Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Сывлӑш та, ҫураҫнӑ хӗр те: „Кил!“— теҫҫӗ»

«Сывлӑш та, ҫураҫнӑ хӗр те: „Кил!“— теҫҫӗ»

«Сывлӑш та, ҫураҫнӑ хӗр те: „Кил!“— теҫҫӗ»

«Сывлӑш та, ҫураҫнӑ хӗр те: кил! теҫҫӗ... Ӗҫесси килни килтӗр, илес килекен чӗрӗлӗх шывне ахалех илтӗр» (АПОК. 22:17).

1, 2. Турӑ Патшалӑхӗн интересӗсем пирӗн пурнӑҫра мӗнле вырӑн йышӑнмалла тата мӗншӗн?

 ПИРӖН пурнӑҫра Турӑ Патшалӑхӗн интересӗсем мӗнле вырӑн йышӑнмалла? Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене «малтан Турӑ Патшалӑхне шырама» чӗнсе каланӑ та, вара вӗсем ҫавна туса тӑрсан, Турӑ вӗсене мӗн кирлине пурне те парса тӑрӗ тесе шантарнӑ (Матф. 6:25—33). Вӑл Турӑ Патшалӑхне хаклӑ йышши ӗнчӗпе танлаштарнӑ, ҫав ӗнчӗ ҫав тери чаплӑ пулнӑ пирки ҫулҫӳрекен купса ӑна тупсан, «хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне сутса, ҫав ӗнче сутӑн илнӗ» (Матф. 13:45, 46). Эппин, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа ҫӳресси тата вӗренекенсене хатӗрлесси пирӗн пурнӑҫра тӗп вырӑн йышӑнмалла.

2 Хамӑрӑн сӑваплӑ ӗҫре хӑюллӑ калаҫни тата Турӑ Сӑмахӗпе ӑста усӑ курни вӑл — пире Туррӑн сывлӑшӗ ертсе пынине кӑтартса парать, ҫакна эпир унчченхи икӗ статьяна пӑхса тухнӑ май куртӑмӑр. Ҫав сывлӑшах пире те Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентсе ҫӳрес ӗҫе пӗрмаях хутшӑнса тӑма пулӑшать. Ҫавна мӗнле тунине, айтӑр, пӑхса тухар.

Пурин патне те янӑ йыхрав!

3. Пур ҫынна та мӗнле йышши шыв патне пыма йыхӑраҫҫӗ?

3 Святой сывлӑш урлӑ пур ҫын патне те йыхрав янӑ. (Апокалипсис 22:17 вуласа пар.) Вӗсене килме тата ӗҫес килет пулсан, ятарлӑ шыв ӗҫсе ӑшӗсене кантарма йыхӑраҫҫӗ. Ҫав шыв — водородӑн икӗ атомӗпе кислородӑн пӗр атомӗнчен тӑракан ахаль шыв мар. Шывсӑр ҫӗр ҫинче пурнӑҫ пулма пултараймасть пулин те, Иисус пусӑ ҫумӗнче Самари хӗрарӑмӗпе калаҫнӑ чухне, урӑх йышши шыв пирки каланӑ: «Эпӗ парас шыва ӗҫекенӗн ӗмӗрех ӗҫесси килмӗ; Эпӗ парас шыв ун ӑшӗнче ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫалла юхакан шывӑн ҫӑлӗ пулса тӑрӗ» (Иоан. 4:13, 14). Ҫав тӗлӗнмелле шыв — ӑна ҫынсене ӗҫме чӗнеҫҫӗ — ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парать.

4. Мӗншӗн пурнӑҫ шывӗ кирлӗ пулса тӑнӑ тата ҫав шыв мӗне пӗлтерет?

4 Пӗрремӗш ҫын, Адам, хӑйӗн арӑмӗпе, Евӑпа, пӗрле хӑйсене Пултаракана, Иегова Турра, итлеме пӑрахсан, ҫавӑн пек шыв кирлӗ пулса тӑнӑ (Пулт. 2:16, 17; 3:1—6). Адам «аллине тӑсса, чӗрӗлӗх йывӑҫӗн ҫимӗҫне те татса ан ҫитӗр, ӗмӗрех пурӑнмалла ан пултӑр» тесе пӗрремӗш мӑшӑра вӗсем пурӑнакан садран хӑваласа кӑларса янӑ (Пулт. 3:22). Пӗтӗм этем йӑхӗн ашшӗ пулнӑ май, Адам этемлӗхе вилӗм парса хӑварнӑ (Рим 5:12). Пурнӑҫ шывӗ вӑл — Турӑ хӑйне итлесе пурӑнакан ҫынсем валли, вӗсене ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарма тата ҫӗр ҫинчи Райра пӗр ҫитменлӗхсӗр, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пама мӗн хатӗрлесе хунӑ, ҫавсене пурне те пӗлтерет. Турӑ хатӗрлесе хунисемпе пуринпе те, Иисус Христос хӑйӗн пурнӑҫне тӳлесе илме панине пула, усӑ курма пулать (Матф. 20:28; Иоан. 3:16; 1 Иоан. 4:9, 10).

5. Кил тата «чӗрӗлӗх шывне ахалех ил» текен йыхрав камран тухса тӑрать? Ӑнлантарса парӑр.

5 Кил тата «чӗрӗлӗх шывне ахалех ил» текен йыхрав камран тухса тӑрать? Турӑ Иисус урлӑ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ валли мӗн хатӗрлесе хунӑ, ҫавсемпе Христосӑн Пин ҫулхи Патшалӑхӗн вӑхӑтӗнче кӑна туллин усӑ курма пулать. Ҫав пиллӗхсем пирки «кристалл пек йӑлтӑртатакан таса юхӑм шыв» тенӗ. Ҫав юханшыв «Турӑпа Путекӗн аслӑ вырӑнӗнчен юхса тухать» (Апок. 22:1). Апла пулсан, чӗрӗлӗх шывӗн Ҫӑлкуҫӗ — Иегова, Пурнӑҫ Паракан (Пс. 35:10). Вӑл ҫав шыва «Путек», Иисус Христос, урлӑ парса тӑрать (Иоан. 1:29). Иегова ҫав сӑнарлӑ юханшывпа усӑ курса Адам итлеменни этемлӗхе мӗнле сиен кӳнӗ, ҫавсене пурне те пӗтерет. Ҫапла, «кил» текен йыхрав Иегова Турӑран тухса тӑрать.

6. Хӑҫан «чӗрӗлӗх шывӗн» юханшывӗ юхма пуҫланӑ?

6 Ҫав «чӗрӗлӗх шывӗн» юханшывӗ Христосӑн Пин ҫулхи Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне кӑна туллин юхма пуҫлать пулин те, вӑл «Ҫӳлхуҫа кунӗнчех», 1914-мӗш ҫулта пӗлӗтре «Путек» патшана ларсанах, юхма пуҫланӑ (Апок. 1:10, ҪТ). Апла пулсан, ҫав вӑхӑтран пуҫласа Турӑ пурнӑҫ валли мӗн хатӗрлесе хунӑ, ҫавсемпе усӑ курма май пур. Ҫав пиллӗхсем Турӑ Сӑмахӗпе, Библипе, ҫыхӑннӑ, мӗншӗн тесен унти хыпар пирки «шыв» тенӗ (Еф. 5:25, 26). Турӑ Патшалӑхӗн ырӑ хыпарне илтнӗ тата йышӑннӑ май, пурне те «чӗрӗлӗх шывне» илме йыхӑраҫҫӗ. Анчах та, Ҫӳлхуҫан кунӗнче пур ҫынна та кам йыхӑрса тӑрать?

«Ҫураҫнӑ хӗр: „Кил!“— тет»

7. «Ҫӳлхуҫа кунӗнче» кам чи малтан «кил» тесе йыхӑрма пуҫланӑ тата кама?

7 Ҫураҫнӑ хӗрӗн ушкӑнне кӗрекенсем — святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансем — кил тесе чи малтан йыхӑрма пуҫланӑ. Кама вӗсем кил тесе йыхӑраҫҫӗ? Паллах, ҫураҫнӑ хӗр хӑйне хӑй «кил!» тесе каламасть ӗнтӗ. Вӑл ҫав сӑмахсене, «пурне те тытса тӑракан Туррӑн ҫав аслӑ кунӗнче» пулакан вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫӗр ҫинче ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнма шанса тӑракансене калать. (Апокалипсис 16:14, 16 вуласа пар.)

8. Святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансем 1918-мӗш ҫултанпах Иегова йыхравне ыттисене пӗлтерсе тӑни ӑҫтан курӑнса тӑрать?

8 Святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ Христосӑн вӗренекенӗсем ҫынсене йыхӑрас ӗҫе 1918-мӗш ҫултанпах хутшӑнаҫҫӗ. Ҫав ҫулта каланӑ доклад, «Халӗ пурӑнакансенчен миллионӑшӗ нихӑҫан вилмесен те пултарать» ятлӑскер, Армагеддон вӑрҫи хыҫҫӑн нумайӑшӗ ҫӗр ҫинчи райра пурӑнӗҫ тесе ҫынсене шанчӑк панӑ. 1922-мӗш ҫулта Сидар-Пойнтра (Огайо штачӗ, США) ирттернӗ Библи Тӗпчекенсен конгресӗнче каланӑ доклад итлесе ларакансене Патшапа унӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе ҫӳреме хавхалантарнӑ. Ҫавӑн пек чӗнсе калани ҫураҫнӑ хӗр ушкӑнӗн юлашкийӗне ҫав йыхрав ҫинчен тата нумайрах ҫынна пӗлтерме пулӑшнӑ. «Хурал башни» журналӑн 1929-мӗш ҫулхи мартӑн 15-мӗш кӑларӑмӗнче (акӑл.) «Ырӑ сунса йыхӑрни» текен статья тухнӑ. Ҫав статьян тӗп сӑвӑ йӗркине Апокалипсис 22:17-мӗшӗнчен илнӗ пулнӑ. Статьяра каланӑ: «[Ҫӳлти Турӑ] ырӑ сунса йыхӑрнипе пӗрле шанчӑклӑ юлашкийӗн ушкӑнӗ те: „Кил“— тет». Ҫав хыпара тӗрӗслӗхшӗн тата чӑнлӑхшӑн ҫунакансене каласа памалла. Ҫав ӗҫе халӗ тумалла». Ҫураҫнӑ хӗрӗн ушкӑнӗ паянхи кун та ҫынсене йыхӑрса тӑрать.

«Илтекен те: „Кил!“— тетӗр»

9, 10. Кил тесе йыхӑрнине илтекенсене те: «Кил!» — тесе чӗнме мӗнле хавхалантараҫҫӗ?

9 Кил тесе йыхӑрнине илтекенсем пирки мӗн калама пулать? Вӗсене те: «Кил!» — тесе калама хавхалантараҫҫӗ. Сӑмахран, «Хурал башни» журналӑн 1932-мӗш ҫулхи августӑн 1-мӗш кӑларӑмӗнче (акӑл.), 232-мӗш страницӑра, ҫапла каланӑ пулнӑ: «Святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнисем Турӑ Патшалӑхӗн ырӑ хыпарне сарас ӗҫе хутшӑнас текенсене пурне те хавхалантарса тӑччӑр. Ҫӳлхуҫан хыпарне пӗлтерсе ҫӳремешкӗн вӗсене Ҫӳлхуҫа святой сывлӑш урлӑ суйласа лартни кирлӗ мар. Армагеддона пурӑнса ирттерме тата ҫӗр ҫинче ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнма пултаракан нумай ҫын патне ҫав пурнӑҫ шывне илсе пыма ирӗк панине пӗлни Иегова Свидетелӗсене питӗ хавхалантарса тӑрать».

10 Илтекенсен: «Кил!» — теме яваплӑх пуррине палӑртнӑ май, «Хурал башни» журналӑн 1934-мӗш ҫулхи августӑн 15-​мӗшӗнче тухнӑ кӑларӑмра (акӑл.), 249-мӗш страницӑра каланӑ: «Ионадав ушкӑнне кӗрекенсем — вӗсем святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ Иегова Свидетелӗсем мар пулин те — Ииуй ушкӑнне кӗрекенсемпе, урӑхла каласан, святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнисемпе, пӗрле пымалла тата Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне пӗлтерсе ҫӳремелле». 1935-мӗш ҫулта Апокалипсис 7:9—17-мӗш сӑвӑ йӗркисенче калакан «темӗн чухлӗ этем» камсем иккенне лайӑхрах ӑнланса илнӗ. Ҫакӑ Туррӑн йыхравне сарас ӗҫе тата вӑйлӑрах хӑвӑртлатнӑ. Унтанпа ҫав йыхрава темӗн чухлӗ этем шутне кӗрекен ҫичӗ миллион ытла Туррӑн ӗҫлекенӗ йышӑннӑ, вӗсен шучӗ вара ӳссех-ӳссех пырать. Ҫав хыпара илтсен, вӗсем, пархатарлӑ пулнӑран, хӑйсене Турра халалланӑ та шыва кӗнӗ, вара ҫураҫнӑ хӗр ушкӑнӗпе пӗрле ыттисене килме тата «чӗрӗлӗх шывне ахалех» ӗҫме хӗрӳллӗн чӗнме пуҫланӑ.

«Сывлӑш: „Кил!“— тет»

11. Пирӗн эрӑри пӗрремӗш ӗмӗрте ырӑ хыпар сарас ӗҫре святой сывлӑшӑн пӗлтерӗшӗ пирки мӗн калама пулать?

11 Назаретри синагогӑра вӗрентсе каланӑ чухне Иисус Исаия кӗнекине уҫнӑ та вуласа панӑ: «Турӑ Сывлӑшӗ Ман ҫийӗмре: Вӑл Мана мӗскӗнсене Ырӑ Хыпар калама ҫу сӗрчӗ (суйларӗ), хуйхӑпа касӑлнӑ чӗреллисене лӑплантарма ячӗ, тыткӑнрисене вӗсем ирӗке тухмалли, суккӑррисене вӗсем куракан пулмалли Хыпар калама ячӗ, асапланса халран кайнисене ирӗке кӑларма, Туррӑн ырӑлӑх кӑтартас вӑхӑчӗ ҫинчен каласа вӗрентме ячӗ». Унтан Иисус ҫав сӑмахсене хӑйӗнпе ҫыхӑнтарнӑ та каланӑ: «Ҫак эсир илтнӗ сӑмахсем паян ӗнтӗ вырӑна килчӗҫ» (Лука 4:17—21). Пӗлӗте хӑпарса каяс умӗн, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Хӑвӑр ҫине Святой Сывлӑш ансассӑн, эсир хӑват илӗр, вара... ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех Ман ҫинчен каласа кӑтартакансем пулӑр» (Апост. ӗҫ. 1:8). Пӗрремӗш ӗмӗрте ырӑ хыпар сарас ӗҫре святой сывлӑшӑн пӗлтерӗшӗ питӗ пысӑк пулнӑ.

12. Туррӑн святой сывлӑшӗ ҫынсене йыхӑрас ӗҫпе паян мӗнле те пулин ҫыхӑннӑ-и?

12 Туррӑн святой сывлӑшӗ ҫынсене йыхӑрас ӗҫпе паян мӗнле те пулин ҫыхӑннӑ-и? Иегова — святой сывлӑшӑн Ҫӑлкуҫӗ. Вӑл хӑйӗн Сӑмахне, Библие, ӑнланма пулӑшас тесе ҫураҫнӑ хӗрӗн ушкӑнне кӗрекенсен чӗрисемпе ӑстӑнӗсене уҫмашкӑн святой сывлӑшпа усӑ курать. Святой сывлӑш вӗсене, ҫӗр ҫинчи Райра пурӑнма камсен май пур, ҫавсене йыхӑрма тата Библири чӑнлӑхсене ӑнлантарса пама хавхалантарса тӑрать. Камсем ҫав йыхрава йышӑнаҫҫӗ, Иисус Христосӑн вӗренекенӗсем пулса тӑраҫҫӗ тата ыттисене йыхӑрма пуҫлаҫҫӗ, ҫавсем пирки мӗн калама пулать? Святой сывлӑш вӗсем ҫине те витӗм кӳрсе тӑрать. Святой сывлӑш ячӗпе шыва кӗнӗ май, вӗсем ҫав сывлӑш ертсе пынипе килӗшӳллӗн пурӑнаҫҫӗ тата вӑл пулӑшасса шанса тӑраҫҫӗ (Матф. 28:19). Святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнисем тата шучӗпе ӳссе-ӳссе пыракан темӗн чухлӗ этем пӗлтерсе ҫӳрекен хыпар ҫинчен те шухӑшласа пӑхӑр-ха. Ҫав хыпар —Библирен, Туррӑн святой сывлӑшӗ витӗм кӳрсе тӑнипе ҫырнӑ кӗнекерен. Апла пулсан, ҫав йыхрава святой сывлӑш урлӑ сараҫҫӗ. Тӗрӗссипе каласан, ҫав сывлӑш пире ертсе пырать. Ыттисене йыхӑрас ӗҫ валли эпир мӗн чухлӗ вӑхӑт уйӑрма пултарни ҫине ҫакӑ мӗнле витӗм кӳмелле?

Вӗсем: «Кил!» — теҫҫӗ

13. «Сывлӑш та, ҫураҫнӑ хӗр те: кил! теҫҫӗ» текен сӑмахсем мӗн ҫине кӑтартса тӑраҫҫӗ?

13 «Сывлӑш та, ҫураҫнӑ хӗр те: кил! теҫҫӗ». «Теҫҫӗ» текен сӑмах Туррӑн йыхравне пӗрмай пӗлтерсе тӑнине кӑтартса парать. Ҫав йыхрава илтекенсем тата йышӑнакансем хӑйсене мӗнле тытаҫҫӗ? Вӗсем те: «Кил!» — теҫҫӗ. Турра тӗрӗс пуҫҫапакансен темӗн чухлӗ этемӗ пирки вӗсем «кунӗн-ҫӗрӗн» Иеговӑн храмӗнче сӑваплӑ ӗҫе туса тӑраҫҫӗ тенӗ (Апок. 7:9, 15). «Кунӗн-ҫӗрӗн» сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ тенине мӗнле ӑнланмалла? (Лука 2:36, 37; Апостолсен ӗҫӗсем 20:31; 2 Фессалоника 3:8 вуласа пар.) Сӑваплӑ ӗҫе «кунӗн-ҫӗрӗн» туни вӑл — пӗрмай тата чунтан тӑрӑшса туса тӑнине пӗлтерет, ҫавна Анна ятлӑ ватӑ хӗрарӑм-пророкпа Павел апостол тӗслӗхӗсем кӑтартса параҫҫӗ.

14, 15. Даниил пророк Турра яланах пуҫҫапса пурӑнни питӗ кирлине мӗнле кӑтартнӑ?

14 Турра пӗрмай пуҫҫапса пурӑнни питӗ кирлӗ пулнине Даниил пророк та кӑтартнӑ (Дан. 6:4—10, 16). Турра пуҫҫапас енчен хӑй тытса тӑракан йӗркене — хӑйӗн яланхи йӑлана, кунне виҫӗ хутчен Турра кӗлӗ тӑвас йӑлана — вӑл уйӑхлӑха та пӑсман, ҫакӑншӑн ӑна арӑслансем патне шӑтӑка пӑрахмалла пулнӑ пулин те. Унӑн ӗҫӗсем сӑнаса тӑракансене, Иеговӑна яланах пуҫҫапса пурӑннинчен кирлӗреххи урӑх нимӗн те ҫуккине, уҫӑмлӑ кӑтартнӑ (Матф. 5:16).

15 Даниил арӑслансемпе пӗрле шӑтӑкра ҫӗр каҫсан, ун патне патша пынӑ та каланӑ: «Эй, Даниил, чӗрӗ Туррӑн ӗҫлекенӗ, санӑн Турру — эсӗ уншӑн яланах ӗҫлесе тӑратӑн — сана арӑслансенчен ҫӑлма пултарчӗ-и?» Даниил тӳрех хуравланӑ: «Эй патшам, ӗмӗр пурӑн. Арӑслансен ҫӑварӗсене хупас тесе манӑн Турӑ хӑйӗн ангелне ячӗ, вара вӗсем мана пӗтермерӗҫ, мӗншӗн тесен эпӗ унӑн умӗнче айӑпа кӗмен, тепӗр тесен, эй патшам, эпӗ санӑн умӑнта та ним япӑххи те туман». Иегова Даниила, хӑйӗншӗн «яланах ӗҫлесе тӑнӑшӑн», пилленӗ (Дан. 6:19—22, ҪТ).

16. Сӑваплӑ ӗҫе хутшӑнас енчен Даниилӑн тӗслӗхӗ пире мӗнле ыйтусем пама хавхалантарать?

16 Даниилшӑн Иеговӑна куллен-кун пуҫҫапса пурӑннине пӑрахиччен вилни авантарах пулнӑ. Пирӗн пирки мӗн калама пулать? Турӑ Патшалӑхӗн ырӑ хыпарне яланах пӗлтерсе ҫӳрес тесе эпир мӗнсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлма тата мӗн тума хатӗр? Ыттисене Иегова ҫинчен каласа памасӑр пӗр уйӑх та иртмелле мар! Май ҫитнӗ таран, пирӗн кашни эрнере сӑваплӑ ӗҫе хутшӑнма тӑрӑшмалла. Сывлӑх питӗ начар пулсан тата уйӑхра 15 минут кӑна ырӑ хыпар калама пултаратпӑр пулсан, пирӗн ҫав вӑхӑта хамӑрӑн отчет хучӗ ҫине ҫырса хумалла. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен сывлӑшпа тата ҫураҫнӑ хӗрпе пӗрле пирӗн те: «Кил!» — тесе калас килет. Ҫапла, Турӑ Патшалӑхӗн яланхи хыпарҫисем пулас тесе эпир вӑй ҫитнӗ таран пурне те тӑвасшӑн.

17. Иеговӑн йыхравне ҫынсене пӗлтерес тесе мӗнле майсене вӗҫертмелле мар?

17 Пирӗн кирек хӑш вӑхӑтра та, кампа та пулин ырӑ хыпар сарма кайма калаҫса татӑлман пулсан та, Иеговӑн йыхравне ҫынсене пӗлтерме тӑрӑшмалла. Килес тата пурнӑҫ шывне ахалех ӗҫес текенсене йыхӑрма май пурри — мӗн тери пысӑк чыс! Ҫакна эпир, сӑмахран, лавккана мӗн те пулин туянма кайнӑ чухне, ҫул ҫинче, отпускра, ӗҫре, шкулта е тата мӗн те пулин тунӑ чухне тума пултаратпӑр. Влаҫра тӑракан ҫынсем пирӗн вӗрентсе ҫӳрес ӗҫе хӗсеҫҫӗ пулсан, эпир ырӑ хыпар калама чарӑнмастпӑр, анчах ҫавна майне пӗлсе тӑвӑпӑр — тен, кашни киле е хваттере йӗркипе кӗрсе тухмӑпӑр, е кирек мӗнле май сиксе тухсан та, унпа усӑ курма тӑрӑшӑпӑр.

«Кил!» — тейӗр

18, 19. Турӑпа пӗрле ӗҫлекенӗ пулма май пуррине хакланине эсир мӗнле кӑтартса тӑратӑр?

18 Тӑхӑрвунӑ ҫул ытла ӗнтӗ сывлӑшпа ҫураҫнӑ хӗр пурнӑҫ шывне ӗҫес килекенсене пурне те: «Кил!» — теҫҫӗ. Эсир вӗсен чуна хавхалантаракан йыхравне илтрӗр пулсан, сире ыттисене йыхӑрма чӗнеҫҫӗ.

19 Иеговӑн юратуллӑ йыхравне хӑҫанччен пӗлтерсе тӑрассине эпир пӗлместпӗр, ҫапах та ӑна итленипе тата: «Кил!» — тесе каланипе эпир Турӑпа пӗрле ӗҫлекенсем пулса тӑратпӑр (1 Кор. 3:6, 9). Ҫакӑ пирӗншӗн питӗ пысӑк чыс! Айтӑр, ҫавӑн пек май пуррине хаклар тата ырӑ хыпар куллен сарса тӑнипе «Турра пӗр чарӑнмасӑр мухтав парни кӳрсе тӑрар» (Евр. 13:15). Камӑн ҫӗр ҫинче пурӑнма шанчӑк пур, ҫавӑ ҫураҫнӑ хӗрӗн ушкӑнӗпе пӗрле: «Кил!» — тесе калатӑр. Тата нумайрах ҫын пурнӑҫ шывне ахалех илсе тӑтӑр!

Эсир мӗн пӗлтӗр?

• Кама кил тесе йыхӑраҫҫӗ?

• Мӗншӗн кил тесе калакан йыхрав Иеговӑран тухса тӑрать тесе калама пулать?

• Кил тесе калакан йыхрава сарас ӗҫре святой сывлӑш мӗнле вырӑн йышӑнать?

• Мӗншӗн сӑваплӑ ӗҫе яланах хутшӑнма тӑрӑшмалла?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]