Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Чӑнлӑха вӗрентӗр

Чӑнлӑха вӗрентӗр

«Санӑн сӑмахун тӗпӗ-йӗрӗ — чӑн» (ПС. 118:160).

ЮРӐСЕМ: 29, 53

1, 2. а) Иисусӑн малти вырӑнта мӗн пулнӑ тата мӗншӗн? ӑ) Ӑста хыпарҫӑсем пулас тесен пирӗн мӗн тумалла?

ИИСУС ХРИСТОС малтан платник пулнӑ, каярахпа вара хыпарҫӑ пулса тӑнӑ (Марк 6:3; Рим 15:8). Вӑл ҫав икӗ ӗҫе те питӗ лайӑх тунӑ. Платник пулнӑ май Иисус тӗрлӗ хатӗрсемпе усӑ курса хуҫалӑхра кирлӗ япаласем тунӑ. Вӗрентекен пулнӑ май вара вӑл Сӑваплӑ Ҫырури пӗлӳпе ӑста усӑ курса ахаль ҫынсене чӑнлӑха ӑнланма пулӑшнӑ (Матф. 7:28; Лука 24:32, 45). 30 ҫула ҫитсен Иисус платник ӗҫне пӑрахса чи кирлӗ ӗҫе тума — Патшалӑх ҫинчен ырӑ хыпар сарма — пуҫланӑ. Ҫав ӗҫе тума ӑна Турӑ янӑ (Матф. 20:28; Лука 3:23; 4:43). Иисус ырӑ хыпар сарас ӗҫе пуринчен мала хунӑ, ыттисене те ҫав ӗҫе хутшӑнма хавхалантарнӑ (Матф. 9:35—38).

2 Пирӗн хушӑра платниксем сахал, анчах та эпир пурте хыпарҫӑсем. Эпир Турӑпа пӗрле ӗҫлетпӗр, мӗншӗн тесен ырӑ хыпар сарас ӗҫе Иегова та хутшӑнать (1 Кор. 3:9; 2 Кор. 6:4). Эпир пӗлетпӗр: Иеговӑн сӑмахӗн «тӗпӗ-йӗрӗ — чӑн» (Пс. 118:160). Ҫавӑнпа пирӗнтен кашнин «чӑнлӑх сӑмахне тӗрӗс ӑнлантарса» вӗрентмелле. (2 Тимофей 2:15 вуласа пар.) Ҫавна тӑвас тесен пирӗн Библипе ӑста усӑ курма вӗренмелле, мӗншӗн тесен вӑл — Иегова, Иисус Христос тата Патшалӑх ҫинчен вӗрентмелли тӗп хатӗр. Иеговӑн организацийӗ пире ырӑ хыпар сармалли ытти хатӗрсене те панӑ. Пирӗн вӗсемпе лайӑх усӑ курма пӗлмелле.

3. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне пирӗн мӗнле тӗллеве пурнӑҫлама тӑрӑшмалла? Апостолсен ӗҫӗсем 13:48 тӑрӑх, пирӗн мӗнле ҫынсене шырамалла?

3 Ҫав хатӗрсем ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтерме кӑна мар, вӗсене вӗрентме те пулӑшаҫҫӗ. Хыпарҫӑ хыпара пӗлтерсе ҫӳрет, вӗрентекен вара хыпара ӑнлантарса парать. Вӗрентекенӗн тӗллевӗ — пӗлӗве ҫыннӑн ӑс-тӑнӗпе чӗрине хывасси тата унпа усӑ курма хавхалантарасси. Ҫак тӗнче пӗтиччен пирӗн ҫынсемпе Библи вӗренме пуҫлас тесе тата вӗсене чӑнлӑха вӗрентес тесе пӗтӗм вӑя хумалла. Ҫавӑнпа эпир «ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗме малтанах пӳрнисене [«ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе каякан ҫулпа пырас текенсене», ҪТ]» шыраса тупма тӑрӑшатпӑр тата вӗсене Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫлама пулӑшатпӑр. (Апостолсен ӗҫӗсем 13:44—48 вуласа пар.)

4. «Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе каякан ҫулпа пырас текенсене» мӗнле шыраса тупмалла?

4 «Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе каякан ҫулпа пырас текенсене» мӗнле шыраса тупмалла? Пӗрремӗш ӗмӗрте пулнӑ пекех, ҫавна тумалли пӗртен-пӗр май вӑл — ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳресси. Ҫавӑнпа пирӗн Иисус каланӑ пек тумалла: «Кирек епле хулана е яла ҫитсен те унта кам тивӗҫлӗ ҫын пулнине ыйтса пӗлӗр» (Матф. 10:11). Икӗ питлӗ, мӑнкӑмӑллӑ е Турӑ ҫинчен пачах шутламан ҫынсем ырӑ хыпара, тен, итлемӗҫ те. Эпир таса чӗреллӗ, хӑйсене кӗҫӗне хуракан, чӑнлӑха пӗлесшӗн ҫунакан ҫынсене шыратпӑр. Ҫакна Иисус платник ӗҫне мӗнле тунипе танлаштарма пулать. Сӗтел-пукан, алӑк е сӳсмен тӑвас тесе чи малтан вӑл юрӑхлӑ йывӑҫ шыранӑ. Кайран вара хӑйӗн ӑсталӑхӗпе тата хатӗрӗсемпе усӑ курса кирлӗ япала тунӑ. Эпир те малтан таса чӗреллӗ ҫынсене шыратпӑр, кайран вара ырӑ хыпар сармалли хатӗрсемпе усӑ курса вӗсене Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑма пулӑшатпӑр (Матф. 28:19, 20).

5. Ырӑ хыпар сармалли хатӗрсем пирки пирӗн мӗн пӗлмелле? Тӗслӗх илсе парӑр. (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

5 Кашни хатӗрӗн хӑйӗн тӗллевӗ пур. Тӗслӗхшӗн Иисусӑн ӗҫ хатӗрӗсене илер *. Платник ӗҫне тунӑ чухне вӑл вӗсемпе усӑ курса йывӑҫ татӑкӗсене виҫнӗ, вӗсем ҫинче паллӑсем лартнӑ, унтан вӗсене каснӑ, шӑтарнӑ, калӑпланӑ, пайӗсене пӗр-пӗринпе пӗрлештернӗ тата уровень тӑрӑх тикӗсленӗ. Ырӑ хыпар сармалли хатӗрсен те кашнин хӑйӗн тӗллевӗ пур. Айтӑр вӗсемпе мӗнле усӑ курмаллине пӑхса тухар.

ПИРЕ ПАЛЛАСА ИЛМЕ ПУЛӐШАКАН ХАТӖРСЕМ

6, 7. а) Визиткӑсемпе мӗнле усӑ курмалла? ӑ) Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене чӗнмелли хутсен мӗнле икӗ тӗллев?

6 Визиткӑсем. Пӗчӗк пулсан та вӗсенчен усси нумай. Вӗсене пула ҫынсем эпир камсем пулнине пӗлеҫҫӗ тата пирӗн сайтпа паллашаҫҫӗ. Унта кӗрсен вӗсем пирӗн ӗҫ-хӗл ҫинчен ытларах пӗлме тата Библи вӗренме заявка ҫырма пултараҫҫӗ. Пирӗн сайт урлӑ 400 000 ытла ҫын ӗнтӗ Библи вӗренме ыйтнӑ, кашни кун тата ҫӗр-ҫӗр ҫынран ҫакӑн пек заявка килет. Визиткӑсене ҫумрах йӑтса ҫӳресен кирлӗ чухне вӗсене кама та пулсан сӗнме пулать.

7 Чӗнӳ хучӗ. Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене чӗнмелли хутӑн икӗ тӗллев. Унпа усӑ курса эпир ҫынсене хамӑр кам пулнине пӗлме пулӑшатпӑр тата Турӑ ҫинчен пӗлесшӗн ҫунакан ҫынсене Библи вӗренме сӗнетпӗр (Матф. 5:3). Чӗнӳ хутӗнче Библи вӗренмелли икӗ май ҫинчен каланӑ: Патшалӑх залӗнче иртекен тӗлпулусене ҫӳресе вӗренме е Свидетельсенчен пӗринпе уйрӑммӑн вӗренме сӗннӗ. Ҫынсем Библи вӗренесшӗн-и е ҫук-и, эпир вӗсене хамӑрӑн тӗлпулусене чӗнетпӗр. Пухӑвӑн тӗлпулӑвне килсен ҫын Библирен мӗн тери нумай пӗлме пултарнине курӗ.

8. Мӗншӗн ҫыннӑн пирӗн тӗлпулусенче пӗринче те пулин пулса курмалла? Тӗслӗх илсе парӑр.

8 Пирӗн ҫынсене пухӑвӑн пӗр тӗлпулӑвне те пулин килсе курма чӗнмелле. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен тӗлпулӑва килсен ҫынсем пирӗнпе суя тӗнсем хушшинчи пысӑк уйрӑмлӑха курма пултарӗҫ: эпир Библири чӑнлӑха вӗрентетпӗр тата Турӑ ҫинчен пӗлме пулӑшатпӑр (Ис. 65:13). АПШри Рейпа Линда шӑп ҫак уйрӑмлӑха асӑрханӑ. Темиҫе ҫул каялла вӗсем пӗр-пӗр тӗн чиркӗвне ҫӳреме шут тытнӑ. Вӗсем Турра ӗненнӗ тата ун ҫинчен ытларах пӗлесшӗн пулнӑ. Ҫавӑнпа вӗсем хулари пур чиркӗве те кайса курас тенӗ, чиркӗвӗсем вара питӗ нумай пулнӑ. Хӑш тӗне тытса тӑмаллине суйланӑ чухне вӗсем икӗ япала ҫине пӑхнӑ: пӗрремӗшӗнчен, чиркӗве килсен Турӑ ҫинчен мӗн те пулин ҫӗннине пӗлмелле, иккӗмӗшӗнчен вара, унта ҫӳрекенсен ҫи-пуҫӗнчен вӗсем Турӑшӑн ӗҫлени курӑнса тӑмалла. Темиҫе ҫул хушшинче вӗсем хулари пур чиркӗве те кайса курнӑ, анчах та хӑйсене килӗшекеннине тупайман. Чиркӳри службӑсенче вӗсем ним ҫӗннине те илтмен, ҫӳрекенсен ҫипуҫӗ те килӗшӳсӗр пулнӑ. Списокри юлашки чиркӗве кайса курсан Линда ӗҫе кайнӑ, Рей вара — килелле. Турӑ Патшалӑхӗн залӗ патӗнчен иртсе пынӑ чухне вӑл ҫапла шутласа илнӗ: «Мӗншӗн-ха унта кӗрсе пӑхас мар?» Рей унта кӗрсе тухма шутланӑшӑн пӗртте ӳкӗнмен. Патшалӑх залӗнче пурте типтерлӗ тӑхӑннӑ пулнӑ тата ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑ. Рей пӗрремӗш рете кайса ларнӑ, мӗн илтни вара унӑн кӑмӑлне кайнӑ. Ҫакӑ Павел апостол христиансен тӗлпулӑвне пӗрремӗш хут килнӗ ҫын пирки мӗн каланине аса илтерет: «Вӑл... „чӑнах сирӗнпе Турӑ иккен“ тейӗ» (1 Кор. 14:23—25). Рейӑн та ҫавӑн пек туйӑмсем пулнӑ. Вӑл кашни вырсарникун Патшалӑх залне ҫӳреме пуҫланӑ, кайран вара — эрне варринче те. Унпа пӗрле Линда та ҫӳреме тытӑннӑ. 70-тен иртнӗ пулин те вӗсем Библи вӗренме пуҫланӑ, каярахпа вара шыва кӗнӗ.

КАЛАҪӐВА ПУҪЛАМА ПУЛӐШАКАН ХАТӖРСЕМ

9, 10. а) Мӗншӗн буклетсемпе усӑ курма йывӑр мар? ӑ) «Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?» буклетпа мӗнле усӑ курмаллине ӑнлантарса парӑр.

9 Буклетсем. Ҫӑмӑллӑнах калаҫӑва пуҫлама пире сакӑр буклет пулӑшма пултарать. Вӗсене 2013 ҫулта кӑларма пуҫланӑ, ҫавӑнтанпа пилӗк миллиона яхӑн буклет пичетленӗ ӗнтӗ! Вӗсене пурне те пӗрешкел тунӑ. Пӗринпе те пулин усӑ курма вӗренсен эсир ыттисемпе те усӑ курма пултарӑр. Ҫав буклетсемпе усӑ курса калаҫӑва мӗнле пуҫламалла?

10 Тӗслӗхшӗн «Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?» буклета илер. Ҫынна пӗрремӗш страницӑри ыйтӑва кӑтартса: «Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ тесе эсир хӑҫан та пулин шухӑшланӑ-и?» — тесе ыйтӑр. Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫынна виҫӗ хуравне кӑтартӑр та вӑл мӗн шутланине ыйтса пӗлӗр. Ҫын тӗрӗс хуравлать-и, тӗрӗс мар-и, «Библи мӗн калать» подзаголовок айӗнчи сӑвӑ йӗркисене вуласа парӑр: Даниил 2:44 тата Исаия 9:6. Ҫын малалла калаҫма хатӗр пулсан, «Шухӑшласа пӑхӑр-ха» подзаголовок айӗнчи ыйтӑва кӑтартӑр: «Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне пурнӑҫ мӗнлерех пулӗ?» Ҫак ыйтӑва эсир унпа тепрехинче сӳтсе явма пултаратӑр. Ҫын патне тепӗр хут килсен «Туррӑн ырӑ хыпарӗ» брошюрӑри 7-мӗш урока пӑхса тухӑр. Ҫак брошюра — Библи вӗренме пуҫлама пулӑшакан тепӗр хатӗр.

БИБЛИЕ ШАНМА ПУЛӐШАКАН ХАТӖРСЕМ

11. Пирӗн журналсенчи темӑсене суйласа илнӗ чухне мӗн шута илеҫҫӗ тата ҫав журналсем ҫинчен пирӗн мӗн пӗлмелле?

11 Журналсем. «Хурал башни» тата «Вӑранӑр!» — пӗтӗм тӗнчипе чи пысӑк тиражпа тата чи нумай чӗлхепе тухакан журналсем. Вӗсене тӗрлӗ ҫӗршыври ҫынсем вулаҫҫӗ, ҫавӑнпа та темӑсене суйланӑ чухне вӗсем пурне те интереслӗ пулччӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫак журналсемпе усӑ курса эпир ҫынсене усӑллӑ канашсене ӑҫта тупмаллине кӑтартма пултаратпӑр. Анчах та чи малтан пирӗн ҫак журналсене кам валли пичетленине пӗлмелле.

12. а) «Вӑранӑр!» журнала кам валли пичетлеҫҫӗ? ӑ) Нумаях пулмасть ҫак журнала пӗр-пӗр ҫынна мӗнле сӗнни ҫинчен каласа парӑр.

12 «Вӑранӑр!» журнала Библие япӑх пӗлекен е пачах пӗлмен ҫынсем валли пичетлеҫҫӗ. Тен, ҫав ҫынсем Христосӑн вӗрентӗвӗсем ҫинчен ним те пӗлмеҫҫӗ, е тӗнсене шансах каймаҫҫӗ, е, тен, Библи хӑйсене мӗнле пулӑшма пултарнине ӑнланмаҫҫӗ. «Вӑранӑр!» журналӑн тӗп тӗллевӗ — Турӑ пуррине ӗнентересси (Рим 1:20; Евр. 11:6). Унсӑр пуҫне, ҫак журнал Библи «чӑнах Турӑ Сӑмахӗ» пулнине хытӑрах ӗненме пулӑшать (1 Фес. 2:13). 2018 ҫулхи «Вӑранӑр!» кӑларӑмӗсенче акӑ мӗнле темӑсене сӳтсе явнӑ: «Телей вӑрттӑнлӑхӗ», «Ҫемье телейӗн 12 уҫҫи» тата «Хуйха мӗнле тӳссе ирттермелле?» *.

13. а) «Хурал башнин» салатмалли кӑларӑмне кам валли пичетлеҫҫӗ? ӑ) Нумаях пулмасть ҫак журнала пӗр-пӗр ҫынна мӗнле сӗнни ҫинчен каласа парӑр.

13 «Хурал башнин» салатмалли кӑларӑмӗ Турра та, унӑн Сӑмахне те хисеплекен ҫынсене Библи мӗне вӗрентнине ӑнланма пулӑшать. Ҫав ҫынсем хӑш-пӗр Библи вӗрентӗвӗсене пӗлеҫҫӗ пулсан та, вӗсен тӗп-тӗрӗс пӗлӳ ҫук (Рим 10:2; 1 Тим. 2:3, 4). 2018 ҫулхи «Хурал башнин» салатмалли кӑларӑмӗнче акӑ мӗнле темӑсене сӳтсе явнӑ: «Библи хальхи вӑхӑтра усӑ пама пултарать-и?», «Пуласлӑхра пире мӗн кӗтет?» тата «Турӑ пире юратать-и?»

БИБЛИ ВӖРЕНМЕ ТАТА ТӖЛПУЛӐВА КАЙМА ХАВХАЛАНТАРАКАН ХАТӖРСЕМ

14. а) Ырӑ хыпар сармалли хатӗрсем шутне кӗрекен тӑватӑ видеоролика мӗнле тӗллевпе кӑларнӑ? ӑ) Пирӗн видеороликсенчен пӗрне кӑтартма тӳр килни ҫинчен каласа парӑр.

14 Видеороликсем. Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне платниксен ӗҫ хатӗрӗсем хальхисенчен уйрӑлса тӑнӑ. Ун чухне электропӑчкӑсем, дрельсем, якатмалли станоксем, пӑта ҫапмалли пистолетсем тата ҫав йышши хатӗрсем пулман. Пирӗн вара пичетленӗ публикацисемсӗр пуҫне чаплӑ видеороликсем пур, вӗсенчен тӑваттӑшӗ ырӑ хыпар сармалли хатӗрсем шутне кӗреҫҫӗ: «Мӗншӗн Библи вӗренмелле?», «Библи вӗренӗвӗ мӗнле иртет?», «Турӑ Патшалӑхӗн залӗнче мӗн тӑваҫҫӗ?» тата «Иегова Свидетелӗсем камсем вӗсем?» *. Ҫынпа пӗрремӗш хут калаҫнӑ чухне вӗсемпе усӑ курма питӗ меллӗ, мӗншӗн тесен ҫак роликсенчен кашнийӗ икӗ минутран сахалрах пырать. Ытларах вӑхӑта пыракан видеороликсене вара ҫын патне тепӗр хут килнӗ чухне е ҫын ытлашши васкамасть пулсан кӑтартма пулать. Ҫак питӗ лайӑх хатӗрсем ҫынна Библи вӗренме е пухӑва пыма хавхалантарма пултараҫҫӗ.

15. Тӑван чӗлхепе тухнӑ видеоролика пӑхни ҫын ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?

15 Пирӗн хӗрарӑм тӑван Микронезирен куҫса килнӗ хӗрарӑма тӗл пулнӑ. Унӑн тӑван чӗлхи яп чӗлхи пулнине пӗлсен хӗрарӑм тӑван ҫав чӗлхепе тухнӑ «Мӗншӗн Библи вӗренмелле?» видеоролика кӑтартнӑ. Тӑван чӗлхине илтсен ҫав хӗрарӑм савӑнса кӑшкӑрса янӑ: «Ак тӗлӗнтермӗш! Ку ман тӑван чӗлхе вӗт! Акцентне пӑхсан, калаҫаканни эп пурӑннӑ утрав ҫинченех». Кайран вӑл jw.org сайтра яп чӗлхипе тухнӑ мӗнпур публикацисене вуласа тухма тата пур видеоролика пӑхма сӑмах панӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 2:8, 11 танлаштарӑр.) Акӑ ҫак видеороликпа ҫыхӑннӑ тата тепӗр тӗслӗх. АПШра пурӑнакан пирӗн хӗрарӑм тӑванӑн хурӑнташӗ Иегова Свидетелӗсен ӗҫӗ-хӗлне хӑш-пӗр енчен чарса лартнӑ ҫӗршывра пурӑнать. Хӗрарӑм тӑван ӑна унӑн тӑван чӗлхи ҫине куҫарнӑ видеороликӑн ссылкине ярса панӑ. Ҫав ролика пӑхсан хурӑнташӗ ӑна ҫапла ҫырса янӑ: «Пуринчен ытла мана тӗнче усал пуҫлӑх аллинче тесе калани интереслентерсе ячӗ. Эпӗ хампа Библи вӗренме ыйтрӑм».

ЧӐНЛӐХА ВӖРЕНТМЕ ПУЛӐШАКАН ХАТӖРСЕМ

16. а) «Турра итле те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн», ӑ) «Туррӑн ырӑ хыпарӗ» тата б) «Иеговӑн ирӗкне паян кам туса тӑрать?» брошюрӑсен тӗллевӗ мӗнле?

16 Брошюрӑсем. Ҫын япӑх вулать пулсан е Библие ӑнлантарса паракан публикацисене унӑн тӑван чӗлхи ҫине куҫарман пулсан ӑна чӑнлӑха мӗнле вӗрентмелле-ши? Эпир «Турра итле те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн» брошюрӑпа усӑ курма пултаратпӑр *. Ҫынсемпе Библи вӗренме пуҫламалли тепӗр чаплӑ хатӗр вӑл — «Туррӑн ырӑ хыпарӗ» брошюра. Ҫынна хыҫалти хуплашка ҫинче илсе панӑ 14 темӑна кӑтартӑр та вӗсенчен хӑшӗ ӑна ытларах интереслентерни ҫинчен ыйтса пӗлӗр. Кайран суйласа илнӗ темӑна сӳтсе явӑр. Ҫынсем патне тепӗр хут килнӗ чухне те мӗншӗн-ха ҫапла туса пӑхас мар? Пирӗн хатӗрсем шутне кӗрекен виҫҫӗмӗш брошюра вӑл — «Иеговӑн ирӗкне паян кам туса тӑрать?». Унӑн тӗллевӗ — Библи вӗренекенсене Туррӑн организацийӗпе паллаштарасси. 2017 ҫулхи март уйӑхӗнчи «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрадӗнче ҫак брошюрӑпа мӗнле усӑ курмаллине вӗрентнӗ, унпа Библи вӗреннӗ чухне кашнинчех усӑ курма хавхалантарнӑ.

17. а) Библи вӗренмелли кӗнекесенчен кашнине мӗнле тӗллевпе кӑларнӑ? ӑ) Шыва кӗрекенсен пурин те мӗн тумалла тата мӗншӗн?

17 Кӗнекесем. Брошюра тӑрӑх Библи вӗренме пуҫласан эсир кирек хӑш вӑхӑтра та «Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?» кӗнеке ҫине куҫма пултаратӑр. Вӑл Библин тӗп вӗрентӗвӗсем ҫинчен ытларах пӗлме пулӑшӗ. Кӗнекене вӗренсе пӗтертӗр пулсан тата вӗренекен ҫитӗнӳсем тӑвать пулсан, малалла «Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр» кӗнекепе вӗренӗр. Вӑл вӗренекене Библири принципсемпе пурнӑҫра усӑ курма пулӑшӗ. Ан манӑр: ҫын шыва кӗчӗ пулсан та унпа икӗ кӗнекене те вӗренсе пӗтермелле. Ҫакӑ ӑна чӑнлӑх ҫулӗ ҫинче ҫирӗп тӑма пулӑшӗ. (Колоссӑ 2:6, 7 вуласа пар.) *

18. а) 1 Тимофей 4:16 пире мӗн тума хавхалантарать? ӑ) Ырӑ хыпар сармалли хатӗрсемпе усӑ курнӑ чухне мӗнле тӗллеве асра тытмалла?

18 Иегова Свидетелӗсем пулнӑ май пирӗн ҫынсене ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑка паракан «чӑнлӑх сӑмахне» вӗрентмелле (Кол. 1:5; 1 Тимофей 4:16 вуласа пар). Ҫавна тума пире ырӑ хыпар сарма пулӑшакан хатӗрсем пулӑшӗҫ. («Ырӑ хыпар сармалли хатӗрсем» рамкӑна пӑхӑр.) Айтӑр вӗсемпе май ҫитнӗ таран лайӑхрах усӑ курма вӗренер. Хӑҫан мӗнле хатӗрпе усӑ курасси пирки кашни хыпарҫӑ хӑй йышӑну тӑвать. Анчах та эпир публикацисем салатас шухӑшпа ҫеҫ ҫӳреместпӗр тата ҫыннӑн чӑнлӑха пӗлес кӑмӑл ҫук пулсан ӑна литература парса хӑвармастпӑр. Пирӗн тӗллев — «ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе каякан ҫулпа пырас текенсене», урӑхла каласан, таса чӗреллӗ, хӑйсене кӗҫӗне хуракан тата чӑнлӑха пӗлесшӗн ҫунакан ҫынсене, Христосӑн вӗренекенӗсем пулса тӑма пулӑшасси (Ап. ӗҫ. 13:48; Матф. 28:19, 20).

^ 5 абз. «На пороге конца света?» брошюрӑри «Плотницкое ремесло» статьяна тата «Набор инструментов плотника» рамкӑна пӑхӑр.

^ 12 абз. «Вӑранӑр!» журнал чӑваш чӗлхипе пичетленмест. Ӑна урӑх чӗлхепе, сӑмахран, вырӑсла, вулама пулать.

^ 14 абз. «Иегова Свидетелӗсем камсем вӗсем?» видеоролик чӑвашла ҫук. Ӑна урӑх чӗлхепе, сӑмахран, вырӑсла, кӑтартма пулать.

^ 16 абз. Ҫын вулама пӗлмест пулсан унпа «Турра итле» брошюра тӑрӑх вӗренме пулать, ҫав брошюрӑра сӑмахсем сахал, ӳкерчӗксем вара нумай.

^ 17 абз. «Библи пире мӗне вӗрентет?» тата «Турӑ сире малалла та юраттӑр тесен мӗн тумалла?» кӗнекесем тухсан вӗсемпе усӑ курӑр.