Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ҫамрӑксем, Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан тӗллевсене лартӑр

Ҫамрӑксем, Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан тӗллевсене лартӑр

«Хӑвӑн ӗҫӳсене Ҫӳлхуҫана шанса пар, вара ӗмӗтӳ-шухӑшу пурӑнӑҫланӗ» (ЫТАР. 16:3).

ЮРӐСЕМ: 135, 144

1—3. а) Пур ҫамрӑксен те мӗнле ҫӑмӑлах мар йышӑну тумалла? Тӗслӗх илсе парӑр. (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.) ӑ) Ҫав тӗлӗшрен ҫамрӑксене мӗн пулӑшма пултарать?

КАЛӐПӐР, санӑн автобуспа урӑх хулана пысӑк мероприятие ҫитмелле. Ҫулӗ вара питӗ вӑрӑм. Эсӗ автостанцие ҫитетӗн те унта вара халӑх лӑк тулли, автобусӗсем те нумай — куҫ-пуҫ чарӑлса каять. Анчах та эсӗ хӑвӑн ӑҫта тата мӗнле автобуспа каймаллине лайӑх пӗлетӗн. Куҫ тӗлне пулнӑ пӗрремӗш автобус ҫине ларса кайсан вара кирлӗ ҫӗре ҫитеймӗн.

2 Яшсемпе хӗрсене автостанцинчи пассажирсемпе танлаштарма пулать. Вӗсен умӗнче вӑрӑм ҫул — пӗтӗм пурнӑҫ. Хӑш-пӗр чухне ҫамрӑксем аптраса ӳкме пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсен умӗнче нумай алӑк уҫӑлать, йышӑнусем те нумай тумалла. Анчах та эсӗ пурнӑҫра хӑш ҫулпа каймаллине суйласа илтӗн пулсан, тӗрӗс йышӑнусем тума сана ҫӑмӑлтарах пулать. Хӑш ҫула суйласа илмелле-ши вара?

3 Хуравне эсӗ ҫак статьяра тупӑн. Вӑл ҫамрӑксене хӑйсен пурнӑҫӗпе Иеговӑна савӑнтарма хавхалантарать. Эсӗ ӑна мӗнле савӑнтарма пултаратӑн? Йышӑнусем тунӑ чухне, сӑмахран, ӑҫта вӗренесси, ӑҫта ӗҫлесси пирки е ҫемье ҫавӑрмаллипе ҫавӑрмалла марри пирки йышӑну тунӑ чухне, Иегова мӗн шутланине шута илмелле. Ҫавӑн пекех Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан тӗллевсене лартмалла. Иеговӑшӑн ӗҫлессине хӑйсен пурнӑҫӗнче мала хуракан яшсемпе хӗрсем вӑл вӗсене пиллессе тата хӑйсем лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама пулӑшасса ҫирӗп шанма пултараҫҫӗ. (Ытарӑшсем 16:3 вуласа пар.)

МӖНШӖН ТУРӐШӐН ӖҪЛЕССИПЕ ҪЫХӐННӐ ТӖЛЛЕВСЕНЕ ЛАРТМАЛЛА?

4. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

4 Мӗншӗн ҫамрӑклах Турӑшӑн ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ тӗллевсене лартмалла? Ҫак статьяра эпир виҫӗ сӑлтавне пӑхса тухӑпӑр. Пӗрремӗшпе иккӗмӗш сӑлтавӗ ҫак тӗллевсем пире Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшнине кӑтартаҫҫӗ. Виҫҫӗмӗшӗ вара ҫак тӗллевсене пурнӑҫлама вӑй хуни мӗнле усӑ кӳнине кӑтартать.

5. Иеговӑшӑн ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ тӗллевсене лартмаллине кӑтартакан тӗп сӑлтавӗ хӑшӗ?

5 Пӗрремӗш те чи пысӑк сӑлтавӗ ҫакӑ: Иеговӑшӑн ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ тӗллевсене лартнипе эпир ӑна пире юратнӑшӑн тата пирӗншӗн тунӑ ӗҫӗсемшӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартатпӑр. Псалом юрлакан ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫана аслӑламашкӑн... ырӑ. Эсӗ, Ҫӳлхуҫамӑм, мана Ху мӗн пултарнипе савӑнтартӑн: эпӗ Санӑн аллу ӗҫӗсемшӗн хӗпӗртетӗп» (Пс. 91:2, 5). Иегова сана мӗн-мӗн пани ҫинчен шухӑшласа пӑх-ха. Вӑл сана пурнӑҫ, Библи, пуху, райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑка парнеленӗ тата хӑй ҫинчен калакан чӑнлӑха уҫса панӑ. Иеговӑна ҫавӑншӑн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пулать? Тӗслӗхрен, уншӑн ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ тӗллевсене лартнипе. Ҫапла тусан эсӗ унпа тата ытларах ҫывӑхланӑн.

6. ӑ) Иеговӑшӑн ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ тӗллевсем унпа хамӑр хушӑри хутшӑнусем ҫине мӗнле витӗм кӳреҫҫӗ? ӑ) Ачасем мӗнле тӗллевсем лартма пултараҫҫӗ?

6 Иккӗмӗшӗнчен, Турӑшӑн ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ тӗллевсене пурнӑҫланӑ май эсӗ Иеговӑна савӑнтаракан ырӑ ӗҫсем тӑватӑн, ҫакӑ вара унпа тата ытларах ҫывӑхланма пулӑшать. Павел апостол ҫырнӑ: «Турӑ тӳрӗ, Вӑл сирӗн ӗҫӗре, эсир юратнӑран тӑрӑшнине манмӗ — эсир Унӑн ячӗшӗн сӑваплӑ ҫынсене юратса пулӑшрӑр» (Евр. 6:10). Ачасем те Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан тӗллевсем лартма пултараҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Кристина 10 ҫулта пулнӑ чухне Иегова Свидетелӗсен биографийӗсене тӑтӑшах вулама тӗллев лартнӑ. 12 ҫулта чухне Тоби шыва кӗриччен Библие пӗтӗмпех вуласа тухма шут тытнӑ. Максим 11 ҫулта шыва кӗнӗ, унӑн йӑмӑкӗ Ноеми вара — 10 ҫулта. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем Вефильте ӗҫлеме тӗллев лартнӑ. Ҫак тӗллев ҫинчен манса каяс мар тесе вӗсем килте стена ҫине Вефильте ӗҫлеме ҫырса памалли заявление ҫакса хунӑ. Эсӗ те хӑвӑншӑн мӗн аванрах пуласси ҫинчен шухӑшласа тӗллевсем лартма тата вӗсене пурнӑҫлас тесе вӑй хума пултаратӑн. (Филиппӑ 1:10, 11 вуласа пар.)

7, 8. а) Тӗллев лартнӑ пулсан йышӑнусем тума мӗншӗн ҫӑмӑлтарах? ӑ) Мӗншӗн пӗр ҫамрӑк хӗр университета вӗренме каяс темен?

7 Турӑшӑн ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ тӗллевсене ҫамрӑклах лартмаллине кӑтартакан виҫҫӗмӗш сӑлтавӗ йышӑнусем тумаллипе ҫыхӑннӑ. Санӑн ӑҫта вӗренме каясси, ӑҫта ӗҫлесси пирки тата ытти ыйтусем пирки йышӑнусем тума тивӗ. Йышӑнусем тӑвассине вара ҫул тӑваткалне ҫитсен кирлӗ ҫула суйласа илессипе танлаштарма пулать. Ӑҫта ҫитмеллине пӗлетӗн пулсан тӗрӗс ҫула суйласа илме йывӑр мар. Тӗллевсем пирки те ҫавнах калама пулать: вӗсене асра тытсан тӗрӗс йышӑнусем тума ҫӑмӑлтарах. Ытарӑшсем 4:26-мӗшӗнче каланӑ: «Уру пусас сукмак пирки тӗплӗ шухӑшла». Тӗплӗн шухӑшланӑ хыҫҫӑн тӗллевсене мӗн чухлӗ маларах лартатӑн, ҫавӑн чухлӗ хӑвӑртрах вӗсене пурнӑҫлама пултарӑн. Ҫакна Дамарис ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн тӗслӗхӗ кӑтартать. Унӑн та ҫамрӑк чухне пысӑк йышӑну тумалла пулнӑ.

8 Дамарис шкулта питӗ лайӑх вӗреннӗ. Вӑл тӳлевсӗрех университета юриста вӗренме кайма пултарнӑ, анчах та ун вырӑнне вӑл сахалрах укҫа ӗҫлесе илмелли вырӑна ӗҫлеме кӗнӗ. Мӗншӗн? Вӑл ӑнлантарса парать: «Эпӗ пионер пулса ӗҫлеме ача чухнех тӗллев лартнӑччӗ. Ҫав тӗллеве пурнӑҫлама мана кунӗпе ӗҫлемелле мар ӗҫ кирлӗччӗ. Юрист дипломӗ пулнӑ пулсан манӑн ӗҫ укҫи пысӑк пулатчӗ, анчах та кунӗпех ӗҫлеме тиветчӗ пуль». Дамарис 20 ҫул ӗнтӗ пионер пулса ӗҫлет. Вӑл ача чухне лартнӑ тӗллев пирки тата хӑй тунӑ йышӑну пирки мӗн шутлать? Дамарис каласа парать: «Ӗҫре эпӗ час-часах юристсене тӗл пулатӑп. Эпӗ университетра вӗреннӗ пулсан вӗсем тӑвакан ӗҫе тунӑ пулӑттӑм. Вӗсенчен нумайӑшне хӑйсен ӗҫӗ килӗшмест. Эпӗ вара пионер пулса ӗҫлесе нумай савӑнӑҫ илтӗм. Хам тунӑ йышӑну мана вӗсем пек телейсӗр пуласран хӳтӗлерӗ».

9. Мӗншӗн ҫамрӑк христиансем чӗререн мухтанине тивӗҫлӗ?

9 Пӗтӗм тӗнчипе пин-пин ҫамрӑк христианин Иеговӑна хӑйсен пурнӑҫӗнче мала хураҫҫӗ тата уншӑн ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ тӗллевсене пурнӑҫлама тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакӑншӑн вӗсене чун-чӗререн мухтас килет! Вӗсем тулли пурнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ тата вӗренӳре те, ӗҫре те, ҫемьере те Турӑ Сӑмахӗнчи принципсемпе усӑ курма вӗренеҫҫӗ. «Пӗтӗм чун-чӗрӳпе Ҫӳлхуҫана шанса пурӑн, хӑвӑн ӑстӑнна ан шан,— тесе ҫырнӑ Соломон.— Хӑвӑн пур ҫулу ҫинче те Ӑна пӗлме тӑрӑш, вара Вӑл санӑн сукмакна тӳрӗ тӑвӗ» (Ытар. 3:5, 6). Иегова ҫамрӑк христиансене питӗ юратать. Вӑл вӗсене хӳтӗлет, канаш парать тата пиллет.

ИЕГОВА ҪИНЧЕН КАЛАСА ПАМА ЛАЙӐХ ХАТӖРЛЕН

10. а) Мӗншӗн ырӑ хыпар сарас ӗҫ питӗ кирлӗ? ӑ) Ҫак ӗҫре ӑнӑҫлӑрах пулас тесе мӗн тума пулать?

10 Ҫамрӑк христианин хӑйӗн пурнӑҫӗпе Иеговӑна савӑнтарасшӑн пулсан, вӑл Турӑ ҫинчен ыттисене каласа парас тесе вӑй хурӗ. Иисус Христос ҫак тӗнче пӗтиччен малтан «Евангели сарӑлса ҫитмелле» тенӗ (Марк 13:10). Ҫак ӗҫе вӑраха яма юрамасть, ҫавӑнпа ӑна хамӑр пурнӑҫра малти вырӑна хумалла. Эсӗ ырӑ хыпар сарас ӗҫе ытларах хутшӑнма е пионер пулса ӗҫлеме тӗллев лартма пултаратӑн-и? Сана ырӑ хыпар сарма килӗшсех каймасть пулсан вара? Ҫак ӗҫре ӑнӑҫлӑрах пулас тесе мӗн тума пулать? Сана икӗ канаш пулӑшӗ: лайӑх хатӗрлен тата аллуна ан ус, малалла та ыттисене Иегова ҫинчен мӗн пӗлнине каласа пама тӑрӑш. Вара ырӑ хыпар сарни мӗн чухлӗ савӑнӑҫ кӳнине курсан хӑв та тӗлӗнӗн пулӗ.

Ыттисене Иегова ҫинчен каласа пама эсӗ мӗнле хатӗрленетӗн? (11, 12 абзацсене пӑхӑр.)

11, 12. а) Ҫамрӑксем ыттисене Иегова ҫинчен каласа пама мӗнле хатӗрленме пултараҫҫӗ? ӑ) Пӗр ҫамрӑк тӑван пӗрле вӗренекенсене Иегова ҫинчен каласа парас тесе мӗнле майпа усӑ курнӑ?

11 Чи малтанах эсӗ пӗрле вӗренекенсем час-часах паракан ыйтусем ҫине хуравлама хатӗрленме пултаратӑн. Ҫак тӗлӗшрен пирӗн публикацисенчи статьясем пулӑшаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, «Эсӗ мӗншӗн Турра ӗненетӗн?» тесе ыйтрӗҫ пулсан, хуравне хатӗрлеме сана «Ҫамрӑксен 10 ыйтӑвӗ ҫине панӑ хуравсем» брошюрӑри «Эволюцие манӑн ӗненмелле-ши?» статья пулӑшма пултарать. Хуравланӑ чухне унта илсе панӑ сӑвӑ йӗркипе, Еврейсем 3:4-мӗшӗпе, усӑ курма пулать. (1 Петр 3:15 вуласа пар.)

12 Май пулсан пӗрле вӗренекенсене хӑйсен ыйтӑвӗсен хуравӗсене пирӗн публикацисенче мӗнле тупмаллине кӑтарт. Лука шӑпах ҫапла тунӑ. Пӗррехинче шкулти вӗрентекен ачасемпе тӗрлӗ тӗнсем пирки калаҫнӑ. Лука учебникра Иегова Свидетелӗсем ҫинчен суйса ҫырнине асӑрханӑ. Хӑюлӑх ҫитерсе вӑл кӗнекере мӗн ҫырни мӗншӗн тӗрӗс мар пулнине ӑнлантарса пама вӗрентекенрен ирӗк ыйтнӑ. Лешӗ килӗшнӗ. Лука хӑй мӗне ӗненни ҫинчен кӑна каласа паман, Иегова Свидетелӗсем кӑларнӑ хӑш-пӗр материалсемпе те паллаштарнӑ. Вӗрентекен вара пурне те «Хулигансене чышкӑ памасӑрах ҫӗнтер» ятлӑ фломастерпа ӳкернӗ анимацие килте пӑхма хушнӑ. Лука шкулта Иегова ҫинчен каласа пама пултарнӑшӑн питӗ савӑннӑ.

13. Хамӑр ҫул ҫинче чӑрмавсем тӗлне пулсан мӗншӗн алла усмалла мар?

13 Ҫул ҫинче чӑрмавсем тӗлне пулсан алла ан ус (2 Тим. 4:2). Йывӑр килнӗ чухне те хӑвӑн тӗллевсене куҫран ан вӗҫерт. Катарина 17 ҫулта чухне пӗрле ӗҫлекенсене пурне те Иегова ҫинчен каласа пама шут тытнӑ. Вӗсенчен пӗри вара ӑна пӗрре кӑна мар хӑртса каланӑ. Ҫав лару-тӑрура Катарина хӑйне мӗнле тытни Ханс ятлӑ арҫынна питӗ тӗлӗнтернӗ. Вӑл пирӗн публикацисене вулама тата Библи вӗренме пуҫланӑ, каярахпа вара шыва кӗнӗ. Катарина ҫавӑн ҫинчен пӗлмен те, мӗншӗн тесен вӑл урӑх вырӑна куҫса кайнӑ пулнӑ. 13 ҫул иртсен Катарина хӑйӗн ҫемйипе пухура ларнӑ чухне сцена ҫине докладпа урӑх пухуран килнӗ тӑван тухнӑ. Ҫав тӑван Ханс пулнине курсан Катарина мӗн тери тӗлӗнни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! Вӑл хӑйӗн тӗллевне пӑрахӑҫламаншӑн — пӗрле ӗҫлекенсене пурне те Турӑ ҫинчен каласа пама ҫине тӑрсах тӑрӑшнӑшӑн — питӗ савӑннӑ!

ХӐВӐН ТӖЛЛЕВСЕНЕ КУҪРАН АН ВӖҪЕРТ

14, 15. а) Ҫамрӑк христиансен мӗн асра тытмалла? ӑ) Тантӑшсем хӗснине чӑтса ирттерме мӗн пулӑшма пултарать?

14 Ҫак статьяра ҫамрӑксене хӑйсен пурнӑҫӗпе Иеговӑна савӑнтарма, унпа ҫывӑхланма пулӑшакан тӗллевсене лартма пӗрре анчах мар хавхалантарнӑ. Тен, санӑн тантӑшусемшӗн пурнӑҫра чи кирли вӑл — канупа вӑйӑ-кулӑ. Вӗсем сана та хӑйсемпе пӗрле вӑхӑта ирттерме чӗнме пултараҫҫӗ. Паян-и, ыран-и, хӑв лартнӑ тӗллевсем хӑвшӑн мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине санӑн ӑнлантарса памаллах пулӗ. Ыттисене пула хӑвӑн тӗллевсене куҫран вӗҫертмелле ан пултӑр. Статья пуҫламӑшӗнчи тӗслӗхе аса илес пулсан, эсӗ хӑш автобуспа каймаллине унти ҫынсем вӑхӑта хаваслӑ ирттернине кура суйласа илнӗ пулӑттӑн-и? Паллах, ҫук!

15 Тантӑшусем хӗснине чӑтса ирттерме сана мӗн пулӑшӗ? Хӑш лару-тӑрусенче илӗртӳсене хирӗҫ тӑма йывӑр, ҫавсенчен пӑрӑн (Ытар. 22:3). Япӑх ҫамрӑксемпе ҫыхланса кайсан мӗн пулса тухма пултарасси ҫинчен шухӑшла (Гал. 6:7). Ҫавӑн пекех хӑвна канашсем кирлине те йышӑн. Хӑвна кӗҫӗне хурса аҫупа аннӳ тата пухури опытлӑ тӑвансем мӗн каланине тимле. (1 Петр 5:5, 6 вуласа пар.)

16. Хамӑра кӗҫӗне хумаллине кӑтартакан тӗслӗхе каласа парӑр.

16 Хӑйне кӗҫӗне хуни Кристофа опытлӑ тӑвансен канашне йышӑнма пулӑшнӑ. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен вӑл фитнес-центра ҫӳреме пуҫланӑ. Унта ҫӳрекен ытти ҫамрӑксем ҫине тӑрсах ӑна хӑйсемпе пӗрле пӗр спорт вӑййине хутшӑнма хистенӗ. Кристоф ҫакӑн ҫинчен старейшинӑпа калаҫнӑ, лешӗ вара ӑна хӑй мӗнле хӑрушлӑха кӗрсе ӳкме пултарасси ҫинчен, сӑмахран, ыттисенчен ялан малта пулас кӑмӑл ҫуралма пултарасси ҫинчен, шухӑшлама хавхалантарнӑ. Анчах та Кристоф ҫав-ҫавах ҫав ҫамрӑксемпе пӗрле выляма килӗшнӗ. Кӑшт вӑхӑт иртсен вара вӑл ҫав вӑйӑ хаяр та хӑрушӑ пулнине ӑнланса илнӗ. Вара вӑл каллех старейшинӑсемпе калаҫма шутланӑ, вӗсем пурте ӑна Библи тӑрӑх канашсем панӑ. Кристоф калать: «Иегова тӑвансем урлӑ мана усӑллӑ канашсем пачӗ, тӳрех мар пулин те эпӗ ӑна итлерӗм». Ӑслӑ-тӑнлӑ канаша йышӑнма эсӗ хӑвна ҫителӗклӗ таран кӗҫӗне хуратӑн-и?

17, 18. а) Иегова яшсемпе хӗрсене мӗн сунать? ӑ) Ҫитӗнсе ҫитсен ҫамрӑксем мӗн пирки кулянма пултараҫҫӗ тата ӳкӗнмелле ан пултӑр тесен мӗн тумалла? Тӗслӗх илсе парӑр.

17 «Эй яш ача, ҫамрӑк чухне савӑн, чӗрӳ санӑн ҫамрӑклӑхра савӑнӑҫ курса юлтӑр»,— тенӗ Библире (Еккл. 11:9). Иегова сана телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнтарасшӑн. Ҫак статья кӑтартса панӑ тӑрӑх, телейлӗ пулас тесен пирӗн, тӗслӗхрен, Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан тӗллевсене лартса вӗсене пурнӑҫлама вӑй хумалла тата йышӑнусем тунӑ чухне унӑн канашӗсене шута илмелле. Ҫакна тума эсӗ мӗн чухлӗ маларах пуҫлатӑн, ҫавӑн чухлӗ хӑвӑртрах Иегова сана тӗрӗс ҫула кӑтартса тӑнине, хӳтӗленине тата пилленине туйса курӑн. Турӑ Сӑмахӗнчи усӑллӑ канашсем ҫинчен шухӑшла тата Екклезиаст 12:1-мӗшӗнчи ҫак сӑмахсемпе килӗшӳллӗн пурӑн: «Хӑвна Пултаракана ҫамрӑклах асӑнта тытса тӑр».

18 Ҫамрӑк вӑхӑт питӗ хӑвӑрт иртсе каять. Яшсемпе хӗрсем часах ҫитӗннӗ ҫынсем пулса тӑраҫҫӗ. Шел пулин те, хӑшӗ-пӗрисем хӑйсем умне тӗрӗс мар тӗллевсем лартнишӗн е, унтан та ытларах, тӗллевсене пачах лартманнишӗн кулянаҫҫӗ. Анчах та Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан тӗллевсем лартнӑ ҫамрӑк христиансен ӳкӗнмелле пулмӗ. Ҫакна Мирьянӑн тӗслӗхӗ ҫирӗплетсе парать. Вӑл ҫамрӑк чухне спортра пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ. Ӑна хӗллехи Олимп вӑййисенче те хутшӑнма сӗннӗ. Анчах та вӑл Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме шут тытнӑ. Ҫавӑнтанпа 30 ҫул ытла иртнӗ ӗнтӗ, Мирьяна упӑшкипе пӗрле халӗ те Турӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлет. Вӑл калать: «Паллӑ ҫын пуласси, чап-мухтавшӑн, влаҫшӑн тата пуянлӑхшӑн ҫунасси — пурте усӑсӑр тӗллевсем, вӗсем чӑн-чӑн телей кӳмеҫҫӗ. Чи лайӑх тӗллев вӑл — Турӑшӑн ӗҫлесси тата ыттисене ун ҫинчен пӗлме пулӑшасси».

19. Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан тӗллевсене ҫамрӑклах лартни мӗнле усӑ кӳрет?

19 Яшсемпе хӗрсем, эсир чун-чӗререн мухтанине тивӗҫлӗ, мӗншӗн тесен йывӑрлӑхсемпе тӗл пулатӑр пулсан та Иеговӑн ӗҫне хӑвӑрӑн пурнӑҫра мала хуратӑр. Эсир Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан тӗллевсене лартса вӗсене пурнӑҫлама тӑрӑшатӑр тата ырӑ хыпар сарас ӗҫе чи кирлӗ ӗҫ вырӑнне хуратӑр. Унсӑр пуҫне, эсир ҫак тӗнче мӗн сӗнни ҫине ҫаврӑнса пӑхмастӑр. Ан иккӗленӗр: хӑвӑр вӑй хуни харама каймӗ. Пухури тӑвансем сире яланах пулӑшма хатӗр. Иегова та сире нихӑҫан та пӑрахмӗ. Ҫавӑнпа хӑвӑрӑн ӗҫсене Иеговӑна шанса парӑр, вара сирӗн ӗмӗт-шухӑшсем пурнӑҫланӗҫ!