Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Пухӑва тӗреклентерсе тӑрӑр

Пухӑва тӗреклентерсе тӑрӑр

Пухӑва тӗреклентерсе тӑрӑр

«Пӗр-пӗрне ӳкӗтлӗр [«йӑпатса», ҪТ], пӗр-пӗрне ӑса кӗртӗр [«тӗреклентерсе тӑрӑр», ҪТ]» (1 ФЕС. 5:11).

1. Христиансен пухӑвӗн ҫыннисен мӗнле пиллӗхсем пур, анчах мӗнле йывӑрлӑхсемпе вӗсен тӗл пулма тивет?

 ХРИСТИАНСЕН пухӑвӗн ҫынни пулни вӑл — чӑннипех те пысӑк пиллӗх. Санӑн Иеговӑпа питӗ ҫывӑх хутшӑнусем пур. Унӑн Сӑмахӗнче мӗн каланине тытса пынӑ май, эсӗ инкек патне илсе ҫитерекен тӗрӗс мар ӗҫсем тӑвассинчен сыхланӑн. Санӑн чӑн-чӑн туссем нумай, вӗсем пурте сана ыррине кӑна сунаҫҫӗ. Ҫапла, пиллӗхсем чӑнах та нумай. Анчах та христиансенчен нумайӑшӗн тӗрлӗ йышши йывӑрлӑхсемпе кӗрешме тивет. Вӗсенчен хӑш-пӗрисене, тен, Турӑ Сӑмахне тарӑнрах ӑнланма пулӑшмалла. Теприсем вара чирлеҫҫӗ, хуйха ӳкнӗ е вӗсем хӑйсен тӗрӗс мар шухӑшласа тунӑ ӗҫӗсенчен асапланаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне тата, пирӗн пурин те Турӑран ютшӑннӑ тӗнчере пурӑнма тивет.

2. Пухури тӑвансем йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан, пирӗн мӗн тумалла тата мӗншӗн?

2 Пӗрле ӗненекен христиансем асапланни е хӗн-хур курни пирӗнтен никама та килӗшмест. Павел апостол пухӑва ҫын кӗлеткипе танлаштарнӑ та «пӗр пайӗ асапланать пулсан, унпа пӗрле ытти пайӗсем те пурте асапланаҫҫӗ» тенӗ (1 Кор. 12:12, 26). Ҫавӑнпа та пирӗн пухури тӑвансене пулӑшса тӑмалла. Пухури ҫынсем пӗр-пӗрне йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшса тӑни ҫинчен калакан тӗслӗхсем Библире сахал мар. Халӗ эпир ҫав хӑш-пӗр тӗслӗхсене пӑхса тухнӑ чухне, вӗсем мӗнле пулӑшу панӑ, эсӗ те ҫавнашкалах пулӑшу мӗнле пама пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑх. Пухури тӑвансем малалла та Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑччӑр тесе эсӗ вӗсене пулӑшу парса Иеговӑн пухӑвне мӗнле тӗреклетме пултаратӑн?

«Ӑна хӑйсем патне кӗртнӗ»

3, 4. Мӗнле майпа Акилӑпа Прискилла Аполлоса пулӑшнӑ?

3 Аполлос Ефесра пурӑнма пуҫличченех хастарлӑ вӗрентсе ҫӳрекен пулнӑ. Апостолсен ӗҫӗсем кӗнекинче ун пирки ҫапла каланӑ: «Иоанн шыва кӗртнине анчах пӗлсен те, вӑл чунтан тӑрӑшса, Турӑ [«Иисус», ҪТ] ҫинчен тӗрӗс каласа вӗрентнӗ». Аполлос «Ашшийӗн, Ывӑлийӗн, Святой Сывлӑшийӗн ячӗпе» шыва кӗртни ҫинчен пӗлмен, ҫакӑ вӑл пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи Аллӑмӗш кунхи праҫник умӗн Шыва Кӗртекен Иоанӑн вӗренекенӗсем е Иисус хыҫҫӑн пыракансем ӑна свидетельство панине пӗлтерет пулас. Аполлос хастаррӑн вӗрентнӗ пулин те, унӑн пӗлӳ ҫителӗклӗ пулман. Пӗрле ӗненекенсемпе хутшӑнни ӑна мӗнле пулӑшнӑ? (Апост. ӗҫ. 1:4, 5; 18:25; Матф. 28:19).

4 Акилӑпа Прискилла, упӑшкипе арӑмӗ — вӗсем иккӗшӗ те христиансем пулнӑ — Аполлос синагогӑра хӑюллӑ вӗрентнине илтнӗ те ӑна хӑйсем патне кӗртсе Турӑ ҫулӗ ҫинчен тӗплӗнрех ӑнлантарса панӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 18:24—26 вуласа пар.) Ҫапла туса вӗсем юрату кӑтартнӑ. Паллах, пулӑшу панӑ чухне Аполлос хӑйне айӑплӑ ан туйтӑр тесе Акилӑпа Прискилла унпа майне пӗлсе калаҫнӑ. Вӑл малтанхи христиансен пухӑвӗ мӗнле йӗркеленсе кайни пирки кӑна пӗлмен. Аполлос хӑйӗн ҫӗнӗ тусӗсене, вӗсем ӑна кирлӗ пӗлӳсене уҫса панӑшӑн, паллах, пархатарлӑ пулнӑ. Пӗлӗвне ӳстернӗ хыҫҫӑн Аполлос Ахайӑри христиансене «нумай пулӑшнӑ» тата ырӑ хыпара питӗ хӑватлӑ пӗлтернӗ (Апост. ӗҫ. 18:27, 28).

5. Турӑ Патшалӑхӗн пиншер хыпарҫи мӗнле пулӑшу парса тӑма хатӗр тата ҫакӑ мӗн парать?

5 Христиансен пухӑвӗнче нумайӑшӗ хӑйсене Библие ӑнланма кам пулӑшнӑ, ҫавсене питӗ пархатарлӑ. Нумайӑшӗ хӑйсене Библие вӗрентекенсемпе туслашма пуҫланӑ. Ҫынсене чӑнлӑха ӑнланма пулӑшас тесен, ытларах чухне темиҫе уйӑх хушши вӗсем патне пӗр сиктермесӗр ҫӳресе вӗрентсе тӑмалла. Анчах та Турӑ Патшалӑхӗн хыпарҫисем ҫавна тумашкӑн вӑхӑт уйӑрма хатӗр, мӗншӗн тесен ҫакӑ ҫынсен пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ (Иоан. 17:3). Ҫынсем чӑнлӑха йышӑнса ун тӑрӑх пурӑнма пуҫланине тата хӑйсен пурнӑҫне Иеговӑн ирӗкне туса тӑма халалланине курса тӑни калама ҫук пысӑк савӑнӑҫ парать!

«Ун ҫинчен... пит ырӑласа калаҫнӑ»

6, 7. а) Мӗншӗн Павел хӑйне пулӑшса тӑма Тимофея суйласа илнӗ? ӑ) Хӑйне пулӑшу панине пула Тимофей мӗнле ҫитӗнӳсем тунӑ?

6 Павел апостолпа Сила иккӗмӗш миссионерла ҫулҫӳревӗнче Листрӑна пырсан, вӗсем пӗр 20 ҫулсенчи Тимофей ятлӑ ҫамрӑка асӑрханӑ. «Ун ҫинчен Листрӑпа Иконияри тӑвансем пит ырӑласа калаҫнӑ». Тимофейӑн амӑшӗпе асламӑшӗ, Евникӑпа Лоида, шыва кӗнӗ христиансем пулнӑ, анчах та унӑн ашшӗ Иегова Турра ӗненмен (2 Тим. 1:5). Павел вӗсен ҫемйипе темиҫе ҫул маларах ҫав вырӑнсене пӗрремӗш хут пырсан паллашнӑ пулас. Анчах апостол халӗ вара Тимофейпа уйрӑмах интересленнӗ, мӗншӗн тесен вӑл питӗ пултаруллӑ ҫамрӑк пулнӑ. Ҫавӑнпа та вырӑнти старейшинӑсен совечӗ ырласа каланине пула Тимофей Павела миссионер ӗҫӗнче пулӑшса тӑма пуҫланӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 16:1—3 вуласа пар.)

7 Тимофейӑн хӑйӗнчен аслӑ юлташӗнчен нумай вӗренмелле пулнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ, ҫавӑнпа та Павел Тимофея пухусене пӑхса ҫӳреме пӗр иккӗленмесӗр яма тата хӑйӗн представителӗ пулма шанса пама пултарнӑ. Тимофей — унччен пурнӑҫа пӗлмен, тен, вӑтанчӑк ҫамрӑк — 15 ҫул хушши Павелпа пӗрле ӗҫлесе тӑнине пула питӗ лайӑх надзиратель пулса тӑнӑ (Флп. 2:19—22; 1 Тим. 1:3).

8, 9. Пухури тӑвансем ҫамрӑксене мӗн тума тата мӗнле хавхалантарма пултараҫҫӗ? Тӗслӗх илсе кӑтарт.

8 Паян та христиансен пухӑвӗнче пултаруллӑ ҫамрӑксем нумай. Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑрас тӗлӗшрен питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартакан христиансем хавхалантарса, вӗрентсе тӑрсан, ҫав ҫамрӑксем Иеговӑн халӑхӗ хушшинче хӑйсем ҫине пысӑк яваплӑхсем илес тесе тӑрӑшма пултарӗҫ. Хӑв ҫӳрекен пуху пирки шухӑшласа пӑх-ха! Эсӗ унта Тимофей пек пулма тӑрӑшакан ҫамрӑксене куратӑн-и? Эсӗ пулӑшса, хавхалантарса тӑнине пула вӗсем пионерсем, Вефильте ӗҫлекенсем, миссионерсем тата ҫул ҫӳрекен надзирательсем пулма пултарӗҫ. Ҫакӑн пек тӗллевсене лартма вӗсене эсӗ мӗнле пулӑшма пултаратӑн?

9 Мартин, Вефильте 20 ҫула яхӑн ӗҫлекенскер, 30 ҫул каялла район надзирателӗпе ырӑ хыпар пӗлтерме кайсан, вӑл унпа мӗнле интересленни ҫинчен пархатарлӑн аса илет. Надзиратель хӑй ҫамрӑк чухне Вефильте ӗҫлени ҫинчен ӑна хавассӑн каласа панӑ. Вӑл Мартина сӑваплӑ ӗҫе ҫавӑн пек майпа туса тӑрасси ҫинчен шухӑшласа пӑхма хавхалантарнӑ. Мартин шутланӑ тӑрӑх, ҫав калаҫу каярахпа вӑл мӗн суйласа илни ҫине питӗ пысӑк витӗм кӳнӗ. Кам пӗлет, эсӗ ҫамрӑксемпе Турӑшӑн ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ тӗллевсем пирки калаҫни, тен, вӗсем ҫине витӗм кӳрӗ.

«Хуйха ӳкнисене пусарӑр»

10. Епафродит хӑйне мӗнле туйнӑ тата мӗншӗн?

10 Тӗрмере ларакан Павел апостол патне кайса курас тесе Епафродит Филиппыран Рима вӑрӑм та йывӑр ҫула тухнӑ пулнӑ. Унта ӑна Филиппыри христиансем янӑ. Вӑл апостол валли вӗсен парнине илсе килсе панӑ кӑна мар, ҫавӑн пекех Павела унӑн йывӑр лару-тӑрӑвӗнче пулӑшас тесе унпа тӑрса юласшӑн пулнӑ. Анчах та Римра Епафродит «вилес пекех чирлесе» кайнӑ. Хӑйне хушса панӑ ӗҫе пурнӑҫлаймарӑм тесе шутласа Епафродит хуйха ӳкнӗ (Флп. 2:25—27).

11. а) Пухура кам та пулин депрессипе асапланать пулсан, мӗншӗн пирӗн ҫавӑн пирки тӗлӗнме кирлӗ мар? ӑ) Епафродита пулӑшчӑр тесе Павел мӗн тума сӗннӗ?

11 Тӗрлӗ сӑлтавсене пула паян ҫынсем хуйха ӳкме, е депрессипе асапланма пултараҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗ (вырӑсла ВОЗ) пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен пӗрре пиллӗкӗмӗш пайӗ хӑйсен пурнӑҫӗнче вӑхӑтран-вӑхӑта депрессипе асапланнӑ. Иеговӑн ӗҫлекенӗсен те депресси пулать. Ҫемьене тӑрантарса усрассипе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем, начар сывлӑх пулни, тӗрлӗ йӑнӑшсем тунӑшӑн хуйхӑрни тата ытти сӑлтавсене пула ҫын питӗ хытӑ кулянма пултарать. Филиппыри христиансем Епафродита мӗнле пулӑшма пултарнӑ? Павел ҫырнӑ: «Эсир ӗнтӗ ӑна Ҫӑлаканшӑн пит савса хапӑл тӑвӑр, ун пеккине хисеплесе тӑрӑр; вӑл Христос ӗҫӗшӗн хӑй чунне те хӗрхенмерӗ: эсир мана пулӑшса ҫитерейменнине тӑвас тесе, вӑл вилес патнех ҫитрӗ» (Флп. 2:29, 30).

12. Хуйха ӳкнисене йӑпатас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

12 Пухури кулянакан е хуйхӑракан тӑвансене пирӗн те йӑпатмалла тата хавхалантармалла. Паллах ӗнтӗ, вӗсем Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑрас енчен ыррине нумай тунӑ тесе калама пултаратпӑр эпир. Тен, вӗсем христианин пулас тесе е сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа туса тӑрас тесе хӑйсен пурнӑҫӗнче пысӑк улшӑнусем тунӑ. Вӗсем ҫавӑн пек вӑй хунине эпир хаклатпӑр, Иегова та вӗсен сӑваплӑ ӗҫне хаклать тесе вӗсене шантарса калама пултаратпӑр. Ватлӑха е начар сывлӑха пула Иеговӑн хӑш-пӗр шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем унчченхи пекех нумай тума пултараймаҫҫӗ, ҫапах та вӗсем, нумай ҫулсем хушши Турӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑшӑн, пирӗн хисепе илме тивӗҫлӗ. Хуйха ӳкнин сӑлтавӗ кирек мӗнле пулсан та, Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене ак ҫакна тума чӗнсе калать: «Хуйха ӳкнисене пусарӑр, вӑйсӑррисене пулӑшӑр, пур ҫыншӑн та вӑрах тӳсӗмлӗ пулӑр» (1 Фес. 5:14).

«Каҫарса чунне пусарӑр»

13, 14. а) Коринфри пуху мӗнле питӗ кирлӗ ӗҫ тунӑ тата мӗншӗн? ӑ) Пухуран кӑларса яни мӗнле усӑ панӑ?

13 Пӗрремӗш ӗмӗрти Коринфри пухура пӗри аскӑн ӗҫ туса пурӑннӑ, анчах та ҫавӑншӑн ӳкӗнмен пулнӑ. Вӑл хӑйне ҫавӑн пек тытни пухури тасалӑха варалама пултарнӑ тата ӗненмен ҫынсене те тӗлӗнтернӗ. Ҫавӑнпа та Павел ҫав ҫынна пухуран кӑларса ямалла тесе тӳррӗн каланӑ (1 Кор. 5:1, 7, 11—13).

14 Ҫавӑн пек туни усӑллӑ пулнӑ. Пуху пӑсӑлассинчен сыхланса юлнӑ, ҫылӑх тӑваканни вара тӗрӗс мар хӑтланнине ӑнланса илнӗ те чун-чӗререн ӳкӗннӗ. Ҫав ҫын хӑй ӳкӗннине кӑтартакан ӗҫсем тунӑ, ҫавӑнпа Павел Коринфсем патне янӑ хӑйӗн иккӗмӗш ҫырӑвӗнче ӑна пухӑва каялла йышӑнма кирлӗ тесе палӑртнӑ. Анчах та ҫакна туни ҫителӗксӗр пулнӑ. Павел, ҫавӑн пекех, Коринфри пухӑва ак ҫакна тума хушнӑ: «Ӑна [ҫылӑх тунӑ хыҫҫӑн ӳкӗннӗскере] каҫарса чунне пусарсан та аван пулӗ, унсӑрӑн вӑл ытлашши хуйха ӳксе пӗтмелле ан пултӑр». (2 Коринф 2:5—8 вуласа пар.)

15. Ҫылӑх тунӑ хыҫҫӑн ӳкӗннӗ тата пухӑва йышӑннӑ ҫын ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла?

15 Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр? Кама та пулин пухуран кӑларса яни пире чӑннипех хурлантарать. Тен, ҫак ҫын хӑйӗн ӗҫӗпе Туррӑн ятне те, пухӑвӑн ятне те чыссӑрланӑ. Тен, вӑл пире хирӗҫ те ҫылӑх тунӑ. Ҫапах та, ҫав ӗҫе пӑхса тухма лартнӑ старейшинӑсем, ҫак ӗҫе Иегова панӑ нормӑсемпе килӗшӳллӗн тӗпчесе тухнӑ хыҫҫӑн, ҫылӑха кӗнӗ ҫын ӳкӗннӗ пирки, пухуна каялла йышӑнмалли пирки шут тытрӗҫ пулсан, ҫакӑ вӑл Иегова ӑна каҫарнине кӑтартса парать (Матф. 18:17—20). Пирӗн те Иегова пекех пулмалла мар-и вара? Тӗрӗссипе каласан, хамӑра тӳрккессӗн тытни тата каҫарас килменни Иеговӑна хирӗҫ тӑнипе пӗрех. Туррӑн пухӑвӗнче мирпе пӗрлӗх пултӑр тата пире Иегова ырласа тӑтӑр тетпӗр пулсан, ҫылӑх тунӑ хыҫҫӑн чӑннипех ӳкӗннӗ тата пухӑва йышӑннӑ ҫынна юрататпӑр тесе шантарса каламалла (Матф. 6:14, 15; Лука 15:7).

«Вӑл мана ӗҫ тума кирлӗ»

16. Мӗншӗн Павел Марка шанма пӑрахнӑ?

16 Кам пире кӳрентернӗ тата пирӗн шанчӑка тӳрре кӑларайман, ҫавсем ҫине тарӑхса ҫӳреме кирлӗ маррине Библири тепӗр тӗслӗх кӑтартса парать. Сӑмахран, Марк теекен Иоанн, Павел апостола питӗ вӑйлӑ кӳрентернӗ, мӗншӗн тесен унӑн шанчӑкне тӳрре кӑларайман. Мӗнле майпа? Павелпа Варнава хӑйсен пӗрремӗш миссионерла ҫулҫӳревне тухсан, Марк вӗсене пулӑшса тӑрас тесе вӗсемпе кайнӑ. Тепӗртакран, пӗлместпӗр мӗншӗн, Марк теекен Иоанн хӑйӗн юлташӗсене хӑварнӑ та килне таврӑннӑ. Вӑл ҫавӑн пек туни Павела питӗ ҫиллентернӗ, ҫавӑнпа та иккӗмӗш ҫулҫӳреве тухма шут тытсан, Марка каллех илесси пирки калаҫнӑ чухне, вӑл Варнавӑпа килӗшмесӗр унпа тавлашсах кайнӑ. Пӗрремӗш ҫулҫӳревре мӗн пулса тухнине шута илсе Павел Марка хӑйсемпе пӗрле илесшӗн пулман. (Апостолсен ӗҫӗсем 13:1—5, 13; 15:37, 38 вуласа пар.)

17, 18. Маркпа Павел хӑйсен хушшинче сиксе тухнӑ йывӑрлӑха татса панине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр тата ҫавӑнтан эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

17 Павел ӑна сирсе янӑ пулин те, Марк алне усман. Вӑл Варнавӑпа пӗрле урӑх ҫӗрте малалла миссионер ӗҫне туса тӑнӑ (Апост. ӗҫ. 15:39). Вӑл чунтан парӑннӑ тата шанӑҫа тивӗҫлӗ ҫын пулнине кӑтартнӑ. Ҫакна тепӗр темиҫе ҫултан Павел ун ҫинчен ҫырнӑ сӑмахсем ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Павел Римра тӗрмере ларнӑ чухне ҫыру урлӑ Тимофея хӑй патне пыма чӗнет. Ҫав ҫырурах вӑл каланӑ: «Марка хупа пӗрле илсе кил: вӑл мана ӗҫ тума кирлӗ» (2 Тим. 4:11). Чӑнах та Павел Марк ҫине урӑхла пӑхма пуҫланӑ.

18 Ҫакӑнтан вӗренме пулать. Марк аван миссионер пулма пулӑшакан лайӑх енсене аталантарнӑ. Павел ӑна малтан сирсе янӑ пулсан та вӑл такӑнман. Унӑн та, Павелӑн та Иеговӑпа ҫирӗп хутшӑнусем пулнӑ, ҫавӑнпа та вӗсем хӑйсене нумай вӑхӑт хушши харкашса пурӑнма паман. Ун вырӑнне Павел каярахпа Марк пирки лайӑх пулӑшакан тесе шутланӑ. Ҫавӑнпа та, хамӑрпа пухури тӑвансем хушшинче сиксе тухнӑ йывӑрлӑхсене татса парсан малалла утни тата ыттисене чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума пулӑшни лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ. Ыттисенче лайӑххине курса тӑнипе эсӗ пухӑва тӗреклентеретӗн.

Пуху тата эсӗ

19. Пухури тӑвансем пӗр-пӗрне мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

19 Ҫак «йывӑр саманасенче» сана пухури тӑвансем пулӑшни кирлӗ, вӗсене вара — санӑн пулӑшӑву (2 Тим. 3:1). Хӑш-пӗр чухне христиансенчен хӑш-пӗрисем ку е ҫав йывӑрлӑха мӗнле татса памаллине пӗлсех каймаҫҫӗ, анчах та Иегова пӗлет. Ыттисене тӗрӗссине тума пулӑшас тесе Иегова пухури тӑвансенчен кирек кампа та — ҫав шутра санпа та — усӑ курма пултарать (Ис. 30:20, 21; 32:1, 2). Ҫавӑнпа та Павел: «Пӗр-пӗрне ӳкӗтлӗр [«йӑпатӑр», ҪТ], пӗр-пӗрне ӑса кӗртӗр [«тӗреклентерӗр», ҪТ]»,— тесе чӗнсе каланине малалла та тытса пырӑр (1 Фес. 5:11).

Эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?

• Христиансен пухӑвӗнче пӗр-пӗрне мӗншӗн тӗреклентермелле?

• Эсир ыттисене мӗнле йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшма пултаратӑр?

• Мӗншӗн пире пухури тӑвансем пулӑшни кирлӗ?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]