Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Вӗсем хӑйсене сӑваплӑ ӗҫе кӑмӑлтан халалланӑ. Мьянмӑра

Вӗсем хӑйсене сӑваплӑ ӗҫе кӑмӑлтан халалланӑ. Мьянмӑра

«ВЫРМАЛЛИ нумай та, ӗҫлекенӗ сахал; ҫавӑнпа вырма ани Хуҫине йӑлӑнӑр: Хӑйӗн анине ӗҫлекенсем ятӑр» (Лука 10:2). Ҫак сӑмахсене Иисус 2 000 ҫула яхӑн каялла каланӑ пулин те, вӗсем Мьянмӑри лару-тӑрӑва питӗ лайӑх кӑтартса параҫҫӗ. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Унта 55 миллион ҫын пурӑнать, хыпарҫӑсен шучӗ вара 4 200-е яхӑн ҫеҫ.

«Вырма ани Хуҫи», Иегова, ҫӗр ҫинчи тӗрлӗ кӗтесри ҫӗр-ҫӗр тӑвана Кӑнтӑр-Хӗвелтухӑҫ Азири ҫав ҫӗршыва кайса вӗренекенсем хатӗрлеме пулӑшма хавхалантарнӑ. Мӗншӗн вӗсем унта куҫса кайма шут тытнӑ? Ҫак тӗллеве вӗсем мӗнле пурнӑҫланӑ тата мӗнле пиллӗхсем илнӗ? Айтӑр пӗлер.

«КИЛӖР! ПИОНЕРСЕМ ПИРЕ КИРЛӖ»

Темиҫе ҫул каялла Кадзухирона, Японире пурӑнакан пионера, тытамак чирӗ (эпилепси) тытса хутлатнӑ. Вӑл тӑн ҫухатса больницӑна лекнӗ. Тухтӑр ӑна икӗ ҫул хушши машинӑпа ҫӳреме юрамасть тенӗ. Кадзухиро кулянса ӳкнӗ. «Хам юратнӑ ӗҫе, пионер ӗҫне, халь мӗнле туса тӑрӑп-ши?» — тесе пӑшӑрханнӑ вӑл. Кадзухиро Иеговӑна ҫав йывӑрлӑха ҫӗнтерме пулӑшсамччӗ тесе йӑлӑннӑ.

Кадзухиро тата Мари

Кадзухиро аса илет: «Уйӑх иртсен ман тус, Мьянмӑра ырӑ хыпар сараканскер, манпа мӗн пулса тухнине пӗлнӗ. Вӑл ман пата шӑнкӑравласа ҫапла каларӗ: „Мьянмӑра ытларах автобуспа ҫӳреҫҫӗ. Кунта эсӗ машинӑсӑрах пионер пулса ӗҫлеме пултарӑн!“ Вара эпӗ тухтӑртан кун пек сывлӑхпа Мьянмӑна куҫса кайма юрать-и тесе ыйтрӑм. Тӗлӗнмелле те, вӑл мана ҫапла каларӗ: „Японие Мьянмӑран пӗр тухтӑр килчӗ, вӑл пуҫ мими мӗнле ӗҫленине тӗпчет. Эпӗ сире паллаштарӑп. Тытамак тепре тытса пӑрахсан вӑл сире пулӑшӗ“. Иегова мана ҫав тухтӑр урлӑ хуравланӑ пекех туйӑнчӗ».

Кадзухиро пӗр тӑхтаса тӑмасӑр Мьянмӑри филиала ҫыру ҫырса янӑ. Унта вӑл хӑйӗн арӑмӗпе пӗрле Мьянмӑра пионерсем пулса ӗҫлесшӗн пулни пирки ҫырнӑ. Пилӗк кунтанах вӗсем хурав илнӗ: «Килӗр! Пионерсем пире кирлӗ». Кадзухиропа Мари машинисене сутса янӑ та визӑсем туса самолет ҫине билет илнӗ. Паян вӗсем Мандалай хулинчи илтмен ҫынсен чӗлхипе калаҫакансен ушкӑнӗнче савӑнса ӗҫлеҫҫӗ. Кадзухиро каласа парать: «Хамӑрпа мӗн пулса иртнине пула эпир Псалом 36:5-мӗшӗнчи Иеговӑн сӑмахӗсене хытӑрах шанма пуҫларӑмӑр: „Хӑвӑн ҫулна Ҫӳлхуҫа аллине пар, Ӑна шан, Вӑл туса ҫитерӗ“».

ИЕГОВА ВӖСЕМ ВАЛЛИ ҪУЛ УҪНӐ

2014 ҫулта Мьянмӑра Иегова Свидетелӗсен ятарлӑ конгресӗ пулнӑ. Унта делегатсем тӗрлӗ ҫӗршывран килнӗ. Вӗсем хушшинче Пӗрлешӳллӗ Штатсенчен килнӗ 34 ҫулхи Моник та пулнӑ. Вӑл аса илет: «Конгресс хыҫҫӑн киле таврӑнсан эпӗ мӗн тумалла-ши тесе Иеговӑна кӗлтума пуҫларӑм. Сӑваплӑ ӗҫри хамӑн тӗллевсем ҫинчен атте-аннепе те калаҫрӑм. Эпир пурте ман Мьянмӑна таврӑнмалла тесе йышӑну турӑмӑр. Анчах та ҫак тӗллеве пурнӑҫлас тесе мана чӑтӑмлӑх кирлӗ пулчӗ тата Иеговӑна нумай кӗлтума тиврӗ».

Моник тата Ли

Мӗншӗнне Моник ҫапла ӑнлантарса парать: «Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене пӗр-пӗр ӗҫе тума тӑрсан вӑл мӗн хака ӳкессине шутласа пӑхма каланӑ. Ҫавӑнпа эпӗ шухӑшларӑм: „Куҫса кайма вӑй ҫитерӗп-ши? Пурӑнмалӑх укҫа пултӑр тесе ҫав ҫӗршывра ытлашши нумай ӗҫлеме тивмӗ-ши?“» (Лука 14:28.) Моник хушса калать: «Кӗҫех эпӗ тӗнчен тепӗр вӗҫне кайма укҫа ҫителӗклех маррине ӑнланса илтӗм». Вӑл мӗнле куҫса кайма пултарнӑ-ха?

Моник малалла калать: «Пӗррехинче мана директор чӗнсе илчӗ. Эпӗ, хумханса ӳкнӗскер, ун патне кайрӑм, мана ӗҫрен кӑларса яраҫ пуль терӗм. Анчах та директор мана лайӑх ӗҫленӗшӗн мухтаса илчӗ те сана преми пама хушрӑм терӗ. Ҫав укҫа шӑп та лӑп парӑмсене татса пама ҫитрӗ!»

Моник Мьянмӑра 2014 ҫулхи декабрь уйӑхӗнчен пуҫласа ырӑ хыпар сарать. Хӑйӗн ӗҫӗсем мӗнле пыни ҫинчен вӑл акӑ мӗн каласа парать: «Кунта хама питӗ телейлӗ туятӑп. Эпӗ виҫӗ ҫынпа Библи вӗренетӗп. Пӗр хӗрарӑмӗ 67 ҫулта. Вӑл мана ялан йӑл кулса, хытӑ ыталаса кӗтсе илет. Турӑ ячӗ Иегова пулнине пӗлсен унӑн куҫҫуль юхса анчӗ. Вӑл мана каларӗ: „Эпӗ Туррӑн ятне унччен нихӑҫан та илтменччӗ. Эсӗ самай кӗҫӗнрех пулсан та мана чи пӗлтерӗшлӗ чӑнлӑха уҫса патӑн“. Паллах, ман та куҫҫуль юхса анчӗ. Ҫакнашкал тӗслӗхсенчен ҫакна куртӑм: хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑнта ырӑ хыпар сарни нумай савӑнӑҫ кӳрет тата пурнӑҫа тӗллевлӗ тӑвать». Моник нумаях пулмасть Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче вӗренсе тухнӑ.

Хӑш-пӗр тӑвансем вара Мьянма ҫӗршывӗ ҫинчен каласа паракан 2013 ҫулхи «Ежегодника» вуласа тухнӑ хыҫҫӑн унта куҫса кайма шутланӑ. 30-тан кӑшт иртнӗ Ли ятлӑ хӗрарӑм тӑван Кӑнтӑр-Хӗвелтухӑҫ Азирех пурӑннӑ тата тулли кунпа ӗҫленӗ. Анчах та «Ежегодника» вуласа тухнӑ хыҫҫӑн вӑл Мьянмӑна куҫса каясси пирки шутлама пуҫланӑ. Вӑл акӑ мӗн каласа парать: «2014 ҫулта Янгонра ятарлӑ конгресс пулчӗ. Эпӗ унта пӗр мӑшӑрпа паллашрӑм, вӗсем Мьянмӑна китаецсене ырӑ хыпар сарма куҫса кайнӑ. Эпӗ те китайла калаҫаттӑмччӗ, ҫавӑнпа та ҫав чӗлхепе калаҫакан ушкӑна пулӑшас тесе унта куҫса каяс терӗм. Эпир Моникпа пӗрле Мандалая куҫса кайрӑмӑр. Иегова пире пиллерӗ: эпир пӗр шкултах тулли мар ӗҫ кунӗпе ӗҫлеме пуҫларӑмӑр тата ҫывӑхра хваттер те тупрӑмӑр. Кунта ҫанталӑкӗ шӑрӑх, урӑх йывӑрлӑхсем те пур, ҫапах та мана Мандалайра ырӑ хыпар сарма питӗ килӗшет. Ҫынсем Мьянмӑра питӗ ансат пурнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ, вӗсем питӗ кӑмӑллӑ тата ырӑ хыпара итлеме яланах вӑхӑт тупаҫҫӗ. Иегова ырӑ хыпар сарас ӗҫе питӗ хӑвӑртлатса пынине курса ҫӳҫенсех каятӑп. Эпӗ Мандалая куҫса килни Иеговӑн ирӗкӗ пулни пирки пач та иккӗленместӗп».

ИЕГОВА ВӖСЕН КӖЛЛИСЕНЕ ИЛТНӖ

Хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна куҫса кайнӑ тӑвансем нумайӑшӗ Иеговӑна кӗлтуни вӑйлӑ пулӑшма пултарнине уҫҫӑн курнӑ. Акӑ 37 ҫулхи Дзюмпэй тата унӑн 35 ҫулхи Нао ятлӑ арӑмӗн тӗслӗхӗ. Вӗсем Японире илтмен ҫынсен чӗлхипе калаҫакансен пухӑвӗнче пулнӑ. Мӗншӗн вӗсем Мьянмӑна куҫса кайнӑ? Дзюмпэй аса илет: «Эпир арӑмпа ялан хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑнта ырӑ хыпар сарма ӗмӗтленеттӗмӗрччӗ. Пирӗн пухури пӗр тӑван Мьянмӑна куҫса кайрӗ. Пухса пынӑ укҫа пирӗн нумаях марччӗ пулсан та, 2010 ҫулхи май уйӑхӗнче эпир ҫавах унта куҫса кайрӑмӑр. Кунта пире питӗ ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ!» Мьянмӑра илтмен ҫынсен чӗлхипе калаҫакансене ырӑ хыпар пӗлтересси пирки Дзюмпэй акӑ мӗн калать: «Кунта ҫынсем ырӑ хыпара питӗ лайӑх итлеҫҫӗ. Хӑлхасӑр ҫынсене вӗсен чӗлхипе роликсем кӑтартсан вӗсем тӗлӗнсех каяҫҫӗ. Эпир Иеговӑшӑн кунта ӗҫлеме шут тытнӑшӑн питӗ савӑнатпӑр!»

Нао тата Дзюмпэй

Вӗсем укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑха мӗнле татса панӑ-ши? Дзюмпэй малалла каласа парать: «Виҫӗ ҫултан пирӗн укҫа пӗтнӗпе пӗрехчӗ, пурӑнмалли вырӑншӑн та тӳлеме укҫа ҫукчӗ. Эпир арӑмпа пӗрмаях кӗлтурӑмӑр. Пӗррехинче вара кӗтмен ҫӗртен филиалтан ҫыру килчӗ — тӑвансем пире вӑхӑтлӑха ятарлӑ пионерсем пулса ӗҫлеме сӗнчӗҫ! Эпир Иегова пулӑшасса шантӑмӑр, вӑл вара пире хӑвармарӗ. Турӑ пире мӗн кирлипе пуринпе те тивӗҫтерсе тӑрать». Нумаях пулмасть Дзюмпэйпе Нао Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ.

ИЕГОВА ВӖСЕНЕ КУҪСА КАЙМА ХАВХАЛАНТАРНӐ

Италирен куҫса килнӗ 43 ҫулхи Симоне ятлӑ арҫын тӑвана тата унӑн 37 ҫулхи арӑмне Аннӑна, Ҫӗнӗ Зеландире ӳссе ҫитӗннӗскере, Мьянмӑна куҫса кайма мӗн хавхалантарнӑ-ши? «Мьянма ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ 2013 ҫулхи „Ежегодник“»,— тет Анна. Симоне калать: «Мьянмӑра ырӑ хыпар сарасси пирӗншӗн пысӑк чыс. Кунти пурнӑҫ самай ансатрах, ҫавӑнпа та эпӗ Иеговӑшӑн ӗҫлеме ытларах вӑхӑт уйӑрма пултаратӑп. Пулӑшу кирлӗ вырӑнта ӗҫленӗ вӑхӑтра Иегова пирӗншӗн мӗнле тӑрӑшни питӗ тӗлӗнтерет» (Пс. 120:5). Анна хушса калать: «Эпӗ нихӑҫан та ҫав тери савӑнӑҫлӑ пулман. Эпир питӗ ансат пурнӑҫпа пурӑнатпӑр. Халӗ упӑшкапа пӗрле ытларах вӑхӑт ирттеретпӗр, хутшӑнусем те ҫирӗпленчӗҫ. Тата эпир питӗ лайӑх туссем тупрӑмӑр. Кунта пурӑнакан ҫынсем Свидетельсем пирки япӑх шутламаҫҫӗ, ырӑ хыпара та питӗ лайӑх итлеҫҫӗ».

Симоне тата Анна

Анна малалла калать: «Пӗррехинче эпӗ пасарта пӗр студенткӑна ырӑ хыпар пӗлтертӗм те тепре килме сӑмах патӑм. Тепрехинче вӑл мана хӑйӗн хӗр тусӗпе пӗрле кӗтсе илчӗ. Виҫҫӗмӗш хутӗнче килсен унта тата темиҫе хӗр тусӗ килнӗччӗ, кайран вара унтан та ытларахчӗ. Халӗ эпӗ вӗсенчен пиллӗкӗшӗпе Библи вӗренетӗп». Симоне калать: «Кунти ҫынсем ырӑ кӑмӑллӑ тата вӗренме юратаҫҫӗ. Нумайӑшӗ чӑнлӑхпа интересленеҫҫӗ. Шел пулин те, пирӗн пурин валли те вӑхӑт ҫитмест».

Сатио тата Мидзухо

Мьянмӑна куҫса каяс тесе тӑвансем мӗнле утӑмсем тунӑ-ши? Японире пурӑннӑ Мидзухо калать: «Ман упӑшка Сатио та, эпӗ те хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна куҫса кайма яланах ӗмӗтленеттӗмӗр, анчах та ӑҫта каймалли пирки ниепле те йышӑну тӑваймастӑмӑрччӗ. 2013 ҫулхи „Ежегодникра“ Мьянма ҫинчен вуласа тухнӑ хыҫҫӑн эпир ҫав ҫӗршыва куҫса каясси пирки шутлама пуҫларӑмӑр». Сатио хушса калать: «Эпир пӗр эрнелӗхе Янгона, Мьянмӑри чи пысӑк хулана, кайса килме шутларӑмӑр. Ҫавӑн хыҫҫӑн вара пирӗн унта куҫса каймаллах терӗмӗр».

ЭСИР КУҪСА КАЙМА ПУЛТАРАТӐР-И?

Джейн, Даника, Родни тата Джордан

50-ран иртнӗ Родни тата унӑн арӑмӗ Джейн, ҫавӑн пекех вӗсен ачисем Джордан тата Даника Мьянмӑна Австралирен 2010 ҫулта куҫса килнӗ. Родни каласа парать: «Кунти ҫынсем Турӑ ҫинчен пӗлесшӗн ҫунни пире тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ. Пур ҫемьене те Мьянма пек ҫӗршывра ырӑ хыпар сарса пӑхма сӗнетӗп». Вӑл ӑнлантарса парать: «Кунта куҫса килнине пула хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем питӗ ҫирӗпленчӗҫ. Ҫакӑ ҫав тери савӑнтарать. Ҫамрӑксем ытларах чухне мӗн ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ? Телефонсем, машинӑсем, ӗҫ тата ытти япаласем ҫинчен. Пирӗн ачасем вара ырӑ хыпар сарас ӗҫре усӑ курас тесе ҫӗнӗ сӑмахсем вӗренеҫҫӗ, Библие пач пӗлмен ҫынсене мӗн каласа памалли ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ, пухӑва хатӗрленеҫҫӗ тата Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ ытти ӗҫсене тӑваҫҫӗ».

Оливер тата Анна

АПШ-ран куҫса килнӗ 37 ҫулхи Оливер та хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑнта ырӑ хыпар сарса пӑхма сӗнет. Мӗншӗнне вӑл ҫапла ӑнлантарса парать: «Канлӗ пурнӑҫа хӑварса Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫласан эпӗ пиллӗхсем нумай илтӗм. Урӑх ҫӗре куҫса кайсан кирек мӗнле лару-тӑрура та Иегова ҫине ытларах шанма пуҫларӑм. Эпӗ кампа ырӑ хыпар саратӑп, ҫав ҫынсене унччен нихӑҫан та пӗлмен, анчах та эпир пурте пӗр шухӑшлӑ. Турӑ Патшалӑхне пула ҫеҫ ҫапла пулма пултарать!» Халӗ Оливерпа унӑн арӑмӗ Анна китаецсене ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳреҫҫӗ.

Трейзел

Трейзел ятлӑ хӗрарӑм тӑван, 52 ҫулхискер, Мьянмӑна Австралирен 2004 ҫулта куҫса килнӗ. Вӑл калать: «Сирӗн май пур пулсан, хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна ырӑ хыпар сарма кайӑр. Эсир ҫавӑншӑн нихӑҫан та ӳкӗнмӗр. Эпӗ ҫакна уҫҫӑн куртӑм: ырӑ хыпар сарма кӑмӑл пур пулсан Иегова сана вӑй хунӑшӑн пиллетех. Ҫакӑн пек пурнӑҫпа пурӑнма эпӗ ӗмӗтленмен те. Ҫакӑ чи лайӑх пурнӑҫ ҫулӗ!»

Мьянмӑна куҫса кайнӑ тӑвансен тӗслӗхӗ сире хыпарҫӑсем ҫитсех кайман ҫӗре куҫса кайса тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсене Библи ҫинчен чӑнлӑха пӗлтерме хавхалантарасса шанатпӑр. Ҫав тӑвансем: «Мьянмӑна пырса пире пулӑшсамӑр!» — теҫҫӗ.