Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ҫынна ҫиелтен пӑхса хак ан парӑр

Ҫынна ҫиелтен пӑхса хак ан парӑр

«Ҫиелтен пӑхса ан айӑплӑр, тӳрӗ сут туса айӑплӑр» (ИОАНН 7:24).

ЮРӐСЕМ: 142, 123

1. Исаия Иисус ҫинчен мӗнле пророкла сӑмахсем каланӑ тата ҫав сӑмахсем мӗне шантараҫҫӗ?

ИСАИЯ Иисус ҫинчен пророкла каланӑ ҫак сӑмахсем пире шанчӑк параҫҫӗ: «Вӑл куҫӗ мӗн курнипе сут тумӗ, хӑлхи мӗн илтнипе татса памӗ ӗҫе. Мӗскӗнсене Вӑл тӳррипе сут тӑвӗ» (Ис. 11:3, 4). Мӗншӗн ҫак сӑмахсем пирӗн чуна ӑшӑтаҫҫӗ? Мӗншӗн тесен ҫак тӗнчере ҫынна камне кура уйӑрасси анлӑ сарӑлнӑ. Пире пӗр ҫитменлӗхсӗр Судья ҫав тери кирлӗ! Иисус нихӑҫан та ҫиелтен пӑхса суд тумӗ.

2. Иисус пире мӗнле хушу панӑ тата ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

2 Кашни кун эпир ыттисем мӗнлерех ҫынсем пулни пирки шухӑшлатпӑр. Анчах та, Иисуспа танлаштарсан, эпир час-часах йӑнӑшатпӑр. Пирӗн хамӑр мӗн курни тӑрӑх пӗтӗмлетӳсем тӑвас йӑла пур. Ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне Иисус каланӑ: «Ҫиелтен пӑхса ан айӑплӑр, тӳрӗ сут туса айӑплӑр» (Иоанн 7:24). Иисус пире хӑйӗнчен тӗслӗх илме хушнӑ, ыттисене ҫиелтен пӑхса хак памалла мар тенӗ. Час-часах эпир виҫӗ япала ҫине пӑхса ыттисене хак паратпӑр: ҫын хӑш расӑран е хӑш халӑхран пулнине, пуян е чухӑн пулнине тата миҫе ҫула ҫитнине пӑхатпӑр. Айтӑр ҫак виҫӗ япалана сӳтсе явар та Иисус хушнине мӗнле пурнӑҫламаллине пӑхар.

ҪЫН ХӐШ РАСА Е ХӐШ ХАЛӐХ ҪЫННИ ПУЛНИ ҪИНЕ АН ПӐХӐР

3, 4. а) Мӗне пула Петр апостол ют халӑх ҫыннисем ҫине урӑхла пӑхма пуҫланӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.) ӑ) Иегова Петра мӗнле ҫӗнӗ чӑнлӑха ӑнланма пулӑшнӑ?

3 Шухӑшласа пӑхӑр-ха: хӑйне Корнилий ятлӑ ҫын патне Кесарие кайма хушсан, Петрӑн пуҫра мӗн тӗрлӗ шухӑш явӑна пуҫламан пулӗ (Ап. ӗҫ. 10:17—29). Ытти еврейсене вӗрентнӗ пекех, Петра та мӗн ачаранах ют халӑх ҫыннисем таса мар тесе шутлама хӑнӑхтарнӑ. Анчах та хӑш-пӗр ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн Петрӑн хӑйӗн шухӑшӗсене улӑштарма тивнӗ. Тӗслӗхрен, Турӑ ӑна курӑну панӑ (Ап. ӗҫ. 10:9—16). Вӑл сарлака пир татӑкӗ ҫӗрелле аннине курнӑ, ун ҫинче таса мар чӗрчунсем пулнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн тӳперен: «Петр, тӑр та — пусса ҫи»,— тенӗ сасӑ илтӗннӗ. Петр ҫук, ҫиместӗп тесе хуравланӑ. Вара тӳпери сасӑ ӑна: «Турӑ тасатнине эсӗ таса мар тесе ан шутла»,— тенӗ. Ҫав курӑнӑва курсан Петр хӑйне ҫав сасӑ мӗн пӗлтересшӗн пулни ҫинчен шухӑшланӑ. Ҫав самантрах ун патне Корнилий янӑ ҫынсем пынӑ. Святой сывлӑш хушнипе Петр тӳрех ҫав ҫынсемпе пӗрле Корнилий патне кайнӑ.

4 Петр ҫынсене ҫиелтен пӑхса хак панӑ пулсан, вӑл нихӑҫан та Корнилий килне кӗмен пулӗччӗ. Еврейсем урӑх халӑх ҫыннисен алӑк сулли урлӑ та каҫман вӗт. Мӗншӗн вара Петр унта кайнӑ? Ун ҫине хӑй курнӑ курӑну тата святой сывлӑш мӗн хушни пысӑк витӗм кӳнӗ. Корнилий мӗн каласа пани те Петра хӑйӗн шухӑшӗсене улӑштарма пулӑшнӑ. Вӑл каланӑ: «Халӗ ӗнтӗ чӑнахах пӗлтӗм: Турӑшӑн пур ҫын та — пӗрех, Турӑран хӑраса тӑракан ҫын, тӳрӗлӗхпе пурӑнакан ҫын кирек епле халӑх ҫынни пулсан та Турӑшӑн кӑмӑллӑ» (Ап. ӗҫ. 10:34, 35). Ҫавна ӑнланса илсен Петр мӗн тери хумханнӑ пулӗ! Ҫак чӑнлӑх христиансем ҫине пурин ҫине те мӗнле витӗм кӳнӗ?

5. а) Иегова христиансем пурте мӗнле чӑнлӑха ӑнланса илччӗр тет? ӑ) Ҫав чӑнлӑха пӗлетпӗр пулсан та пирӗн чӗре тӗпӗнче мӗнле туйӑмсем тӑрса юлма пултараҫҫӗ?

5 Петрпа мӗн пулса иртнинчен христиансем пурте Иегова никама та камне кура уйӑрманнине уҫҫӑн курнӑ. Турӑ ҫын хӑш расӑран е хӑш халӑхран тухнине, мӗнле чӗлхепе калаҫнине пӑхмасть. Хӑйӗнчен хӑраса тӑракан, тӳрӗлӗхпе пурӑнакан кирек кам та уншӑн кӑмӑллӑ (Гал. 3:26—28; Ӳлӗм. 7:9, 10). Эсир ҫавӑн ҫинчен пӗлетӗр паллах. Анчах та хӑвӑр ҫуралса ӳснӗ вырӑнта ҫынсене камне кура уйӑрасси йӗркеллӗ япала шутланать пулсан вара? Тен, эсир пурин ҫине те пӗр пек пӑхатӑп тетӗр пулӗ, ҫапах та сирӗн чӗре тӗпӗнче ыттисене камне кура уйӑрасси тӑрса юлма пултарать. Иеговӑшӑн пур ҫын та пӗрех пулнине ыттисене ӑнланма пулӑшакан Петр та каярахпа ҫынсене камне кура уйӑрма пуҫланӑ (Гал. 2:11—14). Иисуса итлеме тата ыттисене ҫиелтен пӑхса хак парасран пире мӗн пулӑшӗ?

6. а) Ыттисене камне кура уйӑрас йӑлана хамӑрӑн чӗрере тӗпӗ-йӗрӗпе пӗтерме пире мӗн пулӑшма пултарать? ӑ) Пӗр старейшинӑн мӗнле ҫитменлӗх пурри палӑрнӑ?

6 Ҫынна камне кура уйӑрас йӑла хамӑрӑн чӗрере тӑрса юлнипе юлманнине Турӑ Сӑмахӗпе усӑ курса тӗплӗн тӗпчемелле (Пс. 118:105). Хамӑрӑн ҫав йӑла пуррине асӑрхамастпӑр пулсан, хамӑра тӗрӗслесе пӑхма пухури ҫывӑх тусран пулӑшу ыйтма пулать (Гал. 2:11, 14). Хӑш-пӗр чухне ҫав япӑх йӑла чӗрере ҫав тери тарӑн тымар янӑран ҫын вӑл пуррине ӑнланмасть те. Тӗслӗх пӑхса тухар. Пӗр старейшинӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлекен пӗр мӑшӑр пирки рекомендаци ҫырмалла пулнӑ. Упӑшки пӗчӗк халӑхран тухнӑ ҫын пулнӑ, нумайӑшӗ вара ҫав халӑх ҫине йӗрӗнерех пӑхаҫҫӗ. Старейшина хӑй те ҫав халӑх ҫыннисене тиркенине ӑнланман пулас. Ҫырура вӑл ҫав арҫын тӑванӑн нумай лайӑх енӗ ҫинчен асӑннӑ, анчах та вӑл ҫапла та ҫырнӑ: «Ҫак тӑван [ҫав-ҫав халӑх] ҫынни пулсан та, вӑл хӑйне мӗнле тытнине тата мӗнле пурӑннине курса ыттисем ҫакна ӑнланаҫҫӗ: [ҫав-ҫав халӑх] ҫыннисем пурте таса мар пурӑнмаҫҫӗ тата вӗсем хушшинче хӑйсене тытма пӗлекенсем те пур». Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр? Туррӑн организацийӗнче эпир кирек мӗнле вырӑн йышӑнсан та, ҫынсене камне кура уйӑрасси хамӑрӑн чӗрере юлнипе юлманнине пӗлес тесе пирӗн ыттисенчен пулӑшу ыйтмалла. Эпир тата мӗн тума пултаратпӑр?

7. Пирӗн чӗре яриех уҫӑ пулнине мӗнле кӑтартмалла?

7 Эпир хамӑр чӗрене ыттисем валли яриех уҫса хуратпӑр пулсан, пирӗн чӗре юратупа тулса ларать, вара ҫынна камне кура уйӑрасси валли вырӑн юлмасть (2 Кор. 6:11—13). Сирӗн хӑвӑрӑн халӑх ҫыннисемпе е хӑвӑр чӗлхепе калаҫакансемпе кӑна хутшӑнас йӑла пур-и? Пур пулсан, ытти халӑх ҫыннисемпе те хутшӑнма тӑрӑшӑр. Тӗрлӗ тӑвансемпе ырӑ хыпар сарӑр тата вӗсене хӑнана чӗнӗр (Ап. ӗҫ. 16:14, 15). Ҫапла вара сирӗн чӗрере ҫынна камне кура уйӑрасси мар, юрату пулать. Анчах та тепӗр сӑлтава пула та эпир ыттисем ҫинчен тӗрӗс мар шутласа хума пултаратпӑр. Айтӑр ҫавна сӳтсе явар.

ҪЫН ПУЯН Е ЧУХӐН ПУЛНИ ҪИНЕ АН ПӐХӐР

8. Левит 19:15-мӗшӗ тӑрӑх, ҫын пуян е чухӑн пулнине кура эпир хамӑра унпа мӗнле тытма пултаратпӑр?

8 Эпир ҫынсем пуян е чухӑн пулнине кура та вӗсем ҫине тӗрлӗрен пӑхма пултаратпӑр. Левит 19:15-мӗшӗнче каланӑ: «Сутра тӗрӗс мар ӗҫ ан тӑвӑр; мӗскӗне ан тапта, аслӑ ҫынна юрама ан тӑрӑш; йӑхташна тӳррипе сут ту».

9. Соломон ҫынсем ҫинчен мӗн ҫырнӑ тата ҫакӑ пире мӗне вӗрентет?

9 Святой сывлӑш хавхалантарнипе Соломон ҫынсем час-часах хӑйсене пуянсемпе мӗнле тытни ҫинчен тата чухӑнсемпе мӗнле тытни ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «Чухӑнран ҫывӑх ҫыннисем те ютшӑнаҫҫӗ, пуянӑн вара — темӗн чухлӗ тус» (Ытар. 14:20). Ҫакӑ, паллах, кулянтарать. Соломонӑн сӑмахӗсем пире ҫакна вӗрентеҫҫӗ: асӑрхануллӑ пулмасан эпир, тен, чухӑн ҫынсенчен пӑрӑнса ҫӳреме пуҫлӑпӑр, пуяннисемпе вара туслашасшӑн пулӑпӑр. Ҫакӑ мӗнле хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать?

10. Иаков мӗнле йывӑрлӑх пирки ҫырнӑ?

10 Ыттисене вӗсем чухӑн е пуян пулнине кура уйӑратпӑр пулсан, пуху пайланса кайма пултарать. Пӗрремӗш ӗмӗрте христиансен хӑш-пӗр пухӑвӗнче ҫавнашкал пулса тухнӑ. Ҫавӑн ҫинчен Иаков асӑрхаттарса ҫырнӑ. (Иаков 2:1—4 вуласа пар.) Пирӗн те хамӑрӑн пухура ҫавӑн пек пулса ан тухтӑр тесе тӑрӑшмалла. Ҫынсене ҫиелтен пӑхса хак парасран мӗнле асӑрханмалла?

11. Туррӑн тусӗ пуласси пуян е чухӑн пулнинчен килет-и? Ӑнлантарса парӑр.

11 Пирӗн ыттисем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхмалла. Турӑ ҫынсене вӗсем пуян е чухӑн пулнине пӑхса хак памасть. Хамӑрпа Иегова хушшинчи туслӑх пирӗн мӗн чухлӗ укҫа-тенкӗ пулнинчен килмест. Иисус «пуян ҫынна Ҫӳлти Патшалӑха кӗме хӗн» тенӗ пулсан та, ҫакӑ пуян ҫынсем нихӑшӗ те унта кӗрейменнине пӗлтермест (Матф. 19:23). Ҫавӑн пекех Иисус: «Мӗскӗн кӑмӑллисем [«чухӑннисем», ҪТ] телейлӗ: сире Турӑ Патшалӑхӗ пулӗ»,— тенӗ (Лука 6:20). Анчах та чухӑннисем пурте Иисусӑн вӗренекенӗсем пулса тӑман. Эппин, Иеговӑн тусӗ пуласси пуян е чухӑн пулнинчен килет тесе нихӑҫан та шутламалла мар.

12. Пуяннисене те, чухӑннисене те Библи мӗн тума чӗнсе калать?

12 Пирӗн организацинче пуян тӑвансем те, чухӑннисем те нумай, вӗсем пурте Иеговӑна юратаҫҫӗ тата уншӑн чун-чӗререн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Библире пуяннисем «пӗтекен пуянлӑха ан шанччӑр, Чӗрӗ Турра шанччӑр» тесе чӗнсе каланӑ. (1 Тимофей 6:17—19 вуласа пар.) Ҫавӑн пекех Турӑ Сӑмахӗнче Иеговӑн ӗҫлекенӗсене пурне те — пуяннисене те, чухӑннисене те — укҫана юратасран асӑрхаттарнӑ (1 Тим. 6:9, 10). Эпир тӑвансем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхатпӑр пулсан, вӗсене пурлӑхӗ ҫине пӑхса хак памастпӑр. Ыттисем миҫе ҫула ҫитнине пӑхни пирки вара мӗн калама пулать? Ҫавна пӑхса ҫынсене хак пама пулать-и? Айтӑр пӑхар.

ҪЫН МИҪЕ ҪУЛА ҪИТНИНЕ АН ПӐХӐР

13. Библи тӑрӑх, аслӑраххисем ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла?

13 Библире пирӗн аслӑраххисене хисеплемелле тесе пӗрре анчах мар каланӑ. Левит 19:32-мӗшӗнче ҫырнӑ: «Ҫӳҫӗ шуралнӑ ҫын умӗнче ура ҫине тӑр, ватӑ ҫынна хисепле, Ҫӳлхуҫаран хӑвӑн Туррунтан хӑраса тӑр». Ытарӑшсем 16:31-мӗшӗнче те ҫавнашкал шухӑш пур: «Мухтав тӳпи — шуралнӑ ҫӳҫ, вӑл — тӳрӗлӗх ҫулӗ ҫинче». Павел апостол вара Тимофее «ватӑ ҫынпа тӳрккес ан пул», вӗсене хисепле тесе чӗнсе каланӑ (1 Тим. 5:1, 2). Тимофейӑн ҫав тӑвансене хушусем памалла пулнӑ пулин те вӗсемпе хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулмалла тата хӑйне хисеплӗн тытмалла пулнӑ.

14. Хамӑртан аслӑрах тӑвана канаш пани хӑҫан вырӑнлӑ?

14 Анчах та пирӗнтен аслӑрах тӑван пӗлсе тӑрсах ҫылӑх тӑвать пулсан е ыттисене Иегова сивлекен ӗҫе тума хӗтӗртет пулсан, мӗн тумалла? Иегова ҫылӑх тунӑшӑн ӳкӗнмен ҫынна хӗрхенмест, вӑл миҫе ҫула ҫитнине те пӑхса тӑмасть. Иезекииль 9:5, 6 сӑвӑ йӗркисенче мӗн каланине асӑрхӑр-ха: «Эпӗ вӑл ыттисене мӗн каланине илтрӗм: ун хыҫҫӑн хулара ҫӳрӗр, вӗлерӗр... ватӑ ҫынна та, яш ачапа качча кайман хӗре те, пӗчӗк ачасемпе арӑмсене те вӗлерсе тухӑр». Ҫавнашкал шухӑш Исаия кӗнекинче те пур (Ис. 65:20). Пирӗн пуринчен малтан «Кунӗсемпе Авалхискере», Иегова Турра, хисеплемелле (Дан. 7:9, 10, 13, 14). Вара, кирлӗ пулсан, эпир хамӑртан аслӑрах тӑвана канаш пама хӑраса тӑмӑпӑр (Гал. 6:1).

Эсир ҫамрӑк арҫын тӑвансене хисепленине кӑтартатӑр-и? (15-мӗш абзаца пӑхӑр.)

15. Павел апостолӑн сӑмахӗсене шута илсе пирӗн ҫамрӑк арҫын тӑвансем ҫине мӗнле пӑхмалла?

15 Ҫамрӑк тӑвансем пирки вара мӗн калама пулать? Павел Тимофей патне акӑ мӗн ҫырса янӑ: «Ҫамрӑк тесе сана никам та тиркемелле ан пултӑр; ӗненекенсемшӗн тӗслӗх пул — вӗрентме те, хӑвна мӗнле тыткаламаллине те, юратма та, Турӑшӑн пурӑнма та, ӗненме те, таса пулма та санран курса вӗренччӗр» (1 Тим. 4:12). Ун чухне Тимофей, тен, пӗр 30 ҫулсенче пулнӑ, ҫапах та Павел ӑна яваплӑ ӗҫсем шанса панӑ. Апла пулсан, пирӗн ҫамрӑк арҫын тӑвансене вӗсем миҫе ҫула ҫитнине пӑхса хак памалла мар. Ҫавӑн пекех Иисус Христос ырӑ хыпар сарнӑ чухне 30 ҫулсенче ҫеҫ пулни ҫинчен те манмалла мар.

16, 17. а) Арҫын тӑвана старейшина е пулӑшакан ӗҫчен тивӗҫне панӑ чухне мӗне тӗпе хурса йышӑну тӑваҫҫӗ? ӑ) Йышӑнусем тунӑ чухне старейшинӑсем ҫине хӑйсен шухӑшӗсем е вырӑнти культура мӗнле витӗм кӳме пултарать?

16 Хӑш-пӗр халӑхра ҫамрӑк арҫынсем ҫине ҫӳлтен пӑхаҫҫӗ. Ҫавна пула старейшинӑсем ҫамрӑк арҫын тӑвансене, вӗсем старейшинӑсем е пулӑшакан ӗҫченсем пулма юрӑхлӑ пулсан та, ҫӗнӗ тивӗҫсем пама васкамаҫҫӗ. Старейшинӑсен пурин те ҫакна асра тытмалла: старейшина е пулӑшакан ӗҫчен пулас тесен арҫын тӑванӑн миҫе ҫулта пулмалли пирки Библире ним те каламан (1 Тим. 3:1—10, 12, 13; Тит 1:5—9). Старейшинӑсем вырӑнти культура витӗм кӳнине пула арҫын тӑвансем миҫе ҫула ҫитсен тивӗҫсем илме пултарасси пирки правило шухӑшласа кӑлараҫҫӗ пулсан, вӗсем Сӑваплӑ Ҫырӑва хирӗҫлекен ӗҫ тӑваҫҫӗ. Старейшинӑсен ҫамрӑк арҫын тӑвансене Библири требованисем тӑрӑх хак памалла, харпӑр хӑй шухӑшӗсем хыҫҫӑн каймалла мар, вырӑнти культурӑна та хӑйсем ҫине витӗм кӳме памалла мар (2 Тим. 3:16, 17).

17 Пӗр ҫӗршывра пулса иртнӗ тӗслӗхе пӑхса тухар. Пӗр пулӑшакан ӗҫчен хӑйне шанса панӑ тивӗҫсене питӗ лайӑх пурнӑҫласа тӑнӑ. Унӑн пухӑвӗнчи старейшинӑсем вӑл Библири требованисем тӑрӑх старейшина пулма юрӑхлӑ тенӗ пулсан та, ӑна ҫав тивӗҫе пама васкаман. Аслӑрах старейшинӑсем ҫав тӑван ытла ҫамрӑк курӑнать, пухури ытти тӑвансене ӑна старейшина вырӑнне хума йывӑр пулӗ тенӗ. Шел пулин те, тӑвана унӑн сӑн-питне кура старейшина пулма лартман. Отчетсем кӑтартса панӑ тӑрӑх, тӗрлӗ ҫӗршывра ҫавӑн пек шухӑш-кӑмӑллӑ старейшинӑсем нумай. Йышӑнусем тунӑ чухне пирӗн хамӑр ҫине хамӑрӑн шухӑшсене е культурӑна мар, Библие витӗм кӳме памалла. Ҫапла эпир Иисус мӗн каланине пурнӑҫлатпӑр тата ыттисене ҫиелтен пӑхса хак памастпӑр.

ТӲРРИПЕ СУТ ТӐВӐР

18, 19. Ыттисем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма пире мӗн пулӑшӗ?

18 Пирӗн ҫитменлӗхсем пур пулсан та, эпир Иегова пекех ыттисем ҫине камне кура уйӑрмасӑр пӑхма вӗренме пултаратпӑр (Ап. ӗҫ. 10:34, 35). Ҫапла тӑвас тесен пирӗн Турӑ Сӑмахӗнче асӑрхаттарса каланисене яланах итлемелле. Вара эпир Иисус хушнипе килӗшӳллӗн ҫынсене ҫиелтен пӑхса хак памӑпӑр (Иоанн 7:24).

19 Кӗҫех пирӗн Патша, Иисус Христос, пӗтӗм ҫынна тӳрӗ суд тума пуҫлӗ, ҫавна вӑл куҫӗ мӗн курнипе, хӑлхи мӗн илтнипе тумӗ (Ис. 11:3, 4). Ун чухне мӗн тери тӗлӗнмелле вӑхӑт пулӗ!