Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ПИРӖН АРХИВСЕНЧЕН

Турӑ Патшалӑхӗн вӑрлӑхне Португалире акма пуҫланӑ вӑхӑт

Турӑ Патшалӑхӗн вӑрлӑхне Португалире акма пуҫланӑ вӑхӑт

ЕВРОПӐНА Атлантика урлӑ каякан карапа хумсем пыра-пыра ҫапнӑ. Пассажирсенчен пӗри, Джордж Янг, Бразилире хӑй ырӑ хыпар сарни мӗнле усӑ пани пирки шухӑшланӑ *. Халӗ Янг тӑван Испанипе Португалие ҫул тытнӑ. Ҫав ҫӗршывсенче ҫынсем Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпара пачах илтмен теме пулать. Унта Джозеф Рутерфорд тӑванӑн Библи тӑрӑх хатӗрленӗ лекцисем тумалла пулнӑ. Янг тӑванӑн вара вӑл киличчен пурне те хатӗрлемелле тата 300 000 буклет салатмалла пулнӑ.

Джордж Янг ытти ҫӗршывсенче ырӑ хыпар сарма пӗрре анчах мар океан урлӑ каҫнӑ

Янг тӑван 1925 ҫулта ҫуркунне Лиссабона ҫитнӗ, ун чухне Португалире лару-тӑру лӑпкӑ пулман. 1910 ҫулта революци пулса иртнӗ — монархие сирпӗтсе антарнӑ пулнӑ, католиксен чиркӗвӗ те хӑйӗн пысӑк влаҫне ҫухатнӑ. Ирӗклӗхсем ытларах пулса тӑнӑ пулсан та, халӑх ҫав-ҫавах пӑлханнӑ.

Янг тӑван Рутерфорд лекципе килнӗ ҫӗре хатӗрленнӗ вӑхӑтра правительство вӑрҫӑ чухнехилле йӗркене тытса тӑмалли пирки пӗлтерӳ тунӑ, мӗншӗн тесен ун чухне патшалӑх влаҫне сирпӗтме хӑтланнӑ пулнӑ. Британипе ют ҫӗршывсен Библи обществин секретарӗ Янг тӑвана пысӑк йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултарасси пирки асӑрхаттарнӑ. Анчах та Янг тӑван хӑраса ӳкмен. Вӑл влаҫсенчен Рутерфорд тӑвана Камоэнс ячӗллӗ шкулти спортзалра лекци тума ирӗк пама ыйтнӑ. Тӗлӗнмелле те, влаҫсем ирӗк панӑ!

Тинех майӑн 13-мӗшӗ ҫитнӗ. Ҫав кун Рутерфорд тӑванӑн «Ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас тесен мӗн тумалла» лекцие каласа памалла пулнӑ. Ҫавӑнта пыма чӗнсе ҫуртсем ҫине афишӑсем ҫыпӑҫтарса тухнӑ тата хаҫатсенче пӗлтерӳ ҫырнӑ. Хирӗҫ тӑракан тӗн пуҫлӑхӗсем вара хулана «суя пророксем» килеҫҫӗ тесе хӑйсен хаҫачӗ урлӑ асӑрхаттарма васканӑ. Унсӑр пуҫне, хирӗҫ тӑракансем спортзала кӗнӗ ҫӗрте Рутерфорд мӗне вӗрентнине критиклесе ҫырнӑ пин-пин брошюра салатнӑ.

Ҫав-ҫавах залра 2 000-е яхӑн ҫын пухӑннӑ, вырӑн ҫитменнипе тул енче те ҫавӑн чухлех тӑрса юлнӑ. Хӑш-пӗрисем спортзал стенисем тӑршшӗпе ҫакӑнса тӑракан вӗрен пусмасем ҫине, теприсем вара гимнастика хатӗрӗсем ҫине ларса тухнӑ.

Ӗҫсем тикӗсех пыман. Хирӗҫ тӑракансем кӑшкӑрашма тата пукансене ҫӗмӗрме тытӑннӑ. Анчах та Рутерфорд тӑван ҫынсене лайӑхрах илтӗнмелле пултӑр тесе сӗтел ҫине хӑпарнӑ та ним пулман пек малалла калаҫнӑ. Лекци ҫур ҫӗр тӗлнелле тин вӗҫленнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн 1 200 ҫын ытла публикацисем илсе тӑрас тесе хӑйсен адресӗсене парса хӑварнӑ. Тепӗр кунхине «Секулу» хаҫатра Рутерфорд тӑванӑн лекцийӗ ҫинчен статья тухнӑ.

1925 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнчен пуҫласа Португалире португал чӗлхипе «Хурал башни» тухма пуҫланӑ. (Ҫак журнал Бразилире португал чӗлхипе унчченех тухса тӑнӑ.) Ҫав вӑхӑталла Бразилире пурӑнакан Виржилиу Фергусон, Библи тӗпчекенсенчен пӗри, Португалире хыпарҫӑсем кирлӗ пулнӑран унта куҫса каясси пирки шухӑшланӑ. Унччен вӑл Янг тӑванпа пӗрле Бразилири Библи тӗпчекенсен пӗчӗк филиалӗнче ӗҫленӗ. Кӗҫех Виржилиу хӑйӗн арӑмӗпе Лиззипе пӗрле Португалие Янг тӑван патне кайнӑ. Ҫавӑ питӗ вӑхӑтлӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен Янг тӑванӑн урӑх ҫӗршывсене, ҫав шутрах Совет Союзне, каймалла пулнӑ.

Лиззипе Виржилиу Фергусонсене Португалире пурӑнма ирӗк паракан хут. 1928 ҫул

Португалире патшалӑх влаҫне тӗпрен улӑштарса диктатура йӗркине туса хунӑ. Вара тӑшмансем тата хытӑрах пире хирӗҫ тӑма пуҫланӑ. Анчах та Фергусон тӑвана ҫакӑ хӑратса ӳкермен. Вӑл Библи тӗпчекенсен пӗчӗк ушкӑнне хӳтӗлес тесе тата малалла та хастарлӑн ырӑ хыпар сарма пулӑшас тесе хӑй мӗн тума пултарнине пӗтӗмпех тунӑ. Фергусон тӑван влаҫсенчен хӑйӗн килӗнче христиансен тӗлпулӑвӗсене ирттерме ирӗк ыйтнӑ. 1927 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче ӑна ирӗк панӑ.

Диктатура туса хунӑ хыҫҫӑн ҫулталӑк хушшинче 450 ҫын «Хурал башнине» илсе тӑма ҫырӑннӑ пулнӑ. Ҫынсем буклетсемпе брошюрӑсем урлӑ та чӑнлӑха пӗлсе пынӑ. Ҫавна пула ырӑ хыпар Португалин чи аякри колонийӗсене ҫитнӗ: Азор утравӗсене, Анголӑна, Хӗвелтухӑҫ Тимора, Гоана, Кабо-Вердена, Мадейрӑна тата Мозамбика.

1920 ҫулсен вӗҫӗнче Бразилирен Лиссабона Мануэл да-Силва Жордан пахчаҫӑ килнӗ. Вӑл Португалире ҫуралнӑ пулнӑ, пурӑнасса вара Бразилире пурӑннӑ. Унта вӑл Янг тӑван туса панӑ доклада илтнӗ. Мануэл пӗр иккӗленсе тӑмасӑр чӑнлӑха йышӑннӑ. Унӑн Фергусон тӑвана ырӑ хыпар сарма питӗ пулӑшас килнӗ. Вӑл кӗнеке салатакан (ун чухне пионерсене ҫапла чӗннӗ) пулса тӑнӑ. Ҫав вӑхӑт тӗлнелле публикацисене пичетлес тата вӗсене вулакансем патне ҫитерес ӗҫе майлаштарса янӑ. Лиссабонра йӗркеленсе кайнӑ ҫӗнӗ пуху вара ӳссех пынӑ.

1934 ҫулта Фергусон тӑвансен Бразилие таврӑнма тивнӗ. Анчах та ҫав вӑхӑталла Португалире чӑнлӑх вӑрлӑхне акса тухнӑ та ӗнтӗ. Испанири граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче те, Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче те Португалири Иеговӑн ӗҫлекенӗсем Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. Малтан вӗсем тӗлкӗшекен кӑвар пек пулнӑ, анчах та 1947 ҫулта Португалие Джон Кук, Галаад шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ пӗрремӗш миссионер, килсен вӗсен хастарлӑхӗ ҫӗнӗрен вӑйланса хӗмленсе кайнӑ. Патшалӑх хыпарҫисем нумайлансах пынӑ, ҫавна ним те чарма пултарайман. 1962 ҫулта влаҫсем пирӗн ӗҫе чарса лартнӑ пулсан та хыпарҫӑсен шучӗ ӳссе пынӑ. 1974 ҫулхи декабрьте Иегова Свидетелӗсене хӑйсен ӗҫне туса тӑма официаллӑ майпа ирӗк панӑ. Ҫавӑн чухне ҫӗршывра 13 000 ытла хыпарҫӑ пулнӑ.

Халӗ Португалире тата португал чӗлхипе калаҫакан темиҫе утрав ҫинче, ҫав шутрах Мадейрӑпа Азор утравӗсем ҫинче, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпара 50 000 ытла хыпарҫӑ сарса тӑрать. Вӗсем хушшинче 1925 ҫулта Рутерфордӑн лекцине итленӗ ҫынсен хурӑнташӗсем те пур.

Эпир Иеговӑна тата ҫав хастар тӑвансене — Христосӑн ытти халӑхсем хушшинче ӗҫлекенӗсене — Португалире ырӑ хыпар сарас ӗҫе пуҫарса янӑшӑн питӗ пархатарлӑ (Рим 15:15, 16). (Португалири пирӗн архивсенчен.)

^ 3 абз. «Как нам следует „отвечать каждому“» брошюрӑри «Работы в поле еще много» статьяна пӑхӑр, 31—32 страницӑсем.