Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Уҫӑ кӑмӑллисем телейлӗ

Уҫӑ кӑмӑллисем телейлӗ

«Илессинчен парасси ҫынна телейлӗрех тӑвать» (АП. ӖҪ. 20:35).

ЮРӐСЕМ: 76, 110

1. Иегова пирки уҫӑ кӑмӑллӑ Турӑ тесе мӗншӗн калама пулать?

ЧИ МАЛТАНАХ Иегова тӑр пӗччен пулнӑ. Кайран вӑл ангелсене тата ҫынсене пурнӑҫ парнеленӗ. Иегова, «телейлӗ Турӑ», ыттисене парнесем пама юратать (1 Тим. 1:11, ҪТ; Иак. 1:17). Вӑл пире те телейлӗ тӑвасшӑн, ҫавӑнпа уҫӑ кӑмӑллӑ пулма вӗрентет (Рим 1:20).

2, 3. а) Уҫӑ кӑмӑллӑ пулни мӗншӗн телей кӳрет? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

2 Турӑ ҫынсене хӑй сӑнарлӑ тунӑ (Пулт. 1:27). Ҫакӑ эпир унӑн паха енӗсене кӑтартма пултарнине пӗлтерет. Телейлӗ пулмашкӑн пирӗн Иеговӑран тӗслӗх илмелле — ытти ҫынсемпе интересленмелле тата уҫӑ кӑмӑллӑ пулмалла (Иак. 1:5; Флп. 2:3, 4). Мӗншӗн ҫапла? Хуравӗ ҫӑмӑл: Иегова хӑй пире ҫапла пултарнӑ. Пирӗн ҫитменлӗхсем пур пулсан та, эпир Иегова пекех уҫӑ кӑмӑллӑ пулма пултаратпӑр.

3 Библире уҫӑ кӑмӑллӑ пулас тесен мӗн тумаллине ӑнлантарса панӑ. Айтӑр хӑш-пӗр усӑллӑ шухӑшсене пӑхса тухар. Унсӑр пуҫне, ҫак статьяран уҫӑ кӑмӑллӑ пулни мӗншӗн Иеговӑна савӑнтарнине пӗлӗпӗр. Ҫавӑн пекех ҫак лайӑх ене кӑтартни ырӑ хыпар сарнӑ чухне мӗнле пулӑшнине, мӗншӗн пире телей кӳнине тата мӗншӗн уҫӑ кӑмӑллӑ пулма пӑрахмалла маррине сӳтсе явӑпӑр.

ЭПИР УҪӐ КӐМӐЛЛӐ ПУЛНИ ТУРРА САВӐНТАРАТЬ

4, 5. Уҫӑ кӑмӑллӑ пулас тӗлӗшрен Иеговӑпа Иисус мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ?

4 Иегова ҫынсене хӑйӗнчен тӗслӗх илтересшӗн, ҫавӑнпа эпир уҫӑ кӑмӑллӑ пулни ӑна савӑнтарать (Эф. 5:1). Вӑл пире телейлӗ тӑвасшӑн. Ҫакӑ Турӑ пире тӗлӗнмелле тунинчен, савӑнса пурӑнмашкӑн ҫынсем валли илемлӗ ҫӗре тата мӗн кирлине пӗтӗмпех туса панинчен уҫҫӑн курӑнать (Пс. 103:24; 138:13—16). Эппин, ыттисене телейлӗ тӑвас тесе тӑрӑшатпӑр пулсан эпир Иеговӑна чыс-мухтав кӳретпӗр.

5 Чӑн христиансем Христосран вӗренме тӑрӑшаҫҫӗ, вӑл вара уҫӑ кӑмӑллӑ пулас тӗлӗшрен чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ. Иисус каланӑ: «Этем Ывӑлӗ те Хӑйӗншӗн ӗҫлеттерме килмен, Хӑй ҫынсемшӗн ӗҫлеме-тӑрӑшма, нумайӑшне хӑтарасшӑн Хӑйӗн пурӑнӑҫне пама килнӗ» (Матф. 20:28). Павел вара христиансене ҫапла чӗнсе каланӑ: «Сирӗн кӑмӑлӑр Христос Иисус кӑмӑлӗ пек пултӑр. Чура пек пулса, этем евӗрлӗ пулса... [вӑл] Хӑйне Хӑй кӗҫӗне хӑварнӑ» (Флп. 2:5, 7). Пирӗн хамӑра ҫакӑн пек ыйту памалла: «Иисусӑн йӗрӗпе тӗп-тӗрӗс пырас тесе эпӗ тата мӗн тума пултаратӑп?» (1 Петр 2:21 вуласа пар.)

6. Ырӑ самаритянин ҫинчен ытарӑша каласа парса Иисус пире мӗне вӗрентесшӗн пулнӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

6 Иегова эпир унран тата унӑн Ывӑлӗнчен тӗслӗх илнине курса савӑнать. Сӑмахран, эпир те ыттисемпе интересленетпӗр тата вӗсене пулӑшма майсем шыратпӑр. Ырӑ самаритянин ҫинчен ытарӑш каласа панипе Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсен пурне те камне кура уйӑрмасӑр пулӑшмаллине кӑтартасшӑн пулнӑ. (Лука 10:29—37 вуласа пар.) Иисус ҫав ытарӑша мӗншӗн каласа панине астӑватӑр-и? Пӗр еврей унран: «Ман ҫывӑх ҫыннӑм кам?» — тесе ыйтнӑ пулнӑ. Вара Иисус камӑн Турра савӑнтарас килет, ҫавӑн ҫав ырӑ самаритянин пекех уҫӑ кӑмӑллӑ пулмаллине кӑтартнӑ.

7. Уҫӑ кӑмӑллӑ пуласси тавлашуллӑ ыйтупа мӗнле ҫыхӑннӑ?

7 Пирӗн уҫӑ кӑмӑллӑ пулмаллине кӑтартакан тепӗр сӑлтавӗ Сатана Эдем пахчинче кӑларса тӑратнӑ тавлашуллӑ ыйтупа ҫыхӑннӑ. Вӑл Адампа Ева пирки, тӗрӗссипе, пур ҫын пирки те, вӗсем Турра итлемесен тата хӑйсен мӗн тӑвас килнине туса пурӑнсан телейлӗрех пулӗҫ тенӗ. Ева хӑйӗн эгоистла кӑмӑлӗ хыҫҫӑн кайнӑран Турӑ пек пулса тӑрасшӑн пулнӑ. Адам та хӑй ҫинчен ҫеҫ шухӑшланӑ, ҫавӑнпа Турра юрас вырӑнне Евӑна юрасшӑн пулнӑ (Пулт. 3:4—6). Ҫавӑ нумай хӗн-асап патне илсе ҫитернӗ. Харпӑр хӑйшӗн ҫеҫ тӑрӑшни ҫынсене телейлӗ тумасть. Уҫӑ кӑмӑллӑ пулма тӑрӑшсан вара эпир Иегова кӑтартакан ҫул чи лайӑх пурнӑҫ ҫулӗ пулнине ӗненнине кӑтартатпӑр.

ТУРӐ ХУШНӐ ӖҪЕ ТӐВӐР

8. Мӗншӗн пӗрремӗш ҫынсен ыттисем ҫинчен те шухӑшламалла пулнӑ тесе калама пулать?

8 Эдем пахчинче Адампа Ева иккӗн кӑна пулнӑ пулин те, вӗсен ыттисем ҫинчен те шухӑшламалла пулнӑ. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Иегова пӗрремӗш ҫынсене пысӑк ӗҫ шанса панӑ: ачасем ҫуратса ҫӗре тултарма тата пӗтӗм ҫӗр ҫинче рай тума хушнӑ (Пулт. 1:28). Адампа Евӑн хӑйсен пулас ачисем телейлӗ пулччӑр тесе тӑрӑшмалла пулнӑ. Ҫак тӗлӗшрен вӗсен пур ҫынна та телейлӗ тӑвасшӑн тӑрӑшакан Турӑран тӗслӗх илмелле пулнӑ. Ҫемйи ӳссе пынӑҫемӗн Адампа Евӑн Иегова хушнӑ ӗҫе тунӑ чухне хӑйсен ачисемпе пӗрле ҫума-ҫумӑн ӗҫлесе тӑмалла пулнӑ.

9. Ҫӗр ҫинче рай тунӑ май мӗншӗн ҫынсем пысӑк савӑнӑҫ илнӗ пулӗччӗҫ?

9 Иеговӑн ирӗкне пурнӑҫлас тесен тата унӑн канӑҫлӑхне кӗрес тесен пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫынсен Иеговӑпа пӗрле ӗҫлемелле пулнӑ (Евр. 4:11). Шухӑшласа пӑхӑр-ха: ҫав интереслӗ ӗҫе туса пынӑ май вӗсем мӗн тери пысӑк савӑнӑҫ илме пултарнӑ! Ыттисемшӗн чун-чӗререн тӑрӑшса ҫынсем шутсӑр нумай пиллӗх илнӗ пулӗччӗҫ.

10, 11. Ырӑ хыпар сарас тата вӗренекенсем хатӗрлес ӗҫе туса ҫитерме пире мӗн пулӑшӗ?

10 Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ырӑ хыпар сарма тата вӗренекенсем хатӗрлеме хушнӑ. Ҫак ӗҫе тӑвас тесе пирӗн ыттисемшӗн чун-чӗререн тӑрӑшмалла. Эпир Турра тата ҫывӑх ҫынна юрататпӑр пулсан ҫеҫ ҫак ӗҫе туса ҫитерме пултарӑпӑр.

11 Павел апостол хӑй пирки тата хӑйӗн хӑш-пӗр тусӗсем пирки Турӑпа пӗрле ӗҫлекенсем тенӗ, мӗншӗн тесен вӗсем Турӑ Патшалӑхӗн вӑрлӑхне лартнӑ тата шӑварса тӑнӑ (1 Кор. 3:6, 9). Турӑ хушнӑ ӗҫе тӑвас тесе хамӑрӑн вӑхӑта, вӑя тата укҫа-тенке шеллемесен эпир те Турӑпа пӗрле ӗҫлеме пултаратпӑр. Ҫакӑ вара питӗ пысӑк чыс!

Тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсене чӑнлӑха пӗлтересси питӗ пысӑк савӑнӑҫ кӳрет (12-мӗш абзаца пӑхӑр.)

12, 13. Вӗренекенсем хатӗрлес ӗҫ сире мӗнле пиллӗхсем парать?

12 Хамӑра шеллемесӗр ырӑ хыпар сарни тата вӗренекенсем хатӗрлени пысӑк савӑнӑҫ кӳрет. Ҫакна ҫынсемпе Библи вӗреннӗ хыпарҫӑсем нумайӑшӗ ҫирӗплетсе пама пултараҫҫӗ. Библири чӑнлӑха ӑнланма пуҫланӑ ҫынсен куҫӗсем савӑнӑҫпа ҫиҫнине, вӗсен ӗненӗвӗ ӳснине, хӑйсен пурнӑҫне улӑштарнине тата мӗн пӗлсе пыни ҫинчен ыттисене каласа пама пуҫланине курсан эпир хамӑра ҫав тери телейлӗ туятпӑр. Иисус хӑйӗн 70 вӗренекенӗ ырӑ хыпара ӑнӑҫлӑн пӗлтерсе таврӑнсан хӑй те вӗсемпе пӗрле савӑннӑ (Лука 10:17—21).

13 Ырӑ хыпар ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатнине курса пӗтӗм тӗнчери хыпарҫӑсем савӑнаҫҫӗ. Акӑ Анна * ятлӑ качча кайман христианкӑн тӗслӗхӗ. Вӑл Туррӑн ӗҫӗнче ытларах тӑвас тесе Хӗвелтухӑҫ Европӑна хыпарҫӑсем ҫитсех кайман ҫӗре куҫса кайнӑ. Анна ҫырать: «Кунта Библи вӗренӗвӗсем пуҫлама питӗ ҫӑмӑл. Ку мана ҫав тери килӗшет! Ырӑ хыпар сарас ӗҫ мана савӑнӑҫ кӳрсе тӑрать. Киле таврӑнсан манӑн хамӑн йывӑрлӑхсем ҫинчен шутлама вӑхӑт ҫук. Эпӗ кампа Библи вӗренетӗп, ҫав ҫынсен хуйхи-суйхи ҫинчен тата вӗсене мӗнле пулӑшмалли ҫинчен шухӑшлатӑп. Халӗ эпӗ „илессинчен парасси ҫынна телейлӗрех тӑвать“ тени чӑнах та тӗрӗссине пӗлетӗп» (Ап. ӗҫ. 20:35).

Хамӑр участокри кашни алӑка шаккаса эпир ҫынсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпара илтме май паратпӑр (14-мӗш абзаца пӑхӑр.)

14. Ҫынсем ырӑ хыпара йышӑнасшӑнах мар пулсан та савӑнӑҫа ҫухатасран пире мӗн пулӑшать?

14 Ҫынсем ырӑ хыпара йышӑнаҫҫӗ-и, йышӑнмаҫҫӗ-и, вӗсене ҫав хыпара илтме май парсан эпир савӑнӑҫ туйӑпӑр. Эпир тӑвакан ӗҫе Иезекииль тунӑ ӗҫпе танлаштарма пулать. Иегова ӑна каланӑ: «Эсӗ вӗсене Манӑн сӑмахӑмсене кала — итлӗҫ-и вӗсем, итлемӗҫ-и сана» (Иез. 2:7; Ис. 43:10). Ҫынсем итлесен-итлемесен те, Иегова пире вӑй хунӑшӑн пурпӗр хаклать. (Еврейсем 6:10 вуласа пар.) Ҫак тӗлӗшрен пӗр арҫын тӑван питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Вӑл хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫӗ ҫинчен акӑ мӗн калать: «Эпир лартатпӑр, шӑварса тӑратпӑр тата ӳстерме пулӑшасса шанса Иеговӑна кӗлтӑватпӑр» (1 Кор. 3:6).

ТЕЛЕЙ МӖНЛЕ ТУПМАЛЛА

15. Ҫынсем пархатарлӑ пулсан кӑна пирӗн уҫӑ кӑмӑллӑ пулмалла-и? Ӑнлантарса парӑр.

15 Иисус пире уҫӑ кӑмӑллӑ пулма хавхалантарнӑ, мӗншӗн тесен ҫакӑ пире телейлӗ тӑвать. Эпир уҫӑ кӑмӑллӑ пулнине курса ҫынсем нумайӑшӗ хӑйсем те уҫӑ кӑмӑллӑ пулас тейӗҫ. «Парӑр, хӑвӑра та парӗҫ: тулли виҫепе виҫсе, силлесе, пусса, тӳпеми тултарсах чӗркӗр ҫине хывӗҫ; ҫапла ӗнтӗ мӗнле виҫепе виҫетӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫсе парӗҫ»,— тенӗ Иисус (Лука 6:38). Паллах, уҫӑ кӑмӑллӑ пулнишӗн пире пурте пархатарлӑ пулмӗҫ, анчах ҫынсем пархатарсӑр пек курӑнсан та ырӑ тума ан чарӑнӑр. Пӗр ырӑ ӗҫ мӗн чухлӗ ырӑ ӗҫ патне илсе ҫитерме пултарасси пирки пӗлеес ҫук.

16. Пирӗн кампа уҫӑ кӑмӑллӑ пулмалла тата мӗншӗн?

16 Чӑннипех те уҫӑ кӑмӑллӑ ҫынсем хӑйсене каялла мӗн те пулин парасса кӗтмеҫҫӗ. Иисус каланӑ: «Эсӗ ӗҫкӗ-ҫикӗ тӑвас пулсассӑн ыйткалакансене, чӑлахсене, уксахсене, суккӑрсене чӗн: вӗсенӗн сана ырӑпа тавӑрмашкӑн нимӗн те ҫук» (Лука 14:13, 14). Библире Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ ҫакӑн пек сӑмахсем те пур: «Хӗрхенекен кӑмӑлли пиллӗхлӗ пулӗ» тата «Чухӑна асӗнче тытакан ҫын телейлӗ» (Ытар. 22:9; Пс. 40:2). Ҫапла, ыттисене пулӑшакан ҫын чӑннипех те телейлӗ.

17. Телейлӗ пулас тесен тата хӑш енчен уҫӑ кӑмӑллӑ пулмалла?

17 Иисусӑн «илессинчен парасси ҫынна телейлӗрех тӑвать» тенӗ сӑмахӗсене аса илтернӗ чухне Павел ыттисене хамӑр пурлӑхран парса пулӑшмалли пирки ҫеҫ каламан. Эпир ыттисене хавхалантарма, Библи ҫинче никӗсленнӗ канаш пама тата ӗҫпе пулӑшма пултаратпӑр (Ап. ӗҫ. 20:31—35). Ыттисене хамӑра шеллемесӗр пулӑшас тӗлӗшрен апостол сӑмахпа та, ӗҫпе те вӗрентнӗ. Вӑл ҫынсене юратнӑ, вӗсемпе тимлӗ пулнӑ тата вӗсемшӗн вӑхӑтне те, вӑйне те шеллемен.

18. Уҫӑ кӑмӑллӑ пулас тӗлӗшрен специалистсем мӗн палӑртаҫҫӗ?

18 Общество пурнӑҫне тӗпчекенсем каланӑ тӑрӑх, уҫӑ кӑмӑллӑ пулни ҫынсене телейлӗ тӑвать. Пӗр статьяра «ыттисене ырӑ тунӑ хыҫҫӑн ҫынсем хӑйсене чылай телейлӗрех туйма пуҫлаҫҫӗ» тесе ҫырнӑ. Тӗпчевҫӗсем шутланӑ тӑрӑх, ыттисене пулӑшни пирӗн пурнӑҫа «тӗллевлӗрех тӑвать, мӗншӗн тесен ҫакӑ ҫыннӑн кӑмӑлне тултарать». Ҫавӑнпа та специалистсем час-часах ҫынсене сывлӑха ҫирӗплетес тесен тата телейлӗрех пулас тесен тӳлевсӗрех ырӑ ӗҫсем тумалла теҫҫӗ. Уҫӑ кӑмӑллӑ пулни телейпе тачӑ ҫыхӑнни пире тӗлӗнтермест, мӗншӗн тесен ҫакӑн ҫинчен Библире, пире Пултаракан панӑ кӗнекере, тахҫанах ҫырса хунӑ пулнӑ (2 Тим. 3:16, 17).

УҪӐ КӐМӐЛЛӐ ПУЛМА АН ПӐРАХӐР

19, 20. Мӗншӗн сирӗн уҫӑ кӑмӑллӑ пулас килет?

19 Таврари ҫынсем хӑйсем ҫинчен ҫеҫ шухӑшлаҫҫӗ пулсан, уҫӑ кӑмӑллӑ пулма ҫӑмӑл мар. Анчах та Иисус икӗ чи аслӑ ӳкӗт пирки каланӑ: Иеговӑна пӗтӗм чӗрепе, пӗтӗм чунпа, пӗтӗм ӑспа, пӗтӗм вӑй-халпа юратмалли пирки тата ҫывӑх ҫынна харпӑр хӑйне юратнӑ пек юратмалли пирки (Марк 12:28—31). Ҫак статьяран куртӑмӑр ӗнтӗ, Иеговӑна юратакан ҫынсем ун пек пулма тӑрӑшаҫҫӗ. Иегова та, Иисус та уҫӑ кӑмӑллӑ, вӗсем эпир те ҫак лайӑх ене кӑтартасса кӗтеҫҫӗ, мӗншӗн тесен уҫӑ кӑмӑллӑ пулни чӑн-чӑн телей кӳрет. Иеговӑшӑн тата ыттисемшӗн чун-чӗререн мӗн те пулин тусан, эпир Турра мухтав кӳрӗпӗр, ыттисене пулӑшӑпӑр тата хамӑр та телейлӗрех пулӑпӑр.

20 Паллах, эсир халӗ те хӑвӑра шеллемесӗр ыттисене, уйрӑмах хӑвӑрпа пӗр пек ӗненекенсене, пулӑшатӑр (Гал. 6:10). Малалла та ҫапла тусан ыттисем сире юратӗҫ тата хисеплӗҫ, хӑвӑр та телейлӗ пулатӑр. Ытарӑшсем 11:25-мӗшӗнче каланӑ: «Ыттисене пулӑшакан чуна ырлӑх-пурлӑх ҫитӗ, ыттисене ӗҫтерекене хӑйне те ӗҫтерӗҫ». Христиансем пек пурӑннӑ май пирӗн ыттисене чун-чӗререн пулӑшма, вӗсемпе ырӑ та уҫӑ кӑмӑллӑ пулма майсем нумай. Тепӗр статьяра эпир вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисене пӑхса тухӑпӑр.

^ 13 абз. Ятне улӑштарнӑ.