле пулӑшнӑ? Райан аса илет: «Кӗлтунӑ хыҫҫӑн эпир пӗтӗм йывӑр туйӑмсемпе канӑҫсӑр шухӑшсем сирӗлнине туйса илтӗмӗр. Турӑ паракан канӑҫлӑх пирӗн ӑстӑнпа чӗрене упраса хӑварчӗ. Эпир ҫакна ӑнлантӑмӑр: тӗрӗс шухӑш-кӑмӑллӑ пулсан Иегова пирӗнпе малалла та усӑ курӗ».
8—10. а) Турӑ паракан канӑҫлӑх пӑшӑрханусене сирсе яма мӗнле пулӑшать? ӑ) Сӑваплӑ ӗҫ пирӗн пурнӑҫра малти вырӑнта тӑрать пулсан Иегова пире мӗнле пулӑшӗ?
8 Туррӑн святой сывлӑшӗ чун канӑҫлӑхне тупма пулӑшать кӑна мар, вӑл Турӑшӑн ӗҫлессине мала хума хавхалантаракан сӑвӑ йӗркисем ҫине те тимлеттерет. (Иоанн 14:26, 27 вуласа пар.) Филиппа тата Мэрипе, Вефильте 25 ҫул ытла ӗҫленӗ пӗр мӑшӑрпа, акӑ мӗн пулса тухнӑ. Вефильтен куҫса кайнӑ хыҫҫӑн тӑватӑ уйӑх хушшинчех вӗсен иккӗшӗн те амӑшӗсем тата Филипӑн пӗр хурӑнташӗ вилнӗ. Унсӑр пуҫне, вӗсен Мэрин ашшӗне пӑхма тивнӗ: унӑн ӑсӗ пӑтранма пуҫланӑ.
9 Филип аса илет: «Лару-тӑрӑва хӑнӑхса ҫитрӗм пек туйӑнатчӗ, анчах та веҫех йӗркеллех тесе калаймастӑмччӗ. „Хурал башнинчи“ вӗренмелли статьяна вуланӑ чухне эпӗ Колоссӑ 1:11-мӗшӗнчи сӑмахсем ҫинче чарӑнса тӑтӑм. Манӑн чӑтӑмлӑх пурччӗ, анчах та вӑрах тӳсӗмлӗхпе савӑнӑҫ ҫукчӗ. Ҫак сӑвӑ йӗрки мана ҫакна аса илтерчӗ: савӑнӑҫ пурнӑҫри лару-тӑруран килмест, вӑл святой сывлӑш хам ҫине витӗм кӳнинчен килет».
10 Филиппа Мэришӗн Иеговӑшӑн ӗҫлесси пӗрремӗш вырӑнта пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл вӗсене пилленӗ. Вефильтен тухса кайсан кӑшт вӑхӑт иртсенех вӗсем иккӗшӗ те чӑнлӑхра хӑвӑрт ҫитӗнӳсем тӑвакан ҫынсемпе Библи вӗренме пуҫланӑ, ҫав ҫынсем эрнере темиҫе хут та вӗренесшӗн пулнӑ. Каялла ҫаврӑнса пӑхса Мэри калать: «Ҫынсемпе Библи вӗренсе эпир нумай савӑнӑҫ илтӗмӗр. Ҫапла майпа Иегова веҫех лайӑх пуласса шантарчӗ».
ХӐВӐРА ПИЛЛЕМЕ ИЕГОВӐНА МАЙ ПАРӐР
11, 12. а) Мӗншӗн Иегова Иосифа пилленӗ? ӑ) Иегова Иосифа чӑтӑмлӑ пулнӑшӑн мӗнле пилленӗ?
11 Пурнӑҫри лару-тӑру сасартӑк улшӑнсан эпир хамӑрӑн йывӑрлӑхсем ҫинчен ҫеҫ шутлама пуҫлама пултаратпӑр. Иосиф та ҫапла тума пултарнӑ, анчах та вӑл хӑйӗн лару-тӑрӑвӗнче хӑйӗнчен мӗн килнине пурне те тума шут тытнӑ. Ҫапла вӑл Иеговӑна хӑйне пиллеме май панӑ. Потифарӑн килӗнче ӗҫленӗ чухнехи пекех, тӗрмере ларнӑ чухне те вӑл хӑйне хушнӑ кирек мӗнле ӗҫе те тӑрӑшсах тунӑ (Пулт. 39:21—23).
12 Пӗррехинче Иосифа унччен фараоншӑн ӗҫлесе тӑнӑ ҫынсемшӗн тӑрӑшма хушнӑ. Иосиф вӗсемпе ырӑ кӑмӑллӑ пулни ҫав ҫынсен чӗрине пырса тивнӗ, вара пӗррехинче вӗсем ӑна хӑйсене мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен тата ҫав каҫ курнӑ тӗлӗксем ҫинчен каласа панӑ (Пулт. 40:5—8). Ҫав калаҫӑва пула ирӗке тухасси пирки Иосиф шутлама та пултарайман. Унӑн тӗрмере тата икӗ ҫул ларма тивнӗ пулин те, тӗрмерен тухнӑ кун вӑл Египет ҫӗрӗнче фараон хыҫҫӑн чи аслӑ ҫын пулса тӑнӑ (Пулт. 41:1, 14—16, 39—41).
13. Кирек мӗнле лару-тӑрӑва лексен те, Иеговӑна хамӑра пиллеме май парас тесен мӗн тумалла?
13 Эпир те, Иосиф пекех, хӑш-пӗр чухне хамӑр лару-тӑрӑва улӑштарма пултараймастпӑр. Анчах та тӳсӗмлӗ пулса хамӑртан мӗн килнине тӑватпӑр пулсан, эпир Иеговӑна хамӑра пиллеме май паратпӑр (Пс. 36:5). Ним тума аптраса тӑнӑ чухне те эпир шанчӑка ҫухатмастпӑр (2 Кор. 4:8). Иегова пире нихӑҫан та пӑрахмӗ, уйрӑмах эпир унӑн ӗҫне мала хуратпӑр пулсан.
СӐВАПЛӐ ӖҪЕ МАЛА ХУРӐР
14—16. Пурнӑҫри улшӑнусене пӑхмасӑрах Иеговӑшӑн ӗҫлесси Филипшӑн малти вырӑнта пулни мӗнрен курӑнать?
14 Пурнӑҫри улшӑнусене пӑхмасӑрах сӑваплӑ ӗҫре хастар пулас тӗлӗшрен Филипп питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Вӑл ятарлӑ ӗҫе туса тӑнӑ (Ап. ӗҫ. 6:1—6). Анчах та сасартӑк веҫех улшӑннӑ. Стефан асапланса вилнӗ хыҫҫӑн Иерусалимра христиансене хӗсӗрлеме пуҫланӑ *. Ҫавна пула Христосӑн вӗренекенӗсем саланса пӗтнӗ, анчах та Филипп ахаль ларман. Вӑл Самари хулине кайнӑ — ун чухне унти ҫынсенчен нумайӑшӗ ырӑ хыпара илтмен пулнӑ (Матф. 10:5; Ап. ӗҫ. 8:1, 5).
15 Филипп хӑйне святой сывлӑш кирек ӑҫта ярсан та кайма хатӗр пулнӑ. Вара Иегова ӑна Самарие янӑ. Иудейсем самаритянсем ҫине йӗрӗнсе пӑхнӑ, анчах та Филипп вӗсене камне кура уйӑрман. Ҫакӑ вӗсен чӗрине пырса тивнӗ пулас, ҫавӑнпа «халӑх ун сӑмахне пӗр кӑмӑлпа» тӑнлани тӗлӗнтермест (Ап. ӗҫ. 8:6—8).
16 Ҫавӑн хыҫҫӑн Туррӑн сывлӑшӗ Филипа Азота тата Кесарие янӑ, унта еврей пулман ҫынсем нумай пурӑннӑ (Ап. ӗҫ. 8:39, 40). Филипп Самарире пӗрремӗш хут ырӑ хыпар сарнӑранпа 20 ҫул иртнӗ ӗнтӗ, халӗ вара унӑн пурнӑҫӗнче каллех улшӑнусем пулса иртнӗ: вӑл ҫемье ҫавӑрса хӑй ырӑ хыпар сарнӑ вырӑнта тымар янӑ. Ҫавна пӑхмасӑрах Иеговӑшӑн ӗҫлесси унӑн пурнӑҫӗнче малти вырӑнтах пулнӑ, Иегова вара ҫавӑншӑн ӑна та, унӑн ҫемйине те нумай пиллӗх панӑ (Ап. ӗҫ. 21:8, 9).
17, 18. Пурнӑҫри улшӑнусене пӑхмасӑрах сӑваплӑ ӗҫре хастар пулни мӗнле пулӑшать?
17 Тулли вӑхӑтпа ӗҫлекенсем нумайӑшӗ ҫакӑнпа килӗшеҫҫӗ: пурнӑҫри улшӑнусене пӑхмасӑрах сӑваплӑ ӗҫре хастар пулни чун канӑҫлӑхне упраса хӑварма пулӑшать. Кӑнтӑр Африка Республикинче пурӑнакан пӗр мӑшӑр, Озборнпа Полайт, Вефильте ӗҫлеме пӑрахсан пурӑнмалли вырӑна та, кунӗпех ӗҫлемелли мар ӗҫе те ҫӑмӑллӑнах тупӑпӑр тесе шутланӑ. Озборн аса илет: «Шел пулин те, ӗҫе шырасси нумая тӑсӑлчӗ». Унӑн арӑмӗ Полайт ҫапла хушса калать: «Виҫӗ уйӑх иртрӗ — ӗҫ те тупӑнмарӗ, укҫа та юлмарӗ. Пире питӗ йывӑр килчӗ».
18 Ҫав йывӑр вӑхӑтра вӗсене мӗн пулӑшнӑ-ши? Озборн калать: «Пухупа пӗрле ырӑ
хыпар сарни пире чун канӑҫлӑхне упраса хӑварма пулӑшрӗ. Эпир ҫапла шутларӑмӑр: хуйхӑрса ларас вырӑнне пӗтӗм вӑя хурса ырӑ хыпар сарни лайӑхрах. Ҫапла туни пире нумай савӑнӑҫ кӳчӗ. Эпир малалла та ӗҫ шырарӑмӑр, каярахпа тупрӑмӑр».ИЕГОВА ҪИНЕ ЧУН-ЧӖРЕРЕН ШАНӐР
19—21. а) Чун канӑҫлӑхне упраса хӑварма пире мӗн пулӑшма пултарать? ӑ) Ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхса ҫитни пире мӗнле усӑ парӗ?
19 Маларах пӑхса тухнӑ тӗслӗхсенчен ҫакӑ курӑнать: хамӑр лару-тӑрура мӗн тума пултарнине веҫех тӑватпӑр пулсан тата Иегова ҫине шанатпӑр пулсан, чӗрере канӑҫлӑх туйӑпӑр. (Михей 7:7 вуласа пар.) Ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхсан вӑхӑт иртнӗҫемӗн Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусем ҫирӗпленсе пынине асӑрхама пултаратпӑр. Унччен асӑннӑ Полайт акӑ мӗн калать: «Вефильте ӗҫлеме пӑрахнӑ хыҫҫӑн эпӗ Иеговӑна шанни чӑннипе мӗне пӗлтернине ӑнланса илтӗм: тем пек йывӑр килнӗ чухне те ӑна шанма пӑрахмалла мар. Ун чухне хампа Иегова хушшинчи туслӑх тата ҫирӗпленчӗ».
20 Унччен асӑннӑ Мэри халӗ те хӑйӗн ватӑ ашшӗне пӑхать тата пионер пулса ӗҫлет. «Эпӗ ҫакна ӑнланса илтӗм,— тет Мэри,— пӑшӑрханма пуҫласан чарӑнса тӑмалла, кӗлтумалла тата лӑпланмалла. Пурне те Иеговӑн аллине памалла — ҫакӑ хам вӗреннӗ япаласенчен чи пӗлтерӗшли. Пуласлӑхра ҫакӑ мана питӗ кирлӗ пулӗ».
21 Статья пуҫламӑшӗнче асӑннӑ Ллойдпа Александра пурнӑҫри улшӑнусем вӗсен ӗненӗвне кӗтмен майпа тӗрӗсленӗ тенӗ. Ҫав-ҫавах вӗсем калаҫҫӗ: «Йывӑр вӑхӑтра пирӗн ӗненӳ ҫирӗп пулнипе пулманни тата вӑл пире йӑпатма пултарнипе пултарайманни тӗрӗсленет. Йывӑрлӑхсем пире лайӑхланса пыма пулӑшаҫҫӗ».
22. Хамӑртан мӗн килнине пурне те тӑватпӑр пулсан пирӗн мӗн пирки иккӗленмелле мар?
22 Пире ҫӗнӗ тивӗҫ шанса пама пултараҫҫӗ, ҫемьери лару-тӑру улшӑнма е сывлӑх хавшама пултарать. Анчах та пурнӑҫра кирек мӗн сиксе тухсан та ан иккӗленӗр: Иегова сире кирлӗ вӑхӑтра пулӑшатех (1 Петр 5:6, 7; Евр. 4:16). Халӗ вара хӑвӑртан мӗн килнине пурне те тӑвӑр. Ҫӳлти Аттепе хӑвӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетес тесе кӗлтӑвӑр тата пӗтӗмпех ӑна шанса пама вӗренӗр. Вара эсир пурнӑҫри улшӑнусене пӑхмасӑрах чун канӑҫлӑхне упрама пултарӑр.
^ 4 абз. Тӗрмерен тухсан Иосиф авланнӑ тата унӑн ывӑл ҫуралнӑ. Вӑл хӑйӗн пӗрремӗш ывӑлне Манассия ят парса ҫапла каланӑ: «Турӑ мана хам курнӑ пӗтӗм хуйхӑм-суйхӑма... манмалла турӗ» (Пулт. 41:51). Турӑ Иосифа ҫапла майпа пиллесе, ывӑл парса, ыратакан чунне пусарма пулӑшнӑ.
^ 14 абз. Ҫак брошюрӑри «Эсир пӗлетӗр-и?» статьяна пӑхӑр.