Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова хӑй мӗн тума шухӑшласа хунине пурнӑҫлама святой сывӑшпа мӗнле усӑ курать

Иегова хӑй мӗн тума шухӑшласа хунине пурнӑҫлама святой сывӑшпа мӗнле усӑ курать

Иегова хӑй мӗн тума шухӑшласа хунине пурнӑҫлама святой сывӑшпа мӗнле усӑ курать

«Ман ҫӑвартан тухакан сӑмах... эпӗ ӑна мӗн тума янӑ, ҫавна пурнӑҫлать» (Ис. 55:11).

1. План тата мӗн тума шухӑшласа хуни пӗр-пӗринчен мӗнпе уйрӑлса тӑнине тӗслӗхпе усӑ курса кӑтартса пар.

 ИКӖ ҫын машинӑпа ҫула тухма пуҫтарӑнаҫҫӗ тейӗпӗр. Пӗри палӑртнӑ вырӑна мӗнле каймаллине тӗпӗ-йӗрӗпех шухӑшласа хурать. Тепри те хӑйӗн ӑҫта ҫитмеллине питӗ лайӑх ӑнланать, унсӑр пуҫне ҫав вырӑна тӗрлӗ ҫулпа та кайма пӗлет. Кирлӗ пулсан, вӑл пӗр ҫултан пӑрӑнса тепринпе кайма та хатӗр. Ҫак тӗслӗхрен план тата мӗн тума шухӑшласа хуни пӗр-пӗринчен мӗнпе уйрӑлса тӑнине курма пулать. Плана карта ҫинче тӗплӗн палӑртса хунӑ маршрутпа танлаштарма пулать, мӗн тума шухӑшласа хуни вара тӗллеве лайӑх пӗлнине пӗлтерет, анчах та тӗллеве мӗнле майпа пурнӑҫлассине пур чухне те кӑтартмасть.

2, 3. а) Иегова мӗн тума шухӑшласа хуни шутне мӗн кӗрет тата Адампа Ева ҫылӑха кӗни пирки пулса тухнӑ лару-тӑрӑва Вӑл мӗнле татса панӑ? ӑ) Иегова хӑй мӗн тума шухӑшласа хунине мӗнле пурнӑҫласа пынине мӗншӗн пирӗн тимлӗн сӑнамалла?

2 Хӑйӗн ирӗкне Иегова тӗпӗ-йӗрӗпех палӑртса хунӑ план тӑрӑх мар, хӑй пӗтӗмӗшле мӗн тума шутласа хуни тӑрӑх пурнӑҫлать (Еф. 3:11). Турӑ мӗн тума шухӑшласа хуни шутне вӑл чи малтанах этемлӗхпе ҫӗр валли мӗн туса парас тени кӗрет — пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫынсемшӗн Ҫӗр чӑмӑрӗ рай пек илемлӗ кил пулса тӑрӗ, унта вӗсем ӗмӗр-ӗмӗрех мирлӗ тата телейлӗ пурӑнма пултарӗҫ (Пулт. 1:28). Адампа Ева ҫылӑха кӗнине пула сиксе тухнӑ лару-тӑрӑва шута илсе Иегова хӑй мӗн тума шухӑшласа хуни пуласлӑхра пурнӑҫлантӑр тесе мӗн кирлине тунӑ. (Пултарни 3:15 вуласа пар.) Иегова шут тытнӑ тӑрӑх, сӑнарлӑн каланӑ хӗрарӑм «вӑрлӑх» е Ывӑл ҫуратать, ҫак вӑрлӑх, юлашкинчен вара, Сатанана та, ӑна пула пулнӑ пур сиене те пӗтерет (Евр. 2:14, 15; 1 Иоан. 3:8).

3 Хӑй мӗн тума шухӑшласа хунине пурнӑҫлама Турра пӗлӗтри е ҫӗр ҫинчи нимӗнле вӑй та чӑрмантарма пултараймасть (Ис. 46:9—11). Мӗншӗн ҫакӑн пек калама пулать? Мӗншӗн тесен Иегова хӑйӗн чи хӑватлӑ вӑйӗпе, святой сывлӑшӗпе, усӑ курать. Ҫакӑ Турӑ хӑй мӗн тума шухӑшласа хунине чӑнахах та «пурнӑҫлассине» ҫирӗплетсе парать (Ис. 55:10, 11). Хӑй мӗн тума шухӑшласа хунине Турӑ мӗнле пурнӑҫласа пынине пирӗн тимлӗн сӑнамалла. Ҫакӑ пурнӑҫланнинчен пирӗн пуласлӑх килет. Унсӑр пуҫне, Иегова святой сывлӑшпа мӗнле усӑ курнине курса тӑнӑ май, пирӗн ӗненӳ ҫирӗпленет. Ҫавӑнпа та Иегова мӗн тума шухӑшласа хунине пурнӑҫласа пынӑ чухне святой сывлӑшпа ӗлӗк-авал, хальхи вӑхӑтра тата пуласлӑхра мӗнле усӑ курнине, айтӑр, пӑхса тухар.

Ӗлӗк-авал Турӑ святой сывлӑшпа мӗнле усӑ курнӑ

4. Хӑй мӗн тума шухӑшласа хунисене Иегова майӗпен мӗнле уҫса пынӑ?

4 Авалхи вӑхӑтра Иегова хӑй мӗн тума шухӑшласа хунине майӗпен уҫса пынӑ. Пама пулнӑ Вӑрлӑх кам пуласси малтанлӑха паллӑ пулман (1 Кор. 2:7). Иегова 2 000 ҫул иртсен кӑна вӑрлӑх пирки тепӗр хут асӑннӑ. (Пултарни 12:7; 22:15—18 вуласа пар.) Вӑл Авраама сӑмах пани тата анлӑрах пурнӑҫланмалла пулнӑ. «Санӑн вӑрлӑху урлӑ» тенӗ сӑмахсем Вӑрлӑхӑн Авраам йӑхӗнчен тухнӑ ҫын пулмаллине уҫҫӑн кӑтартса панӑ. Ҫак вӑрлӑх кам пулассине мӗнле уҫса панине Сатана интересленсех кӗтсе тӑни пирки пӗртте иккӗленме кирлӗ мар. Паллах ӗнтӗ, Турӑ мӗн тума шухӑшласа хуни ан пурнӑҫлантӑр тесе, Тӑшман Авраам йӑхне пӗтерме е юрӑхсӑра кӑларма тӑрӑшнӑ. Анчах та Туррӑн куҫа курӑнман сывлӑшӗ ӑна ҫакна тума паман. Мӗнле майпа?

5, 6. Вӑрлӑх патне илсе пыракан йӑха упраса хӑварма Иегова святой сывлӑшпа мӗнле усӑ курнӑ?

5 Святой сывлӑшпа усӑ курса Иегова Вӑрлӑх патне илсе пыракан йӑха упраса хӑварма тӑрӑшнӑ. Иегова Аврама (Авраама) каланӑ: «Эпӗ — санӑн хӳттӳ» (Пулт. 15:1). Ҫаксем пушӑ сӑмахсем пулман. Сӑмахран, пирӗн эрӑчченхи 1919 ҫулта Авраампа Сарра Герар ҫӗрӗнче пӗр вӑхӑт хушши пурӑннӑ чухне мӗн пулса иртнине аса илер. Герар патши Авимелех Саррӑна, вӑл Авраам арӑмӗ пулнине пӗлмесӗр, хӑйӗн арӑмӗ тӑвас тесе хӑй патне илсе кайнӑ. Сарра Авраама вӑрлӑх ҫуратса ан патӑр тесе Сатана ятарласа ҫапла тунӑ-ши? Библире ҫакӑн пирки каламан. Анчах та унта ҫак лару-тӑрӑва Иегова хутшӑнни пирки каланӑ. Вӑл Авимелехе тӗлӗкре курӑннӑ та Саррӑна тӗкӗнме хушман (Пулт. 20:1—18).

6 Ҫакӑн пекки пӗрре кӑна мар пулса иртнӗ. Иегова Авраама тата унӑн килйышӗнчисене темиҫе хут та ҫӑлнӑ (Пулт. 12:14—20; 14:13—20; 26:26—29). Ҫавӑнпа та псалом юрлакан Авраам пирки тата унӑн йӑхӗ пирки ҫапла калама пултарнӑ: «Вӗсене мӑшкӑллама никама та ирӗк паман, вӗсемшӗн патшасене те чарнӑ: „Манӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннӑмсене ан тӗкӗнӗр, Манӑн пророкӑмсене усал ан тӑвӑр“» (Пс. 104:14, 15).

7. Иегова хӑйӗн халӑхне хӑш-хӑш енчен хӳтӗленӗ?

7 Иегова авалхи Израиль халӑхне — ҫак халӑхра пама пулнӑ Вӑрлӑх ҫуралмалла пулнӑ — святой сывлӑшпа усӑ курса хӳтӗленӗ. Святой сывлӑш урлӑ Иегова Израиль халӑхне Закон панӑ, ҫак закон Турра чӑнлӑхпа пуҫҫапассине упранӑ тата Иеговӑпа вӗсен хушшинчи хутшӑнусене арканасран, моральпе ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен ирсӗрленесрен хӳтӗленӗ (Тух. 31:18; 2 Кор. 3:3). Судьясем вӑхӑтӗнче Иеговӑн сывлӑшӗ Израиле тӑшмансенчен ҫӑлма хӑш-пӗр арҫынсене вӑй панӑ (Тӳресен 3:9, 10). Иисус, Авраам вӑрлӑхӗн тӗп пайӗ, ҫураличченех, ӗмӗрсем хушши святой сывлӑш Иерусалима, Вифлеема тата храма хӳтӗлесе тӑнӑ пулӗ. Ҫаксен пурте Иисус пирки пророкла каланисем пурнӑҫланассинче пысӑк вырӑн йышӑнса тӑмалла пулнӑ.

8. Турӑ Ывӑлӗн пурнӑҫӗ ҫине тата вӑл туса тӑнӑ сӑваплӑ ӗҫӗ ҫине святой сывлӑш витӗм кӳрсе тӑнине мӗн кӑтартса парать?

8 Иисусӑн пурнӑҫӗ ҫине тата вӑл туса тӑнӑ сӑваплӑ ӗҫӗ ҫине святой сывлӑш туррӗмӗн витӗм кӳрсе тӑнӑ. Мария ятлӑ хӗр варӗнче святой сывлӑш нихӑҫан пулман тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ. Святой сывлӑш пулӑшнипе ҫылӑхлӑ хӗрарӑм йывӑр ҫын пулнӑ та пӗр ҫитменлӗхсӗр Ывӑл ҫуратнӑ, ӑна вилӗм ылханӗ те ҫитме пултарайман (Лука 1:26—31, 34, 35). Каярахпа святой сывлӑш Иисуса, вӑл пӗчӗккӗ чухне, вӑхӑтсӑр вилесрен хӳтӗленӗ. Иисус 30 ҫулалла ҫитсессӗн, Турӑ ӑна ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳреме тата Давидӑн аслӑ вырӑнне еткере илекенӗ пулма святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ (Лука 1:32, 33; 4:16—21). Святой сывлӑш Иисуса тӗлӗнмелле ӗҫсем тума, ҫав шутра чирлисене сыватма, нумай халӑха тӑрантарма тата вилнисене чӗртсе тӑратма вӑй парса тӑнӑ. Ҫак хӑватлӑ ӗҫсем Иисус Патша пулса ертсе пынӑ вӑхӑтра эпир мӗнле пиллӗхсем кӗтме пултаратпӑр, ҫавсене сӑнарласа панӑ.

9, 10. а) Пӗрремӗш ӗмӗрте Иисусӑн вӗренекенӗсене святой сывлӑш пулӑшса тӑни мӗнрен курӑнса тӑнӑ? ӑ) Иегова мӗн тума шухӑшласа хуни пурнӑҫланса пынинче пирӗн эрӑри пӗрремӗш ӗмӗрте мӗнле улшӑну пулса иртнӗ?

9 Пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи Аллӑмӗш кун праҫникӗнчен пуҫласа Иегова хӑйӗн сывлӑшӗпе Авраам вӑрлӑхӗн кӗҫӗн пайне суйласа лартма усӑ курнӑ; святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансенчен нумайӑшӗ Авраам йӑхӗнчен пулман (Рим 8:15—17; Гал. 3:29). Пӗрремӗш ӗмӗрте Иисусӑн вӗренекенӗсене святой сывлӑш пулӑшса тӑни курӑнса тӑнӑ: святой сывлӑш панӑ вӑйпа вӗсем хастаррӑн ырӑ хыпар сарнӑ тата хӑватлӑ ӗҫсем тунӑ (Апост. ӗҫ. 1:8; 2:1—4; 1 Кор. 12:7—11). Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫсем урлӑ святой сывлӑш Иегова мӗн тума шухӑшласа хуни пурнӑҫланса пынинче пысӑк улшӑнусем пулса иртнине кӑтартнӑ. Ӗмӗртенпе пыракан, Турра пуҫҫапмалли йӗркепе — Иерусалимри хрампа ҫыхӑннӑ йӗркепе — Иегова текех усӑ курман. Халӗ Вӑл ҫӗнӗрен йӗркеленнӗ христиансен пухӑвне пиллеме тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтран пуҫласа Иегова святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансенчен тӑракан пухупа хӑй мӗн тума шухӑшласа хунине пурнӑҫласа пыма усӑ курать.

10 Хӑй мӗн тума шухӑшласа хунин пурнӑҫланас вӑхӑтне ҫывхартас тесе Иегова святой сывлӑшпа усӑ курса хӳтӗленӗ, вӑй панӑ, суйласа лартнӑ тата ытти нумай ӗҫсене тунӑ. Паянхи кунсем пирки вара мӗн калама пулать? Иегова хӑй мӗн тума шухӑшласа хунине пурнӑҫлас тесе святой сывлӑшпа мӗнле усӑ курать? Ҫакна пирӗн пӗлмелле, мӗншӗн тесен эпир ҫак сывлӑш ертсе пынипе килӗшӳллӗн ӗҫлесе тӑрасшӑн. Ҫавӑнпа та, Иегова хӑйӗн святой сывлӑшӗпе хальхи вӑхӑтра мӗнле усӑ курать, ҫавсенчен тӑваттӑшне, айтӑр, пӑхса тухар.

Хальхи вӑхӑтра Турӑ святой сывлӑшпа мӗнле усӑ курать

11. Святой сывлӑш Турӑ халӑхне тасалӑха упрама пулӑшать тесе мӗншӗн калама пулать тата эсир ҫак сывлӑша хӑвӑр пурнӑҫ ҫине витӗм кӳме панине мӗнле кӑтартма пултаратӑр?

11 Пӗрремӗшӗнчен, святой сывлӑш Турӑ халӑхне тасалӑха упрама пулӑшать. Иегова мӗн тума шухӑшласа хуни пурнӑҫланса пынинче камсем хутшӑнаҫҫӗ, ҫавсен мораль тӗлӗшӗнчен таса пулмалла. (1 Коринф 6:9—11 вуласа пар.) Чӑн христианин пулса тӑриччен хӑшӗсем малтан аскӑн ӗҫ тӑвакансем, мӑшӑрсӑр пуҫне урӑх ҫынпа ар хутшӑнӑвне кӗрекенсем тата гомосексуалистсем пулнӑ. Ҫылӑхлӑ ӗҫ тума хистекен кӑмӑл-туртӑмсем чӗрене питӗ тарӑн кӗрсе ларма пултараҫҫӗ (Иак. 1:14, 15). Анчах та ҫакӑн пек ҫынсем «ҫӑвӑннӑ», ҫакӑ вӗсем Турра юрӑхлӑ пулас тесе улшӑнусем тунине кӑтартса парать. Турра юратакан ҫынна таса мар кӑмӑл-туртӑмсем хыҫҫӑн каясран мӗн пулӑшма пултарать? «Туррӑмӑр Сывлӑшӗ» тенӗ 1 Коринф 6:11-мӗш сӑвӑ йӗркинче. Мораль тӗлӗшӗнчен тасалӑха упраса хӑварнипе эсир ҫак сывлӑша хӑвӑр пурнӑҫ ҫине витӗм кӳме панине кӑтартатӑр.

12. а) Иезекииль курӑнӑвӗ тӑрӑх Иегова хӑйӗн организацине мӗнле ертсе пырать? ӑ) Турӑ сывлӑшӗпе килӗшӳллӗн ӗҫлесе тӑнине эсир мӗнле кӑтартма пултаратӑр?

12 Иккӗмӗшӗнчен, Иегова хӑйӗн организацине хӑш ҫулпа илсе каяс тет, ҫав ҫулпа, хӑйӗн святой сывлӑшӗпе усӑ курса, ертсе пырать. Иезекииль курӑнӑвӗнче Иеговӑн организацийӗн пӗлӗтри пайне чаплӑ урапа пек кӑтартса панӑ, ҫак урапа Турӑ мӗн тума шухӑшласа хунине пурнӑҫлас тесе пӗрмаях куҫса ҫӳрет. Урапана унталла е кунталла куҫса ҫӳреме мӗн хистесе тӑрать? Святой сывлӑш (Иез. 1:20, 21). Айтӑр, ҫакна манар мар, Иеговӑн организацийӗ икӗ пайран тӑрать — пӗри пӗлӗтре, тепри вара ҫӗр ҫинче. Пӗлӗтри пайне святой сывлӑш ертсе пырать пулсан, ҫӗр ҫинчи пайне те ҫав сывлӑшах ертсе пымалла. Турӑ организацийӗн ҫӗр ҫинчи пайӗ мӗн тумаллине кӑтартса пынисене пӑхӑнса чӗререн тытса пыратӑр пулсан, эсир Иеговӑн пӗлӗтри чаплӑ урапипе пӗр харӑс утса пынине тата унӑн сывлӑшӗ ертсе пынипе килӗшӳллӗн ӗҫлесе тӑнине кӑтартатӑр (Евр. 13:17).

13, 14. а) Иисус каланӑ «ҫак ӑру» кама пӗлтерет? ӑ) Святой сывлӑш Библири чӑнлӑха лайӑхрах ӑнланма пулӑшнине кӑтартакан тӗслӗхе илсе парӑр. («Чӑнлӑх ҫутти ҫуталнӑҫемӗн ҫуталса пынине эсир куратӑр-и?» рамкӑна пӑхӑр).

13 Виҫҫӗмӗшӗнчен, святой сывлӑш Библири чӑнлӑх ҫине ҫутӑ ярать (Ытар. 4:18). Ҫуталса пынӑҫемӗн ҫуталса пыракан чӑнлӑхӑн ҫуттине ҫынсем патне илсе ҫитерес тесе «тӗрӗс... ырӑ ӑслӑ» чура ҫак журналпа, ӑна тӗп канал вырӑнне хурса, тахҫанах усӑ курать (Матф. 24:45). Сӑмахран, Иисус каланӑ «ҫак ӑру» кама пӗлтернине эпир мӗнле ӑнланнине пӑхса тухар. (Матфей 24:32—34 вуласа пар). Иисус мӗнле ӑру пирки каланӑ? Иисус йӗркесӗр ҫынсем пирки мар, хӑйӗн вӗренекенӗсем ҫинчен, камсене святой сывлӑш урлӑ кӗҫех суйласа лартмалла пулнӑ, ҫавсем ҫинчен каланине «Присутствие Христа: что оно значит для тебя?» статьяра ӑнлантарса панӑ a. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ Иисусӑн вӗренекенӗсен пӗрремӗш ӗмӗрте те, хальхи вӑхӑтра та паллӑна куракансем кӑна мар, ҫавӑн пӗлтерӗшне те — Иисус «ҫывӑхра, алӑк умӗнчех» пулнине — ӑнланса илекенсем пулса тӑмалла пулнӑ.

14 Ҫакна ӑнлантарса пани пире мӗнле пырса тивет? «Ҫак ӑрӑвӑн» пурнӑҫӗ миҫе ҫула тӑсӑлассине эпир тӗп-тӗрӗс пӗлме пултараймастпӑр пулин те, «ӑру» сӑмахпа ҫыхӑннӑ темиҫе япалана пирӗн шута илмелле. Ытларах чухне «ӑру» тесе пӗр-пӗр палӑртнӑ вӑхӑтра пурӑнма тӳр килнӗ тӗрлӗ ҫулхи ҫынсене пӗрле илсе калаҫҫӗ; ҫак тапхӑр ытла вӑрӑм пулма пултараймасть; тата унӑн вӗҫӗ пур (Тух. 1:6). Апла пулсан, «ҫак ӑру» тенӗ Иисусӑн сӑмахӗсене мӗнле ӑнланмалла? Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене — 1914 ҫулта паллӑ пурнӑҫланма пуҫланнине куракансемпе пит пысӑк хуйхӑ пуҫланнине куракансене — пӗр вӑхӑтра пурӑнма тӳр килни пирки Иисус каланӑ пулас. Ҫак ӑрӑвӑн пуҫламӑшӗ те пулнӑ; паллах, вӗҫӗ те пулать. Паллӑн тӗрлӗ уйрӑмлӑхӗсем пурнӑҫланма тытӑнни пысӑк хуйхӑ кӗҫех пуҫланмаллине кӑтартса парать. Мӗнле вӑхӑтра пурӑннине ӑнланса сыхӑ тӑнипе эсир Библири чӑнлӑха лайӑхрах ӑнлантарса панине сӑнаса тӑнине тата святой сывлӑша хӑвӑра ертсе пыма панине кӑтартатӑр (Марк 13:37).

15. Ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳреме пире святой сывлӑш вӑй парса тӑнине мӗн кӑтартса парать?

15 Тӑваттӑмӗшӗнчен, святой сывлӑш пире ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳреме вӑй парать (Апост. ӗҫ. 1:8). Ырӑ хыпар пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе сарӑлнине урӑх мӗнле ӑнлантарса пама пулӗччӗ вара? Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Тен, эсир те хӑшӗ-пӗрисем пек ытлашши вӑтаннӑран е хӑранӑран: «Эпӗ нихӑҫан та килрен-киле ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳреме каймастӑп!» — тесе шухӑшланӑ. Паян вара эсир ҫак ӗҫе хастарлӑн хутшӑнатӑр b. Иегова Свидетелӗсенчен нумайӑшӗсем хӑйсене хӗсӗрленине, хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах ырӑ хыпара малалла та каласа ҫӳреҫҫӗ. Ҫакӑн пек хӑратса тӑракан чӑрмавсене ҫӗнтерме тата хамӑр вӑйпа мӗн тума пултарайманнине туса тӑма пире Туррӑн святой сывлӑшӗ кӑна вӑй-хӑват пама пултарать (Мих. 3:8; Матф. 17:20). Ырӑ хыпар сарас ӗҫре хастаррӑн хутшӑннипе эсир ҫак сывлӑш ертсе пынипе килӗшӳллӗн ӗҫленине кӑтартатӑр.

Пуласлӑхра Турӑ святой сывлӑшпа мӗнле усӑ курӗ

16. Иегова хӑйӗн халӑхне пысӑк хуйхӑ вӑхӑтӗнче хӳтӗлессе эпир мӗншӗн ҫирӗп шанма пултаратпӑр?

16 Пуласлӑхра Иегова хӑй мӗн тума шухӑшласа хунине пурнӑҫа кӗртес тесе святой сывлӑшпа тӗлӗнмелле майпа усӑ курӗ. Чи малтан, вӑл мӗнле хӳтӗлени пирки пӑхса тухӑпӑр. Иегова ӗлӗк-авал хӑйӗн сывлӑшӗпе уйрӑм ҫынсене те, Израиль халӑхне пӗтӗмӗшле те хӳтӗленине эпир куртӑмӑр ӗнтӗ. Ҫавӑнпа та, ҫывхарса килекен пысӑк хуйхӑ вӑхӑтӗнче те Вӑл хӑйӗн халӑхне хӳтӗлеме ҫак хӑватлӑ сывлӑшпах усӑ курасса эпир ҫирӗп ӗненме пултаратпӑр. Иегова ун чухне пире мӗнле майпа хӳтӗлесси пирки ытлашши пӑшӑрханма кирлӗ мар. Иеговӑна юратакансем яланах Унӑн куҫӗ умӗнче пулнине е унӑн святой сывлӑшӗ пур ҫӗре те ҫитме пултарнине пӗлсе пуласлӑх ҫине шанчӑкпа пӑхни лайӑхрах (2 Лет. 16:9; Пс. 138:7—12).

17. Ҫӗнӗ тӗнчере Иегова хӑйӗн святой сывлӑшӗпе мӗнле усӑ курӗ?

17 Ҫывхарса килекен ҫӗнӗ тӗнчере Иегова хӑйӗн святой сывлӑшӗпе мӗнле усӑ курӗ? Ҫак сывлӑш ҫав вӑхӑтра уҫӑлакан ҫӗнӗ кӗнекесене ҫырма пулӑшакан вӑй пулса тӑрӗ (Апок. 20:12). Вӗсенче мӗн пулӗ? Унта пин ҫул хушшинче Иегова пирӗнтен мӗн тума ыйтнине тӗплӗн кӑтартса панисем пулма пултараҫҫӗ. Ҫак кӗнекесенче мӗн ҫырнисене сирӗн тӗпчес килет-и? Эпир ҫӗнӗ тӗнчене чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр. Ҫав вӑхӑтра, Иегова ҫӗрпе этемлӗх валли мӗн тума шухӑшласа хунине пурнӑҫлас тесе хӑйӗн святой сывлӑшӗпе усӑ курнӑ вӑхӑтра, калама ҫук чаплӑ пурнӑҫ пулать, ӑна эпир каласа та, ҫырса та пама пултараяс ҫук.

18. Эсир мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ?

18 Айтӑр манар мар, Иегова мӗн тума шухӑшласа хуни, майӗпен уҫӑлса пыраканскер, чӑнахах та пурнӑҫланать, мӗншӗн тесен Турӑ ҫакна пурнӑҫлама Ҫут тӗнчери чи хӑватлӑ вӑйпа, хӑйӗн святой сывлӑшӗпе, усӑ курать. Турӑ мӗн тума шухӑшласа хуни пире те пырса тивет. Ҫавӑнпа та Иеговӑран святой сывлӑш ыйтма тата ҫак сывлӑш ертсе пыни тӑрӑх пурӑнма ҫирӗп шут тытӑр (Лука 11:13). Ун чухне вара, Иегова ҫынсем валли шухӑшласа хунӑ ҫӗр ҫинчи Райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултаратӑр.

[Сноскӑсем]

b Ытлашши вӑтанассине ҫӗнтерсе сӑваплӑ ӗҫе хастарлӑн тума пуҫланӑ пӗр ҫын тӗслӗхӗ ҫинчен 1993 ҫулхи сентябрӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башни» (выр.) журналта, 19-мӗш страницӑра вулама пултаратӑр.

Эсир астӑватӑр-и?

• Иегова хӑй мӗн тума шухӑшласа хунине пурнӑҫлас тесе авалхи вӑхӑтра святой сывлӑшпа мӗнле усӑ курнӑ?

• Иегова святой сывлӑшпа хальхи вӑхӑтра мӗнле усӑ курать?

• Иегова хӑй мӗн тума шухӑшласа хунине пурнӑҫлама святой сывлӑшпа пуласлӑхра мӗнле усӑ курӗ?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]

[13-мӗш страницӑри рамка]

Чӑнлӑх ҫутти ҫуталса пынӑҫемӗн ҫуталса пынине эсир куратӑр-и?

Иегова Библири чӑнлӑх ҫине ҫутӑ ярса хӑйӗн халӑхне чӑнлӑха лайӑхрах ӑнланма пулӑшса тӑрать. «Хурал башнинче» пичетлесе кӑларнӑ мӗнле вӗрентӳсене лайӑхрах ӑнлантарса панӑ?

▪ Ҫын Иисусӑн вӗренекенӗ мӗнле пулса тӑни пирки кӑвас чусти ҫинчен каласа панӑ Иисусӑн тӗслӗхӗ мӗне вӗрентет? (Матф. 13:33) (2008 ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗ, 19, 20-мӗш страницӑсем).

▪ Христиансене пӗлӗтре пурӑнма суйласа илесси хӑҫан вӗҫленет? (2007 ҫулхи майӑн 1-мӗшӗ, 30, 31-мӗш страницӑсем).

▪ Иеговӑна «сывлӑшпа» пуҫҫапни мӗне пӗлтерет? (Иоан. 4:24) (2002 ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗ, 15-мӗш страница).

▪ Темӗн чухлӗ этем хӑш картишӗнче ӗҫлесе тӑрать? (Апок. 7:15) (2002 ҫулхи майӑн 1-мӗшӗ, 30, 31-мӗш страницӑсем).

▪ Сурӑхсене качакасенчен уйӑрасси хӑҫан пулса иртет? (Матф. 25:31—33) (1995 ҫулхи октябрӗн 15-мӗшӗ, 18—28-мӗш страницӑсем).