Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Туррӑн халӑхӗ хушшинче хӳтлӗх туп

Туррӑн халӑхӗ хушшинче хӳтлӗх туп

Туррӑн халӑхӗ хушшинче хӳтлӗх туп

«Сана аслӑ пухура аслӑласа тӑрӑп» (ПС. 34:18).

1—3. а) Хӑш-пӗр христиансене, хӑйсемпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене аркатма пултаракан хӑрушлӑхсем патне мӗн илсе ҫитерме пултарать? ӑ) Туррӑн халӑхӗ хӳтлӗх ӑҫта тупма пултарать?

 ОТПУСК вӑхӑтӗнче Джо хӑйӗн арӑмӗпе маска тӑхӑнса шыв айӗнче ишсе ҫӳренӗ пулнӑ. Вӗсем коралл рифӗсем ҫийӗпе ишекен темӗн тӗрлӗ пулӑсене сӑнанӑ, унтан вара рифсене пӑхса савӑнас тесе кӑшт шаларах ишсе кайнӑ. Тарӑн ҫӗре ишсе кайсан тата шыв тӗпӗ курӑнма пӑрахсан, арӑмӗ Джоя каланӑ: «Эпир ытла инҫе ишсе кайрӑмӑр пулас». «Ан хӑра,— хуравланӑ Джо.— Эпӗ хам мӗн тунине пӗлетӗп». Пӗтӗм пулӑ таҫта тарса пытаннине кӗҫех асӑрхарӑм та тӗлӗнтӗм тесе аса илет Джо. Сӑлтавне курни ӑна ҫӳҫентерсе-хӑратса янӑ — шыв тӗпӗнчен ун патнелле акула ишсе пынине курах кайнӑ. Вӑл унпа куҫа-куҫӑн тӑрса юлнӑ. Ун патне ҫитесси метр пек юлсан, акула пӑрӑнать те аякалла ишсе кайса куҫран ҫухалать.

2 Сатанан тӗнчин илӗртӗвӗсем — вӑйӑ-кулӑсем, ӗҫ, пурлӑх пухасси — хыҫҫӑн кайса христианин хӑрушӑ шывсем патне шаларах та шаларах ишсе кайнине асӑрхамасан та пултарать. «Манпа ҫавӑн пек пулса тухни эпир камсемпе хутшӑнни ҫинчен шухӑшлаттарчӗ»,— тет Джо, христиансен пухӑвӗнчи старейшина.— Ӑҫта хӑрушӑ мар тата кӑмӑллӑ, ҫавӑнта ишсе ҫӳремелле — пухура!» Тарӑн ҫӗрелле ишсе кайма кирлӗ мар, унта пухусӑр тӑрса юлса хӑрушлӑха лекме пулать. Ҫавӑн пекки пулса тухрӗ пулсан, тӳрех «хӑрушсӑр шывсем» патне таврӑн. Ҫавна тумасан санӑн хӑвӑнпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене аркатас хӑрушлӑх пур.

3 Паянхи тӗнчере христиансемшӗн питӗ нумай хӑрушлӑх пур (2 Тим. 3:1—5). Сатана хӑйӗн вӑхӑчӗ питӗ сахал юлнине пӗлет, ҫавӑнпа та вӑл сыхӑ тӑманнисене ҫӑтса ярасшӑн (1 Пет. 5:8; Апок. 12:12, 17). Анчах та пирӗн хӳтлӗх пур. Иегова пире, хамӑра тата хамӑрпа ун хушшинчи хутшӑнусене сыхласа хӑварма пулӑшакан хӳтлӗх парать — христиансен пухӑвне.

4, 5. Пуласлӑхпа ҫыхӑннӑ шухӑшсем нумай ҫынра мӗнле туйӑмсем ҫуратаҫҫӗ тата мӗншӗн?

4 Паянхи обществӑра хӑрушлӑха туймасӑр пурӑнма — пурнӑҫпа пурлӑха сыхласа хӑварма та, чун канӑҫлӑхне тупма та — май ҫукпа пӗрех. Преступленисем туни, пусмӑрлани, хаксем ӳссе пыни тата ҫутҫанталӑка варалани нумайӑшне пӑшӑрхантарать. Пурте тенӗ пекех ватлӑхпа тата чирсемпе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ. Ӗҫ, кил-ҫурт, укҫа-тенкӗ тата сывлӑх пуррисем те ҫавсене пурне те ҫухатасран хӑраҫҫӗ.

5 Чун канӑҫлӑхне тупасси те нумай ҫыншӑн нихӑҫан пурнӑҫланма пултарайман ӗмӗт пек туйӑнать. Шел пулин те, ҫемье ҫавӑрса мирпе чун канӑҫлӑхне тупас тесе шанса тӑракансенчен нумайӑшӗ мӑшӑрлӑ пурнӑҫра телее те тупайман тата вӗсен ӗмӗчӗсем те пурнӑҫланайман. Турӑпа ҫывӑхланасси ҫинчен калас пулсан, чиркӳсене ҫӳрекенсенчен нумайӑшӗ, унта мӗн тума хушнине тытса тӑма чӑнах та кирлӗ-ши тесе иккӗленнӗрен нимӗн шухӑшлама пӗлмесӗр аптӑраса тӑраҫҫӗ. Уйрӑмах ҫакӑ тӗн пуҫлӑхӗсем хӑйсене тивӗҫсӗр тытнине тата вӗсен вӗрентӗвӗсем Библи тӑрӑх пулманнине пула пулса пырать. Ҫавӑнпа та нумайӑшӗ наука е ытти ҫынсен ырӑ кӑмӑлӗпе чипер ӑс-тӑнӗ ҫине шанса тӑрасси кӑна юлать тесе шутлать. Пирӗн тавра пурӑнакансен ҫынсем хӑрушсӑрлӑх ҫук пирки питӗ пӑшӑрханни е хӑйсен пуласлӑхӗ ҫинчен ытлашши шутласшӑн пулманни тӗлӗнтермест ӗнтӗ.

6, 7. а) Турӑшӑн ӗҫлекенсемпе уншӑн ӗҫлеменнисем пуласлӑх ҫине тӗрлӗрен пӑхнине мӗнле ӑнлантарса пама пулать? ӑ) Эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

6 Пуласлӑх ҫине пӑхас енчен христиансен пухӑвне ҫӳрекенсемпе унта ҫӳременнисем хушшинче питӗ пысӑк уйрӑмлӑх пур. Иеговӑн халӑхӗ пулнӑ май, пирӗн ытти ҫынсем тӗл пулакан йывӑрлӑхсемпех тӗл пулма тивет пулин те, эпир ҫав йывӑрлӑхсем ҫине урӑхла пӑхатпӑр. (Исаия 65:13, 14 a; Малахия 3:18 вуласа пар.) Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен эпир этемлӗх мӗне пула ҫавӑн пек лару-тӑрӑва лекнине Библире питӗ лайӑх ӑнлантарса панине тупатпӑр тата йывӑрлӑхсене мӗнле татса памаллине пӗлетпӗр. Ҫавна пула эпир пуласлӑх пирки ытлашши пӑшӑрханмастпӑр. Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑни пире Библие хирӗҫ пыракан ӑссӑр шухӑшсенчен, мораль тӗлӗшӗнчен ирсӗр ӗҫсем тӑвассинчен тата ҫавсем мӗн патне илсе ҫитерме пултарнинчен сыхласа тӑрать. Ҫавӑнпа та христиансен пухӑвӗнчи ҫынсен ыттисем пӗлмен канӑҫлӑх пур (Ис. 48:17, 18; Флп. 4:6, 7).

7 Темиҫе тӗслӗх пӑхса тухни пире Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑракансем, уншӑн ӗҫлесе тӑманнисемпе танлаштарсан, мӗнле хӳтлӗх тупма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхма пулӑшӗ. Ҫав тӗслӗхсем пире хамӑр шухӑшсемпе ӗҫсене тӗрӗслесе пӑхма тата пире сыхлас тесе панӑ Туррӑн канашӗсене пурнӑҫра ытларах та ытларах тытса тӑмалла мар-ши тесе шухӑшлама хавхалантараҫҫӗ (Ис. 30:21).

«Манӑн урасем кӗҫех тайӑлатчӗҫ»

8. Иеговӑн ӗҫлекенӗсен яланах мӗн тумалла пулнӑ?

8 Этемлӗх историнче чи малтанах, кам Иеговӑшӑн ӗҫлессине тата ӑна итлесе пурӑнассине суйласа илнӗ, ҫавсем ҫавна туманнисемпе ытлашши хутшӑнман. Унсӑр пуҫне, Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсемпе Сатана хыҫҫӑн каякансем хушшинче тӑшманлӑх пулать тесе малтанах каласа хунӑ (Пулт. 3:15). Туррӑн принципӗсене ҫирӗп тытса тӑнӑ пирки, Туррӑн ӗҫлекенӗсем хӑйсене ыттисем пек тытмаҫҫӗ (Иоан. 17:15, 16; 1 Иоан. 2:15—17). Ҫавӑн пек туса тӑма яланах ҫӑмӑл мар. Тӗрӗссипе каласан, Иеговӑн ӗҫлекенӗсенчен хӑш-пӗрисем, хӑйсене шеллемесӗр пурӑнни чӑнах та тӗрӗс-ши тесе хушӑран-хушӑран шухӑшласа пӑхаҫҫӗ.

9. Мӗнле иккӗленӳсемпе 72-мӗш Псалома ҫыракан кӗрешнӗ?

9 Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма шут тытнипе тӗрӗс турӑм-ши тесе иккӗленме пуҫланисенчен пӗри 73-мӗш Псалома ҫыракан пулнӑ (вӑл Асафӑн йӑхӗнчен пулнӑ пулас). Мӗншӗн йӗркесӗр ҫынсем час-часах ӑнӑҫлӑ, телейлӗ тата тулӑхлӑ пурӑнаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах Турӑшӑн ӗҫлеме тӑрӑшакансенчен хӑш-пӗрисем хӗн те асап кураҫҫӗ тесе псалом юрлакан ыйтнӑ. (Псалом 72:1—13 вуласа пар.)

10. Мӗншӗн псалом юрлакан ҫӗкленӗ ыйтусем пирӗншӗн питӗ кирлӗ?

10 Псалом юрлакана пӑшӑрхантаракан ҫавӑн пек ыйтусене эсӗ хӑвна панӑ-и? Ку ҫапла пулсан, хӑвна ытла айӑплама е ӗненӳ чакса пырать тесе шутлама кирлӗ мар. Тӗрӗссипе каласан, хӑш-пӗр Иеговӑн ӗҫлекенӗсен — Турӑ Библи ҫырма камсемпе усӑ курнӑ, ҫавсен те — ҫавнашкал шухӑшсем пулнӑ (Иов 21:7—13; Пс. 36:1; Иер. 12:1; Авв. 1:1—4, 13). Турӑшӑн ӗҫлесе тӑни тата ӑна пӑхӑнса тӑни — чӑнах та пурнӑҫра чи лайӑххи-и? Ҫак ыйту ҫинчен Иеговӑшӑн ӗҫлес текенсен пурин те тӗплӗн шухӑшламалла та ун ҫине хурав памалла. Ҫакӑнта Сатана Едем садӗнче ҫӗкленӗ тавлашуллӑ ыйту курӑнса тӑрать. Ҫав ыйту — Иеговӑн чи аслӑ влаҫӗпе ҫыхӑннӑ тӗп ыйту (Пулт. 3:4, 5). Ҫавӑнпа та псалом юрлакан ҫӗкленӗ ыйтусем ҫинчен пирӗн пурин те шухӑшласа пӑхмалла. Ҫав вӗҫкӗн йӗркесӗр ҫынсене, вӗсен пурнӑҫӗнче пӗр йывӑрлӑх та ҫук пек туйӑннӑран, пирӗн ӑмсанмалла-и? Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма пӑрахса вӗсем пек пулма тӑрӑшмалла-и? Сатана шӑпах ӗнтӗ пире ҫапла тутарттарасшӑн та.

11, 12. а) Псалом юрлакан хӑйӗн иккӗленӗвӗсене мӗнле ҫӗнтернӗ тата ҫавӑ пире мӗне вӗрентет? ӑ) Сана, псалом юрлакан пӗтӗмлетӳ тунӑ пек, пӗтӗмлетӳ тума мӗн пулӑшрӗ?

11 Псалом юрлакана хӑйӗн иккӗленӗвӗсене ҫӗнтерме мӗн пулӑшнӑ? Вӑл тӳрӗлӗхрен чутах пӑрӑнса кайӑттӑмчӗ тесе каланӑ пулин те, «Туррӑн сӑваплӑ ҫуртне» кӗрсен — Туррӑн храмӗнче Турра пуҫҫапассине пӗрремӗш вырӑна хуракансемпе хутшӑнма тата Турӑ мӗн тума шутласа хуни ҫинчен шухӑшлама пуҫласан — унӑн шухӑшӗ улшӑннӑ. Унтан вара, усал тӑвакансемпе мӗн пулассине ӑмсанма кирлӗ маррине псалом юрлакан питӗ лайӑх ӑнланса илнӗ. Ҫав ҫынсен ӗҫӗсем тата вӗсем мӗн тума шутласа хунисем вӗсене «шуса ӳкмелли ҫул» тӑрӑх илсе пынине вӑл курнӑ. Иеговӑран чӑрсӑррӑн пӑрӑнса каякансем пурте пурпӗрех «сехре хӑпнипе», урӑхла каласан, кӗтмен инкекрен пӗтессине, ҫав вӑхӑтрах Иегова хӑйӗншӗн ӗҫлесе тӑракансене пулӑшса тӑрассине вӑл ӑнланнӑ. (Псалом 72:16—19, 27, 28 вуласа пар.) Ҫав сӑмахсем чӑн пулнине эсӗ пӗрре анчах мар курнӑ пуль. Нумайӑшне, Туррӑн законӗсене шута илмесӗр, хӑйсемшӗн ҫеҫ пурӑнасси килӗшме пултарать, анчах та ҫакӑ пурпӗрех питӗ начар вӗҫленӗ (Гал. 6:7—9).

12 Псалом юрлаканпа мӗн пулса тухнинчен эпир тата мӗне вӗренме пултаратпӑр? Вӑл хӳтлӗхпе ӑслӑлӑха Туррӑн халӑхӗ хушшинче тупнӑ. Ӑҫта Иеговӑна пуҫҫапаҫҫӗ, ҫавӑнта пырсан вӑл уҫҫӑн та йӗркеллӗ шухӑшлама пуҫланӑ. Паянхи вӑхӑт пирки те ҫавнах калама пулать. Эпир пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче ӑслӑ канашсем паракансене тупма тата Библи тӑрӑх Турӑ ҫинчен тӗрӗс вӗрентсе каланӑ усӑллӑ пӗлӳсем илме пултаратпӑр. Ахальтен мар ӗнтӗ, Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене христиансен пухӑвӗсене ҫӳреме хушать. Унта ҫӳрени вӗсен кӑмӑлне ҫӗклет те вӗсене тӗрӗссине туса тӑма хавхалантарать (Ис. 32:1, 2; Евр. 10:24, 25).

Хӑвна валли туссем тӗрӗс суйла

13—15. а) Динӑпа мӗн пулса тухнӑ тата ҫакӑ пире мӗн ҫинчен калать? ӑ) Мӗншӗн пӗрле ӗненекен христиансемпе хутшӑнни хӳтӗлет теме пулать?

13 Иаковӑн хӗрӗ Динӑн тӗслӗхне пӑхса тухнӑ май, ҫак тӗнчери ҫынсемпе туслашни пысӑк инкексем патне илсе ҫитерме пултарнине курма пулать. Дина, ӑҫта унӑн ҫемйи пурӑннӑ, ҫав таврари Ханаан ҫамрӑк хӗрӗсемпе час-часах хутшӑннӑ тесе пӗлтерет пире Пултарни кӗнеке. Ханаан ҫыннисем, Иеговӑн ӗҫлекенӗсем мораль нормисене ҫӳллӗ шайра тытса тӑнӑ пек, тытса тӑман. Пачах урӑхла, Ханаан ҫыннисен пурнӑҫӗ вӗсен ҫӗрӗ йӗрӗхсене пуҫҫапнипе, ирсӗр ӗҫсемпе, тӗрлӗ турӑсене пуҫҫапнӑ чухне намӑссӑррӑн ар хутшӑнӑвӗсене кӗнипе тата пусмӑрпа тулнине археологсем чавса кӑларнисем кӑтартса параҫҫӗ (Тух. 23:23; Лев. 18:2—25; Сакк. аст. 18:9—12). Ҫав ҫынсемпе хутшӑнни Динӑна мӗн патне илсе ҫитернине аса илер.

14 Ҫав вырӑнта пурӑнакан Сихем пирки ӑна «ашшӗ килӗнче пуринчен ытларах хисепленӗ» тенӗ, анчах та вӑл Динӑна курсан, «ӑна ярса тытса, ирӗксӗрлесе, унпа выртса ҫывӑрнӑ» (Пулт. 34:1, 2, 19). Питӗ хӑрушӑ инкек! Хӑйӗнпе ҫавӑн пекки пулса тухать тесе шутламан та пулӗ Дина. Вӑл ҫав вырӑнти ҫамрӑксемпе туслашасшӑн ҫеҫ пулнӑ, тен, вӗсем ӑна нимле сиен те тумӗҫ тесе шутланӑ пулӗ. Анчах та Дина питӗ вӑйлӑ улталаннӑ.

15 Ҫав тӗслӗхрен эпир мӗне вӗренетпӗр? Ак ҫакна: Иегова Турра ӗненмен ҫынсемпе хутшӑнса пурӑнсан, пирӗнпе нимех те пулмасть тесе шанса тӑма кирлӗ мар. «Усал юлташсем ырӑ кӑмӑллӑ ҫынна та пӑсаҫҫӗ» тенӗ Библире (1 Кор. 15:33, ҪХ). Ҫав вӑхӑтрах вара, сан пекех ӗненекен, мораль нормисене ҫӳллӗ шайра тытса тӑракан тата Иеговӑна юратакан ҫынсемпе хутшӑнни саншӑн хӳтлӗх пулса тӑрӗ. Ҫавӑн пек ҫынсемпе хутшӑнни сана хӑвна тӗрӗс тытма хавхалантарӗ (Ытар. 13:21).

«Вӗсем... ҫӑвӑнчӗҫ»

16. Павел каланӑ сӑмахсем тӑрӑх, Коринф пухӑвӗнче хӑш-пӗрисем унччен мӗн-мӗн туса пурӑннӑ пулнӑ?

16 Христиансен пухӑвӗ нумай ҫынна ирсӗр ӗҫсенчен тасалма пулӑшнӑ. Павел апостол Коринф пухӑвӗ патне янӑ пӗрремӗш ҫырӑвне ҫырнӑ чухне, вӑл христиансене Турра юрӑхлӑ пулас тесе тунӑ улшӑнусемшӗн ырласа илнӗ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем унччен аскӑн ӗҫ тӑвакансем, йӗрӗхсене пуҫҫапакансем, мӑшӑра улталакансем, гомосексуалистсем, вӑрӑсем, ӗҫке ернисем тата ҫавӑн пек ытти япӑх ӗҫсем тӑвакансем пулнӑ. Анчах та «вӗсем... ҫӑвӑнчӗҫ» тесе ҫырнӑ Павел. (1 Коринф 6:9—11 вуласа пар.)

17. Библи нормисем тӑрӑх пурӑнни нумай ҫыннӑн пурнӑҫне мӗнле улӑштарнӑ?

17 Ӗненмен ҫынсене хӑйсен пурнӑҫӗнче усӑ курма пултаракан тӗрӗс принципсем ҫитсех каймаҫҫӗ теме пулать. Вӗсем хӑйсен ҫулӗпе пыраҫҫӗ е аскӑн пурнӑҫпа пурӑнакан ҫынсен витӗмне кӗрсе ӳкеҫҫӗ, авалхи Коринф ҫыннисенчен хӑш-пӗрисем те ӗненекен ҫынсем пулса тӑриччен ҫавӑн пекех пурӑннӑ (Еф. 4:14). Туррӑн Сӑмахне тата Турӑ мӗн тума шутласа хунине тӗп-тӗрӗс пӗлнин — Библире мӗн тума хушнине тытса тӑракансен пурин пурнӑҫне те лайӑхлатма хӑват пур (Кол. 3:5—10; Евр. 4:12). Пухури тӑвансенчен нумайӑшӗ паян, вӗсем Иеговӑн тӳрӗлӗх нормисене пӗлсе пырса тытса тӑма пуҫличчен хӑйсен пурнӑҫӗнче мораль принципӗсене тытса тӑрасси пулман тесе каласа пама пултарать. Ҫавӑн пек пурнӑҫ вӗсен кӑмӑлне те ҫырлахтарайман, вӗсене телейлӗ те тӑвайман. Туррӑн халӑхӗпе хутшӑнма тата Библи принципӗсемпе килӗшӳллӗ пурӑнма пуҫласан кӑна вӗсем канӑҫлӑх тупнӑ.

18. Пӗр ҫамрӑк хӗрпе мӗн пулса тухнӑ тата ҫакӑ мӗн кӑтартса парать?

18 Унччен хӑш-пӗрисем христиансен пухӑвӗн «хӑрушсӑр шывӗсене» хӑварма шут тытнисем те пулнӑ, халӗ вара вӗсем ҫавӑн пек тунӑшӑн питӗ хытӑ ӳкӗнеҫҫӗ. Пӗр хӗрарӑм-тӑван, эпир ӑна Таня тесе чӗнӗпӗр, «чӑнлӑхра ӳсрӗм» тесе каласа парать, анчах та вӑл 16 ҫула ҫитсен «тӗнче илӗртни хыҫҫӑн каяс» тесе пухӑва хӑварнӑ. Вӑл тунӑ йӑнӑшсем мӗнпе вӗҫленнисенчен хӑш-пӗрисем: пулас килмесӗрех йывӑр ҫын пулни тата хырӑм пӑрахни. Вӑл халӗ ҫапла калать: «Виҫӗ ҫул хушши пухусӑр пулни манӑн чунра нӗрсӗр сурансем хӑварчӗ, вӗсем нихӑҫан та иртсе каймаҫҫӗ. Хамӑн ҫуралман ачана вӗлерни халӗ те мана канӑҫ памасть. [...] Эпӗ пур ҫамрӑксене, ҫак тӗнчере мӗн пуррине кӑшт та пулин «тутанса» пӑхас текенсене, ҫакна каласшӑн: „Ан тӑвӑр ҫавна!“ Чи малтан ҫакӑн пек пурнӑҫ тутлӑ пек туйӑнма пултарать, анчах та кайран питӗ йӳҫӗк тутӑ хӑварать. Ҫак тӗнче ним лайӑххи те сӗнме пултараймасть. Эпӗ ҫавна пӗлетӗп. Эпӗ тутанса пӑхрӑм. Иеговӑн организацийӗнче тӑрса юлӑр! Ҫакӑ телей кӳрсе тӑракан пӗртен-пӗр пурнӑҫ ҫулӗ».

19, 20. Христиансен пухӑвӗ мӗнле хӳтлӗх тата ҫавна мӗнле майпа парать?

19 Хӳтлӗх парса тӑракан христиансен пухӑвне эсӗ хӑварас пулсан, санпа мӗн пулса тухнӑ пулӗччӗ — ҫавӑн ҫинчен шухӑшласа пӑх-ха. Чӑнлӑха пӗличчен ним усӑсӑр ирттернӗ пурнӑҫа аса илнӗ май нумайӑшӗн ун ҫинчен шухӑшлас та килмест (Иоан. 6:68, 69). Эсӗ христиансен пухӑвӗнчи тӑвансемпе ҫывӑхланатӑн пулсан, Сатанан тӗнчинче анлӑ сарӑлнӑ хуйхӑ-суйхӑпа инкек-синкексенчен малалла та хӳтлӗх илсе тӑма пултарӑн. Вӗсемпе хутшӑнни тата пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене яланах ҫӳрени сана Иеговӑн тӳрӗлӗх нормисем тӗрӗс пулнине пӗрмай аса илтерсе тата вӗсем тӑрӑх пурӑнма хавхалантарса тӑрӗ. Пирӗн, псалом юрлакан пекех, Иеговӑна «аслӑ пухура аслӑласа тӑма» питӗ нумай сӑлтав пур (Пс. 34:18).

20 Чӑнах та, тӗрлӗ сӑлтавсене пула, пур христианинӑн та шанчӑклӑ тӑрса юлма йывӑр пек туйӑнма пултаракан вӑхӑтсем пулаҫҫӗ. Тен, вӗсене тӗрӗс ҫул кӑтартни анчах кирлӗ. Ҫавӑн пек вӑхӑтра пӗрле ӗненекенсене пулӑшас тесе эсӗ мӗн тума пултаратӑн? Пуху вӗсене мӗнле пулӑшма пултарать? Тепӗр статьяра пухури тӑвансене мӗнле йӑпатма тата тӗреклентерме пултарнине пӑхса тухӑпӑр (1 Фес. 5:11).

[Сноска]

a Исаия 65:13, 14, ҪТ: «Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа Патша Иегова ҫапла калать: „Манӑн ӗҫлекенсем ҫийӗҫ, эсир выҫӑпа аптӑрӑр. Манӑн ӗҫлекенсем ӗҫӗҫ, эсир ӗҫесшӗн ҫунӑр. Манӑн ӗҫлекенсем савӑнӗҫ, эсир намӑса юлӑр. Манӑн ӗҫлекенсем чӗре савӑннипе кӑшкӑрӗҫ, эсир чӗре ыратнӑран кӑшкӑрӑр тата чунӑр хурланнӑран йынӑшӑр».

Эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?

• Псалом юрлаканпа мӗн пулса тухнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

• Динӑпа мӗн пулса тухни пире мӗне вӗрентет?

• Мӗншӗн христиансен пухӑвӗнче хӳтлӗх тупма пултаратпӑр тесе калама пулать?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]