Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иеговӑшӑн, чӑн-чӑн ирӗклӗх Турришӗн, ӗҫлесе тӑрӑр

Иеговӑшӑн, чӑн-чӑн ирӗклӗх Турришӗн, ӗҫлесе тӑрӑр

«Ӑҫта Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗ пур, унта ирӗклӗх» (2 КОР. 3:17).

ЮРӐСЕМ: 49, 73

1, 2. а) Мӗншӗн Павел апостол вӑхӑтӗнчи ҫынсене ирӗклӗхпе тата чуралӑхпа ҫыхӑннӑ ыйтусем питӗ хумхантарнӑ? ӑ) Павел каланӑ тӑрӑх, кам ҫынсене чӑн-чӑн ирӗклӗх пама пултарнӑ?

ПӖРРЕМӖШ ӗмӗрти христиансем Рим империйӗнче хӑйсен саккунӗсемпе, суд системипе тата ирӗклӗхпе мухтанакан ҫынсем хушшинче пурӑннӑ. Тӗпрен илсен, Рим империйӗ чурасене йывӑр ӗҫлеттернине пула хӑватлӑланса кайнӑ. Пӗр вӑхӑтра унта чурасен шучӗ 30 процент таранах пулнӑ. Ахаль ҫынсене, ҫав шутрах христиансене те, ирӗклӗхпе тата чуралӑхпа ҫыхӑннӑ ыйтусем, паллах, питӗ интереслентернӗ.

2 Апостол Павел хӑйӗн ҫырӑвӗсенче ирӗклӗх пирки сахал мар ҫырнӑ. Анчах та вӑл, ҫав вӑхӑтри ҫынсемпе танлаштарсан, тӗнчери йывӑрлӑхсене татса парас тесе реформӑсем тӑвассишӗн тӑрӑшман. Вӑл та, ытти христиансем те ҫынсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен тата Иисус Христосӑн питӗ хаклӑ парни ҫинчен каласа пӗлтерес тесе пӗтӗм вӑя хунӑ. Павел тӑвансене ҫынна чӑн-чӑн ирӗклӗхе кам пама пултарни пирки каланӑ. Сӑмахран, Коринф ҫыннисем патне янӑ 2-мӗш ҫырура вӑл уҫҫӑн ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа вӑл Сывлӑш; ӑҫта Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗ пур, унта ирӗклӗх» (2 Кор. 3:17).

3, 4. а) 2 Коринф 3:17-мӗшӗнчи сӑмахсене ҫыриччен маларах Павел мӗн ҫырнӑ? ӑ) Иегова паракан ирӗклӗхе илес тесен пирӗн мӗн тумалла?

3 Ҫав ҫырурах кӑшт маларах Павел апостол Моисей Синай тӑвӗ ҫинчен ансан унпа мӗн пулса иртни ҫинчен ҫырнӑ. Ту ҫинче Моисей Иеговӑн ангелӗпе калаҫнӑ, ҫавӑн хыҫҫӑн унӑн пичӗ ҫуталса-ялтӑраса тӑма пуҫланӑ. Израильтянсем ҫавна курсан хӑраса ӳкнӗ, ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн питне пӗркенчӗкпе хупланӑ (Тух. 34:29, 30, 33; 2 Кор. 3:7, 12, 13). Малалла Павел ӑнлантарса панӑ: «Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑнсассӑн, ҫав пӗркенчӗк сирӗлет» (2 Кор. 3:16). Ҫак сӑмахсене мӗнле ӑнланмалла?

4 Унчченхи статьяра эпир пурне те пултарнӑ Иегова кӑна пур енчен те ирӗклӗ пулнине сӳтсе яврӑмӑр. Ҫавӑнпа та «ӑҫта Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗ пур, унта ирӗклӗх» тесе ҫирӗппӗн калама пулать. Анчах та ҫав ирӗклӗхпе пурӑнас тесессӗн пирӗн кашнин, Павел каланӑ пек, Иегова енне ҫаврӑнмалла. Ҫакӑ хамӑрпа Иегова хушшинчи ҫывӑх хутшӑнусене аталантармаллине пӗлтерет. Пушхир тӑрӑх ҫӳренӗ чухне израильтянсем хӑйсен лару-тӑрӑвӗ ҫине Иегова пӑхнӑ пек мар, ҫын куҫӗпе пӑхнӑ. Вӗсен ӑсӗпе чӗри ҫине пӗркенчӗк витнӗпе пӗрех пулнӑ. Египет чуралӑхӗнчен хӑтӑлсан израильтянсем ирӗклӗхпе усӑ курса хӑйсен кӑмӑл-туртӑмне ҫырлахтарассишӗн ҫеҫ ҫуннӑ (Евр. 3:7—10).

5. а) Иеговӑн сывлӑшӗ пире мӗнле ирӗклӗх парать? ӑ) Иегова паракан ирӗклӗхпе тӗрмере те, чуралӑхра та савӑнма май пурри ӑҫтан курӑнать? б) Пирӗн мӗнле ыйтусене пӑхса тухмалла?

5 Анчах та Иегова паракан ирӗклӗх ахаль чуралӑхран ирӗке тухнинчен чылай чаплӑрах. Ҫынсем нихӑҫан та Иеговӑн сывлӑшӗ панӑ чухлӗ ирӗклӗх параймаҫҫӗ. Ҫав сывлӑш ҫылӑхпа вилӗмрен, ҫавӑн пекех суя тӗн чуралӑхӗпе унӑн тӑлласа тӑракан йӑли-йӗркинчен те хӑтарать (Рим 6:23; 8:2). Мӗн тери чаплӑ ирӗклӗх! Камӑн ҫав ирӗклӗх пур, ҫав ҫын тӗрмене е чуралӑха лексен те хӑйне ирӗклӗ туять (Пулт. 39:20—23). Ҫакӑ Нанси Юэн тата Харольд Кинг тӑвансен тӗслӗхӗсенчен курӑнать. Вӗсем хӑйсен ӗненӗвӗшӗн нумай ҫул тӗрмере ларнӑ. Вӗсенчен илнӗ интервью пирӗн интернет-телевиденире пур. Хамӑрӑн ирӗклӗхе хакланине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Тата унпа ӑслӑ-тӑнлӑ усӑ курма пире мӗн пулӑшма пултарать?

ИЕГОВА ПАНӐ ИРӖКЛӖХЕ ХАКЛӐР

6. Иегова панӑ ирӗклӗхе хакламаннине израильтянсем мӗнле кӑтартнӑ?

6 Пире питӗ хаклӑ парне парнелесен, эпир ҫавӑншӑн, паллах, питӗ пархатарлӑ пулӑпӑр. Израильтянсем Иегова хӑйсене Египет чуралӑхӗнчен ирӗке кӑларнине пачах хакламан. Темиҫе уйӑх иртсенех вӗсем Египетра ҫисе пурӑннӑ апатшӑн тунсӑхлама тата Иегова хӑйсене мӗн панишӗн ӳпкелешме пуҫланӑ. Вӗсем каялла таврӑнма та шутланӑ. Шухӑшласа пӑхӑр кӑна: пулӑ, хӑяр, дыня, ешӗл сухан, пуҫлӑ суханпа ыхра вӗсемшӗн чӑн Турра Иеговӑна пуҫҫапассинчен хаклӑрах пулнӑ! Иегова вӗсем ҫине хытӑ тарӑхса кайни тӗлӗнтермест те! (Йыша шутл. 11:5, 6, 10; 14:3, 4.) Ҫакӑнтан эпир нумай вӗренме пултаратпӑр.

7. Павел 2 Коринф 6:1-мӗшӗнчи канаша хӑй мӗнле тытса тӑнӑ тата эпир унран мӗнле тӗслӗх илме пултаратпӑр?

7 Павел апостол христиансене пурне те Иегова хӑйӗн Ывӑлӗ, Иисус Христос, урлӑ панӑ ирӗклӗхшӗн пархатарсӑр ан пулӑр тесе асӑрхаттарнӑ. (2 Коринф 6:1 вуласа пар.) Ҫылӑхпа вилӗм чуралӑхӗнче пулнӑран Павел совесть кӑшланипе мӗнле асапланнине аса илӗр-ха. Ҫав-ҫавах вӑл: «Туррӑма Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ тав тӑватӑп»,— тесе ҫырнӑ. Мӗншӗн Павел ҫапла ҫырнӑ? Малалла вӑл хӑйӗнпе пӗр пек ӗненекенсене ҫапла ӑнлантарнӑ: «Христос Иисуспа пӗрлешсе Сывлӑшпа пурӑнмалли саккун ҫылӑхпа вилӗм саккунӗнчен хӑтарчӗ» (Рим 7:24, 25; 8:2). Пирӗн те, Павел пекех, Иегова хамӑра ҫылӑхпа вилӗм чуралӑхӗнчен хӑтарнине яланах асра тытмалла. Иисусӑн каҫарттаракан парнине пула эпир Турӑшӑн таса совеҫпе ӗҫлесе нумай савӑнӑҫ илме пултаратпӑр (Пс. 39:9).

Суйласа илмелли ирӗклӗхпе эсир мӗнле усӑ куратӑр: Иеговӑшӑн ӗҫлес тесе-и е хӑвӑрӑн мӗн тӑвас килнине тӑвас тесе-и? (8—10 абзацсене пӑхӑр.)

8, 9. а) Ирӗклӗхпе усӑ курас тӗлӗшрен Петр апостол мӗн пирки асӑрхаттарнӑ? ӑ) Хӑшӗ-пӗрисем мӗнле майпа ирӗклӗхпе тӗрӗс мар усӑ кураҫҫӗ?

8 Турӑ панӑ ирӗклӗхшӗн пирӗн пархатарлӑ пулмалла кӑна мар, унпа тӗрӗс мар усӑ курасран та асӑрханмалла. Петр апостол христиансене ирӗклӗх пур тесе ҫылӑхлӑ туртӑмсем хыҫҫӑн каймалла мар тенӗ. (1 Петр 2:16 вуласа пар.) Ҫак сӑмахсем израильтянсемпе пушхирте мӗн пулса иртнине аса илтереҫҫӗ. Анчах та Петр асӑрхаттарса калани паян, тен, ун чухнехинчен те кирлӗрех. Сатанапа унӑн тӗнчи питӗ нумай илӗртӳллӗ сӗнӳсем параҫҫӗ: мӗн тӑхӑнмаллине, мӗн ҫимеллине, мӗн ӗҫмеллине тата вӑхӑта мӗнле ирттермеллине каласах тӑраҫҫӗ. Реклама тӑвакансем питӗ чее хӑтланаҫҫӗ: хитре ҫынсем пире пӗр-пӗр тавара илмесӗр пурӑнма май ҫук тесе ӗнентерме тӑрӑшаҫҫӗ, чӑннипе вара ҫав япаласенчен нумайӑшӗ пире кирлӗ те мар. Ҫапла улталанса хамӑр ирӗклӗхпе тӗрӗс мар усӑ курма пуҫлама мӗн тери ҫӑмӑл иккен!

9 Петр сӑмахӗсем тата пысӑкрах йышӑнусем тунӑ чухне те, сӑмахран, ӑҫта вӗренмеллине е ӑҫта ӗҫлемеллине суйласа илнӗ чухне те, усӑ пама пултараҫҫӗ. Тӗслӗхрен, шкул ачисене чаплӑ университета кӗме пултарччӑр тесе пӗтӗм вӑя хурса вӗренме хистеҫҫӗ. Унсӑрӑн йӗркеллӗ, тивӗҫлӗ ӗҫе вырнаҫма май ҫуккине ӗнентерес тесе ыттисем ҫамрӑксене аслӑ пӗлӳ илекенсен ӗҫ укҫи пысӑкрах пулнине кӑтартакан статистикӑна илсе параҫҫӗ. Ҫамрӑклах тунӑ йышӑнусем пӗтӗм пурнӑҫ ҫине витӗм кӳнӗрен ачасем аслӑ пӗлӳ илсен лайӑх пулӗччӗ тесе шутлама пултараҫҫӗ. Анчах та ҫамрӑксен тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсен мӗн асра тытмалла?

10. Хамӑрӑн йышӑнусене тунӑ чухне мӗн асра тытмалла?

10 Хӑш-пӗрисем ҫапла шутлама пултараҫҫӗ: манӑн хам пӗлнӗ пек тума ирӗк пур пулсан, эпӗ хамӑн совесть мӗн хушать, ҫапла тума пултаратӑп. Ҫавнашкал ҫын Павел Коринфри христиансем патне ҫырнӑ сӑмахсем ҫине тимлеттерме пултарать: «Мӗншӗн-ха хам ирӗкӗме ытти ҫын кӑмӑлӗ айӑпламалла тӑвас?» (1 Кор. 10:29.) Ӑҫта вӗренмеллине тата ӑҫта ӗҫлемеллине пирӗн чӑнах та хамӑрӑн суйласа илме право пур, апла пулин те пирӗн ирӗклӗхӗн чикӗсем пурри ҫинчен тата пирӗн йышӑнусем яланах мӗн патне те пулин илсе пыни ҫинчен манса каймалла мар. Акӑ мӗншӗн Павел маларах «мана пурне те тума ирӗк панӑ, анчах пурте усӑллӑ мар» тесе ҫырнӑ (1 Кор. 10:23). Апла пулсан йышӑну тумалла чухне пирӗн хамӑр ҫинчен ҫеҫ шутламалла мар.

ХӐВӐРӐН ИРӖКЛӖХПЕ ТУРӐШӐН ӖҪЛЕС ТЕСЕ УСӐ КУРӐР

11. Мӗнле тӗллевпе Турӑ пире ирӗке кӑларнӑ?

11 Христиансене хӑвӑрӑн ирӗклӗхпе тӗрӗс мар усӑ ан курӑр тесе асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн Петр унпа мӗнле усӑ курмаллине ӑнлантарса панӑ. Вӑл вӗсене ирӗклӗхпе «Турӑ чурисем» пек пулса усӑ курӑр тесе хавхалантарнӑ. Апла пулсан Иегова пире Иисус урлӑ ҫылӑхпа вилӗмрен мӗнле тӗллевпе хӑтарнӑ? Хамӑрӑн пурнӑҫа ӑна халалласа уншӑн ӗҫлесе тӑмашкӑн.

12. Нойпа унӑн ҫемйи пире валли мӗнле тӗслӗх хӑварнӑ?

12 Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлени пире хамӑр ирӗклӗхпе чи лайӑх майпа усӑ курма пулӑшать. Ҫакӑ пире хамӑр ума тӗнчери ҫынсем сӗнекен тӗллевсене лартасран тата хамӑршӑн ҫеҫ пурӑнасран хӳтӗлет (Гал. 5:16). Тӗслӗхшӗн Нойпа унӑн ҫемйи ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Вӗсем пусмӑрпа йӗркесӗрлӗх ӑшне путнӑ тӗнчере пурӑннӑ. Анчах та вӗсене ытти ҫынсене илӗртекен япаласем илӗртмен. Мӗншӗн-ши? Вӗсем пӗтӗм вӑя хурса Иегова хушнӑ ӗҫе тума шутланӑ: ковчег тунӑ, хӑйсемпе чӗрчунсем валли апат хатӗрленӗ тата мӗн пуласси ҫинчен ҫынсене асӑрхаттарнӑ. Библире ҫапла каланӑ: «Ной пӗтӗмпех тунӑ: Ҫӳлхуҫа Турӑ ӑна мӗнле хушнӑ, вӑл ҫапла тунӑ» (Пулт. 6:22). Ҫапла вара усал тӗнчене пӗтернӗ чухне Нойпа унӑн ҫемйи ҫӑлӑнса юлнӑ (Евр. 11:7).

13. Иегова пире мӗнле ӗҫ хушнӑ?

13 Паян Иегова пире мӗн тума хушать? Христосӑн вӗренекенӗсем пулнӑ май эпир ҫавна питӗ лайӑх пӗлетпӗр. (Лука 4:18, 19 вуласа пар.) Ҫынсенчен нумайӑшӗн «ӑсне ҫак тӗнченӗн турри туйми тунӑ» — вӗсем тӗн, экономика тата политика системин чуралӑхне лекнине хӑйсем те ӑнланмаҫҫӗ (2 Кор. 4:4). Иисус Христосран тӗслӗх илсе эпир ҫынсене Иегова ҫинчен, ирӗклӗх Турри ҫинчен, пӗлме тата ӑна пуҫҫапса пурӑнма пулӑшатпӑр. Ҫакӑ пирӗншӗн питӗ пысӑк чыс (Матф. 28:19, 20). Ку ӗҫ ҫӑмӑл ӗҫех мар. Тӗслӗхрен, хӑш-пӗр ҫӗршывсенче ҫынсем нумайӑшӗ ырӑ хыпарпа пачах интересленмеҫҫӗ, теприсем вара пире хирӗҫ те тӑраҫҫӗ. Пирӗнтен кашнин хамӑртан ҫапла ыйтмалла: «Эпӗ хамӑн ирӗклӗхпе Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлес тесе усӑ куратӑп-и?»

14, 15. Иеговӑн ӗҫлекенӗсем нумайӑшӗ мӗнле йышӑну тунӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

14 Христиансем нумайӑшӗ вӑхӑт сахал юлнине ӑнланса Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлес тесе хӑйсен пурнӑҫне ансатлатнӑ. Ҫакӑ питӗ савӑнтарать (1 Кор. 9:19, 23). Хӑшӗ-пӗрисем хӑйсен пухӑвӗнчех ӗҫлеҫҫӗ, теприсем вара хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна куҫса кайнӑ. Юлашки пилӗк ҫул хушшинче 250 000 ытла хыпарҫӑ пионер пулса ӗҫлеме пуҫланӑ, ҫапла вара вӗсен шучӗ 1 100 000-рен иртнӗ. Иеговӑшӑн ӗҫлес тесе ирӗклӗхпе ӑслӑ-тӑнлӑ усӑ курас тӗлӗшрен ҫакӑ мӗн тери чаплӑ тӗслӗх! (Пс. 109:3.)

15 Ҫав тӑвансене ӑслӑ-тӑнлӑ йышӑнӑва тума мӗн пулӑшнӑ? Джонпа Джудит тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӗсем юлашки 30 ҫул хушшинче тӗрлӗ ҫӗршывра ырӑ хыпар сарма ӗлкӗрнӗ. Ҫак мӑшӑр аса илнӗ тӑрӑх, 1977 ҫулта Пионерсен шкулне ирттерме пуҫланӑ чухне вӗренекенсене хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна куҫса кайма хавхалантарнӑ. Ҫак тӗллеве куҫран вӗҫертес мар тесе тата ансат пурнӑҫпа пурӑнас тесе Джон пӗрре ҫеҫ мар ӗҫ улӑштарнӑ. Урӑх ҫӗршыва куҫса кайсан вара ҫак мӑшӑр Иегова ҫине шанма хӑнӑхни тата кӗлтуни тӗрлӗ йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме, тӗслӗхрен, ҫӗнӗ чӗлхене вӗренме, урӑх культурӑпа климата хӑнӑхма, пулӑшнине ӑнланса илнӗ. Нумай ҫул хушши Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑни вӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? «Хам тӑвакан ӗҫ чи кирлӗ ӗҫ пулни пирки эпӗ пӗртте иккӗленмен, пуҫӗпех ҫав ӗҫе путнӑччӗ,— тет Джон.— Эпӗ Иеговӑпа тата ҫывӑхрах пулса тӑтӑм, халӗ вӑл маншӑн юратакан атте пекех. Иаков 4:8-мӗшӗнчи „Турӑ патне ҫывӑхарӑр, Вӑл та сирӗн пата ҫывӑхарӗ“ текен сӑмахсен пӗлтерӗшне халӗ эпӗ лайӑхрах ӑнланатӑп. Эпӗ хам мӗн шыранине — пурнӑҫ тӗллевне — тупрӑм».

16. Пиншер тӑван хӑйсен ирӗклӗхӗпе ӑслӑ-тӑнлӑ усӑ курас тесе мӗн тӑваҫҫӗ?

16 Хӑшӗ-пӗрисем Джонпа Джудит пекех нумай ҫул хушши Турӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеҫҫӗ. Теприсем вара хӑйсен лару-тӑрӑвне кура кӗске вӑхӑт хушши ҫеҫ тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме пултараҫҫӗ. Турра пуҫҫапмалли ҫуртсене туса лартнӑ ҫӗрте ӗҫлекен христиансем те нумай. Тӗслӗхрен, Уорвикри (Нью-Йорк штачӗ) тӗп управленин ҫурчӗсене туса лартнӑ чухне 27 000-е яхӑн тӑван доброволец пулса икӗ эрнерен пуҫласа пӗр ҫулталӑк хушши е ытларах та ӗҫленӗ. Ҫав ӗҫе хутшӑнас тесе нумайӑшӗ вӑхӑтлӑха хӑйсен ӗҫӗсене хӑварса килнӗ. Ҫакӑ мӗн тери лайӑх тӗслӗх: ҫав тӑвансем хӑйсен ирӗклӗхӗпе тӗрӗс усӑ курса ирӗклӗх Туррине, Иеговӑна, мухтава кӑлараҫҫӗ!

17. Турӑ панӑ ирӗклӗхпе тӗрӗс усӑ куракансене мӗнле пуласлӑх кӗтет?

17 Турӑ ҫинчен пӗлме пултарнишӗн тата ӑна пуҫҫапнине пула ирӗклӗх илнишӗн эпир Иеговӑна ҫав тери пархатарлӑ! Пирӗн йышӑнусем эпир Турӑ панӑ ирӗклӗхе хакланине кӑтартса тӑччӑр. Ҫав ирӗклӗхпе тӗрӗс мар усӑ курас вырӑнне айтӑр май ҫитнӗ таран Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлер. Вара кӗҫех эпир Рим 8:21-мӗшӗнче ҫырса хунӑ пророкла сӑмахсем пурнӑҫланнине курӑпӑр: «Мӗн пултарнийӗ пурте пӗтессинчен хӑтӑлӗ те Турӑ ачисен ирӗклӗхӗпе мухтавне пая кӗрӗ».