Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ыттисене юратса пулӑшӑр

Ыттисене юратса пулӑшӑр

«Юратни пӗрлештерет [«ҫирӗплетет», ҪТ]» (1 КОР. 8:1).

ЮРӐСЕМ: 109, 121

1. Хӑй вилес умӗнхи каҫ Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе мӗнле питӗ кирлӗ япала ҫинчен калаҫнӑ?

ХӐЙ вилес умӗнхи каҫ Иисус вӗренекенӗсемпе калаҫнӑ чухне юрату ҫинчен 30 хута яхӑн асӑннӑ. Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсен пӗр-пӗрне юратмалла тесе палӑртнӑ (Иоанн 15:12, 17). Вӗсем пӗр-пӗрне хытӑ юратни пурне те курӑнса тӑмалла пулнӑ, ҫакӑнтан ыттисем вӗсем чӑн христиансем пулнине пӗлме пултарнӑ (Иоанн 13:34, 35). Кун пек юрату туйӑм ҫеҫ мар. Иисус пирӗн тӑвансене чуна парса юратмалла тесе каланӑ. «Хӑй тусӗсемшӗн чунне параканӑн юратӑвӗнчен пысӑкрах юрату ҫук. Эпӗ хушнине туса тӑрсан эсир Манӑн тусӑмсем пулатӑр»,— тенӗ вӑл (Иоанн 15:13, 14).

2. а) Туррӑн ӗҫлекенӗсем мӗнпе палӑрса тӑраҫҫӗ? ӑ) Эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

2 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пӗр-пӗрне чуна парса юратнипе тата хӑйсен хушшинчи арканми пӗрлӗхӗпе палӑрса тӑраҫҫӗ (1 Иоанн 3:10, 11). Вӗсем никама та хӑш халӑхран пулнине, хӑш чӗлхепе калаҫнине, ӑҫта ҫуралса ӳснине кура уйӑрмаҫҫӗ. Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пурте пӗр-пӗрне чӑн юратупа юратаҫҫӗ. Мӗншӗн юрату паян нихҫанхинчен те кирлӗ? Иеговӑпа Иисусӑн юратӑвӗ пире мӗнле ҫирӗплетет? Эпир ыттисене мӗнле йӑпатма тата ҫирӗплетме пултаратпӑр? (1 Кор. 8:1.)

ПАЯН ПӖР-ПӖРНЕ ЮРАТНИ НИХҪАНХИНЧЕН ТЕ КИРЛӖРЕХ

3. Ҫак «йывӑр самана» ҫынсем ҫине мӗнле витӗм кӳрет?

3 Ҫак «йывӑр саманара» ҫынсен пурнӑҫӗ хуйхӑ-суйхӑпа тулнӑ (2 Тим. 3:1—5; Пс. 89:10). Ҫав тери хытӑ асапланнӑран ҫынсен нумайӑшӗн пурӑнас килми пулса ҫитет. Хӑш-пӗр тӗпчевҫӗсем каланӑ тӑрӑх, кашни ҫулталӑкра 800 000 ытла ҫын хӑй ҫине ал хурать. Апла пулсан, кашни 40 ҫеккунтра пӗр ҫын хӑйӗн пурнӑҫне татать. Шел пулин те, хӑш-пӗр христиансем те чунӗ пӑвӑнса ҫитнӗрен хӑйсем ҫине ал хураҫҫӗ.

4. Иеговӑн хӑш ӗҫлекенӗсен пурӑнас килми пулса ҫитнӗ?

4 Иеговӑн хӑш-пӗр авалхи ӗҫлекенӗсем те хӑйсен йывӑрлӑхӗсене пула хуйха ӳкнӗ, вӗсен пурӑнас та килмен. Тӗслӗхрен, Иов хытӑ асапланнӑран: «Ӗнтӗ пурӑнӑҫ йӗрӗнтерсех ҫитерчӗ»,— тенӗ (Иов 7:16; 14:13). Хӑй кӗтнӗ пек пулманран Иона аптраса ӳкнӗ. Вӑл ҫапла та каланӑ: «Халӗ вара, Ҫӳлхуҫамӑм, манран чунӑма ил: маншӑн пулсан вилни пурӑннинчен аванрах» (Иона 4:3). Илия та ним тума аптранипе хӑй валли вилӗм ыйтнӑ: «Эй Туррӑмҫӑм, ҫитрӗ пулӗ, илсемччӗ ман чунӑма» (3 Патш. 19:4). Иегова ҫав шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене хакланӑ тата вӗсене малалла та пурӑнтарасшӑн пулнӑ. Вилӗм ыйтнӑшӑн айӑплас вырӑнне вӑл вӗсене ҫав шухӑшсене пӗтерме пулӑшнӑ тата хӑйӗншӗн шанчӑклӑн ӗҫлеме пултарччӑр тесе ҫирӗплетнӗ.

5. Мӗншӗн тӑвансене хӑйсене юратнине туйса тӑни питӗ кирлӗ?

5 Паян тӑвансем нумайӑшӗ пӗрмай стресс тӳсеҫҫӗ, вӗсене хӑйсене юратнине туйса тӑни питӗ кирлӗ. Тӑвансем мӗнле кӑна йывӑрлӑхпа тӗл пулмаҫҫӗ пулӗ! Хӑш-пӗрисен хӗсӗрленине е тӑрӑхласа кулнине тӳсме тивет. Теприсем пирки ӗҫре пӗр айӑпсӑр элек сараҫҫӗ. Виҫҫӗмӗшсем ӗҫ хыҫҫӑн юлса ӗҫлеме тивнӗрен ӗшенсе ҫитнӗ. Хӑш-пӗрисене вара ҫемьери йывӑрлӑхсем пусса лартнӑ. Тен, вӗсен Иеговӑна ӗненмен мӑшӑрӗ пӗр вӗҫӗмсӗр ӳпкеленине итлеме тивет. Йывӑрлӑхсене пула тӑвансем нумайӑшӗ халран каяҫҫӗ. Вӗсене кам пулӑшма пултарать?

ИЕГОВӐН ЮРАТӐВӖ СИРЕ ҪИРӖПЛЕТТӖР

6. Иеговӑн юратӑвӗ унӑн ӗҫлекенӗсене мӗнле ҫирӗплетет?

6 Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене нихӑҫан та юратма пӑрахмастӑп тесе шантарать. Вӑл израильтянсене: «Эсӗ хаклӑ Маншӑн, питех те хаклӑ, эсӗ — Манӑн юратнӑскерӗм... Ан хӑра: санпа пӗрле — Эпӗ»,— тенӗ (Ис. 43:4, 5). Ҫак сӑмахсем вӗсене мӗн тери хавхалантарнӑ пулӗ! Иеговӑн ӗҫлекенӗсен вӑл вӗсене ҫепӗҫҫӗн юратни пирки пӗртте иккӗленмелле мар. Библире Иегова ҫинчен каланӑ: «Сана ҫӑлмашкӑн Вӑл хӑватлӑ; саншӑн хавасланса савӑнӗ» (Соф. 3:16, 17).

7. Мӗншӗн Иеговӑн юратӑвне анне юратӑвӗпе танлаштарма пулать? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

7 Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене кирек мӗнле йывӑрлӑхсенче те йӑпатма тата ҫирӗплетме сӑмах парать. Библире ун ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «Сире алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳрӗҫ, чӗркуҫҫи ҫине лартса ачашлӗҫ. Амӑшӗ ывӑлне епле йӑпатать, Эпӗ те сире ҫапла йӑпатӑп» (Ис. 66:12, 13). Юратакан амӑшӗ хӑйӗн ачине ҫепӗҫҫӗн ыталанӑ чухне е чӗркуҫҫийӗ ҫине лартса унпа вылянӑ чухне ача хӑйне мӗн тери лӑпкӑ туйни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Ҫак чуна хускатакан тӗслӗхе илсе парса Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене питӗ хытӑ та ҫепӗҫҫӗн юратнине кӑтартнӑ. Нихӑҫан та ан иккӗленӗр: эсир Иеговӑшӑн питӗ хаклӑ (Иер. 31:3).

8, 9. Христосӑн юратӑвӗ пире мӗнле ҫирӗплетет?

8 Иегова пире юратнине тата мӗншӗн ҫирӗп шанма пулать? Иоанн 3:16-мӗшӗнче каланӑ: «Тӗнчене питӗ юратнӑран Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне панӑ — Ӑна ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тенӗ». Пирӗншӗн хӑйӗн пурнӑҫне парса Иисус та пире юратнине кӑтартнӑ. Унӑн юратӑвӗ те пире ҫирӗплетет. Турӑ Сӑмахӗ нимӗнле хӗн-асап та «пире Турӑ юратӑвӗнчен, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ кӑтартнӑ юратуран, уйӑраяс ҫук» тесе шантарать (Рим 8:35, 38, 39).

9 Йывӑрлӑхсем пирӗн вӑй-хала пӗтерме, чун хавалне хавшатма пултараҫҫӗ тата вӗсене пула эпир Иеговӑшӑн савӑнӑҫсӑр ӗҫлеме пултаратпӑр. Анчах та Христос пире мӗн тери хытӑ юратни ҫинчен шухӑшлани веҫех чӑтса ирттерме вӑй парать. (2 Коринф 5:14, 15 вуласа пар.) Ҫутҫанталӑк инкекне пула хӗн курнӑ чухне, хӗсӗрленине тӳснӗ чухне, ӗмӗт татӑлнӑ чухне е канӑҫсӑрлатакан шухӑшсемпе кӗрешнӗ чухне Иисусӑн юратӑвӗ пире алла усма памасть.

ПУХУРИ ТӐВАНСЕН ХӐЙСЕНЕ ЮРАТНИНЕ ТУЙСА ТӐМАЛЛА

Иисусӑн тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшлани пире тӑвансене ҫирӗплетме хавхалантарать (10, 11 абзацсене пӑхӑр.)

10, 11. Хуйха ӳкнисене камӑн ҫирӗплетмелле? Ӑнлантарса парӑр.

10 Унсӑр пуҫне, Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене пуху урлӑ та ҫирӗплетет. Пухури тӑвансене юратнипе эпир Иеговӑна юратнине кӑтартатпӑр. Тӑвансем Иегова вӗсене юратнине тата хакланине туйччӑр тесе эпир хамӑр мӗн тума пултарнине пурне те тӑватпӑр (1 Иоанн 4:19—21). Павел апостол христиансене «пӗр-пӗрне пулӑшса тӑрӑр» тесе чӗннӗ (1 Фес. 5:11). Ҫапла, старейшинӑсем кӑна мар, эпир пурсӑмӑр та Иеговӑпа Иисусран тӗслӗх илсе пухури тӑвансене йӑпатма тата ҫирӗплетме пултаратпӑр. (Рим 15:1, 2 вуласа пар.)

11 Пухури хӑш-пӗр тӑвансем йывӑр депрессипе е ытти психика чирӗсемпе чирлеме пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пек тӑвансене медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ пулма пултарать (Лука 5:31). Старейшинӑсем те, пухури ытти тӑвансем те хӑйсем психологсем е психиатрсем маррине ӑнланаҫҫӗ. Ҫав-ҫавах вӗсем, Библире каланӑ пек, хуйха ӳкнисене лӑплантарма, вӑйсӑррисене пулӑшма, пур ҫыншӑн та вӑрах тӳсӗмлӗ пулма пултараҫҫӗ (1 Фес. 5:14). Пирӗн пурин те асапланакан тӑвансен туйӑмӗсене ӑнланма, вӗсемпе тӳсӗмлӗ пулма тата вӗсене йӑпатма тӑрӑшмалла. Эсир ҫапла тума тӑрӑшатӑр-и? Ҫапла пулсан, ыттисене пулӑшас тесе эсир тата мӗн тума пултаратӑр?

12. Пӗр-пӗр тӑвана пуху мӗнле пулӑшни ҫинчен каласа парӑр.

12 Йывӑр туйӑмсемпе кӗрешекен тӑвансене мӗнле пулӑшма пулать? Европӑра пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тӑван акӑ мӗн каласа парать: «Хӑш-пӗр чухне хам ҫине ал хурас шухӑш кӗрет. Пухури тӑвансем пулман пулсан эпӗ тахҫанах вилнӗ пулӑттӑм. Вӗсем мана юратаҫҫӗ тата яланах хавхалантараҫҫӗ. Ман депресси ҫинчен сахалӑшӗ ҫеҫ пӗлет пулсан та, тӑвансем пурте кирек хӑҫан та пулӑшма хатӗр. Пухури пӗр мӑшӑр вара маншӑн аттепе анне пек пулса тӑчӗ. Вӗсем маншӑн питӗ тӑрӑшаҫҫӗ. Кӑнтӑрла та, ҫӗрле те — кирек хӑш вӑхӑтра та пулӑшма хатӗр». Паллах, пухура пурте ҫапла майпа пулӑшаймаҫҫӗ. Анчах та пулӑшу кирлӗ тӑвансене ҫирӗплетес тесе пирӗнтен кашни нумай тума пултарать *.

ЫТТИСЕНЕ МӖНЛЕ ПУЛӐШМА ПУЛАТЬ?

13. Ыттисене пулӑшас тетпӗр пулсан мӗн асра тытмалла?

13 Тимлӗ итлӗр (Иак. 1:19). Тӑвансене тимлӗ итлеме тӑрӑшнипе эпир вӗсене юратнине кӑтартатпӑр. Вӗсен вырӑнӗнче пулнӑ пулсан хӑвӑр мӗн туйма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Ырӑ кӑмӑлпа ыйтусем парса эпир вӗсем мӗн туйнине лайӑхрах ӑнланма пултарӑпӑр. Вара вӗсене хӗрхенме тата пулӑшма ҫӑмӑлтарах пулӗ. Тӑвана хӗрхенни пирӗн пит-куҫран та курӑнса тӑрӗ. Чунне уҫса панӑ чухне ӑна тӳсӗмлӗн, пӳлмесӗр итлӗр. Ҫакӑ унӑн чӗринче мӗн пулнине лайӑхрах ӑнланма пулӑшӗ. Эсир чун-чӗререн пулӑшасшӑн пулнине курсан ҫын сире шанма пуҫлӗ тата сирӗн сӑмахӑрсем уншӑн чӑннипех те лӑплантаракан сӑмахсем пулӗҫ.

14. Мӗншӗн депрессипе чирлекен тӑвана айӑпламалла мар?

14 Ан айӑплӑр. Шухӑшламасӑр каланӑ сӑмахсем депрессипе чирлекен ҫынна хытӑ кулянтарма пултараҫҫӗ. Вара ӑна пулӑшма питӗ йывӑр пулӗ. Ытарӑшсем 12:18-мӗшӗнче каланӑ: «Чараксӑр чӗлхеллӗ ҫын хӗҫпе каснӑ пек амантать, ӑслӑ ҫыннӑн чӗлхи — сиплет». Паллах, эпир депрессипе чирлекен тӑвана юриех кӳрентермӗпӗр. Анчах та шухӑшламасӑр калаҫсан пирӗн сӑмахсем унӑн чӗрине амантма пултараҫҫӗ. Тӑвансем мӗн туйнине ӑнланас тесен тата вӗсене пулӑшас тесен пирӗн пӗтӗм вӑйран тӑрӑшмалла (Матф. 7:12).

15. Тӑвансене йӑпатма пире мӗн пулӑшать?

15 Библири сӑмахсемпе йӑпатӑр. (Рим 15:4, 5 вуласа пар.) Сӑваплӑ Ҫырӑва пире «тӳсӗмлӗх паракан, лӑплантаракан Турӑ» парнеленӗ, ҫавӑнпа унта йӑпатакан сӑмахсем питӗ нумай пулни тӗлӗнтермест. Унсӑр пуҫне, пирӗн «Индекс публикаций Сторожевой Башни» тата «Путеводитель по публикациям Свидетелей Иеговы» ятлӑ тӗпчемелли хатӗрсем пур. Вӗсем тӑвансене йӑпатма тата хавхалантарма пулӑшакан Библири сӑвӑ йӗркисемпе публикацисене тупма пулӑшаҫҫӗ.

16. Хуйха ӳкнӗ тӑвана хавхалантарнӑ чухне мӗнле лайӑх енсене кӑтартмалла?

16 Ырӑ та хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулӑр. Тӑвансемпе ырӑ та хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнипе эпир вӗсене чун-чӗререн юратнине кӑтартатпӑр. Иегова — «кирек хӑҫан та лӑплантаракан Турӑ», вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсемпе «ырӑ та хӗрхенекен кӑмӑллӑ» (2 Коринф 1:3—6 вуласа пар; Лука 1:78, 79; Рим 15:13). Павел ҫак тӗлӗшрен Иеговӑран тӗслӗх илнӗ. Вӑл ҫырнӑ: «Ӗмӗртекен амӑшӗ ачисене юратса пӑхнӑ пек, эпир те сирӗншӗн ҫапла тӑрӑшрӑмӑр. Сирӗншӗн ҫапла тӑрӑшса, сире Туррӑн Ырӑ Хыпарне ҫеҫ пӗлтерме мар, хамӑр чунӑмӑра та пама хатӗр пултӑмӑр — эсир пирӗншӗн ҫапла хаклӑ пулса тӑтӑр» (1 Фес. 2:7, 8). Эпир те Иеговӑран тӗслӗх илсе хуйха ӳкнисемпе ырӑ та хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулатпӑр пулсан, Турӑ хӑйӗнчен йӑлӑнса пулӑшу ыйтакан христианина пирӗн урлӑ йӑпатма пултарӗ.

17. Ыттисене хавхалантарас тесен вӗсем ҫине мӗнле пӑхмалла?

17 Ыттисем йӑнӑшсем тумасса ан кӗтӗр. Пухури тӑвансем ҫине тӗрӗс пӑхӑр. Вӗсем нихӑҫан та йӑнӑшсем тумасса кӗтсен пирӗн ӗмӗт татӑлатех (Еккл. 7:21, 22). Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсенчен ытлашшине ыйтмасть. Эпир унран тӗслӗх илетпӗр пулсан, ыттисемпе тӳсӗмлӗ пулӑпӑр (Эф. 4:2, 3, 32). Пирӗн нихӑҫан та тӑвансене ыттисемпе танлаштармалла мар тата пире пула вӗсем хӑйсем пирки Турӑшӑн ҫителӗклӗ тумастӑп тесе ан шутлаччӑр. Пирӗн тӑвансене вӑй хунӑшӑн мухтамалла. Чун-чӗререн мухтани ҫунатлантарать, ҫирӗплетет тата Иеговӑшӑн ӗҫлесе савӑнӑҫ илме пулӑшать (Гал. 6:4).

18. Пӗр-пӗрне пулӑшма пире мӗн хавхалантарать?

18 Иегова тата ҫынсемшӗн вилнӗ Иисус пире питӗ хаклаҫҫӗ (Гал. 2:20). Эпир те пухури тӑвансене хытӑ юрататпӑр тата вӗсемшӗн чун-чӗререн тӑрӑшатпӑр. Вӗсене хавхалантарас тесе айтӑр «килӗшӳ кӳрекеннине, пӗр-пӗрне усӑ тума пулӑшаканнине шырар» (Рим 14:19). Эпир ҫӗнӗ тӗнчене чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр, мӗншӗн тесен унта хуйхӑрма пӗр сӑлтав та пулмасть! Чир-чӗр, вӑрҫӑсем, хӗсӗрлени, ӗмӗт татӑлни тата ҫемьери йывӑрлӑхсем манӑҫа тухӗҫ. Христос Пин ҫул хушши ертсе пырас тапхӑр вӗҫӗнче ҫынсем пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрӗҫ. Юлашки тӗрӗслев вӑхӑтӗнче шанчӑклӑ тӑрса юлнисене Иегова ывӑллӑха илӗ. Вӗсем «Турӑ ачисен ирӗклӗхӗпе мухтавне пая» кӗрӗҫ (Рим 8:21). Айтӑр пухури тӑвансене юратса ҫирӗплетер тата ҫак чаплӑ шанчӑка илме пулӑшар!

^ 12 абз. Хӑйсем ҫине ал хурас текенсене мӗнле пулӑшмаллине ҫак статьясенчен пӗлме пулать: «Почему жить стоит. Три причины не сдаваться» брошюрӑри малтанхи статьясем, «Есть ли польза от честности?» брошюрӑри «Если не хочется жить...» ятлӑ статья тата 2001 ҫулхи октябрӗн 22-мӗшӗнче тухнӑ «Вӑранӑр!» журналӑн малтанхи статйисем!.