Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова пекех ыттисене хавхалантарма тӑрӑшӑр

Иегова пекех ыттисене хавхалантарма тӑрӑшӑр

«Турӑ... мухтавлӑ! ...Вӑл пире пур тӗрлӗ хурлӑхра та лӑплантарать *» (2 КОР. 1:3, 4).

ЮРӐСЕМ: 7, 3

1. Эдем пахчинче пӑлхав ҫӗкленнӗ хыҫҫӑн Иегова мӗнле хавхалантаракан сӑмахсем каланӑ?

ҪЫНСЕМ ҫылӑх чуралӑхне кӗрсе ӳксе ҫитменлӗхлӗ пулса тӑнӑ хыҫҫӑн Иегова пӗрре кӑна мар вӗсене хавхалантарнӑ. Сӑмахран, Адампа Ева Эдем пахчинче пӑлхав ҫӗклесен Иегова тӳрех вӗсен пулас тӑхӑмӗсен шанчӑк пуррине кӑтартнӑ. Пултарни 3:15-мӗшӗнчи пророкла сӑмахсене ӑнланса илсен ҫынсем Турӑ «авалхи ҫӗлене», Шуйттана, пӗтӗм усал ӗҫӗ-мӗнӗпех пӗтерессе шанма пуҫланӑ (Ӳлӗм. 12:9; 1 Иоанн 3:8).

ИЕГОВА ХӐЙӖН ӖҪЛЕКЕНӖСЕНЕ АВАЛХИ ВӐХӐТРА ХАВХАЛАНТАРНӐ

2. Иегова Ноя мӗнле тӗреклетнӗ?

2 Ной пурӑннӑ вӑхӑтра ҫынсем Иеговӑна ним вырӑнне те хуман. Нойпа унӑн ҫемйи ҫеҫ ӑна пуҫҫапса пурӑннӑ. Пусмӑрлӑх, аскӑн ӗҫ тӑвасси питӗ анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ, ҫавна пула Ной хуйха ӳкме те пултарнӑ (Пулт. 6:4, 5, 11; Иуда 6). Анчах та Иегова мӗн калани ӑна малалла та чӑн Турӑпа ҫӳреме вӑй панӑ (Пулт. 6:9). Турӑ Ноя ҫав усал тӗнчене пӗтерме шут тытни ҫинчен пӗлтернӗ тата ҫемйине ҫӑлса хӑвармашкӑн унӑн мӗн тумаллине ӑнлантарса панӑ (Пулт. 6:13—18). Иегова Нойшӑн тӗрек пулса тӑнӑ.

3. Иегова Иисус Навина мӗнле хавхалантарнӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

3 Каярахпа Турӑ Иисус Навина ҫӑмӑл мар ӗҫ шанса панӑ — унӑн Туррӑн халӑхне Пама пулнӑ ҫӗре ертсе кӗмелле пулнӑ. Турӑ хушнине пурнӑҫлас тесе Иисус Навинӑн унта пурӑнакан хӑватлӑ халӑхсене ҫӗнтермелле пулнӑ. Паллах, ҫавӑншӑн вӑл пӑшӑрханма пултарнӑ. Иегова ҫавна пӗлнӗ, ҫавӑнпа вӑл Моисее Иисус Навина тӗреклетме хушнӑ. Вӑл каланӑ: «Иисуса вӗрентсе хӑвар, ӑна вӑй илме, ҫирӗп тӑма пар; ӗнтӗ вӑл халӑх умӗнчен пырӗ, вӑлах эсӗ хӑвӑн куҫупа ху курас пӗтӗм ҫӗре халӑха пайӑн-пайӑн валеҫсе парӗ» (Сак. аст. 3:28). Иисус Навин хӑйне хушнӑ ӗҫе тума пуҫӑнас умӗн Иегова ӑна ҫапла каласа хавхалантарнӑ: «Эпӗ сана ҫапла хушатӑп: ҫирӗп те хастар пул, ан хӑра, ан сехӗрлен: эсӗ кирек ӑҫта кайсассӑн та Ҫӳлхуҫа Турру санпа пӗрле пулӗ» (Иис. Н. 1:1, 9). Ҫак сӑмахсем Иисус Навина хавхалантарнӑ паллах.

4, 5. а) Иегова хӑйӗн халӑхне мӗнле хавхалантарнӑ? ӑ) Иегова хӑйӗн Ывӑлне мӗнле хавхалантарнӑ?

4 Иегова уйрӑм ҫынсене кӑна мар, хӑйӗн пӗтӗм халӑхне те хавхалантарса тӑнӑ. Тӗслӗхрен, Туррӑн пророкла сӑмахӗсем Вавилона тыткӑна илсе кайнӑ еврейсене лӑплантарнӑ. Вӑл вӗсене каланӑ: «Ан хӑра: санпала — Эпӗ, ан шиклен: Эпӗ — санӑн Турру; Эпӗ сана тӗреклӗх кӳрӗп, сана пулӑшӑп, Хамӑн тӳрӗлӗхӗмӗн сылтӑм аллипе хунтӑлӑп» (Ис. 41:10). Каярахпа Иегова пӗрремӗш ӗмӗрти христиансене те ҫапла майпах тӗреклетнӗ, пире те тӗрек парсах тӑрать. (2 Коринф 1:3, 4 вуласа пар.)

5 Иегова хӑйӗн Ывӑлне те хавхалантарнӑ. Иисус шыва кӗнӗ чухне вӑл тӳперен ҫапла каланӑ: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Ун ҫинче» (Матф. 3:17). Сӑваплӑ ӗҫе ҫӗр ҫинче тунӑ чухне ҫак сӑмахсем Иисуса, паллах, тӗреклетсе тӑнӑ.

ИИСУС ЫТТИСЕНЕ ХАВХАЛАНТАРНӐ

6. Талантсем ҫинчен калакан ытарӑш пире мӗн тума хавхалантарать?

6 Иисус хӑй те Ашшӗ пек пулма тӑрӑшнӑ. Ҫак усал тӗнче пӗтесси пирки пророкла каланӑ чухне вӑл талантсем ҫинчен ытарӑш каласа панӑ. Ҫав ытарӑш Турра шанчӑклӑ пулма хавхалантарать. Унта хуҫа хӑйӗн шанчӑклӑ чурисене кашнине ҫапла мухтанӑ: «Аван, эсӗ — ырӑ та шанчӑклӑ чура! Эсӗ сахалли тӗлӗшӗнчен шанчӑклӑ пултӑн, сана нумаййине пӑхса тӑраканӗ тӑвӑп; хуҫупа пӗрле савӑн ӗнтӗ» (Матф. 25:21, 23). Ҫак сӑмахсем Иисусӑн вӗренекенӗсене Иеговӑшӑн малалла та шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑма мӗн тери хавхалантарнӑ пулӗ!

7. Иисус апостолсене, уйрӑмах Петра, мӗнле хавхалантарнӑ?

7 Иисусӑн апостолӗсем час-часах хӑйсенчен кам аслӑраххи пирки тавлашнӑ. Анчах та Иисус тӳсӗмлӗ пулса вӗсене хӑйсене кӗҫӗне хума тата хуҫасем пек мар, тарҫӑсем пек пулма хавхалантарнӑ (Лука 22:24—26). Петр пӗрре анчах мар Иисуса хытӑ кулянтарнӑ (Матф. 16:21—23; 26:31—35, 75). Анчах та Иисус ӑна нихӑҫан та хӑйӗнчен тӗртсе яман. Пачах урӑхла, вӑл ӑна хавхалантарнӑ тата тӑвансене пулӑшса тӑма та хушнӑ (Иоанн 21:16).

ИЕГОВӐН АВАЛХИ ӖҪЛЕКЕНӖСЕМ ЫТТИСЕНЕ ХАВХАЛАНТАРНӐ

8. Езекия ҫарпуҫсене тата халӑха мӗнле хавхалантарнӑ?

8 Туррӑн Ывӑлӗ ҫӗр ҫине килсе ыттисене хавхалантарса лайӑх тӗслӗх кӑтартичченех Иеговӑн ӗҫлекенӗсем ыттисене хавхалантармаллине ӑнланнӑ. Езекия тӗслӗхне аса илер. Ассирисем Иудӑри халӑх ҫине тапӑнсан вӑл ҫарпуҫсене тата халӑха пуҫтарнӑ та вӗсене хавхалантарнӑ. Езекийӑн сӑмахӗсене илтсен «халӑх вӑй илсе ҫирӗпленнӗ». (2 Ҫулсеренхи 32:6—8 вуласа пар.)

9. Иов кӗнекинчен ыттисене хавхалантармалли пирки эпир мӗне вӗренетпӗр?

9 Иова хӑйне хавхалантармалла пулнӑ пулин те, вӑл ыттисене мӗнле хавхалантармаллине вӗрентнӗ. Хӑйӗн «мӗскӗн йӑпатмӑшӗсем» вырӑнӗнче пулнӑ пулсан хӑй мӗн тӑвасси пирки Иов ҫапла каланӑ: «Сире хамӑн сӑмахӑмпа тӗрек панӑ пулӑттӑм, хамӑн пуплевӗмпе лӑплантарнӑ пулӑттӑм» (Иов 16:1—5, Ӑслӑлӑх кӗнекисем. Псалтирь, Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗн куҫарӑвӗ, 2004). Каярахпа вара Елиуй та, Иегова хӑй те Иова хавхалантаракан сӑмахсем каланӑ (Иов 33:24, 25; 36:1, 11; 42:7, 10).

10, 11. а) Мӗншӗн Иеффай хӗрне ыттисем хавхалантарни питӗ кирлӗ пулнӑ? ӑ) Эпир камсене хавхалантарма пултаратпӑр?

10 Хавхалантарни Иеффай хӗрне те питӗ кирлӗ пулнӑ. Аммонсемпе ҫапӑҫма каяс умӗн Иеффай судья Иегова умӗнче тупа тунӑ: тӑшмансене ҫӗнтерсен тӑван килӗ хапхинчен хӑйне хирӗҫ кам тухӗ, ҫавна вӑл сӑваплӑ чатӑрта Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма яратӑп тесе сӑмах панӑ. Иеффая ҫӗнтерӳ ячӗпе саламлама пӗрремӗшӗ унӑн хӗрӗ, пӗртен-пӗр ачи, тухнӑ. Ҫав самантра ашшӗн чӗри хӗссе ыратса кайнӑ пулӗ. Апла пулин те Иеффай сӑмаха тытнӑ — хӗрне пӗтӗм пурнӑҫӗ тӑршшӗпе сӑваплӑ чатӑрта ӗҫлесе тӑма Силома янӑ (Тӳр. 11:30—35).

11 Чӑнах та, Иеффая питӗ йывӑр пулнӑ, анчах та унӑн хӗрне унтан та йывӑртарах пулнӑ пулӗ. Ҫав-ҫавах вӑл ашшӗ Иегова умӗнче мӗн тума асӑннине тума хатӗр пулнӑ (Тӳр. 11:36, 37). Ҫакӑ вӑл нихӑҫан та качча тухас ҫуккине тата ашшӗн ӑрӑвне тӑсакан ачана ҫуратас ҫуккине пӗлтернӗ. Паллах, Иеффай хӗрне ыттисем лӑплантарни тата хавхалантарни питӗ кирлӗ пулнӑ. Библире каланӑ: «Ҫакӑ Израиль йӑлине кӗрсе юлнӑ: Израиль хӗрӗсем кашни ҫулах ту ҫине кайса тӑватӑ кун хушши Галаад ҫыннин Иеффайӑн хӗрӗшӗн хӳхленӗ [«Иеффай хӗрне мухтанӑ», ҪТ]» (Тӳр. 11:39, 40). Иеффай хӗрӗн тӗслӗхӗ пире Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлес тесе мӑшӑрланмасӑр пурӑнма шут тытнӑ христиансене аса илтерет. Эсир вӗсене мухтама тата хавхалантарма пултаратӑр-и? (1 Кор. 7:32—35.)

АПОСТОЛСЕМ ТӐВАНСЕНЕ ХАВХАЛАНТАРНӐ

12, 13. Петр тӑвансене мӗнле хавхалантарнӑ?

12 Хӑй вилес умӗнхи каҫ Иисус Петр апостола каланӑ: «Симон! Симон! Акӑ шуйттан сире тулӑ пӗрчисене алланӑ пек аллама ирӗк илчӗ; анчах Эпӗ, эсӗ ӗненни ан иксӗлтӗр тесе, саншӑн кӗлтурӑм; эсӗ те ӳлӗмрен, Ман енне ҫаврӑнсан, тӑванусене тӗреклӗлентер» (Лука 22:31, 32).

Апостолсен ҫырӑвӗсем хальхи вӑхӑтра та пӗрремӗш ӗмӗрти пекех пухусене тӗреклетсе тӑраҫҫӗ (12—17 абзацсене пӑхӑр).

13 Петр апостол пухури тӑвансене тӗрек парса тӑракансенчен пӗри пулнӑ (Гал. 2:9). Пирӗн эрӑри 33 ҫулта Аллӑмӗш кун уявӗнче Петр хӑюллӑн сӑмах тухса калани те, каярахпа хӑюлӑх кӑтартса ытти ӗҫсене туни те тӑвансене хавхалантарса тӑнӑ. Нумай ҫул хушши Турӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн пӗрремӗш ҫырӑвне ҫырнӑ. Ӑна мӗншӗн ҫырни пирки вӑл ҫапла каланӑ: «Ҫырасса эпӗ сире хавхалантарас тата шантарас тесе ҫыртӑм. Мӗн калани йӑлтах — Туррӑн чӑн-чӑн ырӑлӑхӗ ҫинчен ҫирӗплетсе калани, ҫавна эсир тытса пырӑр» (1 Петр 5:12, ҪХ). Петр ҫырнӑ ҫырусем вӑл вӑхӑтри христиансене хавхалантарса тӑнӑ. Халӗ те, Иегова хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫласса кӗтнӗ вӑхӑтра, пире ҫапла хавхалантарни питӗ кирлӗ (2 Петр 3:13).

14, 15. Иоанн ҫырнӑ кӗнекесем христиансене ӗмӗрсем хушши мӗнле хавхалантарса тӑнӑ?

14 Иоанн апостол та пӗрремӗш ӗмӗрти христиансемшӗн тӗрек пулнӑ. Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне мӗн-мӗн туни ҫинчен Иоанн ҫырса кӑтартни чӗрене пырса тивет. Унӑн Евангелийӗ ҫӗр-ҫӗр ҫул хушши христиансене хавхалантарса тӑнӑ, хальхи вӑхӑтра та хавхалантарать. Иисус чӑн христиансене пӗр-пӗрне юратнинчен уйӑрса илме пулать тесе каланине Иоанн ҫырнӑ Евангелире кӑна вулама пулать. (Иоанн 13:34, 35 вуласа пар.)

15 Иоанн ҫырнӑ виҫӗ ҫырӑвӗнче те питӗ усӑллӑ шухӑшсем пур. Хамӑр ҫылӑхсемшӗн хуйха ӳкнӗ чухне пире ҫак сӑмахсем вӑй кӳреҫҫӗ: «Иисус Христосӑн Юнӗ пире... кирек мӗнле ҫылӑхран та тасатса тӑрать» (1 Иоанн 1:7). Хамӑрӑн чӗре пире айӑплама пӑрахмасть пулсан, ҫак сӑмахсем лӑплантарма пултараҫҫӗ: «Турӑ пирӗн чӗререн аслӑ» (1 Иоанн 3:20). Иоанн ҫеҫ «Турӑ — юрату вӑл» тесе ҫырнӑ (1 Иоанн 4:8, 16). Хӑйӗн иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш ҫырӑвӗсенче вӑл «чӑнлӑха тытса пурӑнаканнисене» мухтанӑ (2 Иоанн 4; 3 Иоанн 3, 4).

16, 17. Павел апостол христиансене мӗнле хавхалантарнӑ?

16 Ыттисене хавхалантарас тӗлӗшрен Павел апостол чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ. Христиансен пухӑвӗ йӗркеленсе кайнӑ хыҫҫӑн малтанхи ҫулсенче апостолсенчен ытларахӑшӗ Иерусалимра пурӑннӑ, ертсе пыракан совет та унтах пулнӑ (Ап. ӗҫ. 8:14; 15:2). Иудеяра пурӑнакан христиансем иудаизм тӗнне тытса тӑракансене, пӗртен-пӗр Турра ӗненекен ҫынсене, Иисус Христос ҫинчен пӗлтерсе ҫӳренӗ. Павела вара святой сывлӑш грексене, римлянсене тата тӗрлӗ турӑсене пуҫҫапакан ытти ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтерме янӑ (Гал. 2:7—9; 1 Тим. 2:7).

17 Павел хальхи Турци, Греци тата Итали ҫӗршывӗсем вырнаҫнӑ вырӑнсене урлӑ та пирлӗ утса тухнӑ, унта вӑл еврей мар ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ тата христиансен пухӑвӗсене йӗркелесе янӑ. Ҫӗнӗ христиансем хӑйсен ентешӗсенчен асап тӳснӗ, ҫавӑнпа вӗсене хавхалантармалла пулнӑ (1 Фес. 2:14, 15). Пирӗн эрӑри 50 ҫул тӗлнелле Павел Фессалоникӑри ҫӗнӗ пухӑва ҫапла ҫырса янӑ: «Сирӗн... ӗненсе тунӑ ӗҫӗре, юратса тунӑ ӗҫӗре... яланах асра тытса, хамӑр кӗллӗмӗрсенче эпир сире аса илсе яланах сирӗншӗн пуриншӗн те Турра тав тӑватпӑр» (1 Фес. 1:2, 3). Ҫавӑн пекех вӑл вӗсене чӗнсе каланӑ: «Пӗр-пӗрне хавхалантарса, тӗреклетсе тӑрӑр» (1 Фес. 5:11, ҪТ).

ЕРТСЕ ПЫРАКАН СОВЕТ ТӐВАНСЕНЕ ХАВХАЛАНТАРНИ

18. Ертсе пыракан совет Филипа мӗнле хавхалантарнӑ?

18 Пӗрремӗш ӗмӗрте ертсе пыракан совет пур христиансене те, ҫав шутрах пухусенче ертсе пыракан тӑвансене те, хавхалантарса тӑнӑ. Тӗслӗхрен, Самари ҫыннисене ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ чухне Филипп ертсе пыракан советри арҫын тӑвансенчен пулӑшу илнӗ. Ертсе пыракан совет Самарие хӑйӗн икӗ представительне, Петрпа Иоанн апостолсене, янӑ. Вӗсем ҫӗнӗ вӗренекенсем святой сывлӑш илччӗр тесе ҫӗнӗ тӑвансемшӗн Турра кӗлтунӑ (Ап. ӗҫ. 8:5, 14—17). Ертсе пыракан совет ҫапла пулӑшнӑшӑн Филипп та, ҫӗнӗ христиансем те мӗн тери хавхаланнӑ пулӗ!

19. Ертсе пыракан совет янӑ ҫыру пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

19 Каярахпа ертсе пыракан советӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ ыйтӑва татса памалла пулнӑ: Моисей саккунӗ хушнӑ пек еврей мар христиансен ӳт кастармалла-и? (Ап. ӗҫ. 15:1, 2.) Тӑвансем Турӑран святой сывлӑш ыйтса Сӑваплӑ Ҫырура мӗн каланине тӗпченӗ хыҫҫӑн еврей мар христиансен ӳт кастармалла мар тесе йышӑну тунӑ. Ҫав йышӑну пирки ҫырнӑ ҫырӑва пухусене ҫитерсе пама ертсе пыракан совет хӑйӗн представителӗсене янӑ. Ҫырӑва вуласа тухсан христиансем «питӗ савӑннӑ» (Ап. ӗҫ. 15:27—32).

20. а) Ертсе пыракан совет пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑха мӗнле хавхалантарса тӑрать? ӑ) Тепӗр статьяра эпир мӗнле ыйтӑва пӑхса тухӑпӑр?

20 Хальхи вӑхӑтра та Иегова Свидетелӗсен Ертсе пыракан совечӗ пире пурне те, ҫав шутрах вефилецсене те, тулли вӑхӑтпа ятарлӑ ӗҫлекен ытти тӑвансене те, хавхалантарса тӑрать. Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансене савӑнтарнӑ пекех ҫакӑ пире те питӗ савӑнтарать! Ҫавӑн пекех пухӑва хӑварнӑ тӑвансене каялла таврӑнма хавхалантарас тесе 2015 ҫулта Ертсе пыракан совет «Вернись к Иегове» брошюрӑна кӑларнӑ. Анчах та христиансен пухӑвӗнче кама власть панӑ, ҫавсен кӑна ыттисене тӗреклетмелле-и? Ҫак ыйтӑва эпир тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр.

^ 2 абз. Е «хавхалантарать».