Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Яваплӑ арҫын тӑвансем, Тимофейран вӗренӗр!

Яваплӑ арҫын тӑвансем, Тимофейран вӗренӗр!

ПӖЛТӖР пӗтӗм тӗнчипе пин-пин арҫын тӑвана старейшина е пулӑшакан ӗҫчен пулма лартнӑ. Эсир те ҫав шутра пулсан сире хӑвӑра шанса панӑ тивӗҫсене пурнӑҫласа тӑма килӗшет пулӗ.

Анчах та эсир кӑштах пӑшӑрханатӑр та пулӗ. Джейсон ятлӑ ҫамрӑк старейшина акӑ мӗн калать: «Старейшина пулса тӑрсан эпӗ ҫӗнӗ тивӗҫсем хушӑннине ӑнланса аптраса тӑтӑм». Иегова хӑйсене яваплӑ ӗҫ шанса парсан Моисей та, Иеремия та манран пулмасть тесе шутланӑ (Тух. 4:10; Иер. 1:6). Сирӗн те ҫакнашкал туйӑмсем ҫуралаҫҫӗ пулсан, вӗсене ҫӗнтерес тесе тата старейшина е пулӑшакан ӗҫчен пулнӑ май ытларах опыт пухас тесе мӗн тумалла? Айтӑр Тимофей тӗслӗхне пӑхса тухар (Ап. ӗҫ. 16:1—3).

ТИМОФЕЙРАН ВӖРЕНӖР

Павел апостол Тимофее хӑйпе пӗрле район надзирателӗн ӗҫне туса тӑма чӗннӗ чухне Тимофей пӗр 20 ҫулта пулнӑ пулас. Ҫамрӑк пулнӑ пирки малтанах Тимофей хӑйне шанса панӑ ӗҫе тӑваймасран хӑранӑ пулӗ (1 Тим. 4:11, 12; 2 Тим. 1:1, 2, 7). Анчах та вунӑ ҫула яхӑн иртсен Павел Филиппӑри пухӑва ҫапла ҫырса янӑ: «Эпӗ Иисус Ҫӳлхуҫамӑр пулӑшнипе кӗҫех сирӗн пата Тимофее яма ӗмӗтленетӗп. Сирӗншӗн ун пекех чунтан-вартан тӑрӑшакан манӑн урӑх никам та ҫук» (Флп. 2:19, 20).

Мӗне пула Тимофей лайӑх старейшина пулса тӑнӑ тата унран мӗне вӗренме пулать?

1. Вӑл ыттисемшӗн чун-чӗререн тӑрӑшнӑ. Филиппӑри тӑвансене Павел Тимофей пирки «сирӗншӗн ун пекех чунтан-вартан тӑрӑшакан манӑн урӑх никам та ҫук» тенӗ (Флп. 2:20). Ҫапла, Тимофей ыттисемшӗн тӑрӑшнӑ. Вӑл вӗсене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшасшӑн пулнӑ, ҫавна тӑвас тесе хӑйне шеллемен.

Яваплӑ арҫын тӑвансем, графикран юласран хӑранипе пассажирсене лартмасӑр иртсе каякан автобус водителӗ пек ан пулӑр. 20 ҫул ытла старейшина пулса ӗҫлекен Уильям тӑван ҫӗнӗ старейшинӑсемпе пулӑшакан ӗҫченсене акӑ мӗнле канаш парать: «Тӑвансене юратӑр. Пухури ӗҫсене йӗркелесси ҫинчен ҫеҫ ан шухӑшлӑр, тӑвансене пулӑшас тесе ытларах тӑрӑшӑр».

2. Вӑл Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне мала хунӑ. Тимофее ытти тӑвансемпе танлаштарса Павел ҫапла ҫырнӑ: «Пурте хӑйсене кирлине шыраҫҫӗ, Иисус Христоса юрӑхлине шырамаҫҫӗ» (Флп. 2:21). Ку ҫырӑва Павел Римран ҫырса янӑ, унти тӑвансем харпӑр хӑй ӗҫӗсене тума нумай вӑхӑт уйӑрнӑ. Вӗсем ытларах хӑйсем ҫинчен шухӑшланӑ. Тимофей вара пачах вӗсем пек пулман. Ырӑ хыпар малалла та сарӑлса пытӑр тесе мӗн те пулин тума май килсенех Тимофей хӑй мӗн тума пултарнине тунӑ, вӑл «кунтах эпӗ, мана яр» текен Исаия пекех пулнӑ (Ис. 6:8).

Хӑвӑр ӗҫсемпе пухури ӗҫсем ҫине тӗрӗс пӑхма мӗнле вӗренме пулать? Пӗрремӗшӗнчен, пурнӑҫра чи кирли мӗн пулмаллине асра тытӑр. Павел «мӗн аваннине пӗлсе» пурӑнӑр тесе ӳкӗтленӗ (Флп. 1:10). Турӑшӑн мӗн чи кирли шутланать, ҫавӑ сирӗншӗн те чи кирли пултӑр. Иккӗмӗшӗнчен, ансат пурнӑҫпа пурӑнӑр. Хӑвӑрӑн вӑхӑтпа вӑя вӑрлакан ӗҫсене тума пӑрахӑр. Павел Тимофее ҫапла канаш панӑ: «Ҫамрӑк кӑмӑл хыҫҫӑн каяссинчен пӑрӑн... тӳрӗлӗх, ӗненӳ, юрату, канӑҫлӑх шыра» (2 Тим. 2:22).

3. Вӑл сӑваплӑ ӗҫре пӗтӗм вӑя хунӑ. Павел Филиппӑри христиансене аса илтернӗ: «Тимофей шанчӑклине эсир хӑвӑр пӗлетӗр: Ырӑ Хыпар сармашкӑн вӑл мана ывӑлӗ ашшӗне пулӑшнӑ пек пулӑшса тӑчӗ» (Флп. 2:22). Тимофей нихӑҫан та кахалланман. Вӑл Павелпа ҫума-ҫумӑн тӑрӑшса ӗҫлесе тӑнӑ, ҫакӑ вара вӗсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетнӗ.

Паян Иеговӑн организацийӗнче ӗҫ пурин валли те ҫитет. Турӑшӑн ӗҫлесе тӑни пире телейлӗ тӑвать тата тӑвансем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетет. Ҫавӑнпа Туррӑн ӗҫӗнче яланах нумай вӑй хума тӗллев лартӑр (1 Кор. 15:58).

4. Вӑл хӑй мӗн пӗлсе пынипе пурнӑҫра усӑ курнӑ. Павел Тимофей патне ҫырнӑ: «Эсӗ вара вӗрентессӳпе те, пурӑнӑҫупа та, кӑмӑлупа та, ӗненӳпе те, ырӑ чунупа та, юратупа та, асапсене мӗнле тӳсесси тӗлӗшпе те ман пек пултӑн» (2 Тим. 3:10). Тимофей хӑй мӗн вӗреннипе усӑ курнӑ, ҫакӑ ӑна тата яваплӑрах ӗҫсене тума хатӗр пулма пулӑшнӑ (1 Кор. 4:17).

Сирӗн хӑвӑра вӗрентсе тӑма пултаракан тус пур-и? Ҫук пулсан, мӗншӗн-ха ҫавӑн пек тӑвана шыраса тупас мар? «Пӗр опытлӑ старейшина мана хӑй ҫунатти айне илсе чылай япалана вӗрентрӗ,— аса илет нумай ҫул старейшина пулса ӗҫлекен Том.— Эпӗ унпа канашласах тӑраттӑм тата вӑл панӑ канашсемпе усӑ кураттӑм. Кӗҫех эпӗ хама хӑюллӑрах туйма пуҫларӑм».

5. Вӑл вӗренме чарӑнман. Павел Тимофее: «Сӑваплӑ пурӑнма вӗрен, хӑвна ҫав тӗлӗшпе тӗреклӗлентер»,— тесе чӗнсе каланӑ (1 Тим. 4:7). Спортсменӑн тренер пулма пултарать, анчах та унӑн хӑй тӗллӗн те упражненисем тумалла. Павел Тимофее ҫапла канаш панӑ: «Ҫынсене Ҫырнине вуласа пар, ӳкӗтле, вӗрент. [...] Пурин куҫӗ умӗнче те сан ҫитӗнӗвӳсем паллӑ пулччӑр тесен, яланах тивӗҫӳ ҫинчен шухӑшла, пӗтӗм чунна парса тӑрӑш» (1 Тим. 4:13—15, ҪХ).

Сирӗн те пӗрмаях хӑвӑрӑн ӑсталӑха ӳстерме тӑрӑшмалла. Тӑрӑшуллӑ тӗпчекенсем пулӑр тата организаци паракан ҫӗнӗ хушусене тытса тӑрӑр. Унсӑр пуҫне, хӑвӑр ҫине ытлашши шанасран, сӑмахран, ман опыт нумай, кирек мӗнле ыйтӑва та тӗпчемесӗрех татса параятӑп тесе шухӑшласран, асӑрханӑр. Павел Тимофее: «Хӑвна ху та, мӗн вӗрентнине те асӑрхаса тӑр»,— тенӗ. Эсир те Тимофей пекех ҫак сӑмахсемпе килӗшӳллӗн пурӑнӑр (1 Тим. 4:16).

6. Вӑл Иеговӑн сывлӑшӗ ҫине шанса тӑнӑ. Турӑшӑн ӗҫленӗ чухне мӗн асра тытмалли пирки Павел Тимофее акӑ мӗн каланӑ: «Хӑвна шанса панине хамӑр ӑшра пурӑнакан Таса Сывлӑш пулӑшнипе сыхӑ усра» (2 Тим. 1:14). Хӑйӗн тивӗҫӗсене малалла та пурнӑҫласа тӑма Тимофейӑн Туррӑн сывлӑшӗ пулӑшасса шанмалла пулнӑ.

Нумай ҫул хушши старейшина пулса ӗҫлекен Дональд калать: «Яваплӑ арҫын тӑвансен Турӑпа хӑйсен хушшинчи хутшӑнусене упрама тӑрӑшмалла, вара вӗсем „вӑй илнӗҫемӗн вӑй илсе“ пырӗҫ. Ҫак арҫын тӑвансем Турӑран святой сывлӑш ыйтаҫҫӗ пулсан тата святой сывлӑш ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх енсене аталантараҫҫӗ пулсан, вӗсем ытти тӑвансемшӗн чӑн-чӑн пиллӗх пулса тӑрӗҫ» (Пс. 83:8; 1 Петр 4:11).

ХӐВӐРА ШАНСА ПАНӐ ТИВӖҪСЕНЕ ХАКЛӐР

Ҫӗнӗ старейшинӑсемпе пулӑшакан ӗҫченсем хӑйсен тивӗҫӗсене пурнӑҫлас тӗлӗшрен лайӑхланса пыни питӗ савӑнтарать. Статья пуҫламӑшӗнче асӑннӑ Джейсон калать: «Старейшина пулса ӗҫленӗ май эпӗ нумай япалана вӗрентӗм тата хама хӑюллӑрах туйма пуҫларӑм. Халӗ хама шанса панӑ тивӗҫсене пурнӑҫласа тӑни мана нумай савӑнӑҫ кӳрет. Старейшина пуласси маншӑн пысӑк чыс».

Старейшина е пулӑшакан ӗҫчен пулнӑ май эсир ытларах опыт пухма тӑрӑшатӑр-и? Ҫак тӗлӗшрен Тимофейран тӗслӗх илӗр. Вара эсир Туррӑн халӑхӗшӗн чӑн-чӑн пиллӗх пулатӑр.