Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Пӗрлӗх — турра тӗрӗс пуҫҫапакансен уйрӑмлӑхӗ

Пӗрлӗх — турра тӗрӗс пуҫҫапакансен уйрӑмлӑхӗ

Пӗрлӗх — турра тӗрӗс пуҫҫапакансен уйрӑмлӑхӗ

«Сурӑх картинчи кӗтӳ пек, вӗсене пӗрле хутӑштарӑп [е пӗрлештерӗп]» (МИХ. 2:12).

1. Пултарнисем Туррӑн ӑслӑлӑхӗ ҫинчен мӗнле ҫирӗплетсе параҫҫӗ?

 ПСАЛОМ юрлакан хавхаланса каланӑ: «Эй Ҫӳлхуҫа, Санӑн ӗҫӳсем ытла та нумай-ҫке! Эсӗ пурне те ӑслӑлӑхпа пултарнӑ; ҫӗр Эсӗ мӗн пултарнипе тулнӑ» (Пс. 103:24). Туррӑн ӑслӑлӑхӗ ҫӗрӗн тӗлӗнмелле кӑткӑс биосферинче миллионшар тӗрлӗ ӳсен-тӑран, хурт-кӑпшанкӑ, чӗрчун тата бактери пӗр-пӗрне усӑ парса тӑнинче курӑнса тӑрать. Ҫавӑн пекех пирӗн организмра пур япала та тӗрӗс-тӗкел ӗҫлесе тӑтӑр тесе тӗрлӗ системӑсем — пысӑк органсенчен пуҫласа чи пӗчӗк клеткӑсем таранах — пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ.

2. Мӗншӗн христиансем хушшинчи пӗрлӗх тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтернӗ?

2 Иегова этемлӗхе, ҫынсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнмалла пултарнӑ. Ҫынсем пӗр-пӗринчен тӗрлӗ сӑн-питпе, характерпа тата пултарулӑхпа уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Турӑ пӗрремӗш ҫынсене хӑй евӗрлӗ — лайӑх енсемпе — пултарнӑ, ҫавна пула эпир пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлеме пултаратпӑр тата пӗр-пӗринсӗр пурӑнаймастпӑр (Пулт. 1:27; 2:18). Апла пулсан та, этемлӗх паян, пӗтӗмӗшле илес пулсан, Турӑран ютшӑннӑ тата вӗсем нихӑҫан та пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлесе тӑма пултарайман (1 Иоан. 5:19). Ҫавӑнпа та, пӗрремӗш ӗмӗрти христиансен пухӑвӗнчи пӗрлӗх тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтернӗ пулӗ! Вӗт христиансем хушшинче Ефес хулинчи чурасем те, Грек халӑхӗнчи хисеплӗ хӗрарӑмӗсем те, вӗреннӗ еврейсем те, тата унччен йӗрӗхсене пуҫҫапса пурӑннӑ ҫынсем те пулнӑ (Апост. ӗҫ. 13:1; 17:4; 1 Фес. 1:9; 1 Тим. 6:1).

3. Библи христиансен хушшинчи пӗрлӗхе мӗнпе танлаштарать тата ҫак статьяна вӗреннӗ чухне эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Турра тӗрӗс пуҫҫапни ҫынсене, пирӗн кӗлетке пайӗсем пӗр-пӗринпе ӗҫлесе тӑнӑ пекех, пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлеме пулӑшать. (1 Коринф 12:12, 13 вуласа пар.) Ҫак статьяра эпир ҫакӑн пек ыйтусене сӳтсе явӑпӑр: Турра тӗрӗс пуҫҫапни мӗнле майпа ҫынсене пӗрлештерет? Мӗншӗн Иегова кӑна тӗрлӗ халӑхран тухнӑ миллионшар ҫынна пӗрлештерме пултарать? Пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма тӑрӑшнӑ чухне сиксе тухакан мӗнле йывӑрлӑхсене Иегова ҫӗнтерме пулӑшать? Пӗрлӗх ҫинчен калас пулсан, чӑн христиансем христиан тӗнчинчен мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ?

Турра тӗрӗс пуҫҫапни мӗнле майпа ҫынсене пӗрлештерет?

4. Турра тӗрӗс пуҫҫапни мӗнле майпа ҫынсене пӗрлештерет?

4 Чӑн тӗне тытса тӑракансем, Иегова, Пурне те Пултаракан пулнипе, Ҫут тӗнчене Тытса Тӑракан пулма унӑн законлӑ право пуррине ӑнланаҫҫӗ (Апок. 4:11). Ҫавӑнпа та, чӑн христиансем тӗрлӗ ҫӗршывра тата тӗрлӗ лару-тӑрура пурӑнаҫҫӗ пулсан та, вӗсем Туррӑн пӗр законӗсенех пӑхӑнса тӑраҫҫӗ тата Библири пӗр принципсем тӑрӑх пурӑнаҫҫӗ. Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑракансем пурте Турра «Аттемӗр» тесе чӗнеҫҫӗ (Ис. 64:8; Матф. 6:9). Вӗсем пурте христиан-тӑвансем тата пӗр-пӗрин хушшинче пӗрлӗх пурришӗн савӑнаҫҫӗ, ҫак пӗрлӗх ҫинчен псалом юрлакан юрланӑ: «Тӑванпа тӑван пӗрле пурӑнни мӗнле ырӑ, мӗнле илемлӗ!» (Пс. 132:1).

5. Мӗнле лайӑх ен чӑн христиансем хушшинчи пӗрлӗхе ҫирӗплетет?

5 Ҫитменлӗхсем пур пулсан та чӑн христиансем пӗр-пӗринпе пӗрлешсе Турра пуҫҫапаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем пӗр-пӗрне юратма вӗренсе ҫитнӗ. Иегова вӗсене урӑх никам та вӗрентме пултарайман юратӑва вӗрентет. (1 Иоанн 4:7, 8 вуласа пар.) Унӑн Сӑмахӗнче каланӑ: «Хӗрхенекен кӑмӑллӑ, ырӑлӑхлӑ, йӑваш ӑслӑ, лӑпкӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ пулӑр. Пӗрне-пӗри хур тусан, пӗр-пӗрин айӑпне ҫӗклесе пӗр-пӗрне каҫарӑр... [Иегова] сире каҫарнӑ, эсир те ҫаплах тӑвӑр. Пуринчен ытла юратакан пулӑр, юратсан сирте пур ырӑлӑх та пулӗ [«мӗншӗн тесен юрату — пӗрлӗхе тачӑ ҫыхӑнтарса тӑракан тӗвӗ», ҪТ]» (Кол. 3:12—14). Юрату — пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнтарса тӑракан тӗвӗ — чӑн христиансене палласа илме пулӑшакан лайӑх ен. Турра тӗрӗс пуҫҫапни ҫакӑн пек пӗрлӗхпе палӑрса тӑнине, тен, эсир хӑвӑрах курнӑ пулӗ? (Иоан. 13:35).

6. Турӑ Патшалӑхӗ ҫине шанса тӑни мӗнле майпа пире пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма пулӑшать?

6 Ҫавӑн пекех Турра тӗрӗс пуҫҫапакансене, вӗсем Турӑ Патшалӑхӗ ҫине этемлӗхӗн пӗртен-пӗр шанчӑк тесе пӑхни пӗрлештерсе тӑрать. Турӑ кӗҫех ҫынсен правительствисене хӑйӗн Патшалӑхӗпе улӑштарассине тата хӑйне пӑхӑнса тӑракансене чӑн-чӑн, нихӑҫан пӗтмен мирпе пиллессине вӗсем пӗлеҫҫӗ (Ис. 11:4—9; Дан. 2:44). Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем ҫинчен: «Эпӗ тӗнчерен мар, вӗсем те тӗнченӗн мар»,— тесе каланине христиансем асра тытса тӑраҫҫӗ (Иоан. 17:16). Чӑн христиансем ҫак тӗнчери вӑрҫӑ-хирӗҫӳсенче нейтралитет тытса тӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсем, пур ҫӗрте те вӑрҫӑсем пынине пӑхмасӑрах хӑйсен хушшинчи пӗрлӗхпе савӑнса пурӑнма пултараҫҫӗ.

Турӑ ҫинчен пӗлӳ паракан пӗр ҫӑлкуҫ

7, 8. Мӗнле майпа Библири хушусем христиансем хушшинчи пӗрлӗхе ҫирӗплетсе тӑраҫҫӗ?

7 Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем хушшинче пӗрлӗх пулнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем пурте хавхалану пӗр ҫӑлкуҫранах илсе тӑнӑ. Иисус пухӑва ертсе пыракан совет — вӑл Иерусалимри апостолсемпе старейшинӑсенчен тӑнӑ — урлӑ вӗрентсе тӑнине тата мӗн тумаллине кӑтартса пынине вӗсем ӑнланнӑ. Турра чунтан-вартан пӑхӑнса тӑракан ҫав арҫынсем хӑйсен йышӑнӑвӗсене Турӑ Сӑмахӗ тӑрӑх тунӑ та ҫав хушусене ҫулҫӳрекен надзирательсем урлӑ нумай ҫӗршыври пухусене пӗлтерсе тӑнӑ. Ҫавӑн пек надзирательсенчен хӑш-пӗрисем пирки Библире каланӑ: «Хуласем тӑрӑх ҫӳренӗ чух вӗсем ӗненекенсене Апостолсемпе пресвитерсем [е старейшинӑсем] Иерусалимре хунӑ йӗркесене тытса тӑма вӗрентнӗ» (Апост. ӗҫ. 15:6, 19—22; 16:4).

8 Паян та святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансенчен тӑракан Ертсе пыракан совет пӗтӗм тӗнчери пухусенчи пӗрлӗхе ҫирӗплетсе тӑрать. Ертсе пыракан совет Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан литературӑна нумай чӗлхепе кӑларса тӑрать. Ҫак литература Турӑ Сӑмахӗ ҫинче никӗсленнӗ. Ҫавӑнпа та вӗсен вӗрентӗвӗ ҫынсенчен мар, Иеговӑран (Ис. 54:13).

9. Турӑ хушнӑ ӗҫе туса тӑни мӗнле майпа пире пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма пулӑшать?

9 Христиансен пухӑвӗнчи надзирательсем те ырӑ хыпар сарас ӗҫре ертсе пырассине хӑйсем ҫине илнипе пӗрлӗхе ҫирӗплетеҫҫӗ. Туррӑн сӑваплӑ ӗҫне тӑвакансене пӗрлештерекен шухӑш-кӑмӑл — пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлес кӑмӑл — ҫак тӗнчери ҫынсене пӗрлештерекен шухӑш-кӑмӑлтан та чылай вӑйлӑрах. Христиансен пухӑвӗ вӑл — пӗрле пухӑнса калаҫса лармалли клуб мар, ӑна Иеговӑна мухтава кӑларма тата ырӑ хыпара сарас, вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе туса тӑма, ҫавӑн пекех пӗрле ӗненекенсене ҫирӗплетме йӗркеленӗ (Рим 1:11, 12; 1 Фес. 5:11; Евр. 10:24, 25). Ҫавӑнпа та Павел апостол христиансем пирки ҫапла калама пултарнӑ: «Вӗсем пӗр шухӑшлӑн пурӑнаҫҫӗ, Ырӑ Хыпар ӗненӗвӗшӗн пӗр кӑмӑллӑн кӗрешеҫҫӗ» (Флп. 1:27, ҪХ).

10. Мӗнле майпа пирӗн, Туррӑн халӑхӗ пулнӑ май, пӗр-пӗрин хушшинче пӗрлех пур?

10 Ҫапла вара, пирӗн Иеговӑн халӑхӗ пулнӑ май, пӗр-пӗрин хушшинче пӗрлӗх пур, мӗншӗн тесен Иеговӑн аслӑ влаҫа тытса тӑма ирӗк пуррине йышӑнатпӑр, хамӑр христиан-тӑвансене юрататпӑр, Турӑ Патшалӑхӗ ҫине шанатпӑр тата пухура ертсе пырассине Турӑ кам ҫине хунӑ, ҫавсене хисеплетпӗр. Иегова пире хӑш-пӗр шухӑшсене сирсе яма пулӑшать, вӗт ҫав шухӑшсем, эпир ҫитменлӗхлӗ пулнине пула, пирӗн хушӑри пӗрлӗхе аркатма пултараҫҫӗ (Рим 12:2).

Мӑнкӑмӑллӑхпа кӗвӗҫнине ҫӗнтерсе

11. Мӗншӗн мӑнкӑмӑллӑх ҫынсене уйӑрса яма пултарать тата мӗнле майпа Иегова ӑна ҫӗнтерме пулӑшать?

11 Мӑнкӑмӑллӑх ҫынсене пӗр-пӗринчен уйӑрать. Мӑнкӑмӑллӑ ҫын вӗҫкӗнленме юратать. Анчах та ҫакӑ час-часах килӗштерсе пурӑнма чӑрмантарать; мухтанса калаҫнисене илтсе тӑракансем кӗвӗҫме пултараҫҫӗ. Иаков вӗренекен пӗр пытармасӑр пире калать: «Мухтанни... усал ӗҫ» (Иак. 4:16). Ыттисем умӗнче мӑнна хуни вӑл — юратни мар. Ҫакна палӑртмалла, Иегова хӑйне пирӗн пек ҫынсемпе тытнӑ чухне хӑйне кӗҫӗне хурать, ҫав енчен вӑл йӑвашлӑхӑн тӗслӗхне кӑтартса тӑрать. Турра мухтаса Давид ҫырнӑ: «Эсӗ хӑвна кӗҫӗне хуни мана асла кӑларать» (2 Сам. 22:36, ҪТ). Турӑ Сӑмахӗ пире тӗрӗс шухӑшлама вӗрентсе мӑнкӑмӑллӑха ҫӗнтерме пулӑшать. Турӑ пӗлтернипе Павел каланӑ: «Сана кам мала хурать? Турӑран илменни санӑн мӗн пур? Турӑран илнӗ пулсан, мӗншӗн Унран илмен пек мухтанатӑн?» (1 Кор. 4:7).

12, 13. а) Мӗне пула ҫӑмӑллӑнах кӗвӗҫекен пулса кайма пулать? ӑ) Ыттисем ҫине эпир Иегова пекех пӑхатпӑр пулсан, ҫакӑ мӗн парать?

12 Килӗштерсе пурӑнма чӑрмантаракан тепӗр ен вӑл — кӗвӗҫӳ. Ҫуралнӑранпах ҫитменлӗхсем пуррине пула пирӗн пурин те кӗвӗҫес кӑмӑл пур тата чӑнлӑха нумай ҫул хушши пӗлекен христиансем те хӑш-пӗр чухне камӑн та пулин лару-тӑрӑвне, вӑл ытлӑ-ҫитлӗ пурӑннине, мӗнле вырӑн йышӑннине тата пултарулӑхне кура кӗвӗҫме пултараҫҫӗ (Еккл. 4:4). Сӑмахран, ҫемьеллӗ арҫын-тӑван тулли вӑхӑтпа ӗҫлесе тӑракан тӑванӑн лару-тӑрӑвне кура кӗвӗҫме пултарать, ҫав вӑхӑтрах тулли вӑхӑтпа ӗҫлесе тӑракан тӑван, унӑн ҫемьепе ачасем ҫукки пирки, тен, ӑна кӑштах кӗвӗҫнине ӑнламасан та пултарать. Ҫавӑн пек туйӑмсем пирӗн хушӑри пӗрлӗхе ан аркатчӑр тесен мӗн тумалла?

13 Кӗвӗҫессинчен пӑрӑнма пулӑшас тесе Библи святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансен пухӑвӗнчисене ҫын кӗлеткин пайӗсемпе танлаштарса парать . (1 Коринф 12:14—18 вуласа пар.) Сӑмахран, куҫпа чӗрене танлаштарсан, куҫ ыттисенчен ытларах курӑнса тӑрать, чӗре — ҫук. Ҫапах та сирӗншӗн вӗсем иккӗшӗ те пӗр пекех хаклӑ, ҫапла мар-и? Ҫавӑн пекех Иегова та пухусенче кашнине хаклать, вӗсенчен кам та пулин пӗр-пӗр вӑхӑт ыттисенчен ытларах курӑнса тӑрать пулсан та. Ҫавӑнпа та, айтӑр, пухури тӑвансем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхар. Ыттисене кӗвӗҫес вырӑнне, эпир вӗсемшӗн тӑрӑшнине тата вӗсемпе интересленнине кӑтартма пултаратпӑр. Ҫапла туса тӑнипе эпир чӑн христиансемпе хӑйсене христиансем тесе калакансем хушшинчи уйрӑмлӑха тата ытларах кӑтартса тӑма пултаратпӑр.

Пайланса кайнӑ христиан тӗнчи

14, 15. Чӑн тӗнрен пӑрӑнса кайнӑ христианство мӗнле майпа пайланса кайнӑ?

14 Чӑн христиансен хушшинчи пӗрлӗх христиан тӗнчин чиркӗвӗсем хушшинчи хирӗҫӳсемпе харкашусенчен питӗ уйрӑлса тӑрать. Тӑваттӑмӗш ӗмӗр тӗлнелле чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ христианство ҫав тери анлӑ сарӑлнине пула суя тӗне тытса тӑракан Рим императорӗ вӗсемпе ертсе пырассине хӑйӗн аллине илнӗ, ҫакӑ вара христиан тӗнчине йӗркеленме панӑ. Унтан малалла пайланса пынӑ май, Рим империнчен нумай патшалӑх уйрӑлса кайнӑ та хӑйсен ҫӗршывӗсенче хӑйсен патшалӑх чиркӗвӗсене йӗркеленӗ.

15 Ҫав патшалӑхсенчен нумайӑшӗ ӗмӗр тӑршшӗпех пӗр-пӗринпе ҫапӑҫнӑ. XVII тата XVIII ӗмӗрсенче Великобританире, Францире тата Пӗрлешӳллӗ Америка Штачӗсенче пурӑнакан ҫынсем хӑйсен ҫӗршывне чунтан-вартан парӑнса тӑмалла тесе калама пуҫланӑ, ҫапла вара национализм тӗн пекех пулса танӑ. XIX тата XX ӗмӗрсенче национализм нумай ҫыннӑн ӑс-тӑнне ҫирӗп вырнаҫса ларнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн христиан тӗнчин чиркӗвӗсем сектӑсем ҫине пайланса кайнӑ, вӗсенчен нумайӑшӗ национализмра ним япӑххи те курмасть. Пӗр чиркӗвӗн ҫыннисемех урӑх ҫӗршыври хӑйсем пекех ӗненекенсене вӗлерме кайнӑ. Христиан тӗнчи паян тӗрлӗ вӗрентӳсемпе тата национализмпа пайланса пӗтнӗ.

16. Мӗнле сӑлтавсене пула христиан тӗнчинче пӗрлӗх ҫук?

16 XX ӗмӗрте ҫӗршер христианла юхӑмсем пӗр-пӗрин хушшинче пӗрлӗх пултӑр тесе христиан тӗнне тытса тӑракансене пурне те пӗрле пӗрлештересси ҫинчен калаҫма тытӑннӑ. Анчах та вуншар ҫулсем хушши вӑй хурсан та темиҫе чиркӳ кӑна пӗрлешнӗ, тата ҫак чиркӳсене ҫӳрекенсен хушшинче паян кунччен те хӑш-пӗр ыйтусем пирки — сӑмахран, эволюци теорийӗ, хырӑм пӑрахасси, гомосексуализм тата хӗрарӑмсене чиркӳ чинне парасси пирки — пӗрлӗх ҫук. Христиан тӗнчин хӑш-пӗр чиркӳсен пуҫлӑхӗсем христиансем текен тӗрлӗ тӗнри ҫынсене пӗрлештерме тӑрӑшаҫҫӗ, ҫакна тӑвас тесе вӗсем малтан пӗр-пӗринпе хирӗҫтерекен хӑш-пӗр вӗрентӳсен пӗлтерӗшне чакараҫҫӗ. Анчах та ҫакӑ ҫынсен ӗненӗвне хавшатать, ҫавӑнпа та ҫакӑ, паллах ӗнтӗ, христиан тӗнчин пайланса кайнӑ чиркӗвӗсене пӗрлештерме пултараймасть.

Национализмран та ҫӳллӗрех

17. Малтанах каласа хунӑ тӑрӑх Турра тӗрӗс пуҫҫапни мӗнле майпа ҫынсене «юлашки кунсенче» пӗрлештермелле?

17 Этемлӗх нихҫанхинчен те ытларах пайланса кайнӑ пулсан та, пӗрлӗх паян кун та чӑн христиансен уйрӑмлӑхӗ. Туррӑн пророкӗ Михей малтанах каласа хунӑ: «Сурӑх картинчи кӗтӳ пек, вӗсене пӗрле хутӑштарӑп» (Мих. 2:12). Турра тӗрӗс пуҫҫапасси ытти пуҫҫапнинчен — суя турӑсене е Ҫӗршыва пуҫҫапнинчен — ҫӳллӗ шайра тӑрӑсси ҫинчен Михей малтанах каласа хунӑ. Вӑл ҫырнӑ: «Юлашки кунсенче ҫапла пулӗ: Турӑ ҫурчӗн тӑвӗ ытти тусенчен чи асли пулӗ, сӑрт-тусем хушшинче ҫӗкленсе тӑрӗ, ун патне халӑх вӗҫӗмсӗр кайӗ. Халӑхсем пурте харпӑр хӑй туррин ячӗпе ҫӳреҫҫӗ; эпир вара... хамӑр Туррӑмӑр ячӗпе ҫӳрӗпӗр» (Мих. 4:1, 5).

18. Турра тӗрӗс пуҫҫапни пире мӗнле улшӑнусем тума пулӑшрӗ?

18 Михей ҫавӑн пекех Турра тӗрӗс пуҫҫапни унччен тӑшмансем пулнӑ ҫынсене мӗнле пӗрлештересси ҫинчен те ҫырнӑ: «Нумай-нумай халӑх кайӗ, вӗсем калӗҫ: килӗр, Туррӑмӑр тӑвӗ ҫине улӑхар та Иаков Туррин ҫуртне кӗрер, Вӑл пире Хӑйӗн ҫулӗсемпе ҫӳреме вӗрентӗ, вара эпир Унӑн ҫулӗсемпе ҫӳрӗпӗр. [...] Вӗсем вара хӑйсен хӗҫӗсене шӑратса акапуҫ тӑвӗҫ, сӑннисене шӑратса ҫурла тӑвӗҫ; пӗр халӑх тепӗр халӑх ҫине хӗҫ ҫӗклемӗ, текех вӑрҫӑ вӑрҫма вӗренекенӗ те пулмӗ» (Мих. 4:2, 3). Ҫынсем шутласа кӑларнӑ турӑсене, ҫавӑн пекех халӑхсене пуҫҫапассине сирсе ярса Иеговӑна пуҫҫапма пуҫлакансем пӗтӗм тӗнчери пӗрлӗхе кура савӑнса тӑраҫҫӗ. Турӑ вӗсене юрату ҫулӗпе пыма вӗрентет.

19. Миллионшар ҫын Турра тӗрӗс пуҫҫапма пӗрлешни мӗн пирки уҫҫӑн ҫирӗплетсе парать?

19 Пӗтӗм тӗнчери чӑн христиансен хушшинчи пӗрлӗх паян тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет тата Иегова хӑйӗн сывлӑшӗ урлӑ хӑйӗн халӑхне малалла та ертсе пынине уҫҫӑн кӑтартса тӑрать. Тӗрлӗ халӑхран тухнӑ ҫынсен хушшинче пӗрлӗх пулни этемлӗх историнче нихӑҫан та пулман. Ҫакӑн пек тӗлӗнмелле майпа Апокалипсис 7:9, 14-мӗш сӑвӑ йӗркисенче пророкла каланӑ сӑмахсем пурнӑҫланаҫҫӗ тата ҫакӑ Турӑн ангелӗсем ҫак йӗркесӗр тӗнчене тӗп тӑвакан «ҫилӗсене» кӗҫех ярассине кӑтартса парать. (Апокалипсис 7:1—4, 9, 10, 14 вуласа пар.) Пӗтӗм тӗнчери тӑвансемпе пӗрлешни савӑнтармасть-и вара? Пирӗнтен кашни ҫак пӗрлӗхе мӗнле майпа ҫирӗплетме пултарать? Ҫакна тепӗр статьяра сӳтсе явӑпӑр.

Эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?

• Турра тӗрӗс пуҫҫапни мӗнле майпа ҫынсене пӗрлештерет?

• Кӗвӗҫӳ пирӗн хушӑри пӗрлӗхе ан аркаттӑр тесен пирӗн мӗн тумалла?

• Мӗншӗн национализм чӑн христиансене пайласа яма пултараймасть?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]