Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ниме тӑман япаласем ҫине куҫӑма пӑхма ан пар!

Ниме тӑман япаласем ҫине куҫӑма пӑхма ан пар!

Ниме тӑман япаласем ҫине куҫӑма пӑхма ан пар!

«Куҫӑма ниме тӑман япала енне ан пӑхтар» (Пс. 118:37).

1. Пире панӑ парне — куҫ курни — мӗн таран хаклӑ?

 КУҪСЕМ курни мӗн тери хаклӑ! Куҫсене пула эпир йӗри-таврара мӗн пулса иртнине анлӑн тата тӗрлӗ тӗссемпе курма, ҫавӑн пекех хамӑр ҫывӑх туссене тата хӑрушлӑхсене курма пултаратпӑр. Куҫсем пире илемлӗхпе киленме, тӗлӗнмелле пултарнӑ япаласене хаклама, Турӑ пурри ҫинчен тата унӑн чапӗ пысӑк пулни ҫинчен ҫирӗплетӳсем илме май параҫҫӗ (Пс. 8:3, 4; 18:1, 2; 103:24; Рим 1:20). Куҫсем урлӑ пуҫ мимине информаци килсе тӑнӑран, вӗсем Иегова ҫинчен пӗлӳ илсе тӑма тата ӗненӗве ҫирӗплетсе пыма пулӑшаҫҫӗ (Иис.Н. 1:8; Пс. 1:2, 3).

2. Куҫсем мӗн ҫине пӑхнине мӗншӗн пирӗн асӑрхасах тӑмалла тата псалом юрлакан кӗлӗ туса ыйтнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

2 Анчах та, эпир мӗн курни пире сиен кӳме те пултарать. Куҫ курнипе пуҫ мими пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса тӑнӑран, эпир мӗн курни пирӗн чӗрере хамӑршӑн кӑна ҫунма хистекен кӑмӑл-туйӑмсене тата туртӑмсене вӑратма е вӑйлатма пултарать. Эпир Сатана тытса тӑракан, ирсӗрленсе кайнӑ тата кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн каякан тӗнчере пурӑнатпӑр, ҫавӑн пирки тӗрӗс ҫул ҫинчен ҫӑмӑллӑнах пӑрса яма пултаракан информаципе ӳкерчӗксене пирӗн кашни утӑмрах тӗл пулма тивет, вӗсем ҫине кӑшт ҫеҫ пӑхса илни те пирӗн ҫине витӗм кӳме пултарать (1 Иоан. 5:19). Ҫавӑнпа та псалом юрлакан: «Куҫӑма ниме тӑман япала енне ан пӑхтар»,— тесе йӑлӑнса ыйтнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар (Пс. 118:37).

Куҫсем пире мӗнле улталама пултараҫҫӗ

3—5. Куҫ илӗртни хыҫҫӑн кайни мӗн тери хӑрушӑ пулнине Библири мӗнле тӗслӗхсем кӑтартса параҫҫӗ?

3 Пӗрремӗш хӗрарӑмпа, Евӑпа, мӗн пулса тухнине аса илер-ха. Сатана ӑна «ырӑпа усала пӗлтерекен йывӑҫ ҫимӗҫне» ҫисен унӑн куҫӗсем «уҫӑлӗҫ» тесе ӗнентерӳллӗ каланӑ. Куҫсем «уҫӑлӗҫ» тени Евӑна илӗртнӗ пулӗ. «Йывӑҫӗ апат валли те лайӑх... куҫпа пӑхма та хитре» пулнине курнӑ та унӑн ҫиме юраман ҫимӗҫе тата ытларах ҫиес килсе кайнӑ. Ева йывӑҫ ҫине хапсӑнса пӑхса тӑни ӑна Турӑ хушнинчен иртме хистенӗ. Унӑн упӑшки, Адам, ун хыҫҫӑн кайнӑ, ҫакӑ вара пӗтӗм этемлӗхе пысӑк инкеке кӗртсе ӳкернӗ (Пулт. 2:17; 3:2—6; Рим 5:12; Иак. 1:14, 15).

4 Ной вӑхӑтӗнче хӑш-пӗр ангелсем ҫине те хӑйсем мӗн курни витӗм кӳнӗ. Пултарни 6:2-мӗшӗнче вӗсем пирки каланӑ: «Турӑ ывӑлӗсем этем хӗрӗсем илемлине курнӑ та вӗсене кам хӑшне суйланӑ, ҫавна хӑй валли качча илнӗ». Этем хӗрӗсене ясар куҫпа сӑнаса тӑнине пула пӑлхавҫӑ ангелсен вӗсемпе ар хутшӑнӑвне кӗрес шухӑш — Турӑ йӗркине хирӗҫлекен шухӑш-туйӑм ҫуралнӑ, ҫакна пула питӗ хаяр ачасем ҫуралма пуҫланӑ. Ҫынсем ирсӗрленсе кайнишӗн пӗтӗм этемлӗхе Турӑ тӗп тунӑ, Нойпа унӑн ҫемйи кӑна ҫӗр ҫинче юлнӑ (Пулт. 6:4—7, 11, 12).

5 Темиҫе ӗмӗр иртсен, ҫӗнтерсе илнӗ Иерихон хулинче Израиль ҫынни Ахан хаклӑ япаласем курнӑ, вӗсем унӑн куҫне илӗртнӗ те вара вӑл вӑрланӑ. Ҫак хулара пур япалана та, Иеговӑн чатӑрӗнчи мул пухмалли вырӑна хумалли япаласемсӗр пуҫне, тӗп тума хушнӑ пулнӑ. Хуларан хӑйсем валли мӗн те пулин илесрен Израиль ҫыннисене ҫакӑн пек асӑрхаттарса каланӑ: «Анчах мӗн тупа-тунинчен сыхланӑр». Ахан итлеменнишӗн Израиль ҫыннисем Гай хули ҫывӑхӗнче ҫӗнтереймен, тата вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем вилнӗ. Хӑйне тӑрӑ шыв ҫине кӑлармасӑр та Ахан хӑй вӑрлани пирки каламан. Хаклӑ йышши япаласене курсан, Ахан: «Ҫав япаласем ман кӑмӑла килчӗҫ те, илтӗм»,— тесе каланӑ. Куҫ илӗртни хыҫҫӑн кайнӑран вӑл хӑй те, «унӑн мӗн пур пурлӑхӗ» те пӗтнӗ (Иис.Н. 6:17, 18; 7:1—26). Ахан «ниме тӑман япаласем» ҫине пӑхма чарӑнман. Пачах урӑхла, илме юраман япаласене унӑн ҫав тери илес килсе кайнӑ.

Чаруллӑ пулни кирлӗ

6, 7. Сатана пире хӑйӗн серепине лектерес тесе час-часах мӗнле меслетпе усӑ курать тата суту-илӳ рекламисене тӑвакансем те унпа мӗнле усӑ кураҫҫӗ?

6 Евӑна, Турра пӑхӑнман ангелсене, Ахана мӗнле илӗртнӗ, паян та Сатана этемлӗхе ҫав меслетсемпех илӗртет. Сатана ҫынсене улталама усӑ куракан пур меслетсенчен те чи витӗмли вӑл — «куҫ кӗлени [илӗртни]» (2 Кор. 2:11; 1 Иоан. 2:16). Ҫынсене мӗн курни ҫав тери илӗртнине суту-илӳ рекламисене туса кӑларакансем питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ. «Куҫ курни — пур туйӑмсенчен те чи хӑватли,— тесе калать Европӑри маркетинг енӗпе ӗҫлекен лайӑх специалистсенчен пӗри.— Ҫак туйӑм час-часах ытти туйӑмсене пусарать тата ҫынна тӗрӗс шухӑшланӑ ҫӗртенех хӑйӗнне тутарма пултарать».

7 Пирӗн куҫсем ҫине вӑйлӑ витӗм кӳрес те хӑйсен таварне е пулӑшӑвне илтерес тесе реклама тӑвакансем тӗплӗн шухӑшласа тунӑ ӳкерчӗксене пур ҫӗрте те пирӗн ума кӑларса тӑратма тӑрӑшнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар. Пӗрлешӳллӗ штатсенчи пӗр тӗпчевҫӗ, реклама ҫынсем ҫине мӗнле витӗм кӳнине тишкерсе тухнӑскер, каланӑ тӑрӑх рекламӑна «информаци парас тӗллевпе кӑна мар, кирлӗ туйӑмсене вӑратса хӑйсене мӗн кирлине тутарма шутласа кӑларнӑ». Ҫакна тума вӗсем туйӑмсене вӑйлатакан, ясарлӑхпа ҫыхӑннӑ ӳкерчӗксемпе усӑ кураҫҫӗ. Ҫавӑнпа та мӗн ҫине пӑхмалла тата мӗне хамӑр ӑстӑнпа чӗрене кӗме памалла, ҫав тӗлӗшрен пирӗн питӗ асӑрхануллӑ пулмалла!

8. Куҫсене ниме тӑман япаласенчен сыхламалли пирки Библире мӗнле палӑртса каланӑ?

8 Чӑн христиансем те куҫ тата ӳт илӗртнӗ хыҫҫӑн кайма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пирӗн мӗн ҫине пӑхмалла та мӗнле кӑмӑл-туртӑма аталанма памалла, ҫак енчен чаруллӑ пулма пире Турӑ Сӑмахӗ хавхалантарать (1 Кор. 9:25, 27; 1 Иоанн 2:15—17 вуласа пар). Ҫын мӗн ҫине пӑхни тата унӑн мӗнле кӑмӑл-туртӑм пулни пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса тӑнине Иов ятлӑ тӳрӗ ҫын ӑнланнӑ. «Хӗрсем ҫине пӑхмастӑп тесе эпӗ хамӑн куҫӑмпа сӑмах татрӑм»,— тенӗ вӑл (Иов 31:1). Иов хӗрарӑм ҫине ӑмсанса пӑхас марччӗ тесе шут тытнӑ кӑна мар, ҫакӑн ҫинчен хӑйне шухӑшлама та паман. Ӑстӑна аскӑн шухӑшсене кӗме памасӑр таса тытни кирлине Иисус палӑртса каланӑ: «Эпӗ калатӑп сире: кирек кам та, хӗрарӑм ҫине аскӑн шухӑшпа пӑхсан, унпа хӑй ӑшӗнче аскӑн ӗҫ тунӑ пулать» (Матф. 5:28).

Ниме тӑман япаласенчен пӑрӑнӑр

9. а) Интернетпа усӑ курнӑ чухне пирӗн мӗншӗн уйрӑмах асӑрхануллӑ пулмалла? ӑ) Порнографи ҫине самантлӑх ҫеҫ пӑхса илни те мӗнле сиен кӳме пултарать?

9 Хальхи вӑхӑтра порнографи пӑхасси, уйрӑмах Интернетра, ытларах та ытларах йӑлана кӗрсе пырать. Ҫавӑн пек сайтсене пирӗн шырама кирлӗ мар — вӗсем хӑйсемех пире тупаҫҫӗ! Мӗнле майпа? Компьютер экранӗ ҫинче кӗтмен ҫӗртен чуна илӗртмелле ӳкернӗ реклама тухса тӑма пултарать. Е, элетронлӑ почтӑпа килнӗ сиенлӗ мар пек курӑнакан ҫыру та, уҫӑлсан, порнографи ӳкерчӗкӗ пулса тӑма пултарать, ӑна вара тӳрех хупмалла ан пултӑр тесе ятарласа тунӑ. Ӳкерчӗке компьютертан кӑларса пӑрахиччен экран ҫине кӑшт пӑхса илнипех мӗн курни пуҫра тӑрса юлма ӗлкӗрет. Порнографи ҫине самантлӑх ҫеҫ пӑхса илни те сиен кӳме пултарать. Ҫакна пула ҫын хӑйне айӑплӑ туйма пултарать тата ӑна йӗркесӗр ӳкерчӗксене пуҫран кӑларса пӑрахма йывӑр пулать. Ҫын порнографие пӑхас тесех малалла «пӑхни» тата япӑхрах, апла пулсан, вӑл хӑйӗн таса мар кӑмӑл-туйӑмӗсене халлӗхе тӗп туман. (Ефес 5:3, 4, 12 вуласа пар; Кол. 3:5, 6.)

10. а) Мӗншӗн порнографи пӑхни ачасемшӗн уйрӑмах хӑрушӑ? ӑ) Порнографи пӑхни мӗн патне илсе ҫитерме пултарать?

10 Пурне те пӗлме юратнӑран ачасем порнографие кӗтмен ҫӗртен тӗл пулма пултараҫҫӗ. Ҫакӑ пуласлӑхра вӗсем ар хутшӑнӑвӗсем ҫине мӗнле пӑхни ҫине пысӑк витӗм кӳме пултарать. Пӗр пӗлтерӳре каланӑ тӑрӑх ҫакӑ тӗрлӗрен йывӑрлӑхсем патне илсе ҫитерме пултарать: ар хутшӑнӑвӗн нормисем ҫине тӗрӗс мар пӑхнинчен пуҫласа «юрату ҫинче тытӑнса тӑракан лайӑх хутшӑнусене упраса хӑварма йывӑр пулни таранах; хӗрарӑмсем ҫине тӗрӗс мар пӑхасси те пулма пултарать; порнографи пӑхасси те йӑлана кӗме пултарать, ҫакӑ вара шкулта вӗренме, туссем тупма тата ҫемьере ҫывӑх хутшӑнма чӑрмантарма пултарать». Сиен кӳме пултаракан япӑх енсем, каярахпа, ҫын хӑй ҫемьеллӗ пулса тӑрсан, тата ытларах палӑрма пултараҫҫӗ.

11. Порнографи пӑхни сиенлӗ пулнине кӑтартакан тӗслӗх илсе парӑр.

11 «Эп хӑнӑхнӑ таса мар йӑласене илсен, порнографи пӑхма чарӑнасси чи йывӑрри пулчӗ,— тесе ҫырнӑ чӑнлӑха йышӑниччен хӑй мӗнле пурӑннине аса илнӗ май пӗр христианин.— Ҫав ӳкерчӗксем халӗ те вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн пуҫа килеҫҫӗ. Мӗнле те пулин шӑршӑ, кӗвӗ-юрӑ, мӗн те пулин курни е пӗр-пӗр шухӑш мӗлтлетсе илни те вӗсем ҫинчен аса илтерме пултарать. Ҫакӑнпа кашни кун тата пӗрмаях кӗрешме тивет». Тепӗр арҫын-тӑван ача чухне, ашшӗ-амӑшӗ килте пулман вӑхӑтра, Иеговӑна ӗненмен ашшӗн порнографи журналне пӑхнӑ. Вӑл ҫырать: «Ҫак сӑнӳкерчӗксене ача чухне пӑхни ман ӑстӑна пысӑк сиен кӳчӗ. Унтанпа 25 ҫул иртрӗ пулин те, ҫав сӑнарсенчен хӑшӗ-пӗрисем халӗ те манӑн ӑстӑнра юлнӑ. Вӗсенчен хӑтӑлас тесе тем пек тӑрӑшсан та вӗсем ҫав-ҫавах пуҫра. Ҫак сӑнӳкерчӗксем ҫинчен эпӗ шухӑшлас мар тесе тӑрӑшатӑп пулин те, вӗсем аса килнишӗн хама айӑплӑ туйни манӑн чуна ыраттарать». Ҫакӑн пек чуна пусаракан туйӑмсенчен хамӑра сыхлани тата ниме тӑман япаласем ҫине пӑхманни мӗн тери ӑслӑ! Ҫакна мӗнле тумалла? Пирӗн «кирек мӗнле ӑслӑ ҫынна [«шухӑша», ҪТ] та, парӑнтарса, Христоса пӑхӑнакан тумалла» (2 Кор. 10:5).

12, 13. Ниме тӑман мӗнле япаласем ҫине христиансен пӑхмалла мар тата мӗншӗн?

12 Ниме тӑман япаласем шутне ҫакӑн пек вӑйӑ-кулӑсем кӗреҫҫӗ: укҫа тенкӗпе пурлӑх пухма, асамлӑ ӗҫсем, пусмӑр тума, юн тӑкма тата вӗлерме хистекеннисем. (Псалом 100:3 вуласа пар.) Иеговӑна ӗненекен ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен килӗнче мӗн пӑхма ирӗк панишӗн Унӑн умӗнче яваплӑ. Паллах, пӗр христианин та усал сывлӑшсемпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене пӗлсе тӑрсах хутшӑнмасть. Анчах та ашшӗ-амӑшӗсен ҫакна асра тытмалла: хӑш-пӗр фильмсенче, телесериалсенче, видеовӑйӑсенче, камитсенче тата ача-пӑча кӗнекисенче те мӗн те пулин, асамлӑ ӗҫсемпе ҫыхӑнни, тӗл пулма пултарать (Ытар. 22:5).

13 Пирӗн, ҫамрӑк-и эпир е ватӑ, пусмӑрланине тата ҫынна тискеррӗн вӗлернине кӑтартакан видеовӑйӑсене выляса е фильмсене пӑхса киленсе ларма кирлӗ мар. (Псалом 10:5 вуласа пар.) Пирӗн ӑстӑнра Иегова сивлекен япаласенчен пӗри те пулмалла мар. Сатана пирӗн ӑстӑн ҫине витӗм кӳме тӑрӑшнине асра тытсан лайӑх (2 Кор. 11:3). Усӑллӑ шутланакан вӑйӑ-кулӑсем те, вӗсем валли ытлашши вӑхӑт уйӑрма пуҫласан, ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапма, кашни кун Библи вулама тата пухӑва хатӗрленме уйӑрнӑ вӑхӑта вӑрлама пултараҫҫӗ (Флп. 1:9, 10).

Иисусран вӗренсе пырӑр

14, 15. Христоса виҫҫӗмӗш хут илӗртме хӑтланнӑ чухне Сатана мӗн тунӑ тата ҫакна сирсе яма Иисуса мӗн пулӑшнӑ?

14 Шел пулин те, ҫак йӗркесӗр тӗнчере пирӗн ниме тӑман япаласене курма тивет. Иисуса та ниме тӑман япаласем ҫине пӑхма хистенӗ. Турӑ ирӗкне туса ан тӑтӑр тесе Иисуса виҫҫӗмӗш хут илӗртме хӑтланнӑ чухне «Ӑна шуйттан татах пит ҫӳлӗ ту ҫине илсе кайнӑ та, тӗнчери мӗнпур патшалӑхсене, вӗсенӗн чапне кӑтартнӑ» (Матф. 4:8, 9). Сатана мӗншӗн ҫакӑн пек тунӑ? Куҫ курни вӑйлӑ витӗм кӳнӗрен, паллах, вӑл унпа усӑ курасшӑн пулнӑ. Тӗнчери мӗнпур патшалӑхсен чапне курни Иисусра тӗнчере аслӑ вырӑн йышӑнас кӑмӑла вӑратма пултарнӑ. Иисус хӑйне мӗнле тытнӑ?

15 Иисус илӗртӳллӗ сӗнӳ пирки шухӑшласа та пӑхман. Вӑл тӗрӗс мар кӑмӑл-туйӑма хӑйӗн чӗрине кӗме паман. Шуйттан мӗн сӗннине сирсе яма унӑн ҫак сӗнӳ пирки шутласа тӑма кирлӗ пулман. Иисус пӗр тӑхтаса тӑмасӑр хурав панӑ. Вӑл каланӑ: «Кай Ман патӑмран, шуйттан; хӑвӑн Турруна пуҫҫапса тӑр, пӗр Ӑна анчах пӑхӑнса пурӑн тесе ҫырнӑ» (Матф. 4:8—10). Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусенче пулни Иисусшӑн чи кирли пулнӑ, ҫавӑнпа та унӑн хуравӗнче унӑн пурнӑҫ тӗллевӗ — Турӑ ирӗкне тӑвасси — курӑнса тӑнӑ (Евр. 10:7). Ҫавӑнпа та Иисус Сатанан планне — Ӑна тӗрӗс ҫултан пӑрса яма тунӑ чее планне — ӑнӑҫлӑн пӑсма пултарнӑ.

16. Иисус Сатана илӗртнисене мӗнле сирсе янинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

16 Иисус тӗслӗхӗнчен эпир нумай вӗренме пултаратпӑр. Пӗрремӗшӗнчен, Сатана кирек кама та илӗртме пултарать (Матф. 24:24). Иккӗмӗшӗнчен, эпир мӗн ҫине тимлесе пӑхса тӑратпӑр, ҫавӑ пирӗн чӗрери кӑмӑл-туйӑмсене — лайӑххисене те, япӑххисене те — вӑйлатма пултарать. Виҫҫӗмӗшӗнчен, Сатана пире тӗрӗс ҫул ҫинчен пӑрса ярас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшса куҫ илӗртнипе усӑ курать (1 Пет. 5:8). Тӑваттӑмӗшӗнчен, эпир те Сатана илӗртӗвӗсене сирсе яма пултаратпӑр, уйрӑмах, мӗн тумаллине пурне те ҫийӗнчех тӑватпӑр пулсан (Иак. 4:7; 1 Пет. 2:21).

Куҫсене «таса» тытӑр

17. Пирӗн куҫ умне мӗнле те пулин ниме тӑман япала тухса тӑрсан тин мӗн тумалли ҫинчен шухӑшлани мӗншӗн ӑслӑ-тӑнлӑ мар?

17 Хамӑра Иеговӑна халаллани шутне ниме тӑман япаласенчен пӑрӑнма сӑмах пани те кӗрет. Турӑ ирӗкне тума сӑмах панипе эпир псалом юрлакан пекех калатпӑр: «Санӑн сӑмахна астуса тӑрас тесе урана кирек мӗнле усал ҫулпа каясран та чаратӑп» (Пс. 118:101). Пирӗн куҫ умне мӗнле те пулин ниме тӑман япала тухса тӑрсан тин мӗн тумалли ҫинчен шухӑшлани ӑслӑ туни мар. Турӑ Сӑмахӗ мӗнле ӗҫсене сивленине эпир лайӑх пӗлетпӗр. Сатана мӗнле меслетсемпе усӑ курнине те пӗлетпӗр. Иисуса чултан ҫӑкӑр тума вӑл хӑҫан илӗртнӗ? Иисус хӗрӗх кун та хӗрӗх ҫӗр хушши ӗҫмесӗр, ҫимесӗр пурӑннӑ хыҫҫӑн унӑн «ҫиесси килнӗ» (Матф. 4:1—4). Сатана эпир хӑҫан вӑйсӑррине тата хӑҫан илӗртни хыҫҫӑн ҫӑмӑллӑнах кайма пултарнине курса тӑрать. Ҫавӑнпа та тӗрлӗрен лару-тӑрусенче хамӑра мӗнле тытмалли ҫинчен пирӗн халех шухӑшласа хумалла. Ҫакна ҫийӗнчех туни питӗ лайӑх! Эпир хамӑра Иеговӑна халалласа сӑмах панине кашни кун асра тытатпӑр пулсан, ниме тӑман япаласенчен тӳрех пӑрӑнас тесе ҫирӗп шухӑшлӑ пулатпӑр (Ытар. 1:5; 19:20).

18, 19. а) «Таса» куҫ «начар» куҫран мӗнпе уйрӑлса тӑрать? ӑ) Хамӑр мӗне хаклани ҫинчен мӗншӗн яланах шухӑшламалла тата ҫак тӗлӗшрен Филиппы 4:8-мӗш сӑвӑ йӗркинче мӗнле канаш пур?

18 Кашни кунах эпир тӗрлӗрен илӗртӳсемпе тӗл пулатпӑр, вӗсен шучӗ ӳссех пырать. Ҫавӑнпа та хамӑр куҫсене «таса» тытма Иисус асӑрхаттарса каланине эпир тата ытларах хаклатпӑр (Матф. 6:22, 23). «Таса» куҫӑн яланах пӗр тӗллев — Турӑ ирӗкне туса тӑрасси. «Начар» куҫ вара чее, ҫӑткӑн пулнипе палӑрса тӑрать тата ӑна ниме тӑман япаласем илӗртеҫҫӗ.

19 Асра тытӑр: эпир мӗн курни пирӗн ӑстӑн ҫине витӗм кӳрет, ӑстӑн вара — чӗре ҫине. Ҫавӑнпа та мӗн хаклӑ, ҫавӑн ҫинчен пӗрмаях шухӑшлани питӗ кирлӗ. (Филиппы 4:8 вуласа пар). Айтӑр, псалом юрлакан пекех малалла та кӗлӗ тӑвар, вӑл Турӑран ыйтнӑ: «Куҫӑма ниме тӑман япала енне ан пӑхтар». Ҫак кӗлӗре каланине тытса пыма тӑрӑшатпӑр пулсан Иегова пире хӑйӗн ҫулӗ ҫинче чӗрӗ сыхласа хӑварасса эпир ҫирӗп шанма пултаратпӑр (Пс. 118:37; Евр. 10:36).

Вӗреннине аса илмелли ыйтусем

• Куҫсем, ӑстӑн тата чӗре хушшинче мӗнле ҫыхӑну пур?

• Порнографи пӑхни мӗнле сиен кӳрет?

• Куҫсене «таса» тытни мӗншӗн питӗ кирлӗ?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]