Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ҫут тӗнчене Тытса Тӑракан хӑйӗн ӗҫлекенӗсемпе ырӑ та тимлӗ

Ҫут тӗнчене Тытса Тӑракан хӑйӗн ӗҫлекенӗсемпе ырӑ та тимлӗ

«[Иегова] эпир мӗнрен пулнине пӗлет, эпир тӑпра иккенне астуса тӑрать» (ПС. 102:14).

ЮРӐСЕМ: 30, 10

1, 2. а) Ҫак тӗнчери пуҫлӑхсемпе танлаштарсан, Иегова хӑйне ҫынсемпе мӗнле тытать? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

ВЛАҪРА ларакан ҫынсем час-часах ыттисемпе «хуҫаланаҫҫӗ» тата вӗсене пусмӑрлаҫҫӗ (Матф. 20:25; Еккл. 8:9). Иегова вара пачах урӑхла. Вӑл Ҫут тӗнчене Тытса Тӑракан пулсан та, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе ырӑ та тимлӗ. Вӑл пирӗн туйӑмсене шута илет тата пирӗншӗн тӑрӑшать. Иегова «эпир тӑпра иккенне астуса тӑрать», ҫавӑнпа пирӗнтен хамӑр тума пултарайманнине тума нихӑҫан та ыйтмасть (Пс. 102:13, 14).

2 Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсемпе питӗ тимлӗ. Ҫавна кӑтартакан тӗслӗхсем Библире нумай. Айтӑр виҫҫӗшне пӑхса тухар. Малтан эпир ҫамрӑк Самуил аслӑ священника Илие приговор пӗлтернӗ чухне Иегова ӑна мӗнле пулӑшнине пӑхӑпӑр. Унтан Моисей израильтянсен ҫулпуҫӗ пулма килӗшмен чухне Иегова унпа тӳсӗмлӗ пулнине курӑпӑр. Юлашкинчен вара Иегова израильтянсене Египетран илсе тухнӑ чухне вӗсемшӗн мӗнле тӑрӑшнине пӑхса тухӑпӑр. Ҫак тӗслӗхсем ҫинчен шухӑшланӑ май Иегова мӗнле лайӑх енсене кӑтартнине тата унран эпир мӗне вӗренме пултарнине асӑрхама тӑрӑшӑр.

ИЕГОВА ҪАМРӐК АЧАН ТУЙӐМӖСЕНЕ ШУТА ИЛЕТ

3. Ҫамрӑк Самуилпа мӗн пулса тухнӑ тата ҫавӑн пирки мӗнле ыйту сиксе тухать? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

3 Самуил ача чухнех сӑваплӑ чатӑрта Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫланӑ (1 Патш. 3:1). Пӗррехинче каҫхине, Самуил ҫывӑрма выртсан, тӗлӗнмелле ӗҫ пулса тухнӑ *. (1 Патшасен 3:2—10 вуласа пар.) Вӑл хӑйне такам чӗннине илтнӗ. Хӑйне аслӑ священник Илий чӗнет пуль тесе Самуил ун патне чупса пырса каланӑ: «Эпӗ кунтах! Эсӗ мана чӗнтӗн». Анчах лешӗ: «Эпӗ сана чӗнмен»,— тенӗ. Ҫапла тата икӗ хут пулса тухсан Илий Самуила Турӑ чӗннине ӑнкарса илнӗ. Вӑл арҫын ачан мӗн тумаллине ӑнлантарса панӑ, лешӗ вара Илий каланӑ пек тунӑ. Ангел урлӑ калаҫакан Иегова Самуила ӑна кам чӗннине мӗншӗн тӳрех каламан-ши? Библире ҫавӑн ҫинчен ним те ҫырман, анчах та малалла мӗн пулса иртнине пӑхсан, Турӑ ҫамрӑк Самуилӑн туйӑмӗсене шута илни курӑнать.

4, 5. а) Иегова хӑйӗн приговорне пӗлтерме хушсан Самуилӑн мӗнле туйӑмсем пулнӑ тата ирхине мӗн пулса иртнӗ? ӑ) Ҫак тӗслӗхрен эпир Иегова ҫинчен мӗн пӗлме пултаратпӑр?

4 1 Патшасен 3:11—18 вуласа пар. Иеговӑн Саккунӗнче ачасен ваттисене, уйрӑмах власть пуррисене, хисеплемелле тенӗ пулнӑ (Тух. 22:28; Лев. 19:32). Самуил ирхине ватӑ Илий патне пырса Туррӑн хӑрушӑ приговорне пӗлтерме хӑюлӑх ҫитереймен пулӗччӗ. Библире «Самуил хӑй курнине Илие пӗлтерме хӑранӑ» тенӗ. Анчах та Турӑ Самуилпа хӑй калаҫнине Илие уҫҫӑн кӑтартнӑ. Ҫавӑнпа Илий Иегова мӗн каланине каласа пама Самуила хӑех хушнӑ. Вара Самуил «ӑна йӑлтах, нимӗн пытармасӑр, каласа панӑ».

5 Самуил мӗн калани Илие тӗлӗнтерсе яман. Иеговӑн приговорӗ ҫинчен ӑна унчченех «Турӑ ҫынни» (Библире унӑн ятне асӑнман) пӗлтернӗ пулнӑ (1 Патш. 2:27—36). Самуилпа тата Илийпе мӗн пулса иртнинчен Иегова ыттисемпе питӗ тимлӗ пулни тата вӑл ӑслӑ-тӑнлӑ Турӑ пулни курӑнать.

6. Турӑ ҫамрӑк Самуила мӗнле пулӑшнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

6 Ҫамрӑк тӑвансем, Самуилӑн тӗслӗхӗнчен ҫакӑ курӑнать: Иегова сирӗн мӗнле йывӑрлӑхсемпе кӗрешме тивнине пӗлет тата сирӗн туйӑмсене ӑнланать. Тен, вӑтанчӑк пулнӑран сире аслӑрах ҫынна ырӑ хыпар пӗлтерме йывӑр е эсир хӑвӑра тантӑшсем хушшинче шурӑ курак пек туятӑр. Иегова сире пулӑшасшӑн пулни пирки ан иккӗленӗр. Ҫавӑнпа «чӗрӗрте мӗн пуррине» ӑна уҫса парӑр (Пс. 61:9). Самуилӑн тата Библире каласа панӑ Иеговӑн ытти ҫамрӑк ӗҫлекенӗсен тӗслӗхӗсем ҫинчен шухӑшлӑр. Ытти христиансемпе — ҫамрӑккисемпе те, ваттисемпе те — хутшӑнӑр. Тен, вӗсенчен кам та пулин сирӗн пекрех йывӑрлӑхсемпе кӗрешнӗ. Вӗсем ҫав вӑхӑтра Иегова хӑйсене, тен, хӑйсем пач кӗтмен майпа, мӗнле пулӑшнине каласа парӗҫ.

ИЕГОВА МОИСЕЙӖН ТУЙӐМӖСЕНЕ ШУТА ИЛЕТ

7, 8. Иегова Моисейӗн туйӑмӗсене шута илнине мӗнле кӑтартнӑ?

7 Моисей 80 ҫулта пулнӑ чухне Иегова ӑна пысӑк ӗҫ шанса панӑ — унӑн израильтянсене Египет чуралӑхӗнчен илсе тухмалла пулнӑ (Тух. 3:10). 40 ҫул хушши Мадиан ҫӗрӗнче кӗтӳҫӗ пулнӑ Моисее ҫав хушу аптратса ӳкернӗ. «Фараон патне кайса Израиль ывӑлӗсене Египетран илсе тухмашкӑн кам вара эпӗ?» — тенӗ вӑл. Турӑ ӑна шантарса каланӑ: «Эпӗ санпа пӗрле пулӑп» (Тух. 3:11, 12). Ҫавӑн пекех вӑл Моисее Израилӗн старейшинисем «санӑн сӑмахна итлӗҫ» тесе шантарнӑ. Моисей вара ҫав-ҫавах: «Вӗсем... манӑн сӑмахӑма итлемесессӗн?» — тесе иккӗленсе тӑнӑ (Тух. 3:18; 4:1). Шутласа пӑхӑр-ха: Моисей Турӑпа тавлашнӑ теме пулать! Анчах та Иегова тӳсӗмлӗхе ҫухатман. Унтан та ытларах, вӑл Моисее тӗлӗнмелле ӗҫсем тума хӑват панӑ. Иеговӑран ҫавнашкал хӑват илнӗ ҫынсенчен, Библире асӑннӑскерсенчен, Моисей пӗрремӗшӗ пулнӑ (Тух. 4:2—9, 21).

8 Хушнӑ ӗҫе тӑвас мар тесе Моисей каллех сӑлтав шырама пуҫланӑ. Хальхинче вӑл эпӗ «такӑнчӑклӑ калаҫатӑп» тенӗ. Иегова вара ӑна каланӑ: «Эпӗ санӑн чӗлхӳ-ҫӑварупа пулӑп, сана мӗн каламаллине вӗрентсе тӑрӑп». Иегова Моисее ӳкӗте кӗртнӗ-и? Ҫук. Моисей йӑвашшӑн урӑх ҫынна яма ыйтнӑ. Паллах, Иегова ун ҫине тарӑхнӑ, анчах та вӑл Моисейӗн туйӑмӗсем ҫинчен шутлама пӑрахман. Вӑл Аарона шӑллӗ вырӑнне калаҫма хушнӑ (Тух. 4:10—16).

9. Иегова тӳсӗмлӗ те ырӑ пулни Моисее хӑйне хушнӑ ӗҫе тума мӗнле пулӑшнӑ?

9 Ҫак тӗслӗх пире Иегова ҫинчен мӗне вӗрентет? Ҫут тӗнчене Тытса Тӑракан Турӑ Моисее хӑратса ӳкерме тата хӑй мӗн тутарас тенине вӑйпа тутарма пултарнӑ. Анчах та вӑл ҫавӑн пек туман. Иегова тӳсӗмлӗ те ырӑ кӑмӑллӑ пулса хӑйне кӗҫӗне хуракан Моисее хӑй пулӑшасса шантарнӑ. Ҫакӑ унӑн ӗҫлекенӗ ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? Моисей хӑйӗн халӑхӗн чаплӑ ҫулпуҫӗ пулса тӑнӑ тата ыттисемпе Иегова пекех питӗ ырӑ та тимлӗ пулнӑ (Йыша шутл. 12:3).

Эсир ыттисемпе Иегова пекех ырӑ та тимлӗ пулма тӑрӑшатӑр-и? (10-мӗш абзаца пӑхӑр.)

10. Иегова пекех ыттисемпе ырӑ та тимлӗ пулни мӗнле усӑ парать?

10 Упӑшкасем, ашшӗ-амӑшӗсем тата старейшинӑсем, Иегова сире власть панӑ. Ҫавӑнпа унран тӗслӗх илӗр: хӑвӑрӑн камшӑн тӑрӑшмалла, ҫавсемпе тӳсӗмлӗ, ырӑ та тимлӗ пулӑр (1 Петр 5:1—3; Кол. 3:19—21). Иеговӑпа Иисус пек пулма тӑрӑшатӑр пулсан, ыттисене сирӗнтен пулӑшу ыйтма ҫӑмӑлтарах пулать. Вара эсир вӗсене хавхалантарма пултарӑр (Матф. 11:28, 29). Унсӑр пуҫне, эсир ыттисемшӗн питӗ лайӑх тӗслӗх пулатӑр (Евр. 13:7).

ХӐВАТЛӐ ТА ЫРӐ ҪӐЛАКАН

11, 12. Египетран тухнӑ чухне халӑх хӑйне лӑпкӑ та хӳтлӗхри пек туйтӑр тесе Иегова мӗн тунӑ?

11 Пирӗн эрӑчченхи 1513 ҫулта израильтянсем Египетран тухнӑ чухне вӗсен шучӗ виҫӗ миллион ытла пулнӑ пулас. Вӗсен ҫемйисем виҫӗ-тӑватӑ сыпӑкран тӑнӑ, вӗсем хушшинче ачасемпе ваттисем те, чирлисем те пулнӑ. Ҫав йышлӑ халӑха вӗсене ӑнланакан, вӗсемшӗн тӑрӑшакан ҫулпуҫ кирлӗ пулнӑ. Иегова шӑп ҫавӑн пек Ҫулпуҫ пулнӑ та, Моисей вара унӑн представителӗ пулнӑ. Акӑ мӗншӗн израильтянсем Египетран, хӑйсемшӗн кил пулса тӑнӑ вырӑнтан, пӗр хӑрамасӑр тухса кайнӑ (Пс. 77:52, 53).

12 Халӑх хӑйне лӑпкӑ та хӳтлӗхри пек туйтӑр тесе Иегова мӗн тунӑ? Пӗрремӗшӗнчен, вӑл израильтянсене Египетран лайӑх йӗркелесе илсе тухнӑ (Тух. 13:18, ҪТ). Ҫавна пула вӗсем Турӑ лару-тӑрӑва хӑй аллинче тытнине уҫҫӑн курнӑ. Иккӗмӗшӗнчен, Иегова хӑйӗн халӑхне «кӑнтӑрла пӗлӗт хыҫҫӑн, ҫӗрле ҫӗрӗпе вут ҫути хыҫҫӑн» ертсе пынӑ (Пс. 77:14). Ҫапла майпа вӑл халӑхӗпе пӗрле пулнине кӑтартнӑ. Иегова вӗсене: «Ан хӑрӑр. Эпӗ сирӗнпе пӗрле. Эпӗ ертсе пырӑп тата хӳтӗлӗп сире»,— тесе шантарнӑ теме пулать. Ҫапла шантарни израильтянсене питӗ кирлӗ пулнӑ.

Хӗрлӗ тинӗс патӗнче Иегова израильтянсемшӗн мӗнле тӑрӑшнӑ? (13-мӗш абзаца пӑхӑр.)

13, 14. а) Иегова Хӗрлӗ тинӗс патӗнче израильтянсемшӗн мӗнле тӑрӑшнӑ? ӑ) Иегова египтянсене хӑйӗн хӑватне мӗнле кӑтартнӑ?

13 Тухни 14:19—22 вуласа пар. Куҫ умне ҫакна кӑларса тӑратӑр. Эсир израильтянсемпе пӗрле капкӑна лекрӗр: хыҫра фараонпа унӑн ҫарӗ, малта вара — Хӗрлӗ тинӗс. Ҫак вӑхӑтра Иегова хӑйӗн халӑхӗ хутне кӗрет. Пӗлӗт юпа хӑвӑрпа Египет ҫарӗ хушшине куҫса тӑрать. Египтянсем енче сӗм тӗттӗм, лагерьте вара — ҫап-ҫутӑ! Эсир Моисей хӑйӗн аллине тинӗс ҫине тӑснине куратӑр. Ҫав самантрах тухӑҫ енчен вӑйлӑ ҫил вӗрме пуҫлать, вара шыв сирӗлсе каять. Тинӗсре анлӑ ҫул уҫӑлать те пӗтӗм халӑх тинӗс урлӑ каҫма пуҫлать, вӗсемпе пӗрле эсир те хӑвӑр ҫемьепе тата выльӑхсемпе каҫатӑр. Эсир тӳрех тӗлӗнмелле япалана асӑрхатӑр: тинӗс тӗпӗ лачакаллӑ мар, вӑл типӗ те хытӑ, ҫавӑнпа утса пыма йывӑр мар. Хӑвӑрт утайманнисем те тинӗсӗн леш енне тӗрӗс-тӗкелех ҫитеҫҫӗ.

14 Тухни 14:23, 26—30 вуласа пар. Ҫав вӑхӑтрах ӑссӑр та мӑнкӑмӑллӑ фараон сире хӑвала пуҫлать. Моисей каллех аллине тинӗс ҫине тӑсать, вара фараонпа унӑн ҫарӗ ҫине ик енчен те тинӗс шывӗ сирпӗнсе анать — ҫӑлӑнса юлма вӗсен нимӗнле шанчӑк та ҫук! (Тух. 15:8—10.)

15. Ҫак тӗслӗх пире Иегова ҫинчен мӗне вӗрентет?

15 Ҫак тӗслӗх пире мӗне вӗрентет? Иегова — йӗркелӗх Турри (1 Кор. 14:40). Ҫакна пӗлни пире хамӑра лӑпкӑ та хӳтлӗхри пек туйма пулӑшать. Унсӑр пуҫне, Иеговӑна хӑйӗн кӗтӗвне юратса пӑхакан кӗтӳҫӗпе танлаштарма пулать: вӑл хӑйӗн халӑхӗшӗн питӗ тӑрӑшать, пур тӑшманран та хӳтӗлет. Ҫак усал тӗнчен пӗтес вӑхӑчӗ ҫывхарса килнӗ май Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗнле хӳтӗлени ҫинчен шухӑшлани пире питӗ хавхалантарать (Ытар. 1:33).

16. Фараон ҫарӗ тапӑннӑ чухне Иегова израильтянсене мӗнле хӳтӗленине мӗншӗн асра тытмалла?

16 Хальхи вӑхӑтра та Иегова хӑйӗн халӑхӗшӗн тӑрӑшать. Ҫакна вӑл ҫывхарса килекен хӑрушла асап вӑхӑтӗнче те тӑвӗ (Ӳлӗм. 7:9, 10). Ҫав вӑхӑт ҫитсен Туррӑн ӗҫлекенӗсем — ҫамрӑккисемпе ваттисем те, сыввисемпе чирлисем те — сехӗрленсе ӳкмӗҫ *. Вӗсем Иисусӑн сӑмахӗсене асра тытӗҫ: «Эсир пуҫӑра ҫӗклесе ҫӳлелле пӑхӑр, мӗншӗн тесессӗн сирӗн ҫӑлӑнас вӑхӑтӑр ҫывӑхарать» (Лука 21:28). Туррӑн халӑхӗ ҫине фараон ҫарӗнчен чылай хӑватлӑрах Гог — халӑхсен пӗрлешӗвӗ — тапӑннӑ вӑхӑтра та чӑн христиансем Иегова хӑйсене хӳтӗлесси пирки пӗртте иккӗленмӗҫ (Иез. 38:2, 14—16). Мӗншӗн вӗсем Турӑ ҫине хытӑ шанса тӑрӗҫ? Вӗсем Иегова улшӑнас ҫуккине пӗлеҫҫӗ. Ун чухне Турӑ хӑй ырӑ та тимлӗ Ҫӑлакан пулнине тепӗр хут кӑтартӗ (Ис. 26:3, 20).

17. а) Ӗлӗк-авал Турӑ хӑйӗн халӑхӗшӗн мӗнле тӑрӑшни ҫинчен шухӑшлани мӗншӗн усӑллӑ? ӑ) Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

17 Эпир пӑхса тухнӑ тӗслӗхсем Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсемпе ырӑ та тимлӗ пулнине, вӗсемшӗн юратса тӑрӑшнине, вӗсене ертсе пынине тата ҫӑлнине кӑтартаҫҫӗ. Ҫакӑн пек тӗслӗхсем ҫинчен шухӑшланӑ чухне малтанлӑха курӑнман япаласем ҫинче чарӑнса тӑрӑр та Иегова ҫинчен мӗн те пулин ҫӗннине пӗлме тӑрӑшӑр. Унӑн чаплӑ енӗсем ҫинчен ытларах пӗлсе пынӑ май эсир ӑна хытӑрах юратма пуҫлатӑр, ӗненӗвӗр те ҫирӗпленсе пырӗ. Тепӗр статьяра вара эпир килтисемпе, пухури тӑвансемпе тата ырӑ хыпар сарнӑ чухне тӗл пулакан ҫынсемпе Иегова пекех ырӑ та тимлӗ пулас тесе мӗн тумаллине пӑхса тухӑпӑр.

^ 3 абз. Иудейсен историкӗ Иосиф Флавий ҫырнӑ тӑрӑх, ҫавӑн чухне Самуил 12 ҫулта пулнӑ.

^ 16 абз. Армагеддон хыҫҫӑн чӗрӗ тӑрса юлнисем хушшинче чирлекен ҫынсем те пулӗҫ. Ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне Иисус «тӗрлӗ чир-чӗре, тӗрлӗ нишлӗхе сыватса ҫӳренӗ» (Матф. 9:35). Ҫапла майпа вӑл Армагеддон хыҫҫӑн чирлӗ ҫынсемшӗн мӗн тӑвассине кӑтартнӑ. Чӗрӗлсе тӑракан ҫынсем вара тӳрех сып-сывӑ пулӗҫ.