Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Турӑ сӑмахне хӑюллӑ калӑр

Турӑ сӑмахне хӑюллӑ калӑр

Турӑ сӑмахне хӑюллӑ калӑр

«Вӗсем... пурте, Святой Сывлӑшпа хӑватлӑланса, Турӑ сӑмахне хӑюллӑ каланӑ» (АПОСТ. ӖҪ. 4:31).

1, 2. Мӗншӗн сӑваплӑ ӗҫе пирӗн лайӑх тума тӑрӑшмалла?

 ВИЛЕС умӗн виҫӗ кун маларах Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Пур халӑхсене те пӗлтерме, Турӑ Патшалӑхӗн ҫак Евангелийӗ пӗтӗм тӗнчене сарӑлӗ: вара пӗтес вӑхӑт ҫитӗ». Пӗлӗт ҫине хӑпариччен вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус хӑй хыҫҫӑн пыракансене пур халӑхран та вӗренекенсем хатӗрлеме хушнӑ. Ҫав вӗренекенсене хӑй мӗн хушнине пурне те тытса тӑма вӗрентмелле тенӗ. Вӑл вӗсене «тӗнче пӗтичченех куллен сирӗнпе пӗрле пулӑп» тесе сӑмах панӑ (Матф. 24:14; 26:1, 2; 28:19, 20).

2 Иегова Свидетелӗсем пулнӑ май, эпир пӗрремӗш ӗмӗрте пуҫланнӑ ӗҫе хастарлӑ хутшӑнатпӑр. Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа ҫӳресси тата вӗренекенсене хатӗрлесси пек ҫӑлӑнӑҫ паракан ӗҫрен кирлӗрех ӗҫ ҫук. Ҫавӑнпа та сӑваплӑ ӗҫе лайӑх тума тӑрӑшмалла! Ҫак статьяра эпир святой сывлӑш ертсе пыни пире сӑваплӑ ӗҫре хӑюллӑ калаҫма мӗнле пулӑшнине пӑхса тухӑпӑр. Ун хыҫҫӑнхи тепӗр икӗ статьяра эпир, ӑста вӗрентес тата ырӑ хыпара яланах пӗлтерсе тӑрас тӗлӗшрен Иеговӑн сывлӑшӗ пире мӗнле ертсе пыма пултарнине курӑпӑр.

Пире хӑюлӑх кирлӗ

3. Мӗншӗн Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне пӗлтерсе ҫӳрес ӗҫе хутшӑнма хӑюлӑх кирлӗ?

3 Турӑ панӑ ӗҫ — унӑн Патшалӑхӗн хыпарне пӗлтерсе ҫӳресси — нимпе танлаштарма ҫук пысӑк чыс. Анчах та ӑна туса тӑма хӑш-пӗр чухне ҫӑмӑлах мар. Хӑш-пӗр ҫынсем Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне тӳрех йышӑнаҫҫӗ, анчах нумайӑшӗ хӑйсене Ной вӑхӑтӗнче пурӑннӑ ҫынсем пекех тытаҫҫӗ. Вӗсем, Иисус каланӑ пек, «шыв тулса пурне те пӗтеричченех нимӗнне те пӗлмен [е ним шухӑшсӑр пурӑннӑ]» (Матф. 24:38, 39). Ҫавӑн пекех пире мӑшкӑллакан е ырӑ хыпара сарас ӗҫе хирӗҫ тӑракан ҫынсем те пур (2 Пет. 3:3). Хирӗҫ тӑрасси власть тытса тӑракан ҫынсенчен, шкулта пӗрле вӗренекенсенчен, пӗрле ӗҫлекенсенчен тата килтисенчен тухма пултарать. Унсӑр пуҫне, пирӗн хамӑрӑн ҫитменлӗхсем, сӑмахран, вӑтанасси тата ыттисем пире сирсе ярассинчен хӑрасси, пур. Туррӑн сӑмахне «хӑюллӑ» калама чӑрмантарма пултаракан сӑлтавсем нумай (Еф. 6:19, 20). Анчах та, Туррӑн сӑмахне ҫине тӑрсах каласа тӑма хӑюлӑхсӑр май ҫук. Пире хӑюллӑ пулма мӗн пулӑшӗ?

4. а) Мӗн вӑл хӑюлӑх? ӑ) Мӗне пула Павел Фессалоника ҫыннисемпе хӑюллӑ калаҫнӑ?

4 Грек сӑмахӗ, «хӑюлӑх» тесе куҫарнӑскер, «таса кӑмӑллӑха, уҫӑмлӑ пулнине, тӳррӗн каланине» пӗлтерет. Ҫав сӑмах паттӑрлӑхпа, ҫирӗп тӑнипе, нимрен хӑраманнипе ҫыхӑннӑ шухӑша парать. Хӑюлӑх вӑл сӑпайсӑр е тӳрккессӗн тытмаллине пӗлтермест (Кол. 4:6). Эпир хӑюллӑ пуласшӑн кӑна мар, ҫавӑн пекех пуринпе те килӗштерсе пурӑнасшӑн (Рим 12:18). Унсӑр пуҫне, Турӑ Патшалӑхӗн ырӑ хыпарне хӑюллӑ пӗлтерсе тӑнӑ чухне кама та пулин ӑнсӑртран кӳрентерес мар тесе майне пӗлсе калаҫмалла. Апла пулсан, чӑннипе хӑюллӑ пулас тесен, пирӗн ытти лайӑх енсене аталантарас тесе вӑй хумалла. Анчах ҫавӑн пек хӑюлӑх хӑй тӗллӗн е хамӑр вӑй ҫине шанса тӑнипе кӑна пулмасть. Павел апостолпа унӑн юлташӗсем Филиппыра «хур туса пӗтернине» тӳссе ирттернӗ хыҫҫӑн мӗнле майпа Фессалоника ҫыннисене «хӑюллӑ пулса» каласа кӑтартнӑ? «Туррӑмӑр ҫине шанса» тӑнине пула тесе ҫырать Павел. (1 Фессалоника 2:2 вуласа пар.) Пире мӗн хӑратса тӑрать, ҫавна сирсе ярса Иегова Турӑ пире ҫавнашкал хӑюлӑх пама пултарать.

5. Иегова Петра, Иоана тата ытти вӗренекенӗсене мӗнле майпа хӑюллӑ тунӑ?

5 Халӑх «пуҫлӑхӗсем, аслӑ ҫынсем, кӗнекеҫӗсем» допрос тунӑ чухне Петрпа Иоанн апостолсем вӗсене хуравланӑ: «Шухӑшлӑр-ха, Турӑран ытларах сире итлени Турӑ умӗнче тӗрӗс пулӗ-и? Хамӑр мӗн курнине, мӗн илтнине эпир калаҫмасӑр тӑраймастпӑр». Хӑвалама пӑрахчӑр тесе Турра кӗлӗ тӑвас вырӑнне, вӗсем ытти ӗненекенсемпе пӗрле йӑлӑнса ыйтнӑ: «Эй Турӑ... Хӑвӑн чурусене Хӑвӑн сӑмахна пӗр хӑрамасӑр хӑйса калама пар» (Апост. ӗҫ. 4:5, 19, 20, 29, 30). Вӗсен хӗрӳллӗ кӗлли ҫине Иегова мӗнле хуравланӑ? (Апостолсен ӗҫӗсем 4:31 вуласа пар.) Иегова вӗсене хӑйӗн сывлӑшне парса хӑюллӑ пулма пулӑшнӑ. Туррӑн сывлӑшӗ пире те ҫавӑн пекех пулӑшма пултарать. Туррӑн сывлӑшне, вӑл пире сӑваплӑ ӗҫре ертсе пытӑр тесе, мӗнле илме пулать?

Хӑюллӑ мӗнле пулма пулать

6, 7. Туррӑн святой сывлӑшне илмелли мӗнле мая чи лайӑх май теме пулать? Тӗслӗхсем илсе кӑтарт.

6 Туррӑн святой сывлӑшне илмелли чи лайӑх май — ун пирки ыйтни. Иисус хӑйне итлесе тӑракансене каланӑ: «Эсир, хӑвӑр усал пулсан та, ачӑрсене ырӑ япала пара пӗлетӗр пулсан, Ҫӳлти Аҫӑр Хӑйӗнчен ыйтакансене Святой Сывлӑшне тата хавасрах парӗ» (Лука 11:13). Апла пулсан, пирӗн пӗрмаях святой сывлӑш пирки кӗлӗ тумалла. Сӑваплӑ ӗҫӗн хӑш-пӗр енӗсене тума — калӑпӑр, урамра, ӗҫлӗ территоринче тата май сиксе тухсан ырӑ хыпар калама — хӑраса тӑратпӑр пулсан, эпир Иеговӑна святой сывлӑш пирки кӗлӗ тума тата пире хӑюлӑх патӑр тесе унран ыйтма пултаратпӑр (1 Фес. 5:17).

7 Роза ятлӑ христианка шӑпах ҫапла тунӑ та *. Пӗррехинче ӗҫре, Роза хӑйӗнпе пӗрле ӗҫлекен шкул учительници тепӗр шкултан илнӗ хыпара — ачасемпе япӑх тытни ҫинчен калакан хыпара — вуланине илтнӗ. Ҫавна вулани учительницӑна ҫав тери тарӑхтарса янӑ та вӑл каланӑ: «Мӗн пулнӑ ку тӗнчепе?» Ырӑ хыпара каламалли лайӑх мая Роза вӗҫертме пултарайман. Хӑюллӑ пулас та калаҫӑва пуҫлас тесе вӑл мӗн тунӑ? «Эпӗ Иеговӑна кӗлӗ турӑм та вӑл мана хӑйӗн сывлӑшӗпе пулӑштӑр тесе ыйтрӑм»,— калать Роза. Вӑл питӗ лайӑх свидетельство пама пултарнӑ та ҫав ыйтӑва тепӗр хут сӳтсе явма калаҫса татӑлнӑ. Акӑ, тата тепӗр тӗслӗх. Нью-Йорк хулинче пурӑнакан пилӗк ҫулхи Милани ятлӑ хӗрача каласа парать: «Шкула каяс умӗн, аннепе иксӗмӗр эпир яланах Иеговӑна кӗлӗ тӑватпӑр». Мӗн пирки вӗсем кӗлӗ тӑваҫҫӗ? Миланӑн хӑй мӗне ӗненни тата хӑйӗн Турри ҫинчен каласа пама хӑюлӑх пултӑр тесе ыйтаҫҫӗ! «Ҫакӑ Миланӑна ҫуралнӑ кунсемпе уявсем ҫине вӑл мӗнле пӑхнине ӑнлантарса пама тата уявсене хутшӑнассинчен пӑрӑнма пулӑшрӗ»,— калать унӑн амӑшӗ. Кӗлӗ туни хӑюллӑ пулма пулӑшнине ҫак тӗслӗхсем кӑтартса памаҫҫӗ-и?

8. Хӑюллӑ пулас енчен эпир Иеремия пророкран мӗне вӗренме пултаратпӑр?

8 Иеремия пророка хӑюллӑ пулма мӗн пулӑшни ҫинчен те шухӑшласа пӑхар. Иегова ӑна халӑхсем валли пророк пулма лартсан, Иеремия каланӑ: «Эпӗ калаҫма пӗлместӗп вӗт, эпӗ ытла ҫамрӑк» (Иер. 1:4—6, ҪТ). Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Иеремия хыпара ҫине тӑрса пӗр хӑрамасӑр калама пултарнӑ, ҫапла вара нумайӑшӗ, унӑн сӑмахӗсене итлемен пулин те, пулас инкексем ҫинчен пӗлнӗ (Иер. 38:4). Вӑл 65 ҫул ытла Иегова сучӗсем ҫинчен хӑюллӑ пӗлтерсе тӑнӑ. Хыпара хӑюллӑ, пӗр хӑрамасӑр пӗлтерсе ҫӳрес тӗлӗшпе вӑл Израильте питӗ паллӑ ҫын пулнӑ, ҫавӑнпа та каярахпа, 600 ҫул ытла вӑхӑт иртсен, Иисус хӑюллӑ каласа ҫӳренӗ чухне, хӑш-пӗрисем ун пирки вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Иеремия тесе шутланӑ (Матф. 16:13, 14). Чи малтан иккӗленсе тӑракан Иеремия пророк хӑйӗн вӑтанчӑклӑхне мӗнле ҫӗнтерме пултарнӑ? Вӑл калать: «Манӑн чӗрере унӑн [Туррӑн] сӑмахӗ манӑн шӑмӑсем ӑшне хупса лартнӑ вут ҫулӑмӗ пек пулчӗ, вара эпӗ ӑна хамра тытса тӑрса ывӑнтӑм» (Иер. 20:9, ҪТ). Ҫапла, Иеговӑн сӑмахӗ Иеремия ҫине витӗм кӳрсе тӑнӑ та ӑна калаҫма хавхалантарнӑ.

9. Мӗншӗн Туррӑн сӑмахӗ Иеремия ҫине витӗм кӳнӗ пекех пирӗн ҫине те витӗм кӳме пултарать?

9 Павел апостол еврейсем патне янӑ хӑйӗн ҫырӑвӗнче ҫырнӑ: «Турӑ сӑмахӗ хӑватлӑ, пулса ҫитсе пырать, вӑл икӗ енӗ те ҫивчӗллӗ пур тӗрлӗ хӗҫрен те вичкӗн, вӑл чунпа сывлӑш витӗр, тӑл-пӳ пайӗсемпе миме витӗр тухать, шухӑшсене те, кӑмӑл туртнине те пӗлсе айӑплать» (Евр. 4:12). Туррӑн хыпарӗ, е сӑмахӗ, Иеремия ҫине витӗм кӳнӗ пекех пирӗн ҫине те витӗм кӳме пултарать. Асту, Библие ҫынсем ҫырнӑ пулин те, вӑл — ҫынсен ӑслӑлӑхӗн кӗнеки мар, мӗншӗн тесен ӑна Турӑ пӗлтернипе ҫырнӑ. Эпир 2 Петр 1:21-мӗшӗнче вулатпӑр: «Малашне мӗн пулассине [е пророкла каланисене] нихӑҫан та этем ирӗкӗпе каласа паман, ӑна Туррӑн таса ҫыннисем Святой Сывлӑш пӗлтернипе каласа хунӑ». Библие тӗплӗн тӗпчеме вӑхӑт уйӑратпӑр пулсан, эпир святой сывлӑш пӗлтернипе каланӑ хыпара хамӑр пуҫа кӗртсе хуратпӑр. (1 Коринф 2:10 вуласа пар.) Ҫав хыпар пирӗн ӑшра «вут ҫулӑмӗ пек» пулса тӑма пултарать, вара эпир ӑна хамӑрта тытса тӑраймӑпӑр.

10, 11. а) Калаҫма хӑюлӑх илес килет пулсан, пирӗн Библие мӗнле вӗренмелле? ӑ) Ху тӗллӗн вӗреннин пахалӑхне лайӑхлатма мӗнле утӑмсем тума шутласа хунисенчен пӗрин ҫинчен те пулин каласа пар-ха.

10 Библие эпир, унӑн хыпарне хамӑр чӗре ӑшне хурса хамӑрӑн шалти туйӑмсемпе шухӑшсене хускатас тӗллевпе вӗренетпӗр пулсан кӑна, Библи вӗренни пирӗн ҫине хӑватлӑн витӗм кӳрсе тӑрӗ. Сӑмахран, Иезекииль пророка курӑну панӑ та унта ӑна ҫырӑвӑн чӗркемне ҫисе яма хушнӑ. Ҫырӑвӗнче вара итлес темен ҫынсем патне янӑ хаяр хыпара ҫырса хунӑ пулнӑ. Хыпарӗ вара унӑн пайӗ пулса тӑтӑр тесе Иезекиилӗн ӑна пӗтӗмпех хӑйӗн ӑшне хывмалла пулнӑ. Вара ҫав хыпара пӗлтерсе тӑрасси уншӑн, пыл ҫинӗ пекех, кӑмӑллӑ пулнӑ пулӗччӗ. (Иезекииль 2:8—3:4, 7—9 вуласа пар.)

11 Пире хушнӑ ӗҫ хӑш-пӗр енчен Иезекииле хушнӑ ӗҫпе пӗрех. Паян нумайӑшӗ Библире мӗн каланине итлесшӗн те мар. Эпир ҫине тӑрсах Туррӑн сӑмахне каласа тӑрас тетпӗр пулсан, пире, Ҫырусене вӗреннӗ чухне, унта мӗн каланине пӗтӗмпех ӑнланни тата ӗненни питӗ кирлӗ. Вӑхӑтран-вӑхӑта мар, куллен-кун вӗренмелле. Пирӗн шухӑш-кӑмӑл псалом юрлаканӑн шухӑш-кӑмӑлӗ пекех пулмалла, вӑл юрланӑ: «Эй Ҫӳлхуҫамӑм, манӑн тӗрекӗм, Хӑтараканӑм! Манӑн сӑмахӑмсем, ӑшӑмри шухӑшӑмсем Сан умӑнта кӑмӑллӑ пулӗҫинччӗ!» (Пс. 18:15). Библири чӑнлӑхсем чӗре ӑшне кӗрсе вырнаҫчӑр тесен, мӗн вулани ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт уйӑрни ҫав тери кирлӗ! Паллах ӗнтӗ, хамӑр тӗллӗн вӗреннин пахалӑхне лайӑхлатас тесе вӑй хумалла *.

12. Мӗншӗн христиансен пухӑвӗсене ҫӳрени пире святой сывлӑш ертсе пыни тӑрӑх пурӑнма пулӑшать?

12 Иеговӑн святой сывлӑшӗнчен пулӑшу илмелли тепӗр май — «пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшар, пӗр-пӗрне юратма, ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарса пырар... пӗр ҫӗре пуҫтарӑнма пӑрахас мар» тенине тытса пыни (Евр. 10:24, 25). Христиансен пухӑвӗсене сиктермесӗр ҫӳрени, тимлӗ итлени тата мӗн пӗлнине пурнӑҫра тытса пыни — святой сывлӑш ертсе пыни тӑрӑх пурӑнма пулӑшакан чаплӑ майсем. Иеговӑн сывлӑшӗ мӗн тумаллине пухусем урлӑ кӑтартса тӑрать мар-и? (Апок. 3:6).

Хӑюллӑ пулни мӗнле усӑ парать

13. Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансен ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳрес ӗҫри ҫитӗнӗвӗсем мӗн ҫинчен калаҫҫӗ?

13 Святой сывлӑш — Ҫут тӗнчери чи хӑватлӑ вӑй — ҫынна Иеговӑн ирӗкне туса тӑма вӑй пама пултарать. Вӑл витӗм кӳрсе тӑнине пула пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем питӗ пысӑк ӗҫе туса ҫитернӗ: вӗсем ырӑ хыпара «пӗлӗт айӗнчи пур пултарнӑ япалана» та каласа пӗлтернӗ (Кол. 1:23). Вӗсенчен нумайӑшӗ «кӗнекеҫӗсем те мар [е вӗреннӗ ҫынсем пулман], ахаль ҫынсемех» пулнӑ, апла пулсан, вӗсем хӑйсен вӑйне ирттерекен вӑй пулӑшнине пула ҫав ӗҫе туса ҫитерме пултарнӑ (Апост. ӗҫ. 4:13).

14. Сывлӑшпа хӗлхемленсе тӑма пире мӗн пулӑшма пултарать?

14 Святой сывлӑш ертсе пынипе килӗшӳллӗ пурӑнатпӑр пулсан, ҫакӑ пире сӑваплӑ ӗҫе хӑюлӑхпа туса тӑма хавхалантарать. Святой сывлӑш пирки яланах кӗлӗ туни, Библие хамӑр тӗллӗн чун-чӗререн тӑрӑшса вӗренни, мӗн вулани ҫинчен кӗлӗ туса шухӑшлани тата христиансен тӗлпулӑвӗсене сиктермесӗр ҫӳрени сывлӑшпа «ҫунса тӑма», е хӗлхемленсе тӑма пулӑшӗ (Рим 12:11). Пит ӑста калаҫакан «Аполлос ятлӑ пӗр иудей ҫынни» ҫинчен каланӑ май, Библире пӗлтернӗ: «Вӑл чунтан тӑрӑшса, Турӑ [«сывлӑшпа хӗлхемленсе Иисус», ҪТ] ҫинчен тӗрӗс каласа вӗрентнӗ» (Апост. ӗҫ. 18:24, 25). Сывлӑшпа хӗлхемленсе тӑратпӑр пулсан, эпир килтен-киле тата май пур чухне ырӑ хыпара каласа ҫӳренӗ чухне тата хӑюллӑрах пулӑпӑр.

15. Хӑюллӑрах пулса пыни пире мӗнле усӑ парать?

15 Сӑваплӑ ӗҫре хӑюллӑрах пулса пыни хамӑршӑнах усӑллӑ. Пирӗн иккӗленсе тӑрасси чаксах-чаксах пырӗ, мӗншӗн тесен ырӑ хыпар сарас ӗҫ кирлӗ те усӑллӑ пулнине лайӑхрах ӑнланатпӑр. Эпир ырӑ хыпара хавхалансах каласа тӑратпӑр, мӗншӗн тесен сӑваплӑ ӗҫе лайӑх туни мӗнле усӑ панине кура пысӑк савӑнӑҫпа савӑнатпӑр. Эпир ырӑ хыпара хастаррӑнтарах саратпӑр, мӗншӗн тесен ҫав ӗҫе вӑраха яма кирлӗ маррине тата лайӑхрах ӑнланатпӑр.

16. Сӑваплӑ ӗҫре хастарлӑх сивӗнсе пырать пулсан, пирӗн мӗн тумалла?

16 Сӑваплӑ ӗҫе тума хастарлӑх сивӗнчӗ пулсан е унчченхи пекех кӑмӑл ҫук пулсан, вара мӗн тумалла? Ҫавӑн пек чухне харпӑр хӑйне тӗрӗслесе пӑхмалла. Павел ҫырнӑ: «Эсир хӑвӑра хӑвӑр сӑнаса пӑхӑр: ӗненетӗр-и эсир? хӑвӑра хӑвӑр сӑнаса пӗлме тӑрӑшӑр» (2 Кор. 13:5). Хӑвӑнтан ыйт: «Эпӗ унчченхи пекех сывлӑшпа хӗлхемленсе тӑратӑп-и? Иеговӑна святой сывлӑш пама кӗлӗ тӑватӑп-и? Эпӗ тунӑ кӗлӗсенче Туррӑн ирӗкне тӑвас тесе ун ҫине шанса тӑни курӑнса тӑрать-и? Манӑн кӗлӗсенче хама шанса панӑ сӑваплӑ ӗҫшӗн тав туса каланӑ сӑмахсем пур-и? Библие хам тӗллӗн вӗренесси пирки мӗн калама пулать? Мӗн вуланипе илтни ҫинчен шухӑшлама эпӗ мӗн чухлӗ вӑхӑт уйӑратӑп? Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче эпӗ мӗн таран хутшӑнатӑп?» Ҫак тата ҫавӑн пек ытти ыйтусем ҫинчен шухӑшлани пире хамӑрӑн ҫитменлӗхсене курма тата вӗсене тӳрлетме пулӑшать.

Туррӑн сывлӑшӗ сире хӑюллӑ тутӑр

17, 18. а) Ырӑ хыпар калас ӗҫ паян мӗн таран сарӑлнӑ? ӑ) Турӑ Патшалӑхӗн ырӑ хыпарне пӗлтерсе ҫӳренӗ чухне мӗнле майпа «пит хӑюллӑ» пулма пулать?

17 Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Хӑвӑр ҫине Святой Сывлӑш ансассӑн, эсир хӑват илӗр, вара Иерусалимре, пӗтӗм Иудеяра, Самарияра, ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех Ман ҫинчен каласа кӑтартакансем пулӑр» (Апост. ӗҫ. 1:8). Ҫавӑн чухне пуҫланнӑ ӗҫ паян нихӑҫанхинчен те анлӑрах сарӑлнӑ. Пӗр ҫичӗ миллион Иегова Свидетелӗ Турӑ Патшалӑхӗн ырӑ хыпарне 230 ытла ҫӗршывра пӗлтерсе ҫӳрет тата ҫулталӑкра вӗсем сӑваплӑ ӗҫре миллиард ҫурӑ яхӑн сехет ирттернӗ. Ҫак урӑх нихӑҫан пулас ҫук ӗҫе хастарлӑ хутшӑнни калама ҫук вӑйлӑ савӑнтарать!

18 Пӗрремӗш ӗмӗрти пекех, паян та пӗтӗм тӗнчипе ырӑ хыпар каласа ҫӳрес ӗҫ Туррӑн сывлӑшӗ ертсе пынипе пулса пырать. Эпир святой сывлӑш ертсе пынипе килӗшӳллӗ пурӑнатпӑр пулсан, сӑваплӑ ӗҫе «пит хӑюллӑ» тӑвӑпӑр (Апост. ӗҫ. 28:31). Эппин, Турӑ Патшалӑхӗн ырӑ хыпарне пӗлтерсе ҫӳренӗ чухне, святой сывлӑш пире ертсе пытӑр!

[Сноскӑсем]

^ Ятсене улӑштарнӑ.

^ Библи вулани тата ху тӗллӗн вӗренни нумайрах усӑ патӑр тесен, «Учимся в Школе теократического служения» кӗнереке «Уделяй внимание чтению» тата «Вознаграждающее изучение» текен сыпӑксене тӗпче, 21—32-мӗш страницӑсем.

Эсир мӗн ҫинчен пӗлтӗр?

• Мӗншӗн Туррӑн сӑмахне каланӑ чухне хӑюллӑ пулмалла?

• Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансене хӑюллӑ калама мӗн пулӑшнӑ?

• Хӑюллӑ пулас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

• Хӑюлӑх пире мӗнле пулӑшать?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]