Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иисус мӗнле майпа туррӑн тӳрӗлӗхне асла кӑларать

Иисус мӗнле майпа туррӑн тӳрӗлӗхне асла кӑларать

Иисус мӗнле майпа туррӑн тӳрӗлӗхне асла кӑларать

«Унӑн Юнӗпе тасалччӑр тесе, Турӑ Унран [Христосран] ҫырлахтару парни тунӑ. Ҫапла майпа Турӑ Хӑйӗн тӳрӗлӗхне палӑртать» (РИМ 3:25, ҪХ).

1, 2. а) Этемлӗхӗн лару-тӑрӑвӗ ҫинчен Библире мӗн каланӑ? ӑ) Ҫак статьяра мӗнле ыйтусем сӳтсе явӑпӑр?

 БИБЛИРЕ Эдем садӗнче пӑлхав пулса иртни ҫинчен каласа панине нумайӑшӗ пӗлет. Рим 5:12-мӗш сӑвӑ йӗркинче Адам ҫылӑхӗ пирӗн ҫине витӗм кӳрсе тӑнине эпир пурте хамӑр ҫинче туйса тӑратпӑр. Унта ҫырнӑ: «Ҫылӑх тӗнчене пӗр ҫын урлӑ кӗнӗ, ҫылӑхпа пӗрле вилӗм те килнӗ, вара пур этем те вилӗмлӗ пулса тӑнӑ, мӗншӗн тесен пӗри ҫылӑха кӗнипе пурте ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ». Тӗрӗс тӑвас тесе тем пек тӑрӑшсан та эпир пурпӗрех йӑнӑшсем тӑватпӑр, ҫавӑнпа та пире Турӑ каҫарни кирлӗ. Павел апостол та ҫакӑн пирки хуйхӑрнӑ: «Тӑвас килнӗ ырра тӑваймастӑп, тӑвас килмен усала тӑватӑп. Эпӗ мӗскӗн ҫын!» (Рим 7:19, 24).

2 Ҫак статьяра ҫакӑн пек питӗ кирлӗ ыйтусем сӳтсе явӑпӑр: ҫынсем ҫуралнӑранпах ҫылӑхлӑ пулсан, Назаретри Иисус мӗнле майпа ҫылӑхсӑр ҫуралма пултарнӑ? Мӗншӗн вӑл шыва кӗнӗ? Мӗнле майпа Иисус хӑйӗн пурнӑҫӗпе Иеговӑн тӳрӗлӗхне асла кӑларнӑ? Тата чи кирли вара: Христос вилӗмӗ мӗн панӑ?

Туррӑн тӳрӗлӗхӗ пирки иккӗлентернӗ

3. Сатана Евӑна мӗнле улталанӑ?

3 Пӗрремӗш ҫынсем, Адампа Ева, хӑйсене ӑссӑрла тытса Туррӑн аслӑ влаҫне хирӗҫ тӑнӑ та вӗсемпе «шуйттан теекен тата сатана теекен... авалхи ҫӗлен» пуҫ пулса ертсе пырассине суйласа илнӗ (Апок. 12:9). Ҫакӑ мӗнле пулса тухнине пӑхса тухар. Сатана Иегова Туррӑн влаҫӗ тӗрӗс власть пулни пирки иккӗлентернӗ те Евӑран ыйтнӑ: «Турӑ чӑнах та: райри нихӑш йывӑҫӑн ҫимӗҫне те ан ҫийӗр, тесе каларӗ-и?» Вӗсен вилес мар тесен Турӑ пӗр ятарлӑ йывӑҫран ҫиме хушман тесе хуравланӑ Ева. Сатана ун хыҫҫӑн Турра суять тесе айӑпланӑ. «Ҫук, вилместӗр»,— тенӗ Шуйттан. Турӑ темӗскер лайӑххине вӗсенчен пытарать тата ҫиме юраман ҫимӗҫе ҫисен Ева Турӑ пекех пулать те вара мӗн ыррине тата мӗн усаллине суйласа илес енчен ирӗклӗ пулма пултарать тесе ӗнентересшӗн пулнӑ вӑл (Пулт. 3:1— 5).

4. Мӗнле майпа этемлӗх Сатанан влаҫне — Туррӑн влаҫне хирӗҫ тӑракан влаҫа — пӑхӑнса тӑма тытӑннӑ?

4 Тӗрӗссипе вара, ҫынсем Турра пӑхӑнмасӑр пурӑнсан телейлӗрех пулма пултараҫҫӗ тесе каласшӑн пулнӑ Сатана. Туррӑн аслӑ влаҫӗ тӗрӗс власть пулнине кӑтартас вырӑнне Адам хӑйӗн арӑмне итленӗ те ҫиме хушман ҫимӗҫе ҫинӗ. Ҫапла майпа Адам пӗр ҫитменлӗхсӗр пулма пӑрахнӑ тата унӑн айӑпне пула эпир ҫылӑхпа вилӗм чуралӑхне лекнӗ. Ҫавӑн пекех этемлӗх Адам ҫылӑхне пула Сатанан, «ҫак тӗнчен туррин», аллине кӗрсе ӳкнӗ те унӑн влаҫне — Туррӑн влаҫне хирӗҫ тӑракан влаҫа — пӑхӑнса тӑма тытӑннӑ (2 Кор. 4:4, ҪХ; Рим 7:14).

5. а) Мӗнле майпа Иегова хӑй каланӑ сӑмахсене пурнӑҫа кӗртнӗ? ӑ) Адампа Евӑн ӑрӑвне Турӑ мӗнле шанчӑк панӑ?

5 Хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫласа Иегова Адампа Ева пирки вилӗм приговорне йышӑннӑ (Пулт. 3:16—19). Анчах та ҫакӑ Турӑ хӑй мӗн тума шутласа хунине пурнӑҫлайманнине пӗлтермен. Пачах урӑхла, Адампа Ева пирки вилӗм приговорне йышӑннӑ чухне Иегова вӗсен пулас ӑрӑвне ҫутӑ шанчӑк панӑ. Ҫакна вӑл Вӑрлӑх килесси пирки каланӑ чухне пӗлтернӗ, Сатанан вара ҫак Вӑрлӑха ури тупанӗнчен сӑхмалла пулнӑ. Ҫапах та пама пулнӑ Вӑрлӑх суранӗнчен сывалать те Сатанан «пуҫне ҫапса ҫӗмӗрет» (Пулт. 3:15). Ҫакӑн ҫинчен Иисус Христос пирки каланӑ сӑмахсенче тӗплӗнрех ӑнлантарса панӑ: «Турӑ Ывӑлӗ шуйттан ӗҫне ҫӗмӗрсе тӑкма килнӗ» (1 Иоан. 3:8). Анчах Иисусӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ мӗнле майпа Туррӑн тӳрӗлӗхне асла кӑларнӑ?

Иисус шыва кӗнин пӗлтерӗшӗ

6. Адамӑн ҫылӑхӗ Иисус ҫине куҫманнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

6 Ҫитӗнсе ҫитсессӗн Иисусӑн, Адам пекех, пӗр ҫитменлӗхсӗр унпа пур тӗлӗшрен те пӗр тан пулмалла пулнӑ (Рим 5:14; 1 Кор. 15:45). Апла пулсан, Иисусӑн пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫуралмалла пулнӑ. Ҫакӑ мӗнле пулма пултарнӑ вара? Гавриил ятлӑ ангел Марийӑна, Иисусӑн амӑшне, ҫакӑн пек ӑнлантарса панӑ: «Сан ҫине Святой Сывлӑш анӗ; Сана Ҫӳлти Туррӑн хӑвачӗ витсе тӑрӗ; ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫураласси те таса, Ӑна Турӑ Ывӑлӗ тесе калӗҫ» (Лука 1:35). Иисус пӗчӗк пулнӑ чухне Мария ӑна вӑл ҫуралнипе ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр ӗҫсем ҫинчен каласа панӑ пулас. Ҫавӑнпа та Мария тата Иосиф, Иисусӑн тӑван мар ашшӗ, пӗррехинче Иисуса ҫухатнӑ хыҫҫӑн ӑна Туррӑн храмӗнче тупсан, арҫын ача вӗсенчен ыйтнӑ: «Эсир Эпӗ Хам Аттеме тивӗҫлӗ ҫӗрте пулмаллине пӗлместӗр-и-мӗн?» (Лука 2:49). Хӑй Туррӑн Ывӑлӗ пулнине Иисус мӗн ачаранах пӗлнӗ пулас. Ҫавӑнпа та вӑл Туррӑн тӳрӗлӗхне асла кӑларассине питӗ кирлӗ тесе шутланӑ.

7. Иисусӑн мӗнле хаклӑ япаласем пулнӑ?

7 Иисус яланах Турра пуҫҫапмалли тӗлпулусене ҫӳренипе Туррӑн чӑнлӑхӗпе питӗ интересленнине кӑтартнӑ. Пӗр ҫитменлӗхсӗр ӑстӑн пулнине пула Иисус унта мӗн илтнине тата Еврей Ҫырӑвӗсенче мӗн вуланине пӗтӗмпех пӗлсе, ӑнланса пынӑ пулӗ (Лука 4:16). Унӑн, ҫавӑн пекех, тата тепӗр хаклӑ япала пулнӑ — пӗр ҫитменлӗхсӗр этем кӗлетки, ӑна вӑл этемлӗхшӗн тӳлесе илме пама пултарнӑ. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн Иисус кӗлӗ тунӑ тата, тен, Псаломри 39:7—9-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи пророкла каланӑ сӑмахсем пирки те шухӑшланӑ пулас (Лука 3:21; Еврейсем 10:5—10 вуласа пар a).

8. Шыва Кӗртекен Иоанн мӗншӗн Иисуса шыва кӗрессинчен тытса чарасшӑн пулнӑ?

8 Шыва Кӗртекен Иоанн Иисуса шыва кӗресрен малтан тытса чарасшӑн пулнӑ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Иоанн иудейсене шыва кӗртни вӑл — вӗсем Закона хирӗҫ тунӑ ҫылӑхсенчен ӳкӗннине кӑтартакан символ пулнӑ. Иоанн, Иисусӑн ҫывӑх тӑванӗ пулнӑ май, Иисус ҫылӑхлӑ пулманнине тата унӑн нимӗншӗн те ӳкӗнме кирлӗ маррине пӗлнӗ пулас. Иисус Иоана Унӑн шыва кӗмеллех тесе каланӑ. «Пирӗн пур тӗрӗслӗхе те ҫапла тума кирлӗ»,— тесе ӑнлантарнӑ Иисус (Матф. 3:15).

9. Иисус шыва кӗни мӗне пӗлтерекен символ пулнӑ?

9 Пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын пулнине пула Иисус, Адам пекех, пӗр ҫитменлӗхсӗр этемлӗхӗн ашшӗ пулма май пур тесе шутлама пултарнӑ. Анчах та Иисус ҫакӑн пек пуласлӑх пирки нихӑҫан та шухӑшламан, мӗншӗн тесен ҫакӑ уншӑн Турӑ ирӗкӗ пулман. Турӑ Иисуса ҫӗр ҫине пама пулнӑ Вӑрлӑхӑн, е Мессийӑн, ӗҫне пурнӑҫлама янӑ. Ҫакӑн шутне Иисусӑн хӑйӗн пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫне тӳлесе илме памалли те кӗнӗ. (Исаия 53:5 вуласа пар b.) Паллах ӗнтӗ, Иисус шыва кӗнин пӗлтерӗшӗ эпир шыва кӗнин пӗлтерӗшӗнчен уйрӑлса тӑрать. Ҫакӑ Иисус хӑйне Иеговӑна халалланине пӗлтермен, мӗншӗн тесен вӑл хӑйне Турра халалланӑ Израиль халӑхӗнчен пулнӑ. Иисус шыва кӗнипе хӑйне Туррӑн ирӗкне — Авалхи Ҫырусенче Мессия пирки мӗн каланине — пурнӑҫлама панине символласа панӑ.

10. Мессийӑшӑн Турӑ ирӗкне пурнӑҫласси шутне мӗн-мӗн кӗнӗ тата Иисус ҫак ирӗке пурнӑҫласси ҫине мӗнле пӑхнӑ?

10 Иисусшӑн Турӑ ирӗкне пурнӑҫласси Турӑ Патшалӑхӗн ырӑ хыпарне пӗлтересси тата ырӑ хыпар сарас ӗҫе малалла туса тӑма пултаракан вӗренекенсене хатӗрлесси пулнӑ. Иисус хӑйне Туррӑн ирӗкне пурнӑҫлама пани ҫавӑн пекех вӑл Иегова Туррӑн аслӑ влаҫӗ тӗрӗс власть пулнине ҫирӗплетсе парас тесе хӗсӗрленине тата тискеррӗн вӗлернине чӑтса ирттерме хатӗр пулнине пӗлтернӗ. Иисус хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗне чун-чӗререн юратнине пула вӑл Туррӑн ирӗкне хаваспах пурнӑҫласа тӑнӑ тата хӑйӗн пурнӑҫне парнелӗх парассине пысӑк чыс тесе шутланӑ (Иоан. 14:30). Ҫавӑн пекех пире ҫылӑхпа вилӗм чуралӑхӗнчен хӑтарас тесе хӑйӗн пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫне тӳлесе илмелли парне пек Турра пама пултарнине пӗлни ӑна савӑнтарнӑ. Иисус хӑйне ҫакӑн пек яваплӑ ӗҫсене тума панине Турӑ ырланӑ-и? Паллах!

11. Иисуса пама пулнӑ Мессия, е Христос, тесе йышӑннине Иегова мӗнле кӑтартнӑ?

11 Евангелисене ҫыракансем тӑваттӑшӗ те Иисус Иордан шывӗнчен тухсан Иегова Турӑ ӑна ырланине уҫҫӑн кӑтартнине каласа параҫҫӗ. «Святой Сывлӑш ҫӳлтен кӑвакарчӑн пек курӑнса анса, Ун [Иисус] ҫинче тӑнине куртӑм эпӗ. [...] Эпӗ куртӑм та: Турӑ Ывӑлӗ Ҫакӑ, тесе каласа кӑтартрӑм»,— тесе каланӑ Шыва Кӗртекен Иоанн (Иоан. 1:32—34). Ҫавӑн пекех, Иегова ун чухне пӗлтернӗ: «Ҫакӑ Манӑн Савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Ун ҫинче» (Матф. 3:17; Марк 1:11; Лука 3:22).

Мӗн виличченех шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ

12. Иисус шыва кӗнӗ хыҫҫӑн виҫӗ ҫул ҫурӑ мӗн тунӑ?

12 Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн Иисус виҫӗ ҫул ҫурӑ хӑйӗн Ашшӗ ҫинчен тата Туррӑн аслӑ влаҫӗ тӗрӗс власть пулни ҫинчен ҫынсене вӗрентсе ҫӳреме хӑйне пӗтӗмпех панӑ. Пама пулнӑ ҫӗр тӑрӑх нумай ҫӳренӗ Иисус, ҫавӑнпа та ывӑнни те пулнӑ, анчах та чӑнлӑх ҫинчен тӗплӗн каласа пӗлтерме ӑна нимӗн те чӑрмантарма пултарайман (Иоан. 4:6, 34; 18:37). Иисус ҫынсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентнӗ. Чирлисене тӗлӗнмелле майпа сыватса, выҫӑ ҫынсене тӑрантарса, ҫавӑн пекех вилнисене чӗртсе тӑратса вӑл Турӑ Патшалӑхӗ пуласлӑхра ҫынсем валли мӗн туса парассине кӑтартнӑ (Матф. 11:4, 5).

13. Кӗлӗ тӑвас тӗлӗшрен Иисус мӗн вӗрентнӗ?

13 Эпӗ хам ӑспа вӗрентетӗп тата хам вӑйпа сывататӑп тесе каламан Иисус, пачах урӑхла, хӑйне кӗҫӗне хурса пур хисепе те Иеговӑна панӑ, ҫапла вӑл пире питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ (Иоан. 5:19; 11:41—44). Ҫавӑн пекех Иисус питӗ кирлӗ ыйтусем пирки кӗлӗ тумалла тесе палӑртнӑ. Пирӗн кӗлӗсенче Туррӑн ячӗ, Иегова ят, сӑваплӑ пултӑр тесе тата йӗркесӗрлӗхпе ертсе пыракан Сатанан влаҫне тӳрӗлӗхпе ертсе пыракан Туррӑн Патшалӑхӗпе улӑштарса Турӑ хӑйӗн «ирӗкне ҫӗр ҫинче те Ҫӳлти пекех» тутӑр тесе ыйтни пулмалла (Матф. 6:9, 10). Иисус пире ҫакӑн пек кӗлӗ туса ыйтнипе килӗшӳллӗн пурӑнма тата «пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне, Унӑн тӳрӗлӗхне» шырама хавхалантарнӑ (Матф. 6:33, Ҫ Х).

14. Иисус пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын пулнӑ пулсан та, Турӑ мӗн тума шутласа хунинче хӑйӗн ӗҫне туса ҫитерес тесе унӑн мӗншӗн вӑй хумалла пулнӑ?

14 Хӑйӗн пурнӑҫне парнене парса вилмелли вӑхӑт ҫывхарса пынӑҫемӗн Иисус ун ҫинче мӗн тери пысӑк яваплӑх выртнине тата ытларах ӑнланнӑ. Хӑйӗн Ашшӗ мӗн тума шутласа хуни пурнӑҫланасси, ҫавӑн пекех унӑн ырӑ ячӗ ҫаксенчен килнӗ: Иисус хӑйӗнпе тӗрӗс мар тытнине чӑтса ирттерме пултарӗ-ши тата мӗн виличчен Турра шанчӑклӑ тӑрса юлӗ-ши. Хӑй виличчен пилӗк кун маларах Иисус кӗлӗ тунӑ: «Манӑн чунӑм тӑвӑрланса ҫитрӗ ӗнтӗ, мӗн калам-ши Эпӗ? эй Аттем! ҫак сехетрен хӑтарсам Мана! анчах Эпӗ ҫак сехетшӗн килнӗ». Иисусӑн туйӑмӗсем ҫынсенни пекех пулнӑ тата Иисус чи кирли ҫинчен шухӑшланӑ, ҫавӑнпа вӑл каланӑ: «Эй Аттем! Хӑвӑн ятна мухтава кӑлар!» Иегова ҫав самантрах хуравланӑ: «Кӑлартӑм, татах кӑларӑп» (Иоан. 12:27, 28). Иисус айӑпсӑрлӑха сыхласа хӑварас тесе ҫынсемпе нихӑҫан та пулман йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме хатӗр пулнӑ. Хӑйӗн пӗлӗтри Ашшӗ каланӑ сӑмахӗсене илтсен, ҫакӑ, паллах ӗнтӗ, Иисуса вӑл Иеговӑн аслӑ влаҫне мухтава кӑларма тата тӳрре кӑларма пултарайнине ҫирӗплетнӗ. Вара вӑл ҫакна тума пултарнӑ!

Иисусӑн вилӗмӗ мӗн панӑ

15. Мӗншӗн Иисус вилес умӗн: «Пулса ҫитрӗ ӗнтӗ!» — тенӗ?

15 Иисус асап юпи ҫинче ҫакӑнса танӑ чухне юлашки хут сывласа илес умӗн каланӑ: «Пулса ҫитрӗ ӗнтӗ!» (Иоан. 19:30). Паллах ӗнтӗ, Иисус хӑйӗн Ашшӗн ирӗкне туса ҫитернӗ. Виҫӗ ҫул ҫурӑ — шыва кӗнӗ хыҫҫӑн пуҫласа мӗн виличченех — Турӑ пулӑшнипе вӑл тӗлӗнмелле ӗҫсем тунӑ! Иисус вилсен ҫӗр питӗ хыттӑн чӗтренсе илнӗ, вара Рим ҫарӗн ҫӗр ҫын пуҫлӑхӗн, Иисуса пӑталанӑ вырӑна сыхлаканскерӗн, ҫакӑн пек калама тивнӗ: «Ку, чӑнах та, Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ-мӗн» (Матф. 27:54). Ҫӗр ҫын пуҫлӑхӗ Иисусран, вӑл хӑйӗн пирки Туррӑн Ывӑлӗ тесе каланишӗн, мӗнле мӑшкӑлласа кулнине курнӑ пулас. Йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах Иисус айӑпсӑр тӑрса юлнӑ тата Сатана чӑн-чӑн суеҫӗ пулнине ҫирӗплетсе панӑ. Туррӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑракансем пирки, пурин пирки те, Сатана ҫапла каланӑ: «Пурӑнас кунҫулӗшӗн вара этем хӑйӗн мӗн пуррине те пама хатӗр» (Иов 2:4). Турра шанчӑклӑ тӑрса юлса Иисус Адампа Ева хӑйсен йывӑрлӑхӗнче — Иисусӑннинчен чылай ҫӑмӑлтараххинче — Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пултарнине кӑтартса панӑ. Анчах та чи пысӑк пӗлтерӗшли вӑл — Иисус хӑйӗн пурнӑҫӗпе тата вилӗмӗпе Иеговӑн аслӑ влаҫӗ тӗрӗс власть пулнине кӑтартнӑ тата ҫак влаҫа асла кӑларнӑ. (Ытарлӑх 27:11 вуласа пар.) Иисусӑн вилӗмӗ тата мӗн те пулин панӑ-и? Паллах!

16. Христиансенчен маларах пурӑннӑ Иеговӑн свидетелӗсем мӗншӗн Турӑ умӗнче тӳрӗ ҫынсем пулма пултарнӑ?

16 Иеговӑн ӗҫлекенӗсенчен нумайӑшӗ Иисус ҫӗр ҫине киличчен маларах пурӑннӑ. Вӗсем Турӑ умӗнче тӳрӗ ҫынсем пулнӑ, ҫавӑнпа та чӗрӗлсе тӑрасси пирки шанчӑк илнӗ (Ис. 25:8; Дан. 12:13). Анчах та святой Туррӑн, Иеговӑн, ҫылӑхлӑ ҫынсене ҫавӑн пек тӗлӗнмелле майпа пиллеме законлӑ йӗрке пулнӑ-и вара? Библире ӑнлантарса панӑ: «Христоса ӗненекенсем пурте Унӑн Юнӗпе тасалччӑр тесе, Турӑ Унран ҫырлахтару парни тунӑ. Ҫапла майпа Турӑ Хӑйӗн тӳрӗлӗхне палӑртать: Вӑл малтан та ҫынсен ҫылӑхӗсене нумай чӑтнӑ, халӗ те тӳрӗлӗхлӗ. Иисуса ӗненекенсене Турӑ тӳрре кӑларӗ» (Рим 3:25, 26, Ҫ Х).

17. Иегова хӑйӗн Ывӑлне, вӑл ун умӗнче шанчӑклӑ тӑрса юлнӑшӑн мӗнле майпа пилленӗ тата Иисус Христос Хуҫа малалла та мӗн туса тӑрать?

17 Иегова Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратса тата ҫӗр ҫине киличчен вӑл мӗнле вырӑн йышӑннинчен те чаплӑрах вырӑн парса пилленӗ. Халӗ Иисус мухтава тухнӑ ангел пулса вилӗмсӗрлӗх илнӗ (Евр. 1:3). Хӑйӗн вӗренекенӗсем Туррӑн тӳрӗлӗхне асла кӑларма пултарччӑр тесе Иисус Христос Хуҫа чи Аслӑ Священник тата Патша пулса вӗсене малалла та пулӑшса тӑрать. Хӑйӗн тӳрӗлӗхне аслӑлакансене тата хӑйӗн Ывӑлӗнчен тӗслӗх илсе уншӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑракансене пиллекен пӗлӗтри хамӑр Аттене, Иеговӑна, эпир питӗ пархатарлӑ! (Псалом 33:4; Еврейсем 11:6 вуласа пар.)

18. Вӗренмелли тепӗр статьяра эпир мӗн ҫинчен сӳтсе явӑпӑр?

18 Авель пурӑннӑ вӑхӑтран пуҫласа Иеговӑна шанчӑклӑ ҫынсен унпа ҫывӑх хутшӑнусем пулнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем пама пулнӑ Вӑрлӑха ӗненнӗ. Хӑйӗн Ывӑлӗ шанчӑклӑ тӑрса юлассине тата хӑйӗн вилӗмӗпе «тӗнче ҫылӑхне» тӳлесе илессине Иегова пӗлнӗ (Иоан. 1:29). Иисусӑн вилӗмӗ хальхи вӑхӑтра пурӑнакан ҫынсене те усӑ парать (Рим 3:26). Христосӑн тӳлесе илме панӑ парни сана мӗнле пиллӗхсем пама пултарать? Ҫакӑн ҫинчен эпир вӗренмелли тепӗр статьяра сӳтсе явӑпӑр.

[Сноскӑсем]

a Ҫакӑнта Павел Грек чӗлхипе Ҫитмӗлӗн куҫарнинчи Псаломри 39:7—9-мӗш сӑвӑ йӗркисене илсе панӑ, унта «манӑн ӳтӗме хатӗрлерӗн» сӑмахсем пур. Пирӗн вӑхӑта ҫитнӗ авалхи Еврей Ҫырӑвӗсен алҫырӑвӗсенче ҫакӑн пек калани ҫук.

b Исаия 53:5, ҪТ: «Ӑна пирӗн йӗркесӗр ӗҫсемшӗн чиксе шӑтарнӑ тата пирӗн ҫылӑхсемшӗн ҫапса ҫӗмӗрнӗ. Ӑна панӑ наказани пире мир пачӗ тата унӑн суранӗсем пире сыватрӗҫ».

Эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?

• Туррӑн тӳрӗлӗхӗ пирки мӗнле майпа иккӗлентернӗ?

• Иисус шыва кӗни мӗне символласа панӑ?

• Иисусӑн вилӗмӗ мӗн панӑ?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]