Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Телейлӗ Турӑшӑн» ӗҫлекенсем телейлӗ

«Телейлӗ Турӑшӑн» ӗҫлекенсем телейлӗ

«Ҫӳлхуҫана хӑйсенӗн Турри тунӑ халӑх телейлӗ» (ПС. 143:15).

ЮРӐСЕМ: 44, 125

1. Мӗншӗн Иеговӑн ӗҫлекенӗсем — телейлӗ ҫынсем? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

ИЕГОВА СВИДЕТЕЛӖСЕМ — телейлӗ ҫынсем. Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче, конгрессенче тата туслӑ тӗлпулусенче вӗсем хаваслӑн калаҫнине тата кулнине час-часах илтме пулать. Мӗншӗн вӗсем телейлӗ? Тӗп сӑлтавӗ вӑл — вӗсем Иеговӑна, «телейлӗ Турра», пӗлеҫҫӗ, уншӑн ӗҫлеҫҫӗ тата ӑна юраса пурӑнма тӑрӑшаҫҫӗ (1 Тим. 1:11, ҪТ; Пс. 15:11). Чӑн-чӑн телей Иеговӑран килет. Вӑл пире телейлӗ тӑвасшӑн, ҫавӑнпа пире савӑнтарас тесе нумай мӗн парать (Сак. аст. 12:7; Еккл. 3:12, 13).

2, 3. а) Мӗнле ҫынна телейлӗ теме пулать? ӑ) Пирӗн савӑнӑҫа мӗн пӗтерме пултарать?

2 Эсир вара хӑвӑр пирки телейлӗ тесе калама пултаратӑр-и? Телейлӗ ҫын вӑл — кӑмӑлӗ тулнӑ ҫын, ӑна хӑйӗн пурнӑҫӗ килӗшет тата унӑн чӗри савӑнӑҫпа тулнӑ. Библи тӑрӑх, кама Иегова пиллет, ҫавсем ҫеҫ чӑннипех телейлӗ пулма пултараҫҫӗ. Анчах та ҫак тӗнчере савӑнӑҫа упрама йывӑр пулма пултарать. Мӗншӗн?

3 Тӗрлӗ лару-тӑрура, тӗслӗхрен, ҫывӑх ҫын вилсен, мӑшӑрпа уйрӑлсан е ӗҫе ҫухатсан, савӑнӑҫа упрама питӗ йывӑр. Хамӑр юратнӑ ҫынна пухуран кӑларса ярсан та е ҫемьере килӗшӳ ҫук пулсан та эпир хамӑра телейсӗр туйма пултаратпӑр. Унсӑр пуҫне, пӗрле вӗренекенсем е пӗрле ӗҫлекенсем пирӗнтен тӑрӑхласа кулни, Иеговӑшӑн ӗҫленишӗн хӗсӗрлени е тӗрмене лартни, япӑх сывлӑх, вӑраха кайнӑ чир е депресси пирӗн савӑнӑҫа пӗтерме пултарать. Иисус Христос, «патшасенӗн пӗртен-пӗр хӑватлӑ, мухтавлӑ [«телейлӗ», ҪТ] Патши», пире йӑпатасшӑн тата телейлӗ тӑвасшӑн (1 Тим. 6:15, 16; Матф. 11:28—30). Сатанан тӗнчинче сиксе тухакан йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах телейлӗ пулас тесен пирӗн мӗн тумаллине вӑл Ту ҫинче каланӑ проповедьре ӑнлантарса панӑ.

ТЕЛЕЙ ТУРӐПА ТУСЛАШНИНЧЕН КИЛЕТ

4, 5. Телее тупас тесен тата ӑна упраса хӑварас тесен мӗн тумалла?

4 Иисус чи малтан ҫапла каланӑ: «Турӑпа ҫывӑхланма кирлине ӑнланакансем телейлӗ, мӗншӗн тесен ҫӳлти патшалӑх вӗсенӗн» (Матф. 5:3, ҪТ). Телейлӗ пулас тесен ҫакӑ пуринчен те кирлӗрех. Турӑпа ҫывӑхланма кирлине ӑнланатпӑр пулсан, эпир ун ҫинчен пӗлӳ илме вӑй хурӑпӑр, унран пулӑшу ыйтӑпӑр тата вӑл мӗн каланине тытса тӑрӑпӑр. Ҫапла тусан ҫеҫ эпир чӑннипех телейлӗ пулӑпӑр тата Турӑ хӑй сӑмах панине пурнӑҫласса ҫирӗп ӗненӗпӗр. Турӑ Сӑмахӗ паракан ҫутӑ шанчӑк вара йывӑр килнӗ вӑхӑтра пире вӑй парса тӑрӗ (Тит 2:13).

5 Пурнӑҫра кирек мӗн сиксе тухсан та, телейлӗ пулас тесен пирӗн хамӑрпа Иегова хушшинчи туслӑха ҫирӗплетмелле. Павел апостол ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫапа [Иеговӑпа] пӗрле пулнӑшӑн яланах савӑнӑр, татах калатӑп: савӑнӑр» (Флп. 4:4). Иеговӑпа ҫывӑхланма пире вӑл паракан ӑслӑлӑх кирлӗ. Турӑ Сӑмахӗнче каланӑ: «Ӑслӑлӑха тивӗҫнӗ ҫын, ӑстӑн илнӗ ҫын телейлӗ... Хӑйне тупакансемшӗн вӑл — чӗрӗлӗх йывӑҫӗ, ӑна упраса тӑракансем телейлӗ!» (Ытар. 3:13, 18.)

6. Телее упрас тесен тата мӗн тумалла?

6 Телее упрас тесен Турӑ Сӑмахне вулани ҫеҫ ҫителӗксӗр. Пирӗн мӗн пӗлнине пурнӑҫра тытса тӑмалла. Иисус ҫавна палӑртса ҫапла каланӑ: «Ҫакна пӗлсе пурӑнӑҫласа тӑрсан, эсир телейлӗ» (Иоанн 13:17; Иаков 1:25 вуласа пар). Унсӑрӑн Турӑпа ҫывӑхланма тата чӑннипе телейлӗ пулма май ҫук. Ҫапах та савӑнӑҫа пӗтерме пултаракан япаласем ҫак тӗнчере питӗ нумай. Ҫавӑнпа айтӑр Иисус Ту ҫинче каланӑ проповедьре тата мӗне вӗрентнине пӑхса тухар.

МӖНЛЕ ҪЫНСЕМ ПИРКИ ТЕЛЕЙЛӖ ТЕМЕ ПУЛАТЬ?

7. Мӗншӗн йӗрекенсем телейлӗ теме пулать?

7 «Йӗрекенсем телейлӗ: вӗсем йӑпанӗҫ» (Матф. 5:4). Йӗрекенсем мӗнле телейлӗ пулма пултарччӑр-ха? Иисус пур йӗрекенсем ҫинчен те каламан. Ҫак «йывӑр саманара» пысӑк йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан усал ҫынсем те хуйхӑраҫҫӗ (2 Тим. 3:1). Анчах та ҫав ҫынсем хӑйсемшӗн ҫеҫ пӑшӑрханаҫҫӗ, Турӑ ҫинчен вара пачах та шутламаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсем унпа ҫывӑхланмаҫҫӗ, телейлӗ те пулаймаҫҫӗ. Иисус «йӗрекенсем» тесе Турӑпа ҫывӑхланма кирлине ӑнланакансем ҫинчен каланӑ. Вӗсем тӗнчери ҫынсем нумайӑшӗ Турӑран ютшӑнса пурӑннишӗн тата вӑл кӑтартнӑ ҫулпа пыманнишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем хӑйсем ҫылӑхлӑ пулнине ӑнланаҫҫӗ тата ҫак тӗнчере мӗнле хӑрушӑ япаласем пулса иртнине кураҫҫӗ. Иегова ҫав тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсене асӑрхать. Вӑл вӗсене хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ йӑпатать, телейлӗ пулма тата ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑка илме пулӑшать. (Иезекииль 5:11; 9:4 вуласа пар.)

8. Йӑваш кӑмӑллӑ пулни телейлӗ пулма мӗнле пулӑшать?

8 «Йӑваш кӑмӑллисем телейлӗ: вӗсене ҫӗр тивӗ» (Матф. 5:5). Йӑваш кӑмӑллӑ пулни телейлӗ пулма мӗнле пулӑшать? Хальхи вӑхӑтра нумайӑшӗ чӑрсӑр, тӳрккес тата хаяр, ҫакӑ вара нумай йывӑрлӑх патне илсе ҫитерет. Анчах та чӑнлӑха пӗлсен ҫынсем улшӑнаҫҫӗ те «ҫӗнӗ этем» пулса тӑраҫҫӗ. Халӗ вӗсем «хӗрхенекен кӑмӑллӑ, ырӑлӑхлӑ, йӑваш ӑслӑ, лӑпкӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ» (Кол. 3:9—12). Ҫавӑнпа та вӗсен чӗри мирпе, юратупа тулнӑ тата вӗсем хӑйсене телейлӗ туяҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, Турӑ Сӑмахӗнче йӑваш кӑмӑллисем «еткерлӗх ҫӗр илӗҫ» тенӗ (Пс. 36:8—10, 29).

9. а) Йӑваш кӑмӑллисене «ҫӗр тивӗ» тенине мӗнле ӑнланмалла? ӑ) Мӗншӗн «тӳрӗлӗхшӗн выҫӑхса ҫунакансем» телейлӗ?

9 Йӑваш кӑмӑллисене «ҫӗр тивӗ» тенине мӗнле ӑнланмалла? Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем патшасем тата священниксем пулса ҫӗре тытса тӑрӗҫ (Ӳлӗм. 20:6). Пӗлӗтре пурӑнас шанчӑк ҫук миллион-миллион ҫын вара пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрӗ, вӗсем ӗмӗр-ӗмӗрех ҫӗр ҫинче тӑнӑҫлӑ та телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнӗҫ. Ҫав ҫынсем пирки Иисус «тӳрӗлӗхшӗн выҫӑхса ҫунакансем телейлӗ» тенӗ (Матф. 5:6). Турӑ пӗтӗм тӗрӗсмарлӑха пӗтерсен вӗсем, Иисус каланӑ пек, «тӑранӗҫ» (2 Петр 3:13). Ҫӗнӗ тӗнчере тӳрӗ ҫынсем телейлӗ пулӗҫ тата урӑх нихӑҫан та усал ҫынсен ӗҫӗсене пула хуйхӑрмӗҫ (Пс. 36:17).

10. Хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулни мӗне пӗлтерет?

10 «Хӗрхенекенсем телейлӗ: вӗсене хӑйсене хӗрхенӗҫ» (Матф. 5:7). «Хӗрхенни» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ ҫынпа ырӑ та ҫепӗҫ пулнине тата унӑн чун ыратӑвне туйма пӗлнине пӗлтерет. Анчах та хӗрхенни вӑл туйӑм кӑна мар. Библи кӑтартса панӑ тӑрӑх, хӗрхенекен кӑмӑллӑ ҫын ыттисене шеллет кӑна мар, вӑл вӗсене пулӑшма тӑрӑшать.

11. Ырӑ самаритянин ҫинчен калакан ытарӑш пире мӗне вӗрентет?

11 Лука 10:30—37 вуласа пар. Иисус ырӑ самаритянин ҫинчен каланӑ ытарӑшран хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулни мӗне пӗлтерни уҫҫӑн курӑнать. Самари ҫынни инкеке лекнӗ иудея хӗрхенсе пулӑшнӑ. Ҫак ытарӑша каласа панӑ хыҫҫӑн Иисус ҫапла пӗтӗмлетсе каланӑ: «Кай та эсӗ те ҫапла ту». Хамӑртан ыйтма пулать: «Эпӗ ҫав самаритянин пекех ыттисене хӗрхенетӗп-и? Вӗсене ытларах пулӑшма майсем шыратӑп-и? Тӗслӗхрен, ваттисене, тӑлӑх арӑмсене е камӑн ашшӗ-амӑшӗ Иеговӑшӑн ӗҫлемест, ҫав ачасене пулӑшма пултаратӑп-и? „Хуйха ӳкнисене“ йӑпатма тӑрӑшатӑп-и?» (1 Фес. 5:14; Иак. 1:27.)

Ыттисене хӗрхенсе пулӑшни сире савӑнӑҫ кӳрӗ (12-мӗш абзаца пӑхӑр.)

12. Мӗншӗн хӗрхенекен кӑмӑллисем телейлӗ?

12 Мӗншӗн хӗрхенекен кӑмӑллисем телейлӗ? Ыттисене хӗрхенсен эпир савӑнӑҫ туятпӑр, мӗншӗн тесен парасси телей кӳрет тенӗ Иисус. Унсӑр пуҫне, эпир Иеговӑна савӑнтаратпӑр (Ап. ӗҫ. 20:35; Еврейсем 13:16 вуласа пар). Ыттисемшӗн тӑрӑшакан ҫын ҫинчен Давид патша ҫапла ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа ӑна сыхлӗ, пурӑнӑҫне упраса хӑварӗ; вӑл ҫӗр ҫинче телейлӗ пулӗ» (Пс. 40:2, 3). Эпир ыттисене хӗрхенсен Иегова та пире хӗрхенӗ, вара эпир ӗмӗр-ӗмӗр телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнӑпӑр (Иак. 2:13).

«ТАСА ЧӖРЕЛЛИСЕМ ТЕЛЕЙЛӖ»

13, 14. Мӗншӗн таса чӗреллисем телейлӗ?

13 «Таса чӗреллисем телейлӗ: вӗсем Турра курӗҫ» (Матф. 5:8). Таса чӗреллӗ пулас тесен пирӗн шухӑшсемпе кӑмӑл-туртӑм таса пулмалла. Вара эпир Иеговӑшӑн мӗн-мӗн туни унӑн кӑмӑлне каять (2 Коринф 4:2 вуласа пар; 1 Тим. 1:5).

14 Таса чӗреллисем Иеговӑн тусӗсем пулма пултараҫҫӗ. Вӗсем пирки вӑл ҫапла каланӑ: «Хӑйсен тумтирне ҫуса тасатнисем телейлӗ» (Ӳлӗм. 22:14, ҪТ). Тумтире ҫуса тасатни мӗне пӗлтерет? Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем ҫинчен калас пулсан, ҫакӑ Иегова вӗсем пирки таса тесе шутланине тата вӑл вӗсене пӗлӗтри вилӗмсӗр пурнӑҫа парнелеме сӑмах панине пӗлтерет. Вӗсем уншӑн пӗлӗтре ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса ӗҫлӗҫ. Ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакан миллион-миллион ҫын пирки вара мӗн калама пулать? Вӗсем те Туррӑн тусӗсем пулма пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл вӗсем пирки тӳрӗ тесе шутлать. Библире «вӗсем тумтирне Путек Юнӗпе ҫуса шуратнӑ» тенӗ (Ӳлӗм. 7:9, 13, 14).

15, 16. Таса чӗреллисем «Турра курӗҫ» тенине мӗнле ӑнланмалла?

15 Мӗнле майпа таса чӗреллисем Турра курма пултараҫҫӗ, ӑна «курнӑ ҫын чӗрӗ юлаймӗ» вӗт? (Тух. 33:20.) «Курӗҫ» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ «куҫ умне кӑларса тӑратӗҫ, ӑнланӗҫ, пӗлӗҫ» тенине пӗлтерме пултарать. Турра чӗре куҫӗпе куракансем ӑна лайӑх пӗлеҫҫӗ тата ӑна паха енӗсемшӗн юратаҫҫӗ (Эф. 1:18). Иисус пур енчен те Иегова пек пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл: «Мана куракан Аттене те курнӑ»,— тенӗ (Иоанн 14:7—9).

16 Унсӑр пуҫне, Иегова пире мӗнле пулӑшнине асӑрханӑ чухне те эпир ӑна куратпӑр (Иов 42:5). Таса пулма тӑрӑшакансене тата шанчӑклӑ тӑрса юлнисене Иегова мӗн тери чаплӑ пиллӗхсем парасси ҫинчен шухӑшлани те пире Турра курма пулӑшать. Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем вара, пӗлӗтре пурӑнас шанчӑкӗ пурнӑҫлансан, Турра хӑйсен куҫӗпе курӗҫ (1 Иоанн 3:2).

ЙЫВӐРЛӐХСЕНЕ ПӐХМАСӐРАХ ТЕЛЕЙЛӖ

17. Мӗншӗн килӗшӳ кӳрекенсем телейлӗ?

17 «Килӗшӳ кӳрекенсем телейлӗ»,— тенӗ Иисус (Матф. 5:9). Христосӑн вӗренекенӗ Иаков вара ҫапла ҫырнӑ: «Килӗштерсе пурӑнакансем акакан вӑрлӑхран тӗнчере тӳрӗлӗх ҫимӗҫӗ ӳсет» (Иак. 3:18). Пухура е ҫемьере кампа та пулин хирӗҫӳ сиксе тухрӗ пулсан, эпир мир тӑвас тесе Иеговӑран пулӑшу ыйтма пултаратпӑр. Иегова пире святой сывлӑш парса христиансен пулмалли лайӑх енсене кӑтартма пулӑшӗ. Вара эпир хамӑра телейлӗрех туйӑпӑр. Иисус ыттисемпе мирлешме пӗрремӗш утӑма хамӑрӑн тумалла тесе вӗрентнӗ. Вӑл каланӑ: «Парне вырӑнӗ патне парнӳне илсе пырсан, ҫавӑнта эсӗ тӑвану хӑвна кӳреннине асна илсен, парнӳне ҫавӑнта парне вырӑнӗ умне хӑварса, малтан тӑванупа кайса килӗштер, унтан каялла килсе парнӳне кӳр» (Матф. 5:23, 24).

18, 19. Мӗншӗн христиансем хӑйсене хӗсӗрленӗ чухне те савӑнма пӑрахмаҫҫӗ?

18 «Сире Ман пирки хурласассӑн, хӗсӗрлесессӗн, тем тӗрлӗ усал сӑмахпа хӑртсассӑн, эсир телейлӗ пулатӑр»,— тенӗ Иисус. Малалла вӑл ӑнлантарса панӑ: «Савӑнӑр, хӗпӗртенӗр: тӳпере сире пысӑк сӑвап пулӗ,— сирӗнтен малтан пурӑннӑ пророксене те ҫапла хӗсӗрленӗ» (Матф. 5:11, 12). Апостолсене хӗненӗ хыҫҫӑн тата ырӑ хыпар сарма чарнӑ хыҫҫӑн вӗсем Синедрионран «савӑнса тухса кайнӑ». Мӗншӗн? Паллах, хӑйсене хӗненӗшӗн мар. Вӗсем «Иисус... ячӗшӗн хурлӑх курма тивӗҫлӗ пулнӑшӑн» савӑннӑ (Ап. ӗҫ. 5:41).

19 Хальхи вӑхӑтра та Иеговӑн ӗҫлекенӗсем хӑйсене Иисус ячӗшӗн хӗсӗрленӗ чухне савӑнма пӑрахмаҫҫӗ. (Иаков 1:2—4 вуласа пар.) Хӗн-асап тӳсни апостолсене савӑнӑҫ паман пекех пире те ҫакӑ савӑнӑҫ памасть. Анчах та тӗрӗслев вӑхӑтӗнче шанчӑклӑ пулсан Турӑ пире веҫех чӑтса ирттерме вӑй парӗ. Акӑ пӗр тӗслӗх. 1944 ҫулхи август уйӑхӗнче Хенрик Дорникпа унӑн шӑллӗне концлагере ӑсатнӑ. Вӗсене хӗсӗрлекенсем акӑ мӗн каланӑ: «Ҫаксене ӳкӗте кӗртме ҫук. Асапланни вӗсене савӑнӑҫ кӳрет». Дорник тӑван ӑнлантарса панӑ: «Манӑн асапланас килместчӗ, анчах та йывӑрлӑхсене хӑюллӑн чӑтса ирттерни тата Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлни мана пысӑк савӑнӑҫ кӳрсе тӑчӗ... Хӗрӳллӗн кӗлтунине пула эпӗ Иеговӑпа ҫывӑхлантӑм, манӑн Туррӑм шанчӑклӑ Пулӑшаканӑм пулса тӑчӗ».

20. Мӗншӗн эпир «телейлӗ Турӑшӑн» ӗҫлеме питӗ хавас?

20 Иегова, «телейлӗ Турӑ», пире ырланине пӗлни влаҫсем хӗсӗрленӗ чухне те, килтисем хирӗҫ тӑнӑ чухне те, сывлӑх начарлансан та е ватӑлсан та пире телейлӗ пулма пулӑшать (1 Тим. 1:11, ҪТ). «Хӑйӗн сӑмахне нихӑҫан та улӑштарман Турӑ» пире нумай чаплӑ пиллӗх парасса ҫирӗп шанни те савӑнӑҫ кӳрет (Тит 1:1—3). Иегова хӑй сӑмах панине пурнӑҫласан эпир унччен чӑтса ирттернӗ йывӑрлӑхсем аса та килмӗҫ. Райра Иегова парас пиллӗхсем хамӑр кӗтнинчен те ытларах пулӗҫ. Ун чухне эпир нихҫанхинчен те телейлӗ пулӑпӑр! Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем «тулли тӑнӑҫлӑхпа савӑнса пурӑнӗҫ» (Пс. 36:11).