Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Кашни кун Иеговӑпа пӗрле ӗҫлӗр

Кашни кун Иеговӑпа пӗрле ӗҫлӗр

«Эпир — Турӑпа пӗрле ӗҫлекенсем» (1 КОР. 3:9, ҪТ).

ЮРӐСЕМ: 64, 111

1. Мӗнле майпа эпир Иеговӑпа пӗрле ӗҫлеме пултаратпӑр?

ИЕГОВА ҫынсене пултарнӑ хыҫҫӑн вӗсене хӑйпе пӗрле ӗҫлекенсем тӑвасшӑн пулнӑ. Паян Туррӑн ӗҫлекенӗсен ҫитменлӗхсем пур пулсан та, вӗсем кашни кун унпа пӗрле ӗҫлеме пултараҫҫӗ. Сӑмахран, эпир Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар сарса тата вӗренекенсем хатӗрлесе Иеговӑпа пӗрле ӗҫлетпӗр (1 Кор. 3:5—9). Шухӑшласа пӑхӑр кӑна: эпир Пурне те Тума Пултаракан Турӑпа пӗрле ӗҫлетпӗр тата уншӑн питӗ кирлӗ ӗҫе тӑватпӑр. Ҫакӑ мӗн тери пысӑк чыс! Анчах та унпа пӗрле ӗҫлеме пирӗн урӑх майсем те пур. Ҫак статьяра эпир хамӑр кил-йыша тата пухури тӑвансене пулӑшма, пуринпе те тараватлӑ пулма, Турра пуҫҫапмалли ҫуртсене туса лартнӑ ҫӗрте ӗҫлеме тата сӑваплӑ ӗҫе ытларах хутшӑнма мӗнле майсем пурри ҫинчен калаҫӑпӑр (Кол. 3:23).

2. Иеговӑшӑн хамӑр мӗн-мӗн тунине ыттисем мӗн тунипе мӗншӗн танлаштармалла мар?

2 Статьяна пӑхса тухнӑ май ҫакна асра тытӑр: Иеговӑшӑн хамӑр мӗн-мӗн тунине ыттисем мӗн тунипе нихӑҫан та танлаштармалла мар. Пӗрисем ватӑ, теприсем ҫамрӑк, сывлӑхӗ те, пултарулӑхӗсем те, лару-тӑрӑвӗсем те пирӗн тӗрлӗрен. Турӑ хавхалантарнипе Павел апостол ҫырнӑ: «Кашнийӗ хӑйӗн ӗҫне тӗплӗн пӑхса тухтӑр та, вара хӑйне ыттисемпе танлаштармасӑр, хӑйне ырламалли тупӗ» (Гал. 6:4).

КИЛТИСЕНЕ ТАТА ПУХУРИ ТӐВАНСЕНЕ ПУЛӐШӐР

3. Хӑйсен кил-йышӗшӗн тӑрӑшакансем Турӑпа пӗрле ӗҫлеҫҫӗ тесе мӗншӗн калама пулать?

3 Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсем хӑйсен ҫемйисемшӗн тӑрӑшасса кӗтет. Сирӗн килтисене мӗн кирлипе тивӗҫтерес тесе ӗҫлеме тивет пулӗ. Амӑшӗсем нумайӑшӗ килте пӗчӗк ачисемпе лараҫҫӗ. Теприсен вара хӑйсен ватӑ ашшӗ-амӑшне пӑхмалла. Ҫаксем пурте питӗ кирлӗ ӗҫсем. Библире каланӑ: «Кам хӑй тӑванӗсемшӗн, пуринчен ытла хӑй кил-йышӗшӗн, тӑрӑшмасть, вӑл ӗнтӗ тӗне пӑрахнӑ, вӑл ӗненмен ҫынран та япӑхрах» (1 Тим. 5:8). Сирӗн лару-тӑру ҫавнашкалах пулсан, Иеговӑшӑн хӑвӑр мӗн чухлӗ тӑвас тетӗр, ҫавӑн чухлӗ тӑваймастӑр пулӗ. Ан кулянӑр! Ҫемьешӗн тӑрӑшса эсир Иеговӑна савӑнтаратӑр (1 Кор. 10:31).

4. Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗсем Турӑ Патшалӑхне мала хунине мӗнле кӑтартаҫҫӗ тата мӗншӗн ҫакӑ вӗсене телейлӗ тӑвать?

4 Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене сӑваплӑ ӗҫре тӗллевсем лартма пулӑшса Иеговӑпа пӗрле ӗҫлеҫҫӗ. Ҫавна пула ҫамрӑксем килтен аякра тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме пуҫлаҫҫӗ: пӗрисем миссионерсем е хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑнта пионерсем пулса ӗҫлеҫҫӗ, теприсем вара — Вефильте. Ачисем инҫетре пулнӑран ашшӗ-амӑшӗсем вӗсемпе, тен, сайра-хутра ҫеҫ тӗл пулаҫҫӗ. Ҫапах та ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсем ҫинчен ҫеҫ шутламаҫҫӗ, ачисене малалла та ҫапла майпа ӗҫлеме хавхалантарса тӑраҫҫӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен хӑйсен ачисем Турӑ Патшалӑхне мала хуни вӗсене савӑнтарать (3 Иоанн 4). Тен, христиансенчен нумайӑшӗн туйӑмӗсем Аннӑн пекех. Вӑл хӑйӗн ывӑлӗ Самуил ҫинчен каланӑ: «Эпӗ ӑна... Ҫӳлхуҫана паратӑп». Ҫавӑн пек ашшӗ-амӑшӗсем Иеговӑпа пӗрле ӗҫлеме май пуррине пысӑк чыс вырӑнне хураҫҫӗ. Хӑйсен ачисем ҫавнашкал пурнӑҫ ҫулне суйласа илнӗшӗн вӗсем питӗ савӑнаҫҫӗ (1 Патш. 1:28).

5. Пухури тӑвана ӗҫпе мӗнле пулӑшма пулать? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

5 Сирӗн ҫемьери тивӗҫсем нумаях мар пулсан, эсир чирлекенсене, ваттисене е ытти йывӑрлӑхсемпе кӗрешекенсене пулӑшма пултаратӑр-и? Е, тен, ҫакӑн пек ҫынсемшӗн тӑрӑшакан тӑвансене пулӑшмалла. Хӑвӑр пухура кама пулӑшу кирлӗ, ҫавсене асӑрхама тӑрӑшӑр. Тӗслӗхрен, хӗрарӑм тӑван ватӑ ашшӗ-амӑшне пӑхать пулсан, вӑл ытти ӗҫсене тунӑ вӑхӑтра эсир унӑн ашшӗ-амӑшӗпе ларма пултаратӑр-и? Теприсене вара урӑх майпа пулӑшма пулать: вӗсене пухӑвӑн тӗлпулӑвне, е магазина, е больницӑра выртакан ҫывӑх ҫынни патне машинпа илсе кайса килме пулать. Тен, Иегова пухури тӑван кӗлтунине илтсе ӑна сирӗн урлӑ пулӑшу парӗ. (1 Коринф 10:24 вуласа пар.)

ТАРАВАТЛӐ ПУЛӐР

6. Тараватлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пулать?

6 Туррӑн ӗҫлекенӗсем тараватлӑ пулнипе палӑрса тӑраҫҫӗ. Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче «хапӑллани» е «тараватлӑ пулни» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ «ют ҫынсене ырӑ тунине» пӗлтерет (Евр. 13:2). Тараватлӑ пулмаллине кӑтартакан тӗслӗхсем Библире нумай (Пулт. 18:1—5). Пирӗн пурне те — «хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене» те, ыттисене те — пулӑшма тӑрӑшмалла (Гал. 6:10).

7. Район надзирателӗсене хапӑл туса йышӑнсан мӗнле пиллӗхсем илме пулать?

7 Турӑпа пӗрле ӗҫлес тесе тата мӗн тума пулать? Хамӑрӑн алӑка ҫулҫӳрекен надзирательсем валли уҫса хума пулать. (3 Иоанн 5, 8 вуласа пар.) Ҫакӑ пӗр-пӗрне хавхалантармалли лайӑх май (Рим 1:11, 12). Акӑ Олаф тӗслӗхӗ. Нумай ҫул каялла, вӑл ҫамрӑк чухнех, ун пухӑвне авланман район надзирателӗ килнӗ. Никамӑн та ӑна хӑй патӗнче йышӑнма май пулман, ҫавӑнпа Олаф хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗнчен, Иеговӑшӑн ӗҫлеменскерсенчен, ыйтса пӑхас тенӗ. Вӗсем хирӗҫ пулман, анчах та Олафа санӑн диван ҫинче ҫывӑрма тивет тенӗ. Олаф килӗшнӗ, ҫавӑншӑн пӗртте ӳкӗнмен. Вӑл аса илет: «Ҫав эрнене нихӑҫан та манассӑм ҫук! Эпир район надзирателӗпе ир-ирех тӑрса апат ҫинӗ хушӑра интереслӗ ыйтусем сӳтсе яваттӑмӑр. Ҫав калаҫусем мана ҫав тери хавхалантарчӗҫ, манӑн пионер пулса ӗҫлеме те кӑмӑл ҫуралчӗ». Юлашки 40 ҫул хушшинче Олаф тӗрлӗ ҫӗршывра миссионер пулса ӗҫленӗ.

8. Ыттисем пархатарлӑ мар пулсан та, мӗншӗн пирӗн ырӑ тума пӑрахмалла мар? Тӗслӗх илсе парӑр.

8 Хӑйсемпе ыттисем ырӑ пулнине ҫынсем малтанах хакламасан та пултараҫҫӗ, анчах та вӗсене ырӑ тума пирӗн майсем нумай. Акӑ пӗр тӗслӗх. Испанире пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тӑван Есика ятлӑ хӗрарӑмпа, Эквадортан куҫса килнӗскерпе, Библи вӗреннӗ. Пӗррехинче вӗренсе ларнӑ чухне Есика макӑрма пуҫланӑ. Вӑл Эквадорта пурӑннӑ чухне мӗн пулса иртнине каласа панӑ. Унта Есика ҫити-ҫитми пурнӑҫпа пурӑннӑ, пӗррехинче ҫимелли те ним те юлман. Хӑйӗн хӗрачине вӑл шыв кӑна пама пултарнӑ. Ачана ҫывӑратса ярас тесе сиктерсе ларнӑ чухне вӑл Турра кӗлтуса пулӑшу ыйтнӑ. Кӗҫех ун патне пирӗн икӗ хӗрарӑм тӑван килнӗ, анчах та Есика хӑйне вӗсемпе чӑрсӑррӑн тытнӑ тата вӗсем панӑ журнала ҫурса тӑкнӑ. «Манӑн хамӑн ачана ҫакӑнпа тӑрантармалла-и?» — тенӗ вӑл тарӑхса. Хӗрарӑм тӑвансем ӑна лӑплантарма тӑрӑшнӑ, анчах кӑлӑхах. Каярахпа вӗсем унӑн алӑкӗ патӗнче апат-ҫимӗҫпе тултарнӑ карҫинккана лартса хӑварнӑ. Библи вӗреннӗ чухне вӑл Турӑ ҫапла майпа хуравланине хӑй курманнине ӑнланса илнӗ, ҫавӑнпа унӑн чунӗ ыратса кайнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Есика Иеговӑшӑн ӗҫлеме шут тытнӑ. Хӗрарӑм тӑвансем тараватлӑ пулни мӗн тери пысӑк усӑ панӑ! (Еккл. 11:1, 6.)

ТУРРА ПУҪҪАПМАЛЛИ ҪУРТСЕНЕ ТУСА ЛАРТАС ӖҪЕ ХУТШӐНӐР

9, 10. а) Ӗлӗк-авал Туррӑн халӑхӗ сӑваплӑ ӗҫе мӗнле майпа хутшӑнма пултарнӑ? ӑ) Арҫын тӑвансем пухури тӑвансене мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

9 Ӗлӗк-авал израильтянсен Иеговӑн ӗҫне хутшӑнма майсем нумай пулнӑ (Тух. 36:2; 1 Ҫулс. 29:5; Неем. 11:2). Хальхи вӑхӑтра та эпир хамӑр пултарулӑхпа, вӑхӑтпа тата укҫа-тенкӗпе пухури тӑвансене пулӑшас тесе усӑ курма пултаратпӑр. Ҫапла тусан эпир нумай савӑнӑҫ илӗпӗр, Иегова та пире пиллесе тӑрӗ.

10 Арҫын тӑвансем вара мӗнле майпа Иеговӑпа пӗрле ӗҫлеме пултараҫҫӗ? Библи вӗсене пулӑшакан ӗҫченсем тата старейшинӑсем пулма хавхалантарать (1 Тим. 3:1, 8, 9; 1 Петр 5:2, 3). Ҫакӑн пек тӑвансем ыттисене тӗрлӗ ӗҫсем туса пулӑшасшӑн тата Турӑшӑн ӗҫлесе тӑма хавхалантарасшӑн (Ап. ӗҫ. 6:1—4). Старейшинӑсем сире пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче йӗрке пӑхса тӑма, литературӑшӑн е ырӑ хыпар сармалли участоксемшӗн яваплӑ пулма е Патшалӑх залӗсене тирпейлӗ-юсавлӑ тытма пулӑшу ыйтсан, эсир мӗн калӑр? Вӗсем мӗн ыйтнине тума эсир хатӗр-и? Ҫакнашкал ӗҫсене туса тӑракан тӑвансем ҫакӑ вӗсене пысӑк савӑнӑҫ парать теҫҫӗ.

Турра пуҫҫапмалли ҫуртсене тунӑ ҫӗрте час-часах ҫӗнӗ туссем тупма пулать (11-мӗш абзаца пӑхӑр.)

11. Пӗр хӗрарӑм тӑвана Турра пуҫҫапмалли ҫуртсене тунӑ ҫӗрте тупнӑ туссем мӗнле пулӑшнӑ?

11 Турра пуҫҫапмалли ҫуртсене туса лартас ӗҫе хутшӑнакан доброволецсем час-часах ҫӗнӗ туссем тупаҫҫӗ. Акӑ Марджи тӗслӗхӗ. Вӑл 18 ҫул хушши Патшалӑх залӗсене туса лартас ҫӗрте ӗҫленӗ. Ҫав ҫулсенче вӑл ҫамрӑк хӗрарӑм тӑвансемпе хутшӑнма тӑрӑшнӑ тата вӗсене хӑйӗн пӗлӗвӗпе опытне панӑ. Марджи каланӑ тӑрӑх, ҫак ӗҫе хутшӑнни пӗр-пӗрне хавхалантарма лайӑх май парать (Рим 1:12). Пурнӑҫӗнче йывӑрлӑхсем сиксе тухсан Марджие стройкӑсенче туслашнӑ хӗрарӑм тӑвансем питӗ пулӑшнӑ. Эсир Турра пуҫҫапмалли ҫуртсене туса лартас ӗҫе хутшӑнса курнӑ-и? Ятарлӑ пӗлӳ пуррипе ҫуккине пӑхмасӑрах эсир ҫак ӗҫре пулӑшма пултаратӑр-и?

12. Ҫутҫанталӑк инкекӗсене пула хӗн-асап тӳсекен тӑвансене мӗнле пулӑшма пулать?

12 Унсӑр пуҫне, ҫутҫанталӑк инкекӗсене пула хӗн-асап тӳсекен тӑвансене пулӑшнӑ чухне те эпир Иеговӑпа пӗрле ӗҫлетпӗр. Хӑш-пӗрисем ҫав тӑвансене укҫа-тенкӗпе пулӑшаҫҫӗ (Иоанн 13:34, 35; Ап. ӗҫ. 11:27—30). Теприсем вара тӑвансен ҫурчӗсене тасатаҫҫӗ е юсаҫҫӗ. Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Польшӑра пурӑнакан Габриела ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн ҫурчӗ ҫӗре шыв илсен пӗтӗмпе тенӗ пекех ишӗлсе аннӑ. Ҫывӑхри пухусенчи тӑвансем пулӑшма килсен Габриела мӗн тери савӑннӑ! Вӑл каласа парать: «Хам мӗн-мӗн ҫухатни ҫинчен ман шухӑшлас килмест — вӗсем япаласем кӑна. Ун вырӑнне ман хам мӗн-мӗн туянни ҫинчен каласа парас килет. Ҫав пулса иртнӗ ӗҫсем хыҫҫӑн эпӗ христиансен пухӑвӗнче пуласси питӗ пысӑк чыс тата телей пулнине хытӑрах ӗненме пуҫларӑм». Камсене пулӑшу панӑ, ҫавсен те нумайӑшӗн ҫавӑн пек туйӑмсемех пулнӑ. Иеговӑпа пӗрле ӗҫлесе ыттисене пулӑшакансем те питӗ пысӑк савӑнӑҫ илнӗ. (Апостолсен ӗҫӗсем 20:35; 2 Коринф 9:6, 7 вуласа пар.)

13. Ыттисене чун-чӗререн пулӑшни мӗнле майпа Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшать? Тӗслӗх илсе парӑр.

13 Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пурӑнакан Стефани тата ытти тӑвансем урӑх майпа Турӑпа пӗрле ӗҫленӗ. Вӗсем вӑрҫӑ тухнине пула тӑван ҫӗртен тарса килнӗ Иегова Свидетелӗсен ҫемйисене пулӑшнӑ: вӗсене пурӑнмалли вырӑн тата сӗтел-пукан тупса панӑ. Стефани каласа парать: «Пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑхӑн юратӑвне хӑйсем ҫинче туйса вӗсем ҫав тери савӑнатчӗҫ, ҫав тери пархатарлӑччӗ. Ҫакӑ пирӗн чӗрене пырса тиврӗ. Вӗсен шучӗпе эпир вӗсене пулӑшрӑмӑр, тӗрӗссипе вара ытларах вӗсем пире пулӑшрӗҫ. Тӑвансен юратӑвне, ӗненӗвне, вӗсем пӗрлӗхре пурӑннине тата Турра шанса тӑнине курса эпир Иеговӑна тата хытӑрах юратма пуҫларӑмӑр».

ИЕГОВӐШӐН ЫТЛАРАХ ӖҪЛЕМЕ ТӐРӐШӐР

14, 15. а) Исаия пророкӑн мӗнле шухӑш-кӑмӑл пулнӑ? ӑ) Патшалӑхӑн хыпарҫисем Исаийӑран мӗнле тӗслӗх илме пултараҫҫӗ?

14 Сирӗн Иеговӑпа пӗрле ытларах ӗҫлес килет-и? Эсир хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна куҫса кайма пултаратӑр-и? Инҫете каймасӑрах Иеговӑшӑн ӗҫлеме пулать пулин те, хӑш-пӗр тӑвансем килтен аякка куҫса кайнӑ. Вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗ Исаия пророкӑнни пекех. Иегова унран: «Манӑн кама ямалла? Кам кайӗ Пирӗншӗн?» — тесе ыйтсан, пророк ҫапла хуравланӑ: «Кунтах эпӗ, мана яр» (Ис. 6:8). Сирӗн ӑҫта пулӑшу кирлӗ, ҫавӑнта куҫса кайма кӑмӑл тата майсем пур-и?

15 Ырӑ хыпар сарасси тата вӗренекенсем хатӗрлесси пирки Иисус каланӑ: «Вырмалли нумай та, ӗҫлекенӗ сахал; ҫавӑнпа вырма ани Хуҫине йӑлӑнӑр: Вӑл Хӑйӗн вырма ани ҫине ӗҫлекенсем ятӑрччӗ» (Матф. 9:37, 38). Эсир хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна куҫса кайса пионер пулса ӗҫлеме пултаратӑр-и? Хӑвӑрӑн май ҫук пулсан, эсир урӑх тӑвана Иеговӑшӑн ҫапла майпа ӗҫлеме пулӑшма пултаратӑр-и? Тӑвансем нумайӑшӗ асӑрханӑ тӑрӑх, Турра тата ҫывӑх ҫынсене юратнине кӑтартмалли чи лайӑх май вӑл — «вырмалли нумай та, ӗҫлекенӗ сахал» ҫӗрте пионер пулса ӗҫлесси. Сӑваплӑ ӗҫре ытларах тума сирӗн урӑх майсем пур-и? Ҫав майсемпе те усӑ курсан эсир нумай савӑнӑҫ илме пултаратӑр.

16, 17. Сӑваплӑ ӗҫре ытларах тума тата мӗнле майсем пур?

16 Сирӗн вӑхӑтлӑха чӗннӗ доброволец пулса, е Вефилӗн штатра тӑман ӗҫченӗ пулса, е Турра пуҫҫапмалли ҫуртсем тунӑ ҫӗрте ӗҫлес килет-и? Хӑйсене ӑҫта яраҫҫӗ, ҫавӑнта кайма тата хӑйсен урӑх ӗҫре опыт пулнине пӑхмасӑрах кирек мӗнле ӗҫе те тума килӗшекен доброволецсем Туррӑн организацине яланах кирлӗ. Пулӑшу кирлӗ ҫӗрте хӑйсене шеллемесӗр ӗҫлеме хатӗр тӑвансене Иегова питӗ хаклать (Пс. 109:3).

17 Иеговӑшӑн нумайрах ӗҫлес тесе сирӗн тата ытларах пӗлӳ илес килмест-и? Илес килет пулсан эсир Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче вӗренме заявлени ҫырса пама пултаратӑр. Ҫав шкул чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан тата тулли вӑхӑтпа ӗҫлекен христиансене сӑваплӑ ӗҫре тата ытларах тума пулӑшать. Унта вӗренес текенсен хӑйсене ӑҫта яраҫҫӗ, ҫавӑнта ырӑ хыпар сарма хатӗр пулмалла. Ҫакӑн пек майпа мӗншӗн-ха усӑ курас мар? (1 Кор. 9:23.)

18. Кашни кун Иеговӑпа пӗрле ӗҫлекенсем мӗнле пиллӗхсем илеҫҫӗ?

18 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пулнӑ май пирӗн ырӑ та уҫӑ кӑмӑллӑ пулас килет. Эпир ыттисене юрататпӑр тата вӗсемшӗн тӑрӑшатпӑр, ҫавӑнпа чунра канӑҫлӑх тата савӑнӑҫ туйса тӑратпӑр (Гал. 5:22, 23). Сирӗн лару-тӑру кирек мӗнле пулсан та уҫӑ кӑмӑллӑ пулас тӗлӗшрен Иеговӑран тӗслӗх илӗр, малалла та унпа пӗрле ӗҫлесе тӑрӑр. Вара эсир пиллӗхсем нумай илетӗр! (Ытар. 3:9, 10.)