Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ҫӗр ҫул каялла: 1918 ҫул

Ҫӗр ҫул каялла: 1918 ҫул

«1918 ҫул мӗнле пулать-ши?» Ҫак сӑмахсемпе 1918 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал Башнинчи» малтанхи статья пуҫланнӑ. Европӑра вӑрҫӑ алхаснӑ, анчах та ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи событисем Библи Тӗпчекенсене те, пӗтӗм тӗнчери ытти ҫынсене те лайӑх улшӑнусем пуласса шантарнӑ.

МИР ҪИНЧЕН КАЛАҪНИ

1918 ҫулта январӗн 8-мӗшӗнче АПШ президенчӗ Вудро Вильсон Конгресс умӗнче сӑмах тухса каланӑ. Тӗнчере тӗрӗслӗх тата ҫирӗп мир пултӑр тесе вӑл 14 пункт пурнӑҫлама сӗннӗ. Тӗслӗхрен, вӑл уҫӑ дипломати тума, хӗç-пăшала чакарма, пысӑк тата пӗчӗк патшалӑхсен прависене хӳтӗлекен халӑхсен пӗрлешӗвне тума сӗннӗ. Вильсонӑн 14 пункчӗпе каярахпа Нацисен лигине йӗркеленӗ чухне тата Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине чарас тесе Версальре килӗшӳ тунӑ чухне усӑ курнӑ.

ПӐЛХАВҪӐСЕН ӖҪӖ ӐНМАН

1917 ҫул йывӑр пулнӑ пулсан та, Библи Тӗпчекенсем хӑйсен ӗҫӗсем ӑнса пырасса шаннӑ, мӗншӗн тесен Хурал башнин, Библин тата трактатсен обществин ҫулсеренхи пухӑвӗ лайӑх вӗҫленнӗ *.

Ҫав пуху 1918 ҫулхи январӗн 5-мӗшӗнче пулнӑ. Вефильтен кӑларса янӑ темиҫе арҫын тӑван ҫав тӗлпулура Организацине ертсе пырас ӗҫе хӑйсен аллине илме хӑтланнӑ. Тӗлпулу пуҫламӑшӗнче район надзирателӗ пулса ӗҫленӗ Ричард Барбер кӗлтунӑ. Кайран, иртнӗ ҫулта Общество мӗн-мӗн туни ҫинчен каласа панӑ хыҫҫӑн, Обществӑн директорӗсене суйлама пуҫланӑ. Барбер тӑван директорсен советӗнче пулма Джозеф Рутерфорда тата тепӗр ултӑ тӑвана суйлама сӗннӗ. Пӑлхавҫӑсем майлӑ пулнӑ юрист вара урӑх ҫичӗ тӑвана суйлама сӗннӗ, вӗсен шутӗнче Вефильтен кӑларса янӑ тӑвансем те пулнӑ. Анчах та вӗсен ӗҫӗ ӑнман. Ытларахӑшӗ Рутерфорд тӑванпа тепӗр ултӑ шанчӑклӑ арҫын тӑвана суйланӑ.

Нумайӑшӗ каланӑ тӑрӑх, ҫав тӗлпулура вӗсем Иегова хӑйсене ырланине нихҫанхинчен те вӑйлӑ туйнӑ. Анчах та вӗсен савӑнӑҫӗ нумая пыман.

«УҪӐЛНӐ ВӐРТТӐНЛӐХ» КӖНЕКЕ

Библи Тӗпчекенсем темиҫе уйӑх хушши «Уҫӑлнӑ вӑрттӑнлӑх» кӗнекене салатнӑ. Таса чӗреллӗ ҫынсем ҫав кӗнекери чӑнлӑхсене пӗтӗм чӗрепе йышӑннӑ.

Эдвард Крист тӑван, Канадӑра район надзирателӗ пулса ӗҫленӗскер, «Уҫӑлнӑ вӑрттӑнлӑх» кӗнекене вуласа тухнӑ пӗр мӑшӑр ҫинчен каласа панӑ. Вӗсем унта мӗн ҫырни чӑнлӑх пулнине пилӗк уйӑхранах ҫирӗп ӗненме пуҫланӑ. Вӑл каланӑ: «Вӗсем хӑйсене Турра халалларӗҫ, халӗ чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем хӑвӑрт тӑваҫҫӗ».

Пӗр арҫын ҫав кӗнекене вуласа тухсан тӳрех ӑна хӑйӗн тусӗсене панӑ. Вӑл хӑйпе мӗн пулса тухни ҫинчен ҫапла каласа кӑтартнӑ: «Эпӗ Виҫҫӗмӗш авеню урамӗпе пыраттӑмччӗ. Сасартӑк хулпуҫҫинчен темскер пырса ҫапрӗ. Кирпӗч пуль терӗм, анчах та ку „Уҫӑлнӑ вӑрттӑнлӑх“ кӗнеке пулнӑ. Эпӗ ӑна киле илсе кайса пӗтӗмпех вуласа тухрӑм... [...] Пӗр проповедник... урса кайнипе ҫав кӗнекене чӳречерен ывӑтнӑ иккен. ...Ҫапла туса вӑл чылай ҫынна шанчӑк панӑ, пӗтӗм пурнӑҫӗ тӑршшӗпе те ҫавӑн чухлӗ ҫынна шанчӑк паман пулӗ. ...Вӑл ҫилленсе кайнине пула халӗ эпир Турра мухтав кӳрсе тӑратпӑр».

«Уҫӑлнӑ вӑрттӑнлӑх» ҫав проповедника кӑна мар ҫиллентерсе янӑ. 1918 ҫулхи февралӗн 12-мӗшӗнче Канадӑри влаҫсем ҫав кӗнекене салатма чарнӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫынсене пӑлхав ҫӗклеме тата вӑрҫа хирӗҫ пулма хистет. Кӗҫех Пӗрлешӳллӗ Штатсем те Канадӑран тӗслӗх илнӗ. Власть представителӗсем яваплӑ арҫын тӑвансен айӑпне ҫирӗплетсе парас тесе Вефиле тата Нью-Йоркри, Пенсильванири тата Калифорнири офиссене ухтарса тухнӑ. 1918 ҫулта мартӑн 14-мӗшӗнче Юстици министерстви «Уҫӑлнӑ вӑрттӑнлӑх» кӗнеке вӑрҫӑ вӑрҫма чӑрмантарать тата шпионаж пирки йышӑннӑ саккуна хирӗҫлет тенӗ, ҫавӑнпа ӑна салатма чарнӑ.

ТӖРМЕНЕ ХУПНИ

1918 ҫулхи майӑн 7-мӗшӗнче Юстици министерстви Уильям ван Амбург, Клейтон Вудворт, Джованни Дечекки, Александр Макмиллан, Роберт Мартин, Фредерик Робисон, Джозеф Рутерфорд тата Джордж Фишер тӑвансене арестлеме ордер панӑ. Суд вӗсем тӑван патшалӑха сутнӑ тесе, ыттисене влаҫсене пӑхӑнмасӑр пурӑнма хӗтӗртеҫҫӗ тесе, АПШ ҫарне кайма килӗшмеҫҫӗ тесе айӑпланӑ. Суд 1918 ҫулта июнӗн 3-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Ҫав тӑвансене айӑплӑ тесе йышӑну тӑвасси пирки чылайӑшӗ иккӗленмен. Мӗншӗн?

АПШри юстици министрӗ каланӑ тӑрӑх, шпионаж пирки йышӑннӑ саккун — пропагандӑна пӗтермелли лайӑх мел. Пирӗн тӑвансене шӑп ҫав саккуна пӑснӑшӑн айӑпланӑ. 1918 ҫулхи майӑн 16-мӗшӗнче Конгресс ҫав саккуна улшӑну кӗртме килӗшмен, ҫав улшӑну вара «ырӑ шухӑшпа, чӑннине тата саккунсене пӑсмасӑр калакансене» хӳтӗленӗ пулӗччӗ. Судра «Уҫӑлнӑ вӑрттӑнлӑх» кӗнекене пӑхса тухнӑ. АПШри Конгресӑн официаллӑ докуменчӗсенче ҫав кӗнеке пирки акӑ мӗн ҫырнӑ пулнӑ: «„Уҫӑлнӑ вӑрттӑнлӑх“ кӗнеке — чи сиенлӗ пропагандӑсенчен пӗри... Вӑл влаҫсем шанӑҫа тивӗҫлӗ мар тесе тата ҫара каймалла мар тесе вӗрентсе салтаксен ӑс-тӑнне пӑтратать».

1918 ҫулхи июнӗн 20-мӗшӗнче присяжнӑйсем ҫав сакӑр тӑвана айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Тепӗр кунне судья приговор пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ: «Явап тытакансем хӗрӳллӗн саракан тӗн пропаганди... нимӗҫ дивизинчен те хӑрушӑрах. [...] ...Ҫавӑн пек ҫынсене пысӑк наказани памалла». Ҫав тӑвансене 10 ҫултан пуҫласа 20 ҫул таран тӗрмене лартма йышӑннӑ, вара икӗ эрнерен Атлантӑри (Джорджи штачӗ) тӗрмене ӑсатнӑ.

ЫРӐ ХЫПАР САРАС ӖҪ МАЛАЛЛА ПЫРАТЬ

Ҫав вӑхӑтра Библи Тӗпчекенсене хытӑ хӗсӗрлеме пуҫланӑ. Федераллӑ тӗпчев бюровӗ (ФБР) вӗсен ӗҫӗ-хӗлне тӗпчесе тунӑ отчетсем пин-пин страницӑран тӑнӑ. Ҫав отчетсем пирӗн тӑвансем ырӑ хыпара сарма чарӑнманнине кӑтартаҫҫӗ.

ФБРа янӑ ҫырура Орландори (Флорида штачӗ) почта начальникӗ ҫапла ҫырнӑ: «[Библи Тӗпчекенсем] пӗтӗм хулипех килтен киле ҫӳресе ырӑ хыпар сараҫҫӗ, ытларах чухне ҫӗрле ҫӳреҫҫӗ. [...] Вӗсем хӑйсен ӗҫне тума чарӑнма шутламаҫҫӗ, ҫавӑнпа пурне те йӑлӑхтарса ҫӳреҫҫӗ».

АПШ ҫарӗн ведомстви ФБРа Фредерик Френц пирки отчет янӑ (каярахпа Френц тӑван Ертсе пыракан советра ӗҫленӗ). Отчетра ҫапла каланӑ пулнӑ: «Ф. У. Френц... „Уҫӑлнӑ вӑрттӑнлӑх“ кӗнекен пин-пин томне сутас ӗҫе активлӑ хутшӑннӑ».

Чарлз Фэкел тӑвана та, каярахпа Ертсе пыракан советра ӗҫленӗскере, хытӑ хӗсӗрленӗ. Ӑна «Уҫӑлнӑ вӑрттӑнлӑх» кӗнекене салатнӑшӑн арестленӗ. Влаҫсем вӑл тӗрмере ларнӑ чухне ҫырнӑ ҫырусене тӗрӗсленӗ. Фэкел тӑвана пӗр уйӑхлӑха Балтиморти (Мэриленд штачӗ) тӗрмене лартнӑ. Австрире ҫуралнӑран ӑна тӑшман тесе айӑпланӑ, мӗншӗн тесен Австри ҫав вӑхӑтра тӑшманла патшалӑх шутланнӑ. Хӑйне допрос тунӑ чухне Фэкел тӑван хӑюллӑн ырӑ хыпар пӗлтернӗ, вӑл 1 Коринф 9:16-мӗшӗнчи ҫак сӑмахсене асра тытнӑ: «Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳремесессӗн хуйхӑ ҫитӗ мана!» *

Библи Тӗпчекенсем ырӑ хыпара хастарлӑн сарнисӗр пуҫне Атлантӑри тӗрмере ларакан тӑвансене ирӗке кӑларма ыйтса петици хатӗрленӗ, ҫынсене ал пусма ыйтнӑ. Анна Гарднер каласа панӑ: «Эпир нихӑҫан та ӗҫсӗр ларман. Тӑвансене тӗрмене хупсан эпир килрен киле ҫӳресе ҫынсене ал пусма ыйтаттӑмӑр. Пин-пин ҫын ал пусма килӗшрӗ! Эпир вӗсене пирӗн тӑвансем — чӑн христиансем, вӗсене пӗр айӑпсӑрах тӗрмене лартрӗҫ тесе калаттӑмӑр».

КОНГРЕССЕМ

Ҫав йывӑр вӑхӑтра тӑвансене тӗреклетес тесе конгрессене час-часах ирттеретчӗҫ. «Хурал башнин» пӗр кӑларӑмӗнче ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Пӗр ҫул хушшинче... хӗрӗх ытла конгресс иртрӗ... Ҫав конгрессемшӗн пурте питӗ пархатарлӑ пулчӗҫ. Унччен конгрессене ҫу вӗҫӗнче е кӗр пуҫламӑшӗнче ирттеретчӗҫ, халӗ вара эпир вӗсене кашни уйӑхрах ирттеретпӗр».

Лару-тӑру йывӑр пулнӑ пулсан та, ырӑ хыпара йышӑнакан таса чӗреллӗ ҫынсем тупӑнсах тӑнӑ. Кливлендра (Огайо штачӗ) иртнӗ конгресра 1 200-е яхӑн ҫын пулнӑ, 42-шӗ шыва кӗнӗ. Шыва кӗрекенсем хушшинче пӗр арҫын ача пулнӑ, вӑл «Турра пархатарлӑ пулса хӑйӗн пурнӑҫне ӑна халалланӑ; аслӑраххисенчен хӑшӗ-пӗрисем ҫав ача ҫинчен пӗлес пулсан хӑйсем ӗненменнишӗн, тен, намӑсланнӑ пулӗччӗҫ».

МАЛАЛЛА МӖН ПУЛӖ?

1918 ҫул вӗҫӗнче Библи Тӗпчекенсене пуласлӑхра мӗн кӗтни паллӑ мар пулнӑ. Бруклинри хӑш-пӗр ҫуртсене сутса янӑ пулнӑ, тӗп управление вара Питсбурга (Пенсильвани штачӗ) куҫарнӑ. Яваплӑ арҫын тӑвансем тӗрмере ларнӑ пулин те, 1919 ҫулхи январӗн 4-мӗшӗнче Обществӑн ҫулсеренхи пухӑвне ирттерме палӑртса хунӑ пулнӑ. Пуласлӑхра вӗсене мӗн кӗтнӗ-ши?

Тӑвансем ниме пӑхмасӑрах ырӑ хыпар сарнӑ. Вӗсем кӗҫех лайӑх улшӑнусем пуласси пирки пӗртте иккӗленмен, ҫавӑнпа 1919 ҫулхи текст валли Исаия 54:17-мӗшӗнчи сӑмахсене суйласа илнӗ: «Санпа вӑрҫӑ вӑрҫма хатӗрленӗ кӑрал ӑнӑҫлӑ пулаймӗ». Пулас улшӑнусем Библи Тӗпчекенсен ӗненӗвне ҫирӗплетмелле пулнӑ тата пуласлӑхра тумалли пысӑк ӗҫе пурнӑҫлама вӑй кӗртмелле пулнӑ.

^ 6 абз. 2017 ҫулхи «Ежегодникри» «Сто лет назад: 1917 год» раздела пӑхӑр, 172—176 страницӑсем.

^ 22 абз. Чарлз Фэкел тӑванӑн «Савӑнӑҫ — ырӑ ӗҫе туса тӑнӑшӑн илнӗ награда» биографине 1969 ҫулхи мартӑн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» пӑхӑр (акӑлч.).