Эсир Иегова енче-и?
«Ҫӳлхуҫаран, хӑвӑн Туррунтан, хӑраса, пӗр Уншӑн ҫеҫ ӗҫлесе тӑр, Унӑн ҫумне ҫыпӑҫ, Унӑн ячӗпе тупа ту» (САК. АСТ. 10:20).
1, 2. а) Мӗншӗн пирӗн Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнмалла? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
МӖНШӖН пирӗн Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнмалла? Ҫакӑ ӑслӑ-тӑнлӑ, мӗншӗн тесен Иегова пек вӑйли, ӑсли тата ун пек юратаканни урӑх никам та ҫук. Паллах, эпир пурте Иегова майлӑ тӑрасшӑн тата ӑна чунтан парӑнса пурӑнасшӑн (Пс. 95:4—6.) Анчах та Иеговӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсем унран пӑрӑнса кайнӑ.
2 Эпир ҫак статьяра хӑш-пӗр ҫынсен асӑрхаттаракан тӗслӗхӗсене пӑхса тухӑпӑр. Вӗсем Иегова майлӑ тӑратӑп тенӗ ҫӗртенех вӑл сивлекен ӗҫсене тунӑ. Ҫав тӗслӗхсем ҫинчен шухӑшлани пире Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнма пулӑшӗ.
ИЕГОВА ЧӖРЕСЕНЕ ТӖРӖСЛЕТ
3. Иегова Каина мӗн каланӑ тата мӗншӗн?
3 Малтан Каин тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл Иеговӑсӑр пуҫне урӑх нимле турӑсене те пуҫҫапман. Ҫапах та вӑл мӗнле пуҫҫапса пурӑнни Иеговӑна юрӑхлӑ пулман. Мӗншӗн? Унӑн чӗринче усал шухӑшсем тымар янӑ (1 Иоанн 3:12). Иегова Каина каланӑ: «Ырӑ тунӑ чухне пуҫна ҫӗклеместӗн-и? Ырӑ тумастӑн пулсассӑн, алӑку умӗнче ҫылӑх выртать; вӑл сана хӑй патне туртать, анчах эсӗ ӑна пӑхӑнтар, ӑна пуҫлӑх пул» (Пулт. 4:6, 7). Тепӗр майлӑ каласан, Иегова ӑна: «Ӳкӗнетӗн пулсан тата ман енче пулма ҫирӗп шут тытатӑн пулсан, эпӗ те сан енче пулатӑп»,— тенӗ.
4. Иегова енне тӑма май пулнӑ пулсан та, Каин мӗн тунӑ?
4 Каин хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне улӑштарнӑ пулсан, Иегова ӑна каллех ырлама пуҫланӑ пулӗччӗ. Анчах та Каин Турӑ панӑ канаша итлемен. Тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн кайса вӑл ҫылӑха кӗнӗ (Иак. 1:14, 15). Ҫамрӑк чухне Каинӑн Иеговӑна хирӗҫ каяс шухӑш пуҫра та пулман пулӗ. Анчах та вӑхӑт иртсен вӑл сӗмсӗр ӗҫ тунӑ — Турра хирӗҫ кайнӑ тата шӑллӗне вӗлернӗ!
5. Мӗне пула Иегова пире ырлама пӑрахма пултарать?
5 Пирӗн вӑхӑтра та христианин, Каин пекех, Иеговӑшӑн ӗҫлетӗп тенӗ ҫӗртенех тӗрӗс мар ҫулпа кайма пултарать (Иуда 11). Вӑл сӑваплӑ ӗҫе хастарлӑн хутшӑнма тата пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене сиктермесӗр ҫӳреме, ҫав вӑхӑтрах хӑйӗн пуҫӗнче аскӑн шухӑшсене явӑнма пама, е ҫӑткӑнланма, е тепӗр христианина кураймасӑр тӑма пултарать (1 Иоанн 2:15—17; 3:15). Ҫакнашкал шухӑш-туйӑмсем хыҫҫӑн кайса ҫылӑха кӗме те пулать. Ҫав тӑван мӗн ҫинчен шухӑшланине тата мӗнле ӗҫсем тунине ыттисем пӗлмесен те пултараҫҫӗ. Анчах та Иегова веҫех пӗлсе тӑрать, эпир ӑна чунтан парӑнса пурӑннипе пурӑнманнине те курать. (Иеремия 17:9, 10 вуласа пар.)
6. Ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑма пӑхӑнтарма Иегова пире мӗнле пулӑшать?
6 Эпир йӑнӑш тусан та Иегова пире тӳрех пӑрахмасть. Тӗрӗс мар ҫулпа кайсассӑн вӑл пире ҫапла калать: «Ман енне ҫаврӑнӑр, Эпӗ те сирӗн енне ҫаврӑнӑп» (Мал. 3:7). Иегова пирӗн ҫитменлӗхсем пуррине тата эпир вӗсемпе кӗрешнине пӗлет, анчах вӑл эпир усала хирӗҫ тӑрасса кӗтет (Ис. 55:7). Эпир ҫапла тӑватпӑр пулсан, вӑл та пирӗн енче пулӗ тата хамӑрӑн ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑма пӑхӑнтарма вӑй парӗ (Пулт. 4:7).
«АН УЛТАЛАНӐР»
7. Мӗншӗн Иегова Соломона хӑйӗн тусӗ вырӑнне хума пӑрахнӑ?
7 Соломон патшан тӗслӗхӗнчен те эпир нумай вӗренме пултаратпӑр. Ҫамрӑк чухне унпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫирӗп пулнӑ. Иегова ӑна тӗлӗнмелле ӑслӑлӑх панӑ тата Иерусалимра чаплӑ храм туса лартма хушнӑ. Анчах та кайран Иегова Соломона хӑйӗн тусӗ вырӑнне хума пӑрахнӑ (3 Патш. 3:12; 11:1, 2). Турӑ панӑ Саккунра патша, «нумай арӑм илсе, чӗрине ан ирсӗрлеттӗр» тенӗ пулнӑ (Сак. аст. 17:17). Соломон ҫав саккуна пӑснӑ. Ҫапла вара унӑн 700 арӑм тата 300 ҫум-арӑм таранах пулса кайнӑ (3 Патш. 11:3). Ҫав арӑмсенчен нумайӑшӗ суя турӑсене пуҫҫапакан халӑхсенчен пулнӑ. Ҫапла Соломон тепӗр саккуна та — ют халӑхран арӑм илме чаракан саккуна — пӑснӑ (Сак. аст. 7:3, 4).
8. Соломон Иеговӑна мӗнле япӑх ӗҫсем туса ҫиллентернӗ?
8 Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Соломон Иеговӑн саккунӗсене юратма пӑрахнӑ. Ҫавна пула вӑл пысӑк ҫылӑхсем тунӑ. Соломон Астарта тата Хамос суя турӑсене парне кӳмелли вырӑнсем туса лартнӑ, вара хӑйӗн арӑмӗсемпе пӗрле ҫав турӑсене пуҫҫапма пуҫланӑ. Ҫав парне вырӑнӗсене вӑл таҫта урӑх ҫӗрте мар, шӑпах Иеговӑн храмӗ ларакан Иерусалим хули ҫывӑхӗнче туса лартнӑ (3 Патш. 11:5—8; 4 Патш. 23:13). Тен, Соломон храмра парнесем кӳрсе тӑрсассӑн Иегова унӑн усал ӗҫӗсене асӑрхамасӑр хӑварасса шаннӑ. Ҫапла вӑл хӑйне хӑй улталанӑ.
9. Соломон Иегова асӑрхаттарса каланине итлеменни мӗн патне илсе ҫитернӗ?
3 Патш. 11:9—13).
9 Анчах та Иегова нихӑҫан та ҫылӑхсем ҫине куҫ хупмасть. Библире каланӑ: «Ҫӳлхуҫа вара Соломон хӑй чӗрине Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турринчен сивӗтнӗшӗн ҫилленнӗ. Турӑ ӑна икӗ хутчен курӑннӑ, ӑна урӑх турӑсем хыҫҫӑн кайма чарнӑ; анчах вӑл Ҫӳлхуҫа Турӑ хушнине туман». Иегова Соломона ырлама тата пулӑшма пӑрахнӑ. Каярахпа Израиль патшалӑхӗ пайланса кайнӑ. Соломонӑн тӑхӑмӗсем пӗтӗм Израиль халӑхӗпе мар, пӗр пайӗпе ҫеҫ пуҫ пулса ертсе пынӑ тата вӗсем ӗмӗрсем хушши нумай хуйхӑ курнӑ (10. Хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене мӗн сиен кӳме пултарать?
10 Соломон тӗслӗхӗнчен ҫакӑ курӑнать: Иеговӑн нормисене хисеплемен ҫынсемпе туслашни пирӗн шухӑш-кӑмӑл ҫине тата Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусем ҫине япӑх витӗм кӳрет. Ҫавнашкал ҫынсем шутне Иеговӑпа ҫирӗп туслӑха аталантарман пухури тӑвансем, Иеговӑна ӗненмен тӑван-хурӑнташсем, кӳршӗсем, пӗрле ӗҫлекенсем тата пӗрле вӗренекенсем кӗме пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пек ҫынсемпе ҫывӑх хутшӑнсан вӑхӑт иртнӗҫемӗн хамӑрпа Иегова хушшинчи туслӑх арканма пултарать.
11. Туссене мӗнле суйласа илмелле?
11 1 Коринф 15:33 вуласа пар. Иеговӑна пуҫҫапман ҫынсен те нумайӑшӗн лайӑх енсем пур, вӗсем те час-часах ним усаллине те тумаҫҫӗ. Тен, эсир паллакан ҫынсем хушшинче те ҫавӑн пеккисем пур, анчах та вӗсем сирӗншӗн ҫывӑх туссем пулма пултараҫҫӗ-ши? Хӑвӑртан ыйтӑр: «Ҫав ҫынсемпе туслашсан, ҫакӑ манпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫине мӗнле витӗм кӳрӗ? Манпа Иегова хушшинчи туслӑха ҫирӗплетме пулӑшӗ-и? Ҫав ҫынсем мӗне ытларах хаклаҫҫӗ? Вӗсем, тӗслӗхрен, мода, укҫа, смартфонсемпе планшетсем, вӑйӑ-кулӑ ҫинчен ытларах калаҫмаҫҫӗ-и? Вӗсем ҫынран йӗплесе, тӑрӑхласа кулмаҫҫӗ-и? Киревсӗр шӳтлесе калаҫмаҫҫӗ-и?» Иисус ахальтен мар каланӑ: «Чӗлхе-ҫӑвар вӑл кӑмӑл тулли пулнӑран калаҫать» (Матф. 12:34). Кампа та пулин хутшӑнни Иеговӑпа хӑвӑр хушӑри туслӑх ҫине япӑх витӗм кӳнине туятӑр пулсан, вӑраха ан ярӑр: ҫав ҫынпа сахалрах хутшӑнма тӑрӑшӑр е пачах ан хутшӑнӑр (Ытар. 13:21).
ИЕГОВА ХӐЙНЕ ЧУНТАН ПАРӐНСА ПУРӐНАССА КӖТЕТ
12. а) Израильтянсем Египет чуралӑхӗнчен ирӗке тухнӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен Иегова вӗсене мӗн каланӑ? ӑ) Иегова хӑйне чунтан парӑнса пурӑнма ыйтсан израильтянсем мӗн каланӑ?
12 Халӗ вара айтӑр израильтянсем Египет Тух. 19:16—19). Кайран Иегова хӑй пирки эпӗ «кӗвӗҫекен Турӑ» тенӗ, урӑхла каласан, вӑл пӗр хӑйне ҫеҫ чунтан парӑнса пурӑнасса кӗтет. Иегова израильтянсене мана юратса манӑн ӳкӗтсене тытса пурӑнатӑр пулсан эпӗ те сире чунтан парӑнса юратӑп тенӗ. (Тухни 20:1—6 вуласа пар.) Тепӗр майлӑ каласан, Иегова хӑйӗн халӑхне: «Эсир ман енче пулатӑр пулсан, эпӗ те сирӗн енче пулӑп»,— тенӗ. Иегова сире хӑй ҫавӑн пек сӑмах парас пулсан, эсир мӗн каланӑ пулӑттӑр? Эсир те израильтянсем пек тунӑ пулӑттӑрччӗ пулӗ. Библире каланӑ: «Пӗтӗм халӑх пӗр ҫӑвартан хуравланӑ: Ҫӳлхуҫа каланине пурне те тӑвӑпӑр» (Тух. 24:3). Анчах та кӑшт вӑхӑт иртсен вӗсем Иеговӑна чунтан парӑннипе парӑнманни тӗрӗсленнӗ.
чуралӑхӗнчен ирӗке тухнӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен мӗн пулса иртнине пӑхар. Вӗсем Синай тӑвӗ патӗнче пухӑнсан Иегова хӑйне тӗлӗнмелле майпа кӑтартнӑ: хура пӗлӗт тӑнӑ, ҫиҫӗм ҫиҫнӗ, тӗтӗм мӑкӑрланса хӑпарнӑ, аслати авӑтнӑ тата трупа сасси евӗр вӑйлӑ сасӑ илтӗнсе тӑнӑ (13. Израильтянсем Иеговӑна чунтан парӑннипе парӑнманни мӗнле тӗрӗсленнӗ?
13 Иегова хӑйӗн вӑйне тӗлӗнмелле майпа кӑтартсан израильтянсем хӑраса ӳкнӗ, ҫавӑнпа та вӗсем Моисее Синай тӑвӗ ҫинче Турӑпа калаҫаканӗ эсӗ пул, эпир вара сана итлӗпӗр тенӗ (Тух. 20:18—21). Моисей нумай вӑхӑт хушши ту ҫинчен анман. Израильтянсем хӑйсене тӑлӑххӑн, ҫулпуҫсӑр тӑрса юлнӑ пек туйнӑ пулӗ. Вӗсен ӗненӗвӗ Моисей юнашар пулнипе пулманнинчен килнӗ курӑнать. Халӑх пӑшӑрханма пуҫланӑ, вара Аарона: «Тӑр та пире турӑ туса пар, вӑл пирӗн умран пытӑрччӗ: хамӑра Египет ҫӗрӗнчен ертсе тухнӑ ҫакӑ ҫынна, Моисее, мӗн пулнине пӗлместпӗр»,— тенӗ (Тух. 32:1, 2).
14. Израильтянсем хӑйсене хӑйсем мӗнле улталанӑ тата Иегова вӗсем мӗн туни ҫине мӗнле пӑхнӑ?
14 Йӗрӗхсене пуҫҫапни Иегова умӗнче пысӑк ҫылӑх пулнине израильтянсем пӗлнӗ (Тух. 20:3—5). Апла пулин те вӗсем пӑру кӗлеткине пуҫҫапма пуҫланӑ. Вӗсем саккунна пӑснӑ пулсан та, Иегова енчех тӑратпӑр тесе шутланӑ. Аарон вара пӑрӑва пуҫҫапни пирки «Ҫӳлхуҫа уявӗ» тесе те каланӑ! Турӑ ҫакӑн ҫине мӗнле пӑхнӑ-ши? Вӑл ҫак ӗҫе сутӑнчӑкла ӗҫ тесе шутланӑ. Иегова Моисее каланӑ: «Халӑху... пӑсӑлса кайрӗ; Эпӗ кӑтартнӑ ҫултан вӗсем часах пӑрӑнса кайрӗҫ». Иегова тин ҫеҫ йӗркеленсе кайнӑ Израиль халӑхне тӗппипех пӗтересшӗн пулнӑ (Тух. 32:5—10).
15, 16. Моисейпе Аарон пӗтӗм чун-чӗрепе Иегова енче пулнине мӗнле кӑтартнӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
15 Апла пулин те, Иегова хӑйӗн халӑхне пӗтерес темен. Вӑл хӗрхенекен Турӑ, ҫавӑнпа та израильтянсене хӑй енне йышӑнма май панӑ (Тух. 32:14). Ҫынсем ылтӑн пӑру умӗнче кӑшкӑрашни-ҫухӑрашнине, юрланине тата ташланине курсан Моисей ҫав пӑрӑва илнӗ те вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ӑна тусан тунӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл кӑшкӑрса янӑ: «Хӑшӗ Ҫӳлхуҫанӑн, кил ман патӑма!» Вара «ун патне Левий ывӑлӗсем пурте пухӑнса тӑнӑ» (Тух. 32:17—20, 26).
16 Ҫав ылтӑн пӑрӑва Аарон тунӑ пулсан та, вӑл ҫавӑншӑн ӳкӗннӗ тата ытти левитсемпе пӗрле Иегова енне йышӑннӑ. Ҫав Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем ҫылӑх тунисем енче пулманнине уҫҫӑн кӑтартнӑ. Ҫакӑ ӑслӑ-тӑнлӑ йышӑну пулнӑ: ҫав кун йӗрӗхе пуҫҫапнӑ израильтянсенчен виҫӗ пине яхӑн ҫын вилнӗ. Иегова хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлнисене вара пиллеме сӑмах панӑ (Тух. 32:27—29).
17. Павел ылтӑн пӑру ҫинчен ҫырса кӑтартни тӑрӑх мӗнле пӗтӗмлетӳ тума пулать?
1 Кор. 10:6, 7, 11, 12). Павел палӑртнӑ тӑрӑх, Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем те ҫылӑх ҫулӗ ҫине тӑма тата Иегова ҫав-ҫавах хӑйсене ырлать тесе шутлама пултараҫҫӗ. Анчах та Иегова ырланине тивӗҫлӗ пулас тесен эпӗ ӑна чунтан парӑнса пурӑнатӑп тесе, унӑн тусӗ пулас килет тесе сӑмахпа ҫеҫ калани ҫителӗксӗр (1 Кор. 10:1—5).
17 Павел апостол ҫак авалхи тӗслӗх ҫине тимлеттерсе ҫапла каланӑ: «Пӗтӗмпе ҫакӑ пире асӑрхаттаракан паллӑсем — пире, вӗсем пек, кӑмӑл еккипе кайса усал енне ан сулӑнччӑр тесе асӑрхаттаракан паллӑсем — пулнӑ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем йӗрӗхсене пуҫҫапнӑ, эсир ҫавсем пек ан пулӑр... Вӗсемпе мӗн пулса иртни — пире малтанах асӑрхаттаракан паллӑсем; ӑна пире, юлашки саманара пурӑнакансене, ӑса кӗртме ҫырса хунӑ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ тӗреклӗ тӑратӑп тесе шухӑшлакан хӑй ӳкесрен сыхлантӑр» (18. Мӗне пула эпир Иеговӑран сивӗнме пултаратпӑр тата ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитерме пултарать?
18 Моисей Синай тӑвӗ ҫинчен часах анманнине пула израильтянсем пӑшӑрханнӑ пекех хӑш-пӗр христиансем Иеговӑн суд кунӗ тӑхтаса тӑрать тесе тата ҫӗнӗ тӗнче пуласса нумай кӗтмелле тесе пӑшӑрханаҫҫӗ. Вӗсем Иегова сӑмах панисем пурнӑҫланиччен тата нумай вӑхӑт иртӗ-ха тесе шутлаҫҫӗ. Теприсем вара ӗмӗрлӗх пурнӑҫ ытла та чаплӑ, пурнӑҫланассӑн туйӑнмасть теҫҫӗ. Ҫавӑн пек шухӑшсене пӗтермесен хамӑр кӑмӑл-туртӑмсем хыҫҫӑн кайса Иеговӑн ирӗкӗ ҫинчен манса каяс хӑрушлӑх пур. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн эпир Иеговӑран сивӗнме тата нихӑҫан шутламан ӗҫсене тума пуҫлама пултаратпӑр.
19. Пирӗн мӗн ҫинчен нихӑҫан та манмалла мар тата мӗншӗн?
19 Ан манӑр: Иегова пирӗнтен хӑйне чун-чӗререн итлесе, парӑнса пурӑнасса кӗтет (Тух. 20:5). Тӗрӗссипе каласан, Иеговӑн ирӗкне тумасан эпир Сатанан ирӗкне тума пуҫлатпӑр. Ҫакӑ вара ырӑпа вӗҫленмӗ. Акӑ мӗншӗн Павел ҫырнӑ: «Эсир Ҫӳлхуҫа куркине те, шуйттан куркине те ӗҫме пултараймастӑр; Ҫӳлхуҫа сӗтелӗ ҫинчен те, шуйттан сӗтелӗ ҫинчен те ҫиме пултараймастӑр» (1 Кор. 10:21).
ИЕГОВӐНА ЧУНТАН ПАРӐНСА ПУРӐНӐР
20. Йӑнӑшсем тусан Иегова пире мӗнле пулӑшать?
20 Библире Каин, Соломон тата Синай тӑвӗ патӗнче пухӑннӑ израильтянсем ҫинчен ҫырса панинчен пӗр пӗрпеклӗхе курма пулать. Вӗсен пурин те ӳкӗнме тата Иегова патне таврӑнма май пулнӑ (Ап. ӗҫ. 3:19, 20). Куртӑмӑр ӗнтӗ, ҫын йӑнӑш тусан Иегова унран тӳрех пӑрӑнмасть. Тӗслӗхрен, вӑл Аарона ҫылӑхӗшӗн каҫарнӑ. Паян Иегова пире хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ, ун ҫинче никӗсленнӗ публикацисем урлӑ тата пухури тӑвансен ырӑ канашӗсем урлӑ асӑрхаттарать. Эпир ҫав асӑрхаттарса каланисене шута илетпӗр пулсан, Турӑ пире хӗрхенессе шанма пултаратпӑр.
21. Иеговӑна чун-чӗререн парӑнса пурӑннипе пурӑнманни тӗрӗсленнӗ чухне пирӗн мӗн тумалла?
21 Иегова хӑйӗн пысӑк ырӑлӑхне ахальтен кӑтартмасть (2 Кор. 6:1). Вӑл пире йӗркесӗр ӗҫсенчен пӑрӑнма, «ку тӗнчешӗн анчах пурӑнассине» пӑрахма май парать. (Тит 2:11—14 вуласа пар.) Ку тӗнчере пурӑннӑ май эпир Иеговӑна пӗтӗм чун-чӗререн парӑнса пурӑннипе пурӑнманни тӗрлӗ лару-тӑрусенче тӗрӗсленӗ. Айтӑр Иегова енче пулас тесе Библири ҫак канаша тытса тӑрар: «Ҫӳлхуҫаран, хӑвӑн Туррунтан, хӑраса, пӗр Уншӑн ҫеҫ ӗҫлесе тӑр» (Сак. аст. 10:20).