Пирӗн ҫулпуҫӑн паянхи ӗҫӗсем
Пирӗн ҫулпуҫӑн паянхи ӗҫӗсем
«Вӑл ҫӗнтерекен пек... ҫӗнтерме тухрӗ» (АПОК. 6:2).
1, 2. а) Христос патша 1914 ҫултан ертсе пыма пуҫланине Библире мӗнле ҫырса панӑ? ӑ) Патшана ларнӑ хыҫҫӑн Христос мӗн тунӑ?
ХРИСТОСА 1914 ҫулта Иеговӑн Мессианла Патшалӑхӗнче Патшана лартнӑ. Халӗ эсир ун пирки мӗн шутлатӑр? Хӑйӗн тронӗ ҫине ларакан тата хӑйӗн пухӑвӗсенче ӗҫсем мӗнле пынине пӗлес тесе вӑхӑтран-вӑхӑта ҫӗр ҫине кӑть-кать пӑхса илекен, тек нимӗн те туман патша пек-и? Ҫавӑн пек шутлатпӑр пулсан, пирӗн ҫакӑн ҫине урӑхла пӑхма вӗренмелле? Псаломсемпе Апокалипсис кӗнекинче Христоса ним ӗҫсӗр ларакан патша пек мар, лаша ҫине утланнӑ тата юлашкинчен пӗтӗмпех ҫӗнтерес тесе васкаса «ҫӗнтерекен пек... ҫӗнтерме» тухнине кӑтартса панӑ (Апок. 6:2; Пс. 2:6—9; 45:1—4).
2 Патшана ларсанах чи малтан Христос «драконпа унӑн ангелӗсене» ҫапӑҫура ҫӗнтернӗ. Вӑл Михаил архангел пулнӑ май хӑйӗн ангелӗсене ертсе пырса Сатанапа унӑн демонӗсене святой пӗлӗтсем ҫинчен сирпӗтсе антарнӑ, халӗ вӗсен ирӗклӗхӗ ҫӗр таврашӗнче кӑна (Апок. 12:7—9). Ун хыҫҫӑн Иисус — Иегова ӑна «халал Ангелӗ [е хыпарҫи]» пулма лартнӑ — хӑйӗн Ашшӗпе пӗрле Унӑн храмне, е сӑнарлӑ ҫуртне, тӗрӗслеме килнӗ (Мал. 3:1). Вӑл христиан тӗнчине — «аслӑ Вавилонӑн» уйрӑмах айӑпа тивӗҫлӗ пайне — юн тӑкса тата ҫак тӗнчери политика ӗҫӗсене хутшӑнса айӑпа кӗнӗшӗн ун пирки хӑйӗн приговорне йышӑннӑ (Апок. 18:2, 3, 24).
Ҫӗр ҫинчи хӑйӗн чурине тасатать
3, 4. а) Христос Иеговӑн «Ангелӗ [е хыпарҫи]» пулса мӗн тунӑ? ӑ) Иеговӑн храмне, е сӑнарлӑ ҫуртне, тӗрӗслеме килни мӗн кӑтартса панӑ тата Иисус, пухӑвӑн Пуҫӗ пулнӑ май, ҫӗр ҫинчи хӑйӗн пӗтӗм пурлӑхне пӑхса тӑма кама лартнӑ?
3 Иегова тата унӑн «Ангелӗ [е хыпраҫи]» тунӑ тӗрӗслев ҫавӑн пекех Туррӑн храмӗн, е сӑнарлӑ ҫуртӗн, ҫӗр ҫинчи шалти картишӗнче чӑн христиансен ушкӑнӗ пулнине кӑтартса панӑ — вӗсем христиан тӗнчин шутне кӗмен. Анчах та святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ ҫак христиансене, е «Левий ывӑлӗсене», те тасатмалла пулнӑ. Малахия пророк малтанах каласа хунӑ: «Вӑл [Иегова] кӗмӗл шӑратса тасатма ларӗ, Левий ывӑлӗсене, Турра тӗрӗс парне кӳрсе тӑччӑр тесе, ылтӑнпа кӗмӗле шӑратса тасатнӑ пек шӑратса тасатӗ» (Мал. 3:3). Туррӑн Израильне — святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансене — тасатма Иегова хӑйӗн «халал Ангелӗпе [е хыпарҫипе]», Иисус Христоспа, усӑ курнӑ.
4 Святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ ҫак шанчӑклӑ христиансем пӗрле ӗненекенсене вӑхӑтра апат — Библи тӑрӑх ҫырнӑ публикацисем — парса тӑрас тесе пӗтӗм вӑя хунине Христос курнӑ. 1879 ҫултан пуҫласа йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах, вӗсем Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан Библири чӑнлӑхсене хӑйсен журналӗсенче пичетленӗ. Иисус ҫак «тӗнче пӗтес» вӑхӑтра хӑйӗн тарҫисене тӗрӗслеме «килнӗ» чухне вӗсене «вӑхӑтра апат парса тӑракан» чурана курасси пирки малтанах каласа хунӑ. Вӑл ҫак чурана телейлӗ тенӗ тата ҫӗр ҫинчи «хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне пӑхса тӑракан тӑвӑп» тесе каланӑ (Матф. 24:3, 45—47). Христиансен пухӑвӗн Пуҫӗ пулнӑ май Христос «шанчӑклӑ та ӑслӑ» чурапа усӑ курса Турӑ Патшалӑхӗн ҫӗр ҫинчи интересӗсемшӗн тӑрӑшса тӑрать. Святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ «тарҫисене» тата вӗсен юлташӗсене — «урӑх сурӑхсене» — Ертсе пыракан совет урлӑ мӗн тумаллине вӑл кӑтартса тӑрать (Иоан. 10:16).
Ҫӗр ҫинчи тыр-пула пухать
5. Мессианла Патша мӗн тӑвасси пирки Иоанн мӗнле курӑну курнӑ?
5 Иоанн апостол Мессианла Патша 1914 ҫулта патшана ларнӑ хыҫҫӑн «Ҫӳлхуҫа кунӗнче» тата мӗн тӑвасси пирки курӑну курнӑ. Иоанн ҫырнӑ: «Эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, ҫутӑ пӗлӗт, пӗлӗт ҫинче Этем Ывӑлӗ евӗрли ларать. Унӑн пуҫӗ ҫинче ылтӑн пуҫ илемӗ, аллинче ҫивчӗ ҫурла» (Апок. 1:10, ҪТ; 14:14). Иеговӑн ангелӗ ҫак Выракана хӑйӗн ҫурлине илсе вырма пуҫла, мӗншӗн тесен «ҫӗр ҫинчи тыр-пул пулса ҫитнӗ» тесе каланине илтнӗ (Апок. 14:15, 16, Ҫ Х).
6. Иисус каланӑ сӑмахсем тӑрӑх палӑртнӑ вӑхӑт хушшинче мӗн пулса иртмелле пулнӑ?
6 «Ҫӗр ҫинчи тыр-пул» тенӗ сӑмахсем пире тулӑпа пукра ҫинчен Иисус каласа панӑ ытарлӑха аса илтереҫҫӗ. Иисус хӑйне тулӑх тыр-пул вырса илес тесе хӑйӗн хирӗнче лайӑх вӑрӑсем акакан ҫынпа танлаштарнӑ. Тулӑ вӑл — «Патшалӑх ачисем [е ывӑлӗсем]», Христоспа пӗрле Турӑ Патшалӑхӗнче ертсе пыма святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ чӑн христиансем. Анчах та ҫӗрле тӑшман, «шуйттан», хирте пукрасем, «усал ачисене [е ывӑлӗсене]», акса тухнӑ. Акакан хӑйӗн ӗҫлекенӗсене тулӑпа пукра вырмалли вӑхӑтчен — «тӗнче пӗтес» вӑхӑт ҫитиччен — пӗрле ӳсчӗр тенӗ. Ҫав вӑхӑт ҫитсен вара вӑл хӑйӗн ангелӗсене тулӑпа пукрасене уйӑрма ярӗ (Матф. 13:24—30, 36—41).
7. «Ҫӗр ҫинчи тыр-пула» Христос мӗнле пухать?
7 Иоана панӑ курӑнупа килӗшӳллӗн Иисус пӗтӗм тӗнчери вырмана ертсе пырать. «Ҫӗр ҫинчи тыр-пула» пухасси 144 000 «Патшалӑх ачисенӗн [е ывӑлӗсенӗн]» ҫӗр ҫинче тӑрса юлнисене, Иисус каласа панӑ ытарлӑхри «тулӑсене», пухма пуҫланинчен тытӑннӑ. Чӑн христиансемпе суя христиансем хушшинчи уйрӑмлӑх Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи хыҫҫӑн ытларах та ытларах курӑнма пуҫланӑ. Вара ҫакӑ «ҫӗр ҫинчи тыр-пулӑн» иккӗмӗш пайне, урӑх сурӑхсене, пухма пулӑшнӑ. Вӗсем «Патшалӑхӑн ачисем [е ывӑлӗсем]» мар, вӗсем Турӑ Патшалӑхне хӑйсен ирӗкӗпе пӑхӑнса тӑракан «темӗн чухлӗ этем». Вӗсене «пур ӑруран, пур халӑхран, тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсенчен» пухаҫҫӗ. Вӗсем Мессианла Турӑ Патшалӑхне — Христос Иисус тата унпа пӗрле 144 000 «святойсем» ертсе пыракан пӗлӗтри Патшалӑха — пӑхӑнса тӑраҫҫӗ (Апок. 7:9, 10; Дан. 7:13, 14, 18).
Пухусене ертсе пырать
8, 9. а) Христос кашни пуху, пӗтӗмӗшле, хӑйне мӗнле тытнине кӑна мар, ҫавӑн пекех пухури кашни христианин хӑйне мӗнле тытнине сӑнаса тӑни ӑҫтан курӑнать? ӑ) Мӗнле «[Сатанан]... ӗҫӗсенчен» пӑрӑнмалла?
8 Маларах пӑхса тухнӑ статьяра эпир Христос пирӗн эрӑри пӗрремӗш ӗмӗрте кашни пухура Турӑпа ҫывӑхланас енчен мӗнле лару-тӑру пулнине тимлӗ сӑнаса тӑнине пӗлтӗмӗр. Паян, «ҫӳлте те, ҫӗр ҫинче те пур ирӗке те [е влаҫа та]» хӑйӗн аллинче тытса Патша пулса ертсе пыракан пирӗн Ҫулпуҫ Христос пӗтӗм тӗнчери пур пухусен тата ҫак пухусене пӑхса тӑракан арҫын-тӑвансен пуҫӗ пулса ертсе пырать (Матф. 28:18; Кол. 1:18). Иегова ӑна святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансен пухӑвне ырри патне илсе ҫитерес тесе унӑн пуҫӗ тунӑ (Еф. 1:22). Вӑл Иегова Свидетелӗсен 100 000 ытла пухӑвӗнче, кашнийӗнче, мӗн пулса иртнине пурне те курса тӑрать.
9 Авалхи Фиатира хулинчи пухӑва Иисус ҫакӑн пек пӗлтернӗ: «Вут ҫулӑмӗ пек куҫлӑ... Турӑ Ывӑлӗ ҫапла калать: санӑн ӗҫӳсене... пӗлетӗп» (Апок. 2:18, 19). Ҫав пухури христиансене намӑс ӗҫсем тунӑшӑн, хӑйсен кӑмӑлӗ хыҫҫӑн кайнӑшӑн айӑпласа каланӑ: «Эпӗ ҫыннӑн чӗрине, ӑшӗ-чиккине пӗлсе тӑнине ӑнласа илӗҫ; пурсӑра та сире ӗҫӗрсене кура тавӑрса парӑп» (Апок. 2:23). Ҫак сӑмахсем Христос кашни пуху, пӗтӗмӗшле, хӑйне мӗнле тытнине кӑна мар, ҫавӑн пекех пухури кашни христианин хӑйне мӗнле тытнине те сӑнаса тӑнине кӑтартса параҫҫӗ. Иисус Фиатира хулинчи христиансене, «[Сатанан]... ӗҫӗсене» пӗлменнисене, мухтаса илнӗ (Апок. 2:24). Паян та Христос кам — ватӑ-и вӑл е ҫамрӑк — Интернет, хаяр видеовӑйӑсем урлӑ «[Сатанан]... ӗҫӗсене» тӗпчемест тата мӗн тӑвас килет, ҫавна тӑвас шухӑш-кӑмӑла сирсе ярать, ҫавна ырлать. Христиансем хӑйсен пурнӑҫӗнче пур енче те вӑл панӑ хушусене тытса пырас тесе вӑй хунине тата ҫавна тума нумай япаласене хӑварнине пӑхса тӑма Христоса мӗн тери кӑмӑллӑ!
10. Христос пухури старейшинӑсене ертсе пынине Библире мӗнле сӑнласа панӑ тата вӗсен мӗнле йӗркене йышӑнмалла?
10 Христос ҫӗр ҫинчи хӑйӗн пухӑвӗсене Турӑ лартнӑ старейшинӑсем урлӑ юратса пӑхса тӑрать (Еф. 4:8, 11, 12). Пӗрремӗш ӗмӗрте вӗсем пурте святой сывлӑшран ҫуралнӑ христиансем пулнӑ. Апокалипсис кӗнекинче вӗсене Христосӑн сылтӑм аллинчи ҫӑлтӑрсемпе танлаштарнӑ (Апок. 1:16, 20). Паян пухусенчи старейшинӑсем чылайӑшӗ — урӑх сурӑхсем. Вӗсене кӗлӗ туса тата святой сывлӑш ертсе пынӑ тӑрӑх суйласа лартаҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсене Христос ертсе пырать, урӑхла каласан, хӑйӗн аллипе кӑтартса пырать, тесе калама пулать (Апост. ӗҫ. 20:28). Анчах та вӗсем Христос хӑйӗн ҫӗр ҫинчи вӗренекенӗсене ертсе, кӑтартса пырас тесе святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ арҫын-тӑвансенчен тӑракан пӗчӗк ушкӑнпа, Ертсе пыракан советпа, усӑ курнине ӑнланса йышӑнаҫҫӗ. (Апостолсен ӗҫӗсем 15:6, 28—30 вуласа пар.)
«Килсемччӗ, Иисус Хуҫамӑр»
11. Мӗншӗн эпир пирӗн Ҫулпуҫ часах килнине питӗ курасшӑн?
11 Апокалипсисра, Иоанн апостола панӑ курӑнура, Иисус часах пырӑп тесе темиҫе хут та каланӑ (Апок. 2:16; 3:11; 22:7, 20, Ҫ Х). Паллах ӗнтӗ, вӑл Аслӑ Вавилона тата Сатанан йӗркесӗр тӗнчин юлашки пайӗсем тӗлӗшӗнчен Иегова йышӑннӑ приговора пурнӑҫлама килесси пирки каланӑ пулас (2 Фес. 1:7, 8). Пророкла каласа хунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем пурнӑҫланнине питӗ курасшӑн пулнипе ватӑлса ҫитнӗ Иоанн апостол кӑшкӑрса каланӑ: «Амин, Килсемччӗ, Иисус Хуҫамӑр!» Ҫак йӗркесӗр тӗнче пӗтес вӑхӑтра пурӑннӑ май эпир те пирӗн Ҫулпуҫ тата Патша хӑйӗн Ашшӗн ятне сӑваплӑ тӑвас тата Туррӑн влаҫне тӳрре кӑларас тесе Турӑ Патшалӑхӗн Патши пулса килнине питӗ курасшӑн.
12. Тӗп тӑвакан ҫилӗсене яриччен Христос мӗнле ӗҫе туса ҫитерет?
12 Сатанан ҫӗр ҫинчи организацисене Иисус тӗп тума киличчен малтан Туррӑн Израилӗн шутне кӗрекенсен 144 000-ӗн ҫӗр ҫинче тӑрса юлнисем ҫине юлашки пичет лартмалла. Сатанан тӗнчине тӗп тӑвакан «ҫилӗсене» 144 000 шутне кӗрекенсем пурте пичет иличченех тытса тӑнине Библи уҫҫӑн кӑтартса парать (Апок. 7:1—4).
13. «Пысӑк хуйхӑн» пӗрремӗш тапхӑрӗнче Христос пурри мӗнле курӑнӗ?
13 1914 ҫултанпа Христос «килме пулнине [«пуррине», ҪТ]» ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен нумайӑшсем халӗ те асӑрхамаҫҫӗ (2 Пет. 3:3, 4). Анчах та вӑл пуррине кӗҫех пурте курӗҫ — Сатанан тӗнчин кашни пайӗ пирки йышӑннӑ Иеговӑн приговорне вӑл пурнӑҫлама тытӑнсан курӑнӗ. «Ҫылӑх [е йӗркесӗрлӗх] ҫыннине», христиан тӗнчин пуҫлӑхӗсене, тӗп туни Христос пуррине уҫҫӑн кӑтартса парать. (2 Фессалоника 2:3, 8 вуласа пар.) Ҫакӑ Христос Иегова лартнӑ Судя пек тухнине кӑтартса паракан ҫирӗплетӳ пулӗ. (2 Тимофей 4:1 вуласа пар.) Христиан тӗнчине, Аслӑ Вавилонӑн пуринчен ытларах айӑплӑ пайне, тӗп туни пӗтӗм тӗнчери суя тӗнӗн йӗркесӗр империйӗне пӗтӗмпех тӗп тӑвассин пуҫламӑшӗ пулса тӑрӗ. Иегова политика ертӳҫисен чӗрисене ҫак аскӑн арӑма пӗтӗмпех тӗп тума шухӑш хурӗ (Апок. 17:15—18). Ҫакӑ «пысӑк хуйхӑн» пӗрремӗш тапхӑрӗ пулӗ (Матф. 24:21).
14. а) Пысӑк хуйхӑн пӗрремӗш тапхӑрӗн кунӗсем мӗншӗн кӗскелӗҫ? ӑ) «Пӗлӗт ҫинче Этем Ывӑлӗн палли курӑнасси» Иеговӑн халӑхӗшӗн мӗне пӗлтерет?
14 Ҫак хуйхӑн кунӗсем «суйланисемшӗн» — святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансенчен ҫӗр ҫинче тӑрса юлнисемшӗн — кӗскелӗҫ тесе каланӑ Иисус (Матф. 24:22). Суя тӗне аркатма тапӑннине святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансемпе вӗсен юлташӗсене, урӑх сурӑхсене, тӗп тума Иегова памӗ. Ҫак хуйхӑн кунӗсем хыҫҫӑн хӗвелпе, уйӑхпа тата ҫӑлтӑрсемпе тӗлӗнмелле ӗҫсем пулса иртӗҫ, вара «пӗлӗт ҫинче Этем Ывӑлӗн палли курӑнӗ» тесе хушса каланӑ Иисус. Ҫавна пула ҫӗр ҫинчи халӑхсем хӑйӗн кӑкӑрӗсене ҫапса «йӗре пуҫлӗҫ». Анчах та святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансем — пӗлӗт ҫинче пурӑнма шанчӑк пуррисем — тата вӗсен юлташӗсем — ҫӗр ҫинче пурӑнма шанчӑк пуррисем — хӑйсене пачах урӑхла тытӗҫ. «[Вӗсен] ҫӑлӑнас вӑхӑчӗ» ҫывхарса килнӗрен вӗсем пуҫӗсене ҫӗклесе ҫӳлелле пӑхӗҫ (Матф. 24:29, 30; Лука 21:25—28).
15. Христос килсен мӗн тӑвӗ?
15 Юлашкинчен пӗтӗмпех ҫӗнтериччен этем Ывӑлӗ тата тепӗр тӗллевпе килет. Вӑл малтанах каласа хунӑ: «Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн мухтавӗпе, пур святой Ангелсемпе пӗрле килсессӗн, Вӑл Хӑйӗн мухтавлӑ Аслӑ Вырӑнне ларӗ; Ун умне вара пур халӑхсем те пухӑнӗҫ; Вӑл вӗсене, кӗтӳҫӗ сурӑхсене качакасенчен уйӑрнӑ пек, пӗр йышшинчен тепӗр йышшине уйӑрса хурӗ: сурӑхӗсене Хӑйӗн сылтӑм енне, качакасене сулахай енне тӑратӗ» (Матф. 25:31—33). Кунта Христос «пур халӑхри» ҫынсене икӗ ушкӑна уйӑрма Судья пулса килесси пирки каланӑ: «сурӑхсем ҫине» — хӑйсен христиан-тӑванӗсене (святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ ҫӗр ҫинчи христиансене) хастаррӑн пулӑшса тӑракансем ҫине — тата «качакасем ҫине» — «Ҫӑлакан Иисус Христосӑн Ырӑ Хыпарне итлеменнисем ҫине» (2 Фес. 1:7, 8). Сурӑхсем, «сӑваплисем», ҫӗр ҫинчи «ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа» илӗҫ, качакасем «ӗмӗрлӗх асапа кайӗҫ», е ӗмӗрлӗхех тӗп пулӗҫ (Матф. 25:34, 40, 41, 45, 46).
Иисус пӗтӗмпех ҫӗнтерӗ
16. Мӗнле майпа пирӗн Ҫулпуҫ Христос пӗтӗмпех ҫӗнтерӗ?
16 Христоспа пӗрле ертсе пыракан патшасене тата священниксене пурне те пичет лартсан тата урӑх сурӑхсене ҫӑлӑнӑҫ илме сылтӑм алӑ енне тӑратсан, Христос пӗтӗмпех ҫӗнтерме тухма пултарӗ (Апок. 5:9, 10; 6:2). Хӑватлӑ ангелсенчен тӑракан ҫарӑн тата, паллах ӗнтӗ, чӗрӗлсе тӑнӑ тӑванӗсен пуҫлӑхӗ пулса вӗсемпе пӗрле вӑл ҫӗр ҫинчи Сатанан системине — политика, ҫар тата суту-илӳ системине — пӗтӗмпех тӗп тӑвӗ (Апок. 2:26, 27; 19:11—21). Сатанан йӗркесӗр тӗнчине тӗп тусан Христос пӗтӗмпех ҫӗнтерӗ. Ун хыҫҫӑн вӑл Сатанана тата демонсене пин ҫуллӑха тӗпсӗр вырӑна пӑрахӗ (Апок. 20:1—3).
17. Хӑйӗн Пин ҫулхи Патшалӑхӗ ертсе пынӑ вӑхӑтра Христос урӑх сурӑхсене ӑҫта ертсе пырӗ тата пирӗн мӗн тума шут тытмалла?
17 Пысӑк хуйха пурӑнса ирттернӗ урӑх сурӑхсем, «темӗн чухлӗ этем», пирки каласа Иоанн апостол малтанах каласа хунӑ: «Аслӑ вырӑн варринче тӑракан Путек вӗсене сыхласа усрӗ, чӗрӗлӗх шывӗ юхакан ҫӑлкуҫӗсем патне илсе кайӗ» (Апок. 7:9, 17). Ҫапла, хӑйӗн Пин ҫулхи Патшалӑхӗнче ертсе пынӑ вӑхӑтра Христос урӑх сурӑхсене, унӑн сассине чӑнахах та илтекеннисене, ертсе ҫӳрӗ тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе ҫитерӗ. (Иоанн 10:16, 26—28 вуласа пар.) Айтӑр чун-чӗререн хамӑр Патша тата Ҫулпуҫ хыҫҫӑн пырар — халӗ те, Иегова пама сӑмах панӑ ҫӗнӗ тӗнчере те!
Аса илмелли ыйтусем
• Патшана ларнӑ хыҫҫӑн Христос мӗн тунӑ?
• Пухусене ертсе пыма Христос ҫӗр ҫинче кампа усӑ курать?
• Христос, пирӗн Ҫулпуҫ пулнине мӗнле майсемпе кӑтартса парӗ?
• Мӗнле майпа Христос пире ҫӗнӗ тӗнчере ертсе ҫӳрӗ?
[Сӳтсе явмалли ыйтусем]