Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Сатанан влаҫӗ нихӑҫан та ӑнӑҫлӑ пулаймӗ

Сатанан влаҫӗ нихӑҫан та ӑнӑҫлӑ пулаймӗ

Сатанан влаҫӗ нихӑҫан та ӑнӑҫлӑ пулаймӗ

«Йӗркесӗррине ырӑлӑх пулмӗ» (ЕККЛ. 8:13, ҪТ).

1. Мӗншӗн йӗркесӗррисене кӗҫех суд тӑвасси — чуна йӑпатакан хыпар?

 ХАЛӖ-И е каярахпа-и йӗркесӗррисене суд умне тӑма тиветех. Вӗсен хӑйсем тунӑ ӗҫӗсемшӗн явап тытмалла пулать (Ытар. 5:22; Еккл. 8:12, 13). Ҫакӑ — чуна йӑпатакан хыпар, уйрӑмах тӳрӗлӗхе юратакансемшӗн, тӗрӗсмарлӑха пула тата йӗркесӗр ҫынсен аллинчен хӗн курнисемшӗн. Йӗркесӗррисенчен суда чи тивӗҫли — йӗркесӗрлӗхӗн ашшӗ, Сатана Шуйттан (Иоан. 8:44).

2. Мӗншӗн Едемра ҫӗкленӗ тавлашуллӑ ыйтӑва татса пама вӑхӑт кирлӗ пулнӑ?

2 Едемра Сатана, хӑйне ҫав тери мӑнна хурса, ҫынсене Туррӑн влаҫне сирсе яма хӗтӗртнӗ. Ҫавна пула пӗрремӗш ҫынсем Сатана майлӑ тӑрса Иеговӑн законлӑ влаҫне хирӗҫ кайнӑ, вара вӗсем Турӑ умӗнче ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ (Рим 5:12—14). Хисеплеменни тата пӑлхав ҫӗклени вӗсемшӗн мӗнпе вӗҫленессине Иегова, паллах, пӗлнӗ. Анчах ҫакӑ начар вӗҫленесси ҫынсемшӗн те, ангелсемшӗн те паллӑ пулмалла пулнӑ. Ҫавӑнпа та тавлашуллӑ ыйтӑва татса пама тата пӑлхавҫӑсем пачах тӗрӗс мар пулнине кӑтартма вӑхӑт кирлӗ пулнӑ.

3. Ҫынсем тытса тӑракан власть ҫине эпир мӗнле пӑхатпӑр?

3 Иеговӑн влаҫне сирсе янӑ пирки ҫынсен хӑйсен власть тытӑмӗсене йӗркелеме тивнӗ. Павел апостол Римри христиансем патне янӑ ҫырура ҫынсем йӗркеленӗ ҫавӑн пек правительствӑсем пирки «аслӑ пуҫлӑхсем» тенӗ. Павел пурӑннӑ вӑхӑтра аслӑ пуҫлӑхсем шутне, тӗпрен илсен, Нерон император (вӑл патшара пирӗн эрӑри 54—68 ҫулсенче ларнӑ) ертсе пыракан Рим правительстви кӗнӗ. Ҫавӑн пек аслӑ пуҫлӑхсене «Турӑ лартнӑ» тенӗ Павел. (Рим 13:1, 2 вуласа пар.) Ҫынсен влаҫӗ Туррӑн влаҫне пӗлтерет тесе каласшӑн пулнӑ-и Павел? Ҫук. Павел ҫапла каланипе, Иегова ҫынсен влаҫне пулма ирӗк панӑ вӑхӑтра христиансен «Турӑ хунӑ йӗркене» хисеплемелле тата пуҫлӑхсене пӑхӑнса тӑмалла тесе каласшӑн пулнӑ.

Пӗтме илсе каякан ҫул

4. Ҫынсем влаҫа тытса тӑни мӗншӗн ӑнӑҫлӑ пулайманнине ӑнлантарса парӑр.

4 Ҫапах та Сатана витӗм кӳрсе тӑракан ҫынсен влаҫӗ нихӑҫан та ӑнӑҫлӑ пулаймӗ. Мӗншӗн? Ҫакна палӑртас пулать — ҫав власть Туррӑн ӑслӑлӑхӗ ҫинче никӗсленмен. Иеговӑн кӑна чӑн-чӑн ӑслӑлӑх пур. Ҫавӑнпа та влаҫа ӑнӑҫлӑ тытса тӑрас тӗлӗшрен чӑннипех мӗн кирлине вӑл кӑна кӑтартса пама пултарать (Иер. 8:9; Рим 16:27). Ҫынсем час-часах апла е капла туса пӑхса тата хӑйсен йӑнӑшӗсенчен вӗренсе пыраҫҫӗ, мӗн тусан, мӗн лайӑх пулнине Иегова яланах пӗлсе тӑрать. Вӑл кӑтартса пынине тытса тӑман пӗр правительство та ӑнӑҫлӑ пулаймасть. Ҫавӑнпа та Сатана ҫынсем урлӑ влаҫа тытса тӑни — Туррӑн ӑслӑлӑхӗсӗр, ҫитменнине тата, Сатанан эгоизмне пула ӑнӑҫлӑ пулайманни чи малтанах паллӑ пулнӑ.

5, 6. Иеговӑна хирӗҫ тӑма Сатанана мӗн хӗтӗртсе тӑма пултарнӑ?

5 Ӑспа ҫӳрекен ҫын ӗҫ ӑнманнине пӗлсе тӑрсах ҫав ӗҫе тума тытӑнмасть. Вӑл малалла та ҫине тӑрсах вӑй хурать пулсан, пурӑна киле унӑн хӑйӗн йӑнӑшне йышӑнма тиветех. Пурне те тума пултаракан Турра хирӗҫ тӑнинче ним усси те ҫуккине истори пӗрре кӑна мар ҫирӗплетсе панӑ. (Ытарлӑх 21:30 вуласа пар.) Анчах Сатана, хӑй ҫине ытлашши шаннипе тата хӑйне мӑнна хунипе ӑсне ҫухатнӑран Иеговӑран пӑрӑнса кайнӑ. Ҫапла вара Шуйттан пӗлсе тӑрсах пӗтме илсе каякан ҫул ҫине тӑнӑ.

6 Сатанан мӑнкӑмӑллӑхӗ каярахпа Вавилонӑн пӗр пуҫлӑхӗ ҫинче палӑрнӑ. Акӑ вӑл мӗнле вӗҫкӗнленсе каланӑ: «Тӳпене хӑпарӑп. Хамӑн патша пуканне Туррӑн ҫӑлтӑрӗсенчен ҫӳлерех лартӑп та пухӑвӑн тӑвӗ ҫине ларӑп, ҫурҫӗрӗн чи аякри пайӗнче. Пӗлӗтсен тӑрринчен те ҫӳлерех хӑпарӑп, Ҫӳлти Турӑ евӗрлӗ пулӑп» (Ис. 14:13—15, ҪТ). Ҫав пуҫлӑхӑн пуш ӗмӗчӗ путланса ларнӑ, юлашкинчен вара Вавилон патшисен династийӗ намӑса тӑрса юлнӑ та пӗтсе ларнӑ. Ҫавӑн пекех Сатанапа унӑн тӗнчи те кӗҫех тӗпӗ-йӗрӗпех пӗтӗҫ.

Мӗншӗн ҫавна пулма панӑ?

7, 8. Иегова пӗр вӑхӑт хушши йӗркесӗр ӗҫсене пулма пани мӗнле усӑ кӳнӗ?

7 Мӗншӗн Иегова ҫынсене Сатана майлӑ пулма тата ӑнӑҫлӑ пулма пултарайман влаҫа йӗркелесе яма ирӗк панӑ тесе хӑш-пӗрисем тӗлӗнеҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ Пурне те Тума Пултаракан Турӑ ҫавна чарса лартма пултарнӑ (Тух. 6:3). Анчах вӑл ӑна туман. Пӑлхавҫӑсен ӗҫне вӑхӑтлӑха хутшӑнманни пурӑна киле усӑ панине вӑл хӑйӗн ӑслӑлӑхне пула ӑнланнӑ. Юлашкинчен вара, Иегова, ӑна тӳрӗ те юратакан Пуҫлӑх вырӑнне хунӑ пирки, тӳрре тухӗ те Вӑл мӗн тума йышӑнни хӑйне шанчӑклӑ ҫынсене усӑ парса тӑрӗ.

8 Ҫынсем Сатана сӗнӗвӗсене сирсе янӑ пулсан, тата Туррӑн влаҫӗнчен ирӗклӗ пулас тесе кӗрешме пӑрахнӑ пулсан, мӗн чухлӗ инкек-синкекрен хӑтӑлнӑ пулӗччӗҫ! Ҫапах та Иегова ҫынсене пӗр вӑхӑт хушши пӗр-пӗринпе хуҫаланма ирӗк пани усӑллӑ пулнӑ. Ҫакӑ таса та тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсене Турра итлесе-шанса пурӑнни тӗрӗс пулнине ӑнланса илме пулӑшнӑ. Ӗмӗрсем хушши ҫынсем влаҫа тытса тӑрас тесе тӗрлӗ майсемпе усӑ курнӑ, анчах та вӗсенчен пӗри те пӗр кӑлтӑксӑр пулайман. Ҫакӑ Иеговӑн ӗҫлекенӗсене Туррӑн влаҫӗ чи лайӑх власть пулнине курма тата лайӑхрах пулӑшнӑ. Иегова пӗр вӑхӑт хушши Сатанан йӗркесӗр влаҫне пулма пани этемлӗхе, ҫав шутрах, Турра шанчӑклӑ пуҫҫапса пурӑнакансене те, нумай инкек кӳрсе тӑнӑ. Анчах ҫав вӑхӑтрах ҫакӑ Турра чунтан парӑнса пурӑнакансене усӑ та панӑ.

Иеговӑна мухтава кӑларакан пӑлхав

9, 10. Сатана влаҫа тытса тӑни мӗнле майпа Иеговӑна мухтава кӑларнине ӑнлантарса парӑр.

9 Иегова Сатанана ҫынсемпе тата ҫынсене пӗр-пӗринпе хуҫаланма ирӗк пани нимӗнле майпа та Унӑн влаҫӗ япӑх пулнине кӑтартса памасть. Пачах урӑхла! Ҫынсем пӗр-пӗринпе хуҫаланса влаҫа тытса тӑма пултараймаҫҫӗ тесе Иеремия Турӑ пӗлтернипе ҫырни тӗрӗс пулнине истори кӑтартса парать. (Иеремия 10:23, ҪТ вуласа пар *.) Унсӑр пуҫне Сатана ҫӗкленӗ пӑлхав Иеговӑна хӑйӗн чаплӑ енӗсене тата уҫҫӑнтарах кӑтартма май панӑ.

10 Сатанан влаҫӗ кӳрсе тӑракан инкек-синкексем ҫинче Иеговӑн пур тӗлӗшрен те лайӑх енӗсем тата вӑйлӑрах палӑрса тӑраҫҫӗ. Ҫапла вара Турра, ӑна юратакансем асла хурса мухтама пуҫлаҫҫӗ. Тем пек тӗлӗнтерсен те, Сатана влаҫа мӗнле тытса тӑни, чӑннипе, Турра мухтав кӳрсе тӑрать. Иегова хӑйӗн аслӑ влаҫӗпе ҫыхӑннӑ тавлашуллӑ ыйтӑва татса пама питӗ чаплӑ май суйласа илнине ҫакӑ кӑтартнӑ. Ҫакна лайӑхрах ӑнланас тесе, айтӑр, Иеговӑн хӑш-пӗр лайӑх енӗсене кӗскен пӑхса тухар та Сатана влаҫа йӗркесӗр тытса тӑни Иеговӑна ҫав лайӑх енсене хӑйне евӗрлӗ майпа кӑтартма хавхалантарнине курар.

11. Иеговӑн юратӑвӗ мӗнре курӑнса тӑнӑ?

11 Юрату. Библире «Турӑ — юрату» тенӗ (1 Иоан. 4:8). Ҫынсене пултарнинче пуринчен ытла Туррӑн юратӑвӗ курӑнса тӑнӑ. Пире питӗ тӗлӗнмелле туни те Туррӑн юратӑвне кӑтартса тӑрать. Унсӑр пуҫне Иегова юратнӑран ҫынсене илемлӗ вырӑна вырнаҫтарнӑ. Унта телейлӗ пулма мӗн кирли пурте пулнӑ (Пулт. 1:29—31; 2:8, 9; Пс. 138:14—16). Анчах этемлӗх ҫемйине йӗркесӗрлӗх кӗрсен, Иегова хӑйӗн юратӑвне ҫӗнӗлле кӑтартнӑ. Мӗнле? Иоанн апостол Иисусӑн сӑмахӗсене калать: «Турӑ тӗнчене пит юратнӑ: Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне те панӑ: Ӑна ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр» (Иоан. 3:16). Ҫылӑхлӑ ҫынсене тӳлесе илес тесе Турӑ хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне ҫӗр ҫине янӑ. Иегова этемлӗхе юратнине ҫавӑн пек кӑтартнинчен ытла юрату пур-и? (Иоан. 15:13) Юратӑва ҫавӑн пек хӑватлӑ майпа кӑтартни ҫынсемшӗн тӗслӗх пулса тӑнӑ. Апла пулсан, ҫынсем те хӑйсен пурнӑҫӗнче, Иисус пекех, Туррӑн юратӑвне кӑтартса тӑма пултараҫҫӗ (Иоан. 17:25, 26).

12. Иеговӑн вӑйӗ мӗнре курӑнса тӑрать?

12 Вӑй. «Туррӑн, Пурне те Тума Пултаракан Туррӑн» кӑна пурнӑҫ пама вӑй пур (Апок. 11:17, ҪТ; Пс. 35:10). Ҫуралсанах кашни ҫынна таса хут листипе танлаштарма пулать. Вӑл вилес умӗн ҫав листа ҫине унӑн тӗллевӗсене, ӗҫӗсене тата унӑн пурнӑҫӗнче пулса иртнисене ҫырса хунӑ теме пулать. Ҫавсем пурте унӑн характерӗпе хӑйне евӗрлӗхне калӑпланӑ. Ҫак информацие Иегова хӑйӗн ӑсӗнче тытма пултарать. Хӑй вӑхӑтӗнче Иегова ҫав ҫынна, унӑн хӑйне евӗрлӗ пӗртен-пӗр уйрӑмлӑхӗсене тавӑрса парса вилӗмрен чӗртсе тӑратма пултарать (Иоан. 5:28, 29). Иегова шухӑшласа хунӑ тӑрӑх, ҫынсен вилмелле пулман пулин те, вилӗм Иеговӑна Вӑл вилӗмрен вӑйлӑрах пулнине кӑтартма май панӑ. Чӑн та, Иегова — «Пурне те Тума Пултаракан Турӑ».

13. Мӗншӗн Иисус хӑйӗн пурнӑҫне панинче Иеговӑн пӗр кӑлтӑксӑр тӗрӗслӗхӗ курӑнса тӑрать теме пулать?

13 Тӗрӗслӗх. Иегова нихӑҫан та суймасть, тӗрӗсмарлӑх та тумасть (Сакк. аст. 32:4; Тит 1:2). Вӑл чӑнлӑхӑн тата тӗрӗслӗхӗн чи пысӑк нормисене яланах тытса тӑрать, ҫакӑ уншӑн питӗ хакла ларать пулин те (Рим 8:32). Хӑйӗн юратнӑ Ывӑлне асап юпи ҫине Турра ӗненмен, хурлакан ҫын пек ҫакса вӗлернине пӑхса тӑни Иеговӑн чунне калама ҫук ыраттарнӑ пуль! Ҫылӑхлӑ ҫынсене юратнӑран, Иегова, хӑйӗн тӗрӗслӗхӗн пӗр кӑлтӑксӑр нормисене хирӗҫ каяс мар тесе, ҫав чуна ыраттаракан ӗҫе пулма панӑ. (Рим 5:18—21 вуласа пар.) Тӗрӗсмарлӑхпа тулнӑ тӗнче Иеговӑна, вӑл чӑн-чӑн тӗрӗслӗхӗн Турри пулнине кӑтартма май панӑ.

14, 15. Иеговӑн никам ирттерейми ӑслӑлӑхӗпе тӳсӗмлӗхӗ мӗнре курӑнса тӑрать?

14 Ӑслӑлӑх. Адампа Ева ҫылӑха кӗнӗ хыҫҫӑнах, Иегова вӗсен пӑлхавӗ кӳнӗ сиене мӗнле майпа пӗтересси ҫинчен пӗлтернӗ (Пулт. 3:15). Турӑ хӑй мӗн тӑвасси пирки тӳрех калани, ҫавӑн пекех вӑл хӑй мӗн тума шухӑшласа хунине хӑйӗн ӗҫлекенӗсене майӗпен уҫса пыни Иеговӑн ӑслӑлӑхне уҫӑмлӑн кӑтартса панӑ (Рим 11:33). Йывӑрлӑхсене ӑнӑҫлӑ татса пама Турра нимӗн те чӑрмантарма пултараймасть. Аскӑн ӗҫпе, вӑрҫӑсемпе, ӑссӑрлӑхпа, пӑхӑнса тӑрас килменнипе, хаярлӑхпа, ҫын ҫинчен тӳрех начар шутлассипе тата икӗпитлӗхпе палӑрса тӑракан тӗнчере чӑн-чӑн ӑслӑлӑх мӗн иккенне пурне те кӑтартма Иеговӑн чылай май пулнӑ. Иаков вӗренекен каланӑ: «Ҫӳлтен анакан ӑс [«ӑслӑлӑх», ҪТ] вӑл таса, вӑл — лӑпкӑ, сӑпӑ, кунӗ, вӑл пит хӗрхенет, ырӑ ӗҫ нумай тӑвать, тӳррипе пырать, икӗ питлӗ хӑтланмасть» (Иак. 3:17).

15 Тӳсӗмлӗх тата вӑрах тӳсӗмлӗх. Иеговӑн ҫынсен ҫитменлӗхӗсемпе, ҫылӑхӗсемпе тата кӑлтӑкӗсемпе ҫыхӑнма тивмен пулсан, унӑн лайӑх енӗсем, калӑпӑр, тӳсӗмлӗхпе вӑрах тӳсӗмлӗхӗ, ҫавӑн пек яр-уҫҫӑн палӑрман пулнӑ пулӗччӗҫ. Иегова пиншер ҫулсем хушши кӗтме хатӗр пулни — вӑл ҫав тӗлӗнмелле чаплӑ енсене питӗ лайӑх кӑтартма пултарнине уҫса парать, пирӗн вара ҫавӑншӑн питӗ пархатарлӑ пулмалла. Ахальтен мар Петр апостол «Туррӑмӑр вӑрах тӳснине ҫӑлӑнмалли вӑхӑт» тесе шутламалла тенӗ (2 Пет. 3:9, 15).

16. Мӗншӗн Иегова каҫарма хатӗр пулни пысӑк савӑнӑҫ кӳрет?

16 Каҫарма хатӗр. Эпир пурте ҫылӑхлӑ ҫынсем, ҫавӑнпа та час-часах ҫылӑха кӗретпӗр (Иак. 3:2; 1 Иоан. 1:8, 9). Иегова пире ырӑ кӑмӑлпа каҫарма хатӗр пулнишӗн пирӗн мӗн тери пархатарлӑ пулмалла! (Ис. 55:7). Ҫак япалана пӑхса тухар: ҫылӑхлӑ ҫуралнӑ пирки Турӑ пирӗн йӑнӑшсене каҫарнӑ чухне эпир калама ҫук савӑнатпӑр (Пс. 50:7, 11, 19). Иеговӑн чуна ӑшӑтакан лайӑх енӗсене хамӑр ҫинче туятпӑр пулсан, ӑна хытӑрах та хытӑрах юратма пуҫлатпӑр, ҫакӑ вара пире хамӑра ыттисемпе ҫавӑн пек тытма хавхалантарать (Кол. 3:13).

Мӗншӗн тӗнче пирки чирлӗ теме пулать

17, 18. Сатанан влаҫӗ ӑнӑҫсӑр пулни мӗнре курӑнса тӑрать?

17 Сатанан тӗнчи нихӑҫан та ӑнӑҫлӑ пулман. 1991-мӗш ҫулта «Юропиэн» хаҫатра каланӑ: «Тӗнче чирлӗ-и? Ҫапла, чирлӗ, анчах... Турра пула мар, вӑл чирлӗ пулнишӗн тӗнчери халӑхсем айӑплӑ». Чӑн сӑмах! Сатана витӗм кӳнине пула пӗрремӗш ҫынсем Туррӑн влаҫне пӑхӑнас вырӑнне ҫынсен влаҫне суйласа илнӗ. Ҫапла вӗсем нихӑҫан та ӑнӑҫлӑ пулма пултарайман влаҫа пуҫарса янӑ. Этемлӗх хӗн-асап курса пурӑнни ҫынсем влаҫа ӑнӑҫлӑ тытса тӑма пултарайманнине кӑтартса тӑрать.

18 Сатанан влаҫӗ эгоизм ҫинче никӗсленнӗ. Анчах та эгоизм нихӑҫан та юратӑва ҫӗнтерме пултараймасть, вӗт юрату — Иегова тытса тӑракан влаҫӗн никӗсӗ. Сатанан влаҫӗ ҫынсене шанчӑк та, телей те, хӑрушсӑрлӑх та паман. Иегова хӑйӗн влаҫне мӗнле тытса тӑни тӳрре тухнӑ! Паянхи вӑхӑтра ҫакӑ тӗрӗс пулнине мӗн те пулин кӑтартса тӑрать-и? Ҫапла, ҫавна эпир тепӗр статьяна пӑхса тухсан курӑпӑр.

[Сноска]

^ Иер. 10:23, ҪТ: «Эй Иегова, ҫыннӑн ҫулӗ унӑн ирӗкӗнче маррине пӗлетӗп. Хӑйӗн утӑмӗсене ярса пусасси утаканӑн ирӗкӗнче мар».

Рим 13:1, 2...

Ытарлӑх 21:30...

Иеремия 10:23...

Колоссы 3:13...

вуласа тухнӑ май, влаҫа тытса тӑрас йӗрке пирки эпир мӗн пӗлтӗмӗр?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]