Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иисусӑн вӗренекенӗсене пухас ӗҫе туллин хутшӑнӑр

Иисусӑн вӗренекенӗсене пухас ӗҫе туллин хутшӑнӑр

Иисусӑн вӗренекенӗсене пухас ӗҫе туллин хутшӑнӑр

«Унӑн [Хуҫамӑр] ӗҫне пӗрмай тӑрӑшса туса тӑрӑр» (1 КОР. 15:58).

1. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗн тума чӗнсе каланӑ?

 ПИРӖН эрӑри 30-мӗш ҫулсен вӗҫнелле Иисус Христос Самари тӑрӑхӗ витӗр тухнӑ чухне Сихарь ятлӑ хула ҫумӗнчи пусӑ патӗнче канма чарӑннӑ. Унта вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Куҫӑра уҫса тырӑ пуссинелле пӑхӑр-ха, тырӑ епле шуралса ҫитнӗ, вырмалла пулнӑ» (Иоан. 4:35). Иисус ахаль тыр-пул пухасси пирки мар, унӑн вӗренекенӗсем пулма пултаракан уҫӑ чӗреллӗ ҫынсене пухасси пирки каланӑ. Унӑн сӑмахсем ӗҫлеме чӗнсе каланине пӗлтернӗ тесе калама пулать. Пысӑк ӗҫ тумалла пулнӑ, анчах та вӑхӑчӗ сахал пулнӑ!

2, 3. а) Эпир вӗренекенсене пухмалли вӑхӑтра пурӑннине мӗн кӑтартса парать? ӑ) Ҫак статьяра мӗн сӳтсе явӑпӑр?

2 Вӗренекенсене пухас ӗҫ пирки каланӑ Иисусӑн сӑмахӗсем паянхи кунсенче уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Эпир пӗтӗм тӗнчери уй-хир — этемлӗх — пухма «шуралса ҫитнӗ» вӑхӑтра пурӑнатпӑр. Кашни ҫулах миллионшар ҫынна пурнӑҫ паракан чӑнлӑхсем ҫинчен пӗлӳ илме сӗнеҫҫӗ тата пиншер-пиншер ҫӗнӗ вӗренекенсем шыва кӗреҫҫӗ. Тыр-пул Хуҫи, Иегова Турӑ, пӑхса тӑракан ӗҫе — вӗренекенсене пухмалли пысӑк ӗҫе — хутшӑнма пире пысӑк чыс тунӑ. Ҫак ӗҫе эсир хастаррӑн хутшӑнатӑр-и? (1 Кор. 15:58).

3 Иисус ҫӗр ҫинче виҫӗ ҫул ҫурӑ сӑваплӑ ӗҫне тунӑ вахӑтра хӑйӗн вӗренекенӗсене — вӗсем выракансен ӗҫне тума пултарччӑр тесе — вӗрентнӗ. Ҫак статьяра Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене панӑ питӗ кирлӗ виҫӗ урока пӑхса тухӑпӑр. Ҫак уроксенчен кашнийӗ пире — паянхи кунсенче вӗренекенсене пухас ӗҫе хутшӑнакансене — питӗ кирлӗ енсенчен пӗри ҫине тимлеттерет. Айтӑр ҫак енсенчен кашнине пӑхса тухар.

Кӗҫӗне хуни кирлӗ

4. Хамӑра кӗҫӗне хума кирлине Иисус мӗнле кӑтартса панӑ?

4 Хӑвӑн пуҫӑнта ҫакӑн пек ӳкерчӗк кӑларса тӑрат: вӗренекенсем тин ҫеҫ хӑйсен хушшинче кам аслӑрах пулни ҫинчен тавлашрӗҫ. Тен, вӗсен пичӗ ҫинче шанманни тата пӗр-пӗрин ҫине тарӑхни халӗ те курӑнса тӑрать пулӗ. Ҫав вӑхӑтра Иисус пӗчӗк ачана чӗнсе илет те вӗсен варрине тӑратать. Вӗсене ҫак ача ҫине тимлеттерсе вӑл калать: «Кам хӑйне хӑй ҫак ача пек кӗҫӗне хурать, вӑл Ҫӳлти Патшалӑхра аслӑ пулӗ». (Матфей 18:1—4 вуласа пар.) Ҫынна ҫак тӗнче пек — унӑн влаҫне, пуянлӑхне тата вӑл мӗнле вырӑн йышӑнса тӑнине кура — хаклас вырӑнне Иисусӑн вӗренекенӗсен, вӗсен асла тухасси хӑйсене ыттисен умӗнче кӗҫӗне хума пултарайнинчен килнине ӑнланмалла пулнӑ. Иеговӑн пиллӗхӗсене илес тесен вӗсен хӑйсене чӑннипех кӗҫӗне хунине кӑтартмалла пулнӑ.

5, 6. Иисусӑн вӗренекенӗсене пухас ӗҫе туллин хутшӑнас тесен мӗншӗн хамӑра кӗҫӗне хуни кирлӗ? Тӗслӗх илсе парӑр.

5 Унчченхи пекех паян та тӗнчере нумайӑшӗн пурнӑҫра пӗр тӗллев — влаҫ илесси, пуянлӑх пухасси тата обществӑра пысӑк вырӑн йышӑнасси. Ҫавна пула вӗсен Турӑ ҫинчен пӗлме тата уншӑн ӗҫлеме вӑхӑт пачах та юлмасть е сахал юлать (Матф. 13:22). Туррӑн халӑхӗ вара, вӗсемпе танлаштарсан, тыр-пул Хуҫин кӑмӑлне каяс тата унӑн пиллӗхӗсене илес тесе хӑйсене ыттисен умӗнче хаваспах кӗҫӗне хураҫҫӗ (Матф. 6:24; 2 Кор. 11:7; Флп. 3:8).

6 Кӑнтӑрти Америкӑра пурӑнакан старейшина, Франсишку, тӗслӗхне пӑхса тухар. Ҫамрӑк чухне вӑл пионер пулса ӗҫлес тесе университетра вӗренессине пӑрахнӑ. «Каярахпа эпӗ авланма шут тытсан,— аса илет вӑл,— ҫакӑн пек ӗҫ тупрӑм, вӑл мана тата манӑн арӑма укҫа-тенкӗ ҫитменипе аптрама паман пулӗччӗ. Анчах та эпир хамӑр пурнӑҫа ансатрах тума шут тытрӑмӑр та арӑмпа пӗрле сӑваплӑ ӗҫе малалла та тулли вӑхӑтпа туса тӑтӑмӑр. Ачасем ҫуралсан вара йывӑрлӑхсем нумайланчӗҫ. Анчах та Иегова пире хамӑр мӗн тума шут тытнипе пурӑнма пулӑшрӗ». Франсишку пӗтӗмлетӳ тӑвать: «Вӑтӑр ҫула яхӑн ӗнтӗ эпӗ старейшина пулса ӗҫлетӗп тата манӑн Турӑ ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ яваплӑхсем нумай. Ансат пурнӑҫпа пурӑнма шут тытнишӗн эпир нихӑҫан та шеллемен».

7. Рим 12:15, 16-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи канаша эсир хӑвӑр пурӑнҫра усӑ курса пӑхнӑ-и? Ҫакӑ сире мӗн панӑ?

7 Ҫак тӗнчере анлӑ сарӑлнӑ мӑнкӑмӑллӑха эсӗ «ҫук» тесе калатӑн пулсан тата «йӑвашсен йӗрӗпе ҫӳретӗн» пулсан, санӑн та нумай ятарлӑ пиллӗхсем тата вӗренекенсене пухас ӗҫе хутшӑнма чылай майсем пуласса шанма пултаратӑн (Рим 12:15, 16; Матф. 4:19, 20; Лука 18:28—30).

Тӑрӑшуллӑх пиллӗхсем парать

8, 9. а) Иисус талантсем пирки каланӑ ытарлӑха кӗскен каласа пар. ӑ) Ҫак ытарлӑх уйрӑмах кама йӑпатма пултарать?

8 Иисусӑн вӗренекенӗсене пухас ӗҫе туллин хутшӑнма пулӑшакан тепӗр ен вӑл — тӑрӑшуллӑх. Иисус ҫакна талант пирки каланӑ ытарлӑхра кӑтартса панӑ a. Ҫак ытарлӑхра ют ҫӗршыва каяс умӗн хӑйӗн мулне виҫӗ чурана шанса хӑваракан ҫын ҫинчен каласа панӑ. Пӗрремӗш чурине пилӗк талант, иккӗмӗш чурине икӗ талант, виҫҫӗмӗш чурине вара пӗр талант парса хӑварнӑ. Хуҫи тухса кайсан пӗрремӗшпе иккӗмӗш чури, тӑрӑшуллӑ пулса, хӑйсен таланчӗсене илнӗ те тӳрех ӗҫе янӑ. Виҫҫӗмӗш чури вара «наян» пулнӑ. Вӑл хӑйӗн талантне ҫӗр айне алтса хунӑ. Хуҫи таврӑнсан пӗрремӗшпе иккӗмӗш чурисене пилленӗ те «нумая пӑхакансем» пулма лартнӑ. Виҫҫӗмӗш чурин талантне вӑл унран туртса илнӗ те ӑна хӑваласа кӑларса янӑ (Матф. 25:14—30).

9 Паллах ӗнтӗ, санӑн та Иисус каласа панӑ ытарлӑхӗнчи тӑрӑшса ӗҫлекен чурасенчен тӗслӗх илес тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫре татах та ытларах хутшӑнас кӑмӑл пур. Анчах та хӑвӑн лару-тӑруна пула мӗн чухлӗ тӑвас килнине тӑваймастӑн пулсан, вара мӗн тумалла? Тен, экономикӑри йывӑр лару-тӑрусене пула ҫемьене мӗн кирлипе тивӗҫтерес тесе санӑн нумай ӗҫлеме тивет. Е, тен, эсӗ ҫулсемпе те ҫамрӑк мар тата санӑн сывлӑху та чиперех мар. Ҫапла пулсан талантсем пирки каласа панӑ ытарлӑхра эсӗ хӑвна валли хавхлантаракан шухӑш тупӑн.

10. Талантсем пирки каласа панӑ ытарлӑхри хуҫа пурне те шута илсе ӑнланнине мӗнле майпа кӑтартнӑ тата мӗншӗн ҫакӑ сире йӑпатать?

10 Ҫакна асӑрхар: ытарлӑхри хуҫа хӑйӗн чурисен пултарулӑхӗсем тӗрлӗрен пулнине ӑнланнӑ. Ҫакӑ вӑл талантсене «кашнине хӑйсен пултарулӑхне кура» парса хӑварнинчен курӑнать (Матф. 25:15). Пӗрремӗш чура, унран мӗнле кӗтнӗ пекех, иккӗмӗшӗнчен ытларах тухӑҫ илнӗ. Анчах та хуҫа вӗсене иккӗшне те «шанӑҫлӑ, ырӑ» чура тесе вӗсем тӑрӑшса ӗҫленине хакланӑ тата вӗсене пӗрпекех пилленӗ (Матф. 25:21, 23). Ҫавӑн пекех тыр-пул Хуҫи, Иегова, эсӗ уншӑн сӑваплӑ ӗҫе мӗн чул тӑвасси ҫине санӑн лару-тӑрӑвусем витӗм кӳме пултарнине пӗлет. Эсӗ уншӑн ӗҫлесе тӑрас тесе чун-чӗререн тӑрӑшнине вӑл чӑннипех те хаклӗ тата сана пиллӗ (Марк 14:3—9; Лука 21:1—4 вуласа пар).

11. Йывӑр лару-тӑрусенче тӑрӑшуллӑ пулни нумай пиллӗхсем патне илсе пынине кӑтартакан тӗслӗх илсе парӑр.

11 Турӑшӑн тӑрӑшса ӗҫлесси лайӑх лару-тӑрусенчен килменнине Бразилире пурӑнакан Сельмира ятлӑ хӗрарӑм-тӑванӑн тӗслӗхӗ кӑтартса парать. Ҫирӗм ҫул каялла Сельмирӑн упӑшкине вӑрӑ-хурахсем персе вӗлернӗ, ҫавӑнпа унӑн хӑйсен виҫӗ пӗчӗк ачине пӗчченех пӑхса ӳстерме тивнӗ. Горничнӑй пулса нумай ӗҫленнине пула вӑл питӗ ывӑннӑ. Ҫавӑн пекех тата хӑйӗн ӗҫне унӑн тулли транспорт ҫинче кайма тивнӗ. Ҫакӑн пек йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах вӑл хӑйӗн ӗҫӗсене тулли пионер пулса ӗҫлеме май пултӑр тесе йӗркеленӗ. Каярахпа унӑн икӗ хӗрӗ те пионерсем пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑл каласа парать: «Ҫак ҫулсем хушшинче эпӗ 20 ытла ҫынна Библи вӗренме пулӑшрӑм, вӗсем маншӑн хамӑн ҫемьери ҫынсем пекех пулса тӑчӗҫ. Пире паян та туслӑхпа юрату ҫыхӑнтарса тӑрать. Ҫакӑ — чӑн-чӑн мул, ӑна нимӗнле укҫапа та илейместӗн». Паллах ӗнтӗ, тыр-пул Хуҫи Сельмира тӑрӑшса ӗҫлеме вӑй хунине пилленӗ!

12. Мӗнле майпа эпир ырӑ хыпар сарас ӗҫре тӑрӑшуллӑ пулма пултаратпӑр?

12 Халӗ сана хӑвӑн лару-тӑрӑвусем ырӑ хыпар сарас ӗҫе хӑв тӑвас тенӗ чухлӗ тума памаҫҫӗ пулсан та эсӗ ҫав-ҫавах сӑваплӑ ӗҫе пултаруллӑ туса тӑнипе Иисусӑн вӗренекенӗсене пухас ӗҫе ытларах хутшӑнма пултаратӑн. Кашни эрнери сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗнче паракан усӑллӑ канашӗсемпе тӗплӗн усӑ курнипе эсӗ ырӑ хыпара пултаруллӑ пӗлтермелли ӑсталӑхсене илӗн тата хӑвӑн валли ырӑ хыпара пӗлтермелли ҫӗнӗ майсене уҫӑн (2 Тим. 2:15). Ҫавӑн пекех, май пулсан, пухупа пӗрле ырӑ хыпар сарас ӗҫе яланах хутшӑнас тесе эсӗ кирлех мар ӗҫсене тума пӑрахса е вӗсене урӑх вӑхӑтра тума пултаратӑн (Кол. 4:5).

13. Тӑрӑшса ӗҫлессине аталантарас тесен тата малалла та ҫавӑн пек ӗҫлес тесен пуринчен те ытла мӗн кирлӗ?

13 Ҫакна асра тыт: Турра юратни тата ӑна пархатарлӑ пулни тӑрӑшса ӗҫлеме хавхалантарать (Пс. 39:9). Иисус каласа панӑ ытарлӑхри виҫҫӗмӗш чури хӑйӗн хуҫинчен хӑранӑ, мӗншӗн тесен вӑл ун пирки хытӑ кӑмӑллӑ тата ӑссӑр тесе шутланӑ. Ҫавӑнпа та вӑл талантне ӗҫе ярса хуҫан мулне хушӑнтарас вырӑнне ӑна ҫӗр айне алтнӑ. Пире хушса панӑ ӗҫ ҫине ҫавӑн пек ҫӑмӑлттайлӑн пӑхас мар тесен пирӗн тыр-пул Хуҫипе, Иеговӑпа, ҫывӑх хутшӑнусене аталантармалла тата ҫак хутшӑнусене малалла та упраса хӑвармалла. Унӑн паха енӗсем — юратӑвӗ, тӳсӗмлӗхӗ тата хӗрхенӳллӗхӗ — ҫинчен тӗпчеме тата шухӑшлама вӑхӑт уйӑр. Ҫаксене тусан, чӗрӳ сана сӑваплӑ ӗҫре чи лайӑххине тума хавхалантарса тӑрӗ (Лука 6:45; Флп. 1:9—11).

«Таса пулӑр»

14. Иисусӑн вӗренекенӗсене пухас ӗҫре хутшӑнас текенсен мӗнле питӗ кирлӗ хушӑва тытса тӑмалла?

14 Еврей ҫырӑвӗсем ҫине тимлеттерсе Петр апостол Туррӑн ҫӗр ҫинчи ӗҫлекенӗсемшӗн Унӑн ирӗкӗ мӗнре пулнине каланӑ: «Хӑвӑра чӗнсе илнӗ Туррӑн тасалӑхне кура, пур ӗҫре те таса пулӑр. Ҫырура каланӑ: Эпӗ таса, эсир те таса пулӑр» (1 Пет. 1:15, 16; Лев. 19:2; Сакк. аст. 18:13). Ҫак сӑмахсем Иисусӑн вӗренекенӗсене пухас ӗҫе хутшӑнакансен мораль тӗлӗшӗнчен тата Турра пуҫҫапас тӗлӗшрен таса пулмаллине палӑртаҫҫӗ. Сӑнарлӑ каласан, ҫӑвӑнса тасалас тесе тунӑ утӑмсене пула эпир ҫакӑн пек тума хушнипе килӗшӳллӗ пурӑнма пултаратпӑр. Ҫакна мӗнле тума пулать? Туррӑн чӑнлӑх сӑмахӗ пулӑшнипе.

15. Туррӑн чӑнлӑх сӑмахӗн мӗнле вӑй пур?

15 Туррӑн чӑнлӑх сӑмахне таса мара тасатма пултаракан шывпа танлаштарнӑ. Сӑмахран, святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансен пухӑвӗ Турӑ умӗнче Христос валли хатӗрленӗ ҫураҫнӑ хӗр пекех таса тесе ҫырнӑ Павел апостол. Ҫак пуху «тап-таса пӗр айӑпсӑр» пултӑр тесе Христос ӑна «шыва кӗртсе, сӑмах каласа» тасатнӑ (Еф. 5:25—27). Унччен маларах Иисус та хӑй вӗрентсе ҫӳрекен Туррӑн сӑмахӗн тасатма пултаракан вӑй пурри ҫинчен каланӑ. Хӑйӗн вӗренекенӗсене Иисус каланӑ: «Эсир ӗнтӗ Эпӗ хӑвӑра вӗрентсе каланӑ сӑмах тӑрӑх тасалтӑр» (Иоан. 15:3). Апла пулсан Туррӑн чӑнлӑх сӑмахӗ мораль тӗлӗшӗнчен тата Турра пуҫҫапас тӗлӗшрен тасатма пултарать. Туррӑн чӑнлӑх сӑмахне хамӑра ҫакӑн пек тасатма паратпӑр пулсан кӑна эпир Турра юрӑхлӑ пуҫҫапма пултаратпӑр.

16. Турра пуҫҫапас тӗлӗшрен тата мораль тӗлӗшӗнчен мӗнле майпа эпир таса тӑрса юлма пултаратпӑр?

16 Иисусӑн вӗренекенсене пухас ӗҫе хутшӑнас тесе чи малтан хамӑр пурӑнӑҫа — Турра пуҫҫапассине тата мораль тӗлӗшӗнчен мӗн ирсӗрлентерет, ҫавсенчен пуринчен те — тасататпӑр. Иисусӑн вӗренекенӗсене пухас ӗҫе хутшӑнмалли чыса малалла та тивӗҫлӗ пулас тесен пирӗн Турра пуҫҫапассипе мораль тӗлӗшӗнчен Иегова панӑ пысӑк нормисене тытса пынинче тӗслӗх кӑтартса тӑмалла. (1 Петр 1:14—16 вуласа пар.) Ӳт-пӳпе хамӑр япаласем таса пулччӑр тесе тӑрӑшса тӑнӑ пекех, пирӗн хамӑра Туррӑн чӑнлӑх сӑмахӗпе тасатса тӑмалла. Ҫакна тӑвас тесен Библи вуламалла тата христиансен тӗлпулӑвӗсене ҫӳремелле, ҫавӑн пекех Турӑ асӑрхаттарса каланисене хамӑр пурнӑҫра чун-чӗререн тытса пыма тӑрӑшмалла. Ҫапла туса пынипе эпир хамӑрӑн ҫылӑхлӑ ӳт туртӑмӗсемпе кӗрешме тата ирсӗрлетсе яма пултаракан ҫак тӗнчен витӗмне хирӗҫ тӑма пултараятпӑр (Пс. 118:9; Иак. 1:21—25). Туррӑн чӑнлӑх сӑмахӗпе эпир пысӑк ҫылӑхран та тасалма пултарни ҫинчен пӗлни мӗн тери лӑплантарать! (1 Кор. 6:9—11).

17. Таса тӑрса юлас тесен Библири мӗнле канашсене пирӗн тытса пымалла?

17 Туррӑн чӑнлӑх сӑмахне хӑвна тасатма паратӑн-и эсӗ? Сӑмахран, ҫак тӗнчери канусемпе вӑйӑ-кулӑсен хӑрушлӑхӗсем пирки асӑрхаттарса каланӑ чухне эсӗ хӑвна мӗнле тытатӑн? (Пс. 100:3). Пӗрле вӗренекенсем тата пӗрле ӗҫлекенсем эсӗ мӗне ӗненнине йышӑнмаҫҫӗ пулсан, вӗсемпе пит ытлашши хутшӑнасран пӑрӑнатӑн-и? (1 Кор. 15:33). Сана Турӑ умӗнче таса мар тума пултаракан хӑвӑн ӳт туртӑмӗсене ҫӗнтерес тесе эсӗ вӑй хуратӑн-и? (Кол. 3:5). Политикӑпа ҫыхӑннӑ тавлашусенчен пӑрӑнатӑн-и тата ҫак тӗнчери спорт вӑййисене — хӑшӗсенче наци мӑнкӑмӑллӑхӗ пур, ҫавсене — эсӗ сирсе яратӑн-и? (Иак. 4:4).

18. Турӑ пуҫҫапас тӗлӗшрен тата мораль тӗлӗшӗнчен таса пулни мӗнле майпа пире Иисусӑн вӗренекенӗсене пухас ӗҫе пултаруллӑ тӑвакансем пулма пулӑшать?

18 Ҫакӑн пек ыйтусенче чун-чӗререн парӑнса-итленине кӑтартни лайӑх ҫимӗҫсем парӗ. Святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансене иҫӗм йывӑҫҫин турачӗсемпе танлаштарса Иисус каланӑ: «Ҫырли пулман туратӑма Вӑл [манӑн Атте] кирек хӑшне те касса пӑрахать, ҫырли пулаканнине кирек хӑшне те, ҫырли тата нумайтарах пултӑр тесе, тасатать» (Иоан. 15:2). Библири чӑнлӑхӑн шывне хӑвна тасатма панипе эсӗ тата нумайрах ҫимӗҫсем парӑн.

Паянхи тата пуласлӑхри пиллӗхсем

19. Иисусӑн вӗренекенӗсем ытти вӗренекенӗсене пухас ӗҫре тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн мӗнле пиллӗхсем илнӗ?

19 Каярахпа, пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Аллӑмӗш кунӗнче, Иисусӑн шанчӑклӑ вӗренекенӗсем — унӑн вӗрентӗвӗсене тытса пыма вӗреннисене — «ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех» Христос ҫинчен вӗрентсе ҫӳрекенсем пулма Туррӑн святой сывлӑшне илнӗ (Апост. ӗҫ. 1:8). Вӗсем ертсе пыракан советра ӗҫлекенсем, миссионерсем, ҫулҫӳрекен старейшинӑсем пулса ӗҫлесе тӑнӑ тата «пӗлӗт айӗнчи пур пултарнӑ япалана та» ырӑ хыпар пӗлтерес ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑнса тӑнӑ (Кол. 1:23). Мӗн тери пысӑк пиллӗхсем илнӗ вӗсем тата ыттисене мӗн тери нумай савӑнӑҫ панӑ!

20. а) Иисусӑн вӗренекенӗсене пухмалли ӗҫе туллин хутшӑннипе эсир мӗнле пиллӗхсем илнӗ? ӑ) Эсир мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ?

20 Хамӑра кӗҫӗне хурсан, сӑваплӑ ӗҫре тӑрӑшса ӗҫлесе тӑрсан тата Турӑ Сӑмахӗнчи пысӑк нормӑсене тытса пырсан, эпир малалла та пирӗн вӑхӑтра Иисусӑн вӗренекенӗсене пухас ӗҫе хутшӑнни ӑнӑҫлӑ пулӗ. Нумайӑшсем укҫа-тенкӗпе пурлӑх пухассишӗн тата ҫак тӗнчери киленӳсемпе пурӑнакансем чунри ыратусемпе тата ӗмӗт татӑлнипе асапланнӑ вӑхӑтра эпир чӑн-чӑн савӑнӑҫпа чунри канӑҫлӑха туятпӑр (Пс. 125:6). Унтан та ытларах, эпир «ӗҫлени Ҫӑлакан умӗнче пушша каяс ҫук» (1 Кор. 15:58). Тыр-пул Хуҫи, Иегова Турӑ, эпир уншӑн ӗҫленӗшӗн тата унӑн ятне юратнишӗн пире пиллӗ (Евр. 6:10—12).

[Сноска]

a Талантсем ҫинчен каласа панӑ ытарлӑх уйрӑмах святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансемпе Иисус хушшинчи хутшӑнӑвӗсене кӑтартса парать, анчах та унти принципсемпе пур христиансем те усӑ курма пултараҫҫӗ.

Эсир астӑватӑр-и?

Иисусӑн вӗренекенӗсене пухас ӗҫре туллин хутшӑнас тесе эпир тӑрӑшатпӑр пулсан...

• мӗншӗн пирӗн хамӑра кӗҫӗне хумалла?

• мӗнле эпир тӑрӑшса ӗҫлессине аталантарма тата малалла та тӑрӑшса ӗҫлеме пултаратпӑр?

• мӗншӗн Турра пуҫҫапас тӗлӗшрен тата мораль тӗлӗшӗнчен таса юл- малла?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]