Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Кӑмӑллӑ сӑмахсемпе калаҫни лайӑх хутшӑнусене аталантарма пулӑшать

Кӑмӑллӑ сӑмахсемпе калаҫни лайӑх хутшӑнусене аталантарма пулӑшать

Кӑмӑллӑ сӑмахсемпе калаҫни лайӑх хутшӑнусене аталантарма пулӑшать

«Сӑмахӑр яланах кӑмӑллӑ та вырӑнлӑ пултӑр» (КОЛ. 4:6, ҪХ).

1, 2. Арҫын-тӑван хисеплӗн калаҫни мӗн патне илсе ҫитернӗ?

 «КИЛРЕН-КИЛЕ ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ чухне эпӗ пӗр арҫынна тӗл пултӑм,— тесе каласа парать пӗр арҫын-тӑван.— Вӑл питӗ тарӑхса кайрӗ те унӑн тутисем те, хӑй те чӗтренме пуҫларӗ. Эпӗ ӑна Библирен мӗн те пулин лӑпкӑн кӑтартасшӑнччӗ, анчах та ҫакӑ ӑна тата вӑйлӑрах тарӑхтарса ячӗ. Унӑн арӑмӗпе ачисем те ман ҫине кӑшкӑрма тытӑнчӗҫ, вара манӑн каймаллине эпӗ ӑнлантӑм. Эпӗ вӗсене ырӑ шухӑшпа килнине каларӑм та мирлӗ сывпуллашас терӗм. Вӗсене Галатия 5:22 тата 23-мӗшӗсенче юрату, йӑвашлӑх, чаруллӑ пулмалли пирки тата канӑҫлӑх пирки каланине кӑтартрӑм та ун хыҫҫӑн кайрӑм.

2 Каярахпа, урамӑн тепӗр енче ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне ҫав ҫемье хӑйсен ҫурчӗн крыльци ҫинче ларнине куртӑм. Вӗсем мана чӗнсе илчӗҫ. Эпӗ шухӑшласа илтӗм: «Халь вӗсем тата мӗн калӗҫ-ши?» Арҫын аллинче сив шыв тултарнӑ савӑтчӗ, вара вӑл мана шыв ӗҫме сӗнчӗ. Вӑл хӑйне ҫавӑн пек хаяр тытнӑшӑн каҫару ыйтрӗ те ҫирӗп ӗненнӗшӗн мана мухтаса илчӗ. Вара эпир мирлӗ уйрӑлтӑмӑр».

3. Мӗншӗн пирӗн ыттисене хамӑра тарӑхтарса яма памалла мар?

3 Паянхи тӗнчере тӗрлӗ йывӑрлӑхсем ҫынсене пусарса тӑнине пула хаярланса ҫитнӗ ҫынсене эпир час-часах, ҫав шутра ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне те, тӗл пулатпӑр. Ҫакӑн пекки пулса тухрӗ пулсан йӑвашлӑхпа чун-чӗререн хисепленине кӑтартмалла (1 Пет. 3:15). Маларах асӑннӑ арҫын-тӑван тарӑхса кайнӑ кил хуҫи каланисем ҫине ун пекех тарӑхса калаҫнӑ пулсан, ҫав ҫыннӑн шухӑш-кӑмӑлӗ улшӑнмӗччӗ, пачах урӑхла, вӑл тата ытларах тарӑхса кайнӑ пулӗччӗ. Арҫын-тӑван хӑйне тытма пӗлни тата кӑмӑллӑ калаҫни лайӑххипе вӗҫленнӗ.

Калаҫу кӑмӑллӑ пуласси мӗнрен килет?

4. Мӗншӗн пирӗн кӑмӑллӑ калаҫмалла?

4 Христиан пухӑвӗн ҫынни пулманнисемпе, ҫавӑн пекех пӗрле ӗненекенсемпе тата хамӑр килйышрисемпе калаҫнӑ чухне Павел апостол панӑ канаша тытса пыни питӗ кирлӗ. Вӑл каланӑ: «Сӑмахӑр яланах кӑмӑллӑ та вырӑнлӑ пултӑр» (Кол. 4:6, ҪХ). Пӗр-пӗринпе лайӑх хутшӑну пултӑр тесен тата килӗштерсе пурӑнас тесен сӑмахсем кӑмӑллӑ та вырӑнлӑ пулни питӗ кирлӗ.

5. Пӗр-пӗринпе лайӑх калаҫни мӗне пӗлтермест? Тӗслӗх илсе пар.

5 Пӗр-пӗринпе лайӑх калаҫни вӑл хамӑр мӗн шутланине тата хамӑр туйӑмсене тӳрех каласа памаллине пӗлтермест, уйрӑмах, кӳреннӗ вӑхӑтра. Библи кӑтартнӑ тӑрӑх ҫилле тытса чарайманни — вӑйлине мар, вӑйсӑррине кӑтартать. (Ытарлӑх 25:28; 29:11 вуласа пар.) Пӗррехинче, Моисей — хӑй пурӑннӑ вӑхӑтра «пур ҫынран та йӑвашрах» пулнӑ ҫын — Израиль халӑхӗ пӑхӑнманнине пула тарӑхса кайнипе хӑйӗн ҫиллине тытса чарайман тата Иеговӑна мухтава кӑларман. Моисей Израиль халӑхӗ пирки мӗн шутланине уҫҫӑн каланӑ пулсан та, вӑл мӗн тунине Иегова ырламан. Моисей ҫак халӑха 40 ҫул ертсе пынӑ пулин те Турӑ ӑна Израиль халӑхне Пама пулнӑ ҫӗре илсе кӗме паман (Шутл. 12:3; 20:10, 12; Пс. 105:32).

6. Ӑслӑ-тӑнлӑ калаҫни мӗне пӗлтерет?

6 Сӑпайлӑ тата ӑслӑ-тӑнлӑ е майне пӗлсе калаҫнине Библи ырлать. «Нумай сӑмахланӑ чухне ҫылӑхран иртейместӗн, чӗлхине чарма пӗлекен — ӑслӑ-тӑнлӑ» (Ытар. 10:19; 17:27). Анчах та ӑслӑ-тӑнлӑ пулни вӑл хамӑр мӗн шутланине калама юраманнине пӗлтермест. Ҫакӑ вӑл пирӗн сӑмахсем кӑмӑллӑ пулмаллине тата пирӗн чӗлхе-ҫӑвар амантмалла мар, сиплемеллине пӗлтерет. (Ытарлӑх 12:18; 18:21 вуласа пар.)

«Шӑпланмалли вӑхӑт, калаҫмалли вӑхӑт»

7. Калаҫнӑ чухне мӗнле сӑмахсемпе калаҫмалла мар тата мӗншӗн ҫапла тумалла?

7 Пирӗн пӗрле ӗҫлекенсемпе тата ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне тӗл пулакан палламан ҫынсемпе кӑна мар, пухури тӑвансемпе те, килтисемпе те кӑмӑллӑ та сӑпайлӑ пулмалла. Тарӑхни мӗн патне илсе ҫитерни ҫинчен шутламасӑр ҫилӗ капланса килнине тытса чармарӑмӑр пулсан, ҫакӑ хамӑра та, пире итлекенсене те питӗ пысӑк сиен кӳме пултарать, уйрӑмах, Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусене, кӑмӑл-туйӑмсене тата сывлӑх енчен те (Ытар. 18:6, 7). Лайӑх мар туйӑмсене — ҫылӑхлӑ пулнине пула пулнӑ туйӑмсене — алӑра тытса тӑмалла. Кӳрентерекен сӑмахсемпе калаҫни, мӑшкӑлласа кулни, хӑртни тата курайманнине кӑтартакан хаярлӑх пысӑк сиен кӳме пултарать (Кол. 3:8; Иак. 1:20). Ҫаксем пурте ытти ҫынсемпе тата Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене аркатма пултараҫҫӗ. Иисус вӗрентнӗ: «Хӑй тӑванӗ ҫине вырӑнсӑр ҫилленекен пурте сута тивӗҫлӗ; хӑй тӑванне: «ӑнман», тесе калакан аслӑ сута тивӗҫлӗ; «ӑссӑр» тесе калакан тамӑк вутне тивӗҫлӗ» (Матф. 5:22).

8. Хӑвӑн туйӑмусем ҫинчен хӑҫан каламалла тата ҫакна мӗнле тумалла?

8 Анчах та хӑш-пӗр лару-тӑрусенче эпир ним каламасӑр лармалла мар тесе шутлама пултаратпӑр. Христиан-тӑван калани сана питӗ кӳрентерчӗ пулсан тата эсӗ ҫакна манма пултараймастӑн пулсан курайманлӑха хӑвӑн чӗрӳнте аталанма ан пар (Ытар. 19:11). Кам та пулин сана тарӑхтарчӗ пулсан, хӑвӑн туйӑмусене тытса чар та ҫав лару-тӑрӑва татса парас тесе мӗн тумаллине пурне те ту. Павел ҫырнӑ: «Сирӗн ҫиллӗр иртиччен хӗвел анса ан лартӑр». Ҫак лару-тӑру сана малалла та канӑҫ памасть пулсан, ӑна ырӑ кӑмӑлпа татса пама тӑрӑш тата ҫакна меллӗ вӑхӑтра ту. (Ефес 4:26, 27, 31, 32 вуласа пар.) Христиан-тӑванпа мирлешес тесе хӑвӑн шухӑшусене ним пытармасӑр, ҫав вӑхӑтрах ӑна хисепленине кӑтартса калаҫ (Лев. 19:17; Матф. 18:15).

9. Кампа та пулин сиксе тухнӑ йывӑрлӑха татса париччен мӗншӗн малтан хамӑрӑн кӑмӑл-туйӑмсем лӑпланасса кӗтмелле?

9 Паллах ӗнтӗ, ҫакна тума меллӗ вӑхӑт тупма тӑрӑшмалла. «Шӑпланмалли вӑхӑт, калаҫмалли вӑхӑт» пур (Еккл. 3:1, 7). Унсӑр пуҫне тата тӳрӗ ҫын чӗри мӗнле хуравламалли ҫинчен шухӑшлать (Ытар. 15:28). Тен, ҫакӑн ҫинчен тепӗр чух калаҫмалла. Йывӑрлӑха туйӑмсем лӑпланса ҫитмен чухне сӳтсе явни ҫав лару-тӑрӑва тата ытларах йывӑрлатса яма пултарать. Анчах ҫак калаҫӑва вӑраха яни те тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ.

Ырӑ ӗҫсем хутшӑнусене лайӑхлатаҫҫӗ

10. Ырӑ ӗҫсем тунипе хамӑрпа ҫынсем хушшинчи хутшӑнусене мӗнле лайӑхлатма пулать?

10 Кӑмӑллӑ тата пӗр-пӗринпе лайӑх калаҫни ыттисемпе халӗ те, малашне те килӗштерсе пурӑнма пулӑшать. Чӑнах та, ыттисемпе хамӑр хушӑри хутшӑнусене лайӑхлатас тесе тӑрӑшнипе тата ҫакӑншӑн мӗн тумаллине пурне те туса тӑнипе эпир вӗсемпе хамӑр хушӑри калаҫусене лайӑхлататпӑр. Ыттисемшӗн чун-чӗререн тӑрӑшса тунӑ ырӑ ӗҫсем — вӗсене мӗнпе те пулин пулӑшни, чунтан парнесем пани, хӑнана чӗнни — пире вӗсемпе чун-чӗререн калаҫма ҫул уҫса параҫҫӗ. Тен, ҫапла майпа эпир ҫыннӑн пуҫӗ ҫине «кӑвар» та пухма пултарӑпӑр, ҫакӑ ӑна хӑйӗн лайӑх енӗсене кӑтартма май парӗ, вара йывӑрлӑхсене татса пама ҫӑмӑлтарах пулӗ (Рим 12:20, 21).

11. Мӗнле майпа Иаков Исавпа мирлешме тӑрӑшнӑ тата ҫакна туни мӗн патне илсе ҫитернӗ?

11 Ырӑ ӗҫсем усӑ панине Иаков патриарх ӑнланнӑ. Унӑн йӗкӗрешӗ, Исав, питӗ хытӑ ҫилленнине пула Иаков, хӑйне Исав вӗлересрен, хӑраса тарнӑ. Нумай ҫул иртсен Иаков каялла таврӑннӑ. Исав хӑйӗнпе пӗрле 400 ҫынна илсе ӑна кӗтсе илме хирӗҫ тухнӑ. Иаков Иеговӑран пулӑшу йӑлӑнса ыйтнӑ. Унтан вӑл Исава парне памашкӑн хӑй умӗн нумай выльӑх-чӗрлӗх янӑ. Парне панипе Иаков хӑй мӗн тума шухӑшланине пурнӑҫланӑ. Пӗртӑвансем тӗл пулсан Исавӑн чӗри ҫемҫелнӗ, вара вӑл Иаков патне чупса пынӑ та ӑна ыталаса илнӗ (Пулт. 27:41—44; 32:6, 11, 13—15; 33:4, 10).

Ыттисене ырӑ сӑмахпа хавхалантар

12. Мӗншӗн пирӗн христиан-тӑвансемпе ырӑ сӑмахсемпе калаҫмалла?

12 Христиансемшӗн чи кирли вӑл — ҫынсемшӗн мар, Турӑшӑн ӗҫлесси. Ҫапах та пире ҫынсем ырлани те кирлӗ. Эпир калакан ырӑ сӑмахсем христиан-тӑвансен ҫӗклемне ҫӑмӑллатма пултараҫҫӗ. Анчах та вӗсен ҫитменлӗхӗсене кӑтартса начар калаҫнипе ҫак ҫӗклеме тата йывӑрлатса яма пултаратпӑр, вара хӑйсем пирки Иегова вӗсене ырламасть тесе шутлама та пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пирӗн «сӑмах итлекене ырӑлӑх кӳтӗр» тесе айтӑр чун-чӗререн пӗр-пӗрне «ӗненме ӳкӗтлекен ырӑ сӑмах кӑна» калар (Еф. 4:29, ҪХ).

13. Старейшинӑсен мӗн асра тытмалла: а) канаш панӑ чухне? ӑ) ҫыру ҫырнӑ чухне?

13 Уйрӑмах старейшинӑсен сурӑхсемпе «йӑваш» тата ҫепӗҫ пулмалла (1 Фес. 2:7, 8). Старейшинӑсен канаш памалла пулсан, вӗсен ҫакна «йӑвашшӑн» тумалла, «хирӗҫ пыракансемпе» калаҫнӑ чухне те (2 Тим. 2:24, 25). Ҫавӑн пекех, старейшинӑсем ытти пухусен старейшинӑсен советне е филиала ҫыру ҫырнӑ чухне те вӗсене хисепленине кӑтартмалла. Вӗсен Матфей 7:12-мӗшӗнче мӗн каланипе килӗшӳллӗн ырӑлӑх тата сӑпайлӑх кӑтартмалла.

Ҫемьере кӑмӑллӑн калаҫни

14. Павел упӑшкасене мӗнле канаш панӑ тата мӗншӗн ҫав канаша панӑ?

14 Пирӗн сӑмахсем, пит-куҫа вылятни тата кӗлеткене мӗнле тытни ыттисем ҫине витӗм кӳмест тесе шутламалла мар. Сӑмахран, хӑш-пӗр арҫынсем вӗсен сӑмахӗсем хӗрарӑмсене мӗн таран пырса тивме пултарнине пӗтӗмпех ӑнлансах каяймаҫҫӗ. Пӗр хӗрарӑм-тӑван ҫапла каланӑ: «Манӑн упӑшка тарӑхса ман ҫине сассине хӑпартни мана питӗ хӑратать». Сӑмахсем хӗрарӑмсене арҫынсенчен вӑйлӑрах пырса тивеҫҫӗ тата хӗрарӑм вӗсене чылайччен асра тытма пултарать (Лука 2:19). Уйрӑмах хӑр-хар сӑмахсене вӑл юратакан тата хисеплес текен ҫын калать пулсан. Павел упӑшкасене ҫапла канаш панӑ: «Хӑвӑр арӑмӑрсене юратӑр, вӗсемпе сивӗ ан пулӑр» (Кол. 3:19).

15. Мӗншӗн упӑшкин хӑйӗн арӑмӗпе ҫепӗҫ пулмаллине кӑтартакан тӗслӗх илсе парӑр.

15 Мӗншӗн упӑшкин хӑйӗн арӑмӗпе «черченкӗ савӑт-сапана» ҫепӗҫҫӗн тыткаланӑ пекех тытмалли пирки пӗр опытлӑ арҫын-тӑван, авланнӑскер, тӗслӗх илсе кӑтартса парать. Вӑл каланӑ: «Хӑвӑн аллунта питӗ хаклӑ, черчен савӑт-сапана тытнӑ чухне ӑна ытла хытӑ пӑчӑртама юрамасть, мӗншӗн тесен савӑт ҫинче пӗчӗк ҫурӑк юлма пултарать. Ҫак ҫурӑка сапласан та йӗр пурпӗрех юлать. Упӑшки хӑйӗн арӑмӗпе сивӗ сӑмахсемпе хӑр-хар калаҫать пулсан, вӑл арӑмӗн туйӑмӗсене амантма пултарать. Ҫавна пула вӗсен хушшинче йӗр юлма пултарать». (1 Петр 3:7 вуласа пар.)

16. Арӑмӗ хӑйӗн килне мӗнле майпа тытса тӑма пултарать?

16 Ыттисем каланӑ сӑмахсем арҫынсене те хавхалантарма е хурлантарма пултараҫҫӗ, ҫав шутра арӑмӗн сӑмахӗсем те. Упӑшки пӗтӗмпех шанса тӑма пултаракан «ӑслӑ-тӑнлӑ арӑм» хӑйӗн упӑшкин туйӑмӗсем пирки шухӑшлать, мӗншӗн тесен унӑн упӑшки те унӑн туйӑмӗсем пирки шухӑшланине шанса тӑрать (Ытар. 19:14; 31:11). Арӑм хӑйӗн ҫемйи ҫине пысӑк витӗм кӳме пултарать — лайӑххине те, ҫавӑн пекех япӑххине те. «Ӑслӑ арӑм кил тытса тӑрать, ухмаххи ӑна хӑй аллипех салатать» (Ытар. 14:1).

17. а) Ачасен хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсемпе мӗнле калаҫмалла? ӑ) Аслисен ачасемпе мӗнле калаҫмалла тата мӗншӗн ҫавӑн пек калаҫмалла?

17 Ашшӗ-амӑшӗсен те, ачисен те пӗр-пӗринпе хисеплӗн калаҫмалла (Матф. 15:4). Тимлӗ пулни пире, ачасене ҫиллентересрен сыхланма, урӑхла каласан, вӗсене мӗн тарӑхтарса яма пултарать, ҫавсенчен пӑрӑнма пулӑшать (Еф. 6:4; Кол. 3:21). Ачасене ӑса кӗртмелле чухне те ашшӗ-амӑшӗсен тата старейшинӑсен вӗсемпе хисеплӗн калаҫмалла. Аслисем хӑйсене ҫапла тытсан, ачасем вӗсене ӑса кӗртнине ҫӑмӑллӑнах йышӑнма пултарӗҫ тата ҫакӑ вӗсене Турӑпа хӑйсен хушшинчи хутшӑнусене сыхласа хӑварма пулӑшӗ. Ҫапла майпа вӗсем пирӗн ҫине алӑ уснӑ тата манран нимӗн те пулмасть тесе шутламаҫҫӗ. Тен, ачасем хӑйсене панӑ канашсене пурне те астуса юлмӗҫ, анчах та ыттисем вӗсемпе мӗнле калаҫнине манмӗҫ.

Чӗререн тухакан ырӑ сӑмахсемпе калаҫ

18. Сиен кӳрекен шухӑшсемпе туйӑмсенчен эпир мӗнле хӑтӑлма пултаратпӑр?

18 Ҫилле тытса чарни вӑл хамӑра тулаш енчен лӑпкӑ тытнине кӑна пӗлтермест. Пирӗн тӗллев вара шалти вӑйлӑ туйӑмсене тытса чарни кӑна мар. Тулаш енчен лӑпкӑ тӑрса юлма тӑрӑшни, анчах та ҫав вӑхӑтрах хамӑр ӑшра хаярлӑх капланса тӑни пирӗн кӑмӑл-туйӑмсене вӑйлӑ хавшатма пултарать. Ҫакна машинӑри тормозпа газ педалӗсене иккӗшне те пӗр вӑхӑтрах пуснипе танлаштарма пулать. Ҫакӑн пеккине машина чӑтса тӑрайманнипе ҫӗмӗрӗлсе кайма пултарать. Ҫавӑнпа та ҫилӗне чӗрене вырнаҫма ан пар, мӗншӗн тесен каярахпа вӑл ҫиеле тухма пултарать. Сиен тӑвакан туйӑмсене хӑвӑн чӗрӳнтен кӑларас тесе Иеговӑран кӗлӗ туса пулӑшу ыйт. Санӑн шухӑшусемпе туйӑмусем Иеговӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗ пулччӑр тесе унӑн сывлӑшне хӑвӑн ӑстӑнупа чӗрӳне ҫӗнетсе тӑма пар. (Рим 12:2; Ефес 4:23, 24 вуласа пар.)

19. Ҫилле хыпса илме парас мар тесен мӗн-мӗн туни пулӑшӗ?

19 Кирлӗ утӑмсем ту. Йывӑр лару-тӑруна лексен хӑвӑн ӑшунта ҫилӗ капланса килнине туйрӑн пулсан, лӑпланас тесе унтан кайни лайӑхрах (Ытар. 17:14). Санпа калаҫакан тарӑха пуҫларӗ пулсан, хӑв мӗн каланине тата ҫав сӑмахсене мӗнле каланине, уйрӑмах, асӑрхаса тӑр. Ҫакна асра тыт: «Йӑвашшӑн хуравлани ҫилле сирсе ярать, кӳрентерекен сӑмах вара хаярлӑха вӑратать» (Ытар. 15:1). Амантакан е тӗксе каланӑ сӑмахсем вут-ҫулӑма вутӑ пӑрахнипе пӗрех, вӗсене ҫемҫен каласан та (Ытар. 26:21). Ҫавӑнпа та пӗр-пӗр лару-тӑрура хӑвна тытса чарайманнине туя пуҫларӑн пулсан, «сӑмахсене час ан вӗҫерттӗр [е калама ан васка], ҫиллине чарса тӑр». Япӑххине мар, лайӑххине кӑна калама Иеговӑн сывлӑшӗ пулӑштӑр тесе кӗлӗ ту (Иак. 1:19).

Чун-чӗререн каҫар

20, 21. Ыттисене каҫарма пире мӗн пулӑшать тата мӗншӗн пирӗн ҫакна тумалла?

20 Шел пулин те пирӗнтен никам та хӑйӗн чӗлхине пур тӗлӗшрен те тытса чараймасть (Иак. 3:2). Хамӑр ҫемьерен кам та пулин тата эпир юратакан пухури тӑвансем, пире кӳрентерес мар тесе тем пек тӑрӑшаҫҫӗ пулсан та, шухӑшламасӑр каланӑ вӗсен сӑмахӗсем пирӗн туйӑмсене вӑйлӑ ыраттарма пултараҫҫӗ. Вӗсем ҫине тӳрех ҫилленес вырӑнне мӗншӗн вӗсем ҫавӑн пек каларӗҫ-ши тесе шухӑшласа пӑхма тӑрӑш. (Екклесиаст 7:8, 9 вуласа пар.) Тен, вӗсене йывӑр пулнӑ? вӗсем мӗнрен те пулин хӑранӑ? хӑйсене япӑх туйнӑ е эпир пӗлмен йывӑрлӑхсемпе кӗрешнӗ?

21 Ҫакӑн пек лару-тӑрусем хамӑр ҫилле тытса чарайманнине тӳрре кӑлармаҫҫӗ. Анчах та вӗсем пире ҫынсем мӗншӗн хӑш чухне кирлӗ маррине калаҫҫӗ е тӑваҫҫӗ, ҫавна ӑнланма пулӑшаҫҫӗ, ҫакӑ вара пире ыттисене каҫарма хистӗ. Эпир пурте ыттисене ыраттаракан сӑмахсем каланӑ тата ӗҫсем тунӑ, ҫавӑнпа та эпир те вӗсем пире хӗрхенсе каҫарасса шанатпӑр (Еккл. 7:21, 22). Турӑ пире каҫартӑр тесен, пирӗн те ыттисене каҫармалла тесе каланӑ Иисус (Матф. 6:14, 15; 18:21, 22, 35). Ҫавӑнпа та тӳрех каҫару ыйтмалла тата хамӑрӑн та вӑраха ямасӑр каҫармалла. Ҫакӑ пире хамӑр ҫемьере те, пухура та «пӗтӗмпех ҫыхӑнтарса тӑракан» юратӑва сыхласа хӑварма пулӑшӗ (Кол. 3:14, ҪХ).

22. Хамӑр калаҫусене кӑмӑллӑ тӑвас тесен мӗншӗн пирӗн вӑй хумалла?

22 Ҫак усал тӗнче пӗтес вӑхӑчӗ ҫывхарса килнӗҫемӗн савӑнӑҫпа пӗрлӗхе сыхласа хӑварма пире, тен, йывӑртарах та йывӑртарах пулӗ. Турӑ Сӑмахӗнчи принципсене пурнӑҫра усӑ курни пире хамӑр чӗлхе-ҫӑварпа усаллине мар, ыррине калама пулӑшӗ. Пирӗн пухура та, хамӑр ҫемьере те мир пулӗ тата хамӑра лайӑх тытнипе пирӗн телейлӗ Турӑ, Иегова, ҫинчен ыттисене лайӑх свидетельство парӑпӑр (1 Тим. 1:10, 11).

Эсир ӑнлантарса пама пултаратӑр-и?

• Йывӑрлӑхсене сӳтсе явас тесе мӗншӗн меллӗ вӑхӑт тупмалла?

• Мӗншӗн ҫемьере кашнийӗн пӗр-пӗринпе яланах хисеплӗн калаҫмалла?

• Амантакан сӑмахсемпе калаҫасран мӗнле пӑрӑнма пултаратпӑр?

• Пӗр-пӗрне каҫарма пире мӗн пулӑшма пултарать?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]