Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Мӗншӗн хӗрарӑмсен пуҫлӑх принципне пӑхӑнса тӑмалла?

Мӗншӗн хӗрарӑмсен пуҫлӑх принципне пӑхӑнса тӑмалла?

Мӗншӗн хӗрарӑмсен пуҫлӑх принципне пӑхӑнса тӑмалла?

«Арӑмӑн пуҫлӑхӗ упӑшки» (1 КОР. 11:3).

1, 2. а) Иегова хунӑ йӗрке — пуҫлӑх пулассипе пӑхӑнса тӑрас йӗрке — пирки Павел апостол мӗн ҫырнӑ? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

 ИЕГОВА хӑйне евӗрлӗ йӗрке хунӑ, ҫавӑн пирки Павел апостол ҫапла ҫырнӑ: «Пур арҫыннӑн пуҫлӑхӗ... Христос» тата «Христос пуҫлӑхӗ Турӑ» (1 Кор. 11:3). Унчченхи статьяра Иисус хӑйӗн Пуҫлӑхне, Иегова Турра, пӑхӑнса тӑрасси пирки чыс тесе шутлани ҫинчен тата арҫын-христиансен пуҫлӑхӗ Христос тесе каланӑччӗ ӗнтӗ. Христос ҫынсемпе ырӑ, ӑшӑ кӑмӑллӑ, хӗрхенӳллӗ пулнӑ тата вӗсене ырӑ тӑвас тесе чунтан тӑрӑшнӑ. Пухури арҫынсен хӑйсене ыттисемпе, ҫав шутра хӑйсен арӑмӗсемпе те, ҫавӑн пек тытмалла.

2 Хӗрарӑмсем пирки вара мӗн калама пулать? Кам вӗсен пуҫлӑхӗ? «Арӑмӑн пуҫлӑхӗ упӑшки»,— ҫырнӑ Павел. Турӑ пӗлтернипе ҫырнӑ ҫав сӑмахсем ҫине хӗрарӑмсен мӗнле пӑхмалла? Упӑшки Иегова Турра ӗненмест пулсан, арӑмӗн ҫав принципа тытса тӑмалла-и? Арҫынна пуҫлӑх вырӑнне хурса пӑхӑнса тӑни вӑл — мӑшӑрлӑ пурнӑҫра, мӗн те пулин тума шут тытнӑ чухне, арӑмӗн ним шарламасӑр пӑхӑнса тӑмаллине пӗлтерет-и? Мӗнле майпа хӗрарӑм мухтава тивӗҫлӗ пулма пултарать?

«Ӑна пулӑшса тӑракана... пултарам»

3, 4. Мӗншӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫра пуҫлӑх принципӗ усӑ парса тӑрать?

3 Ҫемьере камӑн пуҫлӑх пулмаллине Турӑ йӗркелесе янӑ. Адама пултарсан, Иегова Турӑ каланӑ: «Этеме пӗччен пурӑнма аван мар; ӑна пулӑшса тӑма [«тӑракана», ҪТ] хӑй евӗрлӗскернех пултарар [«пултарам», ҪТ]». Евӑна пултарнӑ хыҫҫӑн, Адам, халӗ унӑн юлташ тата пулӑшакан пурришӗн, ҫав тери савӑннипе каланӑ: «Акӑ ку — манӑн шӑммӑмран илнӗ шӑмӑ, манӑн ӳтӗмрен илнӗ ӳт» (Пулт. 2:18—24). Адампа Евӑна тӗлӗнмелле малашлӑх кӗтсе тӑнӑ: вӗсем ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗрӗпе савӑнса пурӑнма пултаракан пӗр ҫылӑхсӑр этемлӗхӗн ашшӗпе амӑшӗ пулма пултарнӑ.

4 Пирвайхи аттепе анне Едем садӗнче пӑлхав ҫӗкленине пула ҫынсем пуҫлӑх принципне пур енчен лайӑх тытса тӑма пултарайман. (Рим 5:12 вуласа пар.) Анчах та ҫав принцип тӑрса юлнӑ. Ҫав принципа тӗрӗс тытса тӑни мӑшӑрлӑ пурнӑҫа усӑ та парать, телейлӗ те тӑвать. Юлашкинчен вара, Иисус хӑйне, хӑйӗн Пуҫлӑхне, Иеговӑна, пӑхӑнса тӑнине пула мӗнле туйнӑ, эпир те хамӑра ҫавӑн пекех туйӑпӑр. Ҫӗр ҫине килсе пурӑниччен Иисус «Ун [Иегова] умӗнче вӗҫӗмсӗр хавасланса тӑнӑ» (Ытар. 8:30). Ҫитменлӗхсем пур пирки, арҫынсем пур енчен те питӗ лайӑх пуҫлӑхсем пулма пултараймаҫҫӗ, хӗрарӑмӗсем те пур тӗлӗшрен те пӑхӑнса тӑма пултараймаҫҫӗ. Анчах та упӑшкисемпе арӑмӗсем ҫав принципа тытса тӑма тӑрӑшаҫҫӗ пулсан, хальхи вӑхӑтра мӗн таран савӑнӑҫлӑ пулма пулать, ҫавӑн чухлӗ мӑшӑрлӑ пурнӑҫра савӑнса пурӑнӗҫ.

5. Мӗншӗн упӑшкипе арӑмӗн Рим 12:10-мӗш сӑвӑ йӗркинчи канаша тытса тӑмалла?

5 Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ телейлӗ пултӑр тесен, упӑшкипе арӑмӗн Турӑ Сӑмахӗ пур христиансене те панӑ канаша тытса тӑмалла: «Пӗрне-пӗри тӑванӑн курса, савса юратӑр; пӗр-пӗрне хӑвӑртан асла хурса хисеплӗр» (Рим 12:10). Ҫавӑн пекех, упӑшкин те, арӑмӗн те «пӗр-пӗриншӗн ырӑ пулас, пӗр-пӗрне хӗрхенес, пӗр-пӗрне каҫарас» тесе тӑрӑшмалла (Еф. 4:32).

Мӑшӑр ӗненмест пулсан

6, 7. Арӑмӗ-христианка ӗненмен упӑшкине пӑхӑнса тӑни пурӑна киле мӗн пама пултарӗ?

6 Санӑн мӑшӑру Иеговӑн ӗҫлекенӗ мар пулсан, вара мӗн? Час-часах ӗненмен мӑшӑр вӑл — упӑшка. Ҫавӑн чухне арӑмӗн хӑйне унпа мӗнле тытмалла? Библи ҫакӑн пек хурав парать: «Эй, арӑмсем! Эсир те ҫавнашкалах упӑшкӑрсене итлӗр. Вара, арӑмӗсем хӑйсене епле тыткаланине, Турӑран хӑраса тата таса пурӑннине курса, Ырӑ Хыпара йышӑнман хӑшӗ-пӗрин упӑшкисем пӗр сӑмахсӑрах ӗненме пуҫлӗҫ» (1 Пет. 3:1, 2, ҪХ).

7 Турӑ Сӑмахӗ арӑмне ӗненмен упӑшкине итлесе-пӑхӑнса тӑма хушать. Арӑмӗ хӑйне лайӑх тытни ун ҫине витӗм кӳме пултарать, вара вӑл, арӑмне хӑйне ҫапла лайӑх тытма мӗн хавхалантарса тӑни ҫинчен шухӑшлама пуҫлӗ. Пурӑна киле, тен, упӑшки хӑйӗн арӑмӗ-христианка мӗне ӗненнипе интересленме пуҫлӗ те юлашкинчен вара чӑнлӑха та йышӑнӗ.

8, 9. Арӑм-христианка, хӑйне лайӑх тытать пулсан та унӑн упӑшки чӑнлӑхпа интересленмест пулсан, мӗн тума пултарать?

8 Ӗненмен упӑшки чӑнлӑхпа интересленмест пулсан, вара мӗн? Библи ӗненекен арӑмне, ӑна тем пек йывӑр пулсан та, христиансем кӑтартакан лайӑх енсене яланах кӑтартса тӑма хавхалантарать. Сӑмахран, 1 Коринф 13:4-мӗш сӑвӑ йӗркинче эпир вулатпӑр: «Юрату нумайччен тӳсет». Арӑм-христианка малалла та хӑйне «йӑваш кӑмӑллӑ, лӑпкӑ, нумай тӳсӗмлӗ» тытать пулсан, тата упӑшкине юратма пӑрахмасть пулсан, лайӑх тӑвать (Еф. 4:2). Туррӑн святой сывлӑшӗ пулӑшнипе йывӑр лару-тӑрура та христиансем кӑтартакан лайӑх енсене кӑтартса тӑма пулать.

9 «Хама хӑват парса тӑракана пула манӑн пурне те тума вӑй пур»,— ҫырнӑ Павел (Флп. 4:13, ҪТ). Туррӑн сывлӑшӗ ӗненекен упӑшкине е арӑмне тӗрлӗ лару-тӑрура та хӑйсене тӗрӗс тытма пулӑшать. Сӑмахран, мӑшӑрсенчен пӗри хӑйне тӳрккессӗн тытни теприне те хӑйне ҫавнашкалах тытма хистесе тӑма пултарать. Анчах та Библи пур христиансене те калать: «Никама та усалпа ан тавӑрӑр... Ҫырасса та ҫырнӑ: Турӑ калать: хирӗҫ тавӑрасси Манӑн ӗҫ, Эпӗ Хам тавӑрӑп» (Рим 12:17—19). Ҫавӑн пекех 1 Фессалоника 5:15-мӗш сӑвӑ йӗркинче пире канаш панӑ: «Астӑвӑр, кам та пулин усалшӑн усалпа ан тавӑртӑр, пӗрне-пӗри те, пур ҫынна та ялан ырӑ тума шыраса ҫӳрӗр». Иеговӑн святой сывлӑшӗ пулӑшнипе хамӑр вӑйпа мӗн тума пултарайманнине тума пултарӑпӑр. Хамӑра мӗн ҫитмест, ҫавӑнпа тивӗҫтерсе тӑтӑр тесе Туррӑн святой сывлӑшӗ пирки кӗлӗ туни ҫав тери кирлӗ!

10. Сӑмахпа е мӗн те пулин тунипе кӳрентерекенсемпе Иисус хӑйне мӗнле тытнӑ?

10 Сӑмахпа е мӗн те пулин тунипе кӳрентерекенсемпе Иисус хӑйне мӗнле тытни — пирӗншӗн чаплӑ тӗслӗх. «Хӑйне усал сӑмахпа хӑртсан та,— каланӑ 1 Петр 2:23-мӗш сӑвӑ йӗркинче,— хирӗҫ усал каламан; асапланнӑ чух юнаса калаҫман, тавӑрассине тӗрӗс Тӳре [е Судья] аллине панӑ». Пирӗн вӑл кӑтартнӑ лайӑх тӗслӗхе тытса пымалла. Ыттисем хӑйсене япӑх тытнине кура вӗсем пек тума ан пуҫлӑр. Пур христианина та чӗнсе каланӑ пек, «хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулӑр... йӑваш ӑслӑ пулӑр; усал тунӑшӑн усалпа, вӑрҫнӑшӑн вӑрҫса ан тавӑрӑр» (1 Пет. 3:8, 9).

Ним шарламасӑр пӑхӑнса тӑракан кӑна-и?

11. Хӑш-пӗр хӗрарӑм-христиансем мӗнле пысӑк чыса тивӗҫлӗ пулӗҫ?

11 Упӑшкине пуҫлӑх вырӑнне хурса пӑхӑнса тӑни вӑл ҫемьери е ытти ыйтусене сӳтсе явнӑ чухне хӗрарӑмсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫра ним шарламасӑр тӑмаллине пӗлтерет-и? Ҫук, пӗлтермест. Иегова хӗрарӑмсене, арҫынсем пекех, нумай чыслӑ тивӗҫ шанса панӑ. Шухӑшласа пӑх-ха, 144 000-ӗшне шанса панӑ пысӑк чыс ҫинчен: Христос патшана ларса ҫӗре тытса тӑнӑ чухне, вӗсем пӗлӗтре патшасемпе священниксем пулӗҫ! Вӗсен шутне хӗрарӑмсем те кӗреҫҫӗ (Гал. 3:26—29). Чӑнах та, Иегова хунӑ йӗркере хӗрарӑмсен пӗлтерӗшӗ пысӑк.

12, 13. Хӗрарӑмсем пророкла калаҫнине кӑтартакан тӗслӗх илсе парӑр.

12 Библире каланӑ вӑхӑтсенче, сӑмахран, хӑш-пӗр хӗрарӑмсем пророкла калаҫнӑ. Иоиль 2:28, 29-мӗш сӑвӑ йӗркисенче мӗн пуласси ҫинчен малтанах ак ҫапла каласа хунӑ: «Пурин ҫине те Хамӑн Сывлӑшӑм тивлетне антарӑп, сирӗн ывӑлӑрсемпе сирӗн хӗрӗрсем пророкла калаҫӗҫ... Ҫав кунсенче Эпӗ ар чурасемпе хӑрхӑмсем [е хӗрарӑм тарҫӑсем] ҫине те Хамӑн Сывлӑшӑм тивлетне антарӑп».

13 Пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи Аллӑмӗш кунхи праҫникра Иерусалимри пӗр ҫуртӑн ҫӳлти пӳлӗмне пухӑннӑ Иисусӑн пӗр 120 вӗренекенӗ шутӗнче арҫынсем те, хӗрарӑмсем те пулнӑ. Туррӑн сывлӑшӗ ҫавсем ҫине пурин ҫине те аннӑ. Ҫавӑнпа Петр Иоиль каланӑ пророкла сӑмахсене илсе кӑтартнӑ та ҫакӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсем ҫинче пурнӑҫланнӑ тенӗ. Петр каланӑ: «Ку Иоиль пророк малтанах каласа хунӑ ӗҫ; вӑл каланӑ: Турӑ калать: юлашки кунсенче Хам Сывлӑшӑма пур ҫын ҫине те ярӑп: сирӗн ывӑлӑрсем, сирӗн хӗрӗрсем пророкла калаҫӗҫ... Вӑл кунсенче Эпӗ ар чурамсем ҫине те, хӗрарӑм чурамсем ҫине те Хам Сывлӑшӑма ярӑп, вӗсем пророкла калаҫӗҫ» (Апост. ӗҫ. 2:16—18).

14. Пӗрремӗш ӗмӗрте христиан тӗнне сарас тӗлӗшрен хӗрарӑмсен пӗлтерӗшӗ пирки мӗн калама пулать?

14 Пӗрремӗш ӗмӗрте те христиан тӗнне сарас тӗлӗшрен хӗрарӑмсен пӗлтерӗшӗ самаях пысӑк пулнӑ. Вӗсем Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ыттисене вӗрентсе ҫӳренӗ тата ырӑ хыпар сарассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсем туса тӑнӑ (Лука 8:1—3). Сӑмахран, Павел апостол Фива пирки «Кенхреяри ӗненекен ушкӑнра пулӑшса тӑракан» тенӗ. Пӗрле ӗҫлекенсем патне салам янӑ чухне, Павел хӑш-пӗр шанчӑклӑ хӗрарӑмсем ҫинчен, тӗслӗхрен, «Ҫӑлаканшӑн тӑрӑшакан Трифенпа Трифос» ҫинчен, асӑннӑ. Вӑл, ҫавӑн пекех, «юратнӑ Персида... Ҫӑлаканшӑн нумай тӑрӑшрӗ» тесе каланӑ (Рим 16:1, 12).

15. Хальхи вӑхӑтра христиан тӗнне сарассинче хӗрарӑмсем мӗнле вырӑн йышӑнаҫҫӗ?

15 Хальхи вӑхӑтра Турӑ Патшалӑхӗн ырӑ хыпарне пӗтӗм тӗнчипе саракан ҫичӗ миллион ытла ҫын шутне кӗрекенсенчен нумайӑшӗ — тӗрлӗ ҫулхи хӗрарӑмсем (Матф. 24:14). Вӗсенчен чылайӑшӗ пионерсем, миссионерсем пулса тата Вефильте ӗҫлеҫҫӗ. Псалом юрлакан Давид юрланӑ: «Ҫӳлхуҫа сӑмах калаттарать: хыпар пӗлтерекен арӑмсем имсӗр-сумсӑр [е шутсӑр нумай]» (Пс. 67:12). Ҫак сӑмахсем чӑннипех тӗрӗс! Иегова хӗрарӑмсене, вӗсем ырӑ хыпар сарас тата вӑл мӗн тума шухӑшласа хунине тӑвас ӗҫе хутшӑннине, хаклать. Вӑл хӗрарӑм-христиансене пӑхӑнса тӑма хушни вӗсем ним шарламасӑр пӑхӑнса тӑракансем пулнине пӗлтермест.

Шӑпӑрт тӑман икӗ хӗрарӑм

16, 17. Хӗрарӑмсем ҫемьере хӑйсем мӗн шутланине пӗлтерме пултарнине Сарра тӗслӗхӗ мӗнле кӑтартса парать?

16 Иегова хӗрарӑмсене нумай чыслӑ тивӗҫ шанса парать пулсан, упӑшкисен питӗ кирлӗ ӗҫе тӑвас умӗн мӗн тумалли ҫинчен шухӑшланӑ чухне хӑйсен арӑмӗсемпе ҫавӑн пирки калаҫса пӑхмалла мар-и вара? Ҫавӑн пек туни вӗсен енчен тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ. Библире арӑмсен сӑмахӗсемпе ӗҫӗсем ҫинчен калакан темиҫе тӗслӗх пур. Анчах ҫакна палӑртмалла: упӑшкисем вӗсене ҫав ӗҫсене тума ыйтман. Икӗ тӗслӗх пӑхса тухар.

17 Сарра, Авраам патриархӑн арӑмӗ, хӑйӗн упӑшкине хӑрхӑмӗпе, е тепӗр арӑмӗпе, унӑн ывӑлне хӑваласа кӑларса яма ҫине тӑрсах ыйтнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем ӑна хисеп туман. «Авраама ҫакӑ... питех те аван мар пек туйӑннӑ», анчах та Турӑ Саррӑн сӑмахӗсем ҫине урӑхла пӑхнӑ. Иегова Авраама каланӑ: «Ачупа хӑрхӑмушӑн ан пӑшӑрхан; Сарра хӑвна мӗн каласассӑн та, унӑн сӑмахне пурне те итле» (Пулт. 21:8—12). Авраам Иеговӑна пӑхӑннӑ, Саррӑна итленӗ те арӑмӗ мӗн тума ыйтнине тунӑ.

18. Авигея хӑй тӗллӗн мӗн тунӑ?

18 Авигея, Навалӑн арӑмӗ, ҫинчен те шухӑшласа пӑхар. Кӗвӗҫекен Саул патшаран тарса ҫӳренӗ чухне Давид пӗр вӑхӑт хушши хӑйӗн лагерьне Навалӑн кӗтӗвӗсенчен инҫех мар лартнӑ. Ҫав пуян ҫыннӑн пурлӑхӗнчен вӑл нимӗн те илмен, ун вырӑнне унӑн харпӑрлӑхне хӳтӗлесе тӑнӑ. Анчах та Навал «тӳрккес те усал ҫын» пулнӑ. Вӑл «юрӑхсӑр ҫын» тата «унӑн ӑссӑрлӑхӗ унпа пӗрле» пулнӑ. Давидӑн ҫыннисем кӑштах апат-ҫимӗҫ пама хисеплӗн ыйтсан, Навал ҫакна тума килӗшмен, вӑл вӗсене «тем тепӗр каласа пӗтернӗ». Мӗн пулса иртни ҫинчен илтсен, Авигея мӗн тунӑ? Навала ним каламасӑрах, вӑл «васкаса кайнӑ та икҫӗр пашалу, икӗ пысӑк кӑкшӑм эрех, пусса тирпейленӗ пилӗк сурӑх, пилӗк сат ӑшаланӑ тырӑ, ҫӗр иҫӗм икерчӗ тата икҫӗр пусса хытарнӑ инжир икерчӗ» илнӗ те вӗсене Давидпа унӑн ҫыннисене илсе кайса панӑ. Авигея тӗрӗс тунӑ-ши? Ҫакӑн хыҫҫӑнхи ӗҫсем вӑл тӗрӗс тунине кӑтартса параҫҫӗ. «Иегова Навала ҫапса хуҫнӑ, вара вӑл вилнӗ»,— тет Библи. Давид каярахпа Авигейӑна качча илнӗ (1 Сам. 25:3, 14—19, 23—25, 38—42, ҪТ).

Мухтава тивӗҫлӗ хӗрарӑм

19, 20. Хӗрарӑма чӑннипе мӗн мухтава тивӗҫлӗ тӑвать?

19 Иеговӑн ирӗкне туса тӑракан арӑм ҫинчен Турӑ Сӑмахӗнче ырласа каланӑ. Библири Ытарлӑх кӗнекинче «ырӑ арӑм» ҫинчен ҫапла каланӑ: «Вӑл ахах-мерченрен те хаклӑрах; упӑшкийӗн чӗри шанать ӑна, ун пек арӑмпа вӑл тӑкак курмӗ; арӑмӗ ӑна ӗмӗрех ырӑ туса савӑнтарӗ, нихӑҫан та усал тумӗ». Унсӑр пуҫне унӑн «чӗлхи-ҫӑварӗнче — ӑслӑ-тӑнлӑ сӑмах, чӗлхи вӗҫӗнче — йӑвашшӑн вӗрентни. Килӗнчи хуҫалӑхне пӗлсе тытса тӑрать, ӗҫлемесӗр ҫӑкӑр ҫимест вӑл. Ачисем ҫывӑрса тӑраҫҫӗ те — мухтаҫҫӗ амӑшне, упӑшки те ырлать те мухтать» (Ытар. 31:10—12, 26—28).

20 Хӗрарӑма чӑннипе мӗн мухтава тивӗҫлӗ тӑвать? Ытарлӑх 31:30-мӗш сӑвӑ йӗркинче каланӑ: «Хитре сӑн — ултавлӑ, илем те — ниме тӑмасть; Ҫӳлхуҫаран хӑракан арӑм вара — мухтава тивӗҫлӗ». Иеговӑран хӑрани шутне Турӑ камсене пуҫлӑх пулма лартнӑ, ҫавсене кӑмӑлтан пӑхӑнса тӑни те кӗрет. «Пур арҫыннӑн пуҫлӑхӗ... Христос» тата «Христос пуҫлӑхӗ Турӑ» пулнӑ пекех, «арӑмӑн пуҫлӑхӗ упӑшки» (1 Кор. 11:3).

Турӑ панӑ парнешӗн пархатарлӑ пулӑр

21, 22. а) Авланнӑ тата качча кайнӑ христиансене Турра, вӑл мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа пурӑнма панӑ парнешӗн, тав тума мӗнле сӑлтавсем пур? ӑ) Мӗншӗн Иегова хунӑ влаҫа тата пуҫлӑх йӗркине пирӗн хисеплемелле? (Рамкӑна пӑх, 17-мӗш страница.)

21 Авланнӑ тата качча кайнӑ христиансен Турра тав тума питӗ нумай сӑлтав пур! Вӗсем телейлӗ мӑшӑр пулса алла-аллӑн тытӑнса пӗрле пыма пултараҫҫӗ. Уйрӑмах вӗсем Турра, вӑл мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа пурӑнма панӑ парнешӗн пархатарлӑ пулма пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫакӑ вӗсене пӗрле пурӑнма тата Иеговӑпа ҫӳреме май парать (Руфь 1:9; Мих. 6:8). Вӑл мӑшӑрлӑ пурнӑҫа Никӗслекен пулнӑ май ҫемьене телейлӗ тума мӗн кирлине питӗ лайӑх пӗлет. Унӑн ирӗкне яланах туса тӑрӑр, вара паянхи пӑтранса тӑракан тӗнчере те «Иеговӑн савӑнӑҫӗ — сирӗн тӗрек» пулӗ (Неем. 8:10, ҪТ).

22 Арӑмне хӑйне юратнӑ пек юратакан упӑшка-христианин хӑйне ҫепӗҫҫӗн, тимлӗ тытакан пуҫлӑх пулӗ. Турӑран хӑракан арӑмӗ унӑн куҫӗ умӗнче чӑннипех илемлӗ пулӗ, мӗншӗн тесен вӑл упӑшкине пулӑшса тӑрать тата тарӑннӑн хисеплет. Чи кирли вара, вӗсем мӑшӑрлӑ пурнӑҫра хӑйсене питӗ лайӑх тытни пирӗн мухтава тивӗҫлӗ Турра, Иеговӑна, чыс кӳрсе тӑрӗ.

Астӑватӑр-и эсир?

• Иегова пуҫлӑх тата пӑхӑнса тӑрас пирки мӗнле йӗрке панӑ?

• Мӗншӗн мӑшӑрсен пӗр-пӗрне хисеплемелле?

• Христианкӑн хӑйӗн ӗненмен упӑшкипе хӑйне мӗнле тытмалла?

• Мӗншӗн упӑшкисен питӗ кирлӗ ӗҫе тӑвас умӗн мӗн тумалли ҫинчен шухӑшланӑ чухне хӑйсен арӑмӗсемпе ҫавӑн пирки калаҫса пӑхмалла?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]

[17-мӗш страницӑри ҫырса хуни]

Мӗншӗн влаҫа хисепленине кӑтартса тӑмалла?

Иегова шутласа хунӑ тӑрӑх, ангелсен те, ҫынсен те влаҫпа пуҫлӑх принципӗсемпе килӗшӳллӗ пурӑнмалла пулнӑ. Ҫакӑ вӑл ангелсемшӗн те, ҫынсемшӗн те усӑллӑ пулнӑ. Ҫавӑн пек йӗрке вӗсене суйласа илме тата Турра — унпа пӗрлешсе, килӗшӳллӗ пулса — чысласа пурӑнма май парса тӑрать (Пс. 132:1).

Святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансен пухӑвӗ Иисус Христосӑн влаҫне те, вӑл пуҫлӑх пулнине те йышӑнать (Еф. 1:22, 23). Иеговӑн влаҫне йышӑннӑ май, юлашкинчен «Ывӑлӗ Хӑй те вара пурне те Хӑйне Пӑхӑнтарнине пӑхӑнӗ; вара Турӑ пурте, пурин ӑшӗнче те пулӗ» (1 Кор. 15:27, 28). Ҫавӑнпа та хӑйсене Турра халалланӑ ҫынсем пухури тата ҫемьери пуҫлӑх принципне тытса тӑни питӗ вырӑнлӑ (1 Кор. 11:3; Евр. 13:17). Ҫав принциппа килӗшӳллӗ пурӑнатпӑр пулсан, Иегова пире ырласа тата пиллесе тӑрӗ (Ис. 48:17).