Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Тӳлесе илме панӑ парне пире мӗнле ҫӑлать

Тӳлесе илме панӑ парне пире мӗнле ҫӑлать

Тӳлесе илме панӑ парне пире мӗнле ҫӑлать

«Ывӑлне ӗненсе тӑракан ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать. Турӑ Ывӑлне ӗненмен ҫын ырӑ пурӑнӑҫ курас ҫук, ун ҫинче Турӑ ҫилли тӑрать» (ИОАН. 3:36).

1, 2. «Сион хурал башни» пичетленсе тухма пуҫланин сӑлтавӗсенчен пӗри мӗнре пулнӑ?

 «КАМ та пулин Библие тӑрӑшса тӗпчет пулсан, вӑл унта Христос вилӗмӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине пурпӗрех курать»,— тесе каланӑ пулнӑ 1879 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче тухнӑ тӑваттӑмӗш кӑларӑмра. Ҫак сӑмахсене илнӗ статья вӗҫӗнче чӗнсе калани пур: «Христос ҫынсемшӗн вилнӗ тесе каланине мӗн сирсе ярать тата ним вырӑнне те хумасть, ҫавсенчен пуринчен те, айтӑр, сыхланса тӑрар». (Иоанн 2:1, 2 вуласа пар.)

2 1879 ҫулта июль уйӑхӗнче «Сион хурал башни» пичетленсе тухма пуҫланин пӗр сӑлтавӗ вӑл — тӳлесе илме панӑ парне ҫинчен калакан Библи вӗрентӗвне хӳтӗлесси. Унӑн страницисенче пичетленсе тухнӑ материал вӑхӑтра парса тӑнӑ апат пулнӑ, мӗншӗн тесен XIX ӗмӗрӗн вӗҫӗнче хӑйсене христиансем текенсем Христосӑн вилӗмӗ ҫынсен ҫылӑхне тӳлесе илме пултарасси пирки иккӗленме пуҫланӑ (Матф. 24:45). Ҫав вӑхӑтра нумайӑшӗ эволюци теорине ӗненме пуҫланӑ, ҫак теори вара ҫын пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫа ҫухатнине хирӗҫ пырать. Эволюци теорине ӗненекенсем ҫын хӑех аталанса пырать тата ӑна тӳлесе илме панӑ парне кирлӗ мар тесе вӗрентеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та Павел апостол Тимофее панӑ канаш питӗ вырӑнлӑ, вӑл ҫырнӑ: «Хӑвна шанса панине упра. Пуш сӑмахран тата пӗлӳ текен, анчах чӑнлӑха хирӗҫлекен суя сӑмахран пӑрӑн... хӑшӗ-пӗрисем, ҫавнашкал пӗлӳ хыҫҫӑн кайса, ӗненӳрен пӑрӑнчӗҫ» (1 Тим. 6:20, 21, Ҫ Х).

3. Халӗ мӗнле ыйтусене эпир сӳтсе явӑпӑр?

3 Паллах ӗнтӗ, эсир ӗненӳрен пӑрӑнса каяс мар тесе ҫирӗп шут тытнӑ. Ҫавӑнпа та ҫакӑн пек ыйтусене сӳтсе явни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: мӗншӗн мана тӳлесе илме панӑ парне кирлӗ? Тӳлесе илме панӑ парне мӗн хака ларнӑ? Мана Турӑ ҫиллинчен ҫӑлма пултаракан ҫак хаклӑ парнепе мӗнле усӑ курмалла?

Турӑ ҫиллинчен ҫӑлӑннӑ

4, 5. Йӗркесӗр тӗнче ҫинче Туррӑн ҫилли тӑнине мӗн кӑтартса парать?

4 Библире каласа пани тата этемлӗх историйӗ Адам ҫылӑха кӗнӗренпе этемлӗх ҫинче «Турӑ ҫилли» тӑнине кӑтартса парать (Иоан. 3:36). Ҫакӑ вара ҫынсенчен никам та вилӗмрен хӑтӑлса юлайманнинчен курӑнса тӑрать. Сатана ертсе пыни этемлӗхе пӗр вӗҫӗмсӗр сиксе тухакан йывӑрлӑхсенчен хӳтлӗх параймасть тата ҫынсен нимӗнле патшалӑхӗ те хӑйне пӑхӑнса тӑраканӗсене мӗн кирлипе тивӗҫтерме пултарайман (1 Иоан. 5:19). Ҫавӑнпа этемлӗхе вӑрҫӑсем, преступленисем тата чухӑнлӑх асаплантарса тӑрать.

5 Ҫакӑ Иегова паянхи ҫак йӗркесӗр тӗнчене пиллеменнине кӑтартса парать. «Пур тӗрӗс мар ӗҫӗсемшӗн те пӗлӗт ҫинчен Турӑ ҫилли ҫитет»,— тесе каланӑ Павел (Рим 1:18—20). Ҫавӑнпа та, кам Турра юрӑхсӑр пурнӑҫпа пурӑнать тата ҫакӑншӑн ӳкӗнмест, ҫавӑн хӑй тунӑ ӗҫӗсемшӗн явап тытма тиветех. Паян Турӑ ҫилли ҫинчен суд пирки калакан хыпарсем урлӑ илтсе тӑраҫҫӗ, ҫак хыпарсем Сатана тӗнчи ҫине юхан-сурансем пекех йӑтӑнса анса тӑраҫҫӗ, тата ҫавӑн пек информаци Библие ӑнлантарса паракан пирӗн публикацисенчен нумайӑшӗнче пичетленсе тухса тӑрать (Апок. 16:1).

6, 7. Святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансем мӗнле ӗҫе ертсе пыраҫҫӗ тата кама Сатана тӗнчи витӗм кӳрсе тӑрать, ҫавӑн халӗ те мӗнле май пур?

6 Ҫакӑ ҫынсем Сатана аллинчен ирӗке тухма пултарайманнине тата Турӑ ырланине илейменнине пӗлтерет-и? Ҫук, мӗншӗн тесен паян та Иеговӑпа мирлешме май пур. Святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансем «Христос ячӗпе вӗрентме янӑскерсем» ырӑ хыпар сарас ӗҫе ертсе пыраҫҫӗ, ҫав ӗҫе пула пур халӑхри ҫынсене те «Турӑпа ҫураҫма [е мирлешме]» чӗнеҫҫӗ (2 Кор. 5:20, 21, Ҫ Х).

7 Иисус «пире пулас ҫилӗрен хӑтарӗ» тесе Петр апостол каланӑ (1 Фес. 1:10). Иеговӑн ҫак юлашки ҫилли ҫылӑх тӑвакансене, ӳкӗнменнисене, ӗмӗрлӗхех тӗп тӑвӗ (2 Фес. 1:6—9). Кам вара ҫӑлӑнӗ? Библи калать: «Ывӑлне ӗненсе тӑракан ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать. Турӑ Ывӑлне ӗненмен ҫын ырӑ пурӑнӑҫ курас ҫук, ун ҫинче Турӑ ҫилли тӑрать» (Иоан. 3:36). Ҫапла, ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑтра кам Иисуса тата унӑн тӳлесе илме панӑ парнине ӗненет, ҫав Турӑ ҫиллин юлашки кунӗнче ҫӑлӑнса юлать.

Тӳлесе илме панӑ парне мӗнле витӗм кӳрет

8. а) Адампа Евӑн мӗнле чаплӑ пуласлӑх пулма пултарнӑ? ӑ) Иеговӑн тӳрӗлӗхӗ пӗр ҫитменлӗхсӗр пулни мӗнрен курӑнса тӑрать?

8 Адампа Евӑна пӗр ҫитменлӗхсӗр тунӑ пулнӑ. Вӗсем Турра итлесе-пӑхӑнса тӑнӑ пулсан, халӗ те ҫӗр ҫинчи Райра хӑйсен телейлӗ ӑрӑвӗпе пӗрле пурӑннӑ пулӗччӗҫ. Шел пулин те, Адампа Ева Турӑ хушнине пӗлсе тӑрсах итлемен. Ҫакӑншӑн вӗсен тӗлӗшӗнчен ӗмӗрлӗх вилӗм приговорне йышӑннӑ та вӗсене Райран хӑваласа кӑларса янӑ. Адампа Евӑн ачисем ҫуралнӑ чухнех этемлӗх ҫине ҫылӑх витӗм кӳрсе тӑнӑ, ҫавӑнпа та пӗрремӗш арҫынпа хӗрарӑм юлашкинчен ватӑлнӑ та вилнӗ. Ҫакӑ Иегова хӑйӗн сӑмахне тытнине ҫирӗплетсе парать. Унтан та ытларах, Туррӑн тӗрӗслӗхӗ пӗр ҫитменлӗхсӗр. Ҫиме хушман ҫимӗҫе ҫисен вилетӗн тесе Иегова Адама асӑрхаттарнӑ пулнӑ. Ҫавӑн пек пулса тухнӑ та.

9, 10. а) Мӗншӗн Адамӑн ӑрӑвӗ вилет? ӑ) Ӗмӗрлӗхех вилессинчен эпир мӗнле хӑтӑлса юлма пултаратпӑр?

9 Адамӑн ӑрӑвӗ пулнӑ май эпир ҫитменлӗхлӗ кӗлеткепе — ҫылӑх тума туртса тӑракан тата юлашкинчен вилекен кӗлеткепе — ҫуралатпӑр. Адам ҫылӑх тунӑ чухне эпир, сӑнарлӑ каласан, ун варӗнче пулнӑ теме пулать. Ҫавӑнпа та вилӗм приговорӗ пирӗн ҫине те куҫнӑ. Иегова пире тӳлесе илмесӗрех ватлӑхран тата вилӗмрен хӑтарнӑ пулсан, вӑл хӑй каланӑ пек туман пулӗччӗ. Ҫавӑнпа та Павел: «Закон сывлӑшран, эпӗ ӳтӗн, ҫылӑха сутӑннӑ, эпир ӑна пӗлетпӗр; Эпӗ мӗскӗн ҫын! Ҫак вӗлерекен ӳтрен кам хӑтарӗ-ши мана?» — тесе каланӑ чухне пирӗн пирки те каланӑ (Рим 7:14, 24).

10 Пирӗн ҫылӑхсене каҫарма тата пире ӗмӗрлӗх вилӗм приговорӗнчен хӑтарма Иегова кӑна пултараять, мӗншӗн тесен ҫакна тума унӑн кӑна законлӑ право пур. Ҫакна тӑвас тесе Иегова хӑйӗн юратнӑ Ывӑлне, вӑл пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын пулса ҫуралтӑр тесе, пӗлӗтрен ҫӗр ҫине янӑ, ҫапла майпа унӑн Ывӑлӗ хӑйӗн пурнӑҫне пирӗншӗн парнене пама пултарнӑ. Адампа танлаштарсан Иисус пӗр айӑпсӑр тӑрса юлнӑ, мӗншӗн тесен «вӑл нимӗнле ҫылӑх та туман» (1 Пет. 2:22). Ҫапла майпа Иисус пӗр ҫитменлӗхсӗр этемлӗхӗн ашшӗ пулса тӑма пултарнӑ. Ун вырӑнне вӑл Адамӑн ӑрӑвне ывӑллӑха илес тесе тата хӑйне ӗненекенсен ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме май пултӑр тесе Туррӑн тӑшманӗсене хӑйне вӗлерме ирӗк панӑ. Турӑ Сӑмахӗ ӑнлантарса парать: «Турӑ пӗрре, Турӑпа этем хутлӑхӗнче пӗрлештерсе тӑракан та пӗрре; Вӑл этем пулнӑ Христос Иисус. Пурне те хӑтарас тесе, Вӑл Хӑйне Хӑй вилӗме панӑ» (1 Тим. 2:5, 6).

11. а) Тӳлесе илме панӑ парнен уссине мӗнле тӗслӗхпе кӑтартса пама пулать? ӑ) Тӳлесе илме панӑ парнерен кам усӑ илме пултарать?

11 Тӳлесе илме панӑ парне мӗнле витӗм кӳнине курас тесе пӗр тӗслӗх илер. Банк чеен, ултавлӑн хӑтланнине пула ҫынсем хӑйсем хывнӑ укҫисене ҫухатнӑ та парӑма кӗрсе ӳкнӗ. Банк хуҫисене тӗрӗс сут туса нумай ҫула тӗрмене хупнӑ. Анчах та укҫа хывакан айӑпсӑр ҫынсем пирки мӗн калама пулать? Ҫука юлнӑ ҫынсемшӗн пӗртен-пӗр ҫӑлӑнӑҫ — банка хӑйӗн аллине илсе ҫынсене хӑйсен укҫисене каялла тавӑрса вӗсен парӑмне татма пулӑшакан мӗнле те пулин ырӑ та пуян ҫын. Ҫавӑн евӗрлех Иегова Турӑпа унӑн юратнӑ Ывӑлӗ Адамӑн ӑрӑвне тӳлесе илнӗ те Иисус тӑкнӑ юнӗн хакӗпе вӗсен парӑмне, ҫылӑха, пӑрахӑҫланӑ. Ҫапла майпа вӗсем ҫынсене ӗмӗр пурӑнмалли мая каялла тавӑрса панӑ. Ҫавӑнпа Шыва Кӗртекен Иоанн Иисус пирки ҫапла калама пултарнӑ: «Акӑ, тӗнче ҫылӑхне Хӑй ҫине илекен Турӑ Путекки» (Иоан. 1:29). Ҫылӑхӗсемшӗн тӳлесе илнӗ тӗнче, е этемлӗх, шутне чӗрӗ ҫынсем кӑна мар, вилнӗ ҫынсем те кӗреҫҫӗ.

Тӳлесе илме панӑ парнен хакӗ

12, 13. Исаака парнене пама хатӗрленнӗ чухне Авраамӑн мӗнле туйӑмсем пулнинчен эпир мӗн пӗлтӗмӗр?

12 Пӗлӗтри пирӗн Атте тата унӑн юратнӑ Ывӑлӗ тӳлесе илме пани мӗн хака ларнине пӗтӗмпех ӑнланса илме питӗ йывӑр. Анчах та ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхма пире Библире ҫырса панисем пулӑшаҫҫӗ. Сӑмахран, Турӑ хушнине итлесе Авраам виҫӗ кун хушши Мориа ҫӗрне кайнӑ чухне мӗн туйни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Иегова ӑна каланӑ: «Хӑвӑн ывӑлна, хӑвӑн пӗртен-пӗр савнӑ ывӑлна, Исаака, ил те Мориа ҫӗрне кай, унта Эпӗ сана кӑтартас пӗр ту ҫинче ӑна, ывӑлна, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳр» (Пулт. 22:2—4).

13 Авраам хӑйне кӑтартнӑ вырӑна ҫитнӗ. Исаакӑн ал-урине ҫыхма тата ӑна хӑй аллипе тунӑ парне вырӑнӗ ҫине хума Авраама мӗн тери йывӑр пулнӑ пулӗ. Хӑйӗн ывӑлне вӗлерес тесе ҫӗҫҫине ҫӗклеме те йывӑр пулнӑ пулӗ! Исаак парне вырӑнӗ ҫинче выртнӑ чухне мӗн туйма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха: кӗҫех ӑна чиксе шӑтарӗҫ те ҫакӑ калама ҫук касса ыраттарӗ, вара ун хыҫҫӑн унӑн пурнӑҫӗ татӑлӗ. Иеговӑн ангелӗ Авраама юлашки самантра тытса чарнӑ. Авраампа Исаак ун чухне мӗн туни Иегова Сатана майлисене Хӑйӗн Ывӑлне вӗлерме ирӗк пани мӗн тери йывӑр пулнине ӑнланма пулӑшать. Исаак хӑйне мӗнле тытни Иисус пирӗншӗн хӗн-асап тӳссе вилме хатӗр пулнине лайӑх кӑтартса парать (Евр. 11:17—19).

14. Иаков пурнӑҫӗнче пулса иртнӗ мӗнле тӗслӗх тӳлесе илме панӑ парнене ытларах хаклама пулӑшать?

14 Тӳлесе илме панӑ парне мӗн хака кайса ларни ҫавӑн пекех Иаков пурнӑҫӗнче пулса иртнӗ тӗслӗхрен курӑнать. Иаков Иосифа хӑйӗн пур ывӑлӗсенчен ытларах юратнӑ. Шел пулин те, Иосифӑн пиччӗшӗсем ӑна кӗвӗҫнӗ тата курайман. Анчах та ашшӗ Иосифа пиччӗшӗсен пурте йӗркеллех-ши тесе кайса пӗлме ыйтсан, вӑл ҫакна тума хатӗр пулнӑ. Ҫавӑн чухне вӗсем Хевронри хӑйсен килӗнчен 100 ҫухрӑма яхӑн ҫурҫӗрелле Иаковӑн кӗтӗвне пӑхма кайнӑ пулнӑ. Иаковӑн ывӑлӗсем Иосифӑн юнланса пӗтнӗ тумтирӗпе киле таврӑнсан вӑл мӗн туйни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! «Ку манӑн ывӑлӑм тумтирӗ,— кӑшкӑрса янӑ вӑл.— Ӑна тискер кайӑк ҫисе янӑ... Иосифа ҫурса пӑрахнӑ иккен». Иосиф вилни ҫинчен илтни Иаковшӑн питӗ пысӑк хуйхӑ пулнӑ, вӑл вара хӑйӗн ывӑлӗ пирки нумай кун йӗнӗ (Пулт. 37:33, 34). Иегова тӗрлӗ лару-тӑрура хӑйне нихӑҫан та ҫитменлӗхлӗ ҫынсем пек тытман. Иаков пурнӑҫӗнче пулса иртнӗ ҫак тӗслӗх ҫинчен шухӑшлани пире Хӑйӗн юратнӑ Ывӑлӗнчен мӑшкӑлласа кулнӑ чухне тата тискеррӗн вӗлернӗ чухне Турӑ мӗн туйнине кӑштах та пулин ӑнланма пулӑшать.

Тӳлесе илме панӑ парне мӗнле усӑ парать

15, 16. а) Тӳлесе илме панӑ парнене йышӑннине Иегова мӗнле кӑтартнӑ? ӑ) Тӳлесе илме панӑ парне сире мӗнле усӑ парать?

15 Иегова Турӑ хӑйӗн Ывӑлне ангел пек чӗртсе тӑратнӑ (1 Пет. 3:18). Чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус 40 кун хушши хӑйӗн вӗренекенӗсене курӑннӑ, ҫавӑн чухне вӑл вӗсен ӗненӗвне ҫирӗплетнӗ тата ырӑ хыпара анлӑ сарас тесе мӗн тумаллине вӗрентнӗ. Ун хыҫҫӑн пӗлӗт ҫине ҫӗкленнӗ. Унта вӑл хӑй тӑкнӑ юнӗн хакне — тӳлесе илме панӑ унӑн парнин хакне — ӗненекен чӑн христиансемшӗн усӑ курмашкӑн, Турра тӳленӗ. Иегова Турӑ пирӗн эрӑри 33 ҫулта Аллӑмӗш кун уявӗнче Иерусалимра пухӑннӑ вӗренекенӗсем ҫине Иисуса святой сывлӑш антарма хушнипе Христосӑн тӳлесе илме панӑ парнине йышӑннине кӑтартнӑ (Апост. ӗҫ. 2:33).

16 Святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ Христосӑн ҫак вӗренекенӗсем тӳрех хӑйсен ҫывӑх ҫыннисене Турӑ ҫиллинчен ҫӑлӑнса юлма ҫылӑхӗсем каҫарӑнччӑр тесе Иисус Христос ячӗпе шыва кӗме чӗнме пуҫланӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 2:38—40 вуласа пар.) Историнчи ҫав паллӑ кунран пуҫласа паянхи кунчченех пур халӑхри миллионшар ҫын Иисусӑн тӳлесе илме панӑ парнине ӗненнипе Турӑпа хӑйсен хушшинче ҫывӑх хутшӑнусем аталантарать (Иоан. 6:44). Халӗ пирӗн тата икӗ ыйтӑва пӑхса тухмалла: пирӗнтен кам та пулин ӗмӗрлӗх пурнӑҫ шанчӑкне хӑйӗн ырӑ ӗҫӗсемшӗн илнӗ-и? Эпир ҫав чаплӑ шанчӑка илнӗ пулсан та ӑна ҫухатма пултаратпӑр-и?

17. Туррӑн тусӗ пулма паракан чаплӑ пиллӗх ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла?

17 Тӳлесе илме панӑ парнене эпир нихӑҫан та тивӗҫлӗ пулаяс ҫук. Анчах та ӑна ӗненнине пула миллионшар ҫын паян Туррӑн тусӗсем пулса тӑнӑ та ҫӗр ҫинче райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнмалли шанчӑка илнӗ. Апла пулсан та, Иеговӑн тусӗсем пулса тӑнӑ май пирӗнпе ун хушшинчи ҫывӑх хутшӑнусем яланах тӑрса юлӗҫ тесе эпир шанса тӑма пултараймастпӑр. Туррӑн пулас ҫиллин кунӗнче ҫӑлӑнса юлас тесен пирӗн Христос Иисус тӳлесе илме панӑ парнешӗн чун-чӗререн пархатарлӑ пулнине кӑтартмалла (Рим 3:24; Филиппы 2:12 вуласа пар).

Тӳлесе илме панӑ парнене малалла та ӗненӗр

18. Тӳлесе илме панӑ парнене ӗненни шутне мӗн кӗрет?

18 Ҫак статьян тӗп сӑвӑ йӗрки Иоанн 3:36-мӗш сӑвӑ йӗрки — тӑрӑх Иисус Христос Хуҫана ӗненни шутне ӑна итлесе-пӑхӑнса тӑни кӗрет. Тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ пулни пире Иисусӑн вӗрентӗвӗсемпе килӗшӳллӗн пурӑнма хавхалантармалла, вӗсен шутне мораль тӗлӗшӗнчен вӑл мӗн вӗрентнипе те (Марк 7:21—23). Кам пӗр ӳкӗнмесӗр аскӑн ӗҫ туса пурӑнать, вырӑнсӑр шӳтленине юратать тата «тӗрлӗ тасамарлӑха» туса пурӑнать, ҫав шутра порнографи пӑхать, ҫавӑн ҫине Турӑ ҫилли ҫитӗ (Еф. 5:3—6).

19. Тӳлесе илме панӑ парнене ӗненнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

19 Тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ пулни пире яланах Турра чунтан парӑнса пурӑннине кӑтартакан ӗҫсене туса тӑма хавхалантарса тӑрӗ (2 Пет. 3:11, 12). Айтӑр, чун-чӗререн кӗлӗ тума, хамӑр тӗллӗн Библи вӗренме, пуху тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме, ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапма тата Турӑ Патшалӑхӗн ырӑ хыпарне сарас ӗҫе хастарлӑ хутшӑнма яланах ҫителӗклӗ вӑхӑт уйӑрар. Ҫавӑн пекех «ырӑлӑх тума та, кирлине пӗрне-пӗри парса тӑма та» манса каяр мар, мӗншӗн тесен ун пек парнесем Турра кӑмӑллӑ (Евр. 13:15, 16).

20. Тӳлесе илме панӑ парнене ӗненсе тӑракансем пуласлӑхра мӗнле пиллӗхсем илӗҫ?

20 Иеговӑн ҫилли ҫак йӗркесӗр тӗнче ҫине йӑтӑнса ансан, тӳлесе илме панӑ парнене ӗненнишӗн тата уншӑн пархатарлӑ пулнине кӑтартнӑшӑн эпир мӗн тери савӑнӑпӑр! Турӑ пама пулнӑ ҫӗнӗ тӗнчере эпир ҫак чаплӑ парнешӗн — пире Турӑ ҫиллинчен ҫӑлнӑ парнешӗн — ӗмӗр-ӗмӗрех тав тӑвӑпӑр. (Иоанн 3:16; Апокалипсис 7:9, 10, 13, 14 вуласа пар.)

Эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?

• Тӳлесе илме панӑ парне пире мӗншӗн кирлӗ?

• Тӳлесе илме панӑ парне мӗн хака ларнӑ?

• Тӳлесе илме панӑ парне мӗнле усӑ парать?

• Иисус тӳлесе илме панӑ парнене ӗненнине эпир мӗнле кӑтартатпӑр?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]