Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Чӑн-чӑн ирӗклӗх патне илсе пыракан ҫул

Чӑн-чӑн ирӗклӗх патне илсе пыракан ҫул

«Сире Ывӑлӗ ирӗке кӑларсан, эсир чӑннипех те ирӗклӗ пулатӑр» (ИОАНН 8:36).

ЮРӐСЕМ: 54, 36

1, 2. а) Ирӗклӗ пулас тесе ҫынсем мӗн тӑваҫҫӗ? ӑ) Ҫак кӗрешӳ мӗн патне илсе ҫитерет?

ХАЛЬХИ вӑхӑтра пӗртанлӑхпа ирӗклӗх ҫинчен час-часах калаҫаҫҫӗ. Нумай ҫӗршывра ҫынсем пусмӑрлӑхпа чухӑнлӑхран хӑтӑласшӑн тата хӑйсен прависене хӗстерме пӑрахтарасшӑн. Теприсем вара мӗн калас тенине калассишӗн, мӗн тӑвас тенине тӑвассишӗн тата мӗнле пурӑнас килнӗ пек пурӑнассишӗн кӗрешеҫҫӗ. Пур ҫӗрте те ҫынсем ирӗклӗ пуласшӑн.

2 Ҫынсен кӑмӑлне мӗнле ҫырлахтармалла-ши? Ирӗклӗхшӗн кӗрешсе нумайӑшӗ забастовкӑсем, демонстрацисем, революцисем те тӑваҫҫӗ. Анчах та вӗсем хӑйсен тӗллевне пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ-ши? Час-часах ҫакӑ унчченхинчен те нумайрах асап кӳрет, вилекенсем те сахал мар. Соломон патша Турӑ хавхалантарнипе питӗ тӗрӗс сӑмахсем ҫырнӑ: «Пӗр ҫын тепӗр ҫынна сиен кӳрсе хӑй аллинче тытса тӑрать» (Еккл. 8:9).

3. Чӑннипех телейлӗ пулас тесен мӗн тумалла?

3 Чӑн-чӑн телей мӗнрен килни ҫинчен Христосӑн вӗренекенӗ Иаков ҫапла ҫырнӑ: «Чӑн аван саккуна, ирӗке кӑларакан саккуна, ӑнласа илсе унпа пурӑнакан... телейлӗ пулӗ» (Иак. 1:25). «Чӑн аван саккуна» пире Иегова панӑ. Телейлӗ пулас тесен этемӗн мӗн тумаллине вӑл никамран лайӑх пӗлет. Пӗрремӗш ҫынсем телейлӗ пулччӑр тесе Иегова вӗсене мӗн кирлине веҫех, ҫав шутрах чӑн-чӑн ирӗклӗх те, панӑ.

ҪЫНСЕМ ЧӐННИПЕХ ИРӖКЛӖ ПУЛНӐ ЧУХНЕХИ ВӐХӐТ

4. Адампа Евӑн мӗнле ирӗклӗх пулнӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

4 Пултарни кӗнекери малтанхи икӗ сыпӑка вуланӑ май Адампа Евӑн никамӑн пулман ирӗклӗх пулнине асӑрхама пулать. Вӗсем нуша мӗнне пӗлмен, нимрен те хӑраман тата вӗсене никам та хӗсӗрлемен. Пӗрремӗш ҫынсен мӗн ҫиесси пирки, мӗнле ӗҫпе ӗҫлесси пирки, мӗн тӑхӑнасси пирки тата сывлӑх пирки пӑшӑрханмалла пулман, вилесси пирки те вӗсем шухӑшламан (Пулт. 1:27—29; 2:8, 9, 15). Ҫакӑн пек ирӗклӗх пирки халӗ ҫынсем ӗмӗтленме кӑна пултараҫҫӗ. Анчах та вӗсем пур енчен те ирӗклӗ пулнӑ теме пулать-и? Айтӑр пӑхса тухар.

5. Нумайӑшӗ урӑхла шухӑшлаҫҫӗ пулин те, ҫынна ирӗклӗхпе савӑнса пурӑнма мӗн кирлӗ?

5 Хальхи вӑхӑтра нумайӑшӗ ҫапла шухӑшлаҫҫӗ: чӑннипех ирӗклӗ пулас тесен ҫыннӑн кайран мӗн пуласси ҫинчен пӑшӑрханмасӑрах хӑйӗн мӗн тӑвас килнине тума май пулмалла. «Уорлд бук» энциклопедире ирӗклӗх вӑл — «йышӑнусем тума тата вӗсене пурнӑҫа кӗртме май пурри» тенӗ. Ҫав вӑхӑтрах унта ҫапла хушса калани те пур: «Правительство тӗрӗс мар тата кирлех мар чикӗсем лартмасан ҫеҫ, ҫавӑн пекех вӗсене сӑлтавсӑрах лартмасан ҫеҫ ҫын ирӗклӗ пулма пултарать». Апла пулсан, кашни ҫын ирӗклӗхпе савӑнса пурӑнма пултартӑр тесен чикӗсем лартмасӑр май ҫук. Анчах та ҫакӑн пек ыйту сиксе тухать: мӗнле чикӗсем тӗрӗс те кирлӗ пулни пирки тата вӗсене лартма чӑнах та сӑлтав пурри пирки йышӑну тума камӑн право пур?

6. а) Иегова кӑна пур енчен те ирӗклӗ тесе мӗншӗн калама пулать? ӑ) Ҫынсене мӗнле ирӗклӗх панӑ тата мӗншӗн?

6 Пирӗн ҫакна асра тытмалла: Иегова Турӑ кӑна пур енчен те ирӗклӗ. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Вӑл Пурне те Пултаракан тата Ҫут тӗнчене Тытса Тӑракан (1 Тим. 1:17; Ӳлӗм. 4:11). Давид патша илемлӗ сӑмахсемпе усӑ курса Иегова мӗнле вырӑн йышӑннине ҫырса кӑтартнӑ. (1 Ҫулсеренхи 29:11, 12 вуласа пар.) Апла пулсан, ҫӗр ҫинче пурӑнакансен те, пӗлӗтрисен те — пурин те ирӗклӗхӗн чикки пур. Пирӗн ҫакна йышӑнмалла: мӗнле чикӗсене лартни тӗрӗс те кирлӗ пулни пирки тата вӗсене лартма чӑнах та сӑлтав пурри пирки йышӑну тума Иеговӑн кӑна право пур. Ҫынсене пултарнӑ чухне вӑл вӗсен ирӗклӗхӗн чиккисене палӑртса хунӑ.

7. Мӗнле ахаль япаласемех пире савӑнӑҫ кӳреҫҫӗ?

7 Малтанах Адампа Ева нумай енчен ирӗклӗ пулнӑ, анчах вӗсен ирӗклӗхӗн чиккисем те пулнӑ. Хӑш-пӗр чикӗсем вӗсене чикӗ пек те туйӑнман. Сӑмахран, пурӑнмашкӑн вӗсен сывламалла, ҫимелле, ҫывӑрмалла тата ыттине те тумалла пулнӑ. Ҫакӑ вӗсен ирӗклӗхне хӗстернӗ-ши? Ҫук, мӗншӗн тесен Иегова ҫынсене ҫавнашкал ахаль япаласемпе те савӑнса киленсе пурӑнмалла тунӑ (Пс. 103:14, 15; Еккл. 3:12, 13). Таса сывлӑшпа сывлама, юратнӑ апата ҫисе киленме тата лайӑх ҫывӑрса тӑранма кама ан килӗштӗр-ха? Ҫакӑ пирӗн пурнӑҫа йывӑрлатать тесе никам та шутламасть. Адампа Ева та ҫапла шутламан паллах.

8. Турӑ Адампа Евӑна мӗнле хушу панӑ тата мӗнле тӗллевпе?

8 Иегова Адампа Евӑна ҫӗре тултарма тата ӑна пӑхса тӑма хушнӑ (Пулт. 1:28). Ҫав хушу вӗсен ирӗклӗхне хӗстернӗ-и? Паллах, ҫук! Турӑ хушнине пурнӑҫланӑ пулсан вӗсем пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе рай тунӑ пулӗччӗҫ, вара хӑйсен пӗр ҫитменлӗхсӗр ачисемпе пӗрле унта ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑннӑ пулӗччӗҫ (Ис. 45:18). Хальхи вӑхӑтра мӑшӑрланмасӑр пурӑнни е мӑшӑрлансан та ачасем ҫуратманни Иеговӑн ирӗкне хирӗҫ кайни пулмасть. Ҫав-ҫавах нумайӑшӗ йывӑрлӑхсем пуласса пӗлсех мӑшӑрланаҫҫӗ, ачасем те ҫуратаҫҫӗ (1 Кор. 7:36—38). Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ҫакӑ вӗсене телей кӳрессе шанса тӑраҫҫӗ (Пс. 126:3). Адампа Ева ӗмӗр-ӗмӗрӗпех ҫемьеллӗ пурнӑҫпа савӑнса пурӑнма пултарнӑ.

ҪЫНСЕМ ЧӐН-ЧӐН ИРӖКЛӖХЕ МӖНЛЕ ҪУХАТНӐ?

9. Мӗншӗн Пултарни 2:17-мӗшӗнчи хушӑва пани тӗрӗс мар тата кирлех мар пулнӑ тесе, ӑна пама сӑлтав пулман тесе калама ҫук?

9 Иегова Адампа Евӑна тепӗр хушу та панӑ тата ҫав хушӑва итлемесен мӗнле наказани пуласси пирки те ӑнлантарнӑ. Вӑл каланӑ: «Ырӑпа усала пӗлтерекен йывӑҫ ҫимӗҫне ан ҫи: унӑн ҫимӗҫне ҫинӗ кун эсӗ вилмелле пулӑн» (Пулт. 2:17). Ҫав хушӑва пани тӗрӗс мар тата кирлех мар пулнӑ тесе, ӑна ним сӑлтавсӑрах панӑ тесе калама пулать-и? Вӑл Адампа Евӑн ирӗклӗхне хӗстернӗ-и? Ҫук паллах! Библи тӗпчевҫисем нумайӑшӗ каланӑ тӑрӑх, ҫав хушӑва пани ӑслӑ-тӑнлӑ пулнӑ тата ӑна пама сӑлтав та пулнӑ. Пӗр тӗпчевҫӗ акӑ мӗн ҫырать: «[Пултарни 2:16, 17 сӑвӑ йӗркисенчи] хушу этемшӗн мӗн „ырӑ“, мӗн „усал“ пулнине Турӑ кӑна пӗлнине кӑтартса парать. Телейлӗ пулас тесен ҫынсен Турра шанмалла тата ӑна итлемелле. Итлемесен вара мӗн „ырӑ“, мӗн „усал“ пулни пирки вӗсен хӑйсен йышӑну тумалла пулать». Анчах та ҫак тӗлӗшрен ҫынсем тӗрӗс йышӑну тума пултараймаҫҫӗ.

Адампа Ева мӗн суйласа илни пысӑк инкексем патне илсе ҫитернӗ (9—12 абзацсене пӑхӑр.)

10. Суйласа илмелли ирӗке тата мӗн ырӑ, мӗн усал пулни пирки йышӑну тумалли правӑна пӗр-пӗринпе мӗншӗн пӑтраштармалла мар?

10 Анчах та хӑш-пӗрисем ҫавна хирӗҫ ҫапла калама пултараҫҫӗ: «Турӑ Адама „ан ҫи“ тенипе ӑна мӗн тӑвас килнине тума чарман-и вара?» Ҫапла шутлакан ҫынсем суйласа илмелли ирӗке тата мӗн ырӑ, мӗн усал пулни пирки йышӑну тумалли правӑна пӗр-пӗринпе пӑтраштараҫҫӗ. Турра итлемелле-и е ҫук-и — Адампа Ева хӑйсем суйласа илме пултарнӑ. Анчах та мӗн ырӑ, мӗн усал пулни пирки йышӑну тума Иеговӑн кӑна право пур, ҫав правӑна Эдем пахчинчи «ырӑпа усала пӗлтерекен йывӑҫ» сӑнарласа панӑ (Пулт. 2:9). Ҫакна та манмалла мар: пирӗн йышӑнусем мӗн патне илсе ҫитересси пирки эпир пур чухне те пӗлместпӗр. Ҫавӑн пекех эпир тӑвакан кашни йышӑну ырӑлӑх кӳрӗ тесе ҫирӗппӗн калама ҫук. Акӑ мӗншӗн лайӑх пултӑр тесе тунӑ йышӑнусемех час-часах хӗн-хур патне илсе ҫитереҫҫӗ (Ытар. 14:12). Ҫакӑн пекки ҫын пурне те тума пултарайманнишӗн пулса тухать. Иегова, юратакан Атте, ҫав хушӑва парса Адампа Евӑна хӑйсене панӑ ирӗклӗхпе тӗрӗс усӑ курма вӗрентнӗ. Мӗншӗн ҫапла калама пулать тата Адампа Ева мӗнле йышӑну тунӑ?

11, 12. Адампа Ева тунӑ йышӑну мӗншӗн асапсем патне илсе ҫитернӗ? Тӗслӗхпе ӑнлантарса парӑр.

11 Адампа Ева Турра итлемесӗр пурӑнма шут тытнӑ. Сатана Евӑна «сирӗн куҫӑрсем уҫӑлӗҫ те, вара эсир ырӑпа усала пӗлекен турӑсем пек пулатӑр» тенӗ. Ева ӑна ӗненнӗ, вара Сатана илӗртнӗ пек тунӑ (Пулт. 3:5). Ҫавӑн хыҫҫӑн Адампа Ева хӑш енчен те пулин ирӗклӗрех пулса тӑнӑ-и? Ҫук, Шуйттан каланӑ пек пулман. Пачах урӑхла, вӗсем Иеговӑна хирӗҫ кайни тата хӑйсен мӗн тӑвас килнине туни пысӑк инкексем патне илсе ҫитернӗ (Пулт. 3:16—19). Мӗншӗн ҫапла пулса тухнӑ-ха? Мӗншӗн тесен Иегова мӗн ырӑ, мӗн усал пулни пирки йышӑну тума ҫынсене право паман. (Ытарӑшсем 20:24; Иеремия 10:23 вуласа пар.)

12 Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Самолетпа кирлӗ ҫӗре вӗҫсе ҫитес тесен пилотӑн маларах палӑртса хунӑ ҫултан пӑрӑнмалла мар. Хальхи вӑхӑтра пилотсем навигаци приборӗсемпе усӑ кураҫҫӗ тата пӗтӗм ҫул тӑршшӗпех авиадиспетчерпа ҫыхӑну тытса тӑраҫҫӗ. Анчах та пилот приборсем кӑтартнӑ пек тата диспетчер каланӑ пек тӑвас вырӑнне хӑй суйласа илнӗ ҫулпа кайсан самолет ӳкме пултарать. Адампа Евӑна ҫав пилотпа танлаштарма пулать. Вӗсем Турӑ каланӑ пек тӑвас вырӑнне хӑйсем мӗн тӑвас килнине тунӑ. Ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ? Сӑнарлӑ каласан, вӗсен самолечӗ ӳкнӗ: вӗсем хӑйсем те, тӑхӑмӗсем те ҫылӑхпа вилӗм чурисем пулса тӑнӑ (Рим 5:12). Турра пӑхӑнмасӑр пурӑнассишӗн Адампа Ева чӑн-чӑн ирӗклӗхе ҫухатнӑ.

ЧӐННИПЕХ ИРӖКЛӖ ПУЛАС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

13, 14. Чӑннипех ирӗклӗ пулас тесен мӗн тумалла?

13 Хӑш-пӗрисем ҫапла шутлама пултараҫҫӗ: ҫын пур енчен те ирӗклӗ пулнӑ пулсан лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ. Анчах та ҫакӑ — икӗ вӗҫлӗ патак. Ирӗклӗх нумай усӑ парать пулин те, пурте мӗн тӑвас килнине тунӑ пулсан пурнӑҫ мӗнлерех пулма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха — хӑранипе чӗтрене ерме те пулать. Ҫавӑнпа та «Уорлд бук» энциклопедире каланӑ: «Кирек хӑш йӗркеллӗ обществӑра та саккунсен системи пур, ҫав система питӗ кӑткӑс, мӗншӗн тесен пӗр енчен унӑн ҫынсен ирӗклӗхне хӳтӗлемелле, тепӗр енчен вара — ирӗклӗхӗн чиккисене палӑртмалла». «Питӗ кӑткӑс» тени чӑнах та вырӑнлӑ. Тӗслӗхшӗн шучӗ ҫук нумай саккунсен пуххисем ҫинчен тата ҫав саккунсене пӗлӗт пек нумай юристсемпе судьясемсӗр ӑнланма ҫукки ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр.

14 Иисус Христос чӑннипех ирӗклӗ пулас тесен мӗн тумаллине ӑнлантарса панӑ. Вӑл каланӑ: «Эсир, Ман сӑмахӑма тытса тӑрсан, чӑнах Манӑн вӗренекенӗмсем пулатӑр; вара чӑнлӑха пӗлӗр, чӑнлӑх сире ирӗке кӑларӗ» (Иоанн 8:31, 32). Ҫак сӑмахсем чӑннипе ирӗклӗ пуласси икӗ япаларан килнине кӑтартаҫҫӗ. Пӗрремӗшӗнчен, Иисус вӗрентнӗ чӑнлӑха йышӑнмалла. Иккӗмӗшӗнчен вара, унӑн вӗренекенӗ пулса тӑмалла. Ҫакӑ вӑл — чӑн-чӑн ирӗклӗх патне илсе пыракан ҫул. Анчах та кунта мӗнле ирӗклӗх пирки сӑмах пырать? Малалла Иисус каланӑ: «Ҫылӑха кӗрекен кирек кам та — ҫылӑх чури. ...Сире Ывӑлӗ ирӗке кӑларсан, эсир чӑннипех те ирӗклӗ пулатӑр» (Иоанн 8:34, 36).

15. Мӗншӗн Иисус ҫеҫ пире «чӑннипех те ирӗклӗ» тума пултарать?

15 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене пама пулнӑ ирӗклӗх нумайӑшӗ илесшӗн ҫунакан ирӗклӗхрен чылай ирттерет. «Сире Ывӑлӗ ирӗке кӑларсан, эсир чӑннипех те ирӗклӗ пулатӑр» тенӗ чухне Иисус чи хаяр чуралӑхран — ҫылӑх чуралӑхӗнчен — ирӗке кӑларасси пирки каланӑ. Ҫылӑх пире усал ӗҫсене тума хӗтӗртсе тӑрать ҫеҫ мар, хамӑр мӗн тума пултарнине те, лайӑххине те тума чӑрмантарать. Ҫавӑнпа пирӗн пирки ҫылӑх чурисем теме пулать. Ҫавна пула пирӗн ӗмӗт татӑлать, чун ыратать, эпир асапланатпӑр, юлашкинчен вара вилетпӗр (Рим 6:23). Ҫылӑх чури пулнӑран Павел апостолӑн та чунӗ ыратнӑ. (Рим 7:21—25 вуласа пар.) Ҫылӑх тӑллине татса ывӑтсан ҫеҫ эпир унччен Адампа Евӑн пулнӑ чӑн-чӑн ирӗклӗхпе савӑнса пурӑнма пултарӑпӑр.

16. Мӗнле майпа эпир чӑннипех ирӗклӗ пулма пултаратпӑр?

16 «Ман сӑмахӑма тытса тӑрсан» тенипе Иисус ҫакна палӑртасшӑн пулнӑ: ирӗке тухас тесен вӑл мӗн хушнине пурнӑҫламалла. Христиансем пулнӑ май эпир хамӑр пурӑнас тенӗ пек пурӑнма пӑрахса Христос вӗрентнипе килӗшӳллӗн пурӑнма шут тытрӑмӑр (Матф. 16:24). Иисус шантарса каланӑ пекех, ҫылӑхран тӳлесе илнине пула пуласлӑхра эпир чӑннипех ирӗклӗ пулса тӑрӑпӑр.

17. а) Чӑннипех телейлӗ пулас тесен пирӗн мӗн тумалла? ӑ) Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

17 Иисусӑн вӗренекенӗсем пулнӑ май пирӗн вӑл мӗне вӗрентнине тытса тӑмалла. Ҫакна тусан эпир ҫылӑхпа вилӗм чуралӑхӗнчен ирӗке тухма пултарӑпӑр. (Рим 8:1, 2, 20, 21 вуласа пар.) Тепӗр статьяра вара эпир Иеговӑна, чӑн-чӑн ирӗклӗхӗн Туррине, ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав кӳрсе тӑрас тесен хамӑрӑн ирӗклӗхпе мӗнле усӑ курмаллине пӑхса тухӑпӑр.