Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иеговӑн влаҫӗ тӳрре тухнӑ!

Иеговӑн влаҫӗ тӳрре тухнӑ!

Иеговӑн влаҫӗ тӳрре тухнӑ!

«Ҫӳлти Турӑ — ҫынсен патшалӑхӗн Пуҫлӑхӗ» (ДАН. 4:17, ҪТ).

1, 2. Мӗншӗн ҫынсем влаҫа ӑнӑҫлӑ тытса тӑма пултараймаҫҫӗ?

 ҪЫНСЕМ влаҫа тытса тӑрасси ӑнӑҫлӑ пулаймарӗ! Ку чӑнах та ҫапла. Ӑнӑҫсӑр пулнине кӑтартакан тӗп сӑлтавсенчен пӗри — ҫынсене ӑслӑлӑх ҫитмест. Ҫынсем влаҫа ӑнӑҫлӑ тытса тӑма пултарайманни уйрӑмах паян палӑрса тӑрать, мӗншӗн тесен пуҫлӑхсенчен нумайӑшӗ хӑйсене тата укҫана юратаҫҫӗ, мӑнкӑмӑллӑ, хӑйсене пысӑка хураҫҫӗ, шанчӑклӑ мар, нумайӑшӗпе калаҫса татӑлма ҫук, элекҫӗсем, чарусӑр, хаяр кӑмӑллӑ, ырра юратмаҫҫӗ, сутӑнчӑкла хӑтланаҫҫӗ тата ҫӗкленсе калаҫаҫҫӗ (2 Тим. 3:2—4).

2 Пӗрремӗш ҫынсем Туррӑн влаҫне сирсе янӑ. Ҫавӑн пек тунипе вӗсем ирӗклӗх суйласа илтӗмӗр тесе шутланӑ пулӗ. Чӑннипе вара вӗсем Сатанан влаҫне пӑхӑнса тӑракансем пулса тӑнӑ. «Ҫак тӗнче пуҫлӑхӗ», Сатана, хӑватлӑ витӗм кӳрсе тӑнипе ҫынсем ултӑ пин ҫул хушши влаҫпа тӗрӗс мар усӑ курни пире этемлӗх историнчи нихӑҫан пулман начар лару-тӑру патне илсе ҫитерчӗ (Иоан. 12:31). Этемлӗх паян мӗнле шайра тӑни ҫинчен каланӑ май, ХХ ӗмӗрӗн историне сӑнласа паракан кӗнекен авторӗсем «тӗнче пӗр ҫитменлӗхсӗр пулассине кӗтни» усӑсӑр тесе ҫыраҫҫӗ. Вӗсем ӑнлантараҫҫӗ: «Ӑна тупма ҫук кӑна мар, ҫавӑн пекех ӑна тума тӑрӑшни чи хӑрушӑ инкек-синкек, тоталитаризм тата вӑрҫӑ патне илсе пырать» (The Oxford History of the Twentieth Century). Ҫынсем влаҫа ӑнӑҫлӑ тытса тӑма пултарайманни ҫинчен мӗн тери уҫҫӑн каланӑ!

3. Адампа Ева ҫылӑха кӗмен пулсан, Турӑ влаҫа мӗнле тытса тӑма пултарни пирки мӗн калама пулать?

3 Пӗрремӗш ҫынсем пӗртен-пӗр тӗрӗс влаҫа — Туррӑн влаҫне — сирсе яни чӑннипех хурлантарать! Адампа Ева Турра хирӗҫ кайман пулсан, Иегова хӑйӗн влаҫне ҫӗр ҫинче мӗнле йӗркелесе яма пултарнине эпир, паллах, пӗтӗмпех пӗлместпӗр. Анчах та эпир ҫакна шанма пултаратпӑр: пӗтӗм этемлӗх йышӑннӑ Туррӑн влаҫӗ юратупа палӑрса тӑнӑ пулӗччӗ тата унта ҫынсене камне кура уйӑрман пулӗччӗҫ (Апост. ӗҫ. 10:34; 1 Иоан. 4:8). Туррӑн никам ирттерейми ӑслӑлӑхне шута илнӗ май, эпир ҫакна та шанма пултаратпӑр: этемлӗх Иеговӑна пӑхӑнса пурӑннӑ пулсан, ҫынсен влаҫӗ майлӑ тӑракансем тунӑ йӑнӑшсенчен сыхланма пулатчӗ. Туррӑн влаҫӗ — теократи — пур чӗрӗ чунӑн кӑмӑлне ҫырлахтарас тӗлӗшрен ӑнӑҫлӑ пулнӑ пулӗччӗ (Пс. 144:16). Кӗскен каласан, ҫакӑ вӑл пур енчен аван власть пулнӑ пулӗччӗ (Сакк. аст. 32:4). Ҫынсем ӑна сирсе яни — калама ҫук хурлантарать!

4. Сатанана влаҫа тытса тӑма мӗн таран ирӗк панӑ?

4 Ҫакна асра тытни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: Иегова ҫынсене пӗр-пӗринпе пуҫ пулма панӑ пулин те, вӑл ҫынсен тата ангелсен Пуҫлӑхӗ пулма право пурринчен нихӑҫан та тунман. Вавилонӑн хӑватлӑ патшин те юлашкинчен «Ҫӳлти Турӑ — ҫынсен патшалӑхӗн Пуҫлӑхӗ» пулнине йышӑнма тивнӗ (Дан. 4:17, ҪТ). Юлашкинчен вара, Турӑ Патшалӑхӗ Туррӑн ирӗкне пурнӑҫланатех (Матф. 6:10). Сатана ҫӗкленӗ тавлашуллӑ ыйтусене татӑклӑн татса парас тесе Иегова Сатанана пӗр вӑхӑт хушши «ҫак ӗмӗрӗн турри» пулма панӑ (2 Кор. 4:3, 4; 1 Иоан. 5:19). Ҫапах та Сатана нихӑҫан та Иегова тума хушманнинчен иртме пултарайман (2 Лет. 20:6; Иов 1:11, 12; 2:3—6). Унсӑр пуҫне тата, Турра пӑхӑнса пурӑнассине суйласа илнӗ ҫынсем яланах пулнӑ, вӗсем Туррӑн чи аслӑ Тӑшманӗ тытса тӑракан тӗнчере пурӑннӑ пулин те.

Турӑ Израиле тытса тӑни

5. Мӗн тӑвӑп тесе Израиль Турра сӑмах панӑ?

5 Авель вӑхӑтӗнчен пуҫласа патриархсен вӑхӑчӗ таран Иеговӑна пуҫҫапса пурӑнакан тата унӑн заповечӗсене тытса тӑракан шанчӑклӑ ҫынсем пулнӑ (Евр. 11:4—22). Моисей пурӑннӑ вӑхӑтра Иегова Иаков патриархӑн ӑрӑвӗпе килӗшӳ тунӑ та вӗсем вара Израиль халӑхӗ пулса тӑнӑ. Пирӗн эрӑчченхи 1513-мӗш ҫулта Израиль ҫыннисем — вӗсем хӑйсем те, вӗсен ӑрӑвӗ те Иеговӑна, хӑйсен Пуҫлӑхӗ вырӑнне хурса, пӑхӑнса тӑма сӑмах панӑ. Вӗсем тупа тунӑ: «Ҫӳлхуҫа каланине пурне те тӑвӑпӑр» (Тух. 19:8).

6, 7. Турӑ Израиле пуҫ пулса тытса тӑни мӗнпе палӑрса тӑнӑ?

6 Иеговӑн Израиле хӑйӗн халӑхӗ пулма суйласа илнӗ чухне тӗллев пулнӑ. (Саккуна астутарни 7:7, 8 вуласа пар.) Турӑ Израиль халӑхне ырӑ тӑвас тесе кӑна суйласа илмен. Ҫакӑ ҫавӑн пекех Туррӑн ятне сӑваплӑ тӑвассипе тата унӑн аслӑ влаҫне тӳрре кӑларассипе ҫыхӑннӑ, мӗншӗн тесен ҫаксем чылай ытларах кирлӗ пулнӑ. Израиль халӑхӗн свидетель пулса Иегова пӗртен-пӗр чӑн Турӑ пулнине пӗлтерсе тӑмалла пулнӑ (Ис. 43:10; 44:6—8). Ҫавӑнпа та Иегова ҫак халӑха каланӑ: «Эсӗ — хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑваплӑ халӑхӗ, сана ҫӗр ҫинчи пур халӑхсенчен Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхӗ пулма суйласа илнӗ» (Сакк. аст. 14:2).

7 Турӑ Израиле пуҫ пулса тытса тӑнӑ чухне вӗсен ҫитменлӗхӗсене шута илсе тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтрах, унӑн законӗсенче пӗр ҫитменлӗх те пулман, закон Параканӑн лайӑх енӗсем те палӑрса тӑнӑ. Иегова Моисей урлӑ панӑ заповедьсем Туррӑн сӑваплӑхне, вӑл тӗрӗслӗхе юратнине, каҫарма хатӗр пулнине тата тӳсӗмлӗ пулнине уҫҫӑн кӑтартса тӑнӑ. Каярахпа, Иисус Навин тата унпа пӗр вӑхӑтрисем пурӑннӑ чухне, халӑх Иеговӑн заповечӗсене тытса тӑнӑ та Турӑран пиллӗхсем илсе мирлӗ пурнӑҫпа савӑнса пурӑннӑ (Иис.Н. 24:21, 22, 29, 31). Израиль историнчи ҫав тапхӑр Иеговӑн влаҫӗ ӑнӑҫлӑ пулнине кӑтартнӑ.

Ҫынсен влаҫӗ хакла ларать

8, 9. Мӗн ҫинчен Израиль ним шухӑшламасӑр ыйтнӑ тата ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ?

8 Анчах Израиль халӑхӗ час-часах Туррӑн влаҫне сирсе янӑ та унӑн хӳтлӗхӗсӗр тӑрса юлнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӗсем Самуил пророк урлӑ хӑйсем валли ҫынна патшана лартма ыйтнӑ. Иегова Самуила вӗсем ыйтнӑ пек тума хушнӑ. Анчах Иегова каланӑ: «Вӗсем сана мар, мана хӑйсен патши тӑвас мар тесе сирсе ячӗҫ» (1 Сам. 8:7, ҪТ). Иегова Израиле хӑйсем валли патша суйласа илме ирӗк панӑ пулин те, власть ҫын аллинче пулни хакла ларать тесе вӗсене асӑрхаттарнӑ. (1 Самуил 8:9, 11ӑ, 13, 18 вуласа пар *.)

9 Иегова асӑрхаттарса калани тӗрӗс пулнине истори кӑтартса панӑ. Патшасем ертсе пыни Израиле пысӑк йывӑрлӑхсене кӗртсе ӳкернӗ, уйрӑмах, патша Иеговӑна шанчӑклӑ пулман чухне. Израильпе мӗн пулнине асра тытнӑ май, Иеговӑна пӗлмен ҫынсем темиҫе ӗмӗр хушши хӑйсен аллинче влаҫа тытса тӑни лайӑх пурнӑҫ туса пама пултарайманнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар. Чӑнах та, хӑш-пӗр политиксем мирпе хӑрушсӑрлӑхшӑн кӗрешнине пиллеме Турӑран ыйтаҫҫӗ, анчах Турӑ хӑйӗн влаҫне пӑхӑнса тӑман ҫынсене пиллӗ-ши? (Пс. 2:10—12).

Турӑ тытса тӑракан ҫӗнӗ халӑх

10. Мӗншӗн Израиль вырӑнне Турӑ тепӗр халӑх суйласа илнӗ?

10 Израиль халӑхӗ Иеговӑшӑн чунтан парӑнса ӗҫлесе тӑрасшӑн пулман. Юлашкинчен вӗсем Турӑ лартнӑ Мессийӑна сирсе янӑ, вара Иегова та вӗсене сирсе янӑ. Вӗсем вырӑнне вӑл тепӗр ҫынсен ушкӑнне суйласа илме шут тытнӑ та вӗсене ҫӗнӗ халӑх туса хунӑ. Ҫапла вара, пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулта христиансен пухӑвӗ — святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансенчен тӑракан пуху ҫуралнӑ. Ҫав пуху, тӗрӗссипе каласан, Иеговӑна, хӑйӗн Пуҫлӑхӗ вырӑнне хурса, пӑхӑнса тӑракан ҫӗнӗ халӑх пулнӑ. Павел ун пирки «Туррӑн Израилӗ» тенӗ (Гал. 6:16).

11, 12. Ертсе пырас тӗлӗшрен Израильпе «Туррӑн Израилӗ» хушшинче мӗнле пӗрпеклӗхсем пур?

11 Израиль халӑхӗпе «Туррӑн Израилӗ» текен ҫӗнӗ халӑх хушшинче пӗрпеклӗхсем те, уйрӑмлӑхсем те пур. Авалхи Израильпе танлаштарсан, христиансен пухӑвӗнче ҫынсенчен лартнӑ патша ҫук тата ҫылӑх тунӑшӑн чӗрчунсене парнене кӳме кирлӗ мар. Израиль халӑхӗпе христиансен пухӑвӗ хушшинчи пӗрпеклӗхсенчен пӗри — унта та, кунта та аслӑ ҫынсем, урӑхла каласан, старейшинӑсем пулнӑ (Тух. 19:3—8). Христиансен пухӑвӗнчи старейшинӑсем кӗтӳпе хуҫаланмаҫҫӗ. Ун вырӑнне вӗсем пухӑва кӗтӗве пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ тата христиансем тӑвакан ӗҫре ертсе пырассине хӑйсем ҫине хапӑл тусах илеҫҫӗ. Пухура вӗсем кашнипе хӑйсене кӑмӑллӑ тытаҫҫӗ, пурне те хисеплеҫҫӗ тата хаклаҫҫӗ (2 Кор. 1:24; 1 Пет. 5:2, 3).

12 Турӑ хӑйне Израильпе мӗнле тытни пирки шухӑшланӑ май, «Туррӑн Израилӗ» шутне кӗрекенсем те, вӗсен юлташӗсем, «урӑх сурӑхсем» те, Иеговӑна тата ытларах пархатарлӑ пулса пыраҫҫӗ тата вӑл влаҫа мӗнле тытса тӑнине хакланӑҫемӗн хакласа тӑраҫҫӗ (Иоан. 10:16). Сӑмахран, истори кӑтартнӑ тӑрӑх, Израиль ҫыннисем ҫине вӗсен пуҫлӑхӗсем витӗм кӳрсе тӑнӑ — лайӑх енчен те, япӑх енчен те. Ҫавна шута илнӗ май, христиансем хушшинче ертсе пырассине хӑйсем ҫине илекенсен, вӗсем авалхи патшасем пек пуҫлӑхсем мар пулин те, ӗненӳ кӑтартас тӗлӗшрен ыттисемшӗн лайӑх тӗслӗх пулмаллине ӑнланмалла (Евр. 13:7).

Иегова паян влаҫа мӗнле тытса тӑрать

13. 1914-мӗш ҫулта мӗнле паллӑ ӗҫ пулса иртнӗ?

13 Ҫынсем пӗр-пӗринпе пуҫ пулса тӑрасси вӗҫленсе пырать тесе паянхи христиансем пӗтӗм тӗнчипе пӗлтерсе тӑраҫҫӗ. Иегова 1914-мӗш ҫулта пӗлӗтре хӑйӗн Патшалӑхне йӗркеленӗ те Иисус Христоса Патшана лартнӑ. Ҫав вӑхӑтра «ҫӗнтерекен пек... ҫӗнтерме тухтӑр» тесе вӑл Иисуса власть панӑ (Апок. 6:2). Тин кӑна лартнӑ Патшана ҫапла каланӑ: «Эсӗ тӑшманусен хушшинче хуҫа пул» (Пс. 109:2). Шел пулин те, халӑхсем Иеговӑн влаҫне пӑхӑнса тӑрасшӑн мар. Вӗсем хӑйсене «Турӑ ҫук» пекех тытаҫҫӗ (Пс. 13:1).

14, 15. а) Турӑ Патшалӑхӗ паян пире мӗнле ертсе пырать тата ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ мӗнле ыйтусене пирӗн хамӑра памалла? ӑ) Туррӑн влаҫне ним те ирттерейме пултарайманни паян мӗнле курӑнса тӑрать?

14 «Туррӑн Израилӗ» шутне кӗрекенсенчен хӑш-пӗрисем халӗ те ҫӗр ҫинче пурӑнаҫҫӗ. Иисусӑн тӑванӗсем пулнӑ май, вӗсем «Христос ячӗпе янӑ ҫынсем [е посолсем]» пулса ӗҫлеҫҫӗ (2 Кор. 5:20). Святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансене те, шучӗпе ӳссе пыракан миллионшар христианина та — ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗрӗпе пурӑнма шанчӑк пуррисене — Библие ӑнлантарса паракан литературӑпа тивӗҫтерсе тӑччӑр тесе вӗсене тӗрӗс, ырӑ ӑслӑ чура ушкӑнӗ пулма лартнӑ (Матф. 24:45—47; Апок. 7:9—15). Чӑн христиансем пиллӗхсем илсе савӑнса пурӑнни — Иегова ҫав йӗркене ырланине ҫирӗплетсе парать.

15 Кашни харпӑр хӑйне ҫакӑн пек ыйтусем пани лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: «Христиансен пухӑвӗнче манран мӗн кӗтнине эпӗ пӗтӗмпех ӑнланатӑп-и? Иеговӑн влаҫне эпӗ кирлӗ таран пулӑшса тӑратӑп-и? Иеговӑн Патшалӑхӗн ҫынни пулнине эпӗ пысӑк чыс тесе шутлатӑп-и? Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӑй ҫитнӗ таран каласа ҫӳреме эпӗ ҫирӗп шут тытнӑ-и?» Пирӗн организацие пӗтӗмӗшпе илес пулсан, эпир Ертсе пыракан совет мӗн тума хушнине кӑмӑл тусах пӑхӑнса тӑратпӑр тата пухура лартнӑ старейшинӑсемпе килӗштерсе ӗҫлетпӗр. Ҫапла майпа эпир Туррӑн влаҫне йышӑннине кӑтартатпӑр. (Еврейсем 13:17 вуласа пар.) Эпир кӑмӑл тусах пӑхӑнса тӑни пире пӗтӗм тӗнчипе пӗр-пӗринпе пӗрлештерет, ҫавӑн пек пӗрлӗх вара ҫак пайланса кайнӑ тӗнчере урӑх ҫук. Ҫавӑн пек пӑхӑнса тӑни мирлӗ тата тӳрӗлӗхпе пурӑнма парать, ҫавӑн пекех Иеговӑна, унӑн влаҫӗ чи лайӑх власть пулнине кӑтартса парса, мухтав кӳрсе тӑрать.

Иеговӑн влаҫӗ ҫӗнтерсе пырать

16. Паян кашнин мӗн тума шут тытмалла?

16 Едемра ҫӗкленӗ тавлашуллӑ ыйтусене татса парас вӑхӑт хӑвӑрт ҫывхарса килет. Ҫавӑнпа та паян ҫынсен суйласа илме вӑхӑт ҫитнӗ. Кашни ҫыннӑн хӑй тӗллӗн шутласа хумалла: вӑл Иеговӑн влаҫне пӑхӑнса тӑрӗ-и, е ҫынсен влаҫне йышӑнӗ. Йӑваш кӑмӑллӑ ҫынсене тӗрӗссине суйласа илме пулӑшассипе ҫыхӑннӑ чыслӑ ӗҫ пире шанса панӑ. Кӗҫех, Армагеддонра, Иеговӑн влаҫӗ Сатана витӗм кӳрсе тӑракан ҫынсем правительствисене улӑштарать (Дан. 2:44; Апок. 16:16). Ҫынсем тытса тӑракан власть пӗтӗ те Турӑ Патшалӑхӗ ҫӗр ҫинчи пӗтӗм влаҫа хӑйӗн аллине илӗ. Иеговӑн влаҫӗ вара, чӑннипех, тӳрре тухӗ. (Апокалипсис 21:3—5 вуласа пар.)

17. Влаҫпа ҫыхӑннӑ ыйтура тӗрӗс суйласа илме йӑваш кӑмӑллӑ ҫынсене мӗн пулӑшӗ?

17 Кам халӗ те Иегова майлӑ тӑма ҫирӗп шут тытман, ҫавӑн Туррӑн влаҫӗ этемлӗхе парас пиллӗхсем ҫинчен кӗлӗ туса шухӑшламалла. Ҫынсем тытса тӑракан власть преступлени тӑвассине, ҫав шутра терроризма та, пӗтерме пултараймарӗ. Турӑ вара йӗркесӗррисене ҫӗр ҫинчен пӗтерӗ (Пс. 36:1, 2, 9). Ҫынсен влаҫне пула вӑрҫӑсем чарӑна пӗлмеҫҫӗ, Туррӑн влаҫӗ вара «вӑрҫа ҫӗр чиккине ҫитиех чарса» лартӗ (Пс. 45:10). Турӑ ҫынсемпе чӗрчунсене те пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнмалла тӑвӗ (Ис. 11:6—9). Ҫынсем влаҫа тытса тӑнӑ чухне выҫлӑхпа чухӑнлӑх яланах пулнӑ, анчах Туррӑн влаҫӗ вӗсене тӗп тӑвӗ (Ис. 65:21). Ҫынсемшӗн тем пек тӑрӑшакан пуҫлӑхсем те чирпе вилӗме пӗтерме пултараймарӗҫ, анчах Турӑ влаҫӗ ертсе пынӑ чухне ваттисемпе чирлисем каллех ҫамрӑк пулса тӑнипе савӑнӗҫ (Иов 33:25; Ис. 35:5, 6). Ҫӗр рай пулса тӑрӗ, унта вара вилнисем те чӗрӗлсе тӑрӗҫ (Лука 23:43; Апост. ӗҫ. 24:15).

18. Туррӑн влаҫӗ чи лайӑх власть тесе ӗненнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

18 Сатана пӗрремӗш ҫынсем ҫине витӗм кӳрсе вӗсене Пултараканран пӑрса янипе мӗнле сиен тунӑ, ҫавсене пурне те Туррӑн влаҫӗ пӗтерӗ. Шухӑшласа пӑхӑр-ха: Сатана 6 000 ҫула яхӑн сиен кӳрсе тӑрать, анчах Турӑ Христос урлӑ ҫав пӗтӗм сиене 1 000 ҫул хушшинче тӗп тӑвӗ! Ҫакӑ вара Туррӑн влаҫне ирттерекен власть ҫуккине уҫҫӑн кӑтартса парать! Хамӑр Туррӑн Свидетелӗсем пулнӑ май эпир ӑна Пуҫлӑх вырӑнне хурса йышӑнатпӑр. Ҫавӑнпа та, айтӑр, кашни кун, кашни сехетре Иеговӑна пуҫҫапса пурӑннине, унӑн Патшалӑхӗн ҫыннисем пулнине тата унӑн Свидетелӗсем пулни пирӗншӗн пысӑк чыс иккенне кӑтартса тӑрар. Пире кам итлесе тӑрать, ҫавсене май килсенех Иегова влаҫӗ чи лайӑх власть пулни ҫинчен каласа парар.

[Сноска]

^ 1 Самуил 8:9, 11ӑ, 13, 18, ҪТ: «Вӗсем мӗн каланине итле, анчах вӗсене хыттӑн асӑрхаттар та вӗсене тытса тӑракан пулас патша прависем ҫинчен пӗлтер. Вӑл сирӗн ывӑлӑрсене илӗ те пӗрисене урапа тытса пыракансем тата юланутҫӑсем тӑвӗ, теприсене вара хӑйӗн ураписем умӗнче чуптарӗ. Вӑл сирӗн хӗрӗрсене маҫсем тума, апат хатӗрлеме тата ҫӑкӑр пӗҫерме илӗ. Ун чухне эсир хӑвӑр валли суйласа илнӗ патшана пула уласа йӗрӗр, анчах ҫав кун Иегова сире хурав памӗ».

Эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр

• Иегова Израиле хӑйӗн халӑхӗ пулма мӗншӗн суйласа илни пирки Саккуна астутарни 7:7, 8-мӗш сӑвӑ йӗркисем мӗн калаҫҫӗ?

1 Самуил 8:9—18-мӗш сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, ҫынна патшана лартни мӗн патне илсе ҫитерни ҫинчен Иегова мӗн каланӑ?

Еврейсем 13:17-мӗш сӑвӑ йӗркипе килӗшӳллӗ эпир Туррӑн влаҫне йышӑннине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

Апокалипсис 21:3—5-мӗш сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, хӑйӗн влаҫӗ чи лайӑх власть пулнине кӑтартас тесе Турӑ мӗн тӑвӗ?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]