Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ватӑ тӑвансем, Иегова сире хӑйӗншӗн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнӑшӑн хаклать

Ватӑ тӑвансем, Иегова сире хӑйӗншӗн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнӑшӑн хаклать

СТАРЕЙШИНӐСЕМ хӑйсене шанса панӑ тивӗҫсене питӗ хаклаҫҫӗ. Вӗсем пирӗншӗн чӑн-чӑн пиллӗх! Анчах та нумаях пулмасть пӗр улшӑну тунӑ пулнӑ: ватӑлнӑ старейшинӑсене хӑйсен хӑш-пӗр тивӗҫӗсене ҫамрӑкрах старейшинӑсене пама ыйтнӑ.

Патшалӑх хыпарҫисем валли, район надзирателӗсемпе вӗсен арӑмӗсем валли тата старейшинӑсем валли йӗркеленӗ шкулсенчи вӗрентекенсем тата район надзирателӗсем 70 ҫула ҫитсен хӑйсене шанса панӑ тивӗҫне туса тӑма пӑрахаҫҫӗ. Филиал комитечӗн координаторӗ е пухури старейшинӑсен совечӗн координаторӗ пулса ӗҫлекен тӑвансем вара 80 ҫул тултарсан хӑйсен тивӗҫне ыттисене параҫҫӗ. Ҫак улшӑнӑва кӗртсен пирӗн хаклӑ ватӑ тӑвансем ҫавӑн ҫине мӗнле пӑхнӑ? Вӗсем Иеговӑна та, унӑн организацине те шанчӑклӑ пулнине кӑтартнӑ.

49 ҫул хушши Филиал комитечӗн координаторӗ пулса ӗҫленӗ Кен тӑван калать: «Эпӗ ҫак улшӑнӑва хапӑл тусах йышӑнтӑм. Ҫав кун ирхине, улшӑну ҫинчен пӗличчен, координаторӑн тивӗҫне ҫамрӑкрах тӑван туса тӑнӑ пулсан лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ тесе Иеговӑна кӗлтурӑм». Ытти шанчӑклӑ ватӑ арҫын тӑвансем те Кен пекех шутлаҫҫӗ. Паллах, ҫак улшӑну ҫинчен пӗлсен вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем малтанах куляннӑ, мӗншӗн тесен вӗсене тӑвансемшӗн тӑрӑшма ҫав тери килӗшет.

Эсперандио, унччен пухура старейшинӑсен совечӗн координаторӗ пулса ӗҫленӗ тӑван, калать: «Ҫак улшӑну мана кӑштах кулянтарчӗ. Анчах та эпӗ ҫакна та ӑнланаттӑм: хамӑн сывлӑхшӑн тӑрӑшма ытларах та ытларах вӑхӑт каятчӗ». Эсперандио малалла та Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑрать. Пухури пур тӑваншӑн та вӑл чӑн-чӑн пиллӗх.

Вун-вун ҫул хушши ҫулҫӳрекен надзиратель пулса ӗҫленӗ тӑвансем пирки вара мӗн калама пулать? 38 ҫул хушши ҫулҫӳрекен надзиратель пулнӑ Аллан ҫапла калать: «Улшӑну ҫинчен пӗлсен эп аптраса ӳкрӗм». Анчах та каярахпа вӑл ҫак ӗҫе туса тӑма ҫамрӑкрах арҫын тӑвансене хатӗрлени ӑслӑ-тӑнлӑ пулнине ӑнланса илнӗ. Вӑл халӗ те Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлет.

Расселл 40 ҫул хушши ҫулҫӳрекен надзиратель тата теократи шкулӗсен вӗрентекенӗ пулса ӗҫленӗ. Вӑл каласа панӑ тӑрӑх, малтанлӑха вӗсем арӑмӗпе кулянса ӳкнӗ. Расселл ӑнлантарса парать: «Пире хамӑр тивӗҫе туса тӑма питӗ килӗшетчӗ, вӑй-хал та ҫителӗклех тесе шутлаттӑмӑр». Халӗ вара Расселлпа унӑн арӑмӗн пуян опычӗ пухури тӑвансене нумай усӑ парать, лешӗсем вара ҫавӑншӑн питӗ хӗпӗртеҫҫӗ.

Патшасен 2-мӗш кӗнекинче мӗн ҫырса пани ҫак ватӑ тӑвансем мӗн туйнине ӑнланма пулӑшма пултарать.

ВӐЛ ХӐЙ МӖН ТУМА ПУЛТАРНИПЕ ПУЛТАРАЙМАННИНЕ ПӖЛНӖ

Давид патшара ларнӑ чухне Авессалом ӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗклесен мӗн пулнине аса илер. Давид Иерусалимран Маханаима, Иорданран хӗвелтухӑҫалла, тарнӑ. Унта унпа унӑн ҫыннисене апатпа ытти япаласем кирлӗ пулнӑ. Вӗсене кам пулӑшнине астӑватӑр-и?

Ҫав вырӑнта пурӑнакан виҫӗ ҫын уҫӑ кӑмӑллӑ пулса вӗсене ҫывӑрмалли вырӑнсем, апат тата чашӑк-тирӗк илсе килсе панӑ. Вӗсенчен пӗри Верзеллий пулнӑ (2 Патш. 17:27—29). Авессалом ҫӗкленӗ пӑлхава пусарсан Давид Иерусалима таврӑнма шутланӑ. Верзеллий ӑна Иордана ҫити ӑсатнӑ. Унта патша ӑна хӑйӗнпе пӗрле Иерусалима чӗннӗ. Верзеллий пуян ҫын пулнӑ пулсан та, Давид ӑна апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтеретӗп тенӗ (2 Патш. 19:31—33). Давид Верзеллийӑн лайӑх енӗсене асӑрханӑ пулмалла тата вӑл лайӑх канашҫӑ пулать тенӗ пулӗ. Шухӑшласа пӑхӑр-ха: патша керменӗнче пурӑнма тата патшашӑн ӗҫлесе тӑма мӗн тери пысӑк чыс!

Верзеллий хӑй мӗн тума пултарнипе пултарайманнине лайӑх пӗлнӗ. Вӑл патшана «эпӗ халӗ сакӑрвуннӑра» тенӗ. Тата ҫапла хушса каланӑ: «Лайӑххине начарринчен уйӑрса илейӗп-ши?» (2 Патш. 19:35.) Ҫакӑнпа Верзеллий мӗн каласшӑн пулнӑ-ши? Вӑл ӑслӑ-тӑнлӑ, нумай курнӑ ҫын пулнӑ. Вӑл та, Ровоам патшана канашсем паракан старейшинӑсем пекех, Давида лайӑх канашсем пама пултарнӑ (3 Патш. 12:6, 7; Пс. 91:13—16; Ытар. 16:31). Верзеллий ватӑлса кайнине пула хӑш-пӗр япаласене тӑваймастӑп тесе каласшӑн пулнӑ пулас. Вӑл хӑлха та япӑх илтет, апат тутине те пӗлми пултӑм тенӗ (Еккл. 12:4, 5). Ҫавӑнпа Верзеллий хӑйӗнчен ҫамрӑкрах пулнӑ Кимгама, хӑйӗн ывӑлне пулас, Иерусалима илсе кайма сӗннӗ (2 Патш. 19:36—40).

ПУЛАСЛӐХШӐН ТӐРӐШНИ

Статья пуҫламӑшӗнче асӑннӑ улшӑнупа Верзеллий тунӑ йышӑну хушшинче пӗрпеклӗх пур. Верзеллий пирки калас пулсан, ун чухне пӗр ҫыннӑн лару-тӑрӑвне шута илсе йышӑну тунӑ, пирӗн тӑвансем вара улшӑну тунӑ чухне шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑракан пӗтӗм тӗнчери старейшинӑсемшӗн мӗн лайӑхрах пулнине шута илнӗ.

Ҫав сӑпайлӑ ватӑ старейшинӑсем ҫакна ӑнланнӑ: нумай ҫул хушши туса тӑнӑ тивӗҫсене ҫамрӑкрах старейшинӑсене парсан, ҫакӑ Иеговӑн организацине малалла ӳсме пулӑшать. Верзеллий хӑйӗн ывӑлне вӗрентнӗ пулас, Павел апостол вара — Тимофее. Ҫавӑн евӗрлех ватӑ старейшинӑсем те ытларах чухне хӑйсенчен ҫамрӑкрах арҫын тӑвансене вӗрентнӗ (1 Кор. 4:17; Флп. 2:20—22). Ҫав ҫамрӑкрах тӑвансем «Христос Тӑл-пӗвӗшӗн... ӗҫлесе тӑма» пултарнине кӑтартнӑ. Вӗсем Турӑ панӑ парнесем пек пулса тӑнӑ (Эф. 4:8—12; Йыша шутлани 11:16, 17, 29 танлаштарӑр).

ИЕГОВӐШӐН ТӖРЛӖ МАЙПА ӖҪЛЕМЕ ПУЛАТЬ

Хӑйсен хӑш-пӗр тивӗҫӗсене ытти тӑвансене панӑ хыҫҫӑн ватӑлнӑ арҫын тӑвансен нумайӑшӗн Иеговӑшӑн ӗҫлеме урӑх майсем уҫӑлнӑ.

19 ҫул хушши ҫулҫӳрекен надзиратель пулса ӗҫленӗ Марко акӑ мӗн калать: «Лару-тӑру улшӑннине пула халӗ эпӗ хӗрарӑм тӑвансен ӗненмен упӑшкисем валли ытларах вӑхӑт уйӑрма пултаратӑп».

Жеральду, 28 ҫул хушши ҫулҫӳрекен надзиратель пулса ӗҫленӗскер, калать: «Эпир ҫӗнӗ тӗллевсем лартрӑмӑр, тӗслӗхрен, ытларах ҫынпа Библи вӗренес тата пухӑва ҫӳреме пӑрахнӑ тӑвансене пулӑшас терӗмӗр». Арӑмӗпе пӗрле вӗсем 15 ҫынпа Библи вӗренеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, пухӑва ҫӳреме пӑрахнӑ тӑвансем нумайӑшӗ каллех пухӑва ҫӳреме пуҫланӑ.

Унччен асӑннӑ Аллан калать: «Халӗ эпир ырӑ хыпар сарас ӗҫе туллин хутшӑнма пултаратпӑр. Пире халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнта, ҫынсем ӗҫлекен вырӑнта тата кӳршӗсене ырӑ хыпар пӗлтерме килӗшет. Пирӗн кӳршӗсенчен иккӗшӗ пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме пуҫларӗҫ».

Нумай ҫул хушши Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ хыҫҫӑн сире урӑх тивӗҫ шанса пачӗҫ пулсан, эсир, опыт пухнисем, ҫамрӑкрах арҫын тӑвансене вӗрентсе пухӑва пысӑк пулӑшу пама пултаратӑр. «Иегова пултаруллӑ та маттур арҫын тӑвансене вӗрентет,— тесе калать Расселл.— Ҫав ҫамрӑк, вӑйпитти арҫын тӑвансем пирӗн организацине нумай усӑ кӳреҫҫӗ». («Хӑвӑртан ҫамрӑкрах арҫын тӑвансене хӑйсен пултарулӑхне аталантарма пулӑшӑр» рамкӑна пӑхӑр.)

ИЕГОВА СИРЕ ХӐЙӖНШӖН ШАНЧӐКЛӐ ӖҪЛЕСЕ ТӐНӐШӐН ХАКЛАТЬ

Эсир нумаях пулмасть хӑвӑрӑн тивӗҫсене урӑх тӑвансене панӑ пулсан, тӗрӗс шухӑш-кӑмӑллӑ пулӑр, савӑнӑҫа ан ҫухатӑр. Турӑшӑн хастарлӑ ӗҫлесе тӑнипе эсир нумай ҫын ҫине лайӑх витӗм кӳнӗ. Малалла та пухури тӑвансене пулӑшса тӑрӑр. Вӗсем сире унчченхи пекех хытӑ юратаҫҫӗ.

Чи кирли вара вӑл — Иегова сире хӑйӗн тусӗсем вырӑнне хурать. Библире: «Вӑл сирӗн ӗҫӗре, эсир юратнӑран тӑрӑшнине манмӗ — эсир Унӑн ячӗшӗн сӑваплӑ ҫынсене юратса пулӑшрӑр, халӗ те пулӑшатӑр»,— тесе ҫырнӑ (Евр. 6:10). Ан иккӗленӗр: Иегова эсир уншӑн унччен мӗн-мӗн тунине ҫеҫ мар, халӗ мӗн тунине те хаклать!

Ҫак улшӑну сире пырса тивмен пулсассӑн та, ҫав-ҫавах вӑл сирӗн пурнӑҫ ҫине витӗм кӳме пултарать. Мӗнле майпа?

Турра шанчӑклӑ ватӑ арҫын тӑванпа, унччен туса тӑнӑ тивӗҫне урӑх тӑвана панӑскерпе, пӗрле ӗҫлесе эсир нумай вӗренме пултаратӑр, мӗншӗн тесен чылай ҫул хушши Турӑшӑн ӗҫлесе вӑл хаклӑ опыт пухнӑ. Унпа канашлӑр, пӗр-пӗр ыйту пирки вӑл мӗн шутланине ыйтса пӗлӗр тата хӑйне хушнӑ ӗҫе тунӑ чухне вӑл хӑй пухнӑ пӗлӳпе мӗнле усӑ курнине асӑрхама тӑрӑшӑр.

Эсир хӑвӑрӑн тивӗҫсене ыттисене патӑр пулсан е сирӗн пухура ҫапла тунӑ тӑван пур пулсан, ан манӑр: Иегова хӑйӗншӗн нумай ҫул хушши шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑракансене пурне те питӗ хаклать.