Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Сӑваплисем... хӗвел пек ҫутӑлса кайӗҫ»

«Сӑваплисем... хӗвел пек ҫутӑлса кайӗҫ»

«Сӑваплисем... хӗвел пек ҫутӑлса кайӗҫ»

«Ҫавӑн чухне сӑваплисем хӑйсен Ашшӗн Патшалӑхӗнче хӗвел пек ҫутӑлса кайӗҫ» (МАТФ. 13:43).

1. Иисус тӗслӗхсемпе усӑ курса Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан вӗрентӗвӗн мӗнле тӗрлӗ енне ӑнлантарса панӑ?

 ТУРӐ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан вӗрентӗвӗн тӗрлӗ енне ӑнлантарса панӑ чухне Иисус Христос нумай тӗслӗхпе, е ытарлӑ сӑмахпа, усӑ курнӑ. Вӑл «халӑха юмахпа [«тӗслӗхсем илсе парса», ҪТ] каланӑ, юмахсӑр [«тӗслӗхсемсӗр», ҪТ] нимӗн те каламан вӗсене» (Матф. 13:34). Турӑ Патшалӑхӗн чӑнлӑхӗн вӑрлӑхӗсене акни ҫинчен калакан ытарлӑ сӑмахра Иисус, ҫын ырӑ хыпара йышӑнасси унӑн чӗри мӗнлерех пулнинчен килет тесе кӑтартнӑ, ҫавӑн пекех Турӑпа ҫын хушшинчи хутшӑнусем ҫирӗплетес енчен Иегова мӗнле пулӑшнине палӑртнӑ (Мар. 4:3—9, 26—29). Иисус, ҫавӑн пекех, Патшалӑхӑн хыпарне хапӑл тӑвакан ҫынсен шучӗ, ҫакӑ тӳрех курӑнса каймасть пулин те, питӗ ӳссе пынине кӑтартнӑ (Матф. 13:31—33). Унсӑр пуҫне тата, вӑл Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне йышӑнакансенчен пурте ҫав Патшалӑхӑн ҫыннисем пулма юрӑхлӑ пулӗҫ тесе каламан (Матф. 13:47—50) *.

2. Иисус тулӑпа пукра ҫинчен каланӑ ытарлӑ сӑмахра ырӑ вӑрлӑх мӗне пӗлтерет?

2 Анчах Иисус каласа панӑ тӗслӗхсенчен пӗри унпа пӗрле камсем унӑн Патшалӑхӗнче ертсе пырӗҫ, ҫавсене пухасси ҫине тимлеттерет. Матфей ҫырнӑ Евангелинчи 13-мӗш сыпӑкра ҫырса панӑ ҫав тӗслӗх пирки час-часах тулӑпа пукра акни ҫинчен каланӑ ытарлӑ сӑмах теҫҫӗ. Иисус каланӑ тепӗр ытарлӑ сӑмахра акнӑ вӑрлӑхсем пирки «Патшалӑх ҫинчен каланӑ сӑмах» тенӗ пулин те, ҫак ытарлӑ сӑмахра вара ырӑ вӑрлӑх «Патшалӑх ачисене [«ывӑлӗсене», ҪТ]» пӗлтерет (Матф. 13:19, 38). Вӗсем Турӑ Патшалӑхӑн ҫыннисем, е подданӑйӗсем мар, «ывӑлӗсем», е еткерҫисем. (Рим 8:14—17; Галатия 4:6, 7 вуласа пар.)

Тулӑпа пукра ҫинчен каланӑ ытарлӑ сӑмах

3. Ытарлӑ сӑмахра каланӑ ҫын мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулнине тата вӑл ӑна мӗнле татса пама шут тытнине ӑнлантарса парӑр.

3 Акӑ, ҫав ытарлӑ сӑмахсем: «Ҫӳлти Патшалӑх хӑй хирне ырӑ вӑрлӑх акнӑ ҫын евӗрлӗ. Ҫыннисем ҫывӑрнӑ вӑхӑтра унӑн тӑшманӗ пынӑ та тулли ҫине пукра акса кайнӑ. Калчи ҫитӗнсе пуҫ кӑларсассӑн, пукри те палӑрнӑ. Чурисем хуҫине пырса каланӑ: хуҫа! эсӗ ху хирне ырӑ вӑрлӑх акманччӗ-и вара? пукра ӑҫтан тухнӑ тата унта? тенӗ. Вӑл вӗсене каланӑ: ӑна тӑшман ҫын тунӑ, тенӗ. Чурисем каланӑ: ҫумлаттарас теместӗн-и? эпир кайса ҫумлӑпӑр ӑна, тенӗ. Вӑл каланӑ: ҫук, пукрине суйланӑ чух унпа пӗрле туллине те туртса кӑларӑр эсир. Ан тивӗр, выриччен иккӗшӗ те пӗрлех ӳсчӗр; вырнӑ чух выракансене калӑп эпӗ: малтан пукрине пухӑр, ӑна ҫунтарса ямашкӑн кӗлтенӗн-кӗлтенӗн ҫыхӑр, туллине ман кӗлете пухса хурӑр тейӗп» (Матф. 13:24—30).

4. а) Ытарлӑ сӑмахри ҫын кам вӑл? ӑ) Иисус вӑрлӑха хӑҫан тата мӗнле акма пуҫланӑ?

4 Хӑйӗн хирӗнче ырӑ вӑрлӑх акакан ҫын кам вӑл? Каярахпа Иисус вӗренекенӗсене ӑнлантарса панӑ чухне ҫав ыйту ҫине хурав парать: «Ырӑ вӑрлӑх акакан — Этем Ывӑлӗ вӑл» (Матф. 13:37). Иисус, «Этем Ывӑлӗ», виҫӗ ҫул ҫурӑ ҫӗр ҫинче сӑваплӑ ӗҫе тунипе хире акма хатӗрленӗ (Матф. 8:20; 25:31; 26:64). Унтан вара пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулти Аллӑмӗш кунхи праҫникран пуҫласа вӑл ырӑ вӑрлӑхсем — «Патшалӑхӑн ывӑлӗсене» — акма тытӑннӑ. Ҫакӑ вара Иисус, Иеговӑн представителӗ пулнӑ май, хӑйӗн вӗренекенӗсем ҫине святой сывлӑш яма пуҫланипе вӗсене Туррӑн ывӑлӗсем пулма суйласа лартнӑ чухне пулнӑ пулас (Апост. ӗҫ. 2:33) *. Ырӑ вӑрлӑх калча кӑларса ӳссе пынӑ май пиҫсе ҫитнӗ тулӑ пулса тӑнӑ. Апла пулсан, ырӑ вӑрлӑха акассин тӗллевӗ — Иисуспа пӗрле унӑн Патшалӑхӗнче еткерҫӗсемпе патшасем пулакансене вӑхӑт иртнӗҫемӗн пурне те пуҫтарасси.

5. Кам вӑл тӑшман тата ытарлӑ сӑмахра пукрасем камсене пӗлтереҫҫӗ?

5 Кам вӑл тӑшман тата пукрасем вӗсем камсем? Тӑшман вӑл — «шуйттан» тенӗ Иисус. Пукрасем — «усал ачисем [«ывӑлӗсем», ҪТ]» (Матф. 13:25, 38, 39). Иисус пукрасем пирки каланӑ чухне калчаланма пуҫланӑ вӑхӑтра тулӑ пекех курӑнса ларакан наркӑмӑшлӑ ҫумкурӑк ҫинчен каланӑ пулас. Ҫавӑн пек каланипе питӗ меллӗ сӑнласа панӑ суя христиансене — хӑйсем пирки Патшалӑх ывӑлӗсем текенсене, анчах чӑн-чӑн ҫимӗҫсем парса тӑманскерсене. Ҫав икӗпитлӗ христиансем, хӑйсем пирки Христос хыҫҫӑн пыракансем теекенсем, чӑннипе вара Сатана Шуйттан «вӑрлӑхӗ» шутне кӗреҫҫӗ (Пулт. 3:15).

6. Пукрасем хӑҫан курӑнма пуҫланӑ тата ҫынсем ҫав вӑхӑтра «ҫывӑрнӑ» тени вӑл мӗне пӗлтерет?

6 Пукрасемпе танлаштарнӑ христиансем хӑҫан пулса кайнӑ? «Ҫыннисем ҫывӑрнӑ вӑхӑтра»,— тет Иисус (Матф. 13:25). Ҫакӑ хӑҫан пулнӑ? Ҫав ыйтӑвӑн хуравне эпир Павел апостол Ефесри старейшинӑсене каланӑ сӑмахсенче тупатпӑр: «Эпӗ кайнӑ хыҫҫӑн кӗтӗве хӗрхенмен тискер кашкӑрсем сирӗн хушша кӗрессине эпӗ пӗлетӗп, хӑвӑр хушшӑртанах тата, вӗренекенсене хӑйсем хыҫҫӑн илсе каясшӑн, урӑх майлӑ калаҫакан ҫынсем тухӗҫ» (Апост. ӗҫ. 20:29, 30). Вӑл ҫав старейшинӑсене сыхӑ тӑма кирлӗ тесе пӗрре анчах мар асӑрхаттарнӑ. Апостолсем, суя вӗрентӳсем пухӑва ан кӗччӗр тесе сыхласа тӑракансем, вилӗм ыйхипе ҫывӑрса кайсан, христиансенчен нумайӑшӗ Турӑпа ҫывӑхланас енчен ыйха путнӑ. (2 Фессалоника 2:3, 6—8 вуласа пар.) Шӑп ҫавӑн чухне ӗнтӗ суя вӗрентӳсем христиансен пухӑвӗнче сарӑлма пуҫланӑ.

7. Тулӑсенчен хӑш-пӗрисем пукрасем пулса тӑнӑ-и? Ӑнлантарса парӑр.

7 Иисус, тулӑ пукра пулса тӑрать тесе каламан, ҫук, вӑл пукрасене тулӑ хушшине акнӑ тенӗ. Эппин, ҫак ытарлӑ сӑмахри пукрасем чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ христиансене пӗлтермеҫҫӗ. Апла пулсан, унта сӑмах мӗн ҫинчен пырать? Ытарлӑ сӑмах, христиансен пухӑвне йӗркесӗр ҫынсене кӗртсе пӑсса ярас тесе Сатана усаллӑн хӑтланнине кӑтартса парать. Юлашки апостол, Иоанн, ватӑлса ҫитнӗ вӑхӑталлах суя вӗрентӳсем ҫинчен вӗрентекенсем нумай пулнӑ (2 Пет. 2:1—3; 1 Иоан. 2:18).

«Выриччен иккӗшӗ те пӗрлех ӳсчӗр»

8, 9. а) Хуҫи хӑйӗн чурисене мӗн тума хушни Иисуса итлесе тӑракансене мӗншӗн ӑнланмалла пулнӑ? ӑ) Тулӑпа пукра пӗрле ӳсмелле тени мӗнле пурнӑҫланнӑ?

8 Чурисем мӗн пулса тухни пирки хӑйсен Хуҫине каласа параҫҫӗ те ыйтаҫҫӗ: «Ҫумлаттарас теместӗн-и? эпир кайса ҫумлӑпӑр... [пукрана]» (Матф. 13:27, 28). Вӑл мӗнле хурав пани тӗлӗнмелле пек туйӑнма пултарать. Вӑл вӗсене тулӑпа пукра вырмалли вӑхӑт ҫитиччен пӗрле ӳсчӗр тет. Ҫавна тума хушни Иисусӑн вӗренекенӗсене ӑнланмалла пулнӑ. Вӗсем тулӑна пукраран уйӑрса илме йывӑр пулнине пӗлнӗ. Ялхуҫалӑх ӗҫӗпе кӑштах та пулин ӗҫлесе курнӑ ҫынсемшӗн пукран тымарӗсем тулӑн тымарӗсене яваласа илни те паллӑ пулнӑ *. Ҫавӑнпа та Хуҫа хӑйӗн чурисене кӗтме хушнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар!

9 Ҫавнашкалах, темиҫе ӗмӗр хушши тӗрлӗ христианла тӗнсем — чи малтан Рим католик чиркӗвӗпе Православи чиркӗвӗ, каярахпа тӗрлӗ протестантла юхӑмсем — халиччен пулман вӑйлӑ пукра туса илнӗ. Ҫав вӑхӑтрах пӗтӗм тӗнчипе чӑн-чӑн тулӑ вӑрлӑхне кӑштах акса тӑнӑ. Тырпул пухса кӗртес кӗске вӑхӑт ҫитиччен, ытарлӑ сӑмахра каланӑ кил хуҫи, ӳсентӑрансем ӳссе ҫитӗнессине, чылай вӑхӑт хушши чӑтӑмлӑ кӗтнӗ.

Тахҫантанпа кӗтнӗ вырмалли вӑхӑт

10, 11. а) Вырмалли вӑхӑт хӑҫан ҫитнӗ? ӑ) Сӑнарлӑ тулла Иеговӑн кӗлетне мӗнле пуҫтараҫҫӗ?

10 Иисус каланӑ: «Тырӑ вырнӑ вӑхӑт — тӗнче пӗтесси [«вӗҫленесси», ҪТ], выракансем — Ангелсем» (Матф. 13:39). Ҫак йӗркесӗр тӗнчен юлашки кунӗсенче уйӑрас ӗҫ пырать — Патшалӑх ывӑлӗсене пухмалла та вӗсене пукрапа танлаштарнӑ ҫынсенчен уйӑрмалла. Ҫавӑн пирки Петр апостол, акӑ, мӗн ҫырнӑ: «Туррӑн ҫуртӗнчен пуҫланас сут вӑхӑчӗ ҫитнӗ ӗнтӗ, малтан пиртен пуҫлансан, Туррӑн Евангелине пӑхӑнманнисене юлашкинчен мӗн пулӗ?» (1 Пет. 4:17).

11 Юлашки кунсем, е «тӗнче вӗҫленесси», пуҫлансанах, хӑйсем пирки чӑн христиансем текенсене суд тума пуҫланӑ — вӗсем чӑнах та «Патшалӑх ывӑлӗсем» е «усал ывӑлӗсем» пулнине уйӑрса илме паракан суд. Вырмалли вӑхӑт пуҫлансан, «малтан» Аслӑ Вавилон пӗтнӗ, кайран вара Патшалӑх ывӑлӗсене пуҫтарнӑ пулнӑ (Матф. 13:30). Анчах та сӑнарлӑ тулла халӗ Иеговӑн кӗлетне мӗнле пухса хураҫҫӗ? Вырмалли вӑхӑтра пухнӑ ҫав христиансем е пӗлӗтре пурӑнма пуҫланӑ, е христиансен чӑнлӑхпа пуҫҫапса пурӑнакан пухӑвӗн шутне кӗнӗ. Ҫав пухура вӗсене Турӑ ырлать те, хӳтлӗх те парать.

12. Вырас вӑхӑт мӗн чухлӗ вӑхӑт хушши тӑсӑлать?

12 Суд мӗн чухлӗ вӑхӑт хушши тӑсӑлать? Иисус вырмалли ҫинчен каланӑ май, «тырӑ вырнӑ вӑхӑт» тенӗ — апла пулсан, ҫакӑ пӗр вӑхӑт хушши пырать (Апок. 14:15, 16). Святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансене суд тӑвасси юлашки вӑхӑт вӗҫленичченех пырать. Вӗсенчен чи юлашки ҫине пичет лартмасӑр вӑл вӗҫленмӗ (Апок. 7:1—4).

13. Пукрасем мӗнле майпа такӑнтаракан чулсем пулса тӑраҫҫӗ тата вӗсем йӗркесӗр ӗҫсем мӗнле тӑваҫҫӗ?

13 Турӑ Патшалӑхӗнчен кама кӑларса пӑрахмалла пулнӑ? Вӗсем мӗнле майпа улталакансем, урӑхла каласан, такӑнтаракан чулсем тата йӗркесӗр ӗҫсем тӑвакансем пулса тӑраҫҫӗ? (Матф. 13:41). Христиансен чиркӗвесенчи пукрасемпе танлаштарнӑ духовенство таврашӗ ӗмӗрсем хушши миллионшар ҫынна улталаса пурӑннӑ. Вӗсем ҫакна Турра хурлакан вӗрентӳсем — мӗн такӑнтаракан чул пулса тӑрать, ҫавсем урлӑ — сӑмахран, тамӑкра ӗмӗр-ӗмӗрӗпе асаплантарни ҫинчен калакан вӗрентӳ тата Виҫӗ сӑнлӑ пӗр Турӑ ҫинчен калакан, пӑтранчӑк, вӑрттӑнлӑхсемпе хупласа илнӗ вӗрентӳ урлӑ тунӑ. Тӗн пуҫлӑхӗсенчен нумайӑшӗ ҫак тӗнчепе аскӑнласа ҫӳресе туслашнипе тата хӑш-пӗр чухне хӑйсене мораль тӗлӗшӗнчен питӗ ирсӗр тытнипе хӑйсен кӗтӗвне япӑх тӗслӗх кӑтартса тӑнӑ (Иак. 4:4). Унсӑр пуҫне тата, христиан чиркӗвӗсен хӑйсен хушшинчи ҫынсем мораль тӗлӗшӗнчен ирсӗр тытнине сивлесси ҫукпа пӗрех. (Иуда 4 вуласа пар.) Ҫав вӑхӑтрах вӗсем хӑйсене Турра ӗненнӗ пек, сӑваплӑ ҫынсем пек кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ. Патшалӑх ывӑлӗсем пукра евӗрлӗ витӗм кӳнинчен тата такӑнтарма пултаракан суя вӗрентӳсенчен уйрӑлнишӗн мӗн тери савӑнаҫҫӗ!

14. Мӗншӗн пукрасемпе танлаштарнӑ ҫынсем йӗреҫҫӗ тата шӑлӗсене шатӑртаттараҫҫӗ?

14 Мӗншӗн пукрасемпе танлаштарнӑ ҫынсем йӗреҫҫӗ тата шӑлӗсене шатӑртаттараҫҫӗ? (Матф. 13:42). «Усал ывӑлӗсем» асапланаҫҫӗ, мӗншӗн тесен «Патшалӑх ывӑлӗсем» пукрасемпе танлаштарнӑ ҫынсем Турра пуҫҫапса пурӑнас енчен наркӑмӑшлӑ пулнине пурне те кӑтартса тӑраҫҫӗ. Вӗсен чиркӗвӗсене ҫӳрекенсем вӗсене сахалтарах та сахалтарах пулӑшса тӑнӑшӑн, ҫав ҫынсене пӗтӗмпех хӑйсен аллинче тытса тӑрайманнишӗн вӗсем йынӑшаҫҫӗ. (Исаия 65:13, 14 вуласа пар *.)

15. Пукрасемпе танлаштарнӑ ҫынсене вутпа ҫунтарнине мӗнле ӑнланмалла?

15 Пукрана пуҫтарса вутпа ҫунтарнине мӗнле ӑнланмалла? (Матф. 13:40). Ҫакӑ вӗсемпе юлашкинчен мӗн пулассипе ҫыхӑннӑ. Вӗсене ҫунса тӑракан сӑнарлӑ кӑмакана пӑрахни ӗмӗрлӗхех пӗтернине кӑтартса парать (Апок. 20:14; 21:8). «Пысӑк хуйхӑ» чухне пукрасемпе танлаштарнӑ суя христиансене, ултавҫӑсене, тӗп тӑвӗҫ (Матф. 24:21).

Вӗсем «хӗвел пек ҫутӑлса кайӗҫ»

16, 17. Туррӑн сӑнарлӑ храмӗ пирки Малахия мӗн тесе пророкла каланӑ тата унӑн сӑмахӗсем мӗнле пурнӑҫланма пуҫланӑ?

16 Тулӑпа танлаштарнӑ ҫынсем хӑҫан хӗвел пек ҫутатса тӑраҫҫӗ? (Матф. 13:43). Туррӑн храмне тасатни ҫинчен Малахия пророкла каланӑ: «Эсир шыракан Турӑ, эсир курас теекен халал Ангелӗ Хӑйӗн таса ҫуртне пӗр кӗтмен ҫӗртен пырса кӗрӗ; акӑ Вӑл килет ӗнтӗ, тет Саваоф Турӑ. Вӑл килнӗ куна кам чӑтма пултарӗ? Вӑл курӑнсассӑн, кам тытӑнса тӑрайӗ? Мӗншӗн тесен Вӑл — шӑратакан вут пек, тасатакан сӗлтӗ пек, Вӑл кӗмӗл шӑратса тасатма ларӗ, Левий ывӑлӗсене, Турра тӗрӗс парне кӳрсе тӑччӑр тесе, ылтӑнпа кӗмӗле шӑратса тасатнӑ пек шӑратса тасатӗ» (Мал. 3:1—3).

17 Хальхи вӑхӑтра ҫак пророкла калани 1918-мӗш ҫулта, Иегова хӑйӗн «халал Ангелӗпе», Иисус Христоспа, хӑйӗн сӑнарлӑ ҫуртне, е храмне тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн пурнӑҫланма пуҫланнӑ пулас. Тасатса пӗтернӗ хыҫҫӑн мӗн пуласси пирки Малахия калать: «Ун чухне эсир каллех тӳрӗ ҫынпа йӗркесӗр ҫын хушшинчи, Турра ӗҫлесе тӑраканпа Ӑна ӗҫлесе тӑман ҫын хушшинчи уйрӑмлӑха курӑр» (Мал. 3:18). Ҫӗнӗрен вӑй илнӗ чӑн христиансем хастаррӑн ӗҫлеме пуҫлани вырмалли вӑхӑт пуҫланнине кӑтартса парать.

18. Даниил малтанах каласа хуни тӑрӑх, эпир пурӑнакан кунсенче мӗн пулса пырать?

18 Даниил пророк малашне мӗн пуласси ҫинчен пӗлтернӗ чухне эпир пурӑнакан кунсем пирки ҫапла каланӑ: «Ӑнланаканнисем тӳпе ҫутатса тӑнӑ пек, ҫутатса тӑрӗҫ, тата нумайӑшне тӳрӗлӗх патне илсе пыракансем — ҫӑлтӑрсем пек, ӗмӗрӗпе, ӗмӗр-ӗмӗрех» (Дан. 12:3, ҪТ). Ҫавӑн пек яр-уҫҫӑн ҫутатса тӑракансем, камсем вӗсем? Святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансем — Иисус тулӑпа пукра ҫинчен каласа панӑ ытарлӑ сӑмахри чӑн-чӑн тулӑ! Шучӗпе ӳссе пыракан темӗн чухлӗ этемӗн сурӑхсемпе танлаштарнӑ ҫыннисем пукрапа танлаштарнӑ, тӗп тума суйласа хунӑ суя христиансене пуҫтарнине питӗ лайӑх курса тӑраҫҫӗ. Туррӑн Израилӗн юлашкийӗпе пӗрлешсе Турӑ Патшалӑхӗн пулас подданӑйӗсем ҫак тӗнчен тӗттӗмлӗхӗнче хӑйсен ҫуттине ҫутатса тӑма параҫҫӗ (Зах. 8:23; Матф. 5:14—16; Флп. 2:15).

19, 20. «Патшалӑх ывӑлӗсем» мӗне чӑтма ҫук кӗтсе тӑраҫҫӗ тата тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

19 Паян «Патшалӑх ывӑлӗсем» хӑйсен пӗлӗтре пурӑнас шанчӑкне илессине чӑтма ҫук кӗтсе тӑраҫҫӗ (Рим 8:18, 19; 1 Кор. 15:53; Флп. 1:21—24). Хальлӗхе ҫав вӑхӑт ҫитмен-ха, ҫавӑнпа та вӗсен, ҫутатса тӑрса тата пӗртте «усал ывӑлӗсем» пек пулас мар тесе, шанчӑклӑ тӑрса юлмалла (Матф. 13:38; Апок. 2:10). Хальхи вӑхӑтра пукрасене сӑнарлӑ пухса илни мӗн панине курма май пурри пире пурне те питӗ савӑнтарать!

20 Анчах Патшалӑх ывӑлӗсемпе шучӗпе пӗрмай ӳссе пыракан темӗн чухлӗ этеме, Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанса тӑракансене, мӗн пӗрлештерсе тӑрать? Ун ҫинчен эпир тепӗр статьяран пӗлӗпӗр.

[Сноскӑсем]

^ Ҫак ытарлӑ сӑмахра акни ырӑ хыпар каласа ҫӳрессине тата вӗренекенсене хатӗрлессине, урӑхла каласан, ҫӗннисене — святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансем пулмаллискерсене — пухассине пӗлтермест. Хирте акнӑ ырӑ вӑрлӑх ҫинчен Иисус: «Патшалӑх ачисем»,— тенӗ. Ҫав вӑрлӑхсем пуласлӑхра кӑна Патшалӑх ывӑлӗсем пулмалла тесе каламан вӑл. Акни вӑл — Турӑ Патшалӑхӗн ҫав ывӑлӗсене пӗтӗм тӗнчипе святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнине пӗлтерет.

^ Пукран тымарӗсем тулӑн тымарӗсене ҫав тери вӑйлӑ яваласа илеҫҫӗ, ҫавӑнпа та вырмалли вӑхӑт ҫитиччен пукрине туртса кӑларсан, унпа пӗрле туллине те туртса кӑларӑн. («Insight on the Scriptures» пӑх, 1-мӗш том, 1178-мӗш страница.)

^ Исаия 65:13, 14, ҪТ: «Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа Патша Иегова ҫапла калать: „Манӑн ӗҫлекенсем ҫийӗҫ, эсир выҫӑпа аптӑрӑр. Манӑн ӗҫлекенсем ӗҫӗҫ, эсир ӗҫесшӗн ҫунӑр. Манӑн ӗҫлекенсем савӑнӗҫ, эсир намӑса юлӑр. Манӑн ӗҫлекенсем чӗре савӑннипе кӑшкӑрӗҫ, эсир чӗре ыратнӑран кӑшкӑрӑр тата чунӑр хурланнӑран йынӑшӑр“».

Астӑватӑр-и эсир?

Иисус тулӑпа пукра ҫинчен каланӑ ытарлӑ сӑмахра аялта илсе панӑ сӑмахсемпе сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?

• Ырӑ вӑрлӑх

• Вӑрлӑх акса хӑварнӑ ҫын

• Вӑрлӑх акни

• Тӑшман

• Пукрасем

• Вырмалли вӑхӑт

• Кӗлет

• Йӗрӳ тата шӑл шатӑртаттарни

• Ҫунса тӑракан кӑмака

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]