Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Арҫын-тӑвансем, сывлӑшшӑн акӑр та пухушӑн ӗҫлесе тӑрӑр!

Арҫын-тӑвансем, сывлӑшшӑн акӑр та пухушӑн ӗҫлесе тӑрӑр!

Арҫын-тӑвансем, сывлӑшшӑн акӑр та пухушӑн ӗҫлесе тӑрӑр!

«Сывлӑшшӑн акакан ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вырса илӗ» (ГАЛ. 6:8).

1, 2. Матфей 9:37, 38-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланса пыраҫҫӗ тата ҫав сӑмахсем пухусенче мӗн кирли пирки калаҫҫӗ?

 ЭПИР этемлӗх историнчи хӑйне евӗрлӗ тапхӑрта пурӑнатпӑр. Иисус Христос каласа хунӑ ӗҫ вӗресе кӑна тӑрать. Вӑл каланӑ: «Вырмалли нумай та, выракан сахал. Ҫавӑнпа тырӑ Хуҫине йӑлӑнӑр: вырмалли ани ҫине выракансем ятӑр Вӑл» (Матф. 9:37, 38). Халӗ Иегова Турӑ ҫавӑн пек кӗлӗсем ҫине нихҫанхинчен те вӑйлӑрах хурав парса тӑрать. Сӑваплӑ ӗҫӗн 2009-мӗш ҫулӗнче Иегова Свидетелӗсен пӗтӗм тӗнчипе 2 031 ҫӗнӗ пуху йӗркелленнӗ, халӗ вара вӗсен хисепӗ — 105 298. Кашни кун, вӑтамран, 757 ҫын шыва кӗнӗ!

2 Ҫавӑн пек ҫитӗнӳсене кура пухусенче вӗрентес тата кӗтӳҫ ӗҫне тӑвас енчен ертсе пырассине хӑйсем ҫине илекен юрӑхлӑ арҫынсем нумайтарах та нумайтарах кирлӗ (Еф. 4:11). Вуншар ҫулсем хушши Иегова хӑйӗн кӗтӗвне вӗреннӗ кӗтӳҫсем пӑхса тӑччӑр тесе тӑрӑшнӑ. Вӑл ҫакна малалла та туса тӑрасса шанса тӑратпӑр. Михей 5:5-мӗш сӑвӑ йӗркинчи пророкла сӑмахсем Иегова халӑхӗн юлашки кунсенче «ҫичӗ кӗтӳҫӗпе сакӑр кнеҫ» пулать тесе шантарса калаҫҫӗ, урӑхла каласан, ертсе пырассине хӑйсем ҫине илекен пултаруллӑ арҫынсен шучӗ самаях пысӑк пулӗ.

3. Сывлӑшшӑн акни тени мӗне пӗлтерет?

3 Енчен те эсӗ шыва кӗнӗ арҫын-тӑван пулсан, пухури ӗҫсене туса тӑрас кӑмӑл пултӑр тесе мӗн тума пултаратӑн? Сывлӑшшӑн акни питӗ кирлӗ (Гал. 6:8). Ҫакӑ вӑл Туррӑн сывлӑшне хӑвӑн ҫине пӗр чӑрмавсӑр витӗм кӳме май панине пӗлтерет. Ӳтшӗн акма парас мар тесе ҫирӗп шут тыт. Хӑтлӑ пурнас тесе тӑрӑшни, пушӑ вӑхӑта мӗнле ирттерни тата вӑйӑ-кулӑсем Турӑшӑн ӗҫлесе тӑрас енчен санӑн хастарлӑхна ан сивӗтччӗр. Пур христианинӑн та сывлӑшшӑн акмалла. Ҫавӑн пек туса тӑракан арҫынсем вӑхӑт иртнӗҫемӗн пухури ятарлӑ ӗҫсене туса тӑма юрӑхлӑ пулӗҫ. Паянхи кун пулӑшакан ӗҫченсемпе старейшинӑсем питӗ нумай кирлине пула, ҫак статьяра, уйрӑмах, сирӗн пирки, арҫын-тӑвансем, каланӑ. Ҫавӑнпа та эпир сире ҫак статья пирки кӗлӗ туса шухӑшлама чӗнетпӗр.

Ырӑ ӗҫ тӑвасшӑн тӑрӑшӑр

4, 5. а) Шыва кӗнӗ арҫын-тӑвансен пухури мӗнле ӗҫсене тӑвасшӑн тӑрӑшмалла? ӑ) Ҫав хисеплӗ ӗҫсене илес тесен, мӗн тумалла?

4 Христианин ним тумасӑрах надзиратель пулса тӑма пултараймасть. Надзиратель пулас, е ҫав «ырӑ ӗҫе» тӑвас, тесе унӑн тӑрӑшмалла (1 Тим. 3:1). Ҫав ӗҫ шутне пӗрле ӗненекенсемшӗн, вӗсене мӗн кирлипе тивӗҫтерес тесе, чун-чӗререн ӗҫлесе тӑни кӗрет. (Исаия 32:1, 2 вуласа пар *.) Ҫав ӗҫе таса шухӑш-кӑмӑлпа тӑвасшӑн тӑрӑшакан ҫын чапшӑн ҫунмасть. Ун вырӑнне вӑл ыттисене ырӑ тӑвас тесе чунтан тӑрӑшать.

5 Пулӑшакан ӗҫчен пулас е надзиратель тивӗҫне илес текен христианинӑн Библире вӗсен мӗнлерех пулмалли ҫинчен мӗн каланӑ, ҫавӑн пек пулма тӑрӑшмалла (1 Тим. 3:1—10, 12, 13; Тит 1:5—9). Эсӗ шыва кӗнӗ арҫын-тӑван пулсан, хӑвӑнтан ыйт: «Ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнас тесе эпӗ вӑй ҫитнӗ таран пурне те тӑватӑп-и тата ҫав ӗҫе туса тӑрас тӗлӗшрен ыттисене пулӑшатӑп-и? Пӗрле ӗненекенсен пурнӑҫӗпе чунтан интересленсе вӗсене тӗреклентеретӗп-⁠и? Ман пирки ыттисем эпӗ Турӑ Сӑмахне тӗплӗн тӗпчекен тесе шутлаҫҫӗ-и? Комментарисен пахалӑхне лайӑхлатас тесе вӑй хуратӑп-и? Старейшинӑсем хушса панӑ ӗҫсене тимлӗ те тирпейлӗ тума тӑрӑшатӑп-⁠и?» (2 Тим. 4:5). Ҫавӑн пек ыйтусем ҫинчен ҫиелтен кӑна шухӑшламалла мар.

6. Пухури хисеплӗ ӗҫсене илме юрӑхлӑ пулмашкӑн сана мӗн пулӑшӗ?

6 Пухури хисеплӗ ӗҫсене илме юрӑхлӑ пулас тесен, Туррӑн сывлӑшӗ пулӑшнипе ҫыннӑн шалтан тӗрекленмелле (Еф. 3:16, ҪТ). Христиансен пухӑвӗнче пулӑшакан ӗҫчен е старейшина пуласси вӑл — мӗнле те пулин должность илесси мар. Ҫав тивӗҫсене Турӑпа хӑй хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетсе тӑракан ҫын кӑна илме пултарать. Ҫав хутшӑнусене мӗнле ҫирӗплетсе тӑмалла? Ҫавна тӑвас тесен, сывлӑш хушнипе пурӑнмалла тата унӑн ҫимӗҫне ҫитӗнтерсе пымалла (Гал. 5:16, 22, 23, ҪТ). Пухури ытти ӗҫсене туса тӑма мӗнле лайӑх енсем кирлӗ, ҫавсене эсӗ аталантарса тӑратӑн пулсан, тата лайӑхланма пулӑшас тесе панӑ канашсене тытса тӑратӑн пулсан, вара санӑн ҫитӗнӳсем пурне те курӑнса тӑракан пулӗҫ (1 Тим. 4:15).

Хӑвна шеллесе тӑманни кирлӗ

7. Ыттисемшӗн ӗҫлесе тӑрасси мӗн вӑл?

7 Ыттисемшӗн ӗҫлесе тӑрасси вӑл пӗтӗм вӑя хурса тӑрӑшнине тата хамӑра шеллесе тӑманнине пӗлтерет. Христиансен пухӑвӗнчи надзирательсем, сӑнарлӑ каласан, кӗтӳҫ ӗҫне туса тӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа пухури йывӑрлӑхсем вӗсене чунтан пӑшӑрхантараҫҫӗ. Павел апостол тӗслӗхне пӑхса тухар-ха. Кӗтӳҫ ӗҫне туса тӑрасси унӑн ӑшӗнче мӗнле туйӑмсем ҫуратнӑ? Вӑл Коринфри христиансем патне акӑ мӗн ҫырнӑ: «Эпӗ сирӗн пата пит хурланса, чунӑм тӑвӑрланса ҫитнипе темӗн чухлӗ куҫҫулӗ тӑкса ҫырса ятӑм, сире кулянтарас тесе ҫырмарӑм; сире хам мӗн тери хытӑ юратнине пӗлтересшӗн ҫыртӑм» (2 Кор. 2:4). Ҫав ӗҫе туса тӑмашкӑн Павел хӑйӗн пӗтӗм чунне парса туни уҫҫӑн курӑнать.

8, 9. Библири тӗслӗхсене, арҫынсем ыттисемшӗн тӑрӑшни ҫинчен калаканнисене, илсе кӑтартӑр.

8 Иеговӑн ӗҫлекенӗсене усӑ тӑвас тесе ӗҫлесе тӑракан арҫынсем харпӑр хӑйне шеллесе тӑманнипе яланах палӑрса тӑнӑ. Сӑмахран, Ной хӑйӗн килӗнчисене: «Ковчега туса пӗтерсен, мана калӑр, вара эпӗ сирӗнпе кайӑп»,— тесе калама пултарнине ӗненме йывӑр. Моисей израильтянсене Египетра: «Хӗрлӗ тинӗс патӗнче тӗл пулӑпӑр. Эсир унта хусамӑрах мӗнле те пулин ҫитӗр»,— темен. Иисус Навин: «Иерихон хӳмисем йӑтӑнса анни ҫинчен мана пӗлтерӗр»,— тесе нихӑҫан та каламан. Исаия тепӗр ҫын ҫине тӗллесе кӑтартса: «Акӑ вӑл. Яр ӑна»,— тесе тӑман (Ис. 6:8).

9 Туррӑн сывлӑшне хӑйӗн ҫине витӗм кӳме парас енчен чи паллӑ тӗслӗх кӑтартнӑ ҫын вӑл — Иисус Христос. Вӑл хӑйне хушнӑ ӗҫе тума — этемлӗхе тӳлесе илсе Ҫӑлакан пулма — хатӗр пулсах килӗшнӗ (Иоан. 3:16). Иисус хӑйне шеллемесӗр ыттисене юратни пире те пархатарлӑ пулма хавхалантармасть-⁠и? Нумай ҫул хушши старейшина пулса ӗҫлесе тӑракан христианин Туррӑн кӗтӗвӗ патне унӑн мӗнле туйӑмсем пулни ҫинчен ак ҫапла калать: «Иисус Петра каланӑ сӑмахсем — „Манӑн сурӑхӑмсене кӗт“ тени — манӑн чун-чӗрене пырса тиврӗҫ. Темиҫе ӑшӑ сӑмах калани е ыррӑн тытни ҫыннӑн кӑмӑлне ҫӗклеме пултарнине эпӗ нумай ҫул хушшинче пӗрре анчах мар асӑрханӑ. Кӗтӳҫ ӗҫне туса тӑма мана питӗ килӗшет» (Иоан. 21:16).

10. Ыттисемшӗн ӗҫлесе тӑрас енчен Иисус пек пулма христианина мӗн хавхалантарма пултарать?

10 Хӑйсен пурнӑҫне Турра халалланӑ арҫынсен Туррӑн кӗтӗвӗ ҫине, Иисус пӑхнӑ пекех, пӑхмалла, вӗт вӑл каланӑ: «Эпӗ сире лӑплантарӑп» (Матф. 11:28). Турра ӗненни тата пухӑва юратни христианина ырӑ ӗҫ тума хавхалантарса тӑрӗ, ҫав ӗҫ пирки вӑл йӑтма май ҫук йывӑр ҫӗклем е ӑна тӑвас тесе ытла нумай пама тивет тесе шутламӗ. Арҫын-тӑвана пухури ӗҫсене тума кӑмӑл туртмасть пулсан, вара мӗн? Пухушӑн ӗҫлесе тӑрас кӑмӑл пултӑр тесен мӗн те пулин тума пулать-и?

Ӗҫлесе тӑрас кӑмӑла вӑйлат

11. Ыттисемшӗн ӗҫлесе тӑрас кӑмӑла мӗнле чӗртме пулать?

11 Пухура ӗҫсене тума пултарулӑх ҫитмест тесе шутлатӑн пулсан, святой сывлӑш пирки кӗлӗ ту (Лука 11:13). Иеговӑн сывлӑшӗ сана кирек мӗнле иккӗленӳллӗ шухӑша та ҫӗнтерме пулӑшӗ. Ӗҫлесе тӑрас кӑмӑла Иегова Турӑ парать — шӑпах унӑн сывлӑшӗ арҫын-тӑвана пухури яваплӑ тивӗҫсене илме хавхалантарать, унтан вара сӑваплӑ ӗҫе туса тӑма вӑй парса тӑрать (Флп. 2:13; 4:13). Ҫавӑнпа та пухури ӗҫсене туса тӑма кӑмӑл пултӑр тесен, Иеговӑран ҫавӑн пирки ыйтни вырӑнлӑ. (Псалом 24:4, 5 вуласа пар.)

12. Пухури ӗҫсене туса тӑма ӑслӑлӑха ҫителӗклӗ илес тесен ҫын мӗн тума пултарать?

12 Иеговӑн сурӑхӗсемшӗн тӑрӑшасси христианиншӑн йывӑр та кӑткӑс ӗҫ пек туйӑнма пултарать, вара вӑл, тен, пухури тивӗҫсене илме кирлӗ мар тесе шутласа хурӗ. Е арҫын-тӑван пухури ӗҫсене туса тӑма ӑна ӑслӑлӑх ҫитсех каймасть тесе шутлама пултарать. Ку чӑнах та ҫапла пулсан, Турӑ Сӑмахне тата Библи тӑрӑх хатӗрленӗ публикацисене тӗплӗнтерех тӗпчени ӑслӑлӑх туянма пулӑшӗ. Унӑн хӑйӗнчен ыйтмалла: «Турӑ Сӑмахне тӗпчеме эпӗ вӑхӑт уйӑратӑп-и тата ӑслӑлӑх пирки кӗлӗ тӑватӑп-и?» Иаков вӗренекен ҫырнӑ: «Сиртен камӑн та пулин ӑсӗ [е ӑслӑлӑх] ҫитеймест пулсан, вӑл пурне те уҫӑ кӑмӑлпа, сӑмах тӗртмесӗр паракан Турӑран ыйттӑр, вара илӗ» (Иак. 1:5). Ҫак сӑмахсене, Турӑ пӗлтернипе ҫырнӑскерсене, эсӗ ӗненетӗн-и? Соломон кӗлли ҫине хуравланӑ май, Турӑ ӑна «ӑслӑ та ӑнланакан чӗре» панӑ, ҫавна пула Соломон суд тунӑ чухне ыррине усалтан уйӑрса илме пултарнӑ (1 Патш. 3:7—14, ҪТ). Чӑнах та, Соломонпа мӗн пулса иртни урӑх никампа та пулман. Ҫапах та эпир ҫакна шанса тӑма пултаратпӑр: пухури ӗҫсене тума лартнӑ арҫынсене — вӗсем Туррӑн сурӑхӗсемшӗн тивӗҫлипе тӑрӑшса тӑччӑр тесе — Турӑ ӑслӑлӑх паратех (Ытар. 2:6).

13, 14. а) «Христосӑн юратӑвӗ» Павел ҫине витӗм мӗнле кӳрсе тӑнӑ? ӑ) «Христосӑн юратӑвӗ» пирӗн ҫине витӗм мӗнле кӳрсе тӑмалла?

13 Ыттисемшӗн ӗҫлесе тӑрас кӑмӑла пулма паракан тепӗр май — Иеговӑпа унӑн Ывӑлӗ пирӗншӗн мӗн туни ҫинчен, пурин ҫинчен те, тарӑннӑн шухӑшлани. Сӑмахран, 2 Коринф 5:14, 15-мӗш (ҪТ) сӑвӑ йӗркисене пӑхса тухар, унта эпир вулатпӑр: «Пире Христосӑн юратӑвӗ хавхалантарса тӑрать, мӗншӗн тесен эпир ҫапла шутласа хутӑмӑр: пӗри пуриншӗн те вилнӗ, апла пулсан пурте вилнӗ пулать; пурӑнакансем халӗ вара хӑйсемшӗн мар, кам вӗсемшӗн вилнӗ те чӗрӗлсе тӑнӑ, ҫавӑншӑн пурӑнччӑр тесе вӑл пуриншӗн те вилнӗ». Мӗнле майпа «пире Христосӑн юратӑвӗ хавхалантарса тӑрать»? Туррӑн ирӗкне тӑвас тесе хӑйӗн пурнӑҫне пирӗншӗн парса Христос чӑннипе те пысӑк юрату кӑтартнӑ. Ҫав юрӑтӑва мӗн чухлӗ тарӑнрах ӑнланса пырӑпӑр, ҫавӑн чухлӗ вӑйлӑрах вӑл пирӗн чӗрене пырса тивӗ. Христосӑн юратӑвӗ Павелӑн пурнӑҫӗ ҫине пур енчен те витӗм кӳрсе тӑнӑ. Ҫав юрату ӑна хӑйӗншӗн кӑна пурӑнассинчен чарса тӑнӑ та Турӑшӑн тата ҫынсемшӗн — пухуран-и вӗсем е ҫук — ӗҫлесе тӑрас енчен пӗтӗм вӑйне парса тӑма пулӑшнӑ.

14 Христос ҫынсене мӗн тери вӑйлӑ юратни ҫинчен шухӑшлани пире те пархатарлӑ пулма хавхалантарать. Ҫавна пула эпир эгоистла тӗллев тытса тӑрасси тата хамӑршӑн кӑна пурӑнасси тӗрӗс мар пулнине лӑйӑхтарах та лайӑхтарах ӑнланса пыратпӑр, мӗншӗн тесен ҫакӑ ӳтшӗн акни пулнӑ пулӗччӗ. Ун вырӑнне эпир, Турӑ хушса панӑ ӗҫ тӗп вырӑн йышӑнса тӑтӑр тесе, хамӑр пурнӑҫра улшӑнусем тӑвӑпӑр. Пире хамӑр тӑвансене «[«чурасем пек», ҪТ] юратса пулӑшса тӑма» хавхалантарса тӑраҫҫӗ. (Галатия 5:13 вуласа пар.) Эпир хамӑр пирки, Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене ырӑ тӑвас тесе хамӑра кӗҫӗне хурса ӗҫлесе тӑракан чурасем тесе шутлатпӑр пулсан, эпир вӗсене хисеплесе тӑрӑпӑр. Эпир, паллах ӗнтӗ, Сатана пек ӳпкелешессинчен тата ыттисене тиркесе тӑрассинчен пӑрӑнӑпӑр (Апок. 12:10).

Ҫемьен ӗҫӗ

15, 16. Христианин старейшина е пулӑшакан ӗҫчен пулма пултартӑр тесе ҫемьере кашни ӑна ҫав енчен мӗнле пулӑшма пултарать?

15 Христианин авланнӑ тата унӑн ачасем пур пулсан, вӑл старейшина е пулӑшакан ӗҫчен пулма пултарать-и, пултараймасть-и тесе шутланӑ чухне унӑн ҫемйинчи лару-тӑрӑва шута илеҫҫӗ. Ӑна ҫав ӗҫе тума суйласа лартасси унӑн ҫемйин Турӑпа мӗнле хутшӑнусем пулнинчен тата ыттисем унӑн ҫемйи ҫинчен мӗн шутланинчен килет. Апла пулсан, ҫакна асӑрхама пулать: упӑшки тата ашшӗ пухушӑн тӑрӑшас тесе пулӑшакан ӗҫчен е старейшина пуласшӑн пулсан, ҫемьере пурин те ӑна ҫав енчен пулӑшса тӑни питӗ кирлӗ. (1 Тимофей 3:4, 5, 12 вуласа пар.)

16 Христиансен ҫемйинче пурте пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлесе тӑни Иеговӑна савӑнтарать (Евр. 6:10). Пухури ӗҫсене туса тӑма пултарас тесен, ҫав вӑхӑтрах «хӑй кил-ҫуртне [е килтисене] лайӑх тытса тӑрас» тесен, ҫемье пуҫлӑхӗн виҫине пӗлмелле. Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнинчен пурте усӑ илсе тӑччӑр тесен, старейшинӑн е пулӑшакан ӗҫченӗн кашни эрнере хӑйӗн арӑмӗпе тата ачисемпе Библи вӗренмелле. Унӑн хӑйӗн арӑмӗпе те, ачисемпе те ырӑ хыпар калама ҫӳремелле. Ҫемьере кашнин ҫемье пуҫлӑхне, вӑл мӗн тума шутласа хунине пурнӑҫлас тесе, пулӑшса тӑмалла.

Каллех старейшина е пулӑшакан ӗҫчен пулса ӗҫлеме пултараятӑн-и?

17, 18. а) Арҫын-тӑван старейшина е пулӑшакан ӗҫчен пулма халӗ пултараймасть пулсан, вара унӑн мӗн тумалла? ӑ) Унччен старейшина е пулӑшакан ӗҫчен пулса ӗҫленӗ арҫын-тӑванӑн малалла та мӗнле шухӑш-кӑмӑллӑ пулмалла?

17 Тен, унччен эсӗ старейшина е пулӑшакан ӗҫчен пулса ӗҫленӗ, анчах халӗ ҫак ӗҫсене туса тӑмастӑн. Эсӗ Иеговӑна юрататӑн, вӑл, паллах, саншӑн унчченхи пекех тӑрӑшать (1 Пет. 5:6, 7). Сана мӗнле улшӑнусем тумалли ҫинчен каланӑ пулсан, хӑвна кӗҫӗне хурса йӑнӑшусене йышӑнма хатӗр пул та вӗсене Турӑ пулӑшнипе тӳрлетме тӑрӑш. Тарӑхса, кӳренсе ан ҫӳре. Ӑслӑлӑхна кӑтарт тата лайӑххи ҫинчен шухӑшлама тӑрӑш. Темиҫе ҫул хушши старейшина пулса ӗҫленӗ, анчах та ҫав хисеплӗ тивӗҫсӗр тӑрса юлнӑ христианин аса илет: «Эпӗ старейшина пулса ӗҫленӗ чухнехи пекех, тӗлпулусене ҫӳреме, ырӑ хыпара сарма тата Библие вулама малалла та ҫирӗп шут тытнӑ. Манӑн ҫав тӗллеве пурнӑҫлама май килчӗ. Анчах та манӑн тӳсӗмлӗ пулма тиврӗ, мӗншӗн тесен мана старейшина пулма пӗр е икӗ ҫултан лартӗҫ тесе шутланӑччӗ пулин те, манӑн сахалтан та ҫичӗ ҫул кӗтме тиврӗ. Ҫав вӑхӑт хушшинче мана аллуна ан ус тесе хавхалантарса тӑни питӗ пулӑшрӗ, вара эпӗ ҫав хисеплӗ ӗҫе илес тесе малалла та тӑрӑшрӑм».

18 Санӑн лару-тӑрӑву ҫӳлерех илсе панӑ лару-тӑру пекех пулсан, шанӑҫа ан ҫухат. Иегова эсӗ туса тӑракан сӑваплӑ ӗҫе тата санӑн ҫемйӳне мӗнле пиллесе тӑни ҫинчен шухӑшла. Хӑвӑн ҫемйӳне Турӑпа ҫывӑхланма пулӑш, чирлисем патне кӗрсе тухса ҫӳре тата вӑйсӑррисене хавхалантар. Пуринчен ытла, Иегова Свидетелӗсене шанса панӑ хисеплӗ ӗҫсене — Турра мухтассине тата Турӑ Патшалӑхӗн ырӑ хыпарне пӗлтерсе ҫӳрессине — хакласа тӑр * (Пс. 144:1, 2; Ис. 43:10—12).

Хӑвӑн лару-тӑрӑвна тепӗр хут пӑхса тух

19, 20. а) Шыва кӗнӗ арҫын-тӑвансене мӗн тума хавхалантараҫҫӗ? ӑ) Тепӗр статьяра мӗн ҫинчен сӳтсе явнӑ?

19 Надзирательсем тата пулӑшакан ӗҫченсем паян нихӑҫанхинчен те нумайрах кирлӗ. Ҫавӑнпа та эпир шыва кӗнӗ арҫын-тӑвансене пурне те хӑйсен лару-тӑрӑвне тепӗр хут пӑхса тухма тата акӑ, ҫакӑн ҫинчен шутласа пӑхма хавхалантаратпӑр: эпӗ пулӑшакан ӗҫчен е старейшина мар пулсан, мана ҫав хисеплӗ ӗҫсене туса тӑма мӗн чӑрмантарса тӑрать? Ҫав ятарлӑ ӗҫсем ҫине тӗрӗс пӑхма сана Туррӑн сывлӑшӗ пулӑшса тӑтӑр.

20 Пӗрле ӗненекенсем хӑйсене шеллемесӗр, Турра юрӑхлӑ ӗҫлесе тӑни пухури тӑвансене пурне те усӑ парса тӑрать. Эпир ырӑ ӗҫсене чуна парса тӑватпӑр пулсан, ыттисемшӗн ӗҫлесе тӑнинчен тата сывлӑшшӑн акнинчен килекен савӑнӑҫа вырса илӗпӗр. Тепӗр статьяра Туррӑн святой сывлӑшне пирӗн хурлама кирлӗ марри ҫинчен каланӑ. Ҫакӑ мӗне пӗлтерет?

[Сноскӑсем]

^ Исаия 32:1, 2, ҪТ: «Патша тӳрӗлӗхшӗн патшара ларӗ тата кнеҫсем тӗрӗслӗхшӗн ертсе пырӗҫ. Вӗсенчен кашни ҫилтен хӳтӗлекен хӳтлӗх пек тата шалкӑм ҫумӑртан тарса пытанмалли вырӑн пек, шывсӑр вырӑнти шыв юхӑмӗсем пек, типсе ларнӑ ҫӗр ҫинчи пысӑк чул хысакӗнчен ӳкекен сулхӑн пек пулӗ».

Эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?

Михей 5:5-мӗш сӑвӑ йӗрки пире мӗн тесе шантарать?

• Хамӑра шеллесе тӑманни мӗне пӗлтернине ӑнлантарса пар.

• Ыттисемшӗн ӗҫлесе тӑма кӑмӑл пултӑр тесен, мӗн тумалла?

• Арҫын-тӑвана, пулӑшакан ӗҫчен е старейшина пулма тӑрӑшаканскере, ҫемье пулӑшса тӑни мӗншӗн питӗ кирлӗ?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]