Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Чи лайӑх пурнӑҫ ҫулӗпе пыма ырӑ сунса кӗтетпӗр!

Чи лайӑх пурнӑҫ ҫулӗпе пыма ырӑ сунса кӗтетпӗр!

Чи лайӑх пурнӑҫ ҫулӗпе пыма ырӑ сунса кӗтетпӗр!

«Пурӑнсан та, вилсен те эпир — ялан Ҫӑлаканӑн [«Иеговӑн», ҪТ]» (РИМ 14:8).

1. Чи лайӑх пурнӑҫ ҫулӗ пирки каланӑ май, Иисус мӗне вӗрентнӗ?

 ИЕГОВА пире чи лайӑх пурнӑҫ ҫулӗпе ҫӳреттересшӗн. Ҫынсем тӗрлӗ майлӑ пурӑнма пултараҫҫӗ, анчах та пӗр пурнӑҫ ҫулӗ пирки кӑна чи лайӑх ҫул теме пулать. Турӑ Сӑмахӗ тӑрӑх пурӑннинчен тата унӑн Ывӑлӗнчен, Иисус Христосран, вӗренсе пынинчен пахараххи нимӗн те ҫук. Иисус хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене Турра сывлӑшпа, чӑнлӑхпа пуҫҫапма вӗрентнӗ тата вӗренекенсене хатӗрлеме хушнӑ (Матф. 28:19, 20; Иоан. 4:24). Иисус вӗрентнӗ тӑрӑх пурӑннипе эпир Иеговӑна савӑнтаратпӑр, вара унран пиллӗх илӗпӗр.

2. Пӗрремӗш ӗмӗрте Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне илтсен, нумайӑшӗ мӗн тунӑ тата «Ҫулпа» пыни мӗне пӗлтерет?

2 Хӑйсене кӗҫӗне хуракан ҫынсем ӗненекенсем пулса тӑрса шыва кӗрсен, пирӗн вӗсене: «Чи лайӑх пурнӑҫ ҫулӗпе пыма ырӑ сунса кӗтетпӗр!» — теме витӗмлӗ сӑлтав пур. Пӗрремӗш ӗмӗрте тӗрлӗ халӑхран тухнӑ пиншер ҫын чӑнлӑха йышӑннӑ та шыва кӗнипе Турра чунтан парӑнса пурӑннине пурне те кӑтартнӑ (Апост. ӗҫ. 2:41). Ҫав пӗрремӗш вӗренекенӗсем «ҫак вӗрентӳ хыҫҫӑн [«Ҫулпа», ҪТ] каякансем» пулнӑ (Апост. ӗҫ. 9:2; 19:23). Ҫакӑн пек ят пани вырӑнлӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен Иисус Христосӑн вӗренекенӗсем ӑна ӗненсе тата ун тӗслӗхӗ тӑрӑх пурӑннине кӑтартса тӑнӑ (1 Пет. 2:21).

3. Мӗншӗн Иеговӑн ӗҫлекенӗсем шыва кӗреҫҫӗ тата юлашки вунӑ ҫул хушшинче мӗнле ҫитӗнӳсем тунӑ?

3 Ҫак юлашки кунсенче вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫӗн хӑвӑртлӑхӗ ӳссех пырать, халӗ вара ҫав ӗҫе 230 ытла ҫӗршывра туса тӑраҫҫӗ. Иртнӗ вунӑ ҫул хушшинчен 2 700 000 ытла ҫын Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма шут тытнӑ та хӑйсене Ӑна халалланине кӑтартас тесе шыва кӗнӗ. Ҫакӑ вӑл кашни эрнере вӑтамран 5 000 ҫын ытла! Турра юратнӑран, Ҫырусене пӗлнӗрен тата унти вӗрентӳсене ӗненнӗрен вӗсем шыва кӗме шут тытнӑ. Шыва кӗни — пирӗн пурнӑҫри чи паллӑ тапхӑр, мӗншӗн тесен вӑл Иеговӑпа пирӗн хушӑмӑрта ҫывӑх хутшӑнусем пуҫланса кайнине кӑтартать. Ҫакӑ Турӑ хӑйӗн ӗлӗкхи ӗҫлекенӗсене хӑйӗн ҫулӗпе ҫӳреме пулӑшнӑ пекех, пире те хӑйӗншӗн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑма пулӑшасса шанса тӑнине палӑртать (Ис. 30:21).

Мӗншӗн шыва кӗмелле?

4, 5. Шыва кӗнине пула илекен хӑш-пӗр пиллӗхсене каласа тух.

4 Тен, эсӗ Турӑ ҫинчен вӗренсе пырса хӑш-пӗр пӗлӳсем илтӗн, хӑвӑн пурнӑҫунта улшӑнусем те турӑн пулӗ, халӗ вара эсӗ шыва кӗмен хыпарҫӑ пулса ӗҫлетӗн. Ҫавӑн пек ҫитӗнӳсемшӗн ырламалла. Анчах эсӗ кӗлӗ туса хӑвна Турра халалланӑ-и тата санӑн шыва кӗрес шухӑш пур-​и? Библие вӗреннӗ май эсӗ, пурнӑҫунта укҫа-тенкӗпе пурлӑх пухса хӑвӑншӑн пурӑнасси мар, Турра мухтаса пурӑнасси тӗп вырӑн йышӑнса тӑмаллине пӗлтӗн пулас. (Псалом 148:11—13 вуласа пар; Лука 12:15.) Шыва кӗни мӗнле пиллӗхсем парать?

5 Хӑвна Турра халалланӑ христианин пулнӑ май, санӑн пурнӑҫунта чи чаплӑ тӗллев пулӗ. Туррӑн ирӗкне туни сана телейлӗ тӑвӗ (Рим 12:1, 2). Иеговӑн святой сывлӑшӗ санра Турра юрӑхлӑ лайӑх енсене, сӑмахран, канӑҫлӑхпа Турӑ ҫине шанассине, аталантарса тӑрӗ (Гал. 5:22, 23). Турӑ санӑн кӗлӗсем ҫине хурав парса тӑрӗ тата эсӗ унӑн Сӑмахӗ тӑрӑх пурӑнас тесе вӑй хунине пиллӗ. Сӑваплӑ ӗҫе туса тӑни сана савӑнӑҫ кӳрсе тӑрӗ. Турра юрӑхлӑ пурнӑҫ ҫулӗпе пынӑҫемӗн ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнас шанчӑка тата хытӑрах ӗненме пуҫлӑн. Унсӑр пуҫне, хӑвна Турра халаллани тата шыва кӗни эсӗ, чӑннипех, Иегова Свидетелӗ пуласшӑн пулнине кӑтартӗҫ (Ис. 43:10—12).

6. Эпир шыва кӗни мӗн кӑтартса парать?

6 Хамӑра Турра халалланипе тата шыва кӗнипе эпир Иеговӑн пулнине пурне те кӑтартатпӑр. «Пирӗн никам та хӑйшӗн пурӑнмасть, вилессе те никам та хӑйшӗн вилмест,— ҫырнӑ Павел апостол.— Пурӑнсан та — Ҫӑлаканшӑн [«Иеговӑшӑн», ҪТ] пурӑнатпӑр, вилсен те — Ҫӑлаканшӑн [«Иеговӑшӑн», ҪТ] вилетпӗр; ҫавӑнпа ӗнтӗ пурӑнсан та, вилсен те эпир — ялан Ҫӑлаканӑн [«Иеговӑн», ҪТ]» (Рим 14:7, 8). Суйласа илме ирӗк панипе Турӑ пире кашнине хакланине кӑтартнӑ. Турра юратнӑран Вӑл сӗнекен пурнӑҫ ҫулӗпе пыма ҫирӗп шут тытатпӑр пулсан, эпир унӑн чӗрине савӑнтаратпӑр (Ытар. 27:11). Шыва кӗнипе эпир хамӑра Турра халалланине те, Иегова пирӗн Пуҫлӑх пулнине те кӑтартатпӑр. Шыва кӗни, ҫавӑн пекех, Ҫут тӗнчери аслӑ влаҫпа ҫыхӑннӑ ыйтура эпир Иегова майлӑ тӑнине кӑтартса парать (Апост. ӗҫ. 5:29, 32). Иегова вара — пирӗн майлӑ. (Псалом 117:6 вуласа пар.) Унсӑр пуҫне тата, шыва кӗни Турӑ халӗ те, пуласлӑхра та паракан ытти нумай пиллӗх патне илсе пыракан ҫула уҫса парать.

Юратакан тӑванлӑхпа пилленӗ

7—9. а) Пурне те хӑварса хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене Иисус мӗн тесе сӑмах панӑ? ӑ) Иисус сӑмах пани, Марк 10:29, 30-мӗш сӑвӑ йӗркисенче ҫырса хуни, мӗнле пурнӑҫланса пырать?

7 Петр апостол Иисуса каланӑ: «Акӑ, эпир пурне те хӑвартӑмӑр, Сан хыҫӑнтан ҫӳретпӗр, мӗн пулӗ ӗнтӗ пире?» (Матф. 19:27). Петр хӑйне те, Иисусӑн ытти вӗренекенӗсене те пуласлӑхра мӗн кӗтнине пӗлесшӗн пулнӑ. Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентсе ҫӳрес ӗҫре пӗтӗм вӑя хурас тесе вӗсем нумайӑшне хӑварнӑ пулнӑ (Матф. 4:18—22). Иисус вӗсене мӗн тесе сӑмах панӑ?

8 Ҫавӑн пирки Марк ҫырнӑ Евангелинче каланӑ тӑрӑх, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем пӗрле ӗненекенсен тӑванлӑхӗ шутне кӗрӗҫ тесе палӑртнӑ. Вӑл каланӑ: «Маншӑн, Евангелишӗн ҫуртне-йӗрне е тӑванӗсене, е ашшӗне, е амӑшне, е арӑмне, е ачисене, е хирне хӑварсан, никам та ҫурчӗшӗн те, тӑванӗсемшӗн те, ашшӗшӗн те, амӑшӗшӗн те, ачисемшӗн те, хирӗшӗн те ҫав вӑхӑтра, ҫак хӗсӗрленӗ хушӑра, ҫӗр хут ытла илмесӗр, килес ӗмӗрте тата ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмесӗр юлмӗ» (Марк 10:29, 30). Иисус каланӑ пекех, пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем, сӑмахран, Лидия, Акила, Прискилла тата Гаий, пӗрле ӗненекенсене хӑйсен «ҫурчӗсенче» хапӑл туса йышӑннӑ тата вӗсемшӗн «тӑвансем, амӑшсем» пулса тӑнӑ (Апост. ӗҫ. 16:14, 15; 18:2—4; 3 Иоан. 1, 5—8).

9 Иисусӑн сӑмахӗсем паян тата анлӑрах пурнӑҫланса пыраҫҫӗ. Унӑн вӗренекенӗсем хӑварнӑ «хирсем» — пурӑнмалӑх ӗҫлесе илме мӗн пулӑшать, ҫавна пӗлтереҫҫӗ. Нумайӑшӗ, калӑпӑр, миссионерсем, Вефильте ӗҫлекенсем, урӑх ҫӗршывсенче филиалсемпе Турӑ Патшалӑхӗн Залӗсене тӑвас ӗҫе хутшӑнакансем тата тӗрлӗ ҫӗршывсенче Турӑ Патшалӑхӗн интересӗсемшӗн тӑрас текен нумай христиансем ҫавсене хӑйсен ирӗкӗпе хӑварнӑ. Кирлӗ-кирлӗ маршӑн чӑрманас мар тесе арҫын-тӑвансемпе хӗрарӑм-тӑвансенчен нумайӑшӗ хӑйсен килӗ-ҫурчӗсене хӑварнӑ. Иегова вӗсемшӗн мӗнле тӑрӑшни тата уншӑн ӗҫлесе тӑни вӗсене мӗнле телейлӗ туни ҫинчен илтни пире ҫав тери савӑнтарать (Апост. ӗҫ. 20:35). Ҫитменнине тата, Иеговӑн шыва кӗнӗ ӗҫлекенӗсем, пӗтӗм тӗнчери христиансен тӑванлӑхӗнче пулнӑ пирки, пурте пӗрле «малтан Турӑ Патшалӑхӗпе Унӑн [Туррӑн] тӗрӗслӗхне шыраҫҫӗ», ҫакӑ вара вӗсене пиллӗхсем парса тӑрать (Матф. 6:33).

Ҫӳлти Турӑ хӳтлӗхӗнче

10, 11. «Ҫӳлти Турӑ хӳтлӗхӗ» мӗн вӑл тата унта пытанас тесен, мӗн тумалла?

10 Пурнӑҫа Турра халалланипе шыва кӗни тата тепӗр хаклӑ пиллӗх парать — «Ҫӳлти Турӑ хӳтлӗхӗнче» пурӑнма май парать, ҫакӑ вара пысӑк чыс. (Псалом 90:1 вуласа пар.) Ҫак хӳтлӗх вӑл — пирӗнпе Турӑ хушшинчи хутшӑнусене сиен тума пултаракан хӑрушлӑхсенчен хӑтаракан сӑнарлӑ вырӑн. Кам япаласем ҫине Турӑ пек пӑхмасть тата ун ҫине шанса пурӑнмасть, ҫавсем ҫав «хӳтлӗх» пирки пӗлмеҫҫӗ. Хамӑра Турра халалланипе килӗшӳллӗ пурӑннӑ тата Иеговӑна пӗтӗмпех шаннӑ май, эпир Ӑна, акӑ, ҫакӑн пек калатпӑр теме пулать: «[Эсӗ] тарса хӑтӑлмалли вырӑнӑм, манӑн хӳтлӗхӗм, шанса тӑракан Туррӑм» (Пс. 90:2). Иегова Турӑ пирӗншӗн тарса хӑтӑлмалли шанчӑклӑ хӳтлӗх пулса тӑрать (Пс. 90:9). Унран лайӑхрах хӳтлӗх пур-и вара?

11 Иеговӑн «хӳтлӗхне» кӗме май илни вӑл Унпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене аталантарма пултарнине те пӗлтерет. Пирӗнпе Турӑ хушшинчи хутшӑнусем эпир хамӑра ӑна халалласа шыва кӗнӗ хыҫҫӑн пуҫланаҫҫӗ. Эпир Библи вӗренсе, чун-чӗререн кӗлӗ туса тата Турра пур енчен те итлесе-пӑхӑнса тӑрса унпа ҫывӑхланса пыратпӑр, ҫакӑ вара пирӗнпе ун хушшинчи туслӑха ҫирӗплетнӗҫемӗн ҫирӗплетсе пырать (Иак. 4:8). Иисус пек урӑх никам та Иеговӑпа ҫывӑх пулман, вӑл Пултаракана пӗр иккӗленмесӗр шанса тӑнӑ (Иоан. 8:29). Ҫавӑнпа та Иегова пирки те, вӑл пире пулӑшасшӑн та мар, пулӑшма та пултараймасть тесе нихӑҫан та иккӗленсе тӑрар мар (Еккл. 5:3). Турӑ хӑйӗн халӑхне хӑйӗнпе ҫывӑхланма мӗн парса тӑрать, ҫавсем Вӑл пире питӗ юратнине тата сӑваплӑ ӗҫре ӑнӑҫлӑ тӑвасшӑн пулнине уҫҫӑн кӑтартса параҫҫӗ.

Турӑпа тата тӑвансемпе мирлӗ пурӑннине хаклатпӑр

12, 13. а) Халӗ мӗнле рай пур тата мӗн вӑл? ӑ) Ҫӗннисене эпир паян мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?

12 Пурнӑҫа Турра халаллани тата шыва кӗни халех пире, райра пурӑннӑ пекех, пурӑнма май уҫса парать. Ҫавнашкал райри пек лару-тӑрура Туррӑн ӗҫлекенӗсем Иеговӑпа та, пӗр-пӗринпе те мирлӗ пурӑнаҫҫӗ (Пс. 28:11; Ис. 54:13). Ҫак тӗнчере ним те ҫавӑн пек мирлӗ пурнӑҫпа танлашма пултараймасть. Ҫакӑ уйрӑмах пӗтӗм тӗнчери конгрессенче курӑнса тӑрать, унта тӗрлӗ халӑхран тухнӑ, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан христиансем пӗрле пухӑнаҫҫӗ, вӗсем хушшинче вара мир, пӗрлӗх тата юрату.

13 Эпир Турӑпа та, пӗрле ӗненекенсемпе те мирлӗ пурӑннине хальхи тӗнчери йывӑр лару-тӑрупа танлаштарсан — питӗ пысӑк уйрӑмлӑх. (Исаия 65:14 вуласа пар *.) Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне пӗлтерсе ҫӳренипе ыттисене те ҫавӑн пек мирлӗ лару-тӑрура пурӑнма чӗннине эпир пысӑк чыс тесе шутлатпӑр. Тата тепӗр пиллӗх — нумаях пулмасть пухупа хутшӑнма пуҫланӑ ҫынсене пулӑшма тата сӑваплӑ ӗҫе тума вӗрентме май пурри. Акиллӑпа Прискилла Аполлоса «Турӑ ҫулне тата тӗплӗрех каласа ӑнлантарнӑ» пекех, пирӗн те, старейшинӑсем кӑтартнӑ тӑрӑх туса, ҫӗннисене пулӑшма паракан хисеплӗ ӗҫе тума пултаратпӑр (Апост. ӗҫ. 18:24—26).

Иисусран вӗренсе пыратпӑр

14, 15. Иисусран вӗренсе пыма пирӗн мӗнле витӗмлӗ сӑлтавсем пур?

14 Иисусран вӗренсе пыма пирӗн витӗмлӗ сӑлтавсем пур. Ҫӗр ҫине киличчен вӑл хӑйӗн Ашшӗпе пин-пин ҫул хушши пӗрле ӗҫлесе пурӑннӑ (Ытар. 8:22, 30). Чи лайӑх пурнӑҫ ҫулӗпе пырас тесен Турӑшӑн ӗҫлесе тӑмаллине тата чӑнлӑх ҫинчен каласа кӑтартмаллине вӑл пӗлнӗ (Иоан. 18:37). Иисусшӑн ҫакӑ паллӑ пулнӑ: вӑл урӑхла пурӑннӑ пулсан, хӑйӗншӗн кӑна, пуласлӑх ҫинчен пӗртте шухӑшламасӑр пурӑннӑччӗ ҫеҫ. Хаяр йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме тивессине, унтан вара хӑйне вӗлерессине вӑл пӗлнӗ (Матф. 20:18, 19; Евр. 4:15). Пирӗншӗн Тӗслӗх пулнӑ май, вӑл пире мӗнле майпа айӑпсӑр тӑрса юлмаллине кӑтартнӑ.

15 Иисус шыва кӗнӗ хыҫҫӑнах, Сатана ӑна, вӑл чи лайӑх пурнӑҫ ҫулне хӑвартӑр тесе, илӗртме пуҫланӑ, анчах та Сатанан ӗҫӗ ӑнман (Матф. 4:1—11). Сатана кирек мӗн тусан та, эпир айӑпсӑр тӑрса юлма пултарнине ҫакӑ кӑтартса парать. Вӑл, ытларах чухне, шыва кӗме хатӗрленекенсене, ҫавӑн пекех анчах шыва кӗнисене те канлӗ пурӑнма памӗ (1 Пет. 5:8). Тӑван-хурӑнташсем, ырӑ тӑвас шухӑшпах, хирӗҫ тӑма пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсене Иегова Свидетелӗсем ҫинчен тӗрӗс маррине каласа парса улталанӑ. Анчах та ҫавӑн пек йывӑрлӑхсем пире христианла лайӑх енсене кӑтартма — сӑмахран, ҫынсене хисеплеме тата вӗсемпе майне пӗлсе калаҫма — май параҫҫӗ, калӑпӑр, ыйтусем ҫине хуравланӑ тата хамӑр мӗне ӗненни ҫинчен каласа панӑ чухне (1 Пет. 3:15). Хамӑра мӗнле тытни пире итлекенсене усӑ пама пултарать (1 Тим. 4:16).

Чи лайӑх пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче ҫирӗп тӑрар!

16, 17. а) Пурӑнас тесен, Саккуна астутарни 30:19, 20-мӗш сӑвӑ йӗркисенче каланӑ мӗнле виҫӗ тӗп япалана туса тӑмалла? ӑ) Моисей ҫырнӑ сӑмахсене тытса тӑмалли пирки Иисус, Иоанн тата Павел мӗн тесе каланӑ?

16 Иисус ҫӗр ҫине киличчен, пӗр 1 500 ҫул маларах, Моисей Израиль ҫыннисене вӑл вӑхӑтри чи лайӑх пурнӑҫ ҫулне суйласа илме чӗннӗ. Вӑл каланӑ: «Паян эпӗ сирӗн умӑрта тӳпепе ҫӗре асӑнса калатӑп: сана эпӗ пурӑнӑҫпа вилӗм, пиллӗхпе ылхан сӗнтӗм. Пурӑнӑҫа суйласа ил: санӑн хӑвӑн та, санӑн тӑхӑмусен те пурӑнмалла пултӑр, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна юратмалла, Унӑн сӑмахне итлемелле, Унӑн ҫумне ҫыпҫӑнса тӑмалла пултӑр» (Сакк. аст. 30:19, 20). Израиль халӑхӗ Турра шанчӑклӑ тӑрса юлайман, анчах та Моисей асӑннӑ виҫӗ тӗп япала — пурӑнас тесен мӗн тума хушнӑ, ҫавсем — паянхи кун та улшӑнман. Вӗсем пирки Иисус та, ытти ҫынсем те каланӑ.

17 Пӗрремӗшӗнчен, пирӗн хамӑрӑн Иегова Турра юратмалла. Турра юратнине эпир унӑн тӳрӗлӗх ҫулӗпе пынипе кӑтартатпӑр (Матф. 22:37). Иккӗмӗшӗнчен, пирӗн Иеговӑн сӑмахне итлесе тӑмалла, ҫакна тӑвас тесе эпир Турӑ Сӑмахне вӗренетпӗр тата унӑн заповечӗсене тытса тӑратпӑр (1 Иоан. 5:3). Ҫавӑнпа та пирӗн яланах христиансен тӗлпулӑвӗсене ҫӳремелле, унта Библи вӗренеҫҫӗ (Евр. 10:23—25). Виҫҫӗмӗшӗнчен, пирӗн Иегова ҫумне ҫыпҫӑнмалла. Пурнӑҫра кирек мӗнпе тӗл пулма тиврӗ пулсан та, айтӑр, Турра ӗненнине яланах кӑтартса тӑрар тата унӑн Ывӑлӗ хыҫҫӑн пӗрмай ҫӳрер (2 Кор. 4:16—18).

18. а) Чӑнлӑх ҫинчен 1914-мӗш ҫулта «Хурал башни» журналта мӗн тесе каланӑ? ӑ) Чӑнлӑх ҫутти ҫине пирӗн паян мӗнле пӑхмалла?

18 Библири чӑнлӑхпа килӗшӳллӗ пурӑнни — чӑн-чӑн пиллӗх! 1914-мӗш ҫулта тухнӑ «Хурал башни» журналта пысӑк пӗлтерӗшлӗ сӑмахсем пулнӑ: «Эпир пиллӗхсем илнӗ телейлӗ халӑх мар-и? Пирӗн Турӑ шанчӑклӑ мар-и? Кам мӗн те пулин лайӑххине пӗлчӗ пулсан, ӑна йышӑнтӑр. Сирӗнтен кам та пулин лайӑххине тупрӗ пулсан, вӑл пире каласа парасса шанса тӑратпӑр. Эпир ним лайӑххине те пӗлместпӗр. Ҫапла, эпир Турӑ Сӑмахӗнче мӗн тупнӑ, ҫавӑнтан лайӑхраххине ҫуррине те пӗлместпӗр. [...] Чӑн Турра лайӑх пӗлнине пула пирӗн пурнӑҫра, пирӗн чӗрере мӗнле канӑҫлӑх, савӑнӑҫ тата пиллӗх пулнине нимӗнле чӗлхе те, нимӗнле перо та сӑнласа пама пултараймасть. Евангелин хыпарӗ Туррӑн ӑслӑлӑхне, тӗрӗслӗхне, вӑйне тата юратӑвне уҫса парса пирӗн ӑстӑнпа чӗрене ҫырлахтарчӗ. Эпир урӑх шырамастпӑр. Хамӑр Туррӑмӑра лайӑхрах та лайӑхрах пӗлсе пынисӗр пуҫне пире урӑх нимӗн те кирлӗ мар» («Хурал башни», 1914-мӗш ҫулхи декабрӗн 15-мӗшӗнчи кӑларӑм, 377—378-мӗш страницӑсем, акӑл.). Эпир те Турӑ паракан ҫутта тата чӑнлӑха хаклатпӑр. Унсӑр пуҫне тата, Иеговӑн ҫуттинче ҫӳренӗ пирки пирӗн савӑнма тата нумайтарах сӑлтав пур (Ис. 2:5; Пс. 42:3; Ытар. 4:18).

19. Библире шыва кӗрекенсене мӗн тума хушнӑ, ҫавӑнпа килӗшӳллӗ пурӑнакансен шыва кӗрессине мӗншӗн вӑраха ямалла мар?

19 Эсӗ Иеговӑн ҫуттинче ҫӳресшӗн пулсан, анчах хӑвна Ӑна халалламан тата шыва кӗнӗ христианин мар пулсан, ҫакна вӑраха яма кирлӗ мар. Библире шыва кӗрекенсене мӗн тума хушнӑ, ҫавӑн пек пулмашкӑн пурне те ту. Шыва кӗни вӑл — Турӑпа Христос пирӗншӗн мӗн тунӑ, ҫавӑншӑн пархатарлӑ пулнине кӑтартмалли хӑйне евӗрлӗ май. Хӑвӑнне чи хаклине — хӑвӑн пурнӑҫна — Иеговӑна пар. Туррӑн ирӗкне тӑвас килнине унӑн Ывӑлӗ хыҫҫӑн пынипе кӑтарт (2 Кор. 5:14, 15). Паллах ӗнтӗ, ҫакӑ чи лайӑх пурнӑҫ ҫулӗ!

[Сноска]

^ Исаия 65:14, ҪТ: «Манӑн ӗҫлекенсем чӗре савӑннипе кӑшкӑрӗҫ, эсир чӗре ыратнӑран кӑшкӑрӑр тата чунӑр хурланнӑран йынӑшӑр».

Эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?

• Эпир шыва кӗни мӗн кӑтартса парать?

• Пурнӑҫа Турра халаллани тата шыва кӗни мӗнле пиллӗхсем парать?

• Мӗншӗн Иисусран вӗренсе пыни кирлӗ?

• Чи лайӑх пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче ҫирӗп тӑма пире мӗн пулӑшӗ?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]