Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ҫилле чарса тӑнипе «усала... парӑнтарса тӑр»

Ҫилле чарса тӑнипе «усала... парӑнтарса тӑр»

Ҫилле чарса тӑнипе «усала... парӑнтарса тӑр»

«Юратнӑ тӑванӑмсем, хӑвӑршӑн ан тавӑрӑр... усала ырӑпа парӑнтарса тӑр» (РИМ 12:19, 21).

1, 2. Иегова Свидетелӗсен ушкӑнӗ ҫула тухсан мӗнле лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ?

 ИЕГОВА Свидетелӗсен ушкӑнӗ, 34 ҫынран тӑраканскер, пӗр филиала халалланӑ ҫӗре самолётпа вӗҫнӗ, анчах та топлива яма чарӑнсан хӑш-пӗр япалисене юсамашкӑн рейса тытса чарнӑ. Ҫак юсав пӗр сехетлӗхе тӑсӑлать тесе шутланӑ ҫӗртен вӑл 44 сехетлӗхе тӑсӑлнӑ. Ҫак вӑхӑт вара вӗсемшӗн — йӗркеллӗ ҫимелли-ӗҫмеллисӗр тата санитари условисемсӗр аякри тирпейсӗр аэропортра питӗ нушаллӑ вӑхӑт пулса тӑнӑ. Пассажирсенчен нумайӑшӗ питӗ тарӑхнине пула аэропортра ӗҫлекенсене хӑратма пуҫланӑ. Анчах та пирӗн христиан-тӑвансем хӑйсене лӑпкӑ тытнӑ.

2 Свидетельсем филиала халаллама йӗркеленӗ программӑн юлашки пайне кӑна ҫитнӗ. Ывӑннине пӑхмасӑрах вӗсем программа пӗтнӗ хыҫҫӑн вырӑнти христиан-тӑвансемпе калаҫма юлнӑ. Вӗсем ҫул ҫинче хӑйсене чаруллӑ та тӳсӗмлӗ тытнине ыттисем асӑрхани ҫинчен каярах пӗлнӗ. Вӗсемпе пӗрле вӗҫнӗ пӗр пассажир авиакомпани представителӗсене ҫапла каланӑ: «Пирӗнпе пӗрле ҫак 34 христианин пулман пулсан, аэропортра пӑлхав ҫӗкленнӗ пулӗччӗ».

Усал тӗнчери пурнӑҫ

3, 4. а) Ҫынсем пӗр-пӗрин ҫине хаяррӑн ҫилленесси хӑҫан пуҫланса кайнӑ тата ҫакӑ мӗн тума хӗтӗртсе тӑрать? ӑ) Каин хӑйӗн ҫиллине тытса чарма пултарнӑ-и? Ӑнлантарса парӑр.

3 Ҫак тӗнчери йывӑрлӑхсем пусарсах-пусарсах тӑнине пула ҫынсен ҫилли тулса ҫитме пултарать (Еккл. 7:7). Ҫакӑн пек ҫилленни час-часах курайманлӑхпа пусмӑр патне илсе ҫитерет. Ҫӗршывсенче пӗр-пӗрин хушшинче те, хӑйсем хушшинче те хирӗҫӳсем пыраҫҫӗ, ҫемьери харкашусем вара ҫынсен килӗсенчех вӑрҫӑсем кӑлараҫҫӗ. Ҫакӑн пек ҫилленесси тата пусмӑр мӗн ӗлӗк-авалтанпах пырать. Адампа Евӑн пӗрремӗш ывӑлӗ, Каин, хӑйӗн шӑллӗне Авеле ӑмсанса хаяррӑн вӗлернӗ. Иегова ӑна хӑйӗн туйӑмӗсене тытса чарма чӗннӗ тата ҫакӑншӑн пиллӗп тесе сӑмах панӑ пулин те Каин ҫак хӑрушӑ ӗҫе тунӑ. (Пултарни 4:4—8 вуласа пар.)

4 Каин ҫылӑхлӑ ҫуралнӑ пулсан та унӑн суйласа илме май пулнӑ. Вӑл хӑйӗн ҫиллине тытса чарма пултарнӑ. Ҫавӑнпа та ҫак усал ӗҫшӗн унӑн хӑйӗнех явап тытмалла пулнӑ. Ҫитменлӗхсем пур пирки ҫилленессинчен тата ҫилленсе тунӑ ӗҫсенчен пӑрӑнма пире те йывӑр. Ҫавӑн пекех, ҫак юлашки кунсенче хушӑнса пыракан ытти йывӑрлӑхсем те хуйха ӳкереҫҫӗ (2 Тим. 3:1). Сӑмахран, экономикӑри йывӑрлӑхсем пирӗн кӑмӑл-туйӑмсене пусарма пултараҫҫӗ. Полици тата ҫемьесене пулӑшу парса тӑракан организацисем пӗлтернӗ тӑрӑх укҫа-тенкӗ кризисне пула ҫемьере тата обществӑра пӗр-пӗринпе хаяр тытассипе пусмӑр тӑвасси ӳссе пырать.

5, 6. Усаллӑх ҫине тата ҫилленсе кайни ҫине ҫак тӗнчере мӗнле пӑхни пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?

5 Унсӑр пуҫне тата пирӗн хӑйсене юратакан, мӑнкӑмӑллӑ тата хаяр ҫынсемпе хутшӑнма тивет. Вара эпир те ҫӑмӑллӑнах хамӑра вӗсем пек хаяр тытма пуҫлатпӑр (2 Тим. 3:2—5). Нумай фильмсенче тата ытти передачӑсенче тавӑрса парассине лайӑх енчен кӑтартса параҫҫӗ тата пӗр-пӗр йывӑрлӑха татса панӑ чухне пусмӑр тунине тӳрре кӑлараҫҫӗ. Час-часах фильмсене, ӑна пӑхса ларакансем фильмри хаяр ҫын «хӑйӗн ӗҫӗсемшӗн тивӗҫлине» илес саманта чӑтӑмсӑррӑн кӗтсе лармалла туса кӑлараҫҫӗ, фильмри тӗп герой вара, ялан тенӗ пекех, ҫав хаяр ҫынна тискеррӗн вӗлерет.

6 Ҫаксем пурте Турӑ ҫулӗсене мар, ҫак усал тӗнчен тата ӑна хӑйӗн аллинче тытса тӑракан Сатанан ҫулӗсене кӑтартса параҫҫӗ (1 Кор. 2:12; Еф. 2:2; Апок. 12:12). Ҫак сывлӑш ҫылӑхлӑ ӳтӗн ӗҫӗсене тума хӗтӗртсе тӑрать, ҫавӑн пекех Туррӑн святой сывлӑшӗпе тата унӑн ҫимӗҫӗпе нимӗнле пӗрлӗх те ҫук. Мӗншӗн тесен христиансен тӗп вӗрентӗвӗсенчен пӗри вӑл — усала усалпа тавӑрмалла марри, ҫакна тума сана тем пек хӗтӗртсе тӑраҫҫӗ пулсан та. (Матфей 5:39, 44, 45 вуласа пар.) Апла пулсан, мӗнле майпа эпир Иисус вӗрентӗвӗсене тата ытларах тытса тӑма пултаратпӑр?

Лайӑх тӗслӗхсемпе начар тӗслӗхсем

7. Симеонпа Левий хӑйсен ҫиллине тытса чарайманнине пула мӗн пулса тухнӑ?

7 Ҫилленсе каяссине мӗнле тытса чармаллине кӑтартакан канашсем Библире питӗ нумай тата, ҫавӑн пекех, ҫилленсе кайнине тытса чарни е тытса чарманни мӗн патне илсе ҫитернине кӑтартакан усӑллӑ тӗслӗхсем те пур. Иаков ывӑлӗсем, Симеонпа Левий, Сихема, вӑл вӗсен йӑмӑкне, Динӑна, пусмӑрласа мӑшкӑл тунӑшӑн тавӑрни мӗн патне илсе ҫитернине пӑхса тухар. Вӗсем «питӗ хурланнӑ, вӗсен ҫилли тулса ҫитнӗ» пулнӑ (Пулт. 34:7). Ун хыҫҫӑн Симеонпа Левий тата Иаковӑн ытти ывӑлӗсем Сихем пурӑнакан хулана тапӑннӑ та ҫаратнӑ тата хӗрарӑмсемпе ачасене тыткӑна илсе кайнӑ. Вӗсем ҫакна Динӑшӑн тавӑрса парас тесе кӑна мар, тен, хӑйсен ятне ярас мар тесе тунӑ пулас. Сихем вӗсене тата вӗсен ашшӗне, Иакова, мӑшкӑл тунӑ тесе шутланӑ вӗсем. Анчах Симеонпа Левий хӑйсене ҫапла тытни пирки Иаков мӗн шутланӑ?

8. Симеонпа Левий пирки каласа пани тӑрӑх тавӑрни мӗн патне илсе ҫитерме пултарать?

8 Динӑпа пулса тухнӑ инкек Иакова ҫав тери хурлантарнӑ пулӗ, анчах та хӑйӗн ывӑлӗсем ҫавӑн пек тавӑрнӑшӑн вӑл вӗсене питӗ сивленӗ. Симеонпа Левий хӑйсене тӳрре кӑларма хӑтланса ҫапла каланӑ: «Пирӗн йӑмӑкпа аскӑн арӑмпа хӑтланнӑ пек хӑтланма юрать-им вара?» (Пулт. 34:31). Симеонпа Левий ӗҫне Иаков кӑна мар, Иегова та ырламан. Нумай ҫул иртсен, Иаков, Симеонпа Левийӑн хаярлӑхӗпе ҫиллине пула вӗсен ӑрӑвӗсем пӗтӗм Израилӗн йӑхӗсем хушшинче саланса каясси пирки каласа хӑварнӑ. (Пултарни 49:5—7 вуласа пар.) Симеонпа Левий хӑйсен ҫиллине тытса чарайманнине пула Турӑ ырланине те, хӑйсен ашшӗ ырланине те ҫухатнӑ.

9. Хӑҫан Давид чутах ҫилӗ аллине кӗрсе ӳкеймен?

9 Давид патша хӑйне пачах урӑхла тытнӑ. Хӑйӗн тӑшманӗсене тавӑрма унӑн нумай май пулнӑ, анчах та вӑл ҫавна туман (1 Сам. 24:3—7). Пӗррехинче вӑл чутах ҫилӗ аллине кӗрсе ӳкеймен. Навал ятлӑ пуян ҫын Давидӑн ҫыннисене — вӗсем унӑн сурӑхӗсене тата кӗтӳҫӗсене унччен хӳтӗлесе тӑнӑ пулсан та — начар сӑмахсемпе хӑртса пӗтернӗ. Хӑйне, уйрӑмах хӑйӗн ҫыннисене ҫапла хӑртса тӑкнӑшӑн, Давид, хӑртакана тӗп тума хатӗр пулнӑ. Давид тата унӑн ҫыннисем Навалпа унӑн килйышӗ ҫине тапӑнма кайнӑ вӑхӑтра, пӗр тарҫи Авигейӑна, Навалӑн ӑслӑ-тӑнлӑ арӑмне, мӗн пулса иртни ҫинчен каласа панӑ та мӗн те пулин тумалла тенӗ. Авигея тӳрех нумай апат-ҫимӗҫ пуҫтарнӑ та Давида хирӗҫ ҫула тухнӑ. Авигея хӑйне кӗҫӗне хурса Навалӑн тӳрккеслӗхне каҫарма йӑлӑнса ыйтнӑ та Давида Иеговӑран хӑранипе килӗшӳллӗ тытма чӗннӗ. Давид лӑплансан, каланӑ: «Мана паян юн тӑкасран тытса чарнӑшӑн пиллӗхлӗ эсӗ» (1 Сам. 25:2—35, ҪТ).

Христиансен мӗн тумалла

10. Тавӑрасси ҫине христианинсен мӗнле пӑхмалла?

10 Симеонпа Левий, ҫавӑн пекех Давидпа Авигея пирки каласа панисем ҫилле тытса чармасӑр тӑнине, пусмӑра Иегова курайманнине тата мирлӗ пулма тӑрӑшакансене пилленине кӑтартса параҫҫӗ. «Хӑвӑртан килсен, пуринпе те килӗштерсе пурӑнӑр,— тесе ҫырнӑ Павел апостол.— Эй юратнӑ тӑванӑмсем, хӑвӑршӑн ан тавӑрӑр, сирӗншӗн Турӑ ҫилли тавӑртӑр. Ҫырасса та ҫырнӑ: Турӑ калать: хирӗҫ тавӑрасси Манӑн ӗҫ, Эпӗ Хам тавӑрӑп тет, тенӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ, тӑшману выҫӑ пулсан, тӑрантар ӑна; ӗҫесси килет пулсан, ӗҫтер; ҫапла туса, эсӗ унӑн пуҫӗ ҫине [шӗл] кӑвар пуҫтарӑн. Усал сана ан парӑнтартӑр, эсӗ ху усала ырӑпа парӑнтарса тӑр» (Рим 12:18—21) a.

11. Мӗнле майпа пӗр хӗрарӑм-тӑван ҫилӗне тытса чарма вӗреннӗ?

11 Эпир ҫак канаша пурнӑҫра тытса пыма пултаратпӑр. Пухури пӗр хӗрарӑм-тӑван хӑйӗн ҫӗнӗ начальникӗ хӑйне тӗрӗс мар тытни ҫинчен тата усал пулни ҫинчен ӳпкелесе старейшинӑна каласа панӑ. Хӗрарӑм-тӑван хӑйӗн начальникӗ ҫине питӗ ҫилленнӗрен ӗҫне пӑрахса каясшӑн пулнӑ. Старейшина ӑна васкама кирлӗ мар тесе ӳкӗте кӗртнӗ. Унӑн начальникӗ хӑйне ҫавӑн пек тӗрӗс мар тытнӑшӑн пирӗн хӗрарӑм-тӑван хӑйӗн ҫиллине тытса чараймасӑр хирӗҫ каланине пула ҫав лару-тӑрӑва тата ытларах йывӑрлатса янине вӑл курнӑ (Тит 3:1—3). Вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл урӑх ӗҫ тупсан та унӑн ӗҫре ыттисем унпа тӗрӗс мар тытни ҫине ҫав-ҫавах тӗрӗс пӑхма вӗренмелле тесе тимлеттернӗ старейшина. Вӑл хӗрарӑм-тӑвана Иисус вӗрентсе каланине итлесе хӑйӗн начальникӗпе, ӑна хӑйӗнпе мӗнле пултарасшӑн, ҫавӑн пекех пулма сӗннӗ. (Лука 6:31 вуласа пар.) Хӗрарӑм-тӑван ҫавӑн пек тума килӗшнӗ. Ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ? Кӑшт вӑхӑт иртсен унӑн начальникӗн кӑмӑлӗ ҫемҫелнӗ те вӑл хӗрарӑм-тӑвана ӗҫленӗшӗн тав тунӑ.

12. Мӗншӗн христиансем хушшинчи харкашусем пирӗн чӗрене уйрӑмах ыраттарма пултараҫҫӗ?

12 Христиансен пухӑвне ҫӳремен ҫынпа ҫавӑн пек йывӑрлӑхсем сиксе тухни пире, тен, тӗлӗнтермест. Ҫак Сатанан тӗнчинче тӗрӗсмарлӑх час-часах пулнине тата усал тӑвакансене пире тарӑхтарса яма памалла маррине эпир пӗлетпӗр (Пс. 36:1—11; Еккл. 8:12, 13; 12:13, 14). Анчах та пухури тӑвансемпе йывӑрлӑхсем сиксе тухрӗҫ пулсан, ҫакӑ пире питӗ вӑйлӑ кулянтарма пултарать. Пӗр хӗрарӑм-тӑван аса илет: «Эпӗ Библи вӗреннӗ чухне Иеговӑн халӑхӗн ҫыннисен ҫитменлӗхсем пуррине йышӑнма питӗ йывӑр пулчӗ». Сивӗ тата ҫынсем ҫинчен шутламан тӗнчерен тухнӑ хыҫҫӑн пухура пурте пӗр-пӗринпе христиансем пек ырӑ пуласса эпир шанатпӑр. Ҫавӑнпа та пӗрле ӗненекен, уйрӑмах, пухура пысӑк тивӗҫлӗх туса тӑрать пулсан, шутламасӑр хӑтланать е хӑйне христианин пек тытмасть пулсан, ҫакӑ питӗ вӑйлӑ кулянтарма е тарӑхтарма пултарать. Эпир ыйтма пултаратпӑр: «Иеговӑн халӑхӗ хушшинче ҫакӑн пекки пулмалла-и вара?!» Чӑннипе каласан, апостолсем пурӑннӑ вӑхӑтра святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансем хушшинче те ҫакӑн пекки пулкаланӑ (Гал. 2:11—​14; 5:15; Иак. 3:14, 15). Ҫавӑн пек лару-тӑрӑва лексен пирӗн мӗн тумалла?

13. Пӗр-пӗрин хушшинчи йывӑрлӑхсене мӗншӗн татса пама тӑрӑшмалла тата ҫакна мӗнле тумалла?

13 «Хама кӳрентерекен кашни ҫыншӑн эпӗ кӗлӗ тума вӗренсе ҫитрӗм»,— калать маларах асӑннӑ хӗрарӑм-тӑван.— Ҫакӑн пек туни яланах пулӑшать». Хамӑра хӗсӗрлекенсемшӗн Иисус кӗлӗ тума вӗрентни ҫинчен эпир унччен вуланӑччӗ ӗнтӗ (Матф. 5:44). Хамӑр христиан-тӑвансемшӗн ытларах та ытларах кӗлӗ тумалла эппин! Ашшӗ хӑйӗн ачисене пӗр-пӗрне юратса пурӑнтарасшӑн пулнӑ пекех, Иегова та хӑйӗн ӗҫлекенӗсене пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнтарасшӑн. Пӗр-пӗринпе ӗмӗр-ӗмӗр мирлӗ тата телейлӗ пурӑнассине эпир питӗ чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр, ҫавӑн пек пурӑнма Иегова та пире паянах вӗрентсе тӑрать. Вӑл пире хӑйӗн пысӑк ӗҫне тунӑ чухне пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлеттересшӗн. Ҫавӑнпа та хамӑр хушӑри йывӑрлӑхсене татса парар е ыттисем йӑнӑшсем тусан, вӗсем ҫине «час ҫилленсе ӳкер» мар тата пӗрлӗхе упрар. (Ытарлӑх 19:11 вуласа пар.) Пухури тӑвансемпе йывӑрлӑхсем сиксе тухсан пирӗн вӗсенчен ютшӑнмалла мар, пӗр-пӗрне Турӑ халӑхӗ хушшинче тӑрса юлма пулӑшмалла, ҫапла майпа эпир пурте Иеговӑн «ӗмӗрхи хӑват [«аллинче», ҪТ]» хӑрушсӑрлӑхра пулӑпӑр.

Сӑпайлӑ пулни усӑ парать

14. Сатана харкаштарса ан ятӑр тесен, ӑна хирӗҫ мӗнле тӑма пулать?

14 Сатанапа унӑн демонӗсем ырӑ хыпар сарас ӗҫе тӑвассине чӑрмантарас тесе телейлӗ ҫемьесемпе пухусене аркатасшӑн питӗ хытӑ тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем христиансене пӗр-пӗринпе харкаштарса ярасшӑн, мӗншӗн тесен ҫакӑ вӗсен хушшинчи мирпе пӗрлӗхе аркатма пултарни ҫинчен пӗлеҫҫӗ (Матф. 12:25). Вӗсем хаяррӑн тапӑнассине хирӗҫ тӑрас тесен Павел панӑ канаша тытса пыни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: «Турӑ чурийӗн вӑрҫас пулмасть, унӑн пуриншӗн те ӑшӑ кӑмӑллӑ [«сӑпайлӑ», ҪХ]... пулмалла» (2 Тим. 2:24). «Пирӗн ӳтпе, юнпа (ҫынсемпе) вӑрҫмалла мар... пӗлӗт айӗнчи усал сывлӑшсемпе вӑрҫмаллине» асра тыт. Ҫак кӗрешӳре ҫӗнтерес тесен Туррӑн вӑрҫӑ хатӗрӗсемпе усӑ курмалла, вӗсен шутӗнче «канӑҫлӑх хыпарне пӗлтерме... хатӗр тӑрасси» (Еф. 6:12—18).

15. Иеговӑн тӑшманӗсем унӑн халӑхӗ ҫине тапӑнсан, пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла?

15 Иеговӑн тӑшманӗсем унӑн мирлӗ пурӑнакан халӑхӗ ҫине хаяррӑн тапӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем Иегова Свидетелӗсене нушалантараҫҫӗ, е вӗлереҫҫӗ те. Теприсем пирӗн пирки хаҫат-журналсенче тата судсенче элек сараҫҫӗ. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫавӑн пекки пулать тесе каланӑ (Матф. 5:11, 12). Ҫакӑн пек тапӑннисем ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла? Пирӗн нихӑҫан та усала усалпа тавӑрмалла мар — сӑмахпа та, ӗҫпе те (Рим 12:17; 1 Петр 3:16 вуласа пар).

16, 17. Пӗр пуху мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ?

16 Сатана пире кирек мӗн тусан та «усала ырӑпа» ҫӗнтерсе лайӑх свидетельство пама пултаратпӑр. Пӗррехинче, Лӑпкӑ океанри утравсенчи пӗр пуху Ҫӳлхуҫан Каҫхи апатне уявлама зал арендӑна илнӗ пулнӑ. Вырӑнти чиркӳ пуҫлӑхӗсем ҫакӑн пирки илтсен, пирӗн тӗлпулӑва ирттерме палӑртнӑ вӑхӑтра чиркӳне ҫӳрекен ҫынсене ҫав зала пуҫтарӑнма хушнӑ. Полици начальникӗ чиркӳ пуҫлӑхӗсене Иегова Свидетелӗсем пухӑнмалли вӑхӑт тӗлнелле зала пушатма хушнӑ. Анчах та ҫав чиркӗве ҫӳрекенсем палӑртнӑ вӑхӑтра зала пухӑннӑ та хӑйсен службине пуҫланӑ.

17 Полици унти ҫынсене вӑйпах кӑларса ярас тесе хатӗрленсен, чиркӳ пуҫлӑхӗ старейшинӑсенчен пӗрин патне пынӑ та ыйтнӑ: «Эсир ҫак каҫ темскер ятарлӑскер ирттерме палӑртса хунӑ-и?» Арҫын-тӑван ӑна Ҫӳлхуҫан Каҫхи апатне уявласси ҫинчен пӗлтернӗ, лешӗ вара: «Ай-уй! Эпӗ кун пирки нимӗн те пӗлмен!» — тесе хуравланӑ. Ҫакна илтсен полицейски кӑшкӑрса каланӑ: «Эпир сире ҫакӑн ҫинчен паян ирхине каларӑмӑр вӗт!» Священник старейшина патне ҫаврӑннӑ та чеен кулса каланӑ: «Вара халь мӗн тӑвӑр ӗнтӗ? Зал тулли халӑх пуҫтарӑннӑ. Нивушлӗ эсир полицие пире хӑваласа кӑларса яма ирӗк паратӑр?» Ҫавӑн пек тунипе вӑл Иегова Свидетелӗсене хӗсӗрлекенсем пек кӑтартасшӑн пулнӑ! Пирӗн тӑвансем ҫак лару-тӑрура хӑйсене мӗнле тытнӑ?

18. Хирӗҫтерсе ярасси ҫине тӑвансем мӗнле пӑхнӑ тата ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ?

18 Иегова Свидетелӗсем священника ҫур сехетлӗхе пыракан службине ирттерме сӗннӗ, кайран вара тӑвансем Ҫӳлхуҫан Каҫхи апатне уявланӑ пулӗччӗҫ. Чиркӳ служби вӑраха тӑсӑлнӑ, анчах та ҫакӑ тӑвансене кансӗрлеймен — зал пушансан Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗн уявне уявлама пуҫланӑ. Тепӗр кунне мӗн пулса иртнине пӑхса тухас тесе хулари влаҫсем ятарлӑ комисси йӗркеленӗ. Комисси пурне те пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн, ҫак йывӑрлӑх Иегова Свидетелӗсене пула мар, ҫав чиркӳн пуҫлӑхне пула сиксе тухнӑ тесе пӗлтерме чиркӗве хушнӑ. Вӗсем Иегова Свидетелӗсене ҫак йывӑр лару-тӑрӑва чӑтӑмлӑ пулса татса панӑшӑн тав тунӑ. Свидетельсем «пуринпе те килӗштерсе» пурӑнма тӑрӑшни усӑллӑ пулнӑ.

19. Ыттисемпе килӗштерсе пурӑнма тата мӗн пулӑшма пултарать?

19 Пӗр-пӗринпе мирлӗ пурӑнма пулӑшакан меслетсенчен тепри вӑл — пирӗн сӑмахсем кӑмӑллӑ пулни. Тепӗр статьяра эпир, кӑмӑллӑ сӑмахсемпе калаҫни мӗне пӗлтернине, пирӗн сӑмахсем кӑмӑллӑ пулччӑр тесен мӗн тумаллине тата ҫавӑн пек сӑмахсемпе калаҫни уйрӑмах ӑҫта кирлине пӑхса тухӑпӑр.

[Сноска]

a «Шӗл кӑвар» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗ тимӗр шӑратмалли ӗлӗк-авалхи меслетпе ҫыхӑннӑ. Ун чухне рудана, унран тимӗр кӑларас тесе, ҫиелтен те, аялтан та хӗртсе тӑнӑ. Пирӗнпе япӑх тытакансемпе ыррӑн тытнипе эпир вӗсен кӑмӑлӗсене ҫемҫетме пултаратпӑр тата вӗсен лайӑх енӗсене уҫӑлма паратпӑр.

Эсир ӑнлантарса пама пултаратӑр-и?

• Мӗншӗн паян ҫак тӗнчери ҫынсем хӑйсене хаяррӑн тытаҫҫӗ?

• Ҫын хӑйӗн ҫиллине тытса чарни е тытса чарманни мӗн патне илсе ҫитернине Библири мӗнле тӗслӗхсем кӑтартаҫҫӗ?

• Пӗрле ӗненекен пире кӳрентерчӗ пулсан пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла?

• Иеговӑн тӑшманӗсем унӑн халӑхӗ ҫине тапӑннӑ чухне пирӗн ҫакӑн ҫине мӗнле пӑхмалла?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]