ХУРАЛ БАШНИ (ВӖРЕНМЕЛЛИ КӐЛАРӐМ) 2018 апрель

Ҫак брошюрӑра 2018 ҫулхи июнӗн 4 — июлӗн 8-мӗшӗчченхи вӗренмелли статьясем пур.

Чӑн-чӑн ирӗклӗх патне илсе пыракан ҫул

Хӑш-пӗрисем пусмӑрлӑхран, чухӑнлӑхран хӑтӑласшӑн, теприсем вара мӗн калас тенине калассишӗн, мӗн тӑвас тенине тӑвассишӗн кӗрешеҫҫӗ. Чӑннипех те ирӗклӗ пулма пулать-ши?

Иеговӑшӑн, чӑн-чӑн ирӗклӗх Турришӗн, ӗҫлесе тӑрӑр

Турӑ сывлӑшӗ пире мӗнле майпа ирӗке кӑларнӑ? Турӑ панӑ ирӗклӗхпе тӗрӗс мар усӑ курасран мӗнле асӑрханмалла?

Яваплӑ арҫын тӑвансем, Тимофейран вӗренӗр!

Тимофей Павел апостолпа пӗрле Турӑшӑн ӗҫлеме пуҫланӑ чухне ӑна хӑюлӑх ҫитсех кайман пулӗ. Тимофей тӗслӗхӗ старейшинӑсемпе пулӑшакан ӗҫченсемшӗн хӑш енчен усӑллӑ?

Иегова пекех ыттисене хавхалантарма тӑрӑшӑр

Хавхалантарни Иеговӑн халӑхне яланах кирлӗ пулнӑ.

Пӗр-пӗрне хавхалантарни халӗ нихҫанхинчен те кирлӗрех

Иеговӑн кунӗ питӗ ҫывӑх, ҫавӑнпа пирӗн пухури тӑвансене кирлӗ вӑхӑтра хавхалантарас тесе вӗсемпе интересленмелле.

Ҫамрӑксем, Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан тӗллевсене лартӑр

Хӑш-пӗр чухне ҫамрӑксем аптраса ӳкме пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсен умӗнче нумай алӑк уҫӑлать, пӗтӗм пурнӑҫӗ ҫине витӗм кӳрекен йышӑнусем те нумай тумалла. Тӗрӗс йышӑнусем тума вӗсене мӗн пулӑшӗ?

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсен публикацийӗсене харпӑр хӑй сайчӗсенче е социаллӑ сетьсенче вырнаҫтарма юрамасть?

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Мӗншӗн «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗн» ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ кӑларӑмӗнче 144-мӗш псалома улшӑнусем кӗртнӗ?