Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Юратакан ырӑлӑх законӗ санӑн чӗлхе-ҫӑварна сыхласа тӑтӑр

Юратакан ырӑлӑх законӗ санӑн чӗлхе-ҫӑварна сыхласа тӑтӑр

Юратакан ырӑлӑх законӗ санӑн чӗлхе-ҫӑварна сыхласа тӑтӑр

«Чӗлхи-ҫӑварӗнче — ӑслӑ-тӑнлӑ сӑмах, чӗлхи вӗҫӗнче — йӑвашшӑн вӗрентни [«юратакан ырӑлӑх законӗ», ҪТ]» (ЫТАР. 31:26).

1, 2. а) Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑракансен мӗнле лайӑх ен аталантармалла? ӑ) Ҫак статьяра мӗн сӳтсе явӑпӑр?

 ӖЛӖК-АВАЛ Лемуил патшана амӑшӗ ӑса вӗрентсе канашсем панӑ чухне ырӑ арӑмӑн мӗнле питӗ кирлӗ лайӑх енсем пулмаллине кӑтартса панӑ. «Чӗлхи-ҫӑварӗнче — ӑслӑ-тӑнлӑ сӑмах, чӗлхи вӗҫӗнче — йӑвашшӑн вӗрентни [«юратакан ырӑлӑх законӗ», ҪТ]»,— тесе каланӑ унта (Ытар. 31:1, 10, 26). Юратакан ырӑлӑх ӑслӑ-тӑнлӑ хӗрарӑмӑн калаҫӑвне кӑна мар, ҫавӑн пекех Иеговӑна юрӑхлӑ пулас текенсен калаҫӑвӗсене те илемлетет. (Ытарлӑх 11:17 вуласа пар.) Ҫак лайӑх ен пур чӑн христиансен калаҫӑвӗсенче те курӑнса тӑмалла.

2 Мӗн вӑл юратакан ырӑлӑх? Кампа калаҫнӑ чухне ҫак лайӑх ене кӑтартмалла? Калаҫура юратакан ырӑлӑхӑн законне кӑтартса тӑма пире мӗн пулӑшӗ? Хамӑр ҫемьере тата пӗрле ӗненекенсемпе хутшӑннӑ чухне ҫак лайӑх ен пирӗн калаҫу ҫине мӗнле витӗм кӳрсе тӑрӗ?

Чунтан парӑнса юратни ырӑлӑх тума хистет

3, 4. а) Мӗн вӑл юратакан ырӑлӑх? ӑ) Юратакан ырӑлӑх ахаль, е ҫынсем кӑтартакан, ырӑлӑхран мӗнпе уйрӑлса тӑрать?

3 «Юратакан ырӑлӑх» тенӗ сӑмах ҫаврӑнӑшӗ икӗ сӑмахран — юратуран тата ырӑлӑхран — тӑнине кӑтартса парать. Вӑл ырӑлӑхпа, урӑхла каласан, ыттисемпе интересленнипе, ҫавӑн пекех вӗсемшӗн тӑрӑшса тунӑ ырӑ ӗҫсемпе тата шухӑшласа каланӑ сӑмахсемпе ҫыхӑннӑ. Ҫавӑн пекех ун шутне юрату та кӗрет, ҫавӑнпа та юратакан ырӑлӑха кӑтартас тесен ыттисене, вӗсене юратнӑран, ырӑ тӑвас тесе шухӑшламалла. Анчах та, пирвайхи чӗлхепе ҫырнӑ сӑмахӑн — «юратакан ырӑлӑх» тесе куҫарнӑ сӑмахӑн — пӗлтерӗшӗ юратса тунӑ ырӑлӑх кӑна мар. Юратакан ырӑлӑх вӑл — кама та пулин хатӗр пулсах тата чунтан парӑнса кӑтартнӑ ырӑлӑх. Ҫак ырӑлӑха вара ӑна мӗнле тӗллевпе кӑтартаҫҫӗ, ҫавӑ пурнӑҫланмасӑр кӑтартма чарӑнмаҫҫӗ.

4 Юратакан ырӑлӑх ахаль ырӑлӑхран тата тепӗр енчен уйрӑлса тӑрать. Ахаль ырӑлӑха, е ҫынсем кӑтартакан ырӑлӑха, палламан ҫынсене те кӑтартма пулать. Ҫакӑн пек ырӑлӑха Мелит утравӗ ҫинче пурӑнакансем хӑйсем палламан ҫынсене — Павел апостола тата шыва путма пуҫланӑ карап ҫинче унпа пӗрле пулнӑ 274 ҫынна — кӑтартнӑ пулнӑ (Апост. ӗҫ. 27:37—28:2). Ҫавӑн пекех юратакан ырӑлӑх чунтан парӑннипе ҫыхӑннӑ, ӑна пӗр-пӗрин хушшинче ҫывӑх хутшӑнусене аталантарнӑ ҫынсем кӑтартаҫҫӗ a. Ҫакӑн пек ырӑлӑха Кенея ҫыннисем Египет ҫӗрӗнчен тухнӑ Израиль ывӑлӗсене кӑтартнӑ (1 Сам. 15:6).

Шухӑшлани тата кӗлӗ туни кирлӗ

5. Хамӑр чӗлхе-ҫӑвара тытса чарма пире мӗн пулӑшӗ?

5 Калаҫура яланах юратакан ырӑлӑха кӑтартма ҫӑмӑлах мар. Иаков вӗренекен ҫырнӑ: «Чӗлхене чарма этемсенчен никам та пултараймасть, вӑл чарма ҫук усал япала, вӑл наркӑмӑш пек пӗтерет» (Иак. 3:8). Ӳт-пӗвӗн ҫак пайне тытса чарма йывӑр пулсан та ӑна итлеттерсе тӑма мӗн пулӑшма пултарать? Хуравне Иисус хӑй пурӑннӑ вӑхӑтри тӗн ертӳҫисене каланӑ сӑмахсенче тупма пулать. Вӑл каланӑ: «Этемӗн чӗри мӗнпе тулнӑ, чӗлхи-ҫӑварӗ те ҫавнах калать» (Матф. 12:34, ҪХ). Юратакан ырӑлӑх пирӗн чӗлхе-ҫӑвара сыхласа тӑтӑр тесен, пирӗн ӑна хамӑр чӗрере — шалти ҫынра — аталантармалла. Шухӑшлани тата кӗлӗ туни ҫакна тума мӗнле пулӑшнине айтӑр пӑхса тухар.

6. Мӗншӗн пирӗн юратакан ырӑлӑха кӑтартакан Иеговӑн ӗҫӗсем ҫинчен пархатарлӑн шухӑшламалла?

6 Библире Иегова Турӑ пирки «нумай ырӑлӑхлӑ» тесе каланӑ (Тух. 34:6). «Эй Ҫӳлхуҫа [Иегова], Санӑн ырӑлӑху [«юратакан ырӑлӑху», ҪТ] ҫӗр тулли»,— тесе юрланӑ псалом юрлакан (Пс. 118:64). Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене юратакан ырӑлӑха мӗнле кӑтартни ҫинчен Библире нумай ҫырса панӑ. Иеговӑн ӗҫӗсем ҫинчен пархатарлӑн шухӑшлатпӑр пулсан, Турра юрӑхлӑ ҫак лайӑх ене аталантарас кӑмӑл пулӗ пирӗн. (Псалом 76:13 вуласа пар.)

7, 8. а) Иегова юратакан ырӑлӑха Лота тата унӑн ҫемйине мӗнле кӑтартнӑ? ӑ) Иегова Давида юратакан ырӑлӑх кӑтартсан, унӑн мӗнле туйӑмсем ҫуралнӑ?

7 Сӑмахран, Лота, Авраамӑн шӑллӗн ывӑлне, тата унӑн ҫемйине Содома, вӗсем пурӑнакан хулана, тӗп тунӑ чухне Иегова мӗнле ҫӑлни ҫинчен аса илер-ха. Хулана тӗп тумалли вӑхӑт ҫитсен Лот патне килнӗ ангелсем ӑна хӑйӗн ҫемйипе пӗрле хуларан хӑвӑртрах тухма хушнӑ. Библире ҫырнӑ: «Вӑл васкаманран леш ҫынсем [Ангелсем], ӑна Ҫӳлхуҫа [Иегова] хӗрхеннипе, ӑна хӑйне те, арӑмӗпе унӑн икӗ хӗрне те аллисенчен тытса илсе тухнӑ, ӑна хула тулашне кӑларса тӑратнӑ». Ҫакӑн пек ҫӑлни ҫинчен шухӑшлани пирӗн чӗрене пырса тивмест-и тата ҫакӑ Туррӑн юратакан ырӑлӑхӗ пулнине йышӑнма хавхалантармасть-и вара? (Пулт. 19:16, 19).

8 Ҫавӑн пекех авалхи Израилӗн Давид патшан тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл юрланӑ: «Санӑн йӗркесӗр ӗҫӳсене пурне те [Иегова] каҫарать, сана пӗтӗм чир-чӗртен сыватать». Вирсавипе тунӑ ҫылӑха Иегова каҫарнӑшӑн Давид питӗ пархатарлӑ пулнӑ пулас! Вӑл Иеговӑна аслӑласа каланӑ: «Ҫӳллӗ тӳпепе ҫӗр хушши епле пысӑк, [Ҫӳлхуҫанӑн] ырӑлӑхӗ [«юратакан ырӑлӑхӗ», ҪТ] Хӑйӗнчен хӑракансемшӗн ҫавӑн пек пысӑк» (Пс. 102:3, 11). Ҫак тата Библире ҫырса панӑ ытти тӗслӗхсем ҫинчен шухӑшлани пире Иеговӑна, унӑн юратакан ырӑлӑхӗшӗн, чӗререн пархатарлӑ пулма тата ӑна мухтама, тав тума хавхалантарать. Пирӗн чӗрере пархатарлӑх мӗн чухлӗ ӳссе пырать, ҫавӑн чухлӗ ытларах эпир чӑн Турӑ евӗрлӗ пулма тӑрӑшатпӑр (Еф. 5:1).

9. Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑракансене юратакан ырӑлӑха кулленхи пурнӑҫра кӑтартмашкӑн мӗн питӗ хытӑ хавхалантарса тӑрать?

9 Библири ҫав тӗслӗхсенче Иегова хӑйӗн юратакан ырӑлӑхне — чунтан парӑнса юратнине — кам унпа ҫывӑх хутшӑнусене аталантарнӑ, ҫавсене кӑтартни курӑнса тӑрать. Кам та пулин чӗрӗ Турӑпа хӑйӗн хушшинче ҫывӑх хутшӑнусене аталантарман пулсан, вара мӗн? Иегова вӗсемпе хӑйне хаяр тытӗ-ши тата вӗсене ырӑлӑх кӑтартмӗ-ши? Ҫук паллах. Лука 6:35-мӗш сӑвӑ йӗркинче каланӑ: «[Турӑ] пархатарсӑррисемшӗн те, усаллисемшӗн те ырӑ». Матфей 5:45-мӗш сӑвӑ йӗркинче вара эпир вулатпӑр: «Вӑл хӗвелне усаллисем ҫине те, ыррисем ҫине те пӑхтарать; ҫумӑрне те сӑваплисем ҫине те, сӑвапсӑррисем ҫине те ҫутарать». Библири чӑнлӑха пӗличчен тата унпа килӗшӳллӗн пурнӑма пуҫличчен Турӑ пире пур этемлӗхе те кӑтартакан ырӑлӑха кӑтартнӑ. Анчах та унӑн ӗҫлекенӗсем пулса тӑнӑ хыҫҫӑн эпир хамӑр ҫинче вӑл чунтан парӑнса юратнине — улшӑнман юратакан ырӑлӑхне — туйса тӑратпӑр. (Исаия 54:10 вуласа пар b.) Мӗн тери пархатарлӑ эпир ӑна ҫакӑншӑн! Ҫакӑ пире калаҫура, ҫавӑн пекех кулленхи пурнӑҫӑн ытти енӗсенче те юратакан ырӑлӑха кӑтартмашкӑн питӗ хытӑ хавхалантарса тӑрать.

10. Юратакан ырӑлӑха хамӑрта аталантарма мӗншӗн кӗлӗ туни пире питӗ пысӑк пулӑшу пама пултарать?

10 Юратакан ырӑлӑха аталантарма кӗлӗ туни питӗ пысӑк пулӑшу парса тӑрать. Мӗншӗн тесен юрату тата ырӑлӑх — ҫаксенчен юратакан ырӑлӑх тытӑнса тӑрать — Иеговӑн святой сывлӑш ҫимӗҫӗн пайӗсем (Гал. 5:22). Туррӑн сывлӑшне хамӑр ҫине витӗм кӳме паратпӑр пулсан юратакан ырӑлӑха хамӑр чӗресенче аталантарма паратпӑр. Иеговӑн святой сывлӑшне илмелли чи лайӑх меслет вӑл — ун пирки кӗлӗ туса ыйтни (Лука 11:13). Турӑ пире хӑйӗн сывлӑшне патӑр тесен пирӗн яланах унран кӗлӗ туса ыйтмалла тата ҫак сывлӑш ертсе пынипе килӗшӳллӗн пурӑнмалла. Ҫапла, ыттисемпе калаҫнӑ чухне юратакан ырӑлӑх законӗ курӑнса тӑтӑр тетпӗр пулсан шухӑшлани тата кӗлӗ туни питӗ кирлӗ.

Упӑшкипе арӑмӗ хӑйсен калаҫӑвӗнче юратакан ырӑлӑха мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ

11. а) Иегова упӑшкасенчен, вӗсем хӑйсен арӑмӗсемпе юратакан ырӑлӑхпа калаҫасса кӗтнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? ӑ) Мӗнле майпа юратакан ырӑлӑхӑн законӗ упӑшкасене хӑйсен чӗлхи-ҫӑварне чарма пулӑшать?

11 Павел апостол упӑшкасене чӗнсе каланӑ: «Эй, арҫынсем! Арӑмӑрсене Христос ӗненекенсене юратнӑ пек юратӑр, Вӑл Чиркӳшӗн [е пухушӑн] Хӑйӗн пурнӑҫне панӑ» (Еф. 5:25, Ҫ Х). Павел ҫавӑн пекех вӗсене Иегова Адампа Евӑна каланӑ сӑмахсене аса илтернӗ. Апостол ҫырнӑ: «Ҫын ашшӗ-амӑшӗнчен уйӑрӑлӗ те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ, вара иккӗшӗ пӗр ӳт пулӗҫ» (Еф. 5:31). Паллах ӗнтӗ, Иегова упӑшкасенчен, вӗсем хӑйсен арӑмӗсене яланах юратакан ырӑлӑха кӑтартса вӗсен ҫумне «ҫыпӑҫасса» кӗтет. Яланах юратакан ырӑлӑхпа калаҫакан упӑшка ыттисем умӗнче хӑйӗн арӑмӗн йӑнӑшӗсем ҫинчен тата ӑна ним вырӑнне те хуманнине кӑтартса тӑмасть. Вӑл хаваспах арӑмне мухтать (Ытар. 31:28). Мӗнле те пулин сӑлтава пула вӗсен хушшинче йывӑрлӑхсем сиксе тухрӗҫ пулсан юратакан ырӑлӑх упӑшкине хӑйӗн арӑмӗпе, ӑна намӑслантарма пултаракан сӑмахсем каласран чӗлхи-ҫӑварне чарса тӑрӗ.

12. Мӗнле майпа арӑмӗн калаҫӑвӗнче юратакан ырӑлӑх законӗ курӑнса тӑма пултарать?

12 Арӑмӗн те юратакан ырӑлӑхӑн законӗпе килӗшӳллӗн калаҫмалла. Унӑн сӑмахӗсенче ҫак тӗнче витӗм кӳрсе тӑни палӑрмалла мар. Упӑшкине чун-чӗререн хисепленипе арӑмӗ ыттисем умӗнче ун пирки лайӑххине калать, ҫапла майпа ыттисем унӑн упӑшкине ытларах хисеплеме тытӑнаҫҫӗ (Еф. 5:33). Ачисем ашшӗне яланах хисеплеччӗр тесен арӑмӗ упӑшкин шухӑшӗпе килӗшменнине тата вӑл мӗн калани пирки иккӗленнине ачасен умӗнче кӑтартмасть. Ҫакӑн пек ыйтусене вӑл упӑшкипе иккӗн чухне сӳтсе явать. «Ӑслӑ арӑм кил тытса тӑрать»,— тесе каланӑ Библире (Ытар. 14:1). Унӑн килӗ пӗтӗм ҫемйишӗн канӑҫлӑ тата кӑмӑллӑ вырӑн пулса тӑрать.

13. Юратакан ырӑлӑхӑн законӗ ӑҫта ытларах курӑнса тӑмалла тата мӗнре?

13 Упӑшкипе арӑмӗ килӗнче иккӗшӗ кӑна чухне те пӗр-пӗрне хисеплесе калаҫмалла. Павел ҫырнӑ: «Халӗ ӗнтӗ эсир: ҫилле, хаярлӑха, усаллӑха, ҫынна хӑртасса, ҫӑварӑрпа ирсӗр сӑмах калаҫасса пурне те пӑрахӑр». Ун хыҫҫӑн хушса каланӑ: «Хӗрхенекен кӑмӑллӑ, ырӑлӑхлӑ, йӑваш ӑслӑ, лӑпкӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ пулӑр. [...] ...Пуринчен ытла юратакан пулӑр, юратсан сирте пур ырӑлӑх та пулӗ» (Кол. 3:8, 12, 14). Ачасем килте юратса ӑшшӑн калаҫнине яланах илтсе тӑраҫҫӗ пулсан, ҫакӑ вӗсем ҫине лайӑх витӗм кӳрет кӑна мар, унтан та ытларах, ҫакӑ вӗсене ашшӗпе амӑшӗ пӗр-пӗринпе мӗнле калаҫнинчен тӗслӗх илме хавхалантарса тӑрӗ.

14. Ҫемье пуҫлӑхӗсем хӑйсен чӗлхи-ҫӑварӗпе килтисене мӗнле майпа пулӑшса тӑма пултараҫҫӗ?

14 Псалом юрлакан Иеговӑна каланӑ: «Санӑн ырӑлӑху [«юратакан ырӑлӑху», ҪТ] мана лӑплантаринччӗ [е пулӑшинччӗ]» (Пс. 118:76). Иегова хӑйӗн халӑхне вӗрентсе тӑнипе тата ертсе пынипе пулӑшса тӑрать (Пс. 118:105). Ҫемье пуҫлӑхӗсем мӗнле майпа пирӗн пӗлӗтри Аттен тӗслӗхне тытса пырса килтисене хӑйсен чӗлхи-ҫӑварӗпе пулӑшса тӑма пултараҫҫӗ? Ҫакна вӗсем ҫемьене ертсе пынипе тата хавхалантарнипе туса тӑма пултараҫҫӗ. Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапасси — Библири хаклӑ пӗлӳсене илме пулӑшакан питӗ чаплӑ май! (Ытар. 24:4).

Пӗрле ӗненекенсене чунтан парӑнса юратнине кӑтарт

15. Старейшинӑсем тата Иеговӑпа хӑйсен хушшинче ҫывӑх хутшӑнусене аталантарнӑ ытти христиан-тӑвансем хӑйсен чӗлхи-ҫӑварӗпе пухури тӑвансене мӗнле майпа сыхласа тӑма пултараҫҫӗ?

15 «Санӑн ырӑлӑхупа [«юратакан ырӑлӑхупа», ҪТ] Санӑн чӑнлӑху мана яланах сыхласа тӑрӗҫинччӗ»,— тесе кӗлӗ тунӑ Давид патша (Пс. 39:12). Старейшинӑсем тата Турӑпа хӑйсен хушшинче ҫывӑх хутшӑнусене аталантарнӑ пухури ытти тӑвансем мӗнле майпа Иеговӑран тӗслӗх илме пултараҫҫӗ? Библире мӗн ҫырнине тимлӗ вуласа христиансем хӑйсен калаҫӑвӗнче юратакан ырӑлӑха кӑтартаҫҫӗ (Ытар. 17:17).

16, 17. Хамӑр калаҫура юратакан ырӑлӑх законӗ пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

16 Эпир пӗр-пӗр христианин Библи принципӗсене пӑснине асӑрхарӑмӑр пулсан пирӗн мӗн тумалла? Юратакан ырӑлӑх пире ӑна тӳрленме пулӑшас тесе вӑй хума хавхалантармӗ-и вара? (Пс. 140:5). Пӗрле ӗненекен пысӑк ҫылӑх тунине пӗлтӗмӗр пулсан, чунтан парӑнса юратни пире ӑна пухури старейшинӑсем патне, вӗсем «[Иегова] ячӗпе ҫу сӗрсе» уншӑн кӗлӗ туччӑр тесе, кайма хавхалантарма хистӗ (Иак. 5:14). Енчен те вӑл старейшинӑсем патне каймарӗ пулсан, эпир унӑн ҫылӑхӗ пирки пӗлсе нимӗн те каламарӑмӑр пулсан, ҫакӑ пирӗн енчен юратни тата ырӑлӑх кӑтартни пулмӗччӗ. Тен, пирӗнтен камӑн та пулин чунӗ пусарӑннӑ, хӑйне пӗччен юлнӑ пек туять тата хӑй пирки ниме тӑман ҫын е манран нимӗн те пулмасть тесе шутлать. Пирӗн чӗлхе-ҫӑвар ҫинче юратакан ырӑлӑх законӗ пулнине кӑтартмалли питӗ лайӑх май вӑл — хуйха ӳкнисене лӑплантарасси (1 Фес. 5:14).

17 Туррӑн тӑшманӗсем пухури христиан-тӑвансем пирки элек сарни ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла? Пӗрле ӗненекенсем пирки иккӗленес вырӑнне, пирӗн ҫакӑн пек калаҫусене чӗнмесӗр тӑнипе чарса лартмалла е, вырӑнлӑ пулсан, айӑплаканран, унӑн ҫакӑн пек ҫирӗплетсе калама витӗмлӗ сӑлтавсем пур-и тесе ыйтмалла. Турӑ халӑхӗн тӑшманӗсем пухури тӑвансене сиен тӑвас тесе вӗсем ӑҫта пулнине пӗлесшӗн тӑрӑшнӑ чухне христиан-тӑвансене чунтан парӑнса юратни пире вӗсене ҫак информацие калама памасть (Ытар. 18:24).

Юратакан ырӑлӑха кӑтартакан пурнӑҫ тупать

18, 19. Мӗншӗн пӗрле ӗненекенсемпе хутшӑннӑ чухне пирӗн чӗлхе-ҫӑварта юратакан ырӑлӑх законӗ курӑнса тӑмалла?

18 Чунтан парӑнса юратни эпир пӗрле ӗненекенсемпе хамӑра мӗнле тытнинче пур енчен те курӑнса тӑмалла. Йывӑр лару-тӑрура та пирӗн калаҫура юратакан ырӑлӑх законӗ пулмалла. Израиль ывӑлӗсен юратакан ырӑлӑхӗ «ирхи тӗтре пек, хӑвӑрт типекен сывлӑм пек» пулса тӑрсан, ҫакӑ Иеговӑна хурлантарнӑ (Ос. 6:4, 6). Юратакан ырӑлӑха эпир ялан кӑтартса тӑни Иеговӑшӑн питӗ кӑмӑллӑ. Ҫакӑн пек лайӑх ене кӑтартма тӑрӑшакансене Иегова мӗнле пилленине пӑхса тухар.

19 Ытарлӑх 21:21-мӗш сӑвӑ йӗркинче ҫырнӑ: «Хӗрхенекен кӑмӑллӑ, тӳрӗлӗхе [«юратакан ырӑлӑха», ҪТ] уяса пурӑнакан пурӑнӑҫ та, тӳрӗлӗх те, мухтав та тупать». Ҫакӑн пек ҫын пурнӑҫ тупать — кӗске вӑхӑта тӑсӑлаканнине мар, нихӑҫан пӗтменнине. Иегова ҫак ҫынна «чӑн-чӑн пурнӑҫа ҫирӗп ярса тытма» пулӑшса тӑрӗ (1 Тим. 6:12, 19, ҪТ). Ҫавӑнпа та айтӑр пӗр-пӗрне юратакан ырӑлӑх кӑтартса тӑрар (Зах. 7:9).

[Сноскӑсем]

b Исаия 54:10, ҪТ: «„Тусем аякка кайӗҫ тата сӑртсем кисренӗҫ, анчах та манӑн юратакан ырӑлӑх санран каймӗ тата мир пирки тунӑ манӑн килӗшӳ кисренмӗ“,— тесе калать сана хӗрхенекен Иегова».

Эсир ӑнлантарса пама пултаратӑр-и?

• Мӗн вӑл юратакан ырӑлӑх?

• Чӗлхе-ҫӑвар ҫинче юратакан ырӑлӑхӑн законӗ пулнине кӑтартса тӑма пире мӗн пулӑшӗ?

• Упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗринпе калаҫнӑ чухне мӗнле майпа чунтан парӑнса юратнине кӑтартма пултараҫҫӗ?

• Пӗрле ӗненекенсемпе хутшӑннӑ чухне эпир чӗлхе-ҫӑварта юратакан ырӑлӑхӑн законне тытса пыни ӑҫтан курӑнать?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]