Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Пур ҫынна та» хӗрхенме тӑрӑшар

«Пур ҫынна та» хӗрхенме тӑрӑшар

ХӐЙӖН вӗренекенӗсене ырӑ хыпар сарма вӗрентнӗ чухне Иисус сире пурте итлесшӗн пулмӗҫ тенӗ (Лука 10:3, 5, 6). Хӑш-пӗр чухне ҫынсем пире хӑртса каласси те пулкалать, теприсем вара хӑйсене хаяррӑн тытаҫҫӗ. Ҫавӑншӑн пире ҫынсене хӗрхенме йывӑр пулма пултарать.

Хӗрхенекен кӑмӑллӑ ҫын ыттисем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине асӑрхать, вӗсене шеллет тата пулӑшма тӑрӑшать. Анчах та ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫынсене хӗрхенме йывӑр пулсан, пирӗн сӑваплӑ ӗҫри хастарлӑх та, ыттисене пулӑшас кӑмӑл та сӳнсе ларма пултарать. Пирӗн хастарлӑха ҫунса тӑракан вучахпа танлаштарма пулать. Вӑл вӑйлӑрах ҫунтӑр тесен вут пӑрахса тӑмалла. Ҫавнашкалах ырӑ хыпар сарас ӗҫре ҫунса тӑмашкӑн пире ҫынсене хӗрхенни пулӑшать (1 Фес. 5:19).

Хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулма ҫӑмӑлах мар пулсан та, ҫак лайӑх ене аталантарма пире мӗн пулӑшма пултарать? Иеговӑн, Иисусӑн тата Павелӑн тӗслӗхӗ.

ИЕГОВӐРАН ВӖРЕНӖР

Пин-пин ҫул хушши ӗнтӗ ҫынсем Турра хурласа ун ҫинчен элек сараҫҫӗ. Анчах та Иегова «пархатарсӑррисемшӗн те, усаллисемшӗн те ырӑ» (Лука 6:35). Хӑйӗн ырӑлӑхне вӑл тӳсӗмлӗ пулнипе кӑтартать. Иегова «пур ҫынна та ҫӑласшӑн» (1 Тим. 2:3, 4). Вӑл усаллӑха кураймасть пулин те, ҫынсем уншӑн питӗ хаклӑ, ҫавӑнпа вӑл никам та ан пӗттӗр тет (2 Петр 3:9).

Сатана ҫынсен «ӑсне ...туйми тунӑ», Иегова ҫавна ӑнланать (2 Кор. 4:3, 4). Нумайӑшне мӗн ачаранах Турӑ ҫинчен суяна вӗрентеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене чӑнлӑха йышӑнма йывӑр. Иегова ҫавнашкал ҫынсене пулӑшма тӑрӑшать. Эпир ҫакна ӑҫтан пӗлетпӗр?

Иегова Ниневи ҫыннисем ҫине мӗнле пӑхнине аса илер. Вӗсем хаяр ҫынсем пулнӑ пулсан та, Иегова Ионӑна каланӑ: «Ниневие, аслӑ хулана, сылтӑм аллине сулахаййинчен уйӑрма пӗлмен ҫӗр ҫирӗм пин ҫын ытла пурӑнакан хулана... Манӑн епле хӗрхенмелле марччӗ-ха?» (Иона 4:11.) Иегова вӗсене питӗ хӗрхеннӗ, мӗншӗн тесен вӗсем ун ҫинчен чӑнлӑха пӗлмен. Ҫавӑнпа хӑйӗн приговорне пӗлтермешкӗн вӑл вӗсем патне Ионӑна янӑ.

Эпир ҫынсем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма тӑрӑшатпӑр. Тӗслӗхрен, ырӑ хыпар ҫынсен чӗрине пырса тивес ҫук пек туйӑнсан та, эпир кашнинех Турӑ ҫинчен пӗлме пулӑшасшӑн.

ИИСУСРАН ВӖРЕНӖР

Иисус ҫынсене хӑйӗн Ашшӗ пекех хӗрхеннӗ, «мӗншӗн тесессӗн ҫынсем, кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пек, асапланса пӗтнӗ, вӑйран сулӑннӑ пулнӑ» (Матф. 9:36). Ҫав лару-тӑрӑва ҫынсем мӗншӗн лекнине Иисус ӑнланнӑ: тӗн пуҫлӑхӗсем вӗсене суяна вӗрентнӗ тата ним вырӑнне те хуман. Иисус ырӑ хыпара ҫынсем тӗрлӗ сӑлтава пула йышӑнас ҫуккине пӗлнӗ пулин те, вӑл вӗсене малалла та «нумай вӗрентнӗ» (Марк 4:1—9).

Ҫынсем малтанлӑха ырӑ хыпара итлемеҫҫӗ пулсан ан кулянӑр

Пурнӑҫӗнче улшӑнусем пулса иртнӗ хыҫҫӑн ҫын чӑнлӑх ҫине урӑхларах пӑхма пуҫлама пултарать

Ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫынсем пире итлесшӗн мар пулсан, пирӗн сӑлтавне ӑнланма тӑрӑшмалла. Хӑйсем пирки христиансем текеннисен ӗҫӗсене кура хӑшӗ-пӗрисем Библи ҫинчен те, христиансем ҫинчен те япӑх шутлаҫҫӗ. Теприсем вара пирӗн вӗрентӳсем ҫинчен суя каланисене илткеленӗ. Хӑшӗсем вара кӳршисем е кил-йышӗнчисем хӑйсенчен тӑрӑхласа куласран хӑраҫҫӗ.

Йывӑр хуйхӑ тӳссе ирттернӗ хыҫҫӑн хӑш-пӗрисен чӗринче тарӑн суран юлнӑ. Ҫавӑнпа вӗсем пире итлесшӗнех мар. Ким ятлӑ хӗрарӑм тӑван, миссионер пулса ӗҫлекенскер, акӑ мӗн каласа парать: «Эпир тӗл пулакан ҫынсенчен нумайӑшне вӑрҫӑ нушине тӳсме тивнӗ, вӗсем нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ, шанчӑкне те ҫухатнӑ тата никама та ӗненмеҫҫӗ. Нумайӑшӗ ырӑ хыпар сарас ӗҫе чарса лартасшӑн. Пӗррехинче ман ҫине тапӑнни те пулнӑччӗ».

Ким тӑвана ҫынсемпе хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулма мӗн пулӑшать? Вӑл калать: «Мана усал сӑмах каласа кӳрентернӗ чухне эпӗ Ытарӑшсем 19:11-мӗшӗнче „ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын час ҫилленсе ӳкмест“ тенине аса илетӗп. Эпӗ ҫынсен мӗн тӳссе ирттерме тивнине асра тытма тӑрӑшатӑп, вара вӗсене хӗрхенме ҫӑмӑлтарах. Унсӑр пуҫне, пурте хирӗҫес шухӑшлӑ мар. Хӑш-пӗрисем хаваспах пирӗнпе тепӗр хут тӗл пулса калаҫма килӗшеҫҫӗ».

Хамӑртан ҫапла ыйтма пулать: «Кама Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтеретӗп, ҫав ҫынсен вырӑнӗнче эпӗ пулнӑ пулсан, хама мӗнле тытнӑ пулӑттӑм?» Калӑпӑр, эсир пӗрре анчах мар Иегова Свидетелӗсем ҫинчен суя сӑмах каланине илтнӗ. Ун пек пулсан, тен, сирӗн те Свидетельсене итлес килмӗ. Ҫавӑн пек ҫынсене ӑнланма тата хӗрхенме тӑрӑшсан лайӑхрах мар-и? Иисус мӗн каланине аса илер: «Хӑвӑршӑн ҫынна мӗн тутарасшӑн, хӑвӑр та вӗсемшӗн пур тӗлӗшрен те ҫавнах тӑвӑр» (Матф. 7:12). Ҫак сӑмахсем пире ҫын мӗн туйнине ӑнланса унпа тӳсӗмлӗ пулма хавхалантараҫҫӗ, ҫавна тума ҫӑмӑл мар пулсан та.

ПАВЕЛРАН ВӖРЕНӖР

Павел апостол хӑйне хаяррӑн хирӗҫ тӑракан ҫынсене те хӗрхенме тӑрӑшнӑ. Мӗншӗн? Вӑл чӑнлӑха пӗличчен хӑй мӗнле ҫын пулнине асра тытнӑ. «Эпӗ унччен хурлакан, хӗсӗрлекен усал ҫынччӗ; эпӗ пӗлменнипе, ӗненменнипе ҫапла тунӑ, ҫавӑнпа Вӑл мана каҫарчӗ»,— тесе ҫырнӑ Павел (1 Тим. 1:13). Иеговӑпа Иисус хӑйне мӗн тери хытӑ хӗрхеннине Павел пӗлнӗ. Ҫынсем ырӑ хыпар сарас ӗҫе мӗншӗн чарса лартма хӑтланнине вӑл питӗ лайӑх ӑнланнӑ, мӗншӗн тесен унччен хӑй те ҫавнашкалах пулнӑ.

Хӑш-пӗр чухне Павелӑн суя вӗрентӳсене ҫирӗп тытса тӑракан ҫынсемпе калаҫма тивнӗ. Ҫавӑн чухне вӑл хӑйне мӗнле тытнӑ? Пӗррехинче Афинӑра пулнӑ чухне «хула тулли суя турӑсен кӗлетки ларнине курса Павелӑн чунӗ тӑвӑлса ҫитнӗ» (Ап. ӗҫ. 17:16). Ҫапах та вӑл ҫав майпа усӑ курса Афинӑ ҫыннисене Турӑ ҫинчен чӑнлӑха пӗлтерме шут тытнӑ (Ап. ӗҫ. 17:22, 23). «Хӑшне те пулин ҫӑласшӑн» тӑрӑшса Павел кампа мӗнле калаҫмаллине шута илнӗ (1 Кор. 9:20—23).

Ырӑ хыпар сарнӑ чухне пирӗн ҫинчен япӑх шухӑшлакан е суя вӗрентӳсене ӗненекен ҫынсене тӗл пулсан эпир Павел тунӑ пекех тума пултаратпӑр. «Савӑнӑҫ пирки ырӑ хыпар» пӗлтернӗ чухне пирӗн ҫынсем мӗне ӗненнине шута илмелле (Ис. 52:7). Дороти ятлӑ хӗрарӑм тӑван акӑ мӗн калать: «Пирӗн вырӑнти ҫынсем нумайӑшӗ Турӑ пирки вӑл хаяр тата ҫынсене пӗрмай айӑплать тесе вӗрентнине ӗненеҫҫӗ. Эпӗ ҫак ҫынсене Турра хытӑ ӗненнӗшӗн мухтаса илетӗп, унтан вара Иегова ҫынсене хытӑ юратни ҫинчен тата вӑл пире мӗнле пурнӑҫ туса пама сӑмах пани ҫинчен каласа паратӑп».

«УСАЛА ЫРӐПА ПАРӐНТАРСА ТӐР»

Ҫак тӗнчен пӗтес вӑхӑчӗ ҫывхарса пынӑҫемӗн ҫынсем усаллансах пыраҫҫӗ. Ҫавна эпир ырӑ хыпар сарнӑ чухне те курса тӑратпӑр (2 Тим. 3:1, 13). Анчах та пирӗн савӑнӑҫлӑ та хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулма пӑрахмалла мар. Иегова пире усала ырӑпа парӑнтарма вӑй парӗ (Рим 12:21). Пионер пулса ӗҫлекен Джессика калать: «Эпӗ час-часах мӑнкӑмӑллӑ, пирӗнтен тата пирӗн хыпартан кулса мӑшкӑллакан ҫынсене тӗл пулатӑп. Манӑн ҫавӑншӑн ҫилленсе каясси те пулкалать. Калаҫӑва пуҫласан эпӗ ӑшра Иеговӑна кӗлтӑватӑп та ҫын ҫине вӑл пӑхнӑ пек пӑхма пулӑшу ыйтатӑп. Вара япӑх туйӑмсене сирсе ярса ҫынна мӗнле пулӑшмалли ҫинчен шухӑшлама тытӑнатӑп».

Эпир ырӑ хыпара йышӑнма пултаракан ҫынсене шыратпӑр

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн хӑш-пӗрисем пирӗн пулӑшӑва йышӑнса чӑнлӑха пӗлме пуҫлаҫҫӗ

Ҫавӑн пекех пирӗн хамӑрпа пӗрле ырӑ хыпар сарса ҫӳрекен тӑвансене хавхалантармалла. Джессика калать: «Ырӑ хыпар сарнӑ чухне пирӗнпе кам та пулин хирӗҫсен, эпӗ ҫавӑн ҫинчен ытлашши калаҫмастӑп, лайӑххи ҫинчен калаҫма тӑрӑшатӑп. Сӑмахран, пире итлемеҫҫӗ пулсан та, эпир тӑвакан ӗҫ ӑнса пыни ҫинчен калатӑп».

Ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпир мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине Иегова пӗлет. Эпир унран тӗслӗх илсе хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулма тӑрӑшнине курса вӑл мӗн тери савӑнать! (Лука 6:36.) Паллах ӗнтӗ, Иеговӑн хӗрхенӗвӗ вӗҫӗ-хӗррисӗр мар. Ҫак тӗнчене хӑҫан тӗп тумаллине вӑл палӑртса хунӑ. Ҫав вӑхӑт ҫитиччен пирӗн вӑраха ямасӑр ырӑ хыпар сармалла (2 Тим. 4:2). Айтӑр малалла та ҫак ӗҫе хастарлӑн туса тӑрар тата «пур ҫынна та» хӗрхенме тӑрӑшар!