«Сывлӑшӑн хӗҫӗпе» ӑста усӑ курӑр
«Сывлӑшӑн хӗҫӗпе» ӑста усӑ курӑр
«Сывлӑшӑн хӗҫне, урӑхла каласан, Турӑ сӑмахне, илӗр» (ЕФ. 6:17, ҪТ).
1, 2. Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне саракансем нумай кирлине кура эпир мӗн тума пултаратпӑр?
ҪЫНСЕНЕ Турӑпа ҫывӑхланма кирлине курса Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Вырмалли нумай та, выракан сахал. Ҫавӑнпа тырӑ Хуҫине йӑлӑнӑр: вырмалли ани ҫине выракансем ятӑр Вӑл». Иисус ҫак сӑмахсене каланипе ҫырлахса тӑман. Ҫав сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑн, вӑл хӑйӗн «вуникӗ вӗренекенне чӗнсе илнӗ» те вӗсене «вырмалли ани» ҫине, урӑхла каласан, вӗрентсе ҫӳреме янӑ (Матф. 9:35—38; 10:1, 5). Каярахпа Иисус «урӑх ҫитмӗл вӗренекен суйласа илнӗ: вӗсене икшерӗн-икшерӗн» ҫав ӗҫех тума янӑ (Лука 10:1, 2).
2 Паян та Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне саракансем питӗ нумай кирлӗ. Сӑваплӑ ӗҫӗн 2009-мӗш ҫулӗнче Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗн уявне пӗтӗм тӗнчипе 18 168 323 ҫын пынӑ. Ҫак цифра уява килнисенчен 10 миллион ытла ҫын Иегова Свидетелӗ пулманнине кӑтартса парать. Чӑнах та, уйсем вырмалла пулнӑ (Иоан. 4:34, 35). Ҫавӑнпа та выракансем нумайрах пулччӑр тесе пирӗн ыйтмалла тата кӗлӗ тумалла. Ҫавӑн пек ыйтнипе килӗшӳллӗ пурӑнас тесен мӗн тумалла? Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне каласа ҫӳрес тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе хастарлӑн хутшӑннипе эпир сӑваплӑ ӗҫе тата лайӑхрах тӑвакансем пулса тӑма пултаратпӑр (Матф. 28:19, 20; Марк 13:10).
3. Турӑ сывлӑшӗ пире ӑста ӗҫлекенсем пулса тӑма мӗнле пулӑшма пултарать?
3 Эпир унчченхи статьяра, Туррӑн сывлӑшӗ ертсе пыни пире «Турӑ сӑмахне хӑюллӑ калама» мӗнле пулӑшса тӑнине пӑхса тухнӑччӗ (Апост. ӗҫ. 4:31). Ҫав сывлӑш пире те ӑста ӗҫлекенсем пулса тӑма пулӑшма пултарать. Пире сӑваплӑ ӗҫе лайӑхрах тума пулӑшакан пӗр май — Иегова Турӑ панӑ чи паха хатӗрпе, унӑн ҫырса хунӑ Сӑмахӗпе, Библипе, лайӑх усӑ курни. Ӑна святой сывлӑш пӗлтернипе ҫырнӑ (2 Тим. 3:16). Унти хыпар — Турӑ панӑ хыпар. Ҫавӑнпа та хамӑрӑн сӑваплӑ ӗҫре Библири чӑнлӑха лайӑх ӑнлантарса парас тесен, святой сывлӑш ертсе пыни тӑрӑх тумалла. Ҫавна мӗнле тумаллине пӑхса тухас умӗн, Турӑ Сӑмахӗ мӗнле хӑватлӑ пулни ҫинчен шухӑшласа пӑхар.
«Турӑ Сӑмахӗ хӑватлӑ»
4. Библире калакан Туррӑн хыпарӗ ҫын ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?
4 Турӑ сӑмахӗ, е хыпарӗ, мӗн тери хӑватлӑ! (Евр. 4:12). Хӑш-пӗр енчен Библири хыпар ҫынсем тунӑ кирек мӗнле хӗҫрен те ҫивӗчрех теме пулать, мӗншӗн тесен вӑл ҫав тери шала кӗрсе кайса, сӑнарлӑ каласан, шӑмӑсемпе шӑмӑ мимине пайлать. Ҫырури чӑнлӑх этем ӑшне чи шала — унӑн шухӑшӗсемпе туйӑмӗсем ӑшне — кӗрсе каять те вӑл мӗнлерех ҫын пулнине уҫса парать. Ҫав чӑнлӑхӑн ҫынна тӗпрен улӑштарма вӑй пур. (Колоссы 3:10 вуласа пар.) Ҫапла, Турӑ Сӑмахӗ пурнӑҫа улӑштарма пултарать!
5. Библи пире мӗнле майпа ертсе пыма пултарать тата ҫакӑ мӗн парать?
5 Унсӑр пуҫне, Библи — нимӗнпе те танлаштарма ҫук ӑслӑлӑхӑн кӗнеки. Унта ҫынсене ҫак кӑткӑс та пӑтранса тӑракан тӗнчере мӗнле пурӑнмаллине каласа тӑракан усӑллӑ хыпар пур. Турӑ Сӑмахӗ урана ӑҫта пусмалли ҫӗре кӑна мар, пирӗн умри пӗтӗм ҫула та ҫутатса тӑрать (Пс. 118:105). Вӑл пире йывӑрлӑхсенче е кампа туслӑ пулас, мӗнле вӑйӑ-кулӑ суйлас, ӑҫта ӗҫлес, мӗнле тумтир тӑхӑнас тата ҫавӑн пекки ыттисене тӑвас тесе шутланӑ чухне калама ҫук пысӑк пулӑшу парса тӑрать (Пс. 36:25; Ытар. 13:21; Иоан. 15:14; 1 Тим. 2:9). Турӑ Сӑмахӗнчи принципсене тытса пыни пире ыттисемпе килӗштерсе пурӑнма парать (Матф. 7:12; Флп. 2:3, 4). Турӑ Сӑмахне хамӑр умри ҫула ҫутатса тӑма паратпӑр пулсан, эпир халӗ мӗн тума шутласа хуни пуласлӑхра пире мӗн патне илсе ҫитерме пултарнине курма пултарӑпӑр (1 Тим. 6:8, 9). Ҫырусенче Турӑ пуласлӑх пирки мӗн тума шухӑшласа хуни ҫинчен те каласа хунӑ, ҫакӑ вара пире Турӑ шутласа хунипе килӗшӳллӗ пурӑнма пулӑшать (Матф. 6:33; 1 Иоан. 2:17, 18). Ҫын Туррӑн принципӗсене тытса пурӑнать пулсан, вӑл тулли пурнӑҫпа пурӑнӗ!
6. Сатанана хирӗҫ кӗрешнӗ чухне Библи мӗн таран хӑватлӑ?
6 Сатанана хирӗҫ кӗрешнӗ чухне Библи питӗ хӑватлӑ хӗҫ-пӑшал пулни ҫинчен те шухӑшласа пӑхӑр. Павел Турӑ сӑмахӗ пирки «курӑнми хӗҫ [«сывлӑшӑн хӗҫӗ», ҪТ]» тенӗ. (Ефес 6:12, 17 вуласа пар.) Ӑсталӑхпа сӗнсен, Библири ҫав хыпар ҫынсене Сатанан аллинчен ирӗке тухма пулӑшать. Ҫав хӗҫ — пурнӑҫсене пӗтерекен мар, ҫӑлакан хӗҫ. Пирӗн унпа ӑста усӑ курма хӑнӑхас тесе вӑй хумалла мар-и?
Турӑ сӑмахне тӗрӗс вӗрент
7. Мӗншӗн «сывлӑшӑн хӗҫӗпе» лайӑх усӑ курма вӗренни питӗ кирлӗ?
7 Салтак хӗҫ-пӑшала лайӑх тытма вӗренсе, хӑнӑхса ҫитсен кӑна, унпа ҫапӑҫура ӑнӑҫлӑ усӑ курма пултарать. Сатанана хирӗҫ кӗрешнӗ чухне «сывлӑшӑн хӗҫӗпе» усӑ курас енчен те ҫавнах калама пулать. «Турӑ умӗнче юрӑхлӑ ҫын, пӗр айӑпсӑр ӗҫлекен, чӑнлӑх сӑмахне тӗрӗс вӗрентекен пулма тӑрӑш»,— ҫырнӑ Павел (2 Тим. 2:15).
8, 9. Библире калакан шухӑшсен пӗлтерӗшне ӑнланма пире мӗн пулӑшӗ? Тӗслӗх илсе кӑтарт.
8 Сӑваплӑ ӗҫре чӑнлӑх сӑмахне тӗрӗс вӗрентме пире мӗн пулӑшӗ? Библире мӗн ҫырнине ыттисене каласа парас умӗн, пирӗн малтан хамӑрӑн ӑна лайӑх ӑнланмалла. Ҫавӑнпа та Библи сӑвӑ йӗркин е сыпӑкӗн контекстне пирӗн пӑхмалла. Пӗр словарь каланӑ тӑрӑх, «сӑмахӑн, предложенийӗн е текстӑн контексчӗ — вӗсен пӗлтерӗшне ӑнланма пулӑшакан умӗнхи тата хыҫҫӑнхи сӑмахсем, предложенисем е текст».
9 Библин мӗнле те пулин пайне тӗрӗс ӑнланас тесен, ун умӗнхи текста та, ун хыҫҫӑнхине те пӑхса тухмалла. Тӗслӗхшӗн, Галатия 5:13-мӗш сӑвӑ йӗркинчи Павелӑн сӑмахӗсене илер. Вӑл ҫырнӑ: «Эй тӑвансем, сире ирӗклӗ пурӑнма чӗнсе илнӗ, ҫапах та эсир, ирӗк тесе, ӳте юраса ан пурӑнӑр, пӗр-пӗрне юратса пулӑшса тӑрӑр». Павел кунта мӗнле ирӗклӗх пирки каланӑ? Ҫылӑхпа вилӗмрен, суя вӗрентӳсенчен е ҫавӑн пекки ыттисенчен ирӗклӗхе тухни пирки-и? Контекст тӑрӑх, Павел унта «закон ылханӗнчен хӑтарни» ҫинчен каланӑ (Гал. 3:13, 19—24; 4:1—5). Вӑл калакан сӑмахсем христиансем илекен ирӗклӗхпе ҫыхӑннӑ. Ҫав ирӗклӗхе хаклакансем пӗр-пӗрне юратса пулӑшса тӑнӑ. Камӑн юрату пулман, ҫавсем вара элек сарнӑ тата ятлаҫса-харкашса пурӑннӑ (Гал. 5:15).
10. Библири сӑвӑ йӗркисен пӗлтерӗшне тӗрӗс ӑнланас тесен, пирӗн мӗнле йышши хыпара шута илмелле тата ҫавна ӑҫта тупма пулать?
10 «Контекст» текен сӑмахӑн тепӗр пӗлтерӗш те пур. Унӑн синонимӗсем «пуҫланса кайни», «мӗнлелӗх», «лару-тӑру» текен сӑмахсем пулма пултараҫҫӗ. Библири пӗр-пӗр сӑвӑ йӗркин пӗлтерӗшне тӗрӗс ӑнланас тесен, Библи кӗнекине кам, хӑҫан тата мӗнле лару-тӑрура ҫырнине шута илмелле. Ҫав кӗнекене мӗнле тӗллевпе ҫырнине тата, май пулсан, вӑл вӑхӑтри ҫынсен йӑли-йӗркисене, вӗсем хӑйсене мӗнле тытнине, мӗне хакланине тата мӗне-мӗне пуҫҫапса пурӑннине пӗлни те усӑллӑ *.
11. Библири сӑвӑ йӗркисене ӑнлантарса панӑ чухне мӗне асра тытмалла?
11 Чӑнлӑх сӑмахне тӗрӗс вӗрентес тесен, Библи вӗрентӗвӗсене тӗрӗс ӑнлантарса пани кӑна ҫителӗксӗр. Библипе ҫынсене хӑратас тесе усӑ курассинчен асӑрханмалла. Унпа усӑ курса эпир, Иисус хӑйне Шуйттан илӗртнӗ чухне тытнӑ пекех, чӑнлӑха хӳтӗлеме пултаратпӑр пулин те, Библи — ҫынсене хӑратмалли чукмар мар (Сакк. аст. 6:16; 8:3; 10:20; Матф. 4:4, 7, 10). Петр апостол асӑрхаттарса каланине пирӗн тимлемелле: «Турра кӑмӑлтан хисеплесе пурӑнӑр; хӑвӑр ӗмӗтленни ҫинчен ыйтса тӗпчекене кирек кама та ӑшшӑн пӑхса, йӑвашшӑн каласа пама ялан хатӗр тӑрӑр» (1 Пет. 3:15).
12, 13. Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑх мӗнле «тӗреклӗ япаласене ҫӗмӗрме» пултарать? Тӗслӗх илсе пар.
12 Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑха тӗрӗс вӗрентетпӗр пулсан, ҫакӑ мӗн пама пултарать? (2 Коринф 10:4, 5 вуласа пар.) Библири чӑнлӑх «тӗреклӗ япаласене те ҫӗмӗрме пултарать», урӑхла каласан, суя вӗрентӳсене, сиенлӗ йӑла-йӗркесене тата философисене — ӑҫта ҫылӑхлӑ ҫынсен ӑслӑлӑхӗ палӑрса тӑрать — тӑрӑ шыв ҫине кӑларма пулӑшать. Библипе усӑ курса эпир «Турӑ ҫинчен тӗрӗс вӗрентнине хирӗҫ пыракан» кирек мӗнле шухӑша та сирсе яма пултаратпӑр. Библи вӗрентӗвӗсем ҫынсене хӑйсен шухӑш-кӑмӑлӗсене чӑнлӑхпа килӗшӳллӗ тума пулӑшаҫҫӗ.
13 Тӗслӗхшӗн, Индире пурӑнакан 93 ҫулхи хӗрарӑма илер. Мӗн ачаранах вӑл реинкарнацие ӗненнӗ. Вӑл хӑйӗн ывӑлӗпе, чикӗ леш енче пурӑнаканскерпе, ҫыру тӑрӑх Библи вӗренме пуҫласан, Иегова тата Вӑл мӗн тума сӑмах пани ҫинчен мӗн пӗлнине тӳрех йышӑннӑ. Анчах та реинкарнаци вӗрентӗвӗ унӑн ӑсӑнче ҫав тери ҫирӗп вырнаҫса ларнӑ пулнӑ, ҫавӑнпа та ывӑлӗ ӑна вилнисемпе мӗн пулни ҫинчен ҫырса ярсан, унӑн ҫавна питӗ йышӑнас килмен. Вӑл каланӑ: «Санӑн Библи ҫавна вӗрентнине эпӗ ниепле те ӑнланма пултараймастӑп. Пур тӗнре те ҫыннӑн ӑшӗнче темскер, вилӗмсӗрскер, пур тесе вӗрентеҫҫӗ. Ҫын вилсен, унӑн куҫа курӑнман пайӗ вара пӗр кӗлеткерен тепӗр кӗлеткене 8 400 000 хутчен куҫать тесе эпӗ яланах ӗненсе пурӑннӑ. Ҫакӑ мӗнле вара тӗрӗс мар пулма пултарать? Мӗн, тӗнсенчен нумайӑшӗ тӗрӗс мар-и вара?» Ҫавӑн пек тӗреклӗ вӗрентӗве «сывлӑшӑн хӗҫӗ» ҫӗмӗрме пултарать-и? Ҫав ыйтӑва Ҫыру тӑрӑх малалла тӗпченӗ май, хӗрарӑм тепӗр темиҫе эрнерен ҫырнӑ: «Тинех эпӗ вилӗм чӑннипе мӗн иккенне ӑнланма пуҫларӑм. Вилнисем вилӗмрен чӗрӗлсе тӑма пуҫласан, хамӑрӑн юратнӑ ҫынсене, вилнӗскерсене, пирӗн кӗтсе илме май пурри мана калама ҫук пысӑк савӑнӑҫ парать. Турӑ Патшалӑхӗ кӗҫех килессе шанатӑп».
Турӑ Сӑмахӗпе усӑ курса ӗнентер
14. Хамӑра итлекенсене ӗнентер тени мӗне пӗлтерет?
14 Библипе сӑваплӑ ӗҫре ӑнӑҫлӑ усӑ курас тесен, унти сӑвӑ йӗркисене вуласа пани ҫеҫ ҫителӗксӗр. Павел «шантарса калаҫнӑ», урӑхла каласан, вӑл ҫынна ӗнентерес тесе витӗмлӗ сӑлтавсем илсе парса ӑнлантарнӑ. Пирӗн те ҫавнах тумалла. (Апостолсен ӗҫӗсем 19:8, 9 вуласа пар.) Ӗнентер тени вӑл — «хӑвна майлӑ ҫавӑр» тенине пӗлтерет. Кама ӗнентернӗ, ҫавӑ мӗне те пулин питӗ хытӑ ӗненнӗрен ун пирки пӗртте иккӗленмест. Ҫынна Библири мӗнле те пулин вӗрентӳ тӗрӗссине калать тесе ӗнентернӗ чухне, эпир ӑна ҫав вӗрентӳ майлӑ ҫавӑратпӑр, вара вӑл ӑна шанма пуҫлать. Ҫавна тӑвас тесе пирӗн хамӑра итлекенсене, эпир каланӑ сӑмахсем тӗрӗс пулнине, ӗнентермелле. Эпир ҫавна ак ҫапла майсемпе тума пултаратпӑр.
15. Ҫынсене Турӑ Сӑмахӗ ҫине пӑхтарнӑ чухне, вӗсем ӑна хисеплеме пуҫлаччӑр тесен мӗн тумалла?
15 Ҫынсене Турӑ Сӑмахӗ ҫине пӑхтарнӑ чухне, вӗсем ӑна хисеплеме пуҫлаччӑр тесе пӑхтар. Библири сӑвӑ йӗркине кӑтартнӑ чухне, сӳтсе явакан ыйту пирки Турӑ мӗн шухӑшланине пӗлни питӗ кирлине палӑртӑр. Ҫынна ыйту парсан, унтан унӑн хуравне итлесе пӗтерсен, сӑмахран, ҫапла калама пулать: «Ҫак ыйту пирки Турӑ мӗн шухӑшланине айтӑр пӑхса тухар». Е ҫапла ыйтма пулать: «Ҫакӑн пирки Турӑ мӗн калать?» Сӑвӑ йӗркисене ҫапла уҫса панипе Библи Туррӑн кӗнеки пулнине кӑтартатпӑр тата хамӑра итлекене ҫав кӗнекене хисеплеме пулӑшатпӑр. Турра ӗненекен, анчах Библи мӗне вӗрентнине пачах пӗлмен ҫынна ырӑ хыпар каланӑ чухне ҫавӑн пек туни уйрӑмах кирлӗ (Пс. 18:8—11).
16. Библи сӑвӑ йӗркисене тӗрӗс ӑнлантарса пама пире мӗн пулӑшӗ?
16 Библири сӑвӑ йӗркисене вуласа анчах мар, ӑнлантарса та парӑр. Павелӑн, вӗрентнӗ чухне, Ҫырури сӑмахсене кӑтартса ӑнлантарса парас йӑла пулнӑ (Апост. ӗҫ. 17:3). Библи сӑвӑ йӗркинче час-часах темиҫе шухӑш та пур, ҫавӑнпа та сӳтсе явакан шухӑшпа ҫыхӑннӑ сӑмахсене палӑртма тивет, тен. Ҫавна тӑвас тесе шухӑша уҫса паракан сӑмахсене тепӗр хут е урӑх сӑмахсемпе калама пултаратпӑр, ҫавӑн пекех ҫынна ҫав сӑмахсене тупма пулӑшакан ыйтусем пама пулать. Ун хыҫҫӑн сӑвӑ йӗркин ҫав пайӗн пӗлтерӗшне ӑнлантарса парӑр. Унтан вара хӑвӑра итлесе тӑракан ҫынна ҫав сӑвӑ йӗркинчи шухӑш унӑн пурнӑҫӗпе мӗнле ҫыхӑннине курма пулӑшӑр.
17. Ҫырупа усӑ курса ӗнентерӳллӗ мӗнле сӳтсе явма пулать?
17 Ҫырупа усӑ курса ӗнентерӳллӗ сӳтсе явӑр. Чӗререн тухакан сӑмахсемпе каласа тата шухӑшсене йӗрки-йӗркипе уҫса пынӑ май, Павел ҫынсене «Ҫырури сӑмахсемпе кӑтарта-кӑтарта парса» ӗнентерӳллӗ сӳтсе явнӑ (Апост. ӗҫ. 17:2—4). Ун пекех, хӑвӑра итлекен ҫыннӑн чӗрине хускатма тӑрӑшӑр. Ырӑ кӑмӑлпа ыйтусем — ҫынпа интересленнине кӑтартакан ыйтусем — парса ҫыннӑн чӗринче мӗн пуррине «ӑса-ӑса илӗр» (Ытар. 20:5). Ытлашши тӳррӗн калассинчен пӑрӑнӑр. Шухӑшсене сӳтсе явнӑ чухне вӗсем ӑнланмалла тата пӗр-пӗринпе ҫыхӑнуллӑ пулччӑр. Вӗсем тӗрӗс пулнине кӑтартакан витӗмлӗ сӑлтавсем илсе парӑр. Сирӗн сӑмахусем Турӑ Сӑмахӗ ҫинче ҫирӗп никӗсленсе тӑмалла. Икӗ е виҫӗ сӑвӑ йӗркине хӑвӑрт вуласа париччен, шухӑша ӑнлантарса тата уҫса паракан пӗр сӑвӑ йӗркине вуласа пани лайӑхрах. Тӗрӗс пулнине ҫирӗплетсе паракан фактсене илсе пани те пирӗн чӗлхене ӗнентерӳллӗрех тӑвать. Хӑш-пӗр чухне тата урӑх информацие шыраса тупса кӑтартма тивет. Унччентерех 93 ҫулхи хӗрарӑм пирки каланӑччӗ ӗнтӗ. Вилӗмсӗр чун ҫинчен калакан вӗрентӳ мӗншӗн ҫав тери анлӑ сарӑлнине унӑн пӗлмелле пулнӑ. Библи мӗне вӗрентнипе килӗшес тесен, ӑна ҫав вӗрентӳ ӑҫтан пуҫланса кайнине тата тӗнчери нумай тӗнре ӑна мӗнле тытса тӑма пуҫланине ӑнланни кирлӗ пулнӑ *.
Турӑ Сӑмахӗпе малалла та ӑста усӑ кур
18, 19. Мӗншӗн пирӗн «сывлӑшӑн хӗҫӗпе» малалла та ӑста усӑ курмалла?
18 «Ку тӗнче йӗрки пӗтсе [«улшӑнса», ҪТ] пырать»,— тенӗ Библире. Усал ҫынсем усалланнӑҫемӗн усалланса пыраҫҫӗ (1 Кор. 7:31; 2 Тим. 3:13). Ҫавӑнпа та «сывлӑшӑн хӗҫӗпе, урӑхла каласан, Турӑ сӑмахӗпе» усӑ курса «тӗреклӗ япаласене» малалла та ҫӗмӗрсе тӑни питӗ кирлӗ.
19 Турӑ Сӑмахӗ, Библи, пурри тата унӑн хӑватлӑ хыпарӗпе усӑ курса суя вӗрентӳсене тӑпӑлтарса кӑларма тата тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсен чӗрисене хускатма май пурри пире шутсӑр савӑнтарать! Ҫав хыпарӑн вӑйӗпе нимӗнле вӑй та танлашма пултараймасть. Ҫавӑнпа та Турӑ панӑ ӗҫре, унӑн Патшалӑхӗн хыпарне сарассинче, сывлӑшӑн хӗҫӗпе ӑста усӑ курма вӗренес тесе пӗтӗм вӑя хурар.
[Сноскӑсем]
^ Библи кӗнекисем ҫинчен калакан хыпара пӗлме пулӑшакан публикацисем: «Все Писание вдохновлено Богом и полезно» тата «Хурал башни» (выр.) журналти «Слово Иеговы живо» текен статьясем.
^ «Что происходит при смерти?» брошюрӑна пӑх, 5—16-мӗш страницӑсем.
Эсир мӗн ҫинчен пӗлтӗр?
• Турӑ Сӑмахӗ мӗн таран хӑватлӑ?
• Мӗнле майпа чӑнлӑх сӑмахне тӗрӗс вӗрентме пулать?
• Библири хыпар «тӗреклӗ япаласемпе» мӗн тума пултарать?
• Хамӑрӑн сӑваплӑ ӗҫре ӗнентерӳллӗрех пулма мӗн пулӑшӗ?
[Сӳтсе явмалли ыйтусем]
[15-мӗш страницӑри рамка]
Ӗнентерес тесе Турӑ Сӑмахӗпе мӗнле усӑ курмалла
▪ Ыттисене Библие хисеплеме вӗрентӗр
▪ Библири сӑвӑ йӗркисене ӑнлантарса парӑр
▪ Ҫын чӗрине хускатас тесе ӗнентерӳллӗ сӳтсе явӑр