Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Вулакансен ыйтӑвӗсем

«Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗн» ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ 2013 ҫулхи кӑларӑмӗнче (акӑлчанла тата хӑш-пӗр ытти чӗлхепе тухнӑ кӑларӑмсенче) Псалом 144:12—15 (ҪТ) сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсене Турӑ халӑхӗпе ҫыхӑнтарса ҫырнӑ. Унчченхи кӑларӑмра ҫав сӑмахсене 11-мӗш сӑвӑ йӗркинче асӑннӑ ют халӑх ҫыннисемпе, Иеговӑна пуҫҫапса пурӑнманскерсемпе, ҫыхӑнтарнӑ пулнӑ. Мӗншӗн ҫакӑн пек улшӑнусем тунӑ?

Еврей текстне пӑхсан ҫак сӑвӑ йӗркисене икӗ майлӑ куҫарма пулать. Ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ кӑларӑмра ҫак сӑлтавсене шута илсе улшӑнусем тунӑ:

  1. Текста ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ чухне унӑн лексикӑпа грамматика тытӑмне шута илнӗ. Псалом 144:12—15 сӑвӑ йӗркисене умӗнхи сӑвӑ йӗркисемпе «ашер» еврей сӑмахӗ, 12-мӗш сӑвӑ йӗркинчи пӗрремӗш сӑмах, ҫыхӑнтарса тӑрать. Ӑна тӗрлӗрен куҫарма пулать, тӗслӗхрен, «кам» е «хӑшӗ» местоименисемпе. Унчченхи кӑларӑмра «ашер» сӑмаха «хӑшӗсем» местоименипе куҫарнӑ. Ҫавӑнпа 12-мӗшӗнчен пуҫласа 14-мӗш сӑвӑ йӗрки таран ҫырса панӑ пиллӗхсене маларах асӑннӑ усал ҫынсемпе ҫыхӑнтарса ҫырнӑ пулнӑ. Анчах та «ашер» сӑмах пӗр-пӗр ӗҫ мӗн патне илсе ҫитернине те кӑтартма пултарать, ун пек чухне ҫак сӑмаха «вара» е «ҫавӑн хыҫҫӑн» тесе куҫарма пулать. «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗн» 2013 ҫулхи кӑларӑмӗнче тата ытти куҫарусенче «вара» сӑмахпа усӑ курнӑ.

  2. Улшӑнусем кӗртнӗ сӑвӑ йӗркисем контекстпа лайӑх килӗшсе тӑраҫҫӗ. Халӗ 12-мӗш сӑвӑ йӗркинче «вара» сӑмахпа усӑ курнине пула ҫакӑ курӑнать: 12-мӗшӗнчен пуҫласа 14-мӗш сӑвӑ йӗрки таран ҫырса панӑ пиллӗхсене тӳрӗ ҫынсем — «ют ӑру ывӑлӗсен аллинчен хӑтарсам мана, ҫӑлсам мана» тесе йӑлӑнакан ҫынсем (11-мӗш сӑвӑ йӗрки) — илеҫҫӗ. Ҫак улшӑну 15-мӗш сӑвӑ йӗркине те пырса тивнӗ. Халӗ унти икӗ шухӑшӗ те пӗр евӗрлех: икӗ предложенире те «халӑх телейлӗ» тесе пӗр халӑх пиркиех каланӑ — «Ҫӳлхуҫана хӑйсенӗн Турри тунӑ халӑх» пирки. Унсӑр пуҫне, еврей чӗлхипе ҫырнӑ малтанхи текстра пунктуаци паллисем, ҫав шутрах кавычкӑсем, пулманнине те асра тытмалла. Ҫавӑнпа сӑвӑ йӗркисен чӑн пӗлтерӗшне ӑнланас тесен куҫаракансен авалхи еврей халӑхӗ сӑвӑсене мӗнле мелпе хайланине, контекста тата Библири ҫавӑн евӗрлӗрех ытти сӑвӑ йӗркисене шута илмелле.

  3. Улшӑнусем кӗртнӗ сӑвӑ йӗркисем Турӑ хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене пиллеме сӑмах пани ҫинчен калакан ытти сӑвӑ йӗркисемпе килӗшсе тӑраҫҫӗ. Халӗ, 144-мӗш псаломри «ашер» сӑмаха урӑхла куҫарнӑ хыҫҫӑн, ҫак псалом ҫакна кӑтартать: Давидӑн Иегова хӑйӗн халӑхне тӑшмансенчен хӑтарасса тата телейлӗ те тулӑхлӑ пурнӑҫ парса пиллессе ҫирӗп шанма витӗмлӗ сӑлтавсем пулнӑ (Лев. 26:9, 10; Сак. аст. 7:13; Пс. 127:1—6). Тӗслӗхрен, Саккуна астутарни 28:4-мӗшӗнче каланӑ: «Санран ҫурални те пиллӗхлӗ, санӑн ҫӗрӳн ҫимӗҫӗ те, выльӑху-чӗрлӗхӳн хунавӗ те, вӑкӑрусен хунавӗ те, сурӑхусен хунавӗ те пиллӗхлӗ». Давидӑн ывӑлӗ Соломон патшара ларнӑ чухне шӑпах ҫапла пулнӑ та. Вӑл вӑхӑтра халӑх унччен нихӑҫан пулман тӑнӑҫлӑ та тулӑхлӑ пурнӑҫпа киленсе пурӑннӑ. Унсӑр пуҫне, Соломон патшара ларнӑ вӑхӑт Мессия ертсе пырас вӑхӑта сӑнарласа панӑ (3 Патш. 4:20, 21; Пс. 71:1—20).

Юлашкинчен ҫакна та палӑртмалла: 144-мӗш псалома ҫӗнӗрен пӑхса тухса куҫарни Библи вӗрентӗвӗсене мӗнле ӑнланни ҫине витӗм кӳмест. Ҫав вӑхӑтрах халӗ ҫак псалом питӗ чаплӑ шанчӑк ҫине тимлеттерет, ҫак шанчӑк пурнӑҫланасса Иеговӑн ӗҫлекенӗсем нумай вӑхӑт хушши ӗнтӗ чӑтӑмсӑррӑн кӗтсе тӑраҫҫӗ. Ҫавӑн чухне Турӑ усал ҫынсене пӗтерӗ, тӳрӗ ҫынсене вара ӗмӗр-ӗмӗрех тӑнӑҫлӑ та телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнтарӗ (Пс. 36:10, 11).