Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова пекех ырӑ та тимлӗ пулӑр

Иегова пекех ырӑ та тимлӗ пулӑр

«Чухӑна асӗнче тытакан ҫын телейлӗ!» (ПС. 40:2).

ЮРӐСЕМ: 130, 107

1. Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пӗр-пӗрне юратнине мӗнле кӑтартаҫҫӗ?

ИЕГОВӐН пӗтӗм тӗнчери ӗҫлекенӗсем — пӗр ҫемье, вӗсем пӗр-пӗрне чун-чӗререн юратаҫҫӗ (1 Иоанн 4:16, 21). Христиансем пӗр-пӗриншӗн пурнӑҫне те пама хатӗр, анчах та ытларах чухне вӗсем хӑйсен юратӑвне ырӑ сӑмах каласа е курӑнсах кайман ӗҫсемпе кӑтартаҫҫӗ. Ҫапла туса эпир ҫӳлти Атте пек пулма тӑрӑшатпӑр (Эф. 5:1).

2. Ыттисене юратас тӗлӗшрен Иисус Иеговӑран мӗнле тӗслӗх илнӗ?

2 Иисус пур тӗлӗшрен те Иегова пек пулнӑ. Вӑл каланӑ: «Эй асапланакансем, йывӑр ҫӗклемпе халтан кайнисем, пурсӑр та Ман патӑма килӗр, Эпӗ сире лӑплантарӑп» (Матф. 11:28, 29). Кама пулӑшу кирлӗ, ҫавсемпе Иисус пек тимлӗ пулса вӗсемшӗн тӑрӑшсан эпир Иеговӑна савӑнтарӑпӑр, хамӑр та савӑнӑҫ илӗпӗр (Пс. 40:2). Айтӑр килтисемпе, пухури тӑвансемпе тата кама ырӑ хыпар пӗлтеретпӗр, ҫавсемпе тимлӗ пулас тесен мӗн тумаллине пӑхса тухар.

КИЛТИСЕМПЕ ТИМЛӖ ПУЛӐР

3. Упӑшкасем арӑмӗсемпе тимлӗ пулнине мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

3 Килтисемпе тимлӗ пулас тӗлӗшрен упӑшкасен тӗслӗх кӑтартмалла (Эф. 5:25, 26; 6:4). Тӗслӗхрен, Библире «арӑмӑрсене ӑнланса... пурӑнӑр» тенӗ, апла пулсан упӑшкасен арӑмӗсене ӑнланмалла тата вӗсен туйӑмӗсене шута илмелле (1 Петр 3:7, ҪХ). Ӑнланакан упӑшка арӑмӗ унӑн пулӑшаканӗ пулнине тата хӑйӗнчен уйрӑлса тӑнине пӗлет. Анчах та ҫакӑ вӑл арӑмӗнчен лайӑхрах пулнине пӗлтермест (Пулт. 2:18). Упӑшки арӑмӗн туйӑмӗсене ӑнланма тӑрӑшать тата ӑна хисеплет. Канадӑри пӗр христианка хӑйӗн упӑшки пирки ҫапла калать: «Вӑл манӑн туйӑмсене шута илет. Унран: „Эс пурне те чӗре патне илетӗн!“ — тенине нихӑҫан та илтмен. Тата вӑл итлеме пӗлет. Мана тӳрлетмелле чухне те вӑл ҫавна ыррӑн тӑвать».

4. Урӑх хӗрарӑмсемпе хутшӑннӑ чухне упӑшка арӑмӗн туйӑмӗсене шута илнине мӗнле кӑтартать?

4 Арӑмӗн туйӑмӗсене шута илекен упӑшка нихӑҫан та урӑх хӗрарӑмсемпе якӑлтатса ҫӳремӗ тата вӗсемпе ытлашшиех интересленмӗ. Вӑл интернетпа, ҫав шутрах, социаллӑ сетьсемпе тата мессенджерсемпе, усӑ курса та якӑлтатмӗ (Иов 31:1). Вӑл хӑйӗн арӑмне шанчӑклӑ пулӗ, мӗншӗн тесен ӑна кӑна мар, Турра та юратать тата усала кураймасть. (Псалом 18:15; 96:10 вуласа пар.)

5. Арӑмӗ упӑшкипе тимлӗ пулнине мӗнле кӑтартма пултарать?

5 Упӑшки хӑйӗн пуҫлӑхӗнчен, Иисус Христосран, тӗслӗх илет пулсан, арӑмӗн ӑна хисеплеме ҫӑмӑлтарах (Эф. 5:22—26, 33). Упӑшкине хисеплекен арӑм упӑшки пухури ӗҫсене тума тата урӑх ыйтусене татса пама вӑхӑт ытларах уйӑрнӑ чухне унпа ырӑ та тимлӗ пулӗ. Великобританири пӗр арҫын тӑван акӑ мӗн калать: «Хӑш-пӗр чухне арӑм эпӗ хама мӗнле тытнине курса мана тем пӑшӑрхантарнине ӑнланса илет. Вара вӑл Ытарӑшсем 20:5-мӗшӗнчи принциппа килӗшӳллӗн манӑн шухӑшсене „ӑса-ӑса“ илме майлӑ вӑхӑта кӗтет — паллах, хама мӗн пӑшӑрхантарнине каласа пама манӑн ирӗк пур пулсан».

6. Ачасене ыттисемпе тимлӗ пулма пулӑшас тесе эпир пурте мӗн тума пултаратпӑр? Ҫакӑ вӗсене мӗнле усӑ парӗ?

6 Упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗринпе ырӑ та тимлӗ пулсан, вӗсем ачисене питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ. Тата вӗсен хӑйсен ачисене ыттисемпе тимлӗ пулма вӗрентес яваплӑх та пур. Тӗслӗхрен, ашшӗ-амӑшӗсем ачисене Патшалӑх залӗнче чупма юраманнине е хӑнара сӗтел ҫинчен апат-ҫимӗҫ илнӗ чухне ыттисем ҫинчен манмалла маррине ӑнлантарса пама пултараҫҫӗ. Паллах, пухури пур тӑван та ачасене вӗрентме пулӑшма пултарать. Сӑмахран, ача алӑка сире валли уҫса тӑчӗ пулсан, ӑна мухтаса илме ан манӑр. Ырласа каланӑ сӑмахсем яланах чуна ӑшӑтаҫҫӗ, вӗсем ачана «илессинчен парасси ҫынна телейлӗрех» тунине ӑнланма пулӑшаҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 20:35).

ПУХУРИ ТӐВАНСЕМПЕ ТИМЛӖ ПУЛӐР

7. Иисус хӑлхасӑр ҫынпа тимлӗ пулнине мӗнле кӑтартнӑ тата ҫакӑ пире мӗне вӗрентет?

7 Пӗррехинче, Вунхула ҫӗрӗ урлӑ иртсе пынӑ чухне, Иисус патне «хӑлхасӑр, селӗп ҫынна илсе пынӑ» (Марк 7:31—35). Иисус ӑна сыватас тесе «халӑхран аяккалла илсе кайнӑ». Мӗншӗн-ши? Хӑй илтменнине пула ҫав ҫын хӑйне халӑх хушшинче аван мар туйма пултарнӑ. Иисус ҫавна ӑнланнӑ пулмалла, ҫавӑнпа ӑна ҫын ҫук ҫӗрте пулӑшас тенӗ. Эпир ҫынсене сыватаймастпӑр пулин те, пирӗн тӑвансене мӗн кирлине тата вӗсен туйӑмӗсене шута илмелле. Павел апостол ҫырнӑ: «Пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшар, пӗр-пӗрне юратма, ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарса пырар» (Евр. 10:24). Иисус ҫав хӑлхасӑр ҫын мӗн туйнине ӑнланнӑ, ҫавӑнпа унпа тимлӗ пулнӑ. Мӗн тери лайӑх тӗслӗх!

8, 9. Ватӑ тата халсӑр тӑвансемпе тимлӗ пулнине мӗнле кӑтартма пулать? Тӗслӗхсем илсе парӑр.

8 Ваттисемпе тата халсӑррисемпе тимлӗ пулӑр. Христиансен пухӑвӗнче чи кирли вӑл — нумай ӗҫ туни мар, пӗр-пӗрне юратни (Иоанн 13:34, 35). Ватӑ е халсӑр тӑвансене Патшалӑх залне ҫитме е вӗсене ырӑ хыпар сарма пулӑшас тесе эпир хамӑртан мӗн килнине веҫех тӑватпӑр, мӗншӗн тесен эпир вӗсене юрататпӑр. Пире меллӗ мар пулсан та е тӑвансем ырӑ хыпар сарса нумай ҫӳреймеҫҫӗ пулсан та, эпир вӗсене пулӑшатпӑр (Матф. 13:23). Майкл, вӑл инвалид, хӑйӗн ҫемйи тата пухури тӑванӗсем хӑйне пулӑшнӑшӑн питӗ пархатарлӑ. Вӑл ҫапла калать: «Вӗсем пулӑшнипе эпӗ пур тӗлпулура тенӗ пекех пулма тата тӑтӑшах ырӑ хыпар сарса ҫӳреме пултаратӑп. Пуринчен ытла мана халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнта ырӑ хыпар сарма килӗшет».

9 Нумай Вефильте ватӑ тата халсӑр тӑвансем пур. Тӑрӑшакан надзирательсем ҫак шанчӑклӑ ӗҫлекенсемпе питӗ тимлӗ. Вӗсем ҫав тӑвансен ҫырусем ҫырса тата телефонпа шӑнкӑравласа ырӑ хыпар сарма май пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. 86 ҫулхи Билл, аякри районсенче пурӑнакан ҫынсене ҫыру ҫыраканскер: «Ҫыру ҫырасси пирӗншӗн питӗ пысӑк чыс»,— тет. 90 ҫула ҫитсе пыракан Нэнси вара акӑ мӗн калать: «Маншӑн ҫыру ҫырасси усӑсӑр ӗҫ мар. Ку вӑл — сӑваплӑ ӗҫ. Ҫынсен чӑнлӑха пӗлмелле!» 1921 ҫулта ҫуралнӑ Этел ҫапла калать: «Манӑн яланах мӗн те пулин ыратать. Хӑш-пӗр чухне мана тӑхӑнма та йывӑр». Ҫакна пӑхмасӑрах вӑл хаваспах телефонпа ырӑ хыпар сарать, хӑш-пӗрисем патне вара тӑтӑшах шӑнкӑравлать. 85 ҫулхи Барбара ӑнлантарса парать: «Сывлӑх япӑх пулнӑран мана тӑтӑшах килрен киле ҫӳреме йывӑр. Телефонпа ырӑ хыпар сарни мана ыттисене Турӑ ҫинчен каласа пама май парать. Тавтапуҫ, Иегова!» Ҫулталӑк та иртмен, ҫак тӑван тата ытти вефилецсем, пӗр филиалта ӗҫлекенскерсем, 1 228 сехет ырӑ хыпар сарнӑ, 6 265 ҫыру ҫырнӑ, телефонпа 2 000 хут ытла шӑнкӑравласа калаҫнӑ тата 6 315 публикаци салатнӑ. Вӗсем Иеговӑн чӗрине мӗн тери савӑнтарнӑ! (Ытар. 27:11.)

10. Тӑвансем пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче май килнӗ таран ытларах усӑ илччӗр тесен пирӗн мӗн тумалла?

10 Пухури тӑвансемпе тимлӗ пулӑр. Эпир тӑвансем пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче май килнӗ таран ытларах усӑ илччӗр тетпӗр. Вӗсене чӑрмантарас мар тесе мӗн тума пулать? Сӑмахран, пирӗн тӗлпулусене вӑхӑтра килме тӑрӑшмалла. Паллах, пурин те пӑтӑрмах сиксе тухма пултарать, анчах та кая юлса килни йӑлана кӗчӗ пулсан, ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла: «Эпӗ кая юлса килни ыттисем ҫине мӗнле витӗм кӳрет? Манӑн мӗнле улшӑнусем тумалла?» Унсӑр пуҫне, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене пире Иеговӑпа Иисус чӗннине асра тытмалла (Матф. 18:20). Вӑхӑтра килнипе эпир вӗсене хисепленине кӑтартатпӑр.

11. Мӗншӗн арҫын тӑвансен 1 Коринф 14:40-мӗшӗнчи принципа асра тытмалла?

11 Пухури тӑвансемпе тимлӗ пулас тесен пирӗн ҫак принципа та асра тытмалла: «Пурте тирпейлӗ, пурте йӗркеллӗ пулса пытӑр» (1 Кор. 14:40). Пухура пунктсем тӑвакан арҫын тӑвансен хӑйсене уйӑрса панӑ вӑхӑтран иртмелле мар. Вӗсем хӑйсем хыҫҫӑн тухакан тӑван ҫинчен ҫеҫ мар, пӗтӗм пуху ҫинчен шутлаҫҫӗ. Хӑш-пӗр тӑвансем Патшалӑх залӗнчен аякра пурӑнаҫҫӗ. Камӑн та пулин, сӑмахран, автобус ҫине ӗлкӗрмелле. Теприсене вара Иеговӑна ӗненмен мӑшӑрӗсем килте кӗтеҫҫӗ.

12. Мӗншӗн старейшинӑсем хисепе тивӗҫлӗ? («„Хӑвӑра вӗрентекенсене“ хисеплӗр» рамкӑна пӑхӑр.)

12 Эпир старейшинӑсене юрататпӑр тата хисеплетпӗр, мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсене шеллемесӗр пухушӑн тӑрӑшаҫҫӗ тата хастарлӑн ырӑ хыпар сараҫҫӗ. (1 Фессалоника 5:12, 13 вуласа пар.) Паллах, эсир вӗсем мӗн-мӗн тунишӗн питӗ пархатарлӑ. Ҫакна эсир мӗнле кӑтартма пултаратӑр? Хатӗр пулсах старейшинӑсене итленипе тата вӗсене пулӑшнипе. «Вӗсем сирӗн чунӑршӑн пӗр чарӑнмасӑр тӑрӑшаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсенӗн сирӗншӗн явап тытмалла» (Евр. 13:7, 17).

КАМА ЫРӐ ХЫПАР ПӖЛТЕРЕТӖР, ҪАВСЕМПЕ ТИМЛӖ ПУЛӐР

13. Иисус хӑйне ҫынсемпе мӗнле тытнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

13 Исаия Иисус ҫинчен ҫапла пророкла каланӑ: «Вӑл хуҫӑла пуҫланӑ хӑмӑша та хуҫмӗ, йӑсӑрланса выртакан йӗтӗне те сӳнтермӗ» (Ис. 42:3). Иисус ҫынсене юратнӑран вӗсене хӗрхеннӗ. Вӑл хуйха ӳкнӗ ҫынсен, «хуҫӑла пуҫланӑ хӑмӑш» е «йӑсӑрланса выртакан йӗтӗн» евӗр ҫынсен, туйӑмӗсене ӑнланнӑ. Ҫавӑнпа вӗсемпе тӳсӗмлӗ, ырӑ та тимлӗ пулнӑ. Ун патне ачасем те туртӑннӑ (Марк 10:14). Паллах, ҫын туйӑмӗсене ӑнланас тӗлӗшрен тата ыттисене вӗрентес тӗлӗшрен Иисуспа никам та танлашаймасть. Ҫапах та ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпир ҫынсемпе тимлӗ пулма пултаратпӑр. Айтӑр ҫынпа мӗнле, хӑҫан тата мӗн чухлӗ калаҫмаллине сӳтсе явар.

14. Мӗншӗн пирӗн ҫынсемпе мӗнле калаҫмалли ҫинчен шутламалла?

14 Ҫынсемпе мӗнле калаҫмалла? Ку тӗнчери бизнесменсем, политика ертӳҫисем тата тӗн пуҫлӑхӗсем нумайӑшӗ йӗркесӗр тата хытӑ чӗреллӗ, ҫавӑнпа миллион-миллион ҫын, «кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пек, асапланса пӗтнӗ, вӑйран сулӑннӑ» (Матф. 9:36). Чылайӑшӗ ыттисене ӗненме пӑрахнӑ тата шанчӑкне ҫухатнӑ. Акӑ мӗншӗн пирӗн ҫынсемпе ырӑ та тимлӗ пулмалла. Ҫакӑ эпир мӗн каланинчен тата мӗнле каланинчен курӑнса тӑмалла. Нумайӑшӗ ырӑ хыпара эпир Библипе ӑста усӑ курнӑран кӑна мар итлеҫҫӗ, вӗсем хӑйсемпе чун-чӗререн интересленнине тата хӑйсене хисепленине кураҫҫӗ.

15. Ҫынсемпе ырӑ та тимлӗ пулнине мӗнле кӑтартма пулать?

15 Ҫынсемпе ырӑ та тимлӗ пулнине тӗрлӗ майсемпе кӑтартма пулать. Тӗслӗхшӗн мӗнле ыйтусем памалли ҫинчен калаҫар. Ыйтусем пани ҫынсене вӗрентмелли питӗ лайӑх меслет, анчах та ыйтусене панӑ чухне ҫынсене хисеплени курӑнмалла. Пӗр пионер пурӑнакан вырӑнта вӑтанчӑк ҫынсем нумай. Ҫавӑнпа вӑл ҫынсене аванмарлатса яракан ыйтусене, сӑмахран, вӗсем тӗрӗс хуравлама пултарайман ыйтусене, парасран асӑрханас тенӗ. Ҫав тӑван «Эсир Туррӑн ятне пӗлетӗр-и?» е «Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?» тесе ыйтас вырӑнне ҫапла калать: «Эпӗ Библирен Туррӑн ят пуррине пӗлтӗм. Сире кӑтартма юрать-и?» Паллах, вырӑнти культурӑна е ҫын мӗнлерех пулнине шута илмелле, ҫавӑнпа ҫак тӗлӗшрен правилӑсем шутласа кӑларни тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ. Пирӗн ҫынсем ҫинчен яланах шухӑшламалла тата вӗсене хисеплемелле, ҫавӑнпа хӑвӑр пурӑнакан вырӑнти ҫынсене лайӑхрах пӗлме тӑрӑшмалла.

16, 17. а) Ҫынсем патне хӑҫан килмелли пирки тата ӑ) мӗн чухлӗ калаҫмалли пирки шутланӑ чухне вӗсемпе тимлӗ пулнине мӗнле кӑтартмалла?

16 Ҫынсем патне хӑҫан каймалла? Килтен киле ҫӳренӗ чухне пирӗн ҫакна асра тытмалла: ҫынсем пире кӗтмеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем патне вӗсен калаҫас кӑмӑл пулма пултарнӑ чухне каймалла (Матф. 7:12). Эсир пурӑнакан вырӑнти ҫынсем канмалли кунсенче ахальхинчен каярах тӑраҫҫӗ пулсан, мӗн тумалла? Ҫак вӑхӑтра, тен, урамра тата халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнта ырӑ хыпар сарсан е ир тӑракан ҫынсем патне тепӗр хут килсен лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ.

17 Мӗн чухлӗ калаҫмалла? Хальхи вӑхӑтра ҫынсем час-часах ерҫмеҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсемпе кӗскен калаҫма тӑрӑшӑр, уйрӑмах малтанлӑха. Алӑк умӗнче ытла нумай калаҫас вырӑнне калаҫӑва маларах пӗтерсен лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ (1 Кор. 9:20—23). Ҫынсем эпир вӗсен ӗҫӗсем нумай пулнине ӑнланнине курсан, тен, пирӗнпе тепрехинче калаҫма килӗшӗҫ. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне пирӗн святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх енсене кӑтартмалла. Вара эпир чӑнах та «Туррӑн ӗҫлекенӗсем» пулӑпӑр тата Иегова пӗр-пӗр ҫынна чӑнлӑха уҫса парас тесе, тен, пирӗнпе усӑ курӗ (1 Кор. 3:6, 7, 9).

18. Ыттисемпе ырӑ та тимлӗ пулнӑшӑн Иегова пире мӗнле пиллӗ?

18 Айтӑр килтисемпе, пухури тӑвансемпе тата кама ырӑ хыпар пӗлтеретпӗр, ҫавсемпе тимлӗ пулас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшар. Вара Иегова пире паян кӑна мар, пуласлӑхра та нумай пиллӗх парӗ, мӗншӗн тесен Библире ҫапла каланӑ: «Чухӑна асӗнче тытакан ҫын телейлӗ! Йывӑр кун килсессӗн Ҫӳлхуҫа ӑна хӑтарӗ. ...Вӑл ҫӗр ҫинче телейлӗ пулӗ» (Пс. 40:2, 3).